Поиск: __иçĕм-çырли,

Введите слово для поиска

Область поиска:

Чувашско-русский словарь (1982)

варени

варенье
хăмла çырли варенийĕ — малиновое варенье
чие варенийĕ — вишневое варенье
варени пĕçер —варить варенье

глюкоза

хим.
глюкоза (иçĕм çырли сахăрĕ)

инжир

инжир, фига (кăнтăрта ӳсекен йывăç тата унăн çырли)

иçĕм

виноградный
иçĕм ăсти — виноградарь
иçĕм сапаки — гроздь винограда
иçĕм сĕткенĕ — виноградный сок
иçĕм çырли пахчи — виноградник
иçĕм тĕмĕ — куст винограда
иçĕм эрехĕ — виноградное вино

йышши

2.
относящийся к какому-л. сорту, разряду, типу
пăрçа йышши культурăсем — бобовые культуры
пĕр йышши — однообразный, однородный
хаклă йышши — дорогой, драгоценный
урăх йышши — другого сорта, типа, вида
шултра йышши çĕр çырли — сорт крупной клубники
осетр йышши пулăсем — осетровые, семейство осетровых

катăркас

1.
боярышник
катăркас çырли — ягоды боярышника

кăпчанкă

бересклетовый
кăпчанкă çырли — ягоды бересклета
кăпчанкă тымарĕ — бересклетовый корень

кĕрпе

крупяной
вир кĕрпи — пшено
манна кĕрпи — манная крупа, манка разг.
пăри кĕрпи — полбенная крупа, полба
сĕлĕ кĕрпи — овсяная крупа, овсянка
хуратул кĕрпи — гречневая крупа, греча, гречка
кĕрпе арманĕ — крупорушка
кĕрпе кипекки — шелуха, высевки (после очистки крупы)
кĕрпе перчи — зернышко, крупинка
кĕрпе яшки — крупяной суп
кĕрпе культурисем — крупяные культуры
кĕрпе çур — обдирать крупу
Пĕчĕкçеççĕ куркам пур, куркам тулли кĕрпем пур. (Хурлăхан çырли). — загадка Мой маленький ковшик наполнен крупой. (Смородина).

кĕтмел

брусничный
хĕрлĕ кĕтмел — красная брусника
кĕтмел кĕселĕ — брусничный кисель
кĕтмел çырли —  брусника
кĕтмел çулçи — брусничник
кĕтмел шывĕ — брусничный сок

кишмиш

кишмиш (вăрасăр иçĕм çырли)
шурă кишмиш — белый кишмиш

кӳкен

терновый
кӳкен йывăçĕ — терновник
кӳкен çырли — тĕрн, ягоды терновника

маслина

маслина (çу çырли тата унăн йывăçĕ), см. олива

мăк


пăлан мăкĕ — ягель, олений мох
мăк курăкĕ — лишайник
мăк йышши ӳсентăрансембот. мохообразные
мăк çырли — клюква

начар

5.
плохо, трудно, с трудом
хăмла çырли сивве начар чăтать — малина плохо переносит морозы

нухăт

бот.
бобовник
нухăт çырли — плоды бобовника
нухăт хулли — бобовник (растение)

палан

калиновый
палан тĕмĕ — калина (куст)
палан çырли — калина (ягоды)

пĕрлĕхен

1.
костяника
пĕрлĕхен çырли — ягоды костяники
Пĕр пĕрнери пĕрлĕхен пек. — погов. Как ягоды костяники из одного кузова. (соотв. Как две капли воды).

пилеш

рябиновый
хĕрлĕ пилеш — красная рябина
хура пилеш — черноплодная рябина
пилеш йывăçĕ — рябина (дерево)
пилеш çырли — рябина (ягода)
пилеш сăпаки — кисть рябины
пилеш эрехĕ — рябиновая наливка
пилеш патне çул турăм, йывăçĕшĕн мар, пилешĕшĕн — фольк. проторила я тропку к рябине, не ради дерева, а ради ягод

пир

II.
пир йывăççидиал. тополь
пир çырли — боярышник
пир кĕпçи — дягиль

пломбир

I.
пломбир (мороженăй)
çĕр çырли пломбирĕ — клубничный пломбир

сад

2.
садовый, культурный
сад хăмла çырли — садовая малина
сад чечекĕсем — садовые цветы

сарă

желтый
сарă кăранташ — желтый карандаш
сарă кĕрĕк — шуба желтой дубки
сарă пурçăн кĕпе — платье из желтого шелка
сарăрах шурă — желтоватый, изжелта-белый
сарă хăмла çырли — желтый сорт малины
сĕтел çинчи сарă сăри тинĕс енчи эрех пек — фольк. янтарное пиво на столе — что заморское вино

техĕм

2.
аромат
çĕр çырли техĕмĕ — аромат клубники

уртăш

можжевеловый
уртăш йывăçĕ — можжевельник
уртăш çырли — можжевеловые ягоды
уртăш туя — можжевеловый посох

хăвăш

жимолость
хăвăш çырли — ягоды жимолости
хăвăш тĕми — куст жимолости

хăмла


хăмла кайăкĕ — малиновка (птица)
хăмла çырли — малина
хура хăмла çырли — ежевика

хурăн


хурăн кăмпи — подберезовик
хурăн пуçлă çĕлен — уж
хурăн çырли — земляника

чие

вишневый
чие варенийĕ — вишневое варенье
чие йывăççи — вишня (дерево)
чие пахчи — вишенник, вишневый сад
чие сачĕ — вишенник, вишневый сад
чие çырли — вишня (плод)
чие эрехĕ — вишневка, вишневая настойка
чие тĕслĕ сатин — сатин вишневого цвета

шалаш

I.
внутренность, нутро, внутренняя часть
внутренняя сторона

Тулашĕ хĕрлĕ, шалашĕ шурă. (Хăмла çырли). — загадка Наружная часть — красная, а внутренняя — белая.  (Малина).

шăлан

1. бот.
шиповник, дикая роза
шăлан йĕпписем — шипы, колючки шиповника
шăлан çырли — ягоды шиповника

шерпет

2.
сироп
хăмла çырли шерпечĕ — малиновый сироп

шур


шур чирĕ — болотная лихорадка, малярия
шур çырли — клюква
шур тăпри диал. известь
шур такизоол. бекас

эй

2.
выражает удивление, восторг
ах, ох, ух

эй, çырли мĕнешкел тутлă! — ах, как вкусны ягоды!
эй, хаярччĕ-çке вĕсен йытти! — ух, и злая была у них собака!

çатралан

1.
зарастать
разрастаться, становиться густым, частым

хайла çырли çатраланса кайнă — малинник разросся

çемĕн

послелог

1.
по, в соответствии с
йывăççи çемĕн çырли — по дереву и плоды
Çӳпçи çемĕн хупăлчи. — посл. По кадушке и крышка. (соотв. По Сеньке и шапка).

çеçке

3.
лист и листья
вĕлтĕрен çеçки — листья крапивы
çĕр çырли çеçки — листья клубники
куккурус виçĕ çеçке кăларнă — кукуруза выпустила три листочка

çĕр


çĕр пичĕ — рельеф местности
çĕр кăмпи — 1) гриб-дождевик 2) шампиньон
çĕр мăйăрĕ — земляные орехи, арахис
çĕр мулкачи — тушканчик
çĕр çăвĕ — гриб-дождевик
çĕр çырли — клубника
çĕр чĕкеçĕ — ласточка-береговушка
çĕр шапи — жаба
çĕре кĕр — скончаться (букв. уйти в землю)
çĕр çăтман пуçне!бран. нет на него погибели!
çĕр çăтасскер!бран. нет на него погибели!
çĕр çăтманскер!бран. нет на него погибели!
çĕр тĕпне кайтăр! бран. провалиться ему в преисподнюю!
çĕр çĕмĕрсе — шумно, громогласно
çĕр çĕклейми — огромный, чудовищный, невыносимый

çупкăмлан

2.
наливаться, созревать
иçĕм çырли çупкăмланса пиçет — гроздья винограда наливаются

çыр

I. сущ.

1.
обрыв, яр, откос
Сур çырĕ — крутой берег Суры
чăнкă çыр — крутой обрыв, крутояр
çыр хĕрринче çĕр çырли, пиçсе çитсен çын курать — фольк. на откосе растет клубника, когда она созреет, все ее видят

çырла

ягодный
иçĕм çырли — виноград
йĕплĕ çырла — крыжовник
кăвак çырла — ежевика
çĕр çырли — клубника
хура çырла — черннка
хурăн çырли — земляника
чие çырли — вишня
шур çырли  — 1) клюква 2) морошка
мăк çырли — 1) клюква 2) морошка
çырла пахчи — ягодник
çырла çеçки — листья ягодных растений
çырла шывĕ — ягодный сок
çырла пиçнĕ — ягоды созрели
çырла тат — рвать ягоды
çырлана кай — идти по ягоды
çĕмĕрт мĕншĕн кулянать? — çырли хура пулнăшăн — фольк. из-за чего горюет черемуха? — из-за того, что ягоды у нее черные


çырла кайăкĕ — малиновка (птица)
йытă çырли — волчьи ягоды
кашкăр çырли — волчьи яоды

вил


вилнĕ сын çырлидиал. шиповник

хаяр


хаяр курăкĕбот. трифоль
хаяр çырлибот. вороний глаз
хаяр ӳкни уст. сглаз

упа


упа çырлибот. толокнянка обыкновенная
упа паланĕбот. толокнянка обыкновенная
упа чĕрни — лапка (для рыхления грядок)
упа кĕпçибот. дудник лекарственный, дягиль
упа шăмакки бот. дудник лекарственный, дягиль
упа лаппибот. папоротник-орляк
упа ташши ташла — сильно шуметь

кашкăр


кашкăр курăкĕ — герань
кашкăр пăрçи — люпин
кашкăр çырли — волчьи ягоды
кашкăр шăлĕ — клык (неправильно выросший зуб)

тилпĕрен

бот.
белена (черная)
тилпĕрен çырли — ягоды белены

Никольскийĕн чăвашла-вырăсла словарĕ

йарăмăн-йарăмăн

гирляндами, связками, плетеницами, полосами
йĕçĕм çырли çупкăнĕсем пахчара йарăмăн-йарăмăн çакăнса тăраççĕ — кисти винограда висят в саду (целыми) гирляндами

пахча

сад
двор
усадьба

пахча ӳстерсе укçа ту — насадить сад и заработать деньги
хăмла çырли пахчи — малинник
улма пахчи — яблоневый сад
пахчалалла йытса кайрĕ — понес по направлению к саду
пахчи-пахчипах улми, йĕри-тавăра шур улми — целые сады садовых яблок, а кругом (все) белые яблоки
хăта хапхи пахчалăх — у свата ворота двустворчатые
пахчаçă — садовник; огородник

çĕр

земля
место

çĕр-шыв — земля и вода
çĕр ĕçлекен — земледелец
çĕр çырли — клубника
çĕр чавакан — землекоп

Словарь чувашского языка

ырă

(ыры˘), добрый, хороший, превосходный, отличный; здоровый; милый. Почтенный. Святой. Ист. 65. Çын, ырра курсан, ырă чап сарать, усала курсан, усал чап сарать. Псалт. 389. Астивсе пăхăр, Турă ыррине курăр. Тороп-к. Пăть-пăлтĕк потене, ыр çарана йоратать. Альш. Ырă ут çине ларакан ырман, тет; çĕнĕ кĕрĕк тăхăнан шăнман, тет. Пазух. Ыр ут утланакан та, ай, ырман, тет; ыр тумтир тăхăнакан та, ай, шăнман, тет. Юрк. † Ырă ут çине ларакан ырман. Юрк. Ытла ырă пулĕччĕ, ун вырăнне Магницкие кӳртсе лартсан. Янг. К. Мана сĕт ырă мар, мне молоко не идет (сказал человек, которого прошиб понос). Сёт-к. Ыр ят (добрую славу) сарса çӳрет † Йĕри-тавра йыснисем! Хаяр сонсах ан ярăр, ыр кон-çолне халалăр. (--халаллăр). N. Сан ырă (почтенное) çыруна иккĕ [илтĕм]. Юрк. Ку тĕрлĕ аслă пăраçникре те çынна ырă сăмах кала пĕлмеççĕ. Юрк. Епле хăйсем пуйни çинчен тĕрлĕ ырă хыпарсем сарма тăрăшаççĕ. N. Турă ăна (ей) вилсессĕн те, ырă вырăн патăр, çутă çĕре кӳртсе вырнаçтартăр, тет. † Ырă шĕшкĕ пек тантăшсем пурччĕ; ырă хулă пек йăмăксем пурччĕ, — тăрса йулчĕç, ай, курăнать! Полт. 54. Ырă сехет çывхарать. Полт. 50. Ачашлакан ыр куçа астумасăр вăл ларать. † Çак хăта-тăхлачă ыр пулсассăн, пире килме-кайма пит лайăх. Эльборус. Хăш енчен шăршласа пăхан, çав енчен тĕрлĕ ырă шăрш килет. † Ах, хĕрес аннеçĕм, аттеçĕм, хаяр сонсах ан ярăр, ыр халапне парса ярăр! (т.-е. пожелайте добра, благословите). N. Святой апостол Павел çирнă ырă кĕнеке çинче. N. Арăмĕ каланă: веç санăн ырă апу ылтăн тарилккене çапса çĕмĕрчĕ и çитерекен лашана чиксе вĕлерчĕ, тенĕ. Собр. 3820. Ялтан яла шыраса ялăн ыри (лучшие из деревень) кунта-мĕн; хĕртен хĕре шыраса хĕрĕн ыри (надо: ырри?) кунта-мĕн. Ала, 7. Ну,  ăвăлăм, эсĕ манăн сăмаха итлесессĕн, ырă тăнлă çын пулăн. Тăвйп. Эпĕ ырра хирĕç ырă, усала хирĕç усал, тенĕ. Сказк. и пред. 18. Сывлăш ырă ыйхинчен вăранма та пуçларĕ. N. Ырă сывлăш, кисе, туртса кăларинччĕ, тесе калать, тет. N. Ырри çухатнă, усалли кӳнĕ теççĕ. (Послов.). Чхйп. Кĕтӳç хăй кĕтӳне вăй çитнĕ таран ырă пăхсан, кĕтӳри выльăхсам та ырă, аван, мăнтăр пулаççĕ. Никит. † Курăк ыри — çырла çеçки (лучшая из трав — ягодный куст), çырли ларать хĕп-хĕрлĕ. Ст. Ганьк. Ырă сехет тĕлне ту. Fac, ut faustam offendamus horam, h.e., ut opportunum tempus nanciscamur. Якей. Хĕрĕн ырри конта-мĕн. Оказывается, лучшие девицы — здесь. Юрк. Усал çумне выртаччен ырă (так напис.) ури вĕçне вырт. † Ĕçкĕ ĕçме лайăх ырă куç. Ватта ырра хур. Старого уважай. Бюрг. Кун кунлама патăр, çĕр çĕрлеме патăр; каçхине каçах пултăр, ирхине ырах пултăр. (Из обр. «тĕтĕрни»; Сала 3450). Сред. Юм. Кĕçĕллĕ çынна мунчара çапăннă чôхне ыррăн туйăнать (бывает приятно). N. Эпĕ халĕ турă пулăшнипе ырă-сывă пурăнатăп. (Из письма). † Усал çумне выртиччен ыррăн ури вĕçне вырт. Чем ложиться рядом с злым, лучше лечь в ногах у доброго. Альш. Атте-анне килĕнче мĕскер пур? — Ырă улпутран ырă тетем пур, ырă (почтенная) пикерен ырă инкем пур. Ырă вут ами, почтенная мать огня. См. Ашапатман. Т. VI, 22. Б. Бур. † Пули-пулми çынпала çула ан тух, ырă (почтенный) улпут пек пуçна çухатма. Сикт. Пӳртре пурте: ырă чӳк-кĕлĕ хапăл илтĕр; чӳк çырлах! тесе, пурте, ӳксе, пуççапаççĕ. Ib. Ун хыççăн пурте: ырă чӳк-кĕлĕ пӳлĕхçĕ, хапăл ил! тесе, ӳксе, пуççапаççĕ. Ib.  Ырă чӳк-кĕлĕ хапăл ил, тытнă-тунине çырлах, тет те, вара ачасене çиме хушать. Магн. 1. Ырă киремет. Ib. Туй-ек[к]инче хурăн çырли; татрăмăр та çирăмăр, ырă хурăнташ[ш]енчен уйăрăлтăмăр.  (Из солд. песни).  † Ырă Мускав пек ялăм пур, ялăм çинчен куç каймасть. Л. Кошки. Пĕлни пур, пĕлменни пур: ырă чӳк-кĕлĕ, хуш курса, хапăл ил! (Из моленья), СПВВ. Ырă пӳлĕх. Альш. Ах, тантăшçăм Люпун! — çын-çын урлă курăнать! çын-çын урлă курăнсан та, ыр(ă) пикенĕн курăнан. Альш.? Ырă кĕллĕм вырăнаçтăр. Да будет принята моя чистая молитва. Ой-к. † Çыр хĕринче çĕр çырли; татрăмăр та çирăмăр, ыр çĕр-шывран уйăрлтăмăр (расстались с святою родиною). || Ы р ă скорее указывает на нравственные свойства или на высокие качества, лежащие в самой природе предмета; аван и лайăх этого оттенка не имеют. Срв. «ырă кăмăлăм», но: «лайăх чĕлхе-çăварăм». || Добро. Макка, 100. Вăрçă хушшине ырă кĕмест. (Послов.). Ырра курсан, ырă пулать; усала курсан, усал пулать, теççĕ. (Послов.). Ырă тунине манакан çын — неблагодарный. Усал-тĕсел тулалла, ырри шалалла. Так произносят, когда поят больного наговоренною водою, совершая «ăш ыратсан, вĕрекен кĕлĕ». N. Пирĕн тутарсемпе, тухса, çапăçнинчен ырри пулас çук ĕнтĕ. 1. Самое лучшее для нас, это — вступить в битву с татарами. 2. От нашей битвы с татарами положительно не будет добра. Ч. С. Çын, ырра курсан, ырă пулать, усала курсан, усал пулать, теççĕ ваттисем. Чăвйп. Кĕркка! атя кунтан тарар, кăсем ырă калаçмаççĕ (они говорят недобрые вещи;  здесь —сговариваются  убить).  || Хорошо,  по-хорошему. М. Тув. Ати-апай пур çинче ыр ĕçес те ыр çийес.  Тогач. Тавай, ати, эреке, ыр ĕçес те ыр çийас. Полт. 49: Ват çын çине юратса ачашласа ыр пăхать (она). Юрк. Ĕнтĕ ырăран ырă калама тытăнать-çке. || Хорошо, что. Ч. С. Анне, ырă, аттене каласа кăтартмарĕ. || Добрый дух, доброе начало в природе. Собр. 1370. Çак тырсене акма вăрлăх кăларнă чух, ырра хирĕç ту усалла тӳртĕн ту. (Из моленья). Ib. 138. Уя тухăпăр татах ырра хирĕç, усалла тӳртĕн ту. (Из моленья). || Ырă ют, туру ют, песенная вставка, возникшая из «Ыр(ă), ей, ут, тур(ă), ей, ут»? Ч.К. Çич хӳрелĕ хĕр куртăм, — ырă ют, туру ют! — пилĕк çыххи пилĕк сум! Анаткасси хĕрĕсем ултă хĕрĕ пĕр укçа. || Ырă пурăнăçлă, благочестивый. См. 2. ырă.

хĕвел

солнце, солнышко. Ск. и пред. чув. 88. Вут пек хĕвел выляса çӳл тӳпене хăпарать. ''Пазух''. 92. Хевея хĕрлĕ хĕрĕсем, Турай хĕрсем тиейсе, суйламасăр илес мар. ''Дик. леб''. 43. Хĕвел анса çитеспе Елисан пиччĕшĕсем вĕçсе таврăннă. Когда зашло солнце, в пещеру прилетели братья. ''Ib''. 36. Хĕвел анса килет. Солнце близилось к закату. ''Ib''. 41. Хĕвел чылай çӳле кайсан... Когда солнце поднялось выше... ''КВИ''. Çутă юхăм унăн айĕнче, çӳлтен ылттăн хĕвел çутатать. Под ним струя светлей лазури, над ним луч солнца золотой. ''N''. Хĕвел анчĕ ту айне. ''N''. Хĕвел кулать сайрарах, шăрши пĕтнĕ чечексен. ''N''. Пĕр пĕлет çук, хĕвел çунать. ''А.-п. й''. 42. Хĕвел анса ларчĕ. Тимухха лашине шăварма тухса кайрĕ. ''НР''. Чупрăм-тухрăм ту çине хĕвелпе пиçнĕ çырлашăн. Взбежала я на гору за созревшей на солнце ягодой. ''ГФФ''. Ăшшăн-ăшшăн хĕвел пăхсан... Если солнце будет припекать.''Ib''. Ушшăн-ушшăн хĕвел пăхсан та, хорĕн те тăрăх сохăр йохать. Когда солнце сильно припекает, по дереву (березе) течет смола. ''Абыз''. Çĕр çăввинче çĕр-çырли, çĕр-çырли, çĕр çăввнче хĕвел пăхсан, тата пиçес кăмăл пур. ''Оп. ис. ч.'' II. Сывлăх пулсан таврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. Если будем живы, то вернемся подобно тому, как обращается солнце. ''N''. Хĕрлĕ хĕвел сан умăнта йăлтăртатса тăрать, аялта тен çак пĕлĕтрен витрелетсе çумăр çăвать. Перед тобою блещет красное солнышко, а внизу из этого облака, может быть, льет проливной дождь. ''Баран''. 28. Шĕшкĕ юмана хупласа хĕвел ямасăр тăнă. Орешник глушил его и не пропускал солнечных лучей. ''ТХКА''. 106. Хĕвел тухас пек, çанталăк çутăлать. ''Ib''. Хĕвел чылай çӳле улăхрĕ, хĕртсе пăхать. ''Шурăм-п''. № 19. Хĕвел анса ларчĕ. Халĕ апат çиет пулĕ, ăна амăшĕ пăтă пĕçерсе çитерет, тет. ''N''. Сивĕ кун виçĕ хĕвел пулать. ''N''. Вĕсен пичĕсем хĕвелре çунса кайнă. ''N''. Хĕвелпе тăрса, мĕн хĕвел аничченех кĕтӳре çӳрет. ''Чув. пр. о пог''. 51. Виçĕ хĕвел курăнсан, сивĕ пулать. Если появятся три солнца, будет холодно. ''Ib''. 42. Хĕвел хĕртсе пăлсан. Если солнце печет... ''N''. Хĕвел витĕр (пăхнă чухне) çăмăр çусан, тата тепĕр çăмăр пулать. Если сквозь солнце (когда оно светит) идет дождь, еше дождь будет. ''Вопр. Смоленск''. Хĕвел тухсанах пĕлĕт айне кĕрсен, çăмăр пулать. ''Панклеи''. Хĕвел те пĕлет айнех полчĕ (зашло за облако). ''С. Алг''. Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел, çуратнă çĕр-шывсем шел юлать. ''N''. Хĕвел каялла кайса пăхсан, çăмăр пулать, теççĕ. ''Якейк''. Эс çанашкал покан тусан, хĕвел тепĕр çĕртен тохĕ. ''Ib''. Ес çав окçая парсан хĕвел тепĕр енчен тохĕ. ''Ib''. Ĕнер конĕпех хĕвел пăхрĕ. ''N''. Ма мана хĕвеле кăтартмастăн? Почему ты мне не даешь смотреть на солнце? ''N''. Пӳртре хĕвел çутипе çап-çутă. В комнате светло от солнца. ''N''. Хĕвел пĕлĕт айĕнчен тохрĕ; хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе карĕ. Пĕлĕтсем хĕвел тĕлĕнчен сирĕлсе карĕç. ''N''. Эпĕр хĕвелте ларатпăр. ''N''. Мана хĕвеле тохма йорамасть. ''N''. Хĕвелте çӳреççĕ. ''N''. Старик хĕвеле ларчĕ. ''N''. Ача макăрнă чохне ăна чарас тесе: хĕвел пăхать, ай, хĕвел пăхать, тесе калаççĕ, ача вара чăнахах макăрма прахать те, колма тяпратать. Вăт хĕвел пăхса ячĕ, тесе каран колаççĕ. ''N''. Пирĕн ăрам хĕвеле хирĕç пăхса ларать. ''N''. Сар хĕвелте (в солнечные дни) çырла часах пиçет. ''N''. Олăх толли сар хĕвел, кайăк вĕçни корăнать. ''N''. Эпĕр паян кĕлтесене хĕвеле сартăмăр (на солнышко). ''N''. Тĕкĕрпе хĕвеле ан вылят (не пускай зайчиков). ''N'' Эпĕ пулсассăн, çакă уя пĕтĕмпе хĕвел ансан тапратса хĕвел тохаччен сухине туса, тыррине акса çитĕнтерсе, вырса, авăн çапса, тыррине йăлтах ампарсене тултарса хурап, тесе калать ткйĕр, тенĕ, тет. ''N''. Хĕвеле пăх та уйăха пăх, хĕвел çути сап-сарă, уйăх çути çап-çутă. ''Му-сирма''. Хĕрлĕ-хĕрлĕ, теççĕ ăна, хĕвел çинче ӳснĕ вăл. ''N''. Пĕлĕт çинче илемлĕ хĕр çӳрет. (Хĕвел). ''N''. Пăх-пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, çу чашкипе çу парам, пыл чашкипе пыл парам, ачу шыва кайсассăн, кĕвенте пуçĕпе туртса илĕп, сана хĕрли, мана шурри. (Сăвă). ''Н. Карм''. Сирĕн пĕвĕр çинçе, сăнăр хитре, питĕр çинче хĕвел çутти пур. ''Ст. Чек''. Хĕвел хĕлле çулахинчен аялта тăрать. ''Тюрл''. Хĕвел яякка сулăнсан... Когда прошел полдень... ''Хурамал''. Хĕвел аннă чух хулăм пĕлĕт тĕлне ансан, йĕпе пулать, теççĕ. ''N''. Эсĕ апла тусассăн, хĕвел кай енчен тухĕ. ''ЧП''. Пулă çакрăм хĕвел ''Изамб. Т''. Хĕвел йывăç пĕввине яхăн çĕкленнĕ. ''N''. Хĕвел яялт (хăшт—еслв дольше) вăхрĕ те мĕаĕт айве вврсе кяйрĕ. Солнце проглянуло и опять скрылосъ ''N''. Хĕвел яраймăн ху тĕлне (невозможного не сделаешь). Унта аннӳ хĕвел пăхса çӳренĕ (об этом заботилась я) ''Юрк''. Хĕвел ануçăм çанталăк пит хĕрелет. ''N''. Хĕвел майĕ (майнелле) çаврăнса-çаврăнса, каллех пӳрте йăтса кĕрет. ''N''. Хĕвел тĕтреленсен, уяр пулять, теççĕ. ''N''. Хĕвел кутăн, каялла пăхсан, çумăр пулать, теççĕ. ''N''. Хĕвел юпа пек тухсан, çумăр пулать. ''N''. Пирĕн тĕлтен хĕвел анчĕ пулас (наше счастье закатилось). ''N''. Тăвану килнине курсассăн, хĕвел пулса чупса тух. ''N''. Кирек çта кайсан та пĕр хĕвел. ''N''. Вара отсан-отсан, хĕвел анса кайрĕ. ''Н. Лебеж''. Тăвайкки тăрăх хĕвел ӳкет, пиçмен çырласене пĕçерет. ''N.'' Чӳречесĕр çӳртра пĕчĕк шăтăкран хĕвел кĕрсен. ''N''. Хĕвел инçе карĕ. ''N''. Курнiтсара çыру çырнă чух, хĕвел ӳкрĕ пит çине. ''Кан.'' 1929, 178. Шăршлă, нӳрлĕ, хĕвел кĕмен пӳрт. ''N''. Хĕвел виттĕр пăхни. ''N''. Хĕвел тохсан тин... ''Микушк''. Ирхbне хĕвел ӳкет пичĕ çине (на лицо его падает). ''Торп-к''. Карăнтăк виттĕр ылтăн туя кĕрĕ. (Хĕвел). ''N''. Вăл хапха çил хĕвелне шалтăртатать, хĕрӳ хĕвелне ялтăртать. ''N.'' Хĕвел (-е, -ĕн) анма вăхăт ĕнтĕ. ''N''. Çĕн çул кунĕ ырă хĕрлĕ хĕвел пулчĕ. ''N''. Хĕвел ăшă пăхать. ''N''. Хĕвел анарахпа пурте киле таврăнаççĕ (с поля). ''ГТТ''. Мана пĕлĕт çаврака хуран тĕпĕ евĕрлĕ, хĕвелĕ лапка туйăннă. ''N''. Çак кунсенче хĕвел пулмарĕ. Хĕвел ларнă вăхăтра анчах çитрĕмĕр. ''N''. Йĕрекен ачана култарас тесе: «Хĕвел пăхать», теççĕ. ''N''. Пăхман хĕвеле ирĕксĕр пăхтараймăн (ӳпкелекен çинчен калаççĕ). ''Никит''. Хĕвелпе юр кайсассăн, тулăпа урпа пулать, тенĕ ĕлĕк. ''N''. Эсĕ хĕвел анса лариччен çит (или: килсе ĕлкĕр, или: килме тăрăш). Ты приходи до захода солнца. ''Сред. Юм''. Пăх пăх, хĕвел, ачу шыва кайрĕ вит, квенте пуçĕпе туртса илтĕм, ачуна хĕрлĕ çăмарта парăп, хуна шурă çăмарта парăп. (Поют дети, когда солнце скрывяется за облаками). ''N''. Эп сана çавăншăн олталап полсан, ман çине хĕвел ан пăхтăр (пусть помру). ''N''. Хĕвеле май çаврăн. Иди по солнцу с востока на запад. ''N''. Хĕвеле хирĕç, против солнца, с запада на восток. ''N''. Онăн куç пит начарланнă, хĕвел курмас вит олă. ''N''. Хĕвел куçа çиет. Солнце глаза ест. ''N''. Хĕвеле питĕн пӳрт çутă полать. Изба, обращенная к югу, бывает светла. ''N''. Хĕвеле тӳртĕн пӳрт тĕттĕм полать. Изба, обращенная на север, бывает темна. ''N''. Хĕвелпе пĕрле тохса кайрăм. Выехал при восходе солнца. ''N''. Хĕвелпе пĕрле киле кĕтĕм. Приехал при заходе солнца. ''N''. Эс те çавна тусан, хĕвел те тепĕр енчен тохĕ. (Говорит, когда уверены, что он не может этого сделать). ''N''. Хĕвел анса лара пырать. Хĕвел анса пырать. Первое показывяет, что до заката близко, а второе дольше, чем первое. ''N''. Хĕвел кăнтăрлаччен вăкăрпа чупать, тет, кăнтарла иртсен, карсакпа чупать, тет. ''N''. Хăш чухне хĕвел çӳл енчен карталанса тата тепĕр хĕвел пулать. Вăл хĕвел тавраллах çавăрăнать пулсан, «хĕвел карталанни» теççĕ. ''N''. Хĕвел каçалана сулăнсан, çĕрте йывăç мĕлкисем вăрăмлана пуçларĕç (от деревьев протянулись длинные тени). ''N''. Хĕвел ансан пуçласа тепре хĕвел аничченех. ''N''. Хĕвел тухсан пуçласа тепĕр хĕвел тухичченех. ''N''. Хĕвел хĕртнĕ — солнце палило. ''N''. Хĕвеле хирĕç пăркăç пĕренене ман ним кăмăл туртмасть ăна, ан тив юлтăр вăл, тен маччаран çӳлелле хурăпăр, халь маччаналла пураса çитиччен пĕрене çитет-ха. ''N''. Ытти пĕчĕккĕн курăнакан çăлтăрсем, хĕвелтен шутласан пирĕн çĕртен темиçе мĕлюн хут та ытла аякра тăраççĕ, çавăнпа вĕсем хĕвелрен пĕчĕккĕ пек курăнаççĕ. ''СТИК.'' Хĕвел çинче типĕтнĕ (о копченном на солнце). ''Ib''. Хĕвел тӳпере чух, в полдень. ''Ib''. Паçăр çăмăр çурĕ, халĕ хĕвел пăхат ĕнтĕ епле (говорят о маленьких, если они только что поплакали и смеются). ''N''. Пĕчĕк ачасем хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе сулхăнлатсан ак çапла калаççĕ: «Хĕвел! Ача кĕпи шыва карĕ, туртмаллипе туртса ил». ''N''. Хĕвел апатчен вăкăр çинче пырать, тет; апатран вара — лаша çинче, кăнтăрларан вара —кайăк çинче. ''N''. Хĕвел кунран-кун иртерех тухса пырать (ир тухнăçеммĕн ир тухса пырать, кая юлнăçеммĕн кая юлса анса пырать). ''Янтик''. Эп вăхăта хĕвеле пăхса пĕлеп. ''N''. Хĕвел хĕлле çӳле каймас. ''Изамб. Т''. Пăхăр-ха, ачасем, епле хĕвел выляса тухать. ''N''. Пăртак кăна хĕвел хĕрри курăна пуçларĕ (утром). ''N''. Хĕвел йывăç пӳ (пĕвĕ) хăпарнă çĕре эпир киле çитрĕмĕр. ''N''. Хĕвел анас патне çитнĕ, тет. ''Артюшк''. Ачамсене пĕр пичĕ хĕвел, тепĕр пичĕ уйăх тăвăттăм. ''Собр''. Виçĕ хĕвел тухсан, уйăхĕпех йĕпе пулать, теççĕ. ''Н. Карм.'' Хĕрлĕ хĕр пĕлĕт тăрăх çӳрет. (Хĕвел). ''N''. Ача, ку çумăр хĕвелĕ пулĕ, ытла питт хĕртет. ''ЧП''. Хĕвел пăхрĕ — типетрĕ. ''N''. Виç хĕвелпе кайман шурă юрсем. ''N.'' Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел ''N''. Вăл вăхăтра хĕвел выляса тухрĕ вăрман çинчен пĕлĕт çине, кун та хитреленсе карĕ. ''Лобашк''. Вăрман урлă сар каччă курăнĕ. (Хĕвел). ''N.'' Чипер хĕр пысăк уйпа çӳрет. (Хĕвел). ''Синьял''. Хĕвел витĕ, çу витмĕ. (Кантăк). ''Сятра''. Вутсăрах çунать, çунатсăрах вĕçет, урасăрах чупать. (Хĕвел). ''Альш''. Çулла хăшĕ-хăшĕ куç ыратнипе хĕвел çине тухаймасăр лараççĕ. ''N''. Хĕвел анса пырать (скоро закатится). ''N''. Хĕвел карталаннă (круг вокруг солнца к непогоде). ''N''. Хĕвел тухса сарăлнă (совсем уже взошло). ''N''. Хĕвел кулать, хĕртсе хĕвел пăхать. ''N''. Пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, этемсене савăнтар. ''N''. Хĕвел шăвать. ''Кив-Йал''. Хĕвел тухать хĕрелсе çут тĕнчене çутатса. (Вăй юрри). ''Нюш-к''. Иртсе пыракан çыя пичĕ çине тĕкĕрпе хĕвел çуттине ӳкерес. ''N''. Хĕвел кашни кун ир тухнăçемĕн ир тухать (ир анса ларнăçемĕн ир анса ларать). ''Курм''. Вăрмана çитсен, хĕвел анса та ларчĕ. ''Аттик''. Хĕвел кашни кун пĕçернĕçем пĕçерет. ''N''. Хĕвел ир хĕрелсе тухсан йĕпе пулать (вăл кун çумăр е юр çăвать), теççĕ. ''КС''. Ура питне хĕвел çапрĕ (насквозь, сильно прожгло). ''Трхбл''. Хĕвел пирĕн йĕтем пысыккăш, тетчĕç ваттисем. ''N''. Хĕвел пит хĕртет. ''N''. Хĕвел тухнă çĕрелле çитрĕмĕр (ко времени восхода солнца). ''N''. Паян эп тăрсассăнах хĕвел тухрĕ. ''Красн. Горка''. Хĕвел питĕ хытă пăхать. ''Сёт-к.'' Хĕвелин пăхасси номаях мар та-ха; час кĕлет айне хопланмалла. || Назв. божества. ''Магн. М.'' 68. 64. Хĕвел ашшĕ, амăшĕ, хăлхи, çоначĕ, ори, || Клятва. ''Ст. Чек.'' Хĕвел, илмен эп ăна. ''Сред. Юм''. Хĕвел пôр! (Тôпа туни). ''Ороу''. Мĕн эсĕ çын çинчен çука калаçса çӳрен: эпир хĕрсемпе ун-кун, аплн та капла çӳренĕ, тесе калаçса çӳрен?—Çук, Якку. Ак, хĕвел, калаçман. Ăна сăмах вĕçертнине (что болтают зря) ху та пĕлен-çке.

сапалан

(-ба-), разбрасываться, рассеиваться, рассыпаться, посыпаться. Баран 7. Килчĕ, çитрĕ, сапаланчĕ, юман турачĕсене çакăнчĕ. Кан. Вăрман ялтан таçта аякра сапаланса выртнă. В. Олг., Б. Олг. Шу сапаланса йохат (широко разлившись и мелко). N. Пур инкек ман çине килчĕ, манăн аслăлăх çил пек вĕçсе сапаланса пĕтрĕ. Эльбарус. Эпир хăранă майĕпе, кашни харпăр хăй ĕни патне пырса, порте сапаланса ĕнесене хуса вăрмана тарма тытăнтăмăр. Дик. леб. 33. Елиса пĕр йывăç тĕмне аллипе перĕннĕ те, çутă хуртсем ун çинчен çăлтăр çунă пек курăк ăшне сапаланса аннă. Никит. Тумтирсем сапаланса выртмаççĕ (не в беспорядке). N. Турачĕсем сапаланса каясран кăшт йывăç тавра каркăчă тăваççĕ. N. Тĕлĕкĕ çапла пулнă: çăварĕнчен иçĕм-çырли йывăççи шатса тухса ӳснĕ те, унăн çырлисем сапаланса тăнă. Полтава. Утать хăйĕн шухăшпе сапаланса килелле („идет рассыпавшись домой“). N. Унта остяксемпе самоедсенĕн хӳшшисем анчах сапаланса лараççĕ.

сапаклă

имеющий кисти, с кистями, со стручками. N. † Виç сапаклă çĕр-çырли. Шибач. Шултра сапаклă. Юрк. † Нумай пасар тăрăх çӳрерĕм, сапаклă мерчен тупмарăм. Ib. † Нумай çырла тăрăх эпĕ çӳрерĕм, сапаклă çырла тупмарăм. Тюрл. Пăрçа сапаклă-и? Стручистый ли горох?

сапака

(сабага), кисть. Зап. ВНО. Çĕмĕрт сапаки пулать, пилеш сапаки пулать. N. Сапака, продолговатая кисть. Сред. Юм. Пилеш сапаки, çĕмĕрт сапаки. СПВВ. КЕ. Сапака = çупкăн; пĕр çеçкере темиçе çырла пулсан, çавна çупкăн теççĕ. СПВВ. ГЕ. Сапака; пилеш сапаки, çырла сапаки пулат; тата шăрçа сапаки пулат. Яргуньк. Çĕмĕрт сапаки, кисть черемухи. Слеп. † Вăрман виттĕр тохнă чох, пилеш сапаки çапăнчĕ, çампа хĕрлĕ полтăмăр. || ЧП. Ик сапака çырла. N. Иçĕм-çырли сапакинчен пиçмен çырлисем тăкăннă пек тăкĕ вăл хăй çырлине. Чеб. Халь сапакисемпех татар, кайран иртĕпĕр. Ст. Чек. Сапака — черешки, на которых держатся ягоды в кисти. Ib. Сапаки-мĕнĕпе татнă. Ib. Çырла аври, плодоножка соцветия; çырла сапаки, черешок отдельной ягодки. СТИК. Сапака, стебелек. Улма сапаки — черешок яблока; укçа сапаки — нить, которою прикрепляют монету для украшения. || Снизки. ЧП. Тарăн шыва кĕтĕм ăшăк тесе, мерчен сапакисем (снизки) пур, тесе. В. Буян. † Вуникĕ мерченĕн сапаки çук, пирĕн çамрăк пуçра телей çук. || Ст. Чек. Сапака — ушко монеты и пр. украшений. С. Тим. † Тăлăх-турат ывăл-хĕр — тăхлан тӳмме сапаки (то, чем придерживается пуговица, напр., у металлической пуговицы). N. Авалхи укçа — кив укçа, хăлхăрсене йывăр ан ярăр, сапакисем начар — чăтас çук. || Круглая красная пуговица с металлическим стержнем (на старом костюме). Тайба-Т. Сапака, шаровидная пуговица с петелкой. || Серьги. N. † Кĕмĕл сапака, ылтăн ярапа, яраймарăм сылтăм хăлхана. || Так называют penis у ребят, которые едва умеют ходить и говорить. Так, напр., говорят: сапаки пур-и? Янтик. См. сапак.

