Поиск: çум

Введите слово для поиска

Область поиска:

Чувашско-русский словарь (1982)

I.
сорняк, сорное растение
çум çумла — полоть, пропалывать, вести прополку
калчана çум пуснă — всходы покрыты сорняками
◊ çум уйăхĕ — уст. июнь (букв. месяц прополки сорняков)
II.

1.
место, находящееся около, рядом с кем-чем-л.
соседний, находящийся около, рядом с кем-чем-л.
хула çумĕ — место рядом с городом, пригород
çум пахча — приусадебный участок
2. в роли служ. имени
при обозначении соседства, близости:


çума, çумна, çумнек; рядом, с
ун çумне лар — садись рядом с ним
мĕн çыпăçрĕ вăл сан çумна? — что он привязался к тебе?
манран савни сивĕнсен, çума лартмастăп эп ăна — фольк. коли милый остынет ко мне, я не посажу его рядом с собой  

çумпа, çумĕпемимо, около, вдоль
ял çумĕпе шыв юхса иртет — рядом с деревней протекает речка  

çумра, çумăнта, çумĕнчепри, рядом, возле, подле, у

çумрах
1) рядышком, совсем рядом
çумрах вăрман — совсем рядом лес
2) при себе, с собой
манăн хутсем çумрах — у меня документы при себе

стена çумĕнче —
1) у стены
стена çумĕнче тăр — стоять у стены
2) на стене
расписани стена çумĕнче — расписание висит на стене
шкул çумĕнчи пахчи — пришкольный участок  

çумран, çумĕнчен
1) мимо, вдоль
машина пирĕн çумран иртсе кайрĕ — машина прошла мимо нас
2) от, с
хăп ман çумран! — отвяжись от меня!

хĕр çумĕсем — девушки-подружки невесты (в свадебном обряде)
çум çыхăнăвĕграм. примыкание
çума хуш — приревновать к кому-л.

Никольскийĕн чăвашла-вырăсла словарĕ

близость; возле, рядом, вплоть; хĕрес çумне – ко кресту; ман çума – ко мне; çтина çумĕнче пĕр çын тăрать – возле стены стоит человек.

198 стр.
сорная трава; çумла – полоть сорную траву; çумласа пĕтер – выполоть.

198 стр.

