Поиск: хурăнташ-ăру

Введите слово для поиска

Область поиска:

Чувашско-русский словарь (1982)

атавизм

атавизм (чĕрчун организмĕнче авалхи ăру палли пулни)
[лат. atavus — мăн асатте, мăн асанне]

йăмăк

сестрин
йăмăку — твоя младшая сестра
хурăнташ йăмăк — (моя) двоюродная (троюродная) младшая сестра
йăмăк килĕ — сестрин дом, дом (моей) младшей сестры
йăмăк ывăлĕ — сын (моей) младшей сестры, племянник

йăх-хурăнташ

собир.
родня
хамăр йăх-хурăнташ — своя (наша) родня

катари

1.
дальний, далекий, отдаленный, удаленный
катари вăрман — дальний лес
хуларан катари ялсем — отдаленные от города деревни
катари хурăнташ — дальний родственник

клан

клан (йăх, ăру)

нуша

1.
беда, несчастье, горе, невзгода
вăл пурнăçра нумай нуша курнă — он за свою жизнь натерпелся горя
нушана лек — попасть в беду
нушана кĕрсе ӳк — попасть в беду
нуша кăтарт — причинить горе
Нушара юлташ — хурăнташран та хурăнташ. — посл. В беде товарищ — роднее родственника. (соотв. Друзья познаются в беде).

община

общинный
ăру общини — родовая община
хресчен общини — крестьянская община
община стройĕ — общинный строй

пуçлăх

2.
предводитель, вожак
главарь, атаман

ăру пуçлăхĕ — предводитель племени
шайка пуçлăхĕ — главарь шайки

смена

3.
смена (çамрăк ăру)
çамрăк смена — молодая смена

старейшина

старейшина (чи ватă пуçлăх)
ăру старейшинисем — старейшины племени

тăван

родной, находящийся в родстве
арăм тăванĕ — родня жены, родственник по женской линии
аякри тăван — дальний родственник
çывăх тăван — близкий родственник
тач тăван — близкий родственник
чĕре çумĕнчи тăван — самый дорогой, самый близкий родственник
 
тăван анне — родная мать
тăван мар анне — мачеха
тăван атте — родной отец
тăван мар атте — отчим
тăван аппа — родная старшая сестра
тăван ача — родной ребенок, родное дитя, чадо уст.
тăван ăру — кровная родня, родня по прямой линии
тăван хĕр — родная дочь
тăван мар хер — падчерица
тăван ывăл — родной сын
тăван мар ывăл — пасынок
Тӳрĕ калакан тăванне юрайман. — посл. Правдивый и родне не угодил.

турат

4. перен.
колено, поколение (в родословной)
Çитмĕл çичĕ тураттран хурăнташ. — погов. Родственник в семьдесят седьмом колене. (соотв. Cедьмая вода на киселе).

улăш

2.
сменяться, сменять друг друга
улăшса ĕçле — работать попеременно
ăруран ăру улăшса пырать — поколение сменяет поколение

улус

ист.
улус (куçса çӳрекен ăру тата вăл пурăнакан вырăн)

хирĕç


хирĕç хурăнташ — близкий родственник, кровная родня

хурăнташ

родственник
родня
разг.
аякри хурăнташ — дальний родственник
çывăхри хурăнташ — близкий родственник
хурăнташ аппа — двоюродная сестра
хурăнташ йăмăк — троюродная сестра
хурăнташ пичче — двоюродный брат
хурăнташ шăллăм — троюродный брат
хурăнташ ывăл — племянник
вĕсем хурăнташ пулнă — они породнились

хурăнташ-вĕрле

то же, что хурăнташ-ăру

шейх

2.
шейх (араб çĕршывĕсенче—ăру-йăх пуçĕ)

çĕнĕ

2.
молодой, новый
çĕнĕ ăру — молодое поколение
çĕнĕ çăкăр — хлеб из зерна нового урожая
çĕнĕ çĕрулми — молодой картофель
çĕнĕ тырă — хлеб нового урожая
çĕнĕ уйăх — молодой месяц