сарăл

(сары̆л), расширяться (в стороны), увеличиваться в обьеме. N. Ăшăпа пур япала та сарăлать. Хорачка. Сарăлса каять. Расширяется. || Разбухать, размокнуть. N. Алăк йĕпенсе сарăлнă — хупăнмасть. N. Йăвăç йĕпенсен сарăлать. || Расстилаться, распуститься. Пазух. Хăрантсуски тутăр, шурă çӳçе, сарăлайса ӳкрĕ шыв çине. || Разливаться. Аттик. Юр ирĕлнипе çырмасене шыв тулса сарăлса каять. N. Ванданкă таçта çитех сарăлса кайрĕ. || Расходиться. Кан. Сĕт тăмламĕ сарăлса каймасăр, çĕр пек, тĕпне анса ларать. || Распускаться (о листьях, цветах). N. † Уй варĕнчи олмаççи, çӳлчи сарлать, уй толать, уй илемне вăл кӳрет. С. Дун. † Хурăн çулçи сарă çулçă, сарăлчĕ-ӳкрĕ шыв çине. Толст. Пăртак тăрсан, улма йывăççисем чечеке ларчĕç, анчах чечекĕсем пурте сарăлнă-сарăлманах тăкăнчĕç. N. Акнă япаласем пĕр-икĕ эрнерен ӳссе сарăла пуçларĕç. N. Пахчара çамрăк йывăçсем те аван сарăлса кайнă. || Светить полным светом (о солнце). Никит. Хĕвел тухса сарăлсан... ТХКА 72. Хĕвел тухса сарăлчĕ, ăшăта пуçларĕ. КАХ. Ир хĕвел тухса сарăлсан... Ала 21. Хĕвел тухса сарăлсассăн, хайхи улпут Иван патне карап курма пырать. || Расходиться (о воротных столбах). N. Хапха юписем сарăлса кайнă. || Разьезжаться (о ногах). Орау. Ура сарăлса каять. || Раздуваться, объедаться, наслаждаться. Н. Лебеж. † Çиччĕр, çиччĕр — сарăлччăр, хырăмĕсем çурăлччăр. N. Чĕресси-чĕресси çĕр-çырли, çисе сарăлса (поесть досыта) пулмарĕ. Орау. Чей ĕçсе сарăлтăм пĕтĕмпех (хорошо распарился). КС. Апат çисан, хырăм латах сарăлса карĕ. ТХКА 55. Эсĕр халĕ сивĕре ăшă пӳртре ăшăнса, сарăлса ларас, эпĕр, уялли çынсем, шăнса вилес-и вара? N. † Сарă-кайăк сарăлни олăх выти ( = ути) çоличчен. || Распластаться, расплющиться. Баран. 56. Казаксенĕн ырă учĕсем, сарăлса (распластавшись), çӳлелле çĕкленсе, çĕлен пĕк тăсăлса çырма урлă вĕлт тăваççĕ. Якейк. Пĕре анчах чышкăпа сăмсаран çапрăм, патнех сарăлса анчĕ (или: сарăлса та анчĕ. Распластавшись, упал без чувств). || Широко раскинуться; широко расположиться, занимая большое место. Ск. и пред. 38. Сарăлса ларать (раскидисто) пĕр ватă юман. Ib. 53. Пысăк сĕтĕл умĕнче тăрать Петĕр сарăлса. Баран. 91. Кетĕвĕ-кĕтĕвĕпе выльăх-чĕрлĕх сарăлса çӳрет. Пазух. Тарăн-тарăн çырмара та хурĕ ларать сарăлса. Собр. † Вăрăм чăрăш тăрринче чăпар куксем авăтаççĕ: хамăр тăвансем килнĕ чухне сарла-сарла авăтаççĕ, çичĕ ютсем килнĕ чухне тĕршĕне-тĕршĕне авăтаççĕ. || Упариться (о каше), распариваться (о посуде). Юрк. Пăттисем хуран тĕпне ан лартăр, аван сарăлтăр, тесе, калекпе ялан пăтратах тăраççĕ. Трхбл. Йывăç савăт-сапа, вĕрилесен, сарăлать. || Быть в довольстве. Хурамал. Эпир çырă, эсир сарă, тăвансем, пурăнаяр пăртак сар улма пек сарăлса. О пьяницах. Ырă курса сарăлса пурăнатпăр (в довольстве). Аку 202. Пуян, юрăхсăр ĕçсем туса, сарăлса пурăннă. N. Сарăлса пурăнма юратаканни чĕрĕлех вилнĕ вăл. Юрк. Тăшмансене сарăлма ирĕк памăпăр. Баран. 18. Тинех вара ирĕк çĕрте пурăнăпăр сарăлса. N. Ĕмĕр иртнĕ пик туйнать, пĕр сарăлса пурăнмасăрах. || Развиваться физически. N. Ӳссе сарăлса çитнĕ. Доразвился физически. || Распространяться (о молве и пр.). Изамб. Т. Хыпар сарăлнă. Распространилась молва. М. Тув. † Манăн варли чиперри вулăстипе сарăлнă. Скотолеч. 17. Кăрчанкă сарăлса кайнă (по телу). || Переноситься, расплываться. Ерк. 14. Çавăн çулла туй пулать. Чĕкеçĕн шӳхăшĕ çакăнта сарăлать, вĕри юнлă чĕри çак сывлăшпа сывлать.

суйла

выбирать (что). Сунт. Хватей!— тесе чĕнсе илчĕ ăна алкум вĕçĕнче халь анчах вăрмантан пуçтарса килнĕ икеле алсăн такани (См. авăсăм такани) çинче суйласа ларакан арăмĕ. Сред. Юм. † Пӳрт пуçĕнчи хăмла çырли, пиçнĕ-пиçмен суйларĕç; пирĕн пек çамрăк ачасене ӳснĕ-ӳсмен суйларĕç. Янтик. † Хура вăрман урлă каçнă чух хушрĕç хурăн çӳлçи суйлама. Синьял. † Путек-сурăха ятăм сат пахчине ухлĕм-курăк суйлама. || Юрк. Суйлаканни (пир тĕртекен тавраш). Богдашк. † Çиччĕ хĕçĕ çип суйлат, начар каччă хĕр суйлат. || Выбирать (кого). Пазух. Сĕтеллĕрсем хушшинчи тăвансене шурă хут çине çырса та суйланă. N. Сирĕн ăна пăхăнас килмесен, кама пăхăнассине халĕ суйласа хурăр. || Считать, пересчитать. N. Вăл пĕр чĕнмесĕр, именмесĕр аяк шăммисене суйлĕ.

сулхăм

солхăм (сулhы̆м, солhы̆м, солҕы̆м), прохлада, тень; прохладный, тенистый. N. Хăмла-çырли йывăççи вăйлă, çĕнетнĕ хура çĕре юратать. Нӳрĕ вăтам, кăшт сулхăм, çил тивмен вырăн кирлĕ. Сивве чăтаймасть, çавăнпа хĕлле юр айне пытармашкăн авса çыхас пулать. СПВВ. ТА. Сулхăм = ĕмĕл. N. Сулхăм тăвас — устроить защиту от жары. (В Сред. Юм.— солхăн ту). N. Кунта сулхăм çук! Здесь нет прохлады, тени. || Зонт (но сулхăн = прохлада). Шугуры Ц. См. сулхăн.

сулхăн

(сулhы̆н), тень, прохлада, холодок; прохладный, тенистый. См. сулхăм. Янш.-Норв. † Кăçал урпа пит пулчĕ, сулхăнпала (холодок) выртăмăр. N. Уйăх сулхăнĕпе (тенью) çĕр тĕттĕмленет. К.-Кушки. Эс пĕтĕмпех сулхăнра (в тени), пуçă кăна сулхăнра мар. Ты весь в тени, только голова не в тени. О сохр. здор. Тата вĕсем (деревья) вут-кăвартан та пăртак чараççĕ, шăрăхра та сулхăн (прохладу) туса тăраççĕ. Ст. Шаймурз. † Атăлсем тулли, шывĕ сулхăн. Микушк. Каç сулхăнĕ — вечерняя прохлада, ир сулхăнĕ — утренняя прохлада. Ала 69°. † Хура вăрман касрăм — çул хыврăм, ут пуçĕсе (= пуçĕсене) сулхăн ӳки (= ӳкĕ-и), тесе. Ib. † Хăмăш та касрăм — хуш (= хушă) турăм, пуçа та сулхăн тăвасшăн. Пазух. И те, шанкăр уяр, ай, çил сулхăн, янтăрать-çке Хусан чул лапки. Юрк. † Шыв хĕрринче палан пиçет-çке, сулхăн çутти шыва ӳкет-çке. Ib. † Аслă улăхăн ути çук, ути пулмасан та çырли пур, çырли пулсан та тути çук, те шыв сулхăнĕпе пиçнĕрен. Сред. Юм. Сулхăн — 1) тень, падающая от предмета; 2) зонт. ЧП. Утă капан мĕлки сулхăнĕпеле. Бугульм. † Хăпартăм çӳлĕ ту çине, лартăм йывăç сулхăнне. Т. VI, 37. Каçхи сулхăнтан та, ирхи сулхăнтан та эсĕ упраса, эсĕ сир. („Чуклеме кĕлли“). ЧП. Ешĕл хурăн айĕнче утă çултăм: ута сулхăн ӳки (= ӳкĕ-и), тесе. ГТТ. Çĕр уйăх сулхăнне çаклансан, çĕр çинче хĕвел тĕттĕмленни пулать. N. † Пирĕн урам урлăшне юхат шывăн сулхăнĕ. N. † Пĕчĕкçĕ пĕр (пуçăм) çырма, сулхăн шыв, сулхăнĕнчен турă сыхлатăр, Кан. Чăтма çук хĕвел хĕртет, лашасем те сулхăналла кĕресшĕн. || Мрачный, невеселый. ЧП. Пирĕн çак тăвансем мĕшĕн сулхăн? || Зонт. СТИК. Янтик. Сулхăна пĕр, сложи зонт. Нюш-к. Сулхăн тăратса пырать. Идет, раскрыв зонт.

сăвăс йывăççи

сăвăс йăвăçĕ, жимолость (кустарник). Эпир çур. çĕршыв 21. Вăрмансенче юман, çăка, шĕшкĕ, вĕрене, ăвăс, çӳçе, палан-йывăççи, çĕмĕрт, йытă çĕмĕрчĕ, пилеш, улмаççи, шăлан-йывăççи, катăркас, хăва, сăвăс йывăçĕ, кăпчăкан, хăмла-çырли йывăççи ӳсеççĕ.

сăрхăват çырли

назв. ягод. Кайсар. Сăрхăват çырли хăвана явăнса ӳсет — хĕрлĕ те пулат, хура та пулат. Унпа ачана вĕт шатраран вĕретсе шыва кӳртеççĕ.

сĕткен

[сэ̆ткэн'), сок. О сохр. здор. Сивĕ тытакан çынна сивĕ таса шыв е сивĕтнĕ вĕренĕ шыв сĕткенĕпе, шур-çырли сĕткенĕпе хутăштарса парас пулать. Айдар. † Вăрманта йывăç пит нумай, сĕткен кĕни пит сахал. Н. Тим. † Хура вăрман варринче пушăтлăх; кам пĕлĕ-ши унăн сĕткенне (когда они в соку?) СПВВ. ПВ. Сĕткен, сок дерева. Ib. Ку вуплăн пĕр сĕткенĕ те çук.(Говорят о затверделой вобле). Сĕт-к. † Ыр ĕçсе те ыр çиса, сăпаççипах ыр çынне; эпĕр ĕçнĕ вырăнне сĕткен полса йолтăр-и. (Ĕçкĕ йорри). || Влага. Календ. 1904. Çĕр сĕткенĕ пĕтет.

çемĕн

по мере того, как... Сĕт-к. Пирĕн ĕнейăн сĕчĕ сахалланнă çемĕн сахалланса пычĕ (удой все убавлялся и убавлялся). Кожар. Ачисем пурăннă çĕмĕн уйăрăлнă. Ст. Янсит. Ӳснĕ çемĕн эпĕ аттесене ĕçсем тума пулăшаттăм. Ст. Яха-к. Акă ĕнтĕ, раштав иртсессĕн, çавăрни çывхарнă çемĕн çывхарса çитет. Ib. Çапла Маçилке каласан, йĕп тăрăнчи çăкăр хытти мĕн чухлĕ сулланнă çемĕн сулланма пуçларĕ. Ала 16. Çапла вăсем кайсассăн-кайсассăн, пынă çемĕн хăйсен ялĕ курăна пуçланă, тет. Якейк. Хĕвел хăпарнă çемĕн хăпарать. N. Хĕвел çывхарнă çемĕн пирĕн çанталăк ăшăтсах пырать. Шел. 28. Кĕнĕ çемĕн кĕрет вăл çулпа вăрман ăшнелле. N. Ытла çемĕн ытла пултăр. Пусть все прибывает и прибывает (добро, имущество). В. С. Разум. КЧП. Юрланă çемĕн сасси уçăлса пырать. N. Кирлĕ çемĕн (по мере необходнмости), пурне те валеçсе панă. N. Кăçкăрнă çемĕнех вăл авăралла чупса кайрĕ. || По... N. Çунакан япаланăн хăвачĕ çемĕн вучĕ-хĕрĕвĕ çапать. Чураль-к. Атăл кукри аллă кукăр, кукри çемĕн вĕт хăва. Хора-к. Йывăçи çемĕн çырли. Собр. Чӳкĕ çемĕн тĕсĕ, теççĕ. (Послов.). См. -çем, çемин.

çеçке

(с’зс’кэ), цветок растения. СПВВ. КЕ. Çырла авăрисен, çырла пуласси çурăлсан, шап-шар чечек пулат, çавна çеçке теççĕ. Орау. Çеçкене кайсан, çеçкере савăнтар (пчел). N. Сатра çеçкесем çурăлчĕç. N. Çеçке хĕрри тăрринче. Микушк. Йĕтĕн çеçки, цвет льна. Тиханьк. Йитĕн кăвак çеçкея ларчĕ (лен зацвел). См. омма çеçки. П. Федотов. Пирĕн çуни çунатлă, çунат айипе çил вĕрет çеçке пек хĕрсенĕн кăмăльшĕн. С И. Иванов. Ултă уралă хуртшăн турра кĕлтăватăп, çеçке вăхăтĕнче çеçкерен çеçке çӳремешкĕн лайăх кун-çул пар. Çутт. 144. Чечек çеçкисем юр пĕрчисем пек вĕлкĕшсе вĕçсе анчĕç. Чертаг. † Сарă çеçкене ларнă хăяр тытăнать... Якейк. Хăяр пирн сар çеçкея тахçанах ларса. Ib. Кăçал хăяр çеçки лайăх та, хăяр та нумай. Орау. Хăяр сар çеçкенĕ ларнă (= чечеке ларнă, зацвел). Ib. Хăяр çеçке çулчи сарăхнă (кушăрканă, стали шероховаты). ЧП. Аслă çулăн икĕ аякки сар çеçке. Кĕвĕсем. Çĕмĕрт çеçки хăвана явăнать. Ib. Çĕмĕрт çеçки çурăлать те, çĕмĕрт çеçки çурăлать, вăрман витĕр курăнать. Сала Ib. Ĕнтĕ çил çаврăнат, çил çаврăнат, çĕмĕрт çеçки çӳçене явăнат. Ала 105. Чĕн пушипа çĕре çапрăм, çĕр мана çеçке пачĕ, çеçкине вочаха хотăм: пот! терĕ, çат! терĕ. Абыз. Уй-уй урлă каçрăмăр, урпа çеçки çутипе. N. † Шап-шурă иккен çырла çеçкисем. Пазух. Çырла çеçке çурсассăн, килет парлак илемĕ. Альш. † Хĕрлĕ-хĕрлĕ пĕрлĕхен: çеçки витĕр курăнать. || Листья ягоды. N. † Çырли çĕре тивмерĕ, çеçки çĕре тивейчĕ. || Ботва, зелень корневых растений. Т. II. Загадки. Мучийĕ аялта, сухалĕ тулта. (Кăшман çеçки). В. Олг. Паранкă çеçки, побеги и ботва (то же и у огурцов). КС. Кишĕр çеçки, хăяр çеçки, улма çеçки (вся зелень картофеля). Çарăк çеçки, зелень репы. Ib. Çеçкене кайнă, (картофель) пошел в литвинью (отрицательное качество). Ib. Кăçал улман çеçки ытла вăйлă, çампа улми сахал. Сĕт-к. Омма çеçки, стебель картофеля с листьями. Завражн. Олма çеçки, росток, ростки картофеля. Абыз. † Пахчи-пахчи çĕр-улми, сысна çияс сасси пур, çийин-çийин çийи-ке, пире валли çеçки пур. Кан. Пĕр çеçкерен З—4 улма анчах тухать. Сятра: параҥгы̆ с’эс’кэ jарза лардат (или: шы̆дат). N. Улма çеçки, литвинья. Н. Седяк. Çеçкесĕр çарăк, хӳресĕр карăк. (Арман чулĕ). || В перен. см. СПВВ. ЕС. Çеçке = пит илемлĕ, тăваткăл питлĕ-куçлă çын. N. Хывнă чухне акă çапла каласа хываççĕ: эй тăванăм, çеçкем, хăçан курăшăпăр, хăçан пĕрле палашăпăр, хăçан калаçăпăр. || Яз. имя женщ. Рысайк. || Фамильное прозвище мужч. Козыльяр.

çыр

(с’ыр, с’ир), обрыв, края оврага, яр, откос берега. Пазух. Çурхи шывсем юхать, çырсем юлать. ГТТ. Типпе юлнă (на низком сухом берегу) пристăнь çырта ларать. В. Байгул. Халăх çыр пек тăрат. Народ стоит как обрыв. (повидимому, соответств. русскому „стоит стеною“). Сятра. Пăраххот çаплах çыр панчанах карă (или: çыр çомăпа). N. Ахаль те тарăн çырсем, варсем тата тарăнланса юлчĕç. ЙФН. † Çыр хĕрĕнче çĕр çырли, пиçсе çитсен, çын курать. Ib. † Хура çыр хĕрĕнче хурăн çырли, пиçсе çитсен, çын курать. КС. Çыр хĕрне ан пыр, шыва кайăн. СПВВ. ЛП. Çыр = çыран. N. Атăл çырĕ, крутой берег, гористый берег Волги. Ёрдово. Çырма шывсем пурте пĕр шыв çине пухăнаççĕ те, вара çыр таранах шыв юхать. || Крутой овраг, по дну которого протекает ручей. Якейк. Çырта шăва кĕтĕмĕр. ||Берег. Якейк. † Çыран толли шу йохать, çырне йăвăр килмĕ-ши. Байг. † Атăлĕсем тулăх, шывĕ çыртан, ишес пулсан, епле ишĕп-ши? || Островок. Беляева. || Черта. Юрк. Ахтирекле вылянă чухне ачасем каçсан: çыр урлă каçсан тивертрĕ, теççĕ.

çырă

(с’ыры̆), темноватый; каштановый (о волосах). Трень-к. Шорк. Çырă, каштановый цвет волос. Ерк. 10. Кăтра хĕриллĕ çырă çӳç, тăрăхла тĕксĕм хура куç. СПВВ. ВА. Çырă çын, русый. ЙФН. † Вăрман урлă каçрăмăр çирĕк çинчен куç каймарĕ; çакă яла çитрĕмĕр, çырă хĕр çинчен куç каймарĕ (не мог оторвать глаз). || Шатен(-ка). ЙФН. † Ай çыр аки, çыр аки! хамах çырă тесе, ăва (= ума) тухса ан тăр-ха. Санăн çырру çĕр çырли. Ст. Ганьк. † Вăти касра çичĕ хĕр, çиччĕшĕ те çырă хĕр. Ib. Çырă хĕре кам савĕ? Савсан, савĕ çырă ача. Г. А. Отрыв. † Çырă варли ӳстертĕм, çерккăл (зеркало) çине пăхтарса. Бгтр. † Пирĕн пахчара сакăр хĕр, сакăрăш те сап-сарах, эпĕ илесси çырăрах, çырăрах та хурарах. Орау. Çырă çын — ни хура, ни сарă çын. Хурамал. Çырă — почти темный, переход от „сарă“ к „хура“. Ib. † Эпир çырă, эсир сарă, тăвансем, çыртăр турă пĕрле пурăнма. || Пепельный, пепельного цвета. Уганд. || Ачач 50. Таса çырă куçĕсем. || Кличка собаки. Коснары.

çырла

(с’ырла), ягода. N. Эпĕ, пăхсан, илемлĕ, çисен, тутлă çырла пулăп. Юç. такăнт. 33. Эсĕ халь çырла пекех-ĕç. N. Çырли нумай та, çĕр сахал. Чăв. к. Çĕрти, çĕрти çырла шăрçа пек. С. Дув. † Хамăр савни çырланăн курăнать, те чун савса кăмăл кайнăран. N. Эпĕ вара киле тавăрăнса çырла чĕресси хатĕрле пуçларăм. Дик. леб. ЗЗ. Елиса çырларан тавăрăнакан пĕр карчăка тĕл пулать. N. Вĕсем, эпĕ çырла тупасран, мана кунта исе килнĕ. Çĕнтерчĕ 11. Асту, хура куç, çырла пит! Сĕт-к. † Çĕмĕрт мĕншĕн коллянать? Çырли хора полнăшăн. ЧП. Çырма тăрăх каяр çырлана. Сред. Юм. Çырла пик хĕр тесе пит таса, илемлĕ хĕре калаççĕ. Ib. Çорконне-кĕрконне, ăшă кôнсĕм пôлсан: паян çырла пиçет, теççĕ. КС. Çырла ачисем, дети, собирающие ягоды.

çичĕ

(с’иџ̌э̆, с’иζ’э̆), семь (употребляется только как определение). Шел. 16. Шурă акăш пулчĕç те, çичĕ тинĕс леш енне вĕçсе карĕç виççĕш те. Альш. † Çӳлĕ тусем çинче виçĕ хурăн: ан касăрсем çичĕ пуртăпа. N. Ваттисем çичĕ сыпăка çитмесĕр хĕр (невест) парса хĕр илмен, тиркенĕ. АПП. † Самара кайрăм саккăрпала, çичĕ çитмĕл (семь раз семьдесят) хĕрсем пур тесе. N. Çичĕ çухрăм, семь верст. Лашм. † Хура кăтра çăрхисем çăрхаланине çичĕ çунатлă кайăксем çитеймеççĕ. Т. VI. 49. Çавна та кала пĕлменни çичĕ те пиллĕк (т. е. 12) курка ĕçмелле. N. Çичĕ тинĕс сутти (scr. тин-тин сутти), за тридевять полей. ЧП. Çичĕ тăван хушшинчен турă мана хурлăха çырайчĕ. Ib. Çичĕ хурăн. Сред. Юм. Чăвашсĕм: тĕнчере пирĕн çĕрсĕр пуçне тăта çичĕ тĕнче (семь миров) пор, теççĕ. Менча Ч. Çичĕ тĕслĕ (семи родов) тыррăм-пуллăмпа сана асăнатпăр, витĕнетпĕр. (Моленье). Торп-к. Ĕлĕк пĕр çын пуян пулнă, тет, çавă пуян вилнĕ, тет те, ăна путармашкăн çиче ял çынĕ пуçтарнă, тет. Альш. † Ах тетĕçĕм Ехрим, çитмĕл пуян ăшĕнче çичĕ пуян тетеçĕм. N. Çичĕçĕр сакăрвунă икĕ çул, 782 года. Н. Тим. Çичĕ çырминче çеçки пур та, çырли çук.

çуйват

кричать, шуметь. Букв. 1904. Пӳрт патне темĕн чухлĕ ача-пăча пуçтарăннă. Вĕсем мана пĕр чарăнмасăр: вăрă, вăрă, хăмла çырли вăрри! тесе çуйватаççĕ.

çул хаяр ути

çул хаяр курăкĕ, назв. растения. См. хаяр çырли. Рак., Кайсар. № 160. Çул хаяр курăкĕ.

çумăр хулли

назв. раст., officinalis; melilotus albа. Ст. Чек. Çумăр çумасан çумăр хуллине çăл куçне пăрахатчĕç, тет. Вара çумăр çăватчĕ, тет. Çумăр нуммай çусан çумăр хуллине çăл куçĕнчен илетчĕç, тет, вара çумăр çума чарăнатчĕ, тет. Ib. Çумăр хулли. Хăмăлĕ качак пӳрне хулăнăш, çулçи йĕтĕн шăлакан шăппăртан та вăйлă пулат; çырлалă, çырли шултăра, пăрçа пек, тĕсĕ — пĕрлĕхен çырли пек хĕп-хĕрлĕ. Уяра кайсассăн, çумăр хуллине шыва пăрахсан, турă çумăр парат, тет. Н. Шинкусы. Пăттине пĕçернĕ вăхăтра ачасем çаранлăхсенчен çумăр хуллисем татса килсе çырмари шыв çине чиксе лартаççĕ. Вĕсем вăл курăка аслă-ати турри юратакан курăк тенĕ, тет, çавăнпа, ăна йĕпетсессĕн, аслă-ати турри савăнса çĕр çине час-часах çумăр ярат, тесе, ĕненнĕ, тет. Халĕ те пирĕн çав авалхи йăларан курмалăх çапла тăваççĕ. Хурамал. Çумăр хулли; ăна ачасем хуçса килсе, çумăр çутăр тесе, шыва пăрахаççĕ.

çурăм ути

назв. растения. Шарбаш. Çорăм ути, фиалка. Ст. Чек. Çурăм ути (çеçки кĕрен, çырли кăвак). Çурăм ыратнăран аван. Тымарне хĕрсем хитре пулма чăмласа питне сĕреççĕ; пит хĕп-хĕрлĕ пулса каят. Тепĕр кунне пит таткаланса каят, тепĕр эрнене вăл тӳрленет, вара хĕрлĕ пулас тесен, каяллах сĕрме юрать; шывне ĕçеççĕ, курăкне çурăма сĕреççĕ.

çӳл теренĕ

(с’ӳл дӓрӓнэ̆), невыясн. выраж. Пшкрт. † Çӳл теренчи çĕр-çырли, татас çеç тенĕ чоня тытрăç-парчăç салтака.

çăв

то же, что çу, çум (послелог). Мачамăш. Чертак. † Энтри пичи калатьчĕ: сарă вăрăм хĕрсене сарай кашти твап, титчĕ, сарай кашти тăви-ха, çăвне выртса çыври-ха? Абыз. † Çĕр-çăввинче çĕр-çырли, çĕр-çырли, çĕр çăввине хĕвел пăхсан, тата пиçес кăмăль пур. Г. А. Отрыв. † Пирĕн çăвра пуш вырăн пур чун савнине лартмалли.

çăмăр куракĕ

назв. раст. Agrimonia eupatoria (употребл. от потения ног). Нюш-к. Н. Седяк. Çăмăр курăк ту питĕнче хырă евĕрлĕ ӳсет, çырли пулать.

çĕлен-курăкĕ

назв. раст., „анютины глазки“. Кубово. Ст. Чек. Çĕлен-курăкĕ, polygonatum officinale. Ib. Çĕлен-куракĕ, сивĕ чиртен вĕретсе ĕçеççĕ (çырли хура). Н. Седяк. Çĕлен курăк; ку курăкпа сĕтел çăваççĕ. Пшкрт: с’э̆лан коры̆к. Артюшк. Çĕлен-курăк, трава, похожая на папоротник, но ниже его. Чертаг. Çĕлен курăкĕ, семиколенник (блестящий коленчатый ствол красного, местами бледнозеленого цвета; на коленцах по листу; листья чередующиеся, ланцевндные, края их не зазубрены). П. И. Орл., Д. С. Серг. Çĕлен курăк, veronica theucrina. Ĕнене çĕлен сăхсан, çĕлен ĕмсен те çак курăка вĕретсе ĕçтермелле, тата ахаль те, типĕтсе, тӳсе, çăкăр çине сапса парса та пулин çитарас пулать. Ib. Çĕлен курăк (кăвакки). Çĕлен курăк (сарри). Череп. Çĕлен курăкĕ, ландыш.

çĕлен çырли

плод ландыша (convallariae majalis). Ст. Чек. Çĕлен-çырли — 1) ягода ландыша, 2) ягода шиповника. || Рак., Кайсар. № 71. Çĕлен çырли, купена.

çĕр-çырли

(-λиы), клубника. Курм. † Татрăм-çирăм çĕр-çырли, çĕртен-шуран уйăрăлтăм. См. хурăн-çырли.

çĕрти çырла

то же, что çĕр-çырли? Ядр. † Улăх ути, ай, ука пек, çĕрти çырла шăрçа пек.

çĕр-ту

возвышенность, холм? Б. Хирлепы. Çĕр-ту çинчи çĕр-çырли. Пазух. Çĕр-ту çинче, ăй, çĕр-çырли, татрăм çирĕм пĕр çырла.

çĕрле çырла

то же, что çĕр-çырли? Тайба. Т † Улăхри кăмпа улма пек, çĕрле çырла сăрка пек.

çĕрçи çырли

клубника. См. çĕр-çырли. N. † Çĕрçи çырли шăрçа пек, пирĕн ак(а) майра пек. Собр. † Çĕрçи çырли пиçнĕ чух çĕртен шывран уйрăлтăм.

тарам

(тарам), не важно, не жалко; ладно бы, наплевать (от русск. даром?). С. Тим. † Хурăн-çырли пиçнĕ чух хурăн-ташран уйăрăлтăм; хурăнташ та тарамччĕ (это бы еще ничего, но дело в том, что), атте-аннĕрен уйăрăлтăм. КАЯ. Манăн унталла-кунталла пăхасси тарамччĕ-ха (это еще ничего бы, что я стал посматривать туда и сюда, а дело в том, что), урнă йăтă ăçта кайнине пăхса тăма пикеннĕ. КС. Тарам-çке умпа, юлтăр-и! — Тарам мар-ха, илсех каяр. Пусть останется, это неважная вещь.— Не „пусть останется“, а непременно возьмем. Ib. Тарам-çке манпа, ыттисене илсе кай-ха! Ну меня-то что, ты вот других возьми (туда)! Тюрл. Тарам (пускай), мана кирлĕ мар! (Говорит, если что-нибудь дают). N. Аттăм кĕли тарамччĕ, хĕрсен пуçĕ сыв пултăр. БАБ. Пысăкрах ачасене çапла хытланса çӳресен те, тарамччĕ ĕнтĕ (ладно бы). Пĕчĕкçĕ ачисене мĕне кирлĕ иккен çав каçсерен тухса çӳреме. Ib. Унта пĕр вилес вăхăт çитсен, ӳпне мар, кутăн çакăнса вилсен те тарам, терĕ. К. П. Прокоп. † Виçĕ тĕрке пушăтран хăрах çăпата кăларчĕ, вăл та пулин сулахай; сулахай тарамччĕ (ничего бы), вăл та пулин пасарăн (о женихе). Ашшĕ-амăшне. Ватă шăм-шаксем ырата пуçларĕç те, çапах вăл тарам-ха (но это ничего). Аттик. Анне пăрахса килсессĕн (остатки воды, кусочки хлеба, которые бросила она на перекресток от лăп-лап), Матюк аппана пама (за лечение) вăтăр пиллĕклĕх тенки ун патне илсе пычĕ. Матюк аппа аннене: укçишĕн тарам (деньги не имеют важности), сип пултăрччĕ-ха; вăл укçи тармĕ, сип пулни укçаран та хаклă, терĕ. Хăй укçана илчĕ те: ачам, часрах чĕрĕл, тесе тухса кайрĕ. N. Кил пăхасси çапах пире тарам халь (смотреть за домом для нас не важно). N. Пуян хĕрĕ пушмаклă; тарам пушмак пултăр та, урам йĕрне пустармăл (пусть она в башмаках, я все-таки не позволю обижать себя). Урам йĕрĕ çул пултăр, çак ялти хĕр тус пултăр. Якейк. Эп сире йорă йорланăшăн хĕвел-çармĕш илсе парăп (куплю). Хĕвел-çармĕшшĕн тарам та-ха (подсолнышки для нас не имеют значения, мы за ними не гонимся). N. Уншăн тарам-çке, юрĕ-çке! Ладно, и без этого обойдется! Чертаг. Тарам-çке, кирлĕ мар, хăвах çи! К чему? Напрасно. Не надо, ешь сам. (Гов., напр., отказывающиеся от какого-нибудь угощения). || Хотя. Якейк. Ман лаша, тарам (хотя) пĕчĕк полсан та, санчен иртерет. М. Тиуши. † Ах, лашам пĕчĕккĕ! Тарам пĕчĕккĕ пулсан та, çăка каски турттарать. || Впустую, понапрасну, ни к чему. Сред. Юм. Кăçал тыр та полман, ытлин-çитлин окçа-пôхча çôк пирĕн, ĕçкĕ тăвасси тарам полать-и мĕн (видно, придется оставить мысль о пирушке). Ib. Тарам пôлать пôль. Видно придется оставить (задуманное). Ib. Тарам пôлтăр! Оставим (это)!

тарăн

(тары̆н), глубокий. N. Çакăнта (тут) шу тарăн-и? N. Кăть ишетпĕр (плывем) те, чарăнатпăр; тăрса пăхатпăр та: тăрмала мар — тарăн (встать на дно нельзя: глубоко). Ст. Шаймурз. Хура сăхман кăсйи тарăн мар; тарăн пулмасан та, мăйăр тĕшĕ (ядра орехов). Сред. Юм. Тарăнтан сохалать. Пашет глубоко. Собр. Çын умне тарăн ан алт, теççĕ. (Послов.). Вишн. 72. Тарăн алтсан, эпир шыв çулĕ патне çитетпĕр. Пазух. Çуртисемех çунать, тарăн юхать, хĕрлĕ тиллĕн куçне те курăнмасть. || В перен. см. N. Эй витĕр пăхса курăнми тарăн тĕп, савăн! || Глубина. Альш. Шăтăкĕ (нора) вĕсен (сăвăрсен) питĕ тарăна каят. Ib. Тарăна янă. Пустил глубоко. Виçĕ пус. 33. Вĕсем тымарĕсене çĕре тарăна ярса унтан ытти тырăсенчен ытларах çимĕç сăхаççĕ. || Высокий, густой (трава). С. Тим. † Тарăн курăк çинче (вар. айĕнче) çĕр-çырли, хăçан тухайĕ-ши çиеле? Микушк. † Путене кайăк-мăнтăр кайăк, тарăн курăк тĕпĕнче.