Словарь чувашского языка

çом (с’ум, с’ом), бок. Яргуньк. Эпĕ çума хыпаларăм та, манăн çумра пĕчĕк çĕçĕ пур. Орау. Хĕççине çумне çакса çӳрет (с боку). || Место, находящееся рядом. Регули 1131. Пирĕн ял çомĕ çулла вырăн. || Употреб. в качестве послелога и обозначает больщую близость к предмету. Для различных лиц: çума (çумма), çумна, çумне, çумăмăра, çумăра, çумне, çумĕсене, çумра (çумăмра), çумăнта, çумĕнче, çумăмра (çумра), çумăрта (çумра), çумĕнче (çумĕсенче). В некот. гов. встреч. сан (хăвăн) çомра, сирĕн çомра. Регули 1139. Вăл ман çома кисе тăчĕ. N. Ку хутне сĕтел çумне çыпăçтарăп (безразлично, к какой части, или с какой стороны стола). N. Хĕрес çумне пăталанă. Изванк. Тата кирек мĕн сиен пултăр тесе, çурт çумне пĕр-пĕр çĕре укçа пырса чикеççĕ. N. † Сартумккаран илтĕм сар лаша, Самар лапки çумне кăкартăм. N. Шкул пӳрчĕ çомне çĕр касса панă. Завражн. Ман çомран пĕр виç аршăн аякра утса пычĕ (шел рядом аршина на три от меня). Толст. Çынсем çунисем çумĕнчен (рядом с..) тумтир çухисене тăратса утса пыраççĕ. N. Тата урапа тул(к)кисене Рамансен çумне çакнăччĕ те, вара Михаил Павлов манăн урапа тул(к)кисене исе кайнă. Кĕвĕсем. Савни, çумна кĕмесен, сăмах ан хуш, куç хĕстер. Тайба-Т. † Чипер ача кулянат савни çумне кĕменрен. N. Вут çумне, сулахай енне сĕтелпе тенкел лартаççĕ. N. Шкул çумне темĕн тĕрлĕ аван анкарти, тата пахча туса хучĕ. Регули 1138. Пирĕн çомра (рядом с нами) порнать; вăл ман патра (у меня) порнать. Ib. 1136. Кăмака çомĕнче (у печи) тăрать (выртать). Ib. 1134. Йăвăç çомĕнче (йăвăç айккинче) çакăнса тăрать. Висит на дереве. Юрк. Юпа çумне ăвăс çурта çутса лартаççĕ. Пазух. Хăйĕ ларать хурăн, ай, тăрринче, çунаттисем пĕлĕт, ай, çумĕнче. МПП. Пыршă çумĕнчи çу. Юрк. Ачана мĕшĕн йĕртетĕн, кӳр-халĕ хама, тесе, хунямăше йĕрекен ачине хăй çумне (хăй аллине) ыйтса илсе йăпата пуçлат: апу, ачам, мĕшĕн йĕрен, ан йĕр! Ачи аван иккен, ашшĕ пекех! тет (упăшки салтакра чухне пулнă ача çинчен). Регули 1140. Орăх утсам çомне кӳлтĕм; орăх утсам патне ятам. Ib. 1132. Йăвăç çомне тăратрăм. Ib. 1133. Ман алă çомне çипĕçрĕ (= çыпăçрĕ). Козм. Пăраххот кантор çомне ларат (пристает). Тăв. 35. Иртнĕ вырсарникун Карук вăйăра ман çума кĕнĕччĕ. Истор. Ун çумне сыпса тата пысăк çурт тутарнă. N. Утă çумне кăкарса таки ан тытăр. N. † Сарă варăм хĕрсене хамăр çомала лартрăм. Шибач. Контине (свое лукошко) йоман çомне çакрĕ те хварчĕ. Регули 1135. Орăх тавраш çомне хотăм. ТХКА 105. Ман пуртă тикăра çурмаран касса татса, пĕр хыр çумне (в сосну) тăрăнса ларчĕ. Хыр çумĕнчен пурта кăларса илтĕм. Рук. календ. Квитанция çумне (к квитанции) пичет пустар. Ст. Шаймурз. Ăйхăран вăраннă çĕре сĕтел çумне çырса хунă. Когда она проснулась, нашла надпись... О сохр. здор. Ерекен чир сывă мар çынăн ӳчĕ çумĕнче анчах пулмасть, унăн кĕпи-йĕмĕ çумне... те çыпçăнса юлать. Юрк. Стена çуммĕнче пĕр кĕсле çакăнса тăнине курсан, пĕр вырăсĕ çав кĕслене аллине илет те, тытăнат кĕсле калама. Ib. Çтена çумĕнче вĕсем тĕлĕнче кĕлетки çакăнса тăрат. Кан. Куславкка урамĕсенче, çтенасем çумĕнче: индустри зайомĕ облигацийĕсене илĕр, тесе, çырса пĕтернĕ. N. Сулахай пĕçĕ çумчен шенеле çĕмĕрсе карĕ, ӳте кăшт анчах лекмен. N. Ман çĕлĕк çумĕнче сан мĕн ĕç пур? N. Уруна хорăн çомне хырса тасат. Хорăн çомĕнче тасат. Кан. Çуртсем çумĕнчи вывĕскăсем çине чăваш чĕлхине темле те кукăртса çырса хунă (написано искаженным чув. языком). N. Çтина çумне çырса хăварсаттăм. N. Арча çумне питĕркĕç тунă. К сундуку приделали запор. N. Урана йăвăç çумĕнче хырса тасатрăм (выскоблил, вычистил). Н. Кожары. Çĕççе кăмака çумăнче хырса çивĕçлерĕм. N. Ман урасем пылчăклăччĕ. Эпĕ карăм та, юпа (хурăн) çумăнче тасатрăм. N. Юпа çумне кайса тасат уруна. N. Хурăн çумăнче уруна тасат. (Это верно). N. Урана картлашка çинче тасатрăм. Н. Лебеж. Çурçĕр тĕлĕнче çумран (с моей постели, буквально „от меня“) тăрса карĕ. Артюшк. Туратне пĕрене çумĕнчен касса пăрах. Очисти бревно от сучьев. Орау. Ах, мур! сан çулăнта çынсен ачисем пурăнăç çумне кунĕн-çĕрĕн ĕçлесе хушаççĕ, эс пуррине салатан. Ах, ты, дрянь, в твои годы другие уж зрарабатывают, а ты все теряешь! || Указывает на нахождение предмета при ком-либо, т. е. за пазухой, в кармане и пр. Ау 13°. Пуртине çумне çакрĕ, тет. Хора-к. Пуртă илтĕм, çумма чикрĕм. Юрк. Кĕрӳшĕ куркинчи сăрине ĕçсен, укçине хăй çумне илет. Регули 1141. Ман çомра (при мне) окçа пор. Юрк. Карчăк, укçана акă эпĕ кунта, ешчĕке, хутăм; хампа пĕрле çумра ярмуккана илсе çӳресен, кăларса-туса илесрен хăратăп. Якейк. Виççĕр тенкĕ окçам çомăмра (при мне). Микушк. Арчи уççи анне çумĕнче (у матери, при ней, напр., в ее кармане и пр.). N. Çомма окçа похасшăн, чтобы собирать деньги. Тяптяева. Эпир сутса (лошадей), сана укçине парса, хамăр çума виçĕ пус хăварас тесе, шухăшларăмăр. Хорачка. Кĕçĕн-кĕрӳ кăчкăрса çӧрет: атьăр тоя! Арăм пор-тăк, арăмне илĕр çома, арăм çок-тăк, волашка илĕр (кĕпе волашки), ачи пор-тăк, ачине илĕр, ача çок-тăк, токмак илĕр. Панклеи. Йолашкине çомне чикет. Остальное взял с собою. N. Вулăсра укçасене пăхса тăракансем укçасене хăйсем çумне илнĕ. Кан. Пĕрин çумĕнче те хĕрес кураймăн. Якейк. Хора шарçа килĕшет, çома (на себя) çаксан килĕшет. || Вместе с..., попутно. Альш. Ăна (их) вăрçтаракансем çумĕнчен пĕр-икĕ ăса кӳртекен те пулат... Ib. Тепĕри татт ун çумĕнчен ача-пăча тăманнипе тертленет. Ib. Каччисем каяççĕ хĕрĕсем патне уллах пăтти çиме. Пăтти çумĕнчен ăна-кăна тупат, сĕтел çине хурат. Ib. Арăм çумĕнчен хĕрĕ те йĕрет вара. Ib. Православный праçник çумĕнчен тата унăн хăйĕн авалхи йăлине хисеплемелле кунĕсем те пур. Чăв. й. пур. 16°. Çапах та кунăн тетĕшĕ пурăннă пулсан, ун çумĕнчен пурăнма ăна çăмăлтарах пулнă пулĕчĕ. N. Ун çумĕнчен ерипе пуп ывăлĕ те тиечукпа улах тăрăх çĕр-хута сĕтĕрĕнсе çӳреççĕ. || В сравнении с... Орау. Ун çумăнче вăл ним те тăмаçть (ним те мар, не стоит). N. Ăвăс вутă юман вутă çумĕнче çур хакпа анчах çӳрет. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 25. Çав шапасем ытти шапасем çумĕнче пит чипер пулнă. || За. Тайба-Т. † Утма ăçтан кăкарас? Улма-йывăç çумĕнчен. N. Манăн лаша юпа çумăнче кăкарăнса тăратьчĕ.
(с’ум), сорняк, сорная трава, плевелы. Чăв й. пур. 16. Начар сухаланă ана çине çум пусат. БАБ. Акнă тырра çумăр çумасăр хурт тавраш çыпăçасран çум тавраш пусмăрласран... мĕнле-мĕнле чӳк тумаллисене пĕтĕмпе вĕрентсе, хăварчĕ, тет. Изамб. Т. Çу пуçлансан (лето), çума çӳреççĕ (ходят полоть). Менча Ч. Çум пусат. Заглушает дурная трава.

