чие - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
вишня. Пазух. 29. † Эп анмăттăм аслă шыв хĕррине, шыв сулхăнпе пиçнĕ те чие пур. Ib. 19. † Пирĕн тантăш пике пек, икĕ пичĕ чие пек. Образцы 72. † Икĕ пичĕ чие пек, татса çиес çырла пек. Ib. 30. † Çӳлĕ тусем çинче те пĕр чие, тата хăçан пулĕ-ши çĕр чие? Ib. 16. † Чие, чие тиеççĕ, аври çинçе тиеççĕ. СПВВ. Чие — чей çырли. Букв. Чие вăрманта та, пахчара та ӳсет.