тыт

(тыт), держать; брать в руки. Якейк. Порçăн тоттăр йăмăкăм, пуçа çыхса каям-ши, алла тытса каям-ши? Регули 101. Вăл тытса тăчĕ вăлсене ӳкесрен (вăл тытса тăчĕ: ан ӳктер, тесе). Он держал их, чтобы они не упали. N. Онта çулла хорлăхан çырли питĕ нумай полать. Çавна вĕремсĕр татса çисан, алли ним те тытими полать, тенĕ. Ст. Шаймурз. † Пилĕке тытса ташлама çут пиçиххи пусанччĕ! Шурăм-п. Йăван салтак пăтине сулахай аллипе хуран (тамăка хурантан тунă) çумне тытса сылтăм аллинчи мулатакĕпе вăй çитнĕ таран çапрĕ. Ала 93. Ашшĕ утса пырса çӳçĕнчен ярса тытнă та, çӳлелле йăтса тăратнă; хуллен, сак çине çӳçĕнчен тытнипех, уттарса кайса лартнă. N. Вăл ăна (вăрра) аллинчен çатăртаттарса тытнă та, çавăтса пырать. Кан. Татăка аллийĕнчех тытса выртнă. N. Вăкăра пĕри мăйракаран (за рога) пăявпа тытса тăрать. || Поймать, ловить. N. Сат хуçи ман юлташсене пурне те тыта-тыта ватнă. Юрк. Çавăнтан вара ку пуçлăх тытăнат кăсене эрехпе тытма: монахсем шыв ăсма кайсан, калле килелле килнине кĕтсе тăра пуçлат. Баран. 119. Вăрманта темиçе тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк пурăнать. Çынсем вĕсене тыта тăраççĕ. Альш. Мана Петĕр тытса ирĕксĕрлерĕ (изнасиловал). Регули 665. Эп тытнă полла исе карĕç. Ib. 440. Çӳресен, кайăкне тытинччĕ. Ib. 441. Кайăкне тытинччĕ; кайăкне полсан тата ярăтăмччĕ. Ib. 437. Эп тытăпин, мĕн тăвас санăн. Ib. Вăл кайсан кайăкне тытсанччĕ. Ib. З28. Вăл ялан онта тытакан. Ib. З27. Вăл онта пол тытакан. Ib. 237. Вăл она тытни лайăхчĕ. Ib. 230. Пол тытса килет. Пол тытса килчĕ. Ст. Шаймурз. † Курайман та çынсем питĕ нумай, тытсах çыхаймĕç-ха хĕрпеле. Ала 60. † Картишĕнче, аттеçĕм, сакăр сар ут, пĕрне ан тыт, атте те, пурне те тыт. ТХКА 49. Ытла тĕттĕм те, çапах кайса тытмалла пуль лашасене, терĕ атте. Ib. Атьăр, эппин, каяр. Шыраса тупар, тытса килес лашасене. Ib. 86. Шураç ачисем кĕтӳрен лашасем пыра-пыра тытаççĕ. || Хватать. Изамб. Т. Ачасем алăран алла тытнисем юпа пулнисен алли витĕр тухаççĕ. Тораево. Вĕсем кайран парнине пурте пырса тытнă. Альш. Авал салтака тытса (силою) панă. Ст. Чек. Аллăма ярса тытмарăм (не сделал, не было желанья, праздно?). Ib. Мана, тарçа тытнă пек: навуса тăк-ха, тет. Аллăма ярса тытмарăм. Орау. Темскер хăямач çине ларнă та, пырать... Теме те тытса кӳлĕç, тăрсан-тăрсан! Регули 700. Тытмала маррине кăтартрăм. Ib. Тытакан мар çынне кăтартрăм. || Переносно — держать (в руках). ЧП. Эпир илес хĕрсене ашшĕ-амăшĕ хытă тыттăр. || Удерживать. Кан. Сулăнса кайса ӳкме тăрсан, ăна тепĕр хăнана пынă çын ӳкесрен тытнă та... || Удержать (деньги). N. Çĕмĕрнĕ алтăршăн çитмĕл пус (20 к.) тытса юлтăм (или: тытрăм, или: катса юлтăм). Кан. Учрежденин кооператива памалли парăма тытса юлмала. || Производить расход, тратить деньги. Урож. год. Халех пин тенкĕ тытать. || Держать (в чем, что). Янтик. Урана ăшăра тытас пулать. О сохр. здор. Тир тумтир çынна пит ăшă тытать. Регули 691. Тытмалли утне кăтартрăм. || Держаться (за кого, за что), хвататься (за что). Орау. Ан юл, тыт ман аркăран. Кан. Йăвăç татăкĕнчен тытса, хумсем тăрăх 24 сехет хушши çӳрерĕм (плавала). Яндобы. Иван тус, хам çине утланса лар, хытă тыт, тесе калать, тет, кашкăрри. ТХКА 50. Атте малтан пырать, Пуртăсем пирĕн сылтăм алра. Сулахай алпа аттене эпĕ сăхман аркинчен тытса пыратăп. Шăллăм та мана çапла тытнă. N. Эсĕ манран (за меня) тыт (держись), эпĕ унтан тытăп. N. Эсĕ мĕшĕн сăмсăна тытса тăран? Юн каять. N. Килти шухăша тытсан, пĕтерес укçуна та пĕтерес килес çук. N. Манран тытатни? Камран тытан? За меня будешь держаться? За кого будешь держаться? (в собств. см.). N. Тытмаллине тытса пар малтанах. || Застигать, заставать на месте преступления. N. Вăрăпа тытнă. N. Çĕнĕ кутăрта кама эрехпе тытнă? Орау. Хĕрӳ çумăнче тыттăрним мана? Арăмупа тыттăрним мана? Ib. Эсĕ апла калама хĕрпе тыттăрним (= тытрăн-им) мана?... Ib. Эп сана, куçу шăтса юхтăр, парам ак, тытсан. Я тебе дам: пусть лопнут глаза, если поймаю. Регули 725. Эп онта кайсан, мана тытĕç. || Держать (экзамен). Курм. Ваçли! Кай Хусана иксамĕн (-н’) тытма. Ib. Е иксамĕн тытимасан (= тытаймасан), мĕн питпе киле каяс? || Городить. Кан. Шкул пахча картине 42 чалăш çĕтрен тытмалла. Юрк. Хапхипе хӳмисене те тытса çаврăнат (загораживает). N. Якур ав чее, вăл хай пайне карта тытса хучĕ. Чим-халĕ, акă эпĕ те тепĕр çул хам пая тытса хурам, теççĕ хăшĕ. Собр. † Çак ялăн укăлчине тытайăттăм шур хĕлĕхпе, уçăшăн мар, илемшĕн. Изамб. Т. Капан йĕри-тавра вĕрлĕк тытнă. Альш. Елшелĕн ун пек халăхран ыйтмасăр пыра-пыра тытнă пахчасем ăçта пăхнă унтах пур. Ib. Хăяр пахчисем нумайĕшĕ çереме туха-туха тытаççĕ те, çавăнта пахчи-пахчипе акса сыхлаççĕ. || Поражать болезнью (о покойниках). Им приносят жертву, состоящую в бросании кусков калача, меда и пр., напр., при возвращении с базара. При этом говорят: „умăнта пултăр!“ То же свойство приписывается и другим предметам. Ст. Чек. и др. Юрк. Вилнĕ çынна çимĕç таврашĕ е ĕçкĕ таврашĕ хывмасан, çав вилнĕ çын тытат пулат. НТЧ. Киремете пуççапаканнисем пĕри чирлесенех: ах! анчах кăçти киремет тытрĕ-ши куна? юмăçа кайса пăхасчĕ, теççĕ. N. Час-часах вилнĕ çын ялти çынсене кама та пулин тытса чирлеттерет. Ала 2. Апла пулсан та вилĕ тытать, вăл тытминччĕ (хорошо, если бы...), теççĕ. Магн. М. 104. Вилнĕ çын тытни. НЭ 118. Мунча вучĕ тытнă. Болезнь причинил банный огонь. Ст. Яха-к. Çук çав, кирик хăш çын та киремет тытмасăр чирлемеçт; тăвассине ăна çинченех тытса туса пăрахас пулат, юмăç мĕн тума хушнине, тесе калаççĕ вара хăйсем. Коракыш. Ати-апай, ан тытах! Çырлах! Килсе, икерчĕ, сăра çийăр-ĕçĕр. (Ваттисене хывнă чухне калаççĕ). Шинар-п. Халĕ те хăш-хăш çын е ӳслĕкпе пулсан: çав çăл тытрĕ, тесе, çăкăр татăксем кайса пăрахаççĕ, вара вĕсен ӳслĕк чарăнать пулать. Могонин. Киремет çывхăнчен пĕр йăвăç кассан, киремет çиленсе çынна тытать те, çимали-ĕçмели парсан, çураçать, теççĕ. || Покрывать (об инее). Çутт. 77. Хĕлле вара вăл шăтăксене шап-шур пас тытса лартать. || Воспитывать, ростить. N. † Ай, инкеçĕм, Алти инке! Эсĕ тытнă ывăл-хĕре эпĕ те тытса пăхам-и? (Хĕр йĕрри). N. Ăна лайăх тыт. || Воспринимать (ребенка, о повитухе, о восприемниках). ГТТ. Эпĕ унăн ачисене тытнă. Я крестный его детям. Якейк. † Ах, кортăм, хĕр кортăм, тăла варрипа тытнăскер,— ĕмĕр иртнĕн туйăнчĕ. N. Çак хăвăр тытнă ачана хăвăрăн тăван ачăра юратнă пек юратăр. || Приниматься (за дело). Ир. Сывл. З4. Тытаччен çех ĕç йывăр. Альш. Алă ĕçĕ тытат: пĕрне кĕпе çĕлет, пĕрне йĕм çĕлет; пĕринне саплат, тепринне аслатат. Якейк. † Инки сакки — шор сакки, шор шопăрсăр тытмарăм, итту инкия йоримарăм (даже, чтобы лавку мыть, надевала „шопăр“). || Пользоваться, употреблять. Нижар. † Хусан витри — шур витре, эп тытмассăн, кам тытĕ? Çав ял ачи — сар ача, эп каймассăн, кам кайтăр? N. Ку чашкăпа чĕресе вара урăх çĕре тытмаççĕ. Вĕсене ăрасна çĕрте тытаççĕ. || Задержать. Пазух. Ах хăтаçăм, хуçаçăм, виçĕ тавлăк тытакан, çичĕ тавлăк вăл тытрĕ. Истор. Эсĕ пирĕн патăртан кай ĕнтĕ, сана тек (больше) тытмастпăр, тенĕ. N. Шап çурта пек пĕвĕме ӳстертĕм, тем атте-анне тытас пек. N. Эсĕ манăн мĕн çамрăкранпах тытакан ĕмĕтĕм. || Содержать. СТИК. Кил-çурта тирпелесе, тирпей тытса тăракан хĕрарăм мар; ял тăрăх, кӳршĕ-арша яньккат. Ib. Тирпей тытса тăрас, быть распорядительным в доме по чистке и уборке. || Точить. Альш. Тимĕрçĕ пуртă, çĕçĕ тытнăшăн (= хăйранăшăн), кĕтӳçĕ „сăвапшăн“ (= ахальтен). КС. Тимĕрç лаççине кайса, пурт тытас-ха (наточить на вертящемся точиле). || Застрелить. N. Тепĕр çул кайăкçă çак мулкача тытнă (застрелил). || Прикладывать, приставлять. О сохр. здор. Сивĕ шывпа йĕпетнĕ туттăра тытсан та, вăл (укус ужа), тӳрленет. Ала 91. Икĕ аллине тути патне тытатьчĕ те, пуçне кăшт çĕрелле чнксе пĕр шарламасăр, пĕр хусканмасăр ларатьчĕ. N. Пӳрнине сăмси çумне тытнă. || Ст. Шаймурз. Çын панче кăвакал çисен, хурăвăн çуначĕнчен тытсах хур. (Послов.). || Загнать чужую скотину (напр., застав ее на озимях). Орау. См. вĕчче. || Направлять. N. Хăв ăсна хăв тыт, ман пек ан пул. || Насытить. О сохр. здор. Хăш-хăш хĕрарăмсем, яшка тутлă, тутă тытакан пултăр тесе, аша юри вăрах вĕретеççĕ. Виçĕ пус. 4. Тырă пĕрчипе хăярăн тути пĕр пек маррине, тата вĕсем пĕр пек тутă тытмаççĕ иккенне пурте пĕлеççĕ. || Кан. Инке çатма аврипе хăмсарнине хирĕç тытать. || Класть. Синерь. Марья хăранипе аллине пуç çине тытнă чух çав хĕçе тиврĕ, тет те, пурни татăлса кăрават айне кĕрсе карĕ, тет. || Обходиться, обращаться. Тайба-Т. † Йыснаçăмах çавă пур, тыта пĕлсен — ĕмĕрлĕх, тыта пĕлмесен — виç кунлăх. Ib. Илсе тытса пăхтăр-ха. Стюх. † Йыснаçăмах Иван! Тыта пĕлсен — ĕмĕрлĕх, тыта пĕлмесен — виç куна. || Брать в руки, употреблять (напр. книгу), заниматься. Юрк. Çырăва (чтение и письмо) тытас тесен те, пушă марччĕ, ялан ĕçпеле пулаттăм. В. Олг. Алă ĕç тытман эп нимĕскер те. Я не занимаюсь рукодельем. ТХКА 75. Йыснапа улмаш хам та суха-пуçĕ тытрăм. Халиччен суха-пуçĕ тытманччĕ эпĕ.— Вунулт çула çит-ха, вара сана суха-пуçĕ тыттаратăп, тетчĕ атте. Изамб. Т. Вуниккĕре чухнех суха-пуç тытнă. Вунтăваттăра авлантарнă. N. Парнисене пăхаççĕ, тет, пирри-аврисене пăхаççĕ, тет, пурте тĕлĕнеççĕ, тет, хĕрсен пирри авринчен, тытни-тунинчен N. Санюк кĕнекине питех тытмас (не очень-то берет в руки). Орау. Ман кĕнекене кам тытнă? Кто брал мою книгу? (напр., если на ней остались следы). В. С. Разум. КЧП. Ку япала алла тытмалла марскер пулнă. Этого предмета, оказывается, не следовало брать в руки. N. Тытса пĕр. || Браться. Никит. Тепĕр пынă çĕре тухатмăш карчăк каллах ал ĕçĕ тытса ларать. N. Тытнă ĕçе тăвас килмест. Торп-к. † Çакă ялăн ачисем ир тăраç те, чĕлĕм тытаç, çавăнпа хĕрсем юратмаç. Ала 92°. Вăсен кĕписене никам та тытса çăвакан пулман, вăл хăех пĕр вунпилĕк çула çитеччен пичĕшийĕн кĕпине, тата хăйĕн кĕпине никама та çутарман. СТИК. Вăл тытнă-тунă-пăрахнă. || Править, управлять. N. † Чул-хулана тытмашкăн, мĕн авалтан пухнă мул кирлĕ. N. Вăл икĕ лапка тытнă. N. Семен ватăла пуçласан, хăш чухне ывăлĕ Иван (сын его Иван) ашшĕ лапкине те тытнă. N. Тыт (ашшĕ-амăш çуртне). || Хранить, беречь. N. Укçана лайăх тыт. N. Çын çинчен сăмах ан вылят, ху ăшунта тыт. || Тратить, расходовать. N. 15 тенкине çурта тыт (на дом? на хозяйство?). || Издерживать. N. Если панă пулсан (пособие), пӳртрех тытăп. || Поддерживать. Орау. Илем тытса, тĕс кӳртсе, хитрелетсе мухтанать. || Править (напр., лошадью). Янорс. Атте мана: тыт лашуна, манран ан юл, терĕ. Ст. Чек. Ялан амăш хыççăн кăна çӳренĕ, лаша тытса курман-ха. СТИК. Лашăна тыт, держи лошадь в сторону. Сред. Юм. Юрк. † Атăл урлă эпĕ каçрăм сулăпа, суллăн пуçне тытрăм хулăпа. || Держать путь. Собр. Анчах лаша тӳрĕ тытса пырать-пырать те, çавăрнкаласа пăхать, вăл: пирĕн хуçа лайăх ларса пырать-ши, тесе, пăхать. || Иметь в наличии (о деньгах). N. Ĕмĕрте окçа тытса корманнисем халĕ виççĕр тенкĕрен кая тытмаççĕ. N. Халех перекетре пин тенкĕ тытать. Регули 647. Он пак окçа номай тытакан лайăх порнма полтарать. || Уличать? N. Эпĕ вăсене пĕрерĕн тытап. N. Аппаратне (самог. аппарат) мĕншĕн тытмастăр? || Подавать (руку). Сĕт-к. Пĕчĕкиççĕ кинĕм пор, килен-каян ал тытат. (Алăк хăлăп). || Нанимать. Изамб. Т. Ул çул кĕлтене тытса кӳртертĕм. Конст. чăв. Кукка тинĕс хĕр(р)инчех пароход çине çитечченех кимĕ тытрĕ. К.-Кушки. Эпĕ вунтăватта тытрăм. Я нанял за 14 р. Чăвашсем 27. Вара çынна (умершего) çума тытăнаççĕ, ăна хăшĕ хăй çемйипех çăват, хăшĕ тытса çутараççĕ. Чăв. й. пур. 26. Сухине тытса сухалаттарать. N. Укçа парса тытма сан укçа çитмĕ. Орау. Пĕр-ик-виç ача тытсан, туххăмах леçсе парĕç (отнесут). || Принимать (в картах). Сред. Юм. || Пришивать, нашивать, оторачивать. Сред. Юм. Кĕпе аркине шараç тытрăм. К подолу рубашки я пришила тесьму. В. Олг. Сăхмана пир тытас (положить подкладку). Собр. † Хранцус кĕпене кам юратмĕ, аркисене лайăх тытсассăн. Н. Тим. † Шур тăваткăл кĕççе кĕтессине пурçăнпала тытса çавăрнă. Ходите во свете. Нихăш халăх тытман йӳнĕ тĕрĕсем. Альш. † Сирĕн çире камсулсем пит килĕшет, те аркине тикĕс те тытнăран. N. Çухана вара темĕн-темĕн, тутар хĕрĕсеннĕ пек, хутлă-хутлă тытса пĕтернĕ: унта хĕрлĕ, кăвак, сарă, симĕс. Аркине каллах ик-виç хутлă тутарла илемлетсе тытнă. Н. Якушк. † Хăранцуски кĕпи сирĕн пулĕ, тытас арки çанни пирĕн пулĕ. ЧП. Аркине пархат тытнă. ЧП. Эпир йĕтĕн кĕпи тăхăнас çук, хул айне хăмачă тытас çук, аркине харанцуски тытас çук. || Бить (о лихорадке). N. Ах, ачана сив чир тытать, эрĕм шывĕ ĕçтерес. [Шу тытнă ăна, ахаль полас çок. Хора тăван киремеч тытнă полĕ]. || Вести (войну). N. Тата ăна вăрçă тытма, вĕсене çĕнтерме панăччĕ. || Рвать. Б. Хирлепы. † Пирĕн патра юманлăх, тăрăнчен йĕкел тататпăр, кутĕнчен тукăн аватпăр. || В чувашизмах. N. Хăна ху çӳле ан тыт (не зазнавайся). Досаево. Тепĕр кĕркунне вĕренме каяс тесе, эпĕ те шут тытрăм (надумал?). N. Паянхи кун çиме пулмасан, епле вара пĕтĕм çулталăкшăн терт тытăп? N. Хан, çавна илтсен, Александр çине тытса çурас пек çиленсе çитнĕ (обозлился как зверь; был готов его разорвать). N. Мĕн тытас-тăвас пулсан та (при всяком предприятии), ху ĕçлессӳ çинчен аса ил. N. Ах, мĕн тăвас, мĕн тытас! Янтик. † Турта тулли турă утна епле тытса кӳлĕн-ши.

тиверт

понуд. ф. от тиверкеле; касаться (чем). N. Каçхине сивĕ те, пите-куçа шыв та тивертес килмес. N. Алă тивертме. ЧП. Пĕрехçех те эп тивертрĕм сенĕкпе (ударил жену вилами), мĕнле турри турĕ, ай, чун тĕлне. N. Хăранипе ачасем урисене çĕре тивертмесĕр чупнă (бежали во весь дух, не чуя под собою земли). || Попадать (чем). N. Вăл пăшал пит лайăх тивертет. N. Мана тивертмерĕç. В меня не попади. ЧП. Укалчаран тухрăм, ухă ывăтрăм, сăсар йăвăçне тивертрĕм. Мусир. † Пирĕн gичче Кирилле, çитмĕл çĕре хыпар янă, çитмĕл вĕретĕм сăра тунă: çитмĕл курка тыттарас, тет, çитмĕл курка çитмесен, çавра куркапа çаврас, тет. Çавра куркапа çавăрăнмасан, тимĕр куркапа тивертес, тет. || Ударить кнутом. Г. А. Отрыв. Лашаллисем, урапаллисем анса пушăпа виççĕ тивертнĕ, е урапа тенелпе çаклатса иртсе кайнă, çуранлисем виççĕ ура пуçĕпе тапса кайнă. || Задевать. N. Хăйне те хĕçпе тивертнĕ. N. Ӳте япала тивертсен... Орбаш. † Ан тĕкĕн, Тимохха, тивмен çĕртен тивертĕп. (Коршанкă). || Попадать (о пуле и пр.). Юрк. Салтакĕсем ăна курсан: çар пуçлăхне ахăр лешсем тивертрĕç пулĕ, тесе, хăраса ун патне чупса пырса пăхаççĕ. || Вздуть, бить. СТИК. Эс пит иртĕнсе карăн ĕнтĕ, сана тивертмен-ха! Ты уж очень зазнался, тебе еще не попадало на калачи (тебя еще не колотили). Орау. Ачуна лайăх тивертрĕç (побили). || Futuere. N. Лайăх тивертет (de homine d. bene vasato). N. Вăл хĕре тивертнĕ пулĕ эсĕ, ахаль каламастăн пуль. Другое значение этой фразы: хорошо бьет кнутом. || Поразить (чем). N. Иçĕм-çырли йывăççийĕсене пăр çаптарнă, смоква йывăççийĕсене тăм (морозом) тивертнĕ. || Сделать так, чтобы досталось. Сред. Юм. Мĕн çитменнине çитертĕр, тивменнине тиверттĕр, çырлахтăр, аша каçартăр. (Чӳк туса пĕтерсен, ĕлĕк çапла каласа кĕл-тунă, тет). || Зажигать, поджигать, вздувать (огонь). Иногда соединяется сл. „вут’’. Альш. Вĕсем иккен кăмакине тивертсе, улăм чиксе хăварнă (затопили печь; указ. начало действия). БАБ. Йăвăç кăмпине вут тивертрĕ (зажгла), тет те, ман тавра темĕскер кĕлли (какую-то молитву) вуласа çаврăнма тытăнчĕ, тет. N. Эпĕ хăйă тивертсе илтĕм те, тытăнтăм хам тăшмансене ăшалантарма (жечь клопов). N. Хывнине çав вут хĕррине тăкаççĕ; вутне тивертес умĕн, пумилккене пуснă выльăхăн урисене, пуçĕсене çавăлте пăрахса хăвараççĕ. ЧС. Чĕлĕм тивертсен (закуривши) кайран, шăрпăк кутне улăм çине пăрахса хăварнă. КС. Тивертсе илтĕм. Прикурил (у курящего; та же фраза может иметь и др. значение, соответственно различию в значениях основного глагола).

ту якки

то же, что ту аякки. В. Олг. Çуарни чохне ту екки ярăначчĕ сонаскапа. Ой-к. † Ту еккинче хуран çырли.

тум-хаяр

назв. болезни. Ст. Чек. Тум-хаяр — ăш чирĕ; ăш ыратат, çынна вĕлерет, кăвапаран пăрат. Ăна тӳрлетме вĕрсе аппаланнă. Пыл аван, лаша пăхĕ шыв çине ярса ĕçтернĕ, хаяр-курăкĕ вĕретсе ĕçнĕ. Хаяр çырли аван, сиплĕ тенĕ. Ib. Тум-хаяр = час килекен чир (ăша питĕ ыраттарат). Ib. Хытă вăрçнинчен тум-хаяр, çын çилли ӳкет, тенĕ. Ib. Тум-хаяр пуçа хĕстерет, ăш ыратат. Ешлĕсенкер ватса яраççĕ; час каяс пулсан, хăстарат; час каймалла мар пулсан, вар-виттие каят, анчах малтанхи пек ыратсах çӳремес, пĕр икĕ эрне ыратса çӳрет. Ib. Хаяр ути ĕçсессĕн тум-хаяр пулмас, тет. Ib. Тум-хаяр; (унтан) уйрана тăвар ярса ĕçеççĕ. Ib. Тум-хаяр куç татăлат. Ептрел. Çилпе тивнĕ тум-хаяр, болезнь, полученная под влиянием чьей-либо ссоры. N. Хура пĕлĕт айĕнче хура хĕр; хăçан çав хура хĕрĕн çӳç пĕрчи çине пырса пулĕ тум-хаяр, çавăн чухне тии килес пултăр çак (ят) тум-хаяр. (Из наговора). КАХ. Тум-хаярне пирĕн тавраша ан яр. См. хаяр. N. Иртĕхсе çие-çие, тум-хаяр чир те тупăн. Paas. 172. Тум хаярĕ.

тум-хаяр-курăк

назв. раст., вороний глаз. Рак., Кайсар № 59. Тум-хаяр-курăк (çырли) вăрманта ӳсет (З ягодки). Тум-хаяр ӳксен, курăкне-и, е çырлине вĕретсе çиеççĕ. Çырлине ахаль те çиеççĕ. Слеп. Тум-хаяр-корăк; хаяр вăрăнсассăн, çын чĕрĕлет. Кайсар. Тум-хаяр курăкĕ çулçи хăва çулçи пек тăватă çулçи тăватă енелле каят. Çула унăн çырли пулат. Ăна, кăкăр шăмми айне хыта кĕрсен, вĕретсе ĕçеççĕ. Якейк. Тум-хаяр-корĕк халсăр полсан параççĕ. Пĕртен пĕр çырла анчах полать (черная ягода, geranium).

тум-хаяр çырли

назв. растения, вороний глаз, четырехлистный, paris guadrifolia L. Рак. Тум-хаяр çырли, ăш ыратсан, кӳпĕне пуçласан çырлине çиеççĕ.

тутат

придавать вкус. N. Йӳçĕ сăрана тутатма: типĕтнĕ çĕмĕрт, çĕр-çырли, çупа хĕртнĕ мăйăр тĕшши.

тутă

, тотă, (туды̆, тоды̆), сытый, сытный; сыто, сытно. Панклеи. Карчăк шу хĕрне пырчĕ те, тотă хырăмпа шу ĕçме тапраттĕр (на сытый желудок). N. Эпĕ халĕ тутă, лайăх пурăнатăп. Ст. Чек. Аллă тăххăрăшĕ тутă çулпа каяççĕ, чи кĕçĕнни, утмăлмăшĕ, Иван ятли, выçлăх çулпа каят (из сказки). || Вкус. Альш. Çăвар тути пит кайнă, епле ăçти çук чуп-тунă. Чăв. й. пур. 30°. Пĕрре пиçнĕ ашпа икшер яшка пĕçерттернĕ, пĕр яшкара ашне çинĕ, тепĕр яшкара: тути тухсан юрать, тесе, шăммине вĕреттернĕ. Собр. Сыпрăм-пăхрăм шерпет шыв, виçĕ кунсăр тути каймарĕ. Сборн. по мед. Чей çине, е сивĕтнĕ шыв çине тутăшăн лимон шывĕ е шур-çырли шывĕ хушма та юрать. Синъял. † Ĕçмен куркан тути çук, юрламан хĕрсен усси çук. Менча Ч. Аш тути кĕрсессĕн (= пиçсессĕн. КС.). См. така чӳкĕ. N. Тути (вишни) йӳçенкĕ тути калать. О сохр. здор. Çавăнпа пирĕн шăммисене вĕретес пулать; вĕсенчен чăнах та яшка çине тутă тухать. Юрк. Тутине пĕлсе çиекен çын, теççĕ. Ст. Чек. Аша тутă кĕнĕ (немного протухло); кунăн шăрши капла та, тути епле-ши? Изамб. Т. Тутине пĕлсе ĕçес-ха. Надо пить так, чтобы узнать вкус. Хора-к. Пĕрне (= пĕр хĕрне) исе каятпăр, теппĕрне пăхса хăваратпăр, тути тутлă пулсассăн, виç контанах килĕпĕр; тути юçĕ полсассăн, виçĕ çолтан та килмĕпĕр. Баран. 133. Минералĕ (упомянутый) шывра ирĕлет те, шывĕнчен çав минерал шăрши кĕрекен пулать; тути те çав тутах калать. N. Муççи, чĕлĕмĕн мĕн тути пур? N. Выльăхсем апат тутине илчĕç. Сред. Юм. Тутине сисрĕ, узнал, что хорошо или нет. Çутт. 49. Çĕнĕ пурăнăç тутине те эпĕ Хĕрлĕ çарта анчах илтĕм. || Полный. ХЛБ. Кирек камăн та вăрлăх валли епле те пулсан аван, таса, тутă тырă суйлас пулать. Изамб. Т. Капан тунă чухне вăта çĕрне нуммай хурсассăн, капан тутă пулат (в середине много снопов). || Сытость. Чув. календ. 1911. Хăш-хăш апат выльăха тутă тытать, хăшĕ тутă тытмасть. См. вăрах. N. Тутта сисни. ПВЧ 126. Унтан кĕçĕн вăта пус пур, хырăм пĕр тутти çав пулмĕ-ши? Регули 426. Пĕр ластăк сĕт тутине кĕрет.

тух

, тох, выходить, выезжать. N. Краснов алкумĕнчен тухнă, тет; мĕнпе çывăрнă, çавăнпа анчах тухнă, тет, пĕр япала та кăларман, тет. N. Уçланка тухрамăр. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ пĕр пашалу илтĕм те тухрăм. Я взял одну лепешку и вышел (но: илсе тухрăм — вынес). Кан. Аçтăрхантан юлашки прахут октябĕрĕн 14—15-мĕш числинче тухмалла. N. Ачасем, ăрамра шыв тухсанах, тула тухаççĕ те, каçчен те пӳрте кĕресшĕн мар. СТИК. Ыран ута тухмалла çынсем çависене туптаççĕ. Люди, которые должны завтра выйти косить сено, заправляют косы. ПТТ. Ваттисем ахаль каламан пулĕ çав: çын тухиччен туха пĕлмест, тухсан кĕре пĕлмес, тесе. Токшик. Тула тухасран тухас килет. Истор. Ольгă çыннисем тухакана пĕр вĕлерсе тăнă. N. Çула тухсан тин мана калаçма ирĕк пулчĕ. Шел. 101. Тухман чун, сӳнмен вут, тенĕ пек, халĕ эп. N. Тух тула, сыс пӳрте. (Шутка). Яжутк. Тухĕç халĕ утсампа, çуха тарне кăларапăр. В. С. Разум. † Пусма умĕнчи вĕрене тухмассерен вĕрентет; ăна пĕлнĕ пулсассăн, тата саккăр лартăттăмччĕ. N. Вăл унта тухнă та, сасси тухнă таран: мĕн тăватăр эсир кунта? тесе питĕ хытă кăшкăрчĕ. Изамб. Т. Акă çул ялтан тухать, çавăнпа тӳрех каймалла. Çутт. 62. Хăйăр тухакан вырăн. N. Эсир ман ăшран та тохмастăр. Чув. пр. о пог. 275. Çĕлен-калта хĕвеле ăшăнма пит нумай тухнă пулсан, çăмăр час пулать. Если очень много змей и ящериц выходит греться на солнце, скоро будет дождь. Янтик. Çуркунне тула тухнăçеммĕн тухас килет (кунсем пит ăшăран). Ib. Тухман çын, человек ни разу не выезжавший в период какого-нибудь времени; говорят, если он выедет, то обязательно будет буран или дождь. N. Тухман çын утсем патне тухсан, çумăр пулать. Сред. Алг. Эпир ялтан тухас çук, ăс кĕмесĕр ан илĕр. || Т. VI. Вилнĕ çын куçне уçса выртсан, çуртран тата тухасса, теççĕ. || N. Пасара тырă тухми пулчĕ (тухма чарăнчĕ, привоз прекратился). || Выходить по счету, оказываться в должном количестве. N. Кĕлте тухмарĕ. Толст. Апат çиес умĕн амăшĕ çливисене суса пăхнă та, пĕр çырли тухман. N. Ну вăкăрри те (и бык-то...) питĕ мăнтăр пулнă, тет. Ашĕ хĕрĕх пăт тухрĕ, тет, çăвĕ вăтăр пăт тухрĕ, тет. N. Вара мĕн пур пухнине пурне те çапнă та, унăн çĕр пăта яхăн урпа тухнă (оказалось, вышло). N. Пĕр пилĕк-олтă пăт тохатьчĕ полĕ. || Причитаться. N. Халĕ кăштă укçа пур-ха, Праскура ĕкесем хуса кайнипе 1 т. 50 п. тухать. Вишн. 59. Эсир: ĕçленĕ чух пиртен нумай япаласем тухаççĕ те, çавăнта эпир туртăнатпăр, тенине илтнĕччĕ. || Расходоваться. N. Вара санан уччитлĕри шалу тухмас пулĕ. || Вылетать. ПВЧ 120. Атте килĕ, ай, сала пак, сала-кайăк, ай, тухас çук. || Выплывать. Орау. Çурхи шыв тулăх пулмарĕ кăçал, çавăнпа шывсем ăшăххипе сулăсем Атăла тухиман. || Вытекать. ПВЧ 95. Юман касрăм, ай, пыл тухрĕ, çăка касрăм, ай, çу тухрĕ. Альш. Шăнкăр-шăнкăр шыв юхат, шăнкăртăм хирĕнче çăл тухат. || Истекать (о сроке). N. Çав ката (вăрман татăк) патĕнчи çĕрĕн пĕлтĕр, 1916 ç. срукĕ тухрĕ. || Впадать (о реке). N. Онкă çавала тохать. Онга впадает в р. Цивиль. Альш. Вăл кĕтесре Сĕвене Кăнла шывĕ юхса кĕрет. Кăнла шывĕ пысăк шывах мар. Шывĕ тухнă çĕртех, лапра, ялĕ ларат: Кăнла теççĕ. N. Вăл шыв Сăрра тухат. || Обнаруживаться, распространяться. Панклеи. Нумай та порнмарăмăр, пĕр икĕ эрнерен хай кам вăрлани тоххĕр (обнаружилось). || Образоваться. Ст. Шаймурз. † Хурамаран пĕкĕ аврăм, хĕвелпеле хушăк тухминччĕ. || Восходить (о солнце). Янтик. Эй, хĕвел, хĕвел! Юлашки кун сана пăхса юлатăп. Ĕнтĕ, эпĕ кайсан, эсĕ мансар пуçнех туха-туха (или: тухса) анса тăр. || Уродиться. N. Вăрлăхĕ те тухас çук. Чув. пр. о пог. 468. Çулла тĕтре пулах тăрсан, кăрăç нумай тухать. Если летом часто бывал туман, грибов уродится много. || Всходить (о хлебах). N. Калчасем тĕ ешĕл тухрĕçĕ. N. Тырăсам мĕле туххăрç? || О колосе. N. Ырашсем тата поç тохса тикĕсленчи вара? || Выйти замуж (украдкой). Юрк. Куç умĕнче сарă каччă, тухăп кайăп, мĕн тăвăн? Альш. Тимĕрсел чăвашне качча тухса (т. е. вăрттăн) килет, тет. || Выигрываться. N. Патша хĕрпе окçалла выляса окçа тохмарĕ — çилентĕм, тет Йăван. || Проходить. О земл. Çапла акнă хыççăн вăрлăх витĕнтĕр тесе, çийĕнчен сӳрепе анчах тухаççĕ. || Проходить (в дверь). || Приниматься. N. Çамрăкла ĕçрен юлакан ватăлла (ĕçе) тухать, тет. (Послов.). || Случаться (о пожаре). Шинар-п. Çавăн пек эпĕ астăвасса пирĕя ялта тăватă хут тухрĕ (пожар). N. Çа вăхăтра лапах манăн пиçмо тоххăрĕ. || Выгорать (о деле). Кан. Ну мĕнле? теççĕ пашелсем.— Мĕн мĕнли, ĕç тухмарĕ. N. Ăна тилмĕрсе мĕн тухасси пур. N. Эпĕ шухăшланипе ĕç тухмас ĕнтĕ. || Орау. Вăрман кăçан тухать сирĕн? Когда получите разрешение возить. Альш. Сирĕн кăçал вăрман тухат-и? Удастся вам нынче выхлопотать лес? || Скинуться. Панклеи. Попляканă çĕртех çак арçурин хĕреç тохнă-ӳкнĕ. || Выгружаться. Тайба. Т. † Атăлтан арпус тухат-ĕçке, тулса тухнă уйăх пек. || Выйти из употребления. N. † Порçăн тотăр полăтăм, эп хĕр поçĕнчен тохмăтăм. N. Пирĕн... юрамисĕре тухрĕç, улăштараççĕ çак хушăра. N. Арман тухрĕ, ун вырăнне пĕр çӳпĕ-çапă кăна тăрса юлчĕ. || Появляться. N. Вăл (корь) ачана анчах тухать. N. Çула ача чирĕ тухрĕ, тухтăра шыраса Ишеке çитрĕмĕр, Покровскине те çитрĕмĕр, хулана та çитрĕмĕр. || Проходить (о болезни). Нюш-к. Чир çыпăçнă чухне купи-капанĕпе килет, тухнă чухне йĕп çăрти витĕр тухать, теççĕ. Шурăм-п. Чир тухса кайрĕ. || Окончить. Иваново. Эпĕр хамăр ялтан тухсан, манăн двухклассный школа каяс килетчĕ. || Кончиться, заканчиваться, оканчиваться. Изамб. Т. Час-часах хĕлле, раштав типпи тухсан, ĕçкĕ ĕçеççĕ. Альш. Çĕнĕ-кассăн вĕçĕнче çӳлти эрет тухнă çĕрте. Ст. Письмерь, Ставр. Кăнтăрлахи кĕлĕ мункун кунĕ хĕвел тухас умĕн тухать. Альш. Хăят кунĕ (16 июня) каçпа тин хай кĕвĕ каласси чарăнат: уяв тухат вара. Ib. Михайла эрни тухсан, тепĕр эрне хушшинче. Ст. Яха-к. Çăварни тухса кайнă чухне çынсем пурте çăварния ăсатса яраççĕ. Бюрг. Мункун эрни тухсан ытларикун. Календ. 1904. Вара çăварни тухиччен эрнипех сĕт, çу, çăмарта, пулă анчах çиеççĕ. N. Эпĕ санăн çыруна илтĕм мункуя эрни тухнă кун. || Настаиваться (о чае). Альш. Чейĕ тухаймарĕ-ха. Чай еще не настоялся. || Проходить, проезжать по более узкому месту, напр., по лесной дороге, по улице, по засеянному полю и пр. Трень-к. Пирĕн Чăкăртан киле таврăннă чух пĕр вĕтĕ вăрман витĕр тухмалла. Разум. Пĕр çĕрте çĕнĕ çул (дорога) икĕ халăх çĕрĕнчен пĕрин витĕр тухса каймалла полнă (должна была). Богдашк. † Урамăрсем вăрăм, тухма çук. N. Эпĕ пĕр чăрăш тĕлĕнчеччĕ те, чăрăш витĕр тохса тивĕрĕ мана. || Прибыть, приехать. Сред. Юм. Кăш прахутпа тохрăн? На котором пароходе приехал? || Быть изобретенным. Шурăм-п. Пăрахутсем тухсан (были изобретены) та, çавăн пекех пулчĕ. || Подниматься. N. Мăрьесенчен паян кунĕпе тĕтĕм тухать? || Достаться. Бгтр. † Ой тутри, хĕр тутри, тутри хĕрĕн пулсассăн та, укçи хамра тухнăскер. N. Халăх çине тухрĕç (анасем). Ала 6. Шăпа ячĕç, тет: çав çĕлен урлă каçма кама тухать, тесе. Изамб. Т. Эпир, аван çаран тухнисем, пăсма памарăмăр (не позволили переделять). N. Сана та ним те тухас çук. || Явиться. Синъял. † Турă çырни тухаччен атте патĕнче пурăнтăмăр. || Появляться (об облаках, зверях и пр.). Кн. для чт. I, 15. Каçхине çумăр пĕлĕчĕсем тухнă та, çумăр çăва пуçланă. Синерь. Мĕн пирĕн палумия тухрĕ (что это такое появилось, что ест наши яблоки), тесе калать, тет, ывăлĕсене. || Скипеть. Орау. Вуник минут анчах юлчĕ, сăмаварне лартмастăп та ĕнтĕ, унччен тухаймасть вăл. || Вернуться. Орау. Хам укçа та тухмарĕ. Ib. Пушмака кĕркунне тенкĕ те вунă пус панăччĕ. Хакĕ тухрĕ-ши унтанпа? || Набираться для продажи. N. Сĕлĕ тохмас сотмалăх. Орау. Ку шăмата пĕр пилĕкçĕр хăяр тухĕ-ши? — Мĕн пилĕкçĕрĕ, пĕр икĕçĕр тухĕ. Наберется ли к субботе 500 огурцов? — Где пятьсот, ладно если наберется двести. || Спориться (о деле). Юрк. Ĕçĕ (у него) кĕсем урлă та тухмаст (не выходит, т. е. они ему ни в чем не помогли). Ib. Вĕсенчен кăна ыйтнипе нимĕн те тухманниие курсан, ку татах урах май шыра пуçлат. || В. С. Разум. КЧП. Пьесси те вĕсен кулăшлăрахскер, çавăнпа лайăх тухрĕ. || Чхĕйп. Тата тупăк тунă чух тухнă турпаса пурне те пуçтарса илнĕ те... (собирали). || Стать, сделаться (кем либо). Шорк. Олпута тохнă, попа тохнă. N. Асла тух, мухтава тух. Сред. Юм. Учитĕле тухнă. Доучился до учителя и служит учителем. Рукоп. календ. Прокоп. Начара тух, вĕте тух, вака тух. N. Эмелçĕ хăй пĕлĕвĕ тăрăх асла тухать. N. Санăн варлă çынну, санăн тусу тăшмана тухсассăн, сана вилес пек хуйха ӳкермест-и? N. Вĕсем типсе пĕтсе кайнă хăравçа тухнă, ялан айăплă çын пек тăраççĕ. N. Эсĕ мĕнле чина тухан? || Превращаться, обращаться. N. Аскăнланса çӳрекен çын çемйине тĕрлĕ усалтан сыхлас вырăнне хăй тăшмана тухать. N. Навуса тухнă, обратилось в навоз (о железе). || СРОВ. 11. Ухмаха тухнă-и-мĕн ку çын? Она сошла с ума? || Увольняться, оставить службу. N. Вăл вырăнтан тухатех, теççĕ. N. Халĕ эпĕ вырăнтан тухрăм, ĕçлеме юрамаçть. || N. Пĕр министр ĕçĕпе айăпа тухнă пулсан, вăл айăп ытти министрсем çине те ӳкет. || Потерять образ. N. Ну тулĕк эс этемлĕхрен тухрăн, саншăн кулянап. Микушк. † Çын хурланă пуçăма эс хурласан (обракует, обидит), тухать çамрăк пуç çынлăхран („теряет всякое достоинство и выходит из числа людей“). || Дожить. || Быть в обращении (о деньгах). К.-Кушки. Ку укçа тухнăранпа çичĕ патша улăшăннă. С тех пор, как эти деньги были в обращении, сменилось семь царей. || Ослушаться, перечить. N. Эпĕ хушнинчен ан тухăр. СЧЧ. Çемьесем кирек хăççан та аслин сăмахĕнчен тухни çук. N. Эпĕ каланă сăмахран ан тух. N. Вĕсем сăмахĕнчен тухас мар. || Происходить, образоваться. N. Çак вĕрӳçĕ сăмах тухнă вĕр тенĕ сăмахран. || Вылезать, выпадать. Орау. Пакшан пырши тухнă, тет, хăй çапах тепĕр турат çине сиксе ларасшăн, тет. Чураль-к. Çӳçрен ярса тытсассăн, çӳç тухмасăр ямаççĕ (парни). N. Ăйхинчен вăраничченех ăна пĕтĕм ăшĕ-чикки тухса ӳкнĕ пек туйăннă. Орау. Темскер мăккăли шалтан мăкăрлса тухать (выходит изнутри тела наружу). || Встречать. Сунт. Лисука илме тухакан пулман. || N. Эпĕ кăçал тыр вырма тухаймарăм, икĕ эрне питĕ йывăр выртрăм (лежала, хворала). || Собраться. Альш. N. Вăл хайĕн начар çара-çунине, начар кĕсрине кӳлнĕ те, кайма тухнă. N. Эсĕ каймаллах тухнă-и? Ты совсем собрался? || Приводить. ТХКА 51. Çак çул хамăр яла тухать пулас. Çак çулпа киле каяр. || Начинаться. Ачач 4. Нимĕç вăрçи тухиччен пĕр çирĕм çул малтан. || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Альш. Чăнах та ачи уйăрăлса тухат, е тухса качча каят. N. Ишсе тух, переплыви. Юрк. Тăрахтире кĕрсе лайăх яшкасем çисе тухат. О сохр. здор. Çапла вара пĕр чирпе хăш чухне ялĕпех чирлесе тухаççĕ. Артюшк. Вăл ту патне пынă та, лумпа çĕмĕрсе тухнă (пробил насквозь). Баран. 237. Çанталăк лайăх тăнă чух, çак çула ик-виç кун хушшинче ишсе тухаççĕ (проплывают). N. Кунта мĕн çырнине каласа тух. Произнеси (по порядку все те числа, которые здесь обозначены цифрами). N. Пухăва тухсан-тусан, хайхине пуянсем хутлăхне сĕтел хушшине кĕрсе ларма вырăн та пара пуçларĕç, тет. Орау. Пасар майĕпе кĕрсе тухсан-тусан тем пулĕ-ши: те парĕ, те памĕ ĕнтĕ ку вир-ял (деньги). N. Унта çапăçса кам мухтава тухин, ĕç халăхĕ мухтава тухать. Якейк. Кăк кăларнă чох, чакалтасан-чакалтасан, калаççĕ: халь кăк тоха пырать та-ха (корень при корчевании начал выходить). СТИК. Эп унпа кăшт калаçасшăнччĕ, темле тĕпелелле пăрăнтăм та, кайран пăхап — вăл туха кайнă. Микушк. Эпир пуснă вырăна тивлет пусса тухтăр-и? (Из свад. такмак’а). Изамб. Т. Эпĕ кĕмен! Вĕсем хăйсем вăрласа тухрĕçĕ. Кив-Ял. Емелкке кукăр туя илсе йыхăрса тухрĕ пухăва. Альш. Тепĕр тĕслĕ халăх: тутар, мăкшă, вырăс, хăйне ушкăн лара-лара тухнит (расселились). В. С. Разум. КЧП. Иртсе кайнă чух пирĕн пата кĕрсе тух. N. Пĕçерсе тухаççĕ. ТХКА 5. Аттерен уйăрлса тухнăччĕ. Янтик. Тăваткăл минтер, хăмаç пит, сарса тухăр сак тулли; çак Тимешĕн хĕрĕсене курса тухăр (е: юлăр) куç тулли. ЧС. Вара чӳклекен ăстарик пӳртри çынсене пурне те пĕрер курка сăра ĕçтерсе тухрĕ. (Ача ячĕ хуни). Ильмово. Вырăна çитсен, ăрам пек тăрса тухаççĕ те, такмаксем, сăвăсем калаççĕ. Юрк. Малтан çуна пуçланă çурт çунса пĕтиччен аллă-утмăл килле пĕтерсе те пăрахат (тухат). Истор. Пилĕк сахат хушшинче вĕсен мĕн пур карапне пĕтерсе тухнă. || Так гонят собаку. N. Тох, мар-тох (на собаку кричат). Тюрл. Тох! Пошла вон, цыма, тубо! (отгоняют собаку).