Этимологический словарь чувашского языка (1964)

1. «место, находящееся рядом с чем-нибудь»; 2. «выедает в косвенных п. в качестве послелога = «к», «при», «у», «рдом», «возле»; ман çумра укçа çук «при мне нет денег»; стена çумне тăрат «приставь к стене»; чув. çум является зкономерной формой к тюрк. йан, уйг., тат. жан, казах., калп. чан «бок», «сторона»; чув. ен во втором значении вошло в язык позднее; узб. театр ёнида «рядом с театром», «возле театра»; уйг. ӧй йенида бағ бар, кирг. ӳй жанында бак бар «при доме есть сад»; азерб., тат., башк. янында, тув. чанында, казах. жанында «у», «возле», «подле», «при».
, диал. çăм «сорняк»; çум курăк «сорная трава», «сорняк»; ср. алт. В дьон, тур. чим «дёрн». Этимология неясная; ср. башк. hӧмлӧ ӳлен «молочай», букв. «сорная трава»; (Муратов); ср. венг. gyom тоже (из чув.).

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

тырă анинчи курăк. Армана-мĕне каяс пулсан тырра алласа тасатса каяççĕ, ана çине акма çӳппи-çаппипех тиесе тухса каяççĕ. Çавăн пек вăрлăхран начар çăп-çăмăл тырă пулать вара. Тата çитменнине çавăн пек вăрлăхран ана çине те темĕн чухлĕ курăксем (çумсем) тухса тулаççĕ [Каким 1911:1].

См. также:

çулчă праçник çулчăллă çулччен çуль « çум » çум çави çум курăкĕ çум-çакки çум-кусан çум-уйăх

çум
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org