çĕнĕ

4.
новый, вновь образовавшийся
çĕнĕ кĕрӳ — новобрачный
çĕнĕ кин — новобрачная
çĕнĕ çын —
1) новый человек, новичок (напр. в коллективе)
эпĕ кунта çĕнĕ çын — я здесь человек новый
2) молодая, новобрачная
çĕнĕ хурăнташ — свойственники, родня по браку

çитĕн

4. перен.
расти, вырастать
появляться

çĕнĕ кадрсем çитĕнеççĕ — растут новые кадры
çитĕнсе пыракан ăру — подрастающее поколение
пушă вырăнта çурт çитĕнсе ларчĕ — на пустыре вырос дом

çитĕнтер

2. перен.
растить, выращивать
воспитывать

вĕрентсе çитĕнтер — воспитать
ачасене ӳстерсе çитĕнтер — вырастить детей
çамрăк ăру çитĕнтер — растить молодую смену

çунатлă

2. перен.
крылатый, окрыленный
вдохновенный

çунатлă ăру — крылатое поколение
çунатлă ĕмĕт — крылатая мечта

ăру

племенной, родовой
ăру амăшĕ—  праматерь
ăру ашшĕ — праотец, прародитель
ăру обществи — родовое общество
ăру пуçĕ — пращур, родоначальник
ăру пуçлăхĕ — старейшина, предводитель племени
ăру йĕрки — родовой строй

ăру

3.
поколение
аслăрах ăру — старшее поколение
çамрăк ăру — 1) собир. потомство, потомки 2) молодое, младшее поколение, юная смена
çĕнĕ ăру — новое поколение
ăруран ăрăва — из поколĕния в поколение, от поколения к поколению

-тĕрĕш

частица со значением собирательности,
совокупной множественности однородных явлений и предметов

каччă-тĕрĕш — юноши, парни
хурăнташ-тĕрĕш — родственники, родня
кил-тĕрĕш — домашняя утварь

хурăнташ-ăру

собир.
родственники, родные, родня
вĕсен хурăнташ-ăрăвĕ йышлă — они имеют многочисленную родню

кайри


кайри пӳрт — передняя (в доме)
кайри хурăнташ — кровная родни женщины на ее родине