тӳлеме курăкĕ

назв. растения. Рак. Тӳлеме курăкĕ; çăпан тухсан, саккăрлă, тăххăрлă сăваççĕ. Рак., Кайсар. Тӳлеме тухсан (çăпан тухсан), çак курăкпа саккăрлă-тăххăрлă сăваççĕ (см. чикенек). а) Пĕр тӳлеме сăватăп, икĕ тӳлеме сăватăп, виçĕ тӳлеме сăватăп, тăватă тӳлеме сăватăп, пилĕк тӳлеме сăватăп, ултă тӳлеме сăватăп... сакăр тӳлеме сăватăп, тăхăр тӳлеме сăватăп, тăххăрăшĕ тăхăр çĕрелле саланса кайччăр. б) Пĕр тӳлеме сăватăп, 2 тӳлеме сăватăп, З тӳлеме сăватăп, 4 тӳлеме саватăп, 5 тӳлеме сăватăп, 6 тӳлеме сăватăп, 7 тӳлеме сăватăп; çиччĕшĕ те çичĕ çĕрелле саланса кайччăр. в) Пĕр тӳлеме сăватăп, икĕ тӳлеме сăватăп, виçĕ тӳлеме сăватăп, тăватă тӳлеме сăватăп, пилĕк тӳлеме сăватăп; пилĕкĕшĕ пилĕк çĕрелле саланса кайччăр. г) Пĕр тӳлеме сăватăп, 2 тӳлеме сăватăп, З тӳлеме сăватăп, виççĕшĕ виçĕ çĕрелле кайччăр. д) Пĕр тӳлеме сăватăп, тьфу (плюёт), пĕр пĕрлĕхсĕр пултăр, шăттăр, пĕттĕр. Çăпанĕ тăрăсăр, ӳпне çăпан, тӳлеме çырли тĕслĕ пулать.

тăван-пĕтем

родня. ЙФВ. Хĕрсе хурăн çырли пиçнĕ чух, тăвантан-пĕтентен уйăрăлтăм. Тогач. Акăшĕ çавăн чухне пир тĕртет, тит: тур пул, ман тăван-пĕтен пулсан, пир хӳри çине ларса юрла, тесе макăрса калат, тит. Ib. Арман чулĕ тунă пурт çине ларса: ама-çури пусрĕ, тăван-пĕтен пуçтарчĕ, тесе йӳрлать, тит. Якейк. Т(ă)вана-пĕтене корасшăн, çич уй орлă хам каçрăм. ПВЧ 122. Тăван-пĕтене, ай, шыраса, тват уй урлă, ай, хам каçрăм.

тăваткал

(ты̆ваткал), четыреугольный, квадратный. Ёрдово. † Тăваткал çытар тĕрлĕ пит, сарса ан хорăр — лармастăп. Тюрл. † Тăваткал çаран тват çаран, çăлассинчен пухасси. Пазух. Тăваткал çерем çĕр-çырли, çырли нумай, çĕр сахал. ЧП. Тăп-тăваткал. N. Тваткал куçлă, клетчатый. || Квадратная или четыреугольная площадь. N. Урам тăваткалĕ, площадь. N. Эпĕр тăракан вырăн 8 çухрăм тăваткалĕ, лупам вырăн, питĕ тӳрем. Ходар. Пĕремĕкне çуррине пиччене пачĕ, çуррине çул тăваткалне, куçсем кайма, еçсе пăрахтарчĕ. Пăрахнă чухне ак çапла каласа пăрахаççĕ: ырă урапа çуна йĕрĕ, çак куç ăçтан килнĕ, çавăнта еçсе пар, тет. (Из обряда „куç чĕлхи вĕртерни“ во время „шатра“). N. Акă ял варринче, пĕр пĕчĕк тăваткалта, шкул çурчĕ... пысăккăн курăнса ларать. || Мера земли. Магн. М. 44. || Особая кладка снопов, когда ставят верхушками вместе с четырех сторон по одному или по два снопа, наверху один сноп (входит 15—20 снопов). Чертаг. || Назв. особого платка, размером 21/2 четверти в длину, 2 четверти в ширину. Атмал-к. N. Тăваткала, хĕр кĕрӳ килне кĕрсен, пуç сырас умĕн, пуçне витсе тăнă. Уна кĕçĕн-кĕрӳ ташласа илнĕ. Уна вара кĕрӳшĕ сылтăм алăн кача-пӳрнине çакса çӳренĕ. Тăваткал пӳркенсе тăнă чух хĕр аллисене чăмăртаса сăмса патĕнче тытса тăнă. || Назв. растения (козловка). Абыз. КС. Тăваткал, иначе: кашличĕ, граненый ствол, едят.

тăм-хаяр çырли

назв. растения. См. тум-хаяр çырли. Нюш-к. Тăм хаяр çырли, черная ягода (в роде черемухи, несколько крупнее, величиною с орех, окружена листьями, стоящими горизонтально, длинный стебель; употребляют от головной боли).

тăп-тăваткăл

правильный четыреугольник, квадрат. Сред. Юм. Ст. Дув. † Тăп-тăваткăл пахча-улма пахчи, йĕçĕм çырли ăçта пиçет-ши? ЧС. Тăп-тăваткăл кĕт паллă турĕ (знак четыреугольный). Янтик. † Тăп-тăваткăл кĕççе — шур кĕççе, пурте шур качака мамăкĕ.

тăпка

пучок, клок. N. Çӳçне тăпкипех кăларса илнĕ. Ядр. † Çерем çинчен татса çирĕм (поел) пĕр тăпка çĕр-çырли, çĕртен-шывран уйăрăлтăм. || Макушка. Шорк. Кил-ха, эпĕ сан тăпкуна якатам. Иди-ка сюда, я тебя отдеру за волосы (в прямом смысле: всклоченные толстые волосы). Сред. Юм. Çӳç тăпкинчен кирлĕ-и-мĕн вара сана, ытла пит чăркашан-çке эс манпа. ПВЧ 93. Пурçăн туттăр çӳç тăпки. Ыраш 1З. Е варпуççи тăпки пек туйăнать ыраш пусси. Якейк. Шăртласан, сӳсе тăпка тăваççĕ. Шăртласа эп эрнелĕх тăпка туса хотăм. Орау. Сӳс тăпки, мочка. Панклеи. Кăмака айĕнче тăпка çакăнса тăрĕ. (Ĕне чĕччи). Ib. Тăпка — шăртласа, хатĕрлесе хунă сӳс. КС. Тăпка чав. Якейк. Сӳс шăртлаç те, тăпка туса хораç, тăпкара пĕр кăнчалăлăх сӳс. || Хлопок. СПВВ. ПВ.

тăран

(ты̆ран), наедаться досыта, насыщаться. Рак. Пĕр тăрансан, ача чулĕ те çиейместĕп, тесе каларĕ, тет, сĕтел хушшинчен тухсан, Микка арăмĕ. N. Пĕчĕк ача амăшин чĕччине ĕмсех тăранат. Изамб. Т. Ешке çисе те тăранмалла мар тутлă пулат. || Довольствоваться, кормиться, питаться. Изамб. Т. Акă хăш-хăш тĕлте улма пахчипех тăранса пурăнаççĕ. Сред. Юм. Çилпе тăранса порăнмас вит. Ветром не кормится ведь. || Юрк. Укçаран тăрана пĕлмерĕ. || Получать полное удовлетворенне. М. Сунч. Выляса тăран, наиграться. См. сулăн. Алших. † Çисе тăранайми çĕр-çырли курса тăранайми хамăр тăван. Юрк. Карташ шăлса тăраканни тутар, арăмĕпех пурăнат: вĕсемпе калаçса тăранаймастăп. N. Ярăнса (çӳресе, ишсе, вуласа) тăрантăр-и? Накатались ли вы? || Наглядеться (досыта). ЧП. Атте-анне пиртен тăранмасть. N. † Калаçса уйрăлми çичĕ ют, курса куç тăранми атте-анне. ЧП. Курса куç тăранми хамăр тăван. Образцы. Çуларăм пуçма, турарăм, куçăм тăранах курмарăм. N. Пирĕн тăван аякра, пĕрре курса куçăм тăранмарĕ. Ск. и пред. чув. 14. Унăн сăпатне амăшĕ пăхса тăранайман. N. Тăвантан тăван тăранни çук. || Быть довольным. N. Пуррипе тăранман çын (недовольный). || Получать жертвоприношения (о киреметях). Панклеи. Виçĕшне: Мăн киремете, Чĕне ту киремете, Поляртана пĕтĕм сорăм асăннă. Ыттисем ялăн-ялăн анчах тăранса порăннă. || Пресытиться. Изамб. Т. Эсĕ вăрçнине илтсе тăраннă ĕнтĕ (надоело). || Пропитаться, упитаться. Баран. 8. Çĕрĕ шывран тăранчĕ.

хаяр çырли

назв. растения, actaca spicata. Воронец колосистый, vor melanocarpa. Ledabur. Ядовит. Упнер. Мыслец. Хаяр çырли ели при боли живота. Ст. Чек. Хаяр çырли, считалась как целебная ягода от болезни тум-хаяр. П. И. Орл., Д. С. Серг. № З8. Хаяр çырли ( = çул хаяр курăк), хаяр ӳксен çинĕ. Ягудар. Хаяр çырлине хирĕç вăрăнсан, поç ыратсан çинĕ. Бюрг. † Атьăр, хĕрсем, вăрмана, хаяр çырли пуçтарма.

хирĕç вăрăнни

назв. болезни. Т. Григорьеаа. хирĕç вăрăнсан юмăçсем патне çӳренĕ. Юмăçсем пĕр ывăçа кĕл илеççĕ те çынннне месерле выртараççĕ. Самай пуç тĕлĕнче çаварма пуçлаççĕ те çапла калаççĕ вара: „çĕр таврăнать — таврăнтăр, хĕвел таврăнать — таврăнтăр, уйăх таврăнать — таврăнтăр, çăлтăр таврăнать — таврăнтăр, ял-йыш вăрçса кĕчĕ пуль, кӳршĕ-аршă вăрçса кĕчĕ пуль, сутник-теçетник вăрçса кĕчĕ пуль, арçын вăрçса кĕчĕ пуль, хĕрарăм вăрçса кĕчĕ пуль, сăмахпа чĕнчĕ пуль, сурчăкне сурчĕ пуль, пурте çакăнпала ĕçсе-çисе тухса кайтăр“,— теççĕ те уна, кĕлне кăларса тăкаççĕ те, тата пĕр курка шыв илсе çаплах калаççĕ те, уна та кăларса тăкаççĕ вара. Ягудар. „Икĕ çын ятлаçнă тĕле пулсан, хирĕç вăрăнать. Хирĕç вăрăнсан, поç ыратать, хăсăк килет. Çынна хирĕç вăрăнсан, виç пĕрчĕ хаяр çырли çитереççĕ. Сĕтĕкенне (сок) çăтас полать, йолашкипе çамкана сĕреççĕ, кăкăра сĕреççĕ“, вара хирĕç вăрăнни иртсе каять пулать. Ib. Олма вутине варсăр полсан çаççĕ. Хирĕç вăрăнсан таçаççĕ. Ст. Чек. Хирĕç вăрăнни — çилĕ ӳкни. „Вăл вăрçнă çынна хирĕç пулсан ӳкет, е вăрçнă çын пырса кĕрсен. Çил ӳкни тепĕр чух çынна вĕлерсе те пăрахать. Хăшин çилĕ хаяр пулать: йывăçа та хăртать“. Курм. Хирĕç вăрăннинчен сыватас тесе, пирĕн çакăн пек сăмахсем каланă: „Ылтăм йĕтем, ылтăм йопа; ылтăм йопая хăнча вăрăнчĕ ӳкерчĕ, çавăн чохне тин вăрăнтăр. Кĕмĕл йĕтĕм, кĕмĕл йопа; кĕмĕл йопая хăнча тăм-хаяр вăрăнса ӳкерчĕ, çавăн чохне тин вăрăнтăр мана тăм-хаярĕ. Пăхăр йĕтем, пăхăр йопа; пăхăр йопая хăнча тăм-хаярĕ вăрăнса ӳкерчĕ, çавăн чоне тин вăрăнтăр мана“. См. Магн. М. 152.

хумхан

хомхан, волноваться. качаться. Ала 21. Улпут пынă çĕре карап шыв çинче хумханса çеç ларнă, тет. N. Инçе мар, çынсем çӳлелле ывтăнса каввисем курăнать. Çĕр хумханса тăрать чисти шыв пик. Çынсем тупă сассипе ăнтан карĕç. В. Олг. Йӳç ( = йăвăç) тăрри хомханать. А.-п. й. 65. Ма парăп эпĕ ана хамăн йĕкелĕмсене,— тет юманĕ хумханса. N. Çилпе хумханса ларакан хумăш. БАБ. Хăмăш çилпе епле хумханать, çавăн пек хумханĕ. N. Çурти çунать хумханса. N. Юпа пуçĕ çине çутнă çурти сывлăшпа хумханса еррипе çуна пуçласассăн... N. Ан хумхансем, тăрри, ан суллансам, çил ăçталла вĕрнĕ, пуçĕ унта. Сĕт-к. Хăмăшлăхра хăмăш хомханнă, хомханнине сисмерĕм. Чураль-к. Хурăн тăрри хумханĕ, хура халăх пуçтарĕ. (Урай шăлни). Хора-к. Кайăкĕ тăрса кайсассăн, холли йолать хомханса. Янтик. Эй хуп кĕпер, хуп кĕпер, хумханмасăр каçрăмăр. Кĕвĕсем. Çӳлĕ тусем çинче курнитса, унăн чӳречисем шăвăçнитса: çиллĕ-тăвăллă кун хумханать, хĕрлĕ хĕвеллĕ кун ялтăрать. Альш. Çӳл ту çинче горница, чӳречисем ешел кĕленче, çиллĕ кун хумханать, хĕвеллĕ кун ялтăрать. Çутт. 154. Йĕри-тавра тĕтĕм-сĕрĕм хупласа илнĕ, вĕри сывлăш хумханса çеç тăрать. Янш.-Норв. † Аслă улăхра куккук авăтать, хура вăрман çине янратать, хура вăрман çине янратнипе ялти ватă-вĕтĕ савăнать, ялти ватă-вĕтĕ савăннипе сăпкари ача хумханать (качается). || Колыхаться. ГФФ. -† Куккук алтать, поçне охлать те, хорăн тăрри хомханать те, симĕс çулчи тăкăнать те. Кукушка кукует, кивает головою — макушка березы колышется, и падают зеленые листья.. ГФФ. † Орам хошшинчи йăмрийĕ, кайăксем тăрса кайсассăн, йомри йолать хомханса. Когда с ветлы, растущей на улице, улетят птички, тогда она так и заколышется. || Грациозно двигаться; веселиться, радоваться. С. Тим. Пуян кинĕ пулайăттăм, кĕреке умне тăрăттăм, кĕреке илемне кӳрĕттĕм, хурăнташсем умĕнче хумханайса çӳрĕттĕм. Рак. Çинçе пĕвĕм, хура куçăм, хумханĕ-çке çичĕ ютăн киллĕнче. Сред. Юм. Хура вăрман ăшĕнче çамрăк хурăк хумханать; хура хăлăх хушшинче çамрăк пĕвĕм хумханать. N. Айхай çинçе пӳçĕм, айван чунçăм, хумханать-çке ырă çын умĕнче. С. Дув. Тарăн çырма пуçĕнче хăмăш чипер хумханать, вăйçи маттур каласан, тавтăш чипер хумханать. Альш. Мĕшĕн савăнас мар, юрлас мар? Тăванăмсем тăраççĕ хумханса. Ib. Эп юрламасан, кам юрламалла: тавансем тăраççĕ умра хумханса. Н. Лебеж. † Выльăр-кулăр, терĕ вăл; вылянатпăр тьыха пек, хумханатпăр хăмăш пек. Бюрг. † Тăванлă çынсем хумханĕç, пирĕн пек тăлăх туратсем хурланĕç. Тайба-Т. Тăвансем пурри хумханать, тăван çукки хурланат. Юрк. Хурăнташлă çын хумханать, хурăнташ çукки хурланать. Пазух. † Туй варринчи туй ачи уçă сассипе ян ярать, ют çыншăн мар хумханать, хăйĕн варлă хĕрĕшĕн. Юрк. Сатра шăпчăк ян ярат. Вăл сирĕн пек юрламас, тепĕр шăпчăка чĕнмелле те, хытăран хытă юрлат вăл; туй варринчи туй ачи уçă сасси ян ярат, ют çыншăн мар хумханат, хăйĕн варлă арăмĕшĕн. Сред. Юм. Посра тырпôл полсассăн, ялти халăх хôмханать (веселится, движется). Альш. Хурăнташлă çынсем хумханмĕç, хурăнташсăр çынсем хурланмĕç. || Слегка горевать, беспокоиться, волноваться. Синерь. † Çакă çынăн хăнисем киле каясшăн хумханаç. N. Хăмла çырли хумханать, пирĕн хумханасси пĕтес çук. Ск. и пред. чув. 26. Юлан утпа хĕр каять, йĕрсе юрлать хумханса. N. † Амăшĕнчен хĕрне уйăрсассăн, ашшĕ-амăшĕ юлчĕ хурланса, ăратни-ăрăвĕ юлчĕ хумханса.

хурăн

хорăн, береза (Веtula). Ст. Чек. Хурăн виçĕ тĕслĕ пулать: хура хурăн, хап-хура, кăчăкăсăрри — ама хурăн. А.-п. й. 62. И-и-и, лăс хурăн, лăс хурăн, хăвăн патна çуркуннеччен пурăнма яр-ха, тет. N. И лăс хурăн, лăс хурăн, лăсĕпеле илемлĕ. М. Сунчел. Картлă-кĕртлĕ пашалу, кукăр-макăр хурăн. Нюш-к. Пĕчик хурăна ватă çынсем лартаççĕ, çамрăк çынсен лартма юрамас тет, мĕншĕн тесен хурăнĕ лартакан мăйĕ пек ӳссе çитсен, лартаканни вилет тет. Чураль-к. Хурăн кассан — хĕрарăм вилет тет (во сне). Орау. Ватăсем хурăнран нихçан та туя тумаççĕ. Ib. Хурăн хуллипе выльăха çапмаççĕ. Ĕлĕкрех хурăн шăппăрипе выльăх çӳрекен вырăна та шăлман. Вите урайсене ватăсем хурăн шăппăрипе шăлтармаççĕ. Выльăхĕ хĕсĕр пулат, ĕрчемест, теççĕ. Собр. Кĕсреье хурăн хулипе çапсан тике тумас тет. Эльгер. Ăвăс, хурăн... кăштăртатрĕç,— чухенеççĕ ăш çилпе. Ир. сывл. 35. Хĕрсен кĕлетки-çурăмĕ шур хурăнăн туйăнать. Ib. Шап-шур хурăнсем хĕр-упраç пекех выллянтараççĕ пӳне, пит-куçне. Ст. Чек. Кĕçнаксăн (дер. Малая Акса) хурăн пур, вăл хурăна ялпа тухса чӳклемесен... Юрк. Кайăттăм, тăван, çулпалан, икĕ аяккинче хурăн шур. Выльăттăм, кулăттăм, тăван, çамрăк пуçра хуйхăм пур. Якейк. † Хорăн айăн çол турăм. Я проложил дорогу под березами. ГФФ. † Хорăн котĕнчи хорăн çырли, Земляника у корней березы. ГФФ. † Мăн çол орлай каçрăмăр хорăн çулчи солхĕнпе. Мы переехали через большую дорогу в тени листьев берез. А.-п. й. 62. Вăрман хĕрринче кĕмĕл хурăн ларать хумханса. Пазух. † Вăрман илемне мĕн кӳрет? Хурăн çулçи — çав кӳрет. Айб. Унтан вăл (лисица) хурăн хуппи сӳсе илчĕ тет те, хурăн хуппи çине пылчăкпа çыру çырам пекки турĕ, тет.

хурăн çырли

хорăн çырли, назв. ягоды, земляника (Fragaria vesca). N. † Хурăн çырли пиçнĕ чух хуранташсенчен уйăрчĕç. ГФФ. † Хорăн котĕнчи хорăн çырли. Земляника у корней березы. ГФФ. † Хорăн çырли тенĕрен, эп хам çисе пăхиччен тутлă мар тенĕччĕ. Пока я не ела землянику, я думала, что она не вкусная.

хурăнташ-вăрлăх

родня. Ходар. Кашни çул çакнашкал хурăнташ-вăрлăхпа, пĕлĕш-тантăшпа ĕçсе çиме пар, çырлах! (Из моленья в „Чуклеме“). Б. Хирлепы. † Хурăн ту çинче хурăн çырли, татас çиес тенĕ чухне хурăнташ-вăрлăхран уйăрлтăмăр. Б. Олг. Ĕçкĕ туат Иван ятлă çын хорăнташ-вăрлăха похса.

хутăш

вместе, смешанно. совместно; часто. Орау. Çил утилле арçын ачасемпе хĕрачасем хутăшах выляççĕ. Ib. Мăйăрпа хутăш килнĕскер тем çырли ку, те урăх тĕрлĕ мăйăр. N. Хăярпа çарăк хутăш çиять. Букв. 1908. Шăшисемпе хутăш ман чăхă чĕпписене те çие-çие ятăн эсĕ (сьел). N. Йăранпа йăран хутăш пĕр хăлаç пулса пычĕ, хăвасене икшер аршăнтан пăрахса пытăмăр. || Остатки. Ачач 16. Пĕр эрне хушши пĕрмай юнлă хутăш юхтарса пурăнчĕ вăл.

хушăн

временами, урывками. Абыз. Шĕшкĕлĕхре хăмла çырли, хушăн та хушăн хĕвел пăхсан, тата пиçес кăмăлĕ пур. N. Хăйăр хушан-хушăн кашкăр кĕтĕвĕ пек ыткăнса вĕçсе пырать.

хăла çырли

малина. М. Етмен. Якейк. Пĕр авăртан пĕр уçă хăла çырли татрăм. Ib. Ирхи апат хорн çырли, кăнтăрлахи — çĕр çырли, каçхи апат хăла çырли, хоран çакас хуйхи çок. Б. Олг. Хăла çырли малтанхи лайăх полсассăн, малтан акас полат, каранхи лайăх полсассăн, каран акас полат, варринчи лайăх полсассăн, вăта çĕрте акас полат. СПВВ. ТА. Хăла çырлн = хăмла çырли.

хăмла çырли

малина. Рак., Кайсар. № 66. Вĕрĕлсен, хăмла çырлине вĕретсе ĕçсен, сиппи пур тет. ЧС. Хăмла çырлине кайрăм, ходил за малиной. Ердово. Хăмла çырли сăнăм пор, çомăр çусан шоралать, хĕвел пăхсан хĕрелет. Кубня. Хĕрри хĕрлĕ, варри шурă. (Хăмла çырли). Ск. и пред. чув. 13. Хăмла çырли хушшинче хăмли пулнă саралса. ГФФ. † Сат пахчине кĕтĕр-и, хăмла çырли татрăр-и? Были ли вы в саду, рвали ли там малину? ГФФ. † Лаплап тăрăх хăмла çырли. По низкому месту малина.

хăна çырли

малина. Урож. год. Йытă пырши вырăнне хăна çырли йывăçне ӳркенмесĕр лартаççĕ.

хăпăн

отставать, оторваться, отделяться. Сборн. по мед. Кĕсен типсе хăпăнса ӳксен вара тӳрленет. Череп. Хăпăн, отставать (сильнее, чем хăп). Чĕр. чун. яп. й-к. пур. 35. Анчах чечек çинчен хăпăнсанах, темĕнрен хăранă пек васкаса, ухăн сывлăшри çивĕчĕшĕпе, вĕçсе йывăçсен чăтлăхне пытанаççĕ, е тата тепĕр чечек çине куçаççĕ (нектарккăсем). Баран. 153. Ăшă пӳртре çăка хуппи çемçелсе çӳп-çӳхе силĕ пулса хăпăнать. Кан. Сивĕнсе хытса çитсенех, ăвăс савăт ăшĕнчен лайăх хăпăнса тухать. Скотолеч. 13. Кĕсенĕ часрах хăпăнса ӳктĕр тесен, ăна шăн çу сĕрес пулать. КС. Лаша чĕрни хăпăнса ӳкнĕ (отстала часть копыта). Ib. Такан хăпăнса ӳкнĕ. Орау. Алăк çинчи сăрсам (краска) хăпăна-хăпăна ӳкрĕç. Чума. Ӳттирĕ сĕвĕнсе хăпăнса ӳкет. ЧП. Вăрман варĕнчи хăмла çырли пырам татам тенĕ чух хăпăнчĕ ӳкрĕ, мĕн тăвас. Хурамал. Хăма тăршшĕпех (во всю длину) хăпăнса тухнă (= катăлса тухнă, откололась и выпала). КС. Аран-аран хăпанчĕ. Насилу ушел.

хăпар

подниматься, всходить, взьезжать. А.-п. й. 50. Вара таки ту çине хăпарса кайса мĕн пур вăйпа чупса анать те, кашкăра пĕрех мăйракипе пантлаттарать. Баран поднялся на гору, бегом спустился и изо всей силы ткнул волка. N. Ӳпке пулсан хăпарăп. ГТТ. Ӳпке пек хăпарса кайрĕ. К.-Кушки. Пĕлĕт хăпарат. N. Аялтан унăн тымарĕ типсе хăпарĕ. Абаш. Атăл таппи хăпарчĕ. По речке пришла вешняя волжская вода. N. Çав авнă йăвăçа ярсан, йăвăç çӳлелле хăпарса ачана çӳлелле çĕклесе карĕ. А.-п. й. 35. Ăсу пĕтрĕ пулсан, пĕр картлашка çӳлерех хăпарса вырт та, вилнĕ пек пул,— тет. N. Çумăр хĕвел анăç енчен пирĕн енелле хăпара пуçларĕ. Якейк. Ай-яй, Карантăкри çыр (овраг) ытла хыт хăпарать-çке (быстро размывается в низовье и идет все выше и выше). Юрк. Хăмла çырли, палан çырли шыв сулханпе хăпарат. N. Шыв пуçтарăнса килнипе сивĕ хĕл кунсенче шăнса ларнă пăрсем хăпарса килеççĕ. Бес. чув. Хăпарнă чух кăшт чарăнса тăчĕ те еррипе хăпарса çитрĕ. Ст. Чек. Хăпарса тăракан вырăнсене урапа таптаса тикĕслеттĕрĕмĕр. N. † Мăшăрпа шыва антăм та, хăрахпа ăсса хăпартăм — çурри тесе ан калăр. Юрк. Чĕлĕм çинчи тапак хăпарса çунсан, йĕпе килет. Ст. Ганьк. † Çӳл ту çине хăпарнă чух ывăннă пек эпĕ пултăм. || Итти. НР. † Анатран хăпарать шорă пăрахот. Снизу идет белый пароход. || Влезать. Икково. † Çырми тарăн полсан та, çолĕ такăр полсассăн, анса хăпарма полатех. Абаш. Пĕр çăкăр, пилĕк пашалу, пĕр çĕклем утă хутăм, хам хăпарса лартăм. А.-п. й. 111. Сикрĕ тухрĕ те, урапа çине хăпарса ларчĕ. Ib. 13. Упа юман çине хăпарса кайрĕ. Медведь полез на дуб. Ib. 57. Йăва тилĕ сăмси çине хăпарса ларчĕ те, татах юрлама пуçларĕ. N. Виç хут çӳллĕш хăпартамăр. Мы были на высоте третьего этажа. Юрк. † Пусса хăпарас пусмине (у дома) пылчăк хăпарнă. КС. Эпĕ аслăк çине хăпартăм та юлташа аялалла тĕксе ятăм. Я влез на сушила и столкнул товарища вниз. || В перен. смысле. N. Ертел çинчен ан хăпар. || Всходить (о тесте). || Расти. Якейк. Çарансам кăçал ку таранччен лайăх хăпараççĕ те-хе, валалла тепле полĕ. Чув. пр. о пог. 451. Тĕтреллĕ çăмăр çусан, хăмла хăпарат. Если моросит, хмель растет. Аттик. Шыв тулса чаксассăн, улăхсем çинче, çарансем çинче курăксем ешĕрсе хăпарса тухаççĕ. || Опухать, вздуваться. Тет. Унăн ури тупанĕ хăпарнă, вăл пур пĕрех вилет. Кан. Çурăмсем хăпарса тухичченех выляттăмăр. N. Урасем чысти хăпарса пĕтрĕç. N. Ура тупанĕсем хăпарса тухсан, вĕсене чĕрнепе туртса татма юрамасть. Изамб. Т. Пăр (град) пуçне килсе çапнă та, пуçĕ чăх çăмарти пек хăпарса тухнă. Ст. Шаймурз. Ман анненĕн куçне чăх çăмарти хĕрли пек ӳт тĕслĕ темĕскер хăпарса тухнă. Скотолеч. 19. Тарланă лаша сивĕ çĕрте тăнипе тепĕр кунне ӳчĕ хăпарса тухнă пулсан... N. Урасем хăпарса тухрĕç. Скотолеч. 33. Çав шатрасем хăмпă пек хăпарса тухаççĕ. Ib. 20. Çулла ăшă çанталăкра шăна-пăван çыртнипе лашанăн çан-çурăмĕ хăпара-хăпара тухать. Ал. цв. 8. Акăш мамăкĕнчен тунă тӳшек çинче ту пек хăпарса выртать (о пуховине). || Взорваться. Пшкрт. Вăлсам поткоп тусассăн, печке лартнă-ç онта, тар печки. Печке патня çорта çутса лартса. Каран хăпарса карă. || В качестве вспомогательного глагола. Оп. ис. ч. II. Кашкăр выртса йăванчĕ тет те, мăн (пысăк) хурчăка пулса хуракăшĕнчен те (акăшран та) çӳлерех вĕçсе хăпарчĕ, тет. Волк лег, перевернулся, оборотился ястребом и взлетел еще выше лебедя. Орау. Шăтăкин айккисене чултан туса хăпарнă. Стены ямы обложили камнем. Ib. Армантан тавăрăннă чухне лава аран-аран турттарса хăпартăм.

курак çырли

назв. ягод. Имен. Курак çырли — тăмпа пиçекен хура çырла. См. хура çырла.

курăс

корăс (-ры̆с), мочало. Слакбаш. Курăс — несодранное мочало (на лубе). Ib. Курăс пулнă. Липовый луб, лежащий в воде, уже готов, может быть употреблен для дранья мочала. Юмансар. Курăс — мочало, которое еще не поступило в производство (см. мунчала). Ib. Курăс касма каятпăр. Мы идем рубить (липу) на мочало. Ib. Курăс хут, мочить мочало. Ib. Курăс сĕветпĕр. Ib. Курăс леçме каятпăр. Мы едем (отправляемся) с мочалом. См. Paas. П. Якейк. Эсĕр корăс кăларма хăнча каяттăр? Ib. Эпĕр кăçал корăс çĕр алă пăт кăлартăмăр. Ib. Порнаççĕ çав, килĕнче мочалалăх корăс çок! (мочала — сĕтел, пӳрт орай, сак çумалли, корăсран тунă япала). Календ. 1910. Хăмла-çырли хуллисем çĕре ан ӳкчĕр тесен, вĕсенĕн йăранĕ тăрăх ик енчен те пĕр аршăн çӳллĕш пăралуксем çумне курăспа çыхма та юрать. Пус. Пĕри тула тухать, тет те, такана (барана) тытса, урисене курăспа çыхать, тет. N. † Курăс, курăс кут сыппи тенкел ури айĕнче. N. Кĕçĕн ывăлне каларĕ, тет: акă манăн кĕлетре пĕр курăс мунчала пурччĕ, сана çав пехил (завещаю тебе), тесе каларĕ, тет. N. Корăс ачи Елена (девочка, которая раздирает на полосы мочало?). Шорк. Корăс татăк ('), кусок мочала. Ib. Корăс — мочало, из которого еще ничего не сделано, иногда зовут его и „мочала". Ib. „Мочала" обыкновенно = мочалка (для вытирания). Мочала — сак шăлмалли; корăс — длинное мочало, на рогожи. КС. Курăс — длинное мочало. Кон. 1929, №98. Тата Якур Мĕтрийĕ иртнĕ хĕлре Каврила Уçăпне курăс чĕртерсе усрарĕ.

кушак çырли куракĕ

назв. раст. Н. Карм. Кушак çырли курăкĕ (растет около домов; кажется = чăкăт курăк).

кӳкен çырли

назв. ягод. Рак., Кайсар. N 150. Кӳкен çырли. Вăрманта ӳсет; ачана «кӳкен шатри» тухсан, вĕретсе, шыва кӳртеççĕ, ĕçтереççĕ. Кайсар. Кӳкен çырлине ачана кăвак шултăра шатра тухсан вĕретсе шыва кӳртеççĕ.

кӳрĕш-кӳп

(к'ӳп), соседи, шабры. N. Кӳрĕш-кӳппеле тӳрĕ пурăн. Сред. Юм. Кӳрĕш-кӳп, соседи. Аттик. Эпир ача-пăчампа, пĕтĕм кил-йышĕпе, кӳрĕш-кӳппе, пĕлĕш-тантăшпа пуççапатпăр сана. (Моленье). Етрух. Унта ял йышĕсем те кӳрĕшĕ-кӳпĕпе ĕçсе лараççĕ. N. Кӳрĕш-кӳп умĕнче вăрă тăвасран намăсланăр. Илебар. † Пахча варĕнче çырла йывăç: çырли çук, тесе, ан куйланăр. Ай тантăшсем, кӳрĕш-кӳпсем! Юлташ çук, тесе, ан куйланăр. Ib. † Урам варне тухрăм та, хĕреслĕ тенкĕ тупайтăм; хĕреслĕ тенкĕ тутăхрĕ, кӳрĕш-кӳпрен уйăрлтăм. См. кӳршĕ-аршă.

кăвасак

(кы̆вазак), кисловатый (напр. о вкусе помидора). М. В.Шевле. Кăвасаккăн туйăнчĕ. Сред. Юм. Кăвасак олма. Ib. Ениç-ôлма кăвасак, мăк-çырли кăвасак. СПВВ. МА. Кăвасак улма пулат, тата ытти çимелли япаласем те пулаççĕ. См. вус шывĕ.

кăпчакан

назв. дерева, бересклет. Эпир çур. çĕршыв. 21. Вăрмансенче юман, çăка, шĕшкĕ, вĕрене, ăвăс, çӳçе, палан йывăççи, çĕмĕрт, йытă çĕмĕрчĕ, пилеш, улмаççи, шăлан йывăççи, катăркас, хăва, сăвăс йывăççи, кăпчакан, хăмла çырли йывăççи ӳсеççĕ. См. кăпчан.

кăпчанкă

(кы̆пц'аҥкы̆), бересклет (назв. кустарника). Н. Карм., А. Турх. Кăпчанкă — пĕчĕккĕ япала. Çырлине çимеççĕ, хĕрлĕ пулать. Йывăççи хуппи хура, шӳрĕ варрисем, хĕç шăлĕсем тăваççĕ; пит пиçĕ. Йывăççи сарă. Ст. Чек. Кăпчанкă йывăç, evonymus verrucosa. Кăпчанкă çырли. Хурамал, Шумерля. Кăпчанкă, бересклет. Слакбаш. Кăпчанкă —куст с рябым стволом; растет в оврагах и долинах. Зап. ВНО. Кăпчанкă, клещовник. Мыслец. Кăпчанкă, «слепокурник» — клещовник. Paas. Кăпчанкă, крушатник. Н. Якушк. Кăпчанкă, назв. кустарника (это не то же, самое, что «ăвăш») Н. Уз. Кăпчанкă; типсессĕн, питĕ якалса каять. Кăпчанкăран çĕрĕ варри тăваççĕ. Сола 182°. † Йывăçран усал кăпчанкă. Пазух. Вăрман илемне мĕн ярать? — Кăпчанкă çулçи, çав ярать.

кăркка çырли

(-λиы), то же, что майра çырли «blitum virgatum, жминда лозная». Слакбаш. Кăркка çырли. Ăш ыратсан, типĕтсе ĕçтереççĕ.

кĕвĕç

ревнивый, завистливый, завистник, зависть. Янтик. Упăшки хăй маткине: çынпа çӳрет, тесе, шухăшласан, ăна, ĕçкĕре-мĕнте урăх арçынпа пит кулкаласа смахласан, вăрçат пулсан, вара çав арçынна: ну, пит кĕвĕç у! теççĕ. Турх. Мĕншĕн кĕвĕç куçупа шуйттан хыççăн каятăн? N. Кĕвĕç куç çиес çăкăр çине те кĕвĕçсе пăхать, хăй ĕçми-çими тĕлĕшĕнчен те хăрăнса (= скупиться) пурăнать. ТХКА 112. Тăхти, вăрă-хурах — кĕвĕç-тикăр таçта пулĕ вăл. Чăв. йум. 1924. Кĕвĕç чунлă амаçури хăй пиравăрне пĕтернĕшĕн халĕ те куллянать. А. Турх. Кĕвĕç çын, человек, который завидует или ревнует. || Вред? ТХКА. 109. Труках çиес мар ку çырлана. Темле кĕвĕç çырли пулĕ, вĕлерекен çырла пулĕ, тет йысна.

кĕтмел

(кэ̆тмэл), брусника. Мыслец. В. Олг. и др. Различаются шолтăра кĕтмел, вĕт кĕтмел, кăвак кĕтмел, хĕрлĕ кĕтмел! (Слово кĕтмел, кĕтмĕл в говорах чуваш. языка употребительно в значении брусники, клюквы и черники. Слово это в литературе сопоставляется с удмуртским кудмульы — черника. Разлагается оно так: куд — болото, мульы — ягода. След., куд мульы, а ровно чувашск. кĕтмел, тĕмĕл значит болотная ягода. Отсюда понятно употребление этого слова в чув. говорах в значении «болотной ягоды», шур çырли, клюквы, и также брусники и черники, растущих в сосновых лесах, в низменных, сырых местах. Любопытны названия этих ягод на чувашском языке в разных местах Чувашии, напр.: Яндашево Чеб. р. кĕтмел — клюква, шор кĕтмел(ĕ) —брусника, мот — черника (мар. модо, мото — черника), хора çырла — ежевика; Идельмес Козл. р. кĕтмел — черника, шур çырли — клюква, хора çырла — ежевика; Трехбалтаево Шемурш. р. кĕтмел — брусника, шур çырли — клюква, хура çырла — черника; Кубасы Татарк. р. кĕтмел — клюква, шор çырли — брусника, хора çырла — черника. ТММ). Букв. 1904. Вăрманта шур çырлисем, кăвак, хĕрлĕ кĕтмелсем ӳсеççĕ. Разум. † Кĕтĕм карăм вăрмана кĕтмел çӳлчи пуçтарма. || Шашкар. Кĕтмел, клюква.

кĕтмел çырли

брусника. Календ. 1904. Баран. 150. Шанса хытса кайнă шур майлă çĕрте мăк ӳсет, тата шур çырлипе кĕтмел çырли ӳсет. СПВВ. Кĕтмел çырли мăк айĕнче пулат. Кан. Вĕсем пурăyакан вырăнта кĕтмел çырли пит ăнса пулать.

кĕтти

(с афф. З л.), ожидание его (её, их). ЧП. Кĕттисенне кĕтсе пулмарĕ. Савруши. † Урамăр вăрăм утмашкăн, хӳмĕр çӳлĕ сикмешкĕн; çакă ялта пĕр маттур пур, кĕтти вăрăм кĕтмешкĕн. Собр. Ăлăхрăм çӳлĕ ту çине, лартăм хурăн кут çине, лартăм çырли пиçиччен, кĕтрĕм аттен кĕттине. (Песня искажена?).

кĕшĕлтет

(-дэт), идти, быть стаею, вереницею. Пазух. Шурă Атăл çине те шур хур ятăм, кĕшĕлтетсе ишсе çӳреме. Букв. 1904. Пĕрре, хурăн çырли пиçнĕ вăхăтра, манăн юлташсем кĕшĕлтетсе пычĕç те, мана çырлана (идти за ягодами) чĕнеççĕ. ЧС. Эпир вара çапла нумайăн кĕшĕлтетсе кайрăмăр. Ib. Вĕсем хыççăн çынсем нумайăн кĕшĕлтетсе кайрĕç. N. Ачасемпе кишĕр ани патнелле (к морковному полю) кĕшĕлтетсе пыраттăмăр. Ск. и пред. 32. Урам туили ача-пăча кĕшĕлтетсе сиксе пырать. Мусир. † Пĕр пуслăх чăххи пек кĕшĕлтетсе ӳсрĕмĕр. N. Вĕсен ачи-пăчисем кĕтӳ пек кĕшĕлтетсе выляса, сиккелесе анчах çӳреççĕ. См. кăшăлтат.

тĕп

дно. N. Катка тĕпĕ, дно кадки. Утăм. Тĕпĕ (реки) курăнса выртать, çав тĕрлĕ тăрă. Образцы 51. † Шурă Атăл çинче шур кăвакал, чăмсассăн та тĕпне çитеймест. Чураль-к. Пирĕн ял ачи мулатси, шыв тĕпĕнчен чух илет. ÇМ. Сип-симĕс улăх урлă тĕпсĕр сив çăлкуç уйсем çине сапать шывне. Торп-к. Пĕве тĕп (шу тĕп) хăпарсан йĕпе пулать, теççĕ. Сред. Юм. Пос тĕпĕнче хор вылять. (Отражение в колодце движения облаков). N. Пус тĕпне кĕмĕл çĕрĕ ятăм. (çăлтăр). ЧС. Тĕпнелле пăхсан, тĕпĕ те курăнмасть (у оврага). А.-п. й. 37. Шăтăк тĕпĕнче тилĕ вĕткеленнине йăвăç тăрринче ларакан ула-такка курчĕ. Изванк. Курка тĕпĕ курăничченех ĕçмесен, лайăх мар теççĕ. Собр. † Ĕçсем, кукка, куркуна: курка тĕпне курам-а? Выпей, дядя, свой ковш, я посмотрю на его дно. Шишкин. Инке стаккань çут стаккан, çивче сахăр çок, çампа тĕп ĕçместĕп. Шемшер. Йыснан черки çут черки, çутă тейиса ытла тĕпех ĕçес мар. || Подонки. ГФФ. † Пирĕн аттейĕн хытти пор, четвĕрт тĕппе ыр полчĕ. Скуповат наш батюшка — прослыл хлебосолом, поставивши гостям подонки, оставшиеся на дне четверти. || Остатки. ГФФ. † Пирĕн аннен те хытти пор, кокăль тĕппех ыр полчĕ. Скуповата наша матушка — прослыла гостеприимной, поставивши гостям остатки пирога. А.-п. й. 54. Кĕлете кай та ырçа тĕпĕнчи çăнăха пуçтарса килсе пĕр пĕчĕк йăва пĕçерсе пар-ха,— тет. Изамб. Т. Мĕтеçле тĕпле вылянă чухне малтан сахисене мĕтеçсем патĕнчен пурте пĕр енне ытаççĕ, камăн сахи мĕтеçсене çывăх, ул тĕп тăват (говорит: манăн тĕп!), ыттисем сахи вырăнĕсенчен мĕтеçсене переççĕ, миçе мĕтеç юлать, пурне те тĕп тăваканни илет. N. Олăм тĕп, остатки початого стога. Изван. Кайин-кайин кайи-ке, улах апач çитермер, çитересси çитерч те, çатма тĕпне çитерч. || Огарок. М. Сунчел. Çав çуртасем çуна çуна пĕтсен, вĕсен тĕпĕсене икерчĕпе чĕркесе, таткаласа хывнă çĕре пăрахаççĕ. || Окурок. Капк. Кулачăран (из белого хлеба) пирус тĕпĕ тухнă. || Центральный, основной. N. Тĕп Комитет, Центральный Комитет. Кан. Хĕрарăмсене çутта кăларасси пирĕн тĕп ĕç пулса тăрать. Эпир çур. çĕршыв 17. Пирĕн ялти халăхăн тĕп ĕçĕ тырă акса тăвас ĕç. Сборн. по мед. Пырне касса шăтарнă хыççăн вилсен, вăл каснипе вилмест, хăйĕн тĕп чирĕ пит йăвăррипе вилет. || Основание. Изамб. Т. Тĕпĕнчен выраканнисен ытларах та ларать. N. Усал суранпа пĕçĕм тĕпĕсем ыратса вут пек çунса тăраççĕ. || Причина, основание. N. Апла выçлăх тĕп мĕнтен пулнине шухăшласа илеймеççĕ. || Корни. Кĕвĕсем. Лартрăм тĕрлĕ йăвăçсем, тĕпĕсене сапрăм таса шыв. Баран. 55. Йывăç тĕпне (у корня) вут чĕрте пуçланă. К.-Кушки. Ялан улăх тăрăх çӳрес мар, ухлĕм ути тĕпне çĕртес мар. N. Кашни тĕпĕнче 2—3 хунав анчах пулать. || Коренной. СПВВ. Сред. Юм. Халь она Маççи теççĕ, тĕп ячĕ он Ваççа ятлă. Чăв.-к. Хапхаран тухрăм тайăлтăм, тĕп тантăшсенчен уйăрлтăм. || Коренник. Т. IV. Вара ăна тĕпне кӳлеççĕ. (Запрягают в корень). || Отцовский дом. Юрк. Тĕпе аслă ывăлĕпе чи кĕçĕн ачи Çумаркки анчах юлать. Собр. Ах аттеçĕм-аннеçĕм, эп килетĕп çак киле атте-анне тĕпне шыраса. Рак. Тĕпе карĕ. Пошел в дом, откуда выделился. Альш. Тĕпе Çтаппан ятли юлнă. Вил йăли. Пĕр-пĕр килĕрен уйăрăлса тухнисем малтан тĕп çурта кайса тĕпри вилнĕ çынсене хываççĕ. Бугур. Пирĕн аппана илекен тĕпрен мулĕ тапранĕ. || Место прежнего жительства. N. Тĕпрен килнĕ. || Родина. N. Пирĕн тĕрĕк çыннисенĕн чăн тĕпĕ, çуралнă çĕрĕ-шывĕсем чи малтан авалхи саманасенче Çипирте Алтай тăвĕ таврашĕнче пулнă. || Род. Ст. Чек. Чăвашсемпе тутарсем пĕр тĕпрен тухнă. || Внутри. N. Тĕпре ларса пыр, ехать, сидя внутри экипажа (не на козлах). Якейк. Пынă чохне вăл ямшăкра ларчĕ, эпĕ тĕпĕнче лартăм (внутри экипажа). N. Хăй ларчĕ тĕпне, а начар салтакне ларчăк çине. С. Айб. Тирпеленсе çитсессĕн, патша ывăлĕпе арăмĕ тĕпе кĕрсе ларчĕç, тет, таркăнĕ кучăр вырăнне ларчĕ, тет. || Полтава. 117. Шухăш тĕпне Мазепа путса ларнă пĕтĕмпе. || Куст. Альш. Акă хайхисем пĕр пысăк шĕшкĕ тĕпĕ патне çитрĕç тет те, шĕшкĕ тĕпне çĕклесе çавăн айне кĕрех кайрĕç, тет. Собр. Карта-карта килет хуркайăк, каять хăмăш тĕпне шыраса. N. Хура та çĕлен ача пуçлă, çӳрет-çке хăмăш тĕпĕнче. Сала 123. Кĕтĕм вăрман ăшшĕне, лартăм курăк тĕп çинче. || N. Вунă тĕп юман N. Йывăç: пĕр çĕр тĕп хăмла çырли, крыжовник тавăраш аллă тĕп. Толст. Икĕçĕр тĕпрен тăххăр анчах юлчĕ (яблони). N. Вăтăр тĕп кавăн. Альш. Хурлăхансем вĕсем пĕчĕкçĕ тĕпре ӳсеççĕ. Чув. календ. Çамрăк тĕпсене йăрансем туса лартаççĕ. || Ствол, комель дерева. Пазух. 22. † Вăрман хĕрри юманлăх, çинчен икел суйлар-и те, тĕпне юпа тăвар-и? Лашм. Улма йывăç тĕпĕ ай сап-сарă. Юрк. Чăршăсем хĕрри хурлăханлăх, тăрринчен хурлăхан татар-и, тĕпĕнчен чăпăк тăвар-и? Пазух. 22. † Ту питĕнче чиелĕх, çинчен чие суйлар-и те, тĕпне çатан авар-и? Собр. Чӳрече кутне хурăн лартрăм, тĕпшĕн мар, çулçишĕн. Микушк. Хăпартăм та çӳлĕ ту çине, лартăм кукăр хурăн тĕпĕ çине. Юрк. Çӳлĕ ту çинче виçĕ хурăн, тăррисене кассан тĕпĕ ӳсет. || Стебель. N. Пĕр пĕрчĕ акса пин пĕрчĕ илмелле пултăр, тĕпĕ хăмăш пек пултăр, тăрри чакан пек пултăр. К.-Кушки. Тĕпне хăмăш пек, тăррине чакан пек ту. Н. Байгул. Хумăш тĕпĕ шывлансан пирĕн макрасси çавăнтан паллă. Пазух. 22. † Парлак çинче çырлалăх, çинчен çырла суйлар-и те, тĕпне утă тăвар-и? || Пень. Кĕвĕсем. Лартăм хурăн тĕп çине хурăн çырли пиçиччен. Альш. Хура-хура кăткăсем хурама тĕпне сырса илнĕ. || Подошва. К.-Кушки. Ха, ачу çăпатине тĕпĕнчен сырасшăн (хочет надеть лапти вверх подошвами). Тим. Шурă рамановски кăçатă тăхăнас çук, тăхăнсан та тĕпне тивертес çук. || Панклеи. Шу орлă каçнă чох пуç çине ĕçлĕк тĕпне хорса каç (платок с навороженным). Сятра. Усал укçа илсе тухрĕ, тет те, ĕçлĕк ăшне ярчĕ, тет те, тĕпĕ те çĕтмерĕ, тет (тĕпне сарăлмарĕ). || Якейк. Пире коккăль памасан, кăмаки тĕп çыпăçтăр. || С. Алг. Юпа тĕпне (на кладбище) укçа яратчĕç тăванĕсем, пĕр пус параканĕ çĕр тенкĕ паратăп, тетчĕ. N. Юпи тĕпне пĕр пус укçа алтса хăвараççĕ. || Кильд. Хапхăр тĕпне шăлмастăр, курăк шăтса тухас пек (готова вырасти). К.-Кушки. Ан пыр, каччă, хапха тĕпне, хăма ӳкĕ пуç çине.

чакак çырли

назв. растения (в лесу). Н. Карм. Н. Седяк. Чакак çырли ту питĕнче ӳсет, çырли ешĕл пулать.

чей çырли

вишня. Ирч-к., Тюрл., Сред. Юм. Чей çырли е чие. N. Чей çырли шывĕ ĕçнĕ.

чие

вишня. Пазух. 29. † Эп анмăттăм аслă шыв хĕррине, шыв сулхăнпе пиçнĕ те чие пур. Ib. 19. † Пирĕн тантăш пике пек, икĕ пичĕ чие пек. Образцы 72. † Икĕ пичĕ чие пек, татса çиес çырла пек. Ib. 30. † Çӳлĕ тусем çинче те пĕр чие, тата хăçан пулĕ-ши çĕр чие? Ib. 16. † Чие, чие тиеççĕ, аври çинçе тиеççĕ. СПВВ. Чие — чей çырли. Букв. Чие вăрманта та, пахчара та ӳсет.

чухраххи

победнее. Яргейк. Сар хĕрсене сахар катăк, инкесене ĕçĕм çырли, чухраххисене хуран кукли.

хĕвел

солнце. солнышко. Ск. и пред. чув. 88. Вут пек хĕвел выляса çул тӳпене хăпарать. Пазух. 92. Хĕвел хĕрлĕ хĕрĕсем, Турай хĕрсем тиейсе, суйламасăр илес мар. Дик. леб 43. Хĕвел анса çитеспе Елисан пиччĕшĕсем вĕçсе таврăннă. Когда зашло солнце, в пещеру прилетели братья. Ib. 36. Хĕвел анса килет. Солнце близилось к закату. Ib. 41. Хĕвел чылай çӳле кайсан... Когда солнце поднялось выше... КВИ. Çутă юхăм унăн айĕнче, çӳлтен ылттăн хĕвел çутатать. Под ним струя светлей лазури, над ним луч солнца золотой. N. Хĕвел анчĕ ту айне. N. Хĕвел кулать сайрарах, шăрши пĕтнĕ чечексен. N. Пĕр пĕлĕт çук, хĕвел çунать. А.-п. й. 42. Хĕвел анса ларчĕ. Тимухха лашине шăварма тухса кайрĕ. НР. Чупрăм-тухрăм ту çине хĕвелпе пиçнĕ çырлашăн. Взбежала я на горку за созревшей на солнце ягодой. ГФФ. Ашшăн-ăшшăн хĕвел пăхсан... Если солнце будет припекать. Ib. Ушшăн-ушшăн хĕвел пăхсан та, хорĕн те тăрăх сохăр йохать. Когда солнце сильно припекает, по дереву (березе) течет смола. Абыз. Çĕр çăввинче çĕр-çырли, çĕр-çырли, çĕр çăввине хĕвел пăхсан, тата пиçес кăмăл пур. Оп. ис. ч. II. Сывлăх пулсан таврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. Если будем живы, то вернемся подобно тому, как обращается солнце. N. Хĕрлĕ хĕвел сан умăнта йăлтăртатса тăрать, аялта тен çак пĕлĕтрен витрелетсе çумăр çăвать. Перед тобою блещет красное солнышко, а внизу из этого облака, может быть, льет проливной дождь. Баран. 28. Шĕшкĕ юмана хупласа хĕвел ямасăр тăнă. Орешник глушил его и не пропускал солнечных лучей. ТХКА. 108. Хĕвел тухас пек, çанталăк çуталать. Ib. Хĕвел чылай çӳле улахрĕ, хĕртсе пăхать. Шурăм-п. № 19. Хĕвел анса ларчĕ. Халĕ апат çиет пулĕ, ăна амăшĕ пăтă пĕçерсе çитерет, тет. N. Сивĕ кун виçĕ хĕвел пулать. N. Вĕсен пичĕсем хĕвелре çунса кайнă. N. Хĕвелпе тăрса, мĕн хĕвел аничченех кĕтӳре çӳрет. Чув. пр. о пог. 51. Виçĕ хĕвел курăнсан, сивĕ пулать. Если появятся три солнца, будет холодио. Ib. 42. Хĕвел хĕртсе пăхсан... Если солнце печет... N. Хĕвел витĕр (пăхвă чухне) çăмăр çусан, тата тепĕр çăмăр пулать. Если сквозь солнце (когда оно светит) идет дождь, еще дождь будет. Вопр-Смоленск. Хĕвел тухсанах пĕлĕт айне кĕрсен, çамăр пулать. Панклеи. Хĕвел те пĕлĕт айнех полчĕ (зашло за облако). С. Алг. Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел, çуратнă çĕр-шывсем шел юлать. N. Хĕвел каялла кайса пăхсан, çăмăр пулать, теççĕ. Якейк. Эс çанашкал покан тусан, хĕвел тепĕр çĕртен тохĕ. Ib. Эс çав окçая парсан хĕвел тепĕр енчен тохĕ. Ib. Ĕнер конăпех хĕвел пăхрĕ. N. Ма мана хĕвеле кăтартмастăн? Почему ты мне не даешь смотреть на солнце? N. Пӳртре хĕвел çутипе çап-çута. В комнате светло от солнца. N. Хĕвел пĕлĕт айĕнчен тохрĕ; хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе карĕ. Пĕлĕтсем хĕвел тĕлĕнчен сирĕлсе карĕç. N. Эпĕр хĕвелте ларатпăр. N. Мана хĕвеле тохма йорамасть. N. Хĕвелте çӳреççĕ. N. Старик хĕвеле ларчĕ. N. Ача макăрнă чохне ăна чарас тесе: хĕвел пăхать, ай, хĕвел пăхать, тесе калаççĕ, ача вара чăнахах макăрма прахать те, колма тапратать. Вăт хĕвел пăхса ячĕ, тесе каран колаççĕ. N. Пирĕн ăрам хĕвеле хирĕç пăхса ларать. N. Сар хĕвелте (в солнечные дни) çырла часах пиçет. N. Олăх толли сар хĕвел, кайăк вĕçни корăнать. N. Эпĕр паян кĕлтесене хĕвеле сартăмăр (на солнышко). N. Тĕкĕрпе хĕвеле ак вылят (не пускай зайчиков). N. Эпĕ пулсассăн, çакă уя пĕтĕмпе хĕвел аксан тапратса хĕвел тохаччен сухине туса, тыррине акса çитĕнтерсе, вырса, авăн çапса, тыррине йăлтах ампарсене тултарса хурап, тесе калать тийĕр, тенĕ, тет. N. Хĕвеле пăх та уйăха пăх, хĕвел çути сап-сарă, уйăх çути çап-çутă. Мусирма. Хĕрлĕ-хĕрлĕ, теççĕ ăна, хĕвел çинче ӳснĕ вăл. N. Пĕлĕт çинче илемлĕ хĕр çӳрет. (Хĕвел). N. Пăх-пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, çу чашкипе çу парам, пыл чашкипе пыл парам, ачу шыва кайсассăн, кĕвенте пуçĕпе туртса илĕп, сана хĕрли, мана шурри. (Сăвă). Н. Карм. Сирĕн пĕвĕр çинçе, сăнăр хитре, питĕр çинче хĕвел çутти пур. Ст. Чек. Хĕвел хĕлле çулахинчен аялта тăрат. Тюрл. Хĕвел аякка сулăнсан... Когда прошел полдень... Хурамал. Хĕвел аннă чух хулăм пĕлĕт тĕлне ансан, йĕпе пулать, теççĕ. N. Эсĕ апла тусассăн, хĕвел кай енчен тухĕ. ЧП. Пулă çакрăм хĕвел. Изамб. Т. Хĕвел йывăç пĕввине яхăн çĕкленчĕ. N. Хĕвел йăлт (кăшт — если дольше) пăхрĕ те пĕлĕт айне кĕрсе кайрĕ. Солнце проглянуло и опять скрылось. N. Хĕвел яраймăн ху тĕлне (невозможного не сделаешь). Унта аннӳ хĕвел пăхса çӳренĕ (об этом заботилась я). Юрк. Хĕвел ануçăм çанталăк пит хĕрелет. N. Хĕвел майĕ (майнелле) çаврăнса-çаврăнса, каллех пӳрте йăтса кĕрет. N. Хĕвел тĕтреленсен, уяр пулать, теççĕ. N. Хĕвел кутăн, каялла пăхсан çумăр пулать, теççĕ. N. Хĕвел юпа пек тухсан, çумăр пулать. N. Пирĕн тĕлтен Хĕвел анчĕ пулас (наше счастье закатилось). N. Тăвану килнине курсассăн, хĕвел пулса чупса тух. N. Кирек çта кайсан та пĕр хĕвел. N. Вара отсан-отсан хĕвел анса карĕ. Н. Лебеж. Тăвайкки тăрăх хĕвел ӳкет, пиçмен çырласене пĕçерет. N. Чӳречесĕр çӳртра пĕчĕк шăтăкран хĕвел кĕрсен... N. Хĕвел инçе карĕ. N. Курнитсара çыру çырнă чух, хĕвел ӳкрĕ пит çине. Кан. 1929, 178. Шăршлă, нӳрлĕ, хĕвел кĕмен пӳрт. N. Хĕвел виттĕр пăхни. N. Хĕвел тохсан тин... Микушк. Ирхине Хĕвел ӳкет пичĕ çине (на лицо его падает). Торп-к. Карăнтăк виттĕр ылтăм туя кĕрĕ. (Хĕвел). N. Вăл хапха çил хĕвелне шалтăртатать, хĕрӳ хĕвелпе ялтăртать. N. Хĕвел (-е, -ĕн) анма вăхăт ĕнтĕ. N. Çĕн çул кунĕ ырă хĕрлĕ хĕвел пулчĕ. N. Хĕвел ăшă пăхать. N. Хĕвел анарахпа пурте киле таврăнаççĕ (с поля). ГТТ. Мана пĕлĕт çаврака хуран тĕпĕ евĕрлĕ, хĕвелĕ лапка туйăннă. N. Çак кунсенче хĕвел пулмарĕ. Хĕвел ларнă вăхăтра анчах çитрĕмĕр. N. Йĕрекен ачана култарас тесе: „Хĕвел пăхать“, теççĕ. N. Пăхман хĕвеле ирĕксĕр пăхтараймăн (ӳпкелекен çинчен калаççĕ). Никит. Хĕвелпе юр кайсассăн, тулăпа урпа пулать, тенĕ ĕлĕк. N. Эсĕ хĕвел анса лариччен çит (или: килсе ĕлкĕр, или: килме тăрăш). Ты приходи до захода солнца. Сред. Юм. Пăх пăх, хĕвел, ачу шыва кайрĕ вит, квенте пуçĕпе туртса илтĕм, ачуна хĕрлĕ çăмарта парăп, хуна шурă çăмарта парăп. (Поют дети, когда солнце скрывается за облаками). N. Эп сана çавăншăн олталап полсан, ман çине хĕвел ан пăхтăр (пусть помру). N. Хĕвеле май çаврăн. Иди по солнцу с востока на запад. N. Хĕвеле хирĕç, против солнца, с запада на восток. N. Онăн куç пит начарланнă, хĕвел курмас вит олă. N. Хĕвел куçа çиет. Солнце глаза ест. N. Хĕвеле питĕн пӳрт çутă полать. Изба, обращенная к югу, бывает светла. N. Хĕвеле тӳртĕн пӳрт тĕттĕм полать. Изба, обращенная на север, бывает темна. N. Хĕвелпе пĕрле тохса кайрăм. Выехал при восходе солнца. N. Хĕвелпе пĕрле киле кĕтĕм. Приехал при заходе солнца. N. Эс те çавна тусан, хĕвел те тепĕр енчен тохĕ. (Говорят, когда уверены, что он не может этого сделать). N. Хĕвел анса лара пырать. Хĕвел анса пырать. Первое показывает, что до заката близко, а второе дольше, чем первое. N. Хĕвел кăнтăрлаччин вăкăрпа чупать, тет, кăнтăрла иртсен, карсакпа чупать, тет. N. Хăш чухне хĕвел çӳл енчен карталанса тата тепĕр хĕвел пулать. Вăл хĕвел тавраллах çавăрăнать пулсан, „хĕвел карталаннă“ теççĕ. N. Хĕвел каçалана сулăнсан, çĕрте йăвăç мĕлкисем вăрăмлана пуçларĕç (от деревьев протянулись длинные тени). N. Хĕвел ансан пуçласа тепре хĕвел аничченех. N. Хĕвел тухсан пуçласа тепĕр хĕвел тухичченех. N. Хĕвел хĕртнĕ — солнце палило. N. Хĕвеле хирĕç пăркăç пĕренене ман ним кăмăл туртмасть ăна, ан тив юлтăр вăл, тен маччаран çӳлелле хурăпăр, халь маччаналла пураса çитиччен пĕрене çитет-ха. N. Ытти пĕчĕккĕн курăнакан çăлтăрсем, хĕвелтен шутласан пирĕн çĕртен темиçе мĕлюн хут та ытла аякра тăраççĕ, çавăнпа вĕсем хĕвелрен пĕчĕккĕ пек куранаççĕ. СТИК. Хĕвел çинче типĕтнĕ (о копченном на солнце). Ib. Хĕвел тӳпере чух, в полдень. Ib. Паçăр çăмăр çурĕ, халĕ хĕвел пăхат ĕнтĕ епле (говорят о маленьких, если они только что поплакали и смеются). N. Пĕчĕк ачасем хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе сулхăнлатсан ак çапла калаççĕ: „Хĕвел! Ача кĕпи шыва карĕ, туртмаллипе туртса ил“. N. Хĕвел апатчен вăкăр çинче пырать, тет; апатран варалаша çинче, кантăрларан вара — кайăк çинче. N. Хĕвел кунран-кун иртерех тухса пырать (ир тухнăçеммĕн ир тухса пырать, кая юлнăçеммĕн кая юлса анса пырать). Янтик. Эп вăхата хĕвеле пăхса пĕлеп. N. Хĕвел хĕлле çӳле каймас. Изамб. Т. Пăхăр-ха, ачасем, епле хĕвел выляса тухать. N. Пăртак кăна хĕвел хĕрри курăна пуçларĕ (утром). N. Хĕвел йывăç пӳ (пĕвĕ) хăпарнă çĕре эпир киле çитрĕмĕр. N. Хĕвел анас патне çитнĕ, тет. Артюшк. Ачамсене пĕр пичĕ хĕвел, тепĕр пичĕ уйăх тавăттăм. Собр. Виçĕ хĕвел тухсан, уйăхĕпех йĕпе пулать, теççĕ. Н. Карм. Хĕрлĕ хĕр пĕлĕт тăрăх çӳрет. (Хĕвел). N. Ача, ку çумăр хĕвелĕ пулĕ, ытла пит хĕртет. ЧП. Хĕвел пăхрĕ — типĕтрĕ. N. Виç хĕвелпе кайман шурă юрсем. N. Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел N. Вăл вăхăтра хĕвел выляса тухрĕ вăрман çинчен пĕлĕт çине, кун та хитреленсе карĕ. Лобашк. Вăрман урлă сар каччă курăнĕ. (Хĕвел). N. Чипер хĕр пысăк уйпа çӳрет. (Хĕвел). Синьял. Хĕвел витĕ, çу витмĕ. (Кантак). Сятра. Вутсăрах çунать, çунатсарах вĕçет, урасăрах чупать. (Хĕвел). Альш. Çула хăшĕ-хăшĕ куç ыратнипе хĕвел çине тухаймасăр лараççĕ. N. Хĕвел анса пырать (скоро закатится). N. Хĕвел карталаннă (круг вокруг солнца к непогоде). N. Хĕвел тухса сарăлнă (совсем уже взошло). N. Хĕвел кулать, хĕртсе хĕвел пăхать. N. Пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, этемсене савăнтар. N. Хĕвел шăвать. Кив-Ял. Хĕвел тухать хĕрелсе çут тĕнчене çутатса. (Вăй юрри). Нюш-к. Иртсе пыракан çын пичĕ çине тĕкĕрпе хĕвел çуттине ӳкерес. N. Хĕвел кашни кун ир тухнăçемĕн ир тухать (ир анса ларнăçемĕн ир анса ларать). Курм. Вăрмана çитсен, хĕвел анса та ларчĕ. Аттик. Хĕвел кашни кун пĕçернĕçем пĕçерет. N. Хĕвел ир хĕрелсе тухсан йĕпе пулать (вăл кун çăмăр е юр çăвать), теççĕ. КС. Ура питне хĕвел çапрĕ (насквозь, сильно прожгло). Трхбл. Хĕвел пирĕн йĕтем пысăккăш, тетчĕç ваттисем. N. Хĕвел пит хĕртет. N. Хĕвел тухнă çĕрелле çитрĕмĕр (ко времени восхода солнца). N. Паян эп тăрсассанах хĕвел тухрĕ. Красн. Горка. Хĕвел питĕ хытă пахать. Сĕт-к. Хĕвелин пăхасси номаях мар та-ха; час кĕлет айне хопланмалла. || Назв. божества. Магн. М. 63, 64. Хĕвел ашшĕ, амăшĕ, хăлхи, çоначĕ, ори. || Клятва. Ст. Чек. Хĕвел, илмен эп ăна. Сред. Юм. Хĕвел пôр! (Тôпа туни). Орау. Мĕн эсĕ çын çинчен çука калаçса çӳрен: эпир хĕрсемпе ун-кун, апла та капла çӳренĕ, тесе калаçса çӳрен? — Çук, Якку. Ак, хĕвел, калаçман. Ăна сăмах вĕçертнине (что болтают зря) ху та пĕлен-çке.

хĕрри

край. См. хĕр, хĕрĕ. N. Сĕтел хĕрри, край стола. НР. Шор хĕррипа отмашкăн... Чтобы ходить по краю болотца... Хурамал. Аслă çулсем хĕрри çырлаллă, çиессӳ килсен татса çи. По краям большой дороги много ягод, если захочешь поесть их, то сорви и ешь. Ib. Аслă çул хĕрринче сар пушăтлăх, çул çыннисем пĕлĕç хисепне. На краю большой дороги — желтые молодые липы, идущие будут знать им счет. N. Çаран хĕрринче çĕр-çырли, пĕр çупкамĕ пĕр ывăç. Ачач. 59. Ашшĕ пĕр-хĕрринче хар-р-р! хар-р-р! харлаттарса çывăрать. Ib. 50. Тимуш чей чашкине, хĕррисенчен ик алăпа та пит асăрхаса тытса, тути патнелле илсе пычĕ. N. Çак Тип-касăн хĕрринерех пĕр пĕчĕк латакайрах, вăтам пӳрт пур. А.-п. й. 31. Çул хĕрринче пĕр армак-чармак йăвăç ларнă. N. Ку хĕрринчи, тот, который (сидит, стонт) с этого края. N. Уй-хирсем тăрăх сасăллă суха: „Хĕррине те ну, ну! “ — илтĕнет пĕрмай. Янгорч. Суха тунă чух лашана: хĕррипе! тесе кăçкăрса пыраççĕ. Янтик. Ушкăн кăна ушкăн тупăлха, чăн хĕррипе эпир касрамăр. Ст. Шаймурз. Аслă çул хĕррисем пылчăклă. Альш. Кайăк юпа тăррине пырса ларат, юпа хĕррине лараймас вăл. || Опушка (леса). Оп. ис. ч. Н. Вăрман хĕррине çитсен, çынни: вăсси! вăсси! — тесе кăшкăрса ячĕ, тет. Когда они подошли к опушке леса, человек закричал: „Взы! взы“! || Берег. Бес. чув. З. Тутар ачисем çав çырман çӳлĕ хĕрринче, хăшĕ çара уран, хăшĕ çăпата сырса, хăшĕ кĕпепе кăна кăшкăрса, выляса, чупса çӳренĕ. ГФФ. Тем чол шыв хĕррипе отсан та, эпир шыва каяс çок. Сколько бы по бережку не ходили, в воду мы не упадем. Истор. Хĕвелтухăç йĕнчи çĕрсене Атăл хĕрри таранчченех туртса илнĕ. ЧП. Шурă Атăл хĕрри. Ст. Шаймурз. Тинĕс çинче пит вăйлă çил тухат, вара пичĕкене çыран хĕррине илсе юхтарса тухат. Орау. Шыв хĕррипе карĕ (если берег обрывистый, то: çыран хĕррипе карĕ), пошел вдоль берега. N. Хĕррисем (у реки Булы) кăш тĕлте тарăн, кăш тĕлте сăрт. || Употребляется в качестве послелога. А.-п. й. 16. Пĕр вар хĕрринчен куна хирĕç тем пысăкĕш кăвак кашкăр сиксе тухрĕ. N. Картасем хĕрринче (под заборами) выртса çӳрекенскер. || N. Каç пулсан, вăрçă хĕррине ĕçлеме каяттăмч.

шалаш

(шал+аш) внутренность, внутренняя сторона. Срв. тулаш, малаш. Ашай. И, милай Аттай яль; тулашĕпе тул акнă, шалашĕпе сар ача. Г. А. Отрыв. Тулашĕ нимĕр, шалашĕ тимĕр. (Çĕмĕрт çырли). Актай. Тулаш нимĕр, шалаш тимĕр. (Загадка). Собр. Тулашĕ хĕрлĕ, шалашĕ шурă. (Хăла çырли). ПТТ. Çăпатасене хапха шалашне хураттăм.

шыв çырли

„земляной орех“. Сред. Юм. Весной в оврагах около корней особого растения бывают наросты черного цвета, величиной с горошину, на вкус сладкие, это и есть „шыв çырли“.

шуп-шур

шоп-шор, шуп-шурă, шоп-шорă, белый-пребелый. См. шап-шурă. Чураль-к. Улмуççи лартрăк, сат турам, улми пулчă шуп-шурă. Якейк. Шоп-шор çорăлать çĕр çырли, вĕремсĕр ма татмалла тунă-ши? Ib. Хăраса шоп-шорă шоралса кар. Ib. Шоп-шор кĕпе тăхăнтăм. Ib. Йăван арăм пасара анч, ан пăх, шоп-шор тенкĕ çакнă. Козм. Ойра вăл вăхăтра шоп-шорă халăх ĕçлеççĕ. Якейк. Кошлавăш шоп-шорах ут çолать, пирн ялсем никам та тохман.

шур çырли

клюква. Абыз., Мыслец, Изамб. Т., Ст. Чек. Сборн. по мед. Чей çине, е сивĕннĕ шыв çине тутăшăн лимон шывĕ е шур çырли шывĕ хушма та юрать.

шăл

зуб. Изамб. Т. Ачанăн шăлĕ шăтсан, ăна малтан куракан çынна: эсĕ ку ачана кĕпе тăхăнтартмалла ĕнтĕ, теççĕ. N. Шăл шăтни, зубопрорезание. N. Шăл тухнă вăхăтра кастарма юрамасть (оспу). N. Вăй çитменнине шăлпа, теççĕ. Альш. Эпĕ хам шăннă, шăлсем хире-хирĕç шак-шак тăваççĕ. Ал. цв. 10. Тӳрĕ хуçанăн хăранипе шăл çине шăлĕ тивмест. Артюшк. Ман пур шăлсам та ыратса ирттерчĕç. Янтик. Сан шăл ыратать-им? (Спрашивают тогда, когда спрашивающий сомневается в болезни, или думает, что у него вовсе не болит). Ib. Сан шăлу сурат-им? (Спрашивают тогда, когда более или менее определяют болезнь человека). Орау. Шăл ыратакан çынсем пыркаларĕç-и? В. Олг. Си шу ĕçсен шăла тиет (ломит зубы, скоро проходит, если после горячего выпить холодной воды). Шурăм-п. Сахăр ан хышла, шăлусем пĕтеççĕ. Букв. 1900. Эй, пăхма анчах илемлĕ-ĕçке! Çи-халь ăна, çăварна пĕр шăл та хăвармĕ! — тесе пырать, тет, хăй нимĕн тăвайман енне. Якейк. Шăл ларттар, вставлять зубы. Çĕнтерчĕ 6. Манăн шăлĕсем те çукрах та, эпĕ кăчăртатнине пĕлместĕп. Янтик. Сан шăлсем пиçĕ-ха, эс çак хыт татăка та çимелле. N. Ман икĕ енче икĕ шăл катăлса ӳкрĕç çори таран. N. Катăк шăл. N. Эпĕ хама хам сыхланаймарăм, лаша шăла тутипе персе хуçрĕ. Якейк. Шăл коч тапранчĕ. Зуб расшатался. Н. Лебеж. Хура вăрманта шĕшкĕлĕх, шĕшкĕ тăрри сарă мăйрă, çав сар мăйăра катакан шăлĕ тĕпĕ пушанĕ. Яндобы. Пăт чĕреспе кĕлете кӳртрĕм, ерипе, чӳрече çинче шӳтертĕм, ерипе, увăç тупанпе типĕтрĕм, ерипе, шăл тупанпе хăйăрларăм, ерипе, йĕкĕрлчепе авăртрăм, ерипе. Альш. Ман шăла хурт çиет, шăл сурат. А.-п. й. 30. Вут умĕнче хĕртĕнсе ларакан качака такипе сурăх такине курать те вăл: кусене халех çисе яратăп, тесе, шăлĕсене шатăртаттарса пырать. Ib. 52. Ну халь сана çисе яратăпах, тет шăлĕсене качăртаттарса (кашкăр). N. Микулай çине куштансем час-часах шăлĕсене хăйраса тăнă, час-часах кулнă. N. Хресченсемпе улпутсем пĕр-пĕрин çине шăл хăйраса тенĕ пек тăраççĕ. СТИК. Вăл такçантанпах шăлне хăйраса тăрат та-ха (ждет получить лакомый кусок в виде награды или милости), те пулĕ темĕн. Кан. Çынсем ĕçнĕ чух тата шăла йĕрсе ларас-и? А.-п. й. 88. Шăлне йĕрсе, ахăрса кулса сĕлтрĕ Сахара. N. Шăлна çырт та чăт. N. Ним тума та çок, тӳсес полать, шăла çыртас полать. Сред. Юм. Шăлна çырт, молчи, прикуси язык. Кама 10. Паян темшĕн шăлна çыртнă эсĕ? Сред. Юм. Шăлпа çыртса тортас патне çитрĕм (очень рассердился). СТИК. Шăлне çыртса ларат. Сердится, но удерживается вылить злобу. ГФФ. Шăл хошшинчех усраттăмччĕ. Берег я ее (песню), хранил меж зубов. Ст. Чек. Шăл хушшине хума çăккăр çук. (Говорят о бедности). Вишн. 67. Шăл хушшисене тата шăрпăкпа е йĕппе чакаласан та пăсăлать. Сунчел. Пĕчĕкçĕ чӳне эпĕ пĕчĕкçĕччĕ, шăл хушшинчи мăйăр тĕшĕччĕ. Альш. Çакă тăвансемпе ĕçсе-çини халĕ шăл хушшинче пур пекех. Изамб. Т. Вăл сана час-часах шăл хушшине хĕстерет (шăл хушшине хурат). Микушк. Тăшман шăлĕ хушши сайраран (зубы врагов не коснулись нас). N. Çав шуйттанăн çивĕчĕ шăлĕ айне кĕрсе ӳкес марччĕ. N. Тĕп пултăр – шăлĕ-масарĕ. (Скажет, кто не жалеет зубов). Синьял. Эпĕ питĕ лайăх ӳсрĕм вонçичĕ çула çитиччен, вунçич çула çитсессĕн, çын шăл айне хĕсĕнтĕм. Ядр. Пире апи çуратнă, чул хушшинче çуратнă. Шăхан ту хĕрĕнче ӳстернĕ, çавăнпа эпир çын шăль (= шăлĕ) айĕнчен тухаймастпăр. Сĕт-к. Ял варĕнче çитĕнтĕм, çын шăль (= шăлĕ) айĕнчен тохимарăм. Шорк. Çинĕ чухне шăл айне темĕскер лекрĕ (на зуб что-то попало). Кан. Аран шăл витĕр калаçать. Юрк. Эрех ĕçекеннисем, пĕр чĕнмесĕр, йăл-йăл-йăл шăл витĕр кулса анчах тăраççĕ. Баран. 23. Куç курать те, шăл витмест. Хоть видит око, да зуб неймет. Чураль-к. Каçтăркан çырли çима тутлă, çима тутлă, шăл витмест. Ст. Чек. Аçтăркан мăйăрĕ çиме тутлă, катма тăтăм, шăлăм, ай, витмерĕ. Ай-ай, савнă тусăм, хура тусăм, илме тăтăм, шăлăм, ай, витмерĕ. П. Федотов. Ватă карчăкăн мĕне шăл витмест? Ст. Чек. Шăлне çиет. (Говорят о том, кто во сне скрежещет зубами). Полтава 96. Шăл çĕмĕрсе ылхану (скрежет), ăнран кайса калаçу, халăх сасси кăшкăрни, туп янтраса çĕмĕрлни, тупăртатса чуптарни, лаша хуйса кĕçенни – пур енчен те илтĕнет. || Зубец, зазубрина. || Зубья (у пилы, берды, бороны, гребня, чесалки). Ст. Чек. Виçĕ хĕç шăлĕ. || Пальцы шестерни (на мельнице). Сюндук. Изамб. Т. Ул урапан хĕрринче шăлсем пур. || Спицы (у телеги). || Копылья (у саней). Изамб. Т. Çуна тупанĕсем çине шăлсем лартаççĕ. Пазух. З6. Çунаçăм, çунаçăм, ай, сакăр шăл, сакăлтана каймин, ай, юрĕччĕ. || В переносном знач.— зерно. Трхбл. Пĕр шăл тырă та çук. Нет ни зерна хлеба. Ст. Чек. Куштансем мукаçей кĕлетне пĕр шăл тырă хывмарĕç (не дали ни зерна хлеба в общественный магазин). Т. VI. 30. Тăррине чакан пек пар, тĕпне хăмăш пек пар, пуç çумне пуç хуш, шăл çумне шăл хуш. (Из моленья). || Комочек (соли). Якейк. Пĕр шăл тăвар, кусочек каменной соли. Сорм.-Вар. Сыпрăм-пăхрăм шӳрпине, виç шăл тăвар кирлĕ мĕн. N. Вĕсем час-часах пĕр татăк çăкăрсăр, пĕр шăл тăварсăр ларнă. || Штука, единица. Т. VI. Пĕсмĕлле пĕр турă, така пĕр шăл пулсан та, кĕлте çыххи пушă пулсан та, çĕрĕк пăяв пĕр шăл пулсан та, сысна пĕр шăл пулсан та, эсĕ ан пăрах, хаярлă куран кайнă пулсан та, çын çиллисемпе пулнă пулсан та... (Из моленья). || См. тура-шăл.