Словарь чувашского языка

ырă

(ыры˘), добрый, хороший, превосходный, отличный; здоровый; милый. Почтенный. Святой. Ист. 65. Çын, ырра курсан, ырă чап сарать, усала курсан, усал чап сарать. Псалт. 389. Астивсе пăхăр, Турă ыррине курăр. Тороп-к. Пăть-пăлтĕк потене, ыр çарана йоратать. Альш. Ырă ут çине ларакан ырман, тет; çĕнĕ кĕрĕк тăхăнан шăнман, тет. Пазух. Ыр ут утланакан та, ай, ырман, тет; ыр тумтир тăхăнакан та, ай, шăнман, тет. Юрк. † Ырă ут çине ларакан ырман. Юрк. Ытла ырă пулĕччĕ, ун вырăнне Магницкие кӳртсе лартсан. Янг. К. Мана сĕт ырă мар, мне молоко не идет (сказал человек, которого прошиб понос). Сёт-к. Ыр ят (добрую славу) сарса çӳрет † Йĕри-тавра йыснисем! Хаяр сонсах ан ярăр, ыр кон-çолне халалăр. (--халаллăр). N. Сан ырă (почтенное) çыруна иккĕ [илтĕм]. Юрк. Ку тĕрлĕ аслă пăраçникре те çынна ырă сăмах кала пĕлмеççĕ. Юрк. Епле хăйсем пуйни çинчен тĕрлĕ ырă хыпарсем сарма тăрăшаççĕ. N. Турă ăна (ей) вилсессĕн те, ырă вырăн патăр, çутă çĕре кӳртсе вырнаçтартăр, тет. † Ырă шĕшкĕ пек тантăшсем пурччĕ; ырă хулă пек йăмăксем пурччĕ, — тăрса йулчĕç, ай, курăнать! Полт. 54. Ырă сехет çывхарать. Полт. 50. Ачашлакан ыр куçа астумасăр вăл ларать. † Çак хăта-тăхлачă ыр пулсассăн, пире килме-кайма пит лайăх. Эльборус. Хăш енчен шăршласа пăхан, çав енчен тĕрлĕ ырă шăрш килет. † Ах, хĕрес аннеçĕм, аттеçĕм, хаяр сонсах ан ярăр, ыр халапне парса ярăр! (т.-е. пожелайте добра, благословите). N. Святой апостол Павел çирнă ырă кĕнеке çинче. N. Арăмĕ каланă: веç санăн ырă апу ылтăн тарилккене çапса çĕмĕрчĕ и çитерекен лашана чиксе вĕлерчĕ, тенĕ. Собр. 3820. Ялтан яла шыраса ялăн ыри (лучшие из деревень) кунта-мĕн; хĕртен хĕре шыраса хĕрĕн ыри (надо: ырри?) кунта-мĕн. Ала, 7. Ну,  ăвăлăм, эсĕ манăн сăмаха итлесессĕн, ырă тăнлă çын пулăн. Тăвйп. Эпĕ ырра хирĕç ырă, усала хирĕç усал, тенĕ. Сказк. и пред. 18. Сывлăш ырă ыйхинчен вăранма та пуçларĕ. N. Ырă сывлăш, кисе, туртса кăларинччĕ, тесе калать, тет. N. Ырри çухатнă, усалли кӳнĕ теççĕ. (Послов.). Чхйп. Кĕтӳç хăй кĕтӳне вăй çитнĕ таран ырă пăхсан, кĕтӳри выльăхсам та ырă, аван, мăнтăр пулаççĕ. Никит. † Курăк ыри — çырла çеçки (лучшая из трав — ягодный куст), çырли ларать хĕп-хĕрлĕ. Ст. Ганьк. Ырă сехет тĕлне ту. Fac, ut faustam offendamus horam, h.e., ut opportunum tempus nanciscamur. Якей. Хĕрĕн ырри конта-мĕн. Оказывается, лучшие девицы — здесь. Юрк. Усал çумне выртаччен ырă (так напис.) ури вĕçне вырт. † Ĕçкĕ ĕçме лайăх ырă куç. Ватта ырра хур. Старого уважай. Бюрг. Кун кунлама патăр, çĕр çĕрлеме патăр; каçхине каçах пултăр, ирхине ырах пултăр. (Из обр. «тĕтĕрни»; Сала 3450). Сред. Юм. Кĕçĕллĕ çынна мунчара çапăннă чôхне ыррăн туйăнать (бывает приятно). N. Эпĕ халĕ турă пулăшнипе ырă-сывă пурăнатăп. (Из письма). † Усал çумне выртиччен ыррăн ури вĕçне вырт. Чем ложиться рядом с злым, лучше лечь в ногах у доброго. Альш. Атте-анне килĕнче мĕскер пур? — Ырă улпутран ырă тетем пур, ырă (почтенная) пикерен ырă инкем пур. Ырă вут ами, почтенная мать огня. См. Ашапатман. Т. VI, 22. Б. Бур. † Пули-пулми çынпала çула ан тух, ырă (почтенный) улпут пек пуçна çухатма. Сикт. Пӳртре пурте: ырă чӳк-кĕлĕ хапăл илтĕр; чӳк çырлах! тесе, пурте, ӳксе, пуççапаççĕ. Ib. Ун хыççăн пурте: ырă чӳк-кĕлĕ пӳлĕхçĕ, хапăл ил! тесе, ӳксе, пуççапаççĕ. Ib.  Ырă чӳк-кĕлĕ хапăл ил, тытнă-тунине çырлах, тет те, вара ачасене çиме хушать. Магн. 1. Ырă киремет. Ib. Туй-ек[к]инче хурăн çырли; татрăмăр та çирăмăр, ырă