шăлан-йывăççи

шиповник. Эпир çур. çĕршыв 21. Вăрмансенче юман, çăка, шĕшкĕ, вĕрене, ăвăс, çӳçе, палан-йывăççи, çĕмĕрт, йытă çĕмĕрчĕ, пилеш, улмаççи, шăлан-йываççи, катăркас, хăва, сăвăс-йывăçĕ, кăпчакан, хăмла çырли йывăççи ӳсеççĕ.

шăлан çырли

ягоды шиповника. Вомбу-к. Шăлан çырли (йĕплĕ холă çырли).

шăрçа

бусы, бисер, ожерелье. НР. Олăхри корăк, ай, ока пек, ирхи сывлăм шăрçа пек. Луговые травы как позументы, утренняя роса как бисер. И. Тукт. Хура шăрçа хушшине те йĕпкĕн мерчен ан тирĕр. А.-п. й. 60. Пукане шупăрне те, мăйи-шӳлкемине те, шарçине те тилле хывса парать. N. Пирĕн тантăшсем (сверстники) шăрçапа, пирĕн варли çок, шăрçа çок. Шемшер. Çĕр-çырли шăрçа пек, пирĕн акка майра пек. Ядр. Улăх ути, ай, ука пек, çĕрти çырла, ай, шăрçа пек. N. Çĕрçи çырли шăрçа пек, пирĕн акка майра пек. Буин. Инке кĕчĕ, ай, юрларĕ, шăрçа пек кăмака чĕтрерĕ. N. Шăрçа пек тар юхать çулаканăн ӳт тăрăх. N. Лапăллă çĕртре çăра курăк, ирхи сывлăм шăрçа пек ларать. N. Пичĕ-куçĕнчен юн тăкăнса пырать, куçĕсем шăрçа пек — виттĕр курнаççĕ. Рак. Хĕрсем выраççĕ сарă сĕлĕ, сурачĕсене шăрçа пек хываççĕ (симметрично). СТИК. Шăрçа пек çырнă. Написано очень красиво, симметрично. Ала 99. Вилсен чонне шăрçа виттĕр кăлараççĕ, тит, çав, çампа салтса илтĕм. Ib. Вилнĕ çынна шăрçа парса ямаççĕ, парса ярсан та çĕмĕрсе парса яраççĕ. Т. Григорьева. Шăтăклă шăрçа çĕрте выртмас, теççĕ. Ходар. Çамрăк пăрусем чирлесен, вăлсен мăйĕсене пилеш шăрçасем çака-çака яраççĕ. ЧП. Сирĕн пӳртĕр шурă-мĕн, унăн кăмакисем шăрçа-мĕн. Янтик. Сирĕн кăмакăрсем шăрçа-мĕн (çутă сăнлă кăмака), кирлĕ марччĕ вĕсене сăрлама. Бюрг. Сирĕн кăмакăрсем шăрçа тĕви. ЧП. Шăрçа кăмакисем кисренчĕç. Байг. Сар кайăк, сар кайăк, ман йăмăка кортăн-и? — Корнăччĕ: шăрçа тавар пăхатчĕ. || Счеты (прибор), шарики счетов. N. Шăрçапа шутлама, тĕрлĕ сатачсем тума, унтан тĕрлĕ кĕлĕсене чăвашла та, вырăсла та вулама-юрлама вĕрентнĕ.

шăхан

шиповник. Чебокс. Моркар. О аллисене чиктерсе пĕтĕм йолашки вăйĕпе шăхана аран-аран тăпăлтарса пĕтерет. Никит. Ку ачапа сивле, тет, кайса касăр-ха шăхан, вара ачу çывăрсан, уна шăханпа вĕтĕр, вара çавăнтан хăраса сивле таçталлах тарать, тет. N. Шăхан качки. ЧС. Аллисене хăшĕ-хăшĕ саламат илчĕç, хăшĕ-хăшĕ шăхан хулли çапăсем тытрĕç. (Хĕр сухи). Кĕвĕсем 70. Шăхан хулли йĕппипе, мухтанать-çке хĕрлĕ çырлипе. СПВВ. Шăхан çырли, ягоды шиповника. || СПВВ. ЕХ. Пӳрт маччи сарнă чухне хăмасем кункрешкеленесрен ал лапки сарлакăш хăма татăкĕпе икĕ хăма хушшине чиксе лартаççĕ, çавна шăхан теççĕ.

ниш курăкĕ

назв. растения, convallaria desf. majalis L. Ландыш майский. Рак., Зап. ВНО. Рак. Ача вишлĕ пулсан, çутăличчен çавăн шывĕпе шыва кӳртеççĕ. Кайсар. Ниш курăкĕпе (ландыш) çамрăк чух ачасене шыва кӳртеççĕ. Ниш курăкĕ пысăк вăрманта ӳсет. Çуркунне шур чечеке ларат та, çав чечекрен кайран çырли пулат. Çырли пиçсен хĕрлĕ пулат. Хăй сиплĕ япала. Алри ачасем, аталанимасăр (отражение говора П. И. Орлова), ниш чирĕпе (scr. чĕрĕпе) типсе хăрса кайсан, çак курăка вĕретсе шыва кӳртеççĕ. П. И. Орл. Д. С. Серг, Ниш курĕк; ача нишпе асапланать пулсан, çак курăкпа шыва кӳртес пулать. Чăвашсем. Унтан тата ниш курăкне вĕретсе, ун шывĕпе ачанăн çан-çурăмне ухать. (Çав ниш курăкне вырăсла ландыш теççĕ).

парка

(парга), ядреный, полный, здоровый. КС. Кăçал хăярсам пит парка шăтаççĕ. Шурăм-п. Кăçал ăвăс кăчки парка. В. Ив. Вăрлăхра çимĕç мĕн чухлĕ нумайрах, тырă çавăн чухлĕ паркарах ӳсет. Чув. пр. о пог. 61. Çĕнĕ уйăх парка пулсан, уйăхĕпех çăмăр пулать (хĕлле ăшă юр пулать). Если молодой месяц полный, весь месяц будет дождь (зимой будет снег). . 443. Хăмла çырли малтанхи парка пулсан, малтан акнă ыраш лайăх пулать. Если раньше поспевшая малина крупна, то раньше посеянная рожь будет хороша. ЧП. Хура-ах вăрман хуххине суйласа татрăмăр паркине (= шултăрине. КС.) Альш. † Хура вăрман хуххине суйларăмăр паркине. N. Урасем пит парка = урасем пит хулăн. Сред. Юм. Ôн ачи пит парка ӳсет-ха (растет плечистым, здоровым). КС. Уммасем кăçал парка ӳсеççĕ. Хурамал. Пирĕн тырă пит парка шăтнă (тĕм-тĕм шăтна, ушкăн-ушкăн шăтнă, лайăх пулнă). Ст. Чек. Парка ӳсет (уçăм), растет тучно, отлично. СПВВ. ИФ. Ку кĕпçе пит парка, теççĕ, Календ. 1904. Шултра пĕрчĕн тымарĕ парка, йышлă пулат, нӳр те нумай туртать, шăтасса, ӳсессе те парка шăтать, парка ӳсет. СПВВ. ФВ. Мăн, хулăм кĕпçене парка теççĕ. Изамб. Т. Кăçал тырă парка шăтăрĕ (= шăтрĕ, взошел роскошно). . Унăн ачи парка ӳсет. СПВВ. ЕХ. Парка = хулăн. Кудемер. Парка лаша, здоровая лошадь. Шибач. Парка çитĕнет сĕлĕ (крупный). . Çӳлти парка полчĕ, аялти каюллă полчĕ. || Выносливый (о лошади)? Хорачка. Парка ут (пĕтсе кайса, хоппи анчах йолса, хытă чопать).

пикен

(пигэн, пиг'эн'), энергично приняться, браться, начинать, приступить к чему-либо. Баран. 42. Харпăр хăй ĕçне пикенет. Ib. 150. Славянсем патне пырса кĕрсен, вĕсем ĕçе ĕçлеме пит пикенсе тытăннă. Ib. 54. Анчах пикенсе тарнă хутран Тарас чарăнать те, сасартăк кăшкăрса ярать. Истор. Халех пикенер: хамăра хамăр хĕрхенес мар. ЧС. Манăн йăмăк вилнĕ сурăхшĕн пикенсе йĕрет (настойчиво, горько плачет). ЧП. Чипер инке пикенсе вăрçат-çке (настойчиво бранится). N. Акă пикенер те, вун пус хурса кĕнеке илме ярар. Бюртли-Шигали. Кулача çиме пикенеттĕмĕр. Ib. Ларсан-ларсан, вара пикенетчĕ юмăç пăхма. N. Икел шӳсе çитĕннĕ, çурăлнă, çĕрелле тымар янă, çӳлелле ӳсме пикеннĕ. N. Праçник кун хĕрарăмсем ирех çимĕç пĕçерме пикенеççĕ. Истор. Кун каçиччен виç хут чарăнса, виç хут çĕнĕрен пикене-пикене вăрçнă. Ib. Çав тĕлтен вырăссем хулана çĕмĕрсе кĕме пикеннĕ, анчах патша кĕме хушман. Ib. Вăрра пикеннĕ. N. Вĕсен ашшĕ вилме пикеннĕ (собрался), тет. Ст. Чек. Пикенсе ĕçлес, старательно работать. N. Вара тата пикенсе хывма тытăнаççĕ. Изамб. Т. Унтан вара пикенсех вырма каяççĕ (принимаются как следует). См. хыв. Четпути. Сысна çитерме пикенсен, сысна витине епле те пулсан таса тытма тăрăшас пулать. Ст. Шаймурз. Çиленсе пикенсе каят ачасене илмешкĕн. Кан. Аха, эс пирĕн укçапа сутă тума пикеннĕ иккен-ха, теме пуçларĕç. Юрк. Пикенсех кайса курам. СПВВ. Пикенмешкĕн тесе, пĕр-пĕр ĕçе пĕтĕм вăйпа тума тытăнсан калаççĕ. N. Тепĕр кун ирех тăчĕç те, каллех канав алтма пикенчĕç. Ст. Чек. Каç пулсан, арçури лаша çинчен анма пикенчĕ. N. Ĕçĕм çырли пуçтарса çӳрекен çынсем хыçĕнчен, юлашкине пухса çӳренĕ пек, пуринчен кайран эпĕ пикенсе тăрăшрăм. Янш.-Норв. Вĕсем (родители парня) вара урăх хĕр çинчен пĕртте шухăшламаççĕ, пĕр çавăн çине анчах пикенеççĕ (устремляют свои мысли). N. Халĕ лаша çинче вăрçма пикенетпĕр. Баран 80. Карнă парăсĕ малалла шума пулăшмасан та, унăн ураписем пикенсе малалла кусаççĕ.

Пинеслу

яз. имя женщ. Ялюха М., Рысайк., Рекеев. Собр. Пĕчĕкиç Пинеслу, пин хут кĕпе тăхăнат. (Хурт-пуççи). Ib. Пĕчĕкиç Пинеслу, пуççапа-пуççапа сăра ĕçтерет. (Çĕр çырли). Ib. Пĕчикиç Пинеслу, пин хут кĕпе тăхăнать. (Купăста).

пусар

, посар, (-зар), придавить. М. Васильев. Порăкне çил йăвантарса ямантан тăпра моклашкипе посарать. N. Араслан урипе пусарнă та, калать: малалла пăхмасăр хăрас çук ĕнтĕ, тет. N. Хуласенчи çынсем пурте, çуртсем куçса пусарасран хăраса, хуласенчен тараççĕ. N. Йывăр чул пек пусарса тăрать. N. Иçĕм-çырли шывне пусарса кăлармалли вырăн. ТХКА 76. Çапла каласан, пирĕн хура йытă тирĕнчен çĕленĕ çĕлĕке сылтăм аллипе çамки çине пусарсах лартрĕ. N. Слонĕ ун çине кайса ӳксе, хăйне те çавăнтах пусарса вĕлернĕ. Чем люди живы. Манăн упăшкама та халĕ анчах пытарчĕç, вăрманта йывăç пусарса вĕлерчĕ. || Топтать. N. Вилнĕ çын тăприне те: умăнта пултăр, тесе, таптаса пусарса хăвараççĕ. || Уложить. Хурамал. Çӳле йăвăç нумай пусарнă. Сверху на крышу наложено много лесу. Альш. † Çав çулçине кам пусарĕ, пусарсан пусарĕ лăпкă çил (на одном месте уложит). Н. Тим. † Кӳлсен кӳл лашуна паррипе, аслă çул тусанне пусарма. С. Айб. † Кӳлсен кӳлĕр утăра паррипе, аслă çулăн тусанне пусарма. || Мочить (коноплю). Пшкрт: канды̆рзан'а шуа позараччы̆. || Посадить наседку; сажать на яйца для выводки. В. Байгул. † Аттепе анне пусарнă чăх-чĕпписем пахчаран пахчана саланчĕç. Вир-ял. † Анне пусарнă чăх-чĕппи пахчаран пахчана саланчĕç. Бюрганский. Ак, ме сана чăхă; эпĕ сана савса илсе килтĕм; пусарасса та санăн ятна тесе асăнса пусарнăччĕ. Альш. Хур-кăвакал пусараççĕ Элшелсем йышлăн. Ib. Хăшин-хăшин çавăнпа виç-тăват пӳртлĕ те пулаççĕ: путексем-пăрусем хупма, ĕне-выльăх кӳртсе пăтратса кăларма, хур-кăвакал пусарма пӳрт кирлĕ. || Валять. Ст. Чек. Тăлана пусараççĕ: тăлана тăршшĕпе хутлам-хутлам хутласа, çине те, айне те хăма хурса, кĕлет пĕрени айне хураççĕ, тăлан аялти хăмине йывăçпа е хулăн хăмапа, ун айне, вăрăм пуçĕ еннерех, пукан вырттарса, вăрăм пуçĕнчен пуçĕнченех аялалла пустарса тăма йывăр япаласем хураççĕ. Пусарнă тăла тикĕс, яка пулать. Орау. Тăлла пусарса хутăмăр-ха паян, епле картланĕ. || Усмирять, успокаивать. Кан. Контрреволюциллĕ пăлханăва пусарнă, тесе пĕлтернĕ. N. Киприан шуйттанпа тавлашса каланă: сирĕн вăйăр çапла-и? сире вăйсăр хĕр те çĕнтерет, тенĕ. Усал Киприана пусарса каланă: эпĕ ăна улталаса çылăха кӳртме урăх май тупăп. || Укротить. О пьяницах. Ӳтне пусарасшăн тăрăш. Юрк. Пирĕн пек çамрăк ачасене йывăр хуйхă ӳкрĕ — пусарчĕ. || Успокоить, утешить. С. Айб. † Тусан тăвăр тусăра саррине, ăшăртан хуйхăра пусарма. N. Манăн хамăн укçа çук, çавăнпа хуйха пусара пĕлместĕп, тенĕ. N. Ăша пусар, утешать. N. Унтан вара хуйхăна пусар. N. Эс те пусан ман кăмăла пусар. || Оплодотворять (о самцах). Вĕлле хурче 21. Ват амăшне питĕрмесен те хăруш мар, çамрăккине, сăрă (трутень) пусарманнине, питĕрес пулать.

пушăт йывăççи

лутошка. Изамб. Т. Никит. Эсĕ кăна çырлахтарма пушăт йывăçĕ кайса ларт. Собр. Пĕчикçĕ пушăт йăвăççи пуççапса ларат. (Хурăн çырли). Сред. Юм. Паян пушăт сӳрĕмĕр те, пушăт йывçине ниçта хурса вырнаçтарма та аптăранă. [Название лутошки в разных диалектах чувашского языка слагается трояким образом: 1) пушăт йывăççи, дерево лыка. Разновидности этого образования: пушйывăççи, пушйиççи, пушшиççи, пуштӳççи и пр.; 2) пушăт шăччи, тычина лыка. Разновидности этого образования: пушшуччи, пошшуччи, пушчиччи, пошчуччи, пушчи и пр.; 3) пушăт тĕшши, сердцевина лыка. Разновидности этого образования: пошчушши, почушши, пошчуш и пр. Первые формы употребительны в южных, а вторые и третьи в центр. и северных районах Чувашии. ТММ].

пӳнеслӳ

неизв. сл. в загадке. Качал. Пĕчĕкиç пӳнеслӳ, пуççапа-пуççапа ларĕ. (Çĕр çырли).

пӳрт

(пӳрт, пӳрт, Пшкрт: пӧрт), изба, дом. Вута-б. Пӳрт, изба. Части избы: тӳпе, крыша; урай, пол; мачча, потолок; мачча кашти, матка или матица; ыра, паз у матки и венцов, (также и столбов); урата кашти, перевод или переводина и пр.; хăма, доска; кĕтес, угол; сак, лавка; кăмака ырати (= урати), опечек; кăмака сакки, приступок; чăлан, чулан; сентре, полка; пулат, полати; пулат кашти, полатный брус; кăмака, печка; мăйра (= мăрье), труба; кăмака чĕрçи, шесток; питлĕх, заслонка; кăмака çăварĕ, чело нечки; карниц, заплечек; турă кĕтесси, красный угол; чашăк хумалли, посудница, куда у крестьян кладут блюда, ложки, вилки, ножи и пр.; тенкел, скамейка; карниц, карниз избы; чӳрече окно; чӳрече янаххи, косяки; чӳрече янах тăрри, верхняя подушка или наокошник; потушка, нижняя подушка, подоконник; кантăк рамĕ, рама окна; кантăк хашакисем, оконные поперечины, наличник; хачмак — личинка; чӳрече хуппи, закрой; сула, иглица; петле, петли; кантăк куçĕ, стекло окна; петле çекли, крюк. ЧП. Çĕр çĕклейми пӳрт ларттартăм. Орау. Пӳртри япаласене унталла та кунталла утса салатса пĕтерчĕ (разбросал вещи по комнате). Ib. Ĕне выртнă çĕре пӳрт лартсан, пӳрт ăшă пулать, тит. Хур ларнă çĕре лартсан, сивĕ пулать, тит. Ib. Пирĕн пӳрт туса пĕтермен-ха. У нас изба еще не отделана. Ib. Пӳрт хăпартма (чтобы поставить сруб избы) мăк кирлĕ. Изамб. Т. Унтан пӳрт ăш-чиккине тасататăп. Ст. Чек. Пӳрте кĕнĕ чухне алăкпа урана хĕстерсен, хăна килет, тет. Ib. Пӳрт тăрринче çур çăкăр. (Уйăх). ЧС. Унтан вара пăртак лартăмăр ĕнтĕ, атте çĕнĕ пӳртрен кив пӳрте чупса пычĕ те, темĕнскер кăшкăрса каларĕ. Курм. Пĕр пӳрте пăсăн та, йосимăн. Регули 612. Пӳрт пирĕн аттин (ат'т'ин) виççĕ пор. Ib. 18. Пӳрт питĕрмесĕр ма кайрăн. Ib. 42. Онăн онта порăнмалли пӳрт çок. Ib. 43. Он пӳрчĕ пор та, порăнмалли мар. Ib. 1341. Эпĕр çӳресе пӳртрен пӳрте (или: пӳртех). Ib. 1526. Ĕлĕк он пӳрчĕ те çокчĕ, халь вăл лайăх порнать. Собр. Пӳрт вăти çĕрĕнче юпа ларат: çуркунне лартаççĕ, кĕркунне касаççĕ. Пир юпи). Сред. Юм. Пӳрт пуçĕнчи хăмла çырли, пиçнĕ-пиçмен суйларĕç. ЧС. Лаша кӳлсен эпĕ лашана пӳрт умне илсе пытăм (подъехал к избе). СТИК. Пӳрт маси кайнă, потерял образ; говорят, когда в избе нет никакого порядка, сорно, грязно). Юрк. Атьăр халĕ, килĕрех, килĕрех; пит лайăх хăнамăр килет иккен, атьăр пӳртелле, тесе йăтса кĕме хатĕр пулса чĕннĕ пек чĕнет. ФТТ. Тĕлĕкре çĕнĕ пӳрт лартсан, пӳрт лартаканĕн хăшĕ те пулсан вилет. N. Пӳрте камсем тапак тĕтĕмĕ тултарнă. N. Хора пӳртри пак, чĕлĕм тĕтĕмĕ кăн-кăвак тăрать (надымили табачищем). Сред. Юм. Пӳрте шыв толтарни (фокус). Фокăс кораканни: пӳрте шыв толтараймастăр, тесе таллашсан, она тола кăлараççĕ те, алăк хăлăпне вăтпа питĕ пĕçерекен тăваççĕ те: но, кĕрсе пăх ĕнтĕ шыв толнине, теççĕ; лешĕ кĕнĕ чох алăк хăлăпне тытать те, аллине хăпалантарса ярать, çав вара фокăс полать. Хурамал. Тĕлĕкре пӳрт лартсан, çын вилет, теççĕ. Эпир çур. çĕршыв. 11. Вĕсем пӳртĕн йĕри-таврах. N. Унăн пӳртĕ (не «чĕ») çинчен витнĕ улăмне сĕтĕрсе антарнă. У него стащили с избы (с крыши избы) солому. Шăна чир. сарать 7. Чир саракан микробсем чирлĕ çын выртнă пӳлĕмре те пулаççĕ: урайĕнче, пӳрт пĕренисем çинче, шăтăк-çурăксенче, сĕтел-пукан таврашĕнче. || Входит в состав назв. селений. Золотн. 264. Виçĕ-Пӳрт-Шашкар, Çичĕ-Пӳрт. N. Виçпӳрт-Шăмарш, Ĕмпӳрт-Туçа и т. д.

пӳх

набухать, разбухать. Чăв. Хресч. Шăрăхпа пӳхсе шывшăн çунакан лашсем. Б. Крышки. Пăрçа шӳсе пӳхсе кайнă. Ib. Типнĕ çырла (иçĕм-çырли) шывра нумай ларсан, пӳхсе каять. Кама 19. Пур ял выçăпа пӳхнĕ. Çисе ярас пек тăраççĕ. || Прозябнуть (обыкновенно в сырое время). КС. Тусем çинче çумăрпа йĕпенеççĕ (в рукоп. пӳхĕнеççĕ). СПВВ. ПВ. Çăмăрпа пӳхсе çӳрет. Альш. † Пăри пек, пăри пек пăрсем çăват: епле пӳхмес-ши пăланăн тихисем?

пăчăр çырли

(-λиы), майник, костянка, majanthemum bifolium. Разг. C. Мих., Пшкрт. Чертаг. Пăчăр çырли (хĕрлĕ, шôрта полать).

пăччăр çырли

(-λиы), то же, что пăчăр çырли. СПВВ. ТА.

пăх

(пы̆х), смотреть (тюрк. бак.). СТИК. Эпĕ каялла çаврăнса пăх та, курах кай: хайхисем ман пата пыра параççĕ. Я оглянулся, смотрю, а они идут ко мне. Трхбл. Капан айĕнчен юс пăхать. (Манка тухни). Бур. † Умăр çутă, çийĕр хĕрлĕ, вăтанатăп куçăртан пăхмашкăн. N. Пăхма çывăх та, утма инçе, теççĕ. (Послов.). ТХКА 114. Ак ĕнтĕ, пăх ĕнтĕ. Ăçта çитсе кĕтĕмĕр (куда мы забрались)! N. Пăх-ха, пулă йăмпăлт! туса карĕ (появилась всем телом и быстро исчезла; чăмпăлт! — махнула хвостом). В. С. Разум. КЧП. Пăхарах пар, усиленно смотреть. Любопытно отметить некоторые тонкости в употреблении этого глагола с простым падежом и с послелогом в следуюших примерах: Орау. Хĕвеле хирĕç (на солнце) пăхма çук. Мĕн эс уйăх çине пăхан? Чиркӳ хĕресне пăх, хĕвеле пăх (клятва). Мĕн эс ку алтана пăхса тăран? Что ты смотришь на петуха? Мĕн эс алтан çине пăхса тăран? Мĕн эс алтан çинелле пăхса тăран? (на петуха, если петух в отдалении; спрашивающий может и ошибиться). Ку сăмавар çине ман пăхас та килмест. Мне противно смотреть на этот самовар. Хăй мĕне пăхнине те пелмеçт. Сам не знает, что рассматривает IЬ. Мана ан пăх эс, çи, çи! — Не смотри на меня, т. е. не обращай внимания, ешь. Ман çине ан пăх. Не смотри на меня (в букв. смысле). — Ма тата? Куçăхатнам? IЬ. Çырма хĕрне пырса ларнă та, шыв çине пăхса ларать. IЬ. Çăлла ан пăх, çăлла анса кайăн (в колодец). IЬ. Мĕн пăхан? — Якур пичче иртсе карĕ те, çавна пăхрăм (на него). IЬ. Лаша çине çавăрнса пăхрăм та, лаша пĕтĕмпе кӳтсе чĕтресе тăрать. IЬ. Вăл хурăн çине пăхма та хăраттăм эпĕ. IЬ. Пĕлĕт çинелле пăхрăм (на облако, на небо). IЬ. Куçне пĕр илмесĕр ун хĕрĕ çине пăхса тăрать. IЬ. Тырă çинелле пăхса тăрать (на поля хлебные). IЬ. Тырра пăхса тăрать (караулит хлеб). IЬ. Çак тырра пăхап та-ха, ай-ай турă мĕн. Вот смотрю на этот хлеб (напр., в поле). IЬ. Сăмавар пăхатним? Самовар смотрит (с целью купить). IЬ. Лаша пăхатним? — Лаша пăхатпăр (желая купить). IЬ. Сăмавара пăхатним (караулит когда начинает кипеть). Шинер-п. Пĕре эпĕ карташне тухрăм та, йăва çине пăхса тăратăп. || Проверить наличность. М. Сунчел. Пирвайхи уяв каçĕ, кĕтӳ кĕрсен, выльăхсене хăппăл-хаппăл пăхаççĕ те (посмотрят, все ли на лицо), вĕтти-шаккипе выляма чупаççĕ. || Высматривать, присматривать, выбирать. Якейк. † Çакă ялта хĕр пăхрăм. Собр. Пасартан пасара çӳресе хĕр пăхать (выбирает невесту). Сёт-к. Сакăр сар хĕр пăхакан — инке арăмпа йолакан. Сред. Юм. Хĕр пăхма кайнă. Пошел девицу выбирать. N. Пăхса хонă сар хĕрне илсе яма полмарĕ. КС. Унăн пăхса хунă хĕр пур, высмотренная. || Открывать (сундук), чтобы посмотреть или вынуть вещь. N. Арчана пăхрăм. Я ходил в сундук (т. е. открывал зачем-то сундук). || Быть обращену в ту или другую сторону. Изамб. Т. Урамăн сылтăм енче çуртсем пурте пĕр майлă, урамалла пăхса лараççĕ. || Осматривать. Коракыш. Пĕре утарта пĕр старик вĕлесем пăхса тăрать. О сохр. здор. Пăхса пĕтер, осмотреть (чирлĕ çынна). || Лечить. М. Яуши. Ăна темчул лекĕрсем те пăхнă та, çавах чĕртеймаççĕ. || Любоваться. Орау. Эп сана пит пăхсах тăмăп! Я на тебя любоваться-то не буду, т. е. не посмотрю на тебя (а сделаю, что хочу, или заеду тебе в морду). IЬ. Ăна тата пăхса ларма илним? Ĕçлетĕр! А что, разве ее (сноху) взяли для того, чтобы на нее любоваться? Пусть ее работает. || Следить; следить по книге. Орау. Пĕр ачи вулать, ыттисем пăхса пыраççĕ (следят по книге). || Наблюдать. О сохр. здор. Ун пек чирлĕ çын хыççăн килте яланах пăхса çитермелле мар (не усмотришь). || Надзирать. Юрк. Эпĕ халĕ те пулин надсмотрщик анчах пулса пурăнатăп, Чĕмпĕр уйясĕнчи эрех лавккисене пăхса çӳретĕп. Эрнере мар, уйăхне пĕр тапхăр пăхса çаврăнатăп, пĕр-ик-виç кун çӳресе. || Ухаживать. Изамб. Т. Арçынсем ул вăхăтра кулленкун выльăх пăхаççĕ. N. Выльăх-чĕрĕлĕх пур-и санăн — пăх ăна. N. Хурт илес пулатчĕ санăн, шăллу пăхса паратчĕ (брат стал бы ради тебя за ними ухаживать). Собр. † Хуртне пăхма Михали, пыльне çима Микула. N. Хăвăр пăхса ӳстермен ĕçĕм-çырли пахчисем. || Ухаживать за любимым человеком; ухаживать, угощать. ЧП. Хамăра хисеплесе килнĕ хăнасене чипер пăхса ярса пулмарĕ. N. Ху хăнусене ху пăх. Ала 83. Кунта çĕмĕрлчĕç, тет, туйне темĕн чухлĕ аван пăхса ячĕç, тет. Орау. Хăнасене пăхса ывăнтăм. Ухаживая за гостями, я устал. Пазух. Хурăнташсем хулăн та, хамăр чухăн, епле пăхассинчен те хăратăп. || Хранить. Якейк. Контан кайнă чох эп она пăхса порăнма хам кĕнекесене парса хăвартăм (оставил на хранение). Изамб. Т. Эсĕ те, арăм (Ухха!) çурта чипер пăхса усра, салатса ан пĕтер (говорит умирающий). || Оберегать. Никит. || Караулить. Хочехмат. Вăсен пĕр старик пур, вăл уя каймас, кил пăхать, анкартинче пăхать. || Заботиться. Бес. чув. Шкул пăхмаллипех пăхса тăнă, ачасене вĕрентмеллипех вĕрентсе пурăннă. ЧС. Ку ачана ĕнтĕ эсĕ аван пăхса усраса ĕмĕрне вăрăм ту. (Моленье). Кан. Кил çуртне хăйне «пăхса пурăннă» çынна парса хăварасшăн. || Опекать. Курм. Йăмăкне пăхать. Он состоит опекуном своей младшей сестры. IЬ. Ача пăхакан, опекун. Курм. Акуна аçу пăхать (опекуном твоей сестры состоит). || Управлять. N. Вăл вара пĕр аллă çула яхăн еврей халăхне пăхса тăнă. Б. Олг. Чикме пăхнă çĕр çинче, в Козмодемьянском уезде, на территории Козмодемьянского уезда. || Воспитывать, смотреть за детьми. В. Олг. Иккĕш (оба) çурма (= çывăрма) выртрĕç. Выртрĕç те, попляччĕ: перĕн ачасане кам пăхĕ-ши (кто будет воспитывать наших детей), тет. N. Карчăк ачисене пăхса ӳстере пуçларĕ, тет. Изамб. Т. Епле арăмĕ вĕсене пăхса ӳстерĕ? Юрк. Пăхнипе пăхни уйрăм. Хам пăхатăп нумайĕшне. N. Пăхмаллараххисем те пур вĕсен ачисем... || Пасти. Кан. Ăна выльăх кĕтӳ пăхаканскер тĕл пулнă. || Искать (паразитов). N. Ку ача калать, тет: эс пăх-ха ман пуçа! Патша хĕрĕ пăхать, тет, кун пуçне. || Соображать, сочетать с чем. Якейк. Апат çима эп килессе ан пăх. Ты меня не дожидайся, обедай. || Церемониться. Орау. Тăрсан-тăрсан, пит пăхса тăмĕç, туххăм хăваласа ярĕç. Посмотрят, посмотрят, да и не будут церемониться — выгонят. || Слушаться. Ау 131. Ну, ку ача амăш сăмахне пăхмас, тет, çапах пăшал илет, тет те, амăшне пăрахса ухутана каят, тет. Орау. Эпĕ ăна пăхмастăп та. Я и не обращаю внимания на него. IЬ. Вăл мана çавăрăнса та пăхмаçт. IЬ. Ăйăх килсен, кансĕрленине пăхăп. Если мне захочется спать, то разве я стану обращать внимание на шум («помеху»). Альш. Патша калат: сан сăмахна пăхса, мĕн пур çемье вилсе пĕтет, тет. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ çавах вăлсем ятланине пăхмасăрах ăшкула каяттăмччĕ. Капк. Миккер Керукĕ пĕртте ашшĕне пăхман, каттăршнай ачи. || Светить (о солнце). Шибач. Халь хĕвел епле пăхать, хĕлле те çапла ăшă полчĕ. N. Кунĕпе хĕвел пăхрĕ. Вопр. Смоленск. Пĕлĕтлĕ кун хĕвел анас чухне йăлтăртатса пăхсан, пĕр эрне йĕпе пулать. || Иметь склонность (к чему). N. Кăшт ĕçме юратать пулсан, ăна: ĕçке пăхать, ĕç тумасть, теççĕ. || Ворожить, гадать. Магн. М. Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ кĕнеке тăрăх пăхаççĕ. Иные гадают по оракулу. Альш. Юмăç пăх. IЬ. Килте кăна пăхкалани, домашнее задание или ворожба. N. Ну, килемей! Эпĕ сан патна килтĕм, укçа çине пăхса парччĕ (погадай). Болезни. Хут çине юмăç пăхассине е пăхтарассине ăша та ан тытăр, çынсене те ан пăхтарăр. || Пробовать. Чăв. й. пур. 36°. Пăхса пăхам халĕ, тенĕ те, юмăç пăхăн пек тунă. КС. Юмăçне те пăхса пăхнă (пробовал гадать) вăл, çапах та çухалнă япалине тупайман (или: юмăçне пăхса та пăхнă...). IЬ. Çав хĕре пăхса пăхăр-ха, сирĕн Ваçили валли юрамалла-и? || Пытаться, норовить. Тим. Хăйне те çын тесе хисеплеме пăхать. N. Пульăсем пуçран лекме пăхаççĕ. Пули того и гдяди попадут в голову. || Относиться. ГТТ. Хальхи çамрăк çырăва вĕренет те, вăл-ку çинчен калать те, этемме пурне те пĕр евĕрлĕ пăхма хăтланать те, вăл ватăсен кăмăлне каймасть. || В чувашизмах. Сред. Юм. Эс ним тума аптраса пăха тăран (с повышением голоса на «пăха») çанта! Ты (говорит про себя) стоишь, не зная, что делать. Алик. Икĕ хутлă çурт йăтăнса ларать, пăхма та çук! Высится страсть какой двухэтажный домище! N. Этем пăхма çук, çын вилли çта килнĕ — унта. Везде навалены трупы — видимо-невидимо. Хурамал. Салтак каланă: айта ан чарăнăр, хăвăрăнне пăхăр, тенĕ (делайте свое дело, не переставайте). N. Ку ача ашшĕне пăхнă. (Уродился в отца). N. Ку ача, ашшĕне пăхсан (если будет в отца), куштан пулмала-ха (пожалуй). Сред. Юм. Йăхне пăхсан, пит чейе полмалла. Если судить по его предкам, то и он должен быть очень ловок в делах. Изамб. Т. Амăшне пăхсан, вĕсем те хаяр пулмалла. Судя по матери и они (дочери) должны быть сердитыми. Альш. Пăхмасăр калама вĕреннĕ. Выучил наизусть. СТИК. Э, пăхса та курăнмаст-ха, тахçан çын пулĕç! Когда-то еще они (дети) вырастут. IЬ. Мункуна сăра тăвасчĕ. — Э, пăхса та курăнмаст-ха (до праздника еще долго), ĕлкĕрĕпĕр. N. Суккăр çын ĕмĕрне çын куçĕнчен пăхса пурăнат. Слепец весь свой век живет в зависимости от других. БАБ. Мĕн тума пăхан вĕт (что поделаешь, ничего не поделаешь): кĕрессе пăтпа кĕрет те, тухасса салатникпе тухат, теççĕ. Альш. Эпĕ хам чассие Хусантипе пăхса лартрăм. Я поставил свои часы по казанским. Скотолеч. 14. Пăхма лаша сывă пек. На вид лошадь кажется здоровой. Питушк. Лайăх, пăхмалли те çук! Очень хорошо. Бес. чув. 2-3. Эсĕ мĕн пăхан, Хайрулла? Акă аçуна каласа кăтартам-ха! терĕ Микулай. Что ты подсматриваешь, Хайрулла? Вот расскажу я отцу и попадет тебе. Орбаш. Тимĕрç пуçне шăратрĕ те, пулчĕ лаша, пăхма та аплах мар. N. Епле апла хăй тавра? Ху йĕрӳ тавра епле çаврăнма пăхатăн? Как ты можешь обернуться вокруг самого себя? || Употребляется в качестве вспомог. глагола. ЧС. Кĕрĕк тăхăнса кăмака çине те хăпарса выртса пăхатăп, çапах та ăшăнаймастăп. КС. Туртса пăх-ха, эп сана! Попробуй-ка покурить, тогда я тебе задам. N. Тĕрлĕ çын тĕрлĕ шухăшласа пăхать пулĕ. Юрк. Лар ĕнтĕ! пĕрер чашкă ĕçсе пăх! Присаживайся, выпей чашечку (чаю). IЬ. Хуранпа тиркине кăшт аллипе тытса пăхат (дотрагивается). IЬ. Унта-кунта пăхкалат, пĕр япалине ниçтан тупаймас; хăйпе пĕрле юнашар ларса пыраканнине: эсĕ курмарăн-а? тесе ыйтса пăхат (спрашивает). IЬ. Хăш-хăш тĕлтисем вырăнĕ-вырăнĕпе пĕр-пĕринчен пăртакçă урăхларах та тукаласа пăхаççĕ (справляют свадьбу несколько иначе). IЬ. Ваçук, пĕреххут тĕтĕрсе пăхăн-а? тет арăмĕ упăшкине. Трхбл. Эпĕ çĕвĕç патне пиншак тăхăнса пăхма кайрăм. Я ходил к портному примерять пиджак. ППТ. Луччĕ акă тата çапла тăвса пăхар-ха... Лучше попробуем сделать вот так. Орау. Тарçа, тытиччен, малтан апат çитарса пăхма хушнă (чтобы испытать его ретивость в работе). Бес. чув. 2. Мĕн эсир çав тĕрлĕ хĕнетĕр лашана, вара çав тĕрлĕ хĕнеме юрать-и? Кӳрĕр-ха, хăвăра çапла ватса пăхам (ну-ка, я вас самих попробую также поколотить)! В. С. Разум. КЧП. Вĕсем пĕрре те спектаккăль ларт а хăюланса пăхманскерсем,

пĕрлĕхен

(пэ̆рлэ̆hэн, пӧ̌рлӧ̌hэн'), костяника, rubus saxatilis L. Рак., Кайсар. № 69. Пĕрлĕхен вăрманта ӳсет, çырлине çиеççĕ, çырли хĕрлĕ пулат. Ст. Чек. Тĕсĕ пĕрлĕхен çырли пек хĕп-хĕрлĕ. N. Пĕрлĕхен питлĕ, хурлăхан куçлă. Пазух. Пĕрлĕхенех питлĕ, хурлăхан куçлă пирĕн таванĕсем çавă-ши. Çатра-М. † Сăртра ларан пĕрлĕхен çулчи виттĕр корăнать. Ск. и пред. 52. Мăн юмансем хушшинче каска çурса пурăнса, путмăрланнă майĕпе пĕрлĕхен пек хĕрелнĕ. || Имеющий форму пĕрлĕхен. Ст. Чек. Пĕрлĕхен шăрçа йӳнех мар.

пĕрчĕ

(пэ̆рζ'э̆, пӧ̌рџ̌ӧ̌), зерно. Юрк. Акрăм тулă, пулчĕ ĕнтĕ пĕр пĕрчĕрен пин пĕрчĕ. N. Мана пĕр тырă пĕрчипе те тытма пултараççĕ. N. Пĕрчи выçă. || Капля. N. Йывăç çулçи çине сывлăм шывĕ ĕнчĕ пĕрчи пек пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарăна-пуçтарăна ларнă. На листьях дерева лежали жемчужные (?) капли росы. Туперккульос 21. Пĕрĕхтерсе янă сурчăк пĕрчисем... ЧП. Шăпăр та шăпăр çăмăр çăвать, пĕр пĕрчисем пăр пак туйăнать. Альш. Кассан пĕр пĕрчĕ юн тухас çук. (Гов. о малокровном человеке). || В перен. см. БАБ. Пĕр пĕрчĕ те хăрамаççĕ. Вовсе не боятся. N. Пĕрчĕ те = пĕртте. N. Пурти çав хатĕр мăка пулнă (был очень тупой), пĕрчĕ те касман. || Ягодка. N. † Тĕл пултăм хурлăхан йăвăççи, татрăм-хыпрăм пĕр пĕрчине. N. Иçĕм-çырли пĕрчи. Емельк. Пĕрчĕ-пĕрчĕ пĕрлĕхен сайра кăлкан витĕр курăнать. || Крошка, крупинка. Толст. Тĕрмере ăна икĕ кунччен пĕр пĕрчĕ çиме памасăр усрарĕç. ТММ. Чăхă пĕр пĕрчĕн сăхсах пурăнать. (Поговорка). Альш. Татах вăл навус çине пĕрчĕрен кĕмĕл шырат, анчах пĕре те тупаймас. БАБ. Ман йăвăрăш çăнăхăн пĕрчине шуйттан хăçан суса кăларĕ, ман чĕлхене (заклинание) те шуйттан çĕнтерĕ. Рак. Пĕр шкапра çĕр пĕрчĕ. (Çăкăр тĕпренчĕкĕ). Баран. 42. Уйăх çутипе юр пĕрчисем (снежинки) йăлтăртатаççĕ. || Волокно. N. Çӳç пĕрчи, волос. О сохр. здор. Çăм пĕрчисем те çĕр (хир)-мамăк (вата) пĕрчисем пекех. || С. Айб. Пĕр пĕрчĕ тĕкне (перышко) патша хĕрне кастарса илчĕ, тет, ăна шур тутăрпа чĕркеттерчĕ, тет. БАБ. Виçĕ пĕрчĕ утă, утă пĕрчи. || Отдельная нитка (при тканье или при наматывании). Яргуньк. СТИК. «Сум» подразделяется на «пĕрчĕ». «Пĕрчĕ» — одна ниточка. То же знач. в Сред. Юм. Утăм. Ку умри юпана лайăхрах тишкертсе тăрать. Кун çĕлĕкĕ ăшĕнчен пĕр вăрăм çип пĕрчи куçĕ умĕнче тăсăлса тăра парать. См. хутăр-йывăççи. || Небольшая часть. N. Пĕрчĕ-пĕрчĕ тӳлесси нимĕн те мар.

авăр

(авы̆р), caulis, virga, стебель, прут. Сред. Юм. Пĕр авăр пăрçа. Один стебель гороха. Ib. Хăяр чечекки авăр çинче пõлать. Огуречные цветы бывают на стебле. Хăяр (кавăн) авра кайни. Огурцы (тыквы) пошли в стебель (или: растут в стебель, не принося плодов. Шорк.). Ку авăр çине çырла пит нумай. На этом стебле очень много ягод. Ib. Эпĕ тăват авăр хурлăхан касса илтĕм. Я срубил четыре стебля черной смородины. Календ. II. Пур авăртан та улма пĕр пек тухмасть. Не каждый куст дает одинаковое количество картофеля. Икково. Пĕр авăртан (или: пĕр кăкран) пилĕк омла тохрĕ. С одного куста картофеля получилось пять картофелин. Хирте. Пур тĕрлĕ тыррăн та икĕ пай: пĕр пайĕ çĕр айĕнче, вăл тымар; тепĕри çиелте, вăл аври, пуçахĕ, çулçи. Всякий хлебный злак состоит из двух частей: одной подземной — корня, другой — надземной, т. е. стебля, колоса и листьев. ЧП. Хурлăхан аври, прут, стебель емороднны. Икково. Хăмла çырли аври, прут, стебель маливы. Крат. раз. Тĕлĕкре манăн умра пĕр тĕм иçĕм-çырли ларать пек, вăл тĕмре виç авăр пек. Мне снилось, вот виноградная лоза предо мною, на лозе три ветви. ЧП. Лутра-ях-та шĕшкĕн аврн кĕске. У низенькой орешипы коротенький ствол. || Item manubrium, ansa. Также означает ручку, черен, рукоятку. Изамб. Т. Атман вăрăм авăр пулат. У наметки дливный черен. Пуртă аври, топорище; çĕçĕ аври, черен ножа; чăпăрккă аври, кнутовище; кĕреçе аври, черен лопаты; курка аври, ручка ковша. Якей. Шăппăр аврине такăш кăларса илнĕ. Кто-то вытащил из метлы черен. Ib. Шăппăра авăр лартрăм или: шăпвăр аври лартрăм. Я посадил метлу на черен. Ib. Çак шăппăра авăр лартас полать. Надо насадить эту метлу на черен. ЧП. Пуш аврилĕх йăвăç, arbor manubrio fiagelli conficiendo ap, дерево, годное на кнутовише. Якей. Пуш аврилăх йăвăç (пуж-аврилы̆х йы̆вы̆с’), id.

карлăк

(карлы̆к), кисть (ягод). Пшкрт. Пĕр карлăк пилеш çырли татса пăрак-халь çӳлтен! См. карланкă.

каçтăркан

неизв. сл. (срв. Аçтăркан). Чураль-к. † Каçтăркан çырли çима тутлă, çима тутлă, шăл витмеç.

ката

(када), 1) кустарник (Чебокс., Цив.), 2) небольшая роща из крупных деревьев. Сред. Юм. Ката — 1) небольшой молодой лес, 2) кустарник. Ib. Ката тесе, каснă çĕртен шатса полнă пĕчик çамрăк вăрмана, тăта (= тата) пĕр тĕпрен темиçе йывăç шăтса тохнă полсан, калаççĕ. Имен. Ката — кĕçĕн вăрман, роща. Сиктер. † Çуркунне çурланă куян çури хăш катана кайса кĕрĕ-ши? Зап. ВНО. Ката, мелкий лесок, кустарник. Нюш-к. Ката — кустарник (ореховый и пр.) Н. Тахтала. Ката, крупный лиственный лес, без хвойных пород и березы. ЧС. Ачасем, айтăр, катана умма татма каяр. (Здесь «умма» раньше в рассказе названо «йывăç умми»). ЧП. Çеçен хирте икĕ ката. ЧП. Вĕт катара хурăн çырли. Ib. Кайрăм Ката хĕррипе. Яргуньк. Хĕре катана кайса лартнă (посадили в лес? в сторону?). N. Выртать, тет, çул урлă пĕр çĕлен; пĕр вĕçĕ пĕр катара, тет, тепĕр вĕçе тепĕр катара, тет. Т. П. Загадки. Катаран ката вăрман, патне çитсен беда вăрман. (Кантăр.) Сиктер. Сăмса айĕнчи курăнман, тет, ката хĕрринчи курăннă, теççĕ. (Послов.). Никит. Вăл ката урлă анчах пулнă. N. Пирĕн ялпа вăсен ялĕ хушшинче ката пур. Чуратч. Ц. Эпĕ, атте пĕр-ик кас сухаласа çавăрнсан, унтан ыйтрăм: катана каям-и, унта упа çук-и? тесе. N. Акара лашасем кӳлĕпĕр, катара кĕтӳсем кĕтĕпĕр. Тюрл. Катана çырлана кайрăмăр. Ходили за ягодами в рощу. Ib. Ката котне ларса кан (под куст). Ib. Лаша катана (в кустарник) кĕрсе кайнă. Чуратч. Ц. Пирĕн хамăр ката патĕнчех ана пур. Альш. Çын катана кĕчĕ, тет те, мишукпа икĕ кайăк (мулкач) тытса килчĕ, тет. Букв. 1904. Пирĕн ял çывăхĕнче пысăк вăрман та, пĕчик катасем те нумай. Н. Лебеж. † Касман ката кӳтĕмĕр, ăна кĕрĕве патăмăр, кĕрӳ касса пăрахрĕ. Ала 85°. Ву пĕр çулпа кайнă-кайнă, кайнă-кайнă та, пĕр вĕт катана пырса кĕнĕ. Собр. † Пĕчикçĕ ката карта пек, чечек пекех илемлĕ. Ой-к.-Йавăш. Калех пирĕн ялтан инçе мар ката пур, вăл катара халĕ те киремет пăрахнă укçасем тупаççĕ. || Так наз. углы (мысы) леса, образующиеся по обеим сторонам поляны, вдавшейся в лес. Н. Уз. См. тĕпек.

катăркас

(кадыршс), назв. дерева, имеющего желты ягоды. Шибач. Катăркас — çырла тăвакан йывăç. ЩС. Катăркас (ветвями походит на яблоню, очень колючее; ягоды черные, как черемуха; внутренность ягоды желтая). Ст. Чек. Катăркас (почти прямо от ствола синие ягоды по одной; в середине косточка; едят). Шемурша. Катăркас — кустарник с шипами, вероятно, «боярышник». Тюрл. Катăркас — çырла тăвакан йывăç (палан-йывăç пек). ЧП. Катăр-катăр катăркас, катăркипе мухтанать. Пазух. Катăр-катăр катăркас та катăр-катăр катăркас, катăркаспа мухтанать. N. Катăрхас çырли, назв. ягоды. Сахал вăл, лапсăркка мар; çырли хĕрлĕ, пылак; çиеççĕ ăна. ТММ. Шалта — тимĕр, тулта — мимĕр. (Катăркас çырли). Срв. Рааs. 62.

сарă катăркаç

«боярышник». Альш. «Сарă катăркаç = Илюшка çырли, боярышник».

кашкăр-çырли

назв. ягоды. СПВВ. Кн. для чт. 171. Кашкăр-çырли пит усал япала, çавăнпа ăна çиес пулмасть.

ӳсĕм çырли

изюм Ч.П. См. _иçĕм çырли.

ăншăрт-курăк

или ăншăрт-курăкĕ, назв. растения. Ст. Чек. Ăншăрт курăкĕ: вар ыратнăран вĕретсе ĕçеççĕ. СПВВ. Х. Ăншăрт курăк, трава от сглазу. Хурамал. Ăншăрт курăкĕ. Ăш ыратсан, пуç ыратсан, çавна, вĕретсе, ĕçеççĕ. Adonis (vernalis?). Сред. Юм. Ăншăрт кȏрăк. Кашк. Ăншăрт-курăк(-ы̆к), то же, что у др. хаяр-çырли. Сред. Юм. Ăншăрт ӳксен, çиекен çинçе корăк (вĕтĕ тȏналлă, çӳлĕçлĕ, вĕтĕ вăрăлă корăк). СПВВ. ИА. Ăншăрт — çил ӳксен, ăншăрт курăкне ĕçме хушаççĕ. Букв. 1904. Тин ешерекен çемçе курăк çинче ахах евĕрлĕ ăншăрт курăкĕ шăтса тухрĕ.

ăшшăн

(ŏшшŏн, ы̆шшы̆н), тепло, ласково. См. ăшă. N. Пур ачасем те, сакăрвун çулхи стариксем те, карчăксем те, хĕвел ăшшăн пăхма пуçласанах, урама тухса лараççĕ. Все ребята, все восьмидесятилетние старики и старухи, как только солнце начнет пригревать, выходят на улицу и сидят (на припеке). Ib. † Сăрт хĕрринчи хурăн çырли, ăшшăн-ăшшăн хĕвел пăхсан, тата пиçес кăмăль пур. У земляники, растущей по косогору, если пригреет ее солнышко, является желание стать еще спелее. Михайлов. † Ăшшăн сăмах калаçсан, пирĕн тантăш çавăрнат. Если поговорить ласково, то, расположение нашей милой(-ого) вернется снова. || Умильно. М. Тиуш. † Ах атте, ах анне! Эсир ăшшăн пăхсассăн, тата килес кăмăл пур. Ах, батюшка, ах матушка! Когда вы ухаживаете (за мной) ласково, то является желание опять приехать к вам. Сред. Юм. Паçăр çынсĕм тутлă çинине (как другие лакомились) пит ăшшăн пăхрĕ те, никам та лартса çитермерĕ (но его никто не угостил) вит. Сир. 24. Сана хирĕç ăшшăн кулать. Ласково смеется, глядя на тебя. Чăв. й. пур. 18°. Апла каласан, Пайтукан хăлхине ăшшăнах лекнĕ. Пайдугану было очень приятно слышать эти слова.

ĕçĕм

(э̆з'э̆м), изюм (неупотр.) Отсюда: ĕçĕм çырли.

яп

(jап), слово неопределенного значения; встреч. в загадке. ТП. Загадки. Яп-яп ярапаллă, писмен кутлă, пăталлă. (Çĕмĕрт çырли).

Йышши

(шши), подобный. Çавăн йышши, подобный тому; кун йышши, подобный этому. Беседы на м. г. Ху йышши этем. Ст. Чек. Турăх йышши мар, хăймапа юрсан. Беседа чув. 14. Çав праçниксенче ачасем пуçтарăнаççĕ те, пĕр-пĕр вырăна тĕрлĕ йышши йывăç лартса тултараççĕ. || (Какого-либо) сорта, качества. Календ. 1904. Чĕкĕнтĕре вăрăм йышшине акас пулмасть, чăмăр йышшине акас пулать. N. Ĕççĕр çынсем калаçакан йышши сăмахсем. Н. Шинкусы. Ывăлĕ те тата пит час сиксе тухса каякан йышши мар иккен (не из таких, чтобы скоро убраться вон). Сир. 316. Вăл ун патне патша хурăнташĕсене анчах паракан йышши ылттăн пиçиххи янă. N. Авă эпĕ, пĕр пилĕк çул пулать ĕнтĕ, ачасене шултăра йышши çĕр-çырли лартма патăм.

майра-çырли

то же, что кăркка-çырли, „blitum virgatum, жминдолозная“. Слакбаш. Н. Седяк. Майра-çырли — кив ана çинче ӳсет, тути пылак, тĕсĕ хĕрлĕ; çырлине çимеççĕ пуль.

маннă кĕрпе

(–ны̆), маннă кĕрпи, манная крупа. Ст. Чек. О сохр. здор. Маннă кĕрпи те тулă çăнăхĕпе пĕрех (то же, что). Юрк. Чăвашсем маннă кĕрпе (-э) пăттине те çиме юратаççĕ. Ăна сутăн кăна илеççĕ, хăйсем хатĕрле пĕлмеççĕ. Маннă кĕрпене ачасене çитереççĕ; ахаль те шăлсăррисене. || Рис. N. † Чупса антăм эпĕ шыв хĕррине маннă кĕрпесем çумашкăн (мыть). Якейк. Çын вилсен, ăна асăннă чох маннă кĕрперен пăтă пĕçереççĕ, онтă ĕçĕм çырли (изюм) хораççĕ.

мишалук

(мижалук), ежевика. Мыслец. Чертаг. Мишалук (кăвакрах, хăмла-çырли манерлĕ).

мукка

мокка (мукка, мокка), детск. назв. собаки. Шибач. Мокка. || Бука, рожон (существо, которым стращают детей). Хурамал, КС. Мукка. В. Олг. Мокка. Сунчел. Мукка тытат! Бука схватит! СТИК. Мукка тухат! N. Лупашкара мук(к)и пур, тĕмешкинче çырли пур. Мук(к)и тухрĕ хăратрĕ, сар хӳрине салатрĕ. Завражн. Ах, мокка çури! (Так обзывают неповоротливого мальчугана).

мутă-çырли

то же, что мот-çырли, черника. Çамр. Хр. Мутă-çырли (хура çырла).

мак-çырли

„oxecoccus palustris, клюква“. Башк. Пшкрт. Мăк-çырли, клюква. То же знач. и в Торп-к.

мĕн

(мэ̆н, мэ̆н’), что? К.-Кушки. Мĕн çисе ларатăр? Что это вы едите? СПВВ. ТА. Мĕн полтăртататăн? (= мĕн кирлĕ мара калаçатăн). Ib. Мĕн сослан = мĕн шавлан. Синерь. Амăшĕ: мĕн пăхса çӳремелле? тесе каларĕ, тет. Мать сказала: чего тут возиться (проверяя хозяйство, т. е. нет надобности проверить его). СТИК. Мĕн кунта шăнса вилес тетнем,— атя пӳрте. Что ты хочешь замерзнуть? Идём в избу. Ib. Мĕн вара эсĕ мана ун хуçĕнчен пăхса тăмалла тăвасшăн-им? (Возражает так уверевно, и с сознанием своего превосходства). Ст. Чек. Мĕн пур-ши унта кайса, мĕн пур-ши, шав унта кайса ларан? Зачем ты туда повалился, что ты там нашел интересного? Ib. Мĕн тупрăн эс унта? Что в нем хорошего? Ib. Мĕн тупрăн вара ку вăйăра? Какой интерес для тебя в этой игре. Альш. Ĕмĕр тăрăшĕнче мĕн тухса мĕн килмес. Орау. Якур пичĕш патне натьăк (натяг) илме каяп, терĕ; натьăк мĕн-ши вăл? Что бы это такое было? (задумываясь о предмете, и этим заставляя другого высказать, что это такое). Ib. Виçĕ эрне мĕн вăл (какая важность три недели), ак ман пек улт-çич уйăх ларса пăх, вара пĕлĕн. Ib. Мĕнтен пит ăслă вара вăл? Чем же он умен-то? В чем же виден его ум? Юрк. Вырăсла кĕнекене вуласан та, чăвашла вăл мĕнне пĕлместĕм. Ib. Пăшал сассине илтсен, салтакĕсем, ытти улпучĕсем пурте кĕсем патне чупса пырса: мĕн пулчĕ те, мĕн пулчĕ, мĕншĕн пăшал петĕр, теççĕ. Сред. Юм. Мĕн калан ĕнтĕ (или: мĕн каласси пôрччĕ ĕçке те...). Очень хорошо бы было, но .. Ib. Мĕн алласа çӳрен тесе, пĕрмай килĕрен килле кайса йăмахласа ларакан çынна калаççĕ. Ib. Мĕн тăвас-ха? (Пырса кĕрекен çынтан çапла ыйтаççĕ). Никит. Кайсан та мĕнех тăвать мана. Что особенного он мне сделает, если я и уйду. Изамб. Т. Усаллăх çинчен мĕн калатăн. Ĕлĕк пирĕн хамăр хушшăмăрта та, тарçă тытсан, ăна сăмсипе çĕр сухалаттарасса çитнĕ. Байг. † Сăрă чечек мĕн паха! Аппапа йысна пит паха. С. Айб. Çын ачисем пире çиеççĕ, хăйсем мĕн курасса пĕлмеççĕ. N. Мĕнтенех (в каком откошении) пит аван вара сан сĕллӳ? Шурăм-п. Эх, Петĕр, кĕçĕр мĕн курман пулĕ эпĕ, итлессӳ килет-и, каласа парам. Собр. † Леш айăккине юр çунă, ку айăккине мĕн пулнă; ах аппаçăм (çавă пур), качча кайма мĕн пулнă. N. Мĕн-пулса кяйĕ ĕнтĕ. Что будет уж. Баран. 120. Ем-ешĕл ешерсе ларакан йывăçĕ (картинное выделение из ряда деревьев) мĕн тăрать! N. Вăл мĕнтен пуйса кайнă (вилнĕ)? Икково. Мĕн пăруларĕ: тына-и, мăкăр-и? В. С. Разум. КЧП. Вĕсем хăйсем мĕн калассине каласа пĕтерсен, пирĕн Педтехникумра вĕренекенсем тапратрĕç калама. Тяптяево. Мĕн хăрамалла, кам пирĕн хыççăн килмелле? Чего нам бояться? Кто вслед за нами придет? (т. е. никто). Орау. Халь татти-сыпписĕр çăват те, унтан пĕр-ик-виç уйăх çăмăр пулмасан мĕн тумалла (как быть тогда). N. Унта мĕнсем сутаççĕ? N. Кĕсем мĕнсем? N. Мĕн калас-ха? N. Мĕн каласшăнччĕ-ха? N. Эсĕ мĕн ыратса выртатăн? Регули. 131. Вăлсен поплени мĕн пор онта. Ib. Мĕн вăлсам вăрманта шыранине эп килте топрăм. Ib. Мĕн шыраманнине топрăм. N. Эс мĕнне çухатрăн тата? N. Мĕнӳпе мухтанмаллăх пур сан. О сохр. здор. Çавăнпа ăна пирĕн пĕлес пулать; çынсем епле тата мĕнтен сивĕрен пăсăлса чирлеççĕ-ши? Ала. Мĕн тусан шыв тухат унта, тенĕ (в безводной стране). ЧС. Çынсем çавăнта пыраканĕ пĕри: ку мĕн те, ку мĕн? тесе, пĕри пĕринчен ыйтаççĕ. Чăв. й. пур. 26. Якку каланă: эпĕ мĕн пĕлекен çын? Бес. чув. 13. Эсĕ мĕн капла? Эпĕ сан çине пĕрре те çилленместĕп. Изамб. Т. † Туйăн илемĕсене, ай, мĕн кӳрет? Мĕн выляни-кулни, çав кӳрет (все, что веселит). Баран. 88. Асту-ха лерелле, мĕн хури курăнать унта? N. Мĕн ача турĕ: ывăл ача-и, хĕр ача-и? N. Мĕн пăру туса пачĕ? Утăм. Мĕн мура ямшăксем тытатăн? || Что (относит.). Сунт. Мĕн пулса мĕн килĕ ĕнтĕ. Тавай çул çине валли укçа тăвас. N. Мĕн пулсан та пулĕ, что будет, то будет. Синерь. Мĕн пулин пулĕ (что будет, то будет), ати хушмарĕ те, кайса пăхас-ха (попробую пойти). СТИК. Мĕн тесе-ха вăл пит час карĕ! Что ему вздумалось уехать так скоро. Ib. Ун пек чухне вара мĕн каласан та хĕрсем кăна калаççĕ кĕвве. СТИК. Мĕн каланă сăмах вырăнлă пултăр. Все, что сказано, пусть возымеет силу. Чебокс. Мĕн пулни пулать, кĕрес терĕм те. Коракыш. Эпĕ тăта мĕн пĕлеп! Я знаю еще одну вещь! Ст. Айб. Мĕн пасарин пасарĕ, шур пушăт йывăççи пасармасть. (Ĕне мăйракисем). ||Соответ. русск.: что бишь. С. Дув. Мĕн çук манăн: ĕнер пуснă такам пур, паян пуснă мĕнĕм пур. || В знач. вопрос. частицы, соответ. русск.: что ли ли. N. † Алăк ум вĕçĕнчи ват хурăн: кăçаллăха ларнă пулсан, пуртă витмĕ терĕр мĕн? N. Вăл вĕренме кĕчĕ-и мĕн? N. Вăл кайрĕ-и мĕн? Вăл кайрĕ-им, кайрим? || Что за, какой. СТИК. Паян мĕн пăраçник? Какой сегодня праздник? (простой вопрос). Ib. Паян мĕн пăраçникĕ! Какой еще сегодня праздник! (отрицание и удивление). Толст. Ку мĕн сасси? Что это за шум? Пшкрт: шоj ҕэ̆рмӓ сиβэ̆ полы̆;— мэ̆н сиппм? (или: мэ̆нӓшкӓл сирβэ?),— нимдӓ сиβэ̆ мар’. Регули. 935. Мĕн ĕç он? Мĕн кон килĕ. Ib. 934. Эс кам конта? Эс мĕн çын конта? Ib. Эп тытрăм полсан, сан мĕн ĕç? N. Кĕсем мĕн япаласем? Это что за вещи? Синерь. Эпĕр сута каятпăр тенĕ? — Мĕн сутне (на какой суд)? тенĕ. Орау. Мĕн мĕнĕ тата? Что еще за „что“. N. Хутаçра пĕр виçĕ тенкĕ укçа пулас пулатьчĕ-ха. — Мĕн виç тенки пур унта? Орау. Мĕн вăййи вăл? Что за игра? Ib. Мĕн вăййи вăл! Пĕрне пĕри кӳп те кӳп тутараççĕ. Качал. Яхуне çырмине çитрĕм те, тăкăнчĕ карĕ: мĕн сăян? — Какуй сăян, пухрăм та çур пăт пулчĕ. N. Мĕн çăнăхĕ? Мука из какого жита? Ст. Чек. Анне, улма пур-и? — Эй, ухмах! Мĕн улми унта тата! Ib. Мĕн сивви; мĕн нумайĕ мĕн кунта (какое...). Ib. Мĕн аван япала пăссăрĕ (= пăсрĕ)! Средн. Алг. Хурану пĕчĕкçĕ пуль? — Мĕн пĕчĕкçине калан, пĕр кӳлĕ шыв çитмест. АПП. Упа, çак кашкăра тыт, тенĕ. Упа каланă: ăна тытма мĕн ĕçĕм пур. Чуратч. Ц. Кирĕк епле чире çаклансан, вăсем шухăшлаççĕ: мĕн турри çиленчĕ-ши? теççĕ. Сунчел. Качаки каланă: ăна çиме мĕн ĕç пур (= мĕне кирлĕ). Сред. Юм. Мĕн хыпар пôр-ха, или: мĕн сас-хôра пôр? Что нового? Ib. Мĕн çынни, мĕн арчи, мĕн кĕнеки. Ib. Эп выллянинче сан мĕн ĕç пор. В том, что я играю, тебе (вам) какое дело. Ст. Янсит. Вĕсене эпĕ акă мĕн ĕçре час-часах пулăшрăм. Янтик. Мĕн япала ку сан? Якейк. † Он çиленме мĕн ĕç пор, он пыççине çыхмаспăр. N. † Ял варĕнчи сăрлă юпи мĕн нушташăн ларать-ши, аттен хĕрĕ-сарă хĕрĕ, мĕн нушташăн çуралнă-ши? П. Пинер. † Алкумĕнчи улма йывăççин улми пулманни мĕн усси. || Как. Çĕнтерчĕ. 54. Ех! мĕн савăнса пурăнмасть çав Якур. Ib. 52. Ах, мĕн савăнса çӳремеççĕ çав ачасем! || Зачем, почему, по какой причине. Çĕнтерчĕ. 19. Мĕн янрашатăр эсир паян? Орау. Мĕн юпа пек тăран, кил кунта. Ib. Мĕн мĕреленсе (= наянланса) пыран, ут хăтăрах. (Идет вяло, тихо). Юрк. Ку укçăсене мĕн хам алăра тытса тăрам. N. Тавăрнса, мĕн апая ятлаçтарса порнас? || Сколько, почем. Бр. п. водку 8. Анчах уншăн сăмаххи сăмаххийĕ мĕн тăрать. Но как он дорого ценит каждое свое слово! (т. е. он не разговорчив). Баран. 226. Мĕн çӳрес пеккине çӳресе пĕтереççĕ те, пусма тăрăх улăхса çӳлелле тухма пуçлаççĕ. N. Эй мăнтарăн Прăски, мĕн салтак усатрĕ. N. Мĕне илтĕн, почем купил. Трхбл. Мĕн сысна чике-чике пĕтерчĕç, мĕн чăхă пуса-пуса çирĕç. Регули 939. Мĕне патăн? — Сома патăм. N. Пасартан килсен, пĕр кӳрши ун патне пырать, тет те: ырашна мĕне (почем) сутрăн? тесе, ыйтат, тет. Юрк. Сирĕн тухйăр кĕмĕллĕ: мĕне тăрат кĕмĕлĕ? Сред. Юм. Мĕн ĕмĕр порнатăн (долго находился, когда как обещался прийти скоро). N. Лашасене мĕн кайнă таран ятăмăр. N. Мĕн сахал тесен те, 500 тенкĕ кирлĕ. Панклеи. Ачан мĕн пырнăçемĕн çол хĕсĕнсех пырать. Чем дальше идет, тем... Н. Лебеж. † Мĕн вăрăм-хывлăшă м, ай, кĕскелчĕ. Бел. Гора. † Мулла мечĕтĕ мĕн çӳл мечĕт. || Весь. Альш. Çапла мĕн ĕмĕрне чăвашран ирттереç, авланма каяç те, кил курма çӳреç (портные). N. Этем мĕн пурăнас кун-çулăн хисепĕ çук. Чхĕйп. Чăвашсен мĕн пĕлнĕ ĕçĕте ак çакă анчах пулнă (вот все то, что они знали. Далее идет пер ечисление того, что они знали или умели). || Иногда переводится сл. каждый. N. Кукша мĕн хупараканне (каждого, который влезал касса пăрахат, тет. Çапла пурне те касса пĕтерчĕ, тет. Панклеи. Хĕр вăрă-хорахсен хĕçсене илсе мĕн кĕрнĕ вăрă-хорах поçне касса тăнă. Чхĕйп. Вара унта ĕçме-çима мĕн пыракан пурте çапла асăннă (поминали). N. Мĕн турттарса пынă ăлава çавăнтах тăкаççĕ те, салагса пĕтĕреççĕ. N. Мĕн пынă çын çавăнтах ĕçлеме тытăнать. Коракыш. Манăн лашасем селĕм пултăрччĕ, эпĕ вара мĕн çул çӳрекенсене ĕçе-ĕçе хăварăтăм. || Иногда употребл, в знач. самый. Альш. † Çак юрăсене юрлама мĕн кĕçĕнтен пуçтарнă ăс кирлĕ. N. Акă кăçал каллах мĕн çуркуннеренпе çумăр çумасть. N. Мĕн пĕчикçĕренех. Сборн. по мед. Мĕн халичченех. N. Якурпа шăллĕ мĕн каç пуличченех ĕçлерĕç. Кубня. † Эпĕр мĕн кĕçĕнтен туспала, пире çын çимесĕр мĕн тутăр. Ал. цв. 20. Вăл мĕн пурăннăçемĕн шурă мăрамăртан тунă пӳлĕме час-час çӳрет, хăй хуçине лайăх сăмахсем калать. || Оказывается. Т. VII. Ах турă, атте! пылпа кулачĕ пит тутлă мĕн. N. Эсĕ пит усал çын-мĕн. Ачач 71. Хăшпĕр юратнă çынсем, тантăшсем пулмасассăн, чăнахах та Тимуш пӳртрех лармалла мĕн. ЧС. Вăл çуртсем çунас та çук мĕн те, насус час килеймен. Сятра. Вăл чоашла лайăх пĕлет мĕн. Толст. Вăл иккĕре анчах пулнă, утма та тин анчах вĕреннĕ мĕн. Утăм. Тăлăха питрех те мĕн асап çынлăха кĕмешкĕн çĕр çинче. Якейк. Çораличчен çоралманни лайăх мĕн. Урмай. Чипер мĕн те, аки мар, хӳри пур та, шăши мар. (Çарăк). N. Иçăм çырли пахчинче çырла пиçсе ларнă мĕн. N. Юман çинчен пĕр çăхан çапла калать мĕн кăна. N. Пирĕн пуçран нуша иртиччен выртаяс мĕн аннен кăкăринче. НАК. Çавна курсассăн, эпĕ леш йытă чăнахах усал пулнă мĕн-ĕç, терем. Увидев это, я подумал, видно, эта собака была на самом деле нечистый дух. N. Шăналăкра сакăр хĕр, саккăрĕш те сарă мĕн, эпĕ илесси хура мĕн. Орау. Паян пасарта хăма йӳн пулнă, тит. Ăна пĕлнĕ пулсан, пасара каяс мĕн паян. Сборн. по мед. Эх, пулать мĕн çын та: хĕп-хĕрлĕ, нар пек, çапçутă сăн-сăпатлă, вырăс пек. Ну и бывают же люди, румяный как „яблоко“, белый как русский. М. Васильев. Лашисене хайхисем çаран çине яраç те, канма выртаç мĕн хăйсем. Н. Лебеж. † Ешĕл хырă çинче чăпар кукă (кукушка) ян ярать-çке мĕн аслă вăрмана, янра юлат мĕн аслă вăрманĕ. Б. Хирлепы. † Атте ывăль пуличчен шăмат кĕпçи пулас мĕн, пĕр хĕр татса çитăр мĕн. Кан. Ку вăрсене (семена) пирĕн те туянмаллаччĕ мĕн. Лашм. † Тăшмансем килессе пĕлнĕ пулсан, хываяс мĕн (кĕпер) çатăркаран, пусмассерен путса антăр мĕн. N. Йăваланса тăрсассăн, ну чавать мĕн тымарне. Изамб. Т. Упаç: масар çине шыв сапас, тет мĕн. || Употребл. для выражения обобщения. См. Оп. иссл. чув. синт. I. Истор. Арçынни-хĕрарăмĕ мĕнĕпех юланутпа çӳреме лайăх вĕреннĕ. N. Ăшăк сухаланă çĕрте вăйлă çăмăр çусассăнах, шăтса тухман тырра çерем мĕннипех юхтарса каять. Латыш. Навусне ачи мĕннипех шăпăр шăтăкне тăкать Никит. Арчă мĕнсене эпĕ сотса ятăм. N. Эй атту мĕнĕ, ахалех тăхăнтăм, çăпата сырас мен. Байгеева. Вăл пасара кайсан мана валли кулачă мĕн яланах илсе килетчĕ. Чăв. й. пур. 9°. Пухура мĕн те çынсем тепле вăрçа пуçласан та, тӳпелеше пуç ласан та, вăл Микка, унта пулсан, çапах чарнă. Регули 162. Çав кĕпе ĕçлени мĕнĕпе (мĕнпеле) виç сом тăрать. НИП. Хурăнташсем мĕнсем. Альш. Çисен мĕн тусан хĕрсем çурçĕр вăхăтнелле килĕсене таврăнаççĕ. Ib. Тепĕр кун пек, мĕн пек иртсен, каллех хулана тырă тиеççĕ. Шурăм-п. Килях малалла ирт, тесси мĕнни пулмарĕ. N. Вĕт çăмар мар, мĕн те мар, хура халăх куççулĕ. Ала 86°. Тепĕрне (сосну) тăпăлтарса кăларчĕ, тет те, тепĕр çур хули мĕнĕпе ывăтса ячĕ, тет. Чăв. й. пур. 16. Çав Пайтукан хăй патне пупсем мĕнсем пырсан, е пĕр-пĕр вырăс мĕн пырсан, хăй туха-туха тарса арăмне: епле те пулин калаçкаласа ăсат, тесе, хуша-хуша хăварнă. N. Эй анне, епле каяс вутă касма: манăн лаша та çук, мĕн те çук. Юрк. Çапла пайтахчен ĕçсен, хăй татах ӳсĕр те пулат, мĕн те пулат (и пьяным бывает и пр.). Ib. Пуян çын хĕрне илес тесен, авă çавăнне илĕпĕр; епле хĕрне курнă мĕн пур-и? Ib. † Пӳртĕмĕрсем шурă, саккăмăрсем сарă, эпир тухса кайсан пушă юлĕ, пушă та юлĕ, мĕн те пулĕ, кĕре-кĕрсем тулли чш (= шăп) пулĕ. Ib. Каласа пăхасси мĕнĕ, эсир тăрăшăр. Что, что вы поговорите — вы постарайтесь (т. е. не ограничивайтесь одними разговорами с кем-то, а действительно постарайтесь). Ib. Мĕнпе тӳрлетесси мĕн, эрехпех тӳрлететĕп, тет. Сам. 60. Пĕтрĕм эп те... пурнăç путрĕ, уяхран мĕн ӳк те вил!.. Орау. Лаша пăхма мĕн кайсан, йĕвенне ан çухат; тен кунта хăваратни. Ib. Вăл пĕр вăтăр пиллĕке мĕнелле çитнĕ пулĕ ĕнтĕ. Байгеево. Вăл пасара кайсан мана валли кулачă мĕн яланах илсе килетчĕ. Никит. Чăнахах ĕнтĕ морĕ (мор) килес мĕн пулсан нăмайĕшĕн выльăхсене вĕлерсе тухса кать-çке (= каять-çке). Ib. Сборн. по мед. Ялта урама пӳрт çумне мĕне, урам варрине юпа çумне мĕне. Сред. Юм. Канлĕ вăхăт таврашнелле мĕнелле килсе çапăн эс кôнталла (наведайся). Сам. 30. Этем çке мĕн эп те! терĕ вăл хăйне. N. Мĕн тăвасси мĕнĕ (что делать-то мне), акă? вĕрен явса çак пĕтĕм кӳле çакса вĕретес тесе калатăп. N. Вăл хăйăр тĕмисем çинче курăк мĕн нимĕн те ӳсмест пулĕ çав, терĕм эпĕ. Мĕн курăк ӳсессине калатăн (т. е. какой тут расти траве, ничего не растет).

йăт-çырли

«назв. травы красного цвета; по очертаниям похожа на семя свербиги, рябоватая». Ст. Чек. Йăт-çырли, 1) то же, что йăт çĕмĕртĕ; 2) какое-то травянистое растение.

вĕремсĕр

без времени, не во время. N. Онта çулла хорлăхан çырли питĕ нумай полать. Çавна вĕремсĕр (до поспевания) татса çисан, алли ним те тытими (= тытайми) полать.

йăш

(jы̆ш), размякнуть (напр. о снеге, камне и пр.), смягчиться. В. Олг. Йор йăшша („ă“ произн. как беглое у) карĕ, çол потат. Сред. Юм. Йор йăшнă. Çор-конне, ирле пуçласан, йор йăшать те, çынна та чăтаймас, ора таçтах анса каять. Орау. Юр йăшнă пĕтĕмпех, çула тухмалли çук ĕнтĕ. Ст. Чек. Тир йăшат çăмĕ тухакан пулат. Виле выльăхăн тирĕнчен тытсан, çăмĕ тухат. Ib. Йăшнă — переходная ступень к таянию и гниению. Ib. Кĕрĕк çăмĕ йăшнă. Шерсть на полушубке лезет (перепрела или сгнила). Ib. Тир, чăркаса хурсан, йăшат, юрăхсăр пулат. КС. Хăмла-çырли (малина) йăлт йăшша кайнă (как дотронешься до ягоды, так она и отпадает — переспела). Чăв.-к. † Чупрăм антăм çырмана, шăмă кĕпçе пулмарĕ, йăшнă кĕпçе пулайрĕ. Çутталла. 112. Пĕвесем çинче пăр йăшса хуралса каять. || Устать, изнуриться. Орау. Кĕсри Упнер тăвайккинче (хăпарнă чухне) йăшрĕ пĕтĕмпех (выбилась из сил). Ст. Чек. Йăшнă = пушаннă, вăйсăрланнă. Шалча. Йăшнă, усталый изнуренный. Сред. Юм. Çын, ырсан: ха, чисти йăшнă вит, пĕр пăт та çĕклейми пôлнă, теççĕ. || Заболеть. N. Стариксем патне кайса килмелли пур та, Саня тем кăшт йăшрĕ-ха! Скотолеч. 25. Выльăх хытă чирлессе кĕтме юрамаст, пăртак йăшсанах, киле хăварас пулать. Н. Уз. Йăшша тăрап. Я нездоров, прихварываю. Орау. Ача пĕтĕмпех йăшрĕ: те вилсе каять, темĕскер ĕнтĕ. Хурамал. Манăн ача темле йăшша тăрать-ха, теççĕ арăмсем, ачи чирлесен. || Размякнуть (о пьяном). Сред. Юм. Пĕр-ик чекке эрехпех чисти йăшнă, пăртак-çиç йăванса каймас. Я. Турх. Йăшнă, размяк (пьяный). || Потерять силу. Стюх. Йăшнă, потерял свою крепость, силу. Ст. Чек. Пăсарлăх йăшнă (пăсарлăх пушаннă, вăйсăрланнă). От временного, расслабления заднего прохода не может громко рederе. Моросить (о дожде). Ст. Чек. Вĕт çумăр йăшат (моросит). Ib. Çумăр йăшша çăват. Идет частый дождь.

йĕсĕм

(jэ̆зэ̆м) или йĕсĕм çырли, изюм. Изамб. Т.

йĕçĕм-çырли

то же, что __иçĕм-çырли, изюм. Альш. N. Этем е пурăнан-пурăнăçра пуринчен кирли: шыв, вут, тимĕр, пыл, сĕт, йĕçĕм-çырли шывĕ, çу.

вилнĕ-çын-çырли

то же, что шăлан(шиповник). Шурăм-п. № 28. Вилнĕ-çын-çырли (шăлан) ан çийĕр — вилетĕр.

винакрат

(винаграт), виноград. Кĕшем. Атте-анне çинче ӳсне чух винакрат çисе те ӳсрĕмĕр. Шибач. Винакрат, винаград. Пшкрт. виноҕрат. Альш. † Винакăрат (винакрат) çырли çиçе те ӳсрĕр-е?

вăрлăх

(вŏрлŏх, вы̆рлы̆х), семя, семена. Изамб. Т. Хашĕ тата хĕвел питĕнче вăрлăх шӳтерет готовит семена). Ст. Чек. Вăрлăх кăларнă кун çынна укçасăр сутмаççĕ. Шурăм-п. № 6. Паян вăл арăмĕпе вăрлăх çапать. Сегодня он с женой молотит на семена (рожь). Бгтр. Çăкăр кăвакарсан, вăрлăх сахал кĕрсен (при сеянии), ыраш пулать, теççĕ. А. П. Прокоп. † Çеçен те хирĕн хирлĕхĕ, ут кăшкарĕ пулĕ вăрлăхĕ. У дикого поля только и ставы, что семена конёвника (которые его обсеменяют). Юрк. Тытăват кĕлте кӳме, вăрлăх çаптарма. N. Вăрлăха та аран çиткелерĕ. Чуть хватило на семена. Сред. Юм. Вăрлăх паранк, мелкая картошка, которую собирают для посадки. Изамб. Т. Вăрлăх пăтавкки (лукошко для сева). || Зерна. Пазух. Хура хуратулăн, ай, вăрлăхĕ — ялан хур кăвакал, ай, ырлăхĕ. || Племя, происхождение. Орау. Урăх вăрлăх çав вăл тутар, çампа урăх тĕслĕ вăсам. || Родня. ЙӨН. Хурăн-ту çинче хурн-çырли; татас çияс тенĕ чухне хурăнташ-вăрлăхран уйăрлтăмăр. В. Олг. † Хорăн-ту çинче хорăн çырли; татрăмăр та çирĕмĕр, хорăнташ-вăрлăхран офльтăмăр. Чураль-к. Аçа-çури пусрĕ, ама-çури çирĕ, хурăнташăм-вăрлăхăм пăхрĕ, хумăш кутне хучĕ, шур тутăрпа чăркаса. || Порода. Скотина на-племя. Ч. С. Хăçан та хăçан урăх вăрлăх туянăр, çавăн чух тин сирĕн сурăх ĕрчĕ. || Sреrmа, sеmеn. N. Хĕр-арăмăн ача кĕлти пур, арçыннăн вăрлăх пур, теççĕ.

вăрман-кайăк-çырли

назв. каких-то ягод. Юрк. † Атя каяр, тăван, вăрмана, вăрман-кайăк-çырли пуçтарма.

еçем

(эз’эм), изюм. Встречается только в сложении: еçем-çырли (с̚ырλиы), изюм. Сред. Юм. См. иçĕм.

ырă

(ыры̆), добрый, хороший, превосходный, отличный; здоровый; милый. Почтенный. Святой. Ист. 65. Çын, ырра курсан, ырă чап сарать, усала курсан, усал чап сарать. Псалт. ЗЗ9. Астивсе пăхăр, Турă ыррине курăр. Тороп-к. Пăть-пăлтĕк потене, ыр çарана йоратать. Альш. Ырă ут çине ларакан ырман, тет; çĕнĕ кĕрĕк тăхăнан шăнман, тет. Пазух. Ыр ут утланакан та, ай, ырман, тет; ыр тумтир тăхăнакан та, ай, шăнман, тет. Юрк. † Ырă ут çине ларакан ырман. Юрк. Ытла ырă пулĕччĕ, ун вырăнне Магницкие кӳртсе лартсан. Янг. К. Мана сĕт ырă мар, мне молоко не идет (сказал человек, которого прошиб понос). Сĕт-к. Ыр ят (добрую славу) сарса çӳрет. † Йĕри-тавра йыснисем! Хаяр сонсах ан ярăр, ыр кон-çолне халалăр. (= халаллăр). N. Сан ырă (почтенное) çыруна иккĕ [илтĕм]. Юрк. Ку тĕрлĕ аслă пăраçникре те çынна ырă сăмах кала пĕлмеççĕ. Юрк. Епле хăйсем пуйни çинчен тĕрлĕ ырă хыпарсем сарма тăрăшаççĕ. N. Турă ăна (ей) вилсессĕн те, ырă вырăн патăр, çутă çĕре кӳртсе вырнаçтартăр, тет. † Ырă шĕшкĕ пек тантăшсем пурччĕ, ырă хулă пек ямăксем пурччĕ, — тăрса юлчĕç, ай, курăнать! Полт. 56. Ырă сехет çывхарать. Полт. 50. Ачашлакан ыр куçа астумасăр вăл ларать. † Çак хăта-тăхлачă ыр пулсассăн, пире килме-кайма пит лайăх. Эльборус. Хăш енчен шăршласа пăхан, çав енчен тĕрлĕ ырă шăрш килет. † Ах, хĕрес аннеçĕм, аттеçĕм, хаяр сонсах ан ярăр, ыр халапне парса ярăр! (т.-е. пожелайте добра, благословите). N. Святой апостол Павел çирнă ырă кĕнеке çинче. N. Арăмĕ каланă: веç санăн ырă апу ылтăн тарилккене çапса çĕмĕрчĕ и çитерекен лашана чиксе вĕлерчĕ, тенĕ. Собр. З82°. Ялтан яла шыраса ялăн ыри (лучшие из деревень) кунта-мĕн; хĕртен хĕре шыраса хĕрĕн ыри (надо: ырри?) кунта-мĕн. Ала, 7. Ну, ăвăлăм, эсĕ манăн сăмаха итлесессĕн, ырă тăнлă çын пулăн. Чăвйп. Эпĕ ырра хирĕç ырă, усала хирĕç усал, тенĕ. Сказк. и пред. 18. Сывлăш ырă ыйхинчен вăранма та пуçларĕ. N. Ырă сывлăш, кисе, туртса кăларинччĕ, тесе калать, тет. N. Ырри çухатнă, усалли кӳнĕ теççĕ. (Послов.). Чхйп. Кĕтӳç хăй кĕтӳне вăй çитнĕ таран ырă пăхсан, кĕтӳри выльăхсам та ырă, аван, мăнтăр юлаççĕ. Никит. † Курăк ыри — çырла çеçки (лучшая из трав — ягодный куст), çырли ларать хĕп-хĕрлĕ. Ст. Ганьк. Ырă сехет тĕлне ту. Fac, ut faustam jffendamus hôram, h. e., ut ôppôrtunum tempus nanciscamur. Якей. Хĕрĕн ырри конта-мĕн. Оказывается, лучшие девицы — здесь. Юрк. † Усал çумне выртаччен ырă (так напис.) ури вĕçне вырт. † Ĕçкĕ ĕçме лайăх ырă куç. Ватта ырра хур. Старого уважай. Бюрг. Кун кунлама патăр, çĕр çĕрлеме патăр; каçхине каçах пултăр, ирхине ырах пултăр. (Из обр. «тĕтĕрни»; Сала 345°). Сред. Юм. Кĕçĕллĕ çынна мунчара çапăннă чôхне ыррăн туянать (бывает приятно). N. Эпĕ халĕ турă пулăшнипе ырă-сывă пурăнатăп. (Из письма). † Усал çумне выртиччен ыррăн ури вĕçне вырт. Чем ложиться рядом с злым, лучше лечь в ногах у доброго. Альш. Атте-анне килĕнче мĕскер пур? — Ырă улпутран ырă тетем пур, ырă (почтенная) пикерен ырă инкем пур. Ырă вут ами, почтенная мать огня. См. Ашапатман. Т., VI, 22. Б. Бур. † Пули-пулми çынпала çула ан тух, ырă (почтенный) улпут пек пуçна çухатма. Сикт. Пӳртре пурте: ырă чӳккелĕ хапăл илтĕр; чӳк çырлах! тесе, пурте, ӳксе, пуççапаççĕ. IЬ. Ун хыççăн пурте: ырă чӳк-кĕлĕ пӳлĕхçĕ, хапăл ил! тесе, ӳксе, пуççапаççĕ. IЬ. Ырă чӳк-кĕлĕ хапăл ил, тытнă-тунине çырлах, тет те, вара ачасене çиме хушать. Магн. 1. Ырă киремет. IЬ. Туйеккинче хурăн çырли; татрăмăр та çирăмăр, ырă хурăнташшенчен уйăрăлтăмăр. (Из солд. песни). † Ырă Мускав пек ялăм пур, ялăм çинчен куç каймаçть. Л. Кошки. Пĕлни пур, пĕлменни пур: ырă чӳк-кĕлĕ, хуш курса, хапăл ил! (Из моленья). СПВВ. Ырă пӳлĕх. Альш. Ах, тантăшçăм Люпун! — çын-çын урлă курăнать! çын-çын урлă курăнсан та, ырă пикенĕн курăнан. Альш.? ЬIрă кĕллĕм вырăнаçтăр. Да будет принята моя чистая молитва. Ой-к. † Çыр хĕринче çĕр çырли; татрăмăр та çирăмăр, ыр çĕр-шывран уйăрлтăмăр (расстались с святою родиною). || Ырă скорее указывает на нравственные свойства или на высокие качества, лежащие в самой природе предмета; аван и лайăх этого оттенка не имеют. Срв. «ырă кăмăлăм», но: «лайăх чĕлхе-çăварăм». || Добро. Макка, 10°. Вăрçă хушшине ырă кĕмес. (Послов.). Ырра курсан, ырă пулать; усала курсан, усал пулать, теççĕ. (Послов.). Ырă тунине манакан çын — неблагодарный. Усал-тĕсел тулалла, ырри шалалла. Так произносят, когда поят больного наговоренною водою, совершая «ăш ыратсан, вĕрекен кĕле». N. Пирĕн тутарсемпе, тухса, çапăçнинчен ырри пулас çук ĕнтĕ. 1. Самое лучшее для нас, это — вступить в битву с татарами. 2. От нашей битвы с татарами положительно не будет добра. Ч. С. Çын, ырра курсан, ырă пулать, усала курсан, усал пулать, теççĕ ваттисем. Чăвйп. Кĕркка! атя кунтан тарар, кăсем ырă калаçмаççĕ (они говорят недобрые вещи; здесь — сговариваются убить). || Хорошо, по-хорошему. М. Тув. Ати-апай пур çинче ыр ĕçес те ыр çиес. Тогач. Тавай, ати, эреке, ыр ĕçес те ыр çияс. Полт. 49. Ват çын çине юратса ачашласа ыр пăхать (она). Юрк. Ĕнтĕ ырăран ырă калама тытăнать-çке. || Хорошо, что. Ч. С. Анне, ырă, аттене каласа кăтартмарĕ. || Добрый дух, доброе начало в природе, Собр. 137°. Çак тырсене акма вăрлăх кăларнă чух, ырра хирĕç ту усалла тӳртĕн ту. (Из моленья). IЬ. 137. Уя тухăпăр татах ырра хирĕç, усалла тӳртĕн ту. (Из моленья). || Ырă ют, туру ют, песенная вставка, возникшая из «Ыр(ă), эй, ут, тур(ă), эй, ут»? Ч. К. † Çич хӳрелĕ хĕр куртăм, — ырă ют, туру ют! — пилĕк çыххи пилĕк сум! Анат-касси хĕрĕсем ултă хĕрĕ пĕр укçа. || Ырă пурăнăçлă, благочестивый. См. 2. ырă.

илĕрт

(ил'э̆рт, ил'э̆рт'), манить, заманить, прельстить (чем). Образцы. Илĕртрĕмĕр хĕрсене хĕрлĕ куçлă çĕрĕне. Образцы. Кинçĕм-чунçăм, Анна кин, сăхлантарчĕ тĕсĕне, ăмсантарчĕ пĕвĕне, йăпатайрĕ чĕлхипе, илĕртейрĕ куçĕпе. Ч. П. Каймăттăмăр вăрмана — хăмла çырли илĕртет; тухмăттăмăр выляма — хамăр савни илĕртет. Хурамал. Тухмăттăмчĕ çак вайя — чун илĕртен тантăш пур. Сред. Юм. Пĕрчик ачасĕне: япала парап, тесе, илĕртсе кирак-мĕн тутараççĕ. Чăв. юм. 1924, 24. Сана вăрманта арçури аташтарнă пуль. Сана пăрахасси лекнĕ. (К этому, в сноске, сказано: «Пăрахасси тени çăкăрпа арçурине чирлĕ çын патĕнчен илĕртсе кăларса яни. Çăкăр турамне вара арçури çыпçнă çĕре кайса пăрахаççĕ). † Тухмăттăм тухасса çак вăййа — чун илĕртен сарă ача пур. С. Тим. † Хĕреслĕ тенкĕ, кив тенкĕ, çакăр тухья çанкине (= çамкине) — ваттисене вăрçтарма, çамрăксене илĕртме. Орау. Пăртак илĕрт-ха ачана, кăваса çăрса пĕтерем. Помани или займи ребенка, я кончу месить. Орау. Ачана илĕртнĕ пек илĕртет, те: пĕлмест, тит... К. С. Çын илĕртнĕ хыççăн çӳрет. Поддается на приманку, на улещания. Лашман. † Чунçăм айван, пуççăм çамрăк — çын илĕртнĕ хыççăн пит каят. || Сбивать с толку, «смущать», подущать, науськивать. Юрк. Арăмĕ, ăнман япала, илĕрте пуçлать. Сред. Юм. Илĕртсе, çынна хĕнеттерет. || Прельщать, обманывать, обольщать. Уговаривать. Микушк. Ай-хай, ача. Ваня, Хветорана илĕртет! (Ваня Федору обманывает). Кожар. Вăсем илĕртсе ыйтасшăн пулнă, сăра ĕçме çилом илсе пычĕç. Алекс. Невск. Куланая майĕпе илĕртсе-туса илмен, ялан çапса хĕнесе илнĕ (сборщики). || Ябедничать. Рекеев, ТайбаТ. Илĕртсе кăтартаççĕ. Клевещут, ябедничают. Букв. I, 1904 г. Çĕнĕ кин пят хаяр, усал кăмăллă çын пулнă. Вăл асаттене анне çинчен йĕре-йĕре илĕртетчĕ, тет. М. Яльчики Т. Илĕртсе панă. Наябедничал. Л. Кошки, М. Ăнтавăш. Илĕртсе кăтартнă (то же значенне). || СТИК. Пырат çав ахалтен (ахальтен), çăккăр илĕртсе антарма! («говорят про воблу и прочие закуски к хлебу», благодаря которым и хлеб кажется вкуснее).

ирĕклĕ

волышЙ. П. Макк. Х. Хăйсем те ирĕклĕ çын пулччăр. Хып. 1906, 14. Ытлашши хăварсан, тымарăн вăй парса тăма халĕ çитмест; вара çырли те ирĕклĕ пулаймасть.

иçем

(изэм с ,э!), откуда: иçем çырли, изюм. М, Ăнтавăш.

иçум

изюм. Ч. П. Иçум çырли епле пиçет-ши?

иçĕм

(из’э̆м), изюм. М. Яльчики Т., Альш. Иçĕм, иçĕм çырли. Лев. ХIХ, 10. Иçĕм çырли пахчинчен (из виноградника) çырлине пĕтĕмпех пуçтарса ан ил. Iов. ХV. Иçĕм-çырли сапакинчен пиçмен çырлисем тăкăннă пек тăкĕ вăл хăй çырлине. Цив. † Тăп-тăваткăл пахчара иçĕм çырли пиçет-çке. В Городище Б., иçĕм — изюм, но иçĕм çырли — виноград (сообщ. Угандеев); в друг. говорах винограда не знают, и обоими выражениями обозначают изюм.

отă

утă (оды, уды), остров. Щ. С. Утă, остров. Сред. Юм. Тинĕс уттинче, на морском острове. Жит. св. Апрель. Пиртен чилай аякра, çур-çĕр енче, Архангельск кĕпĕрнинче, Шурă тинĕсĕн пушă утти çинче. Сред. Юм. Лашасĕие кĕр-кôнне йăлăма утта ятăмăр та, киле илсе тавăрăннă чôх тытса чармалла мар: самăрăлса капнă та, пĕрех-май тăрăх чĕвен сикеççĕ. || Роща среди поля. Пшкрт. Мы̆н оды̆ра мы̆н шэ̆шкэ̆, мыри ларат шоп-шоры̆. IЬ. Оj вариынџä шэ̆шк оττиы. Среди поля ореховая роща. Дик. леб. 34. Уттипе ларакан çав чăтлăх ăшне нихăçан та, хĕвел çути ӳкмен. Шибач. Ота (или вĕтлех) — кусты. Вомбу-к. Отă (вĕт вăрман). || Луговина; лощина, местность. М. Н. Петров. Ч. С Пирĕн ялăн, сĕрен пулсан, çавă Була (чит. Пăла) уттинче ут яратчĕçĕ, тет. || Отă (ады̆), назв. поля, на север от с. Иккова, Чебокс. у. || Именево. Утти (т. е. утă+афф. 3-го л.) — утă çулмашкăн тасатнă çĕр. Встречается в сложекии: Ваççа утти', назв. чищобы. || В след. текст утти попало по ошибке. Ходар. Атăл урлă, тинĕс урлă шур сухал старик утти килнĕ, тет, çак Çумкка çинчен куç ӳкнисене кăларма. Тфу! (Заклинание от сглаза во время оспы — шатра). || Участочек, островок. ЙОН. Уттăн-уттăн (островками) хăла-çырли; пĕр çырлине анчах çырăм, çуратнă çĕр-шуран уйăрлтăм. Янш.-Норв. † Утăн-утăн ут-кăшкар утăн ури айĕнче. Сорч-Вар. Отăн, отăп çĕр çырли, пĕр çырлине татрăм-хыпрăм, çĕр-шуран уйăрăлтăм. КС. Хăш çерем çинче утти-уттипе (как бы островками) карта кăмпи пит нумай юлать. IЬ. Хăш вăрманта утти-уттине пушăтлăх кантăр пек ларать. В ином лесу молодая липовая поросль, годная на лыки, растет густо, как конопель, (целыми) островками. IЬ. Çаран çинче уттăн-уттăн (местами) пĕтĕмпех лаша-кăшкарĕ (конёвий щавель). || Долина(?). Рекеев. «Важно бы выяснить слово ут или утă — долина. От этого слова происходят чувашские «Атăл утти, типĕс утти». Интересно то, почему речную долину чуваши назвали ут или утă. Не потому-ли, что в старину чуваши расселялись по долинам рек и по ним же ходили (утнă) искать удобные места для селения? А может быть, Атăл утти значит весеннее шествие (течение) реки Волги, также и место весеннего течения других рек, или место разлива реки?»

уххăм

неизв. мне слово. Макс. Чăв. К. I, 56. Çерем ути, çĕр çырли — тухрăм çиес те килнĕрен: уххăм чипер, хура куç тухрăм курас та килнĕрен. Юрк. † Уххăмах та тенĕ чух, уххăм шăрçи ӳксе çухалминчĕ. Эпир ырă курас тенĕ чух, саманисем йывăр килминчĕ.

Русско-чувашский словарь

боярышник

сущ.муж.
катăркас (йĕпленчĕк туратлă йывăç); ягоды боярышника катăркас çырли

брусника

сущ.жен.
кĕтмел (шурлăх çырли); собирать бруснику кĕтмел пуçтар

варенье

сущ.сред.; множ. варенья (-ний)
варени; малиновое варенье хăмла çырли варенийĕ; пить чай с вареньем варенипе чей ĕç

виноград

сущ.муж.
иçĕм çырли, иçĕм; гроздь винограда иçĕм çырли çупкăмĕ; выращивать виноград иçĕм ӳстер

виноградный

прил.
иçĕм -ĕ, иçĕм çырли -ĕ; виноградный сок иçĕм çырли сĕткенĕ; виноградная плантация иçĕм пахчи

вишня

сущ.жен.
чие; ягоды вишни чие çырли; вишня цветёт чие чечек çурнă

гроздь

сущ.жен., множ. грозди и гроздья (-ьев)
çупкăм, сапака; гроздья рябины пилеш сапакисем; гроздь винограда иçĕм çырли çупкăмĕ

джем

сущ.муж.
джем (çăра варени); клубничный джем çĕр çырли джемĕ

ежевика

сущ.жен.
хура хăмла çырли, кушак тяппи

земляника

сущ.жен.
хурăн çырли; лесная земляника вăрман хурăн çырлийĕ

земляничный

прил.
хурăн çырли -ĕ; земляничное варенье хурăн çырли варенийĕ

калина

сущ.жен.
палан; ягоды калины палан çырли

кисть

2. сущ.жен.
1. (син. гроздь) сапака, çупкăм; кисть винограда иçĕм çырли çупкăмĕ
2. милке, кистĕк (ӳкермелли, сăрламалли хатĕр)
2. ярапа, шерепе; шаль с кистями ярапаллă тутăр

клубника

сущ.жен.
çĕр çырли; садовая клубника пахча çĕр çырлийĕ; компот из клубники çĕр çырли компочĕ

клубничный

прил.
çĕр çырли -ĕ; клубничное варенье çĕр çырли варенийĕ

клюква

сущ.жен.
шур çырли; идти по клюкву шур çырли пуçтарма кай

малина

сущ.жен.
хăмла çырли; лесная малина вăрман хăмла çырли; собирать малину хăмла çырли пуçтар

малиновый

прил.
1. хăмла çырли -ĕ; малиновое варенье хăмла çырли варенийĕ
2. шупка хĕрлĕ; малиновое платье шупка хĕрлĕ кĕпе

поляна

сущ.жен.
уçланкă; лесная поляна вăрман уçланки; дети собирают землянику на поляне ачасем уçланкăра хурăн çырли пуçтараççĕ

рябина

сущ.жен.
пилеш; черноплодная рябина хура пилеш; ягоды рябины пилеш çырли

собрать

глаг. сов.
1. кого пух, пуçтар, пĕрлештер; собрать сельчан на помочь ял çыннисене нимене пух
2. что пуçтар, каплантар, туян; собрать коллекцию монет вак укçа коллекцийĕ пуçтар
3. что пухса кĕрт, тат, кăлар; собрать вишню чие çырли тат
4. что (син. приготовить) хатĕрле; собрать вещи в дорогу çула тухма кирлине хатĕрле; собрать поесть апат хатĕрле
5. что (ант. разобрать) пух, пуçтар, пухса хатĕрле; разобрать и собрать ружьё пăшала сӳтсе пуçтар

созреть

глаг. сов.
пиç, пиçсе çит; вишня созрела чие çырли пиçсе çитнĕ

спелый

прил. (син. зрелый)
пиçнĕ, пулнă; пиçсе çитнĕ; спелая малина пиçсе çитнĕ хăмла çырли

шиповник

сущ.муж.
шăлан; ягоды шиповника шăлан çырли

ягода

сущ.жен.
çырла; гроздь ягод çырла çупкăмĕ; ягоды рябины пилеш çырли; пойти в лес по ягоды вăрмана çырла татма кай

Русско-чувашский словарь (1972)

виктория

виктори (садра ӳстерекен шултра хурăн çырли).

виноград

виноград, иçĕм çырли.

вишнёвый

вишнёвая настойка чие çырли эрехӗ; вишнёвое варенье чие çырлинчен пĕçернĕ варени.

вишня

чие, чие çырли, чей çырли; чей çырли йывăçĕ.

черешня

черешня (чие евĕрлĕ йывăç; унăн çырли).

тёрн

терновник çырли.

барбарис

барбарис (хĕрлĕ йӳçĕ çырлаллă йывăç; унăн çырли).

брусника

кĕтмел, кĕтмел çырли тĕми.

бузина

упа паланĕ, улпут çырли.

Русско-чувашский словарь (1971)

варенье

с. варени; малиновое варенье хăмла çырли варенийĕ.

винный

прил. эрех ⸗ĕ [⸗и]; винный запах эрех шăрши; винный камень иçĕм çырли эрехĕн чулĕ; винная кислота эрех кислоти; винная ягода типĕтнĕ фига çырли, инжир.

виноград

м. 1. (растение) виноград, иçĕм йывăççи; 2. собир. (ягоды) виноград, иçĕм çырли.

виноградный

прил. виноград ⸗ĕ [⸗и]; иçĕм çырли ⸗ĕ [⸗и]; виноградная гроздь иçĕм çырли çупкăмĕ; виноградное вино иçĕм çырли эрехĕ.

вишня

ж. 1. (дерево) чие йывăççи; 2. (ягода) чие çырли.

волчий

прил. 1. кашкăр ⸗ĕ [⸗и]; кашкăр тир ⸗ĕ [⸗и]; волчья стая кашкăр кĕтĕвĕ; волчий след кашкăр йĕрĕ; 2. перен. кашкăрла, кашкăр пек, кашкăрăнни пек; волчий аппетит хырăм хытă выçни; волчий билет (или паспорт) кашкăр билечĕ (шанчăксăр пулнине кăтартса панă хут); волчьи ягоды кашкăр çырли.

глюкоза

ж. глюкоза (иçĕм çырли сахăрĕ).

гроздь

ж. çупкăм, сапака; гроздь винограда иçĕм çырли çупкăмĕ; гроздь рябины пилеш сапаки.

ежевика

ж. хура хăмла çырли.

ежевичный

прил. хура хăмла çырли ⸗ĕ [⸗и]; ежевичный куст хура хăмла çырли тĕмĕ; ежевичное варенье хура хăмла çырли варенийĕ.

жимолость

ж. кашкăр çырли, хăвăш.

земляника

ж. хурăн çырли.

земляничный

прил. хурăн çырли ⸗ĕ [⸗и]; земляничное варенье хурăн çырли варенийĕ.

изюмина

ж. иçĕм çырли, иçĕм çырли пĕрчи.

изюминка

ж. 1. иçĕм çырли пĕрчи; 2. перен. техĕм, паха ен.

инжир

ж. инжир (йывăçепе çырли).

как-то

нареч. 1. (каким-то образом) темле, темле майпа, темшĕн, темĕскерле; он говорит как-то непонятно вăл темле ăнланмалла мар калаçать; 2. (однажды) пĕрре, пĕррехинче, тахçан; я как-то видел его эпĕ тахçан курнăччĕ ăна; 3. (неопределённость предположения об образе и способе действия) мĕнле, мĕнле-ши?; как-то они там поживают? мĕнле пурăнкалаççĕ-ши вĕсем унта?; 4. (а именно, например) калăпăр, сăмахран, çакăн йышши, ак çаксем.., пайăрласа каласан; мы купили различные ягоды, как-то: землянику, малину, смородину, крыжовник эпир тĕрлĕрен çырласем илтĕмĕр: çĕр çырли, хăмла çырли, хура çырла, йĕплĕ çырла.

калина

ж. палан (йывăçĕ, çырли).

кизил

м. кизил (кăнтăрта ӳсекен пĕчĕк йывăç, унăн çырли).

кишмиш

м. кишмиш (вăрăсăр иçĕм сорчĕ, унăн типĕтнĕ çырли).

клубника

ж. çĕр çырли (курăкĕ, çырли).

клубничный

прил. çĕр çырли ⸗ĕ [⸗и]; клубничное варенье çĕр çырли варенийĕ.

клюква

ж. шур çырли, клюква.

косточка

ж. 1. уменьш. от кость пĕчĕк шăмă; 2. (у плодов) варă, вăрă; вишнёвые косточки чие (çырли) вăррисем; 3. (пластинка) кăшăл (кĕпен, корсетăн); ◇ перемывать косточки кому-л. çисе калаç, элек сар; по косточкам разобрать кого-что-л. калаç (кам çинчен те пулин), шĕкĕлче.

крыжовник

м. йĕплĕ хурлăхан, крыжовник (тĕмĕ тата çырли).

малина

ж. хăмла çырли (тĕмĕ тата çимĕçĕ).

малинник

м. хăмла çырли пахчи.

малиновый

прил. 1. хăмла çырли ⸗ĕ [⸗и]; малиновое варенье хăмла çырли варенийĕ; 2. (о цвете) хăмла çырли тĕслĕ, çутă хĕрлĕ; малиновый звон илемлĕ янратса чан çапни.

маслина

ж. маслина, çу çырли (йывăçĕ тата çимĕçĕ).

морошка

ж. шур çырли.

паслён

м. бот. курак çырли, хура çырла, паслён.

плод

м. 1. çимĕç, çырла, улма-çырла; лесные плоды вăрман çимĕçĕ; неспелый плод пиçмен çимĕç; плоды бересклета кăпчанкă çырли; 2. (человека и животных) хырăм, хăм; 3. (результат) тунипе пулнă япала; это плод моих усилий ку эпĕ тăрăшнипе пулнă япала; ◇ запретный плод çиме хушман япала, тума хушман ĕç.

садовый

прил. 1. (принадлежащий саду) садри, пахчари; садовая дорожка садри утма çул; 2. (служащий для ухода за садом) сад ⸗ĕ [⸗и], пахча ⸗ĕ [⸗и]; садовый нож сад çĕççи; 3. (растущий в саду) сад ⸗ĕ [⸗и], пахча ⸗ĕ [⸗и], садра (е пахчара) ӳсекен; садовая малина сад хăмла çырли; 4. (садоводческий) сад ⸗ĕ [⸗и], пахча ⸗ĕ [⸗и]; садовая опытная станция сад ĕçĕн сăнав станцийĕ; голова садовая тăм пуç.

слива

ж. слива (çырли тата йывăçĕ).

смоква

ж. смоква (смоковница çырли, инжир).

смоковница

ж. смоковница (1. инжир йывăçĕпе; 2. Африкăра ӳсекен йывăç тата унăн çырли).

смородина

ж. хурлăхан (йывăçĕ тата çырли); красная смородина хĕрлĕ хурлăхан; чёрная смородина хура хурлăхан; белая смородина шурă хурлăхан; куст смородины хурлăхан тĕмĕ.

тёрн

м. кӳкен (йĕплĕ тĕм тата унăн çырли).

толокнянка

ж. бот. упа çырли, тинкĕле курăкĕ.

цветочек

м. уменьш. к цветок чечек, çеçке; ◇ это только (или ещё) цветочки, а ягодки впереди погов. ку çеçки кăна-ха, çырли малашне пулĕ.

шиповник

м. шăлан (йывăççи, çырли).

Чувашско-эсперантский словарь

çĕр

[ŝher]
tero, tera; putri
çĕр улми — terpomo
çĕр тĕнĕлĕ — tera akso
çĕр туртăмĕ — teraltiro
çĕр хуппи — terkrusto
çĕр чăмăрĕ — terglobo
хура çĕр — humtero
çĕр сийĕ — tertavolo
çĕр хăвăлĕ — kaverno, subterejo
пулăхлă çĕр — fekunda grundo
акман çĕр — nekulturita tero
çĕр лаптăкĕ — terpeco, terparcelo
çĕр валеç — distribui teron
çĕр тара ил — lui teron
çĕр тара пар — luigi teron
пĕр çĕрте — en unu loko
пур çĕртен те — de ĉie
çĕр çырли — frago
çĕрсе кай — forputri

çырла

[ŝirla']
bero, frukto
çырла пăтти — frotita beraĵo
иçĕм çырли — vinbero
çĕр çырли — frago
хурăн çырли — frago
чие çырли — ĉerizo
хура çырла — mirtelo
хăмла çырли — frambo
шур çырли — oksikoko
çырла пиçнĕ — la beroj estas maturaj
çырла пиçсе çитеймен — la beroj ne ankoraŭ estas maturaj
атя çырлана — ni iru rikolti berojn
çырла тат — rikolti berojn
улма-çырла — fruktoj

Немецко-чувашский словарь Йоханнeса Бeнцинга (Benzing)

Erdbeere

zyrla, hurăn zyrli
çырла, хурăн çырли

Himbeere

hămla zyrli
хăмла çырли

Этимологический словарь чувашского языка (1964)

иçĕм

иçĕм çырли «изюм»; азерб., туркм., тур., уйг. ӳзӳмжузим, казах. жӳзим, ног. озим, башк. йӧзӧм, тат, йӧзем «виноград», «изюм»; кирг. жӳзӳм, узб. узум «виноград»; ср. монг. ӳзэм «виноград»,, «изюм». В русск. яз. проникло из тюрк. яз.

мăк

«мох»; мăк çырли «клюква»; башк., тат., казах. мӳк, уйг., узб., кирг., к. калп., ног. мохмӳк жиләге, башк. мӳк еләге «клюква». Заимствовано из русск. яз.

Чувашско-русский фразеологический словарь

Сĕткене кĕр

Сĕткене кĕр становиться / стать сочным.
Ирхи сывлăм нӳрлĕхĕпе тăртанса, хăмла çырли сĕткене кĕрет. В. Краснов-Асли. Сĕткене кĕрсе çитнĕ çăкасем çемçе тачка хунавĕсене кăнтарса, хăйсен тулли йывăрăшĕпе киленнĕ евĕр, сулмаклăн ларчĕç. Ю. Скворцов.

Тĕл пул

Тĕл пул 1. встречать / встретить кого-что, встречаться / встретиться [повстречаться] с кем-чем; 2. попадаться / попасться; 3. наткнуться на кого-что, натолкнуться на кого-что; попадать / попасть вовремя.
1. Пристань çинчен тухсанах, пĕр паллакан чăваш поэчĕ тĕл пулчĕ. М. Исаев. Ленинпа тĕл пулни Бабушкинăн малашнехи пурнăç çулне татса парать. Чăваш календарĕ. 2. Ку çул çинче кĕперсем çине-çинех тĕл пулаççĕ. В. Ухли. Курăк хушшинче пиçме тытăннă хурăн çырли тĕл пулкалать. Т. Петĕркки. Ăна хирĕç темĕнле ют çынсем тĕл пулаççĕ. Микулай вĕсене асăрхамасть. А. Ĕçхĕл. Урамра ура ярса пусмассеренех Миронкин йывăç урапи çине тĕлĕнсе пăхакан çынсем тĕл пулаççĕ. А. Талвир. 3. Микулай шикленме те, пăрăнма та ĕлкĕреймерĕ. Тепĕр утăм малалла ярса пуссан, вăл икĕ туспа куçа-куçăнах тĕл пулчĕ. А. Ĕçхĕл. Яшка антарнă тĕлех пултăм.

Неологический словарь чувашского языка

виктори

п.с. Пахчара ӳстерекен шултра çĕр çырли. Якушев паян викторипе сутă тăвать. К-н, 1986, 14 /, 5 с. Решетке çумĕнчех темиçе касă виктори ... куçа илĕртет. Ю.Силэм, 1989, 26 с. Июнь çурри тĕлне виктори пиçме тытăнать. ЧЧ, 1998, 6 кл., 65 с. Кунта ӳсекеннисемхăмла çырли, виктори, хура хурлăхан. ХС, 5.03.1999, 5 с. — виктори çырли йăранĕсем (КÇ, 2001, 2 /, 1 с.); — Егоров, 1972, 45 с.; Егоров, 1954, 37 с.; ВЧС, 1951, 62 с.

ирга

п.с. Кăвакрах хĕрлĕ тĕслĕ пылак çырлишĕн тата илемшĕн ӳстерекен çӳллĕ тĕм е унăн сиплĕ çырли. Ирга, сырлан, айва, чие... кама мĕн кирлĕ, суйла кăна. Х-р, 11.09.1996, 4 с. Йĕри-тавра йывăçсемпе тĕмĕсем, тĕрлĕ чие, хурлăхан, ... слива, ирга. ÇХ, 18.09.1998, 5 с. Çак нăрă ... акаци, катăркас, ирга чечекĕсен тусанĕпе тăранать. ХС, 1999, 14 /, 2 с.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

тут

йывăç, çырлисем хăмла çырли майлă, çулçисем хурăн çулçи пек. Пурçăн хурчĕсене çав çулçăсене çитерсе усраççĕ. Ама çурри тут йывăççи* каскине чавтарнă та ун ăшне патша хĕрне хупса ларттарнă. *Тут йывăççин çырлисем хăмла çырли майлă, çулçисем хурăн çулçи пек пулаççĕ [Первая 1909:76].

шурă тăхран пуç

чавка пуçĕ, клевер. Хуртсем акă мĕнрен-мĕнрен пыл пуçтараççĕ: улма йывăççи е ытти пахча çимçи чечеккисенчен, анчах вăл вăхăтра хăйсене йышланма пыл нумай кирлĕ, ытлашши, вĕллерен илмелли пит сайра пулать, хăмла çырли чечеккинчен; улăхри тĕрлĕ чечексенчен, пуринчен ытла шурă тăхран пуç (чавка пуçĕ, клевер) пыл парать, çăка чечекĕнчен, хура тул чечекĕнчен [Сергеев 1907:33].

Чувашско-русско-латинский словарь названий животных

шуй

(шуйттан мăйраки) улитка — gastropoda [хырăм ураллă моллюск]; иçĕм çырли шуйĕ виноградная улитка — helix pomatia; пĕве шуйĕ прудовик — lymnaea stagnalis; пĕчĕк пĕве шуйĕ малый прудовик — galba truncatula; улăх шуйĕ лужанка — viviparus contactus; чĕррĕн çуратакан шуй живородка — viviparus viviparus

См. также:

__иçĕм-çырли, » - çăн - çĕм - çи -çăм

__иçĕм-çырли,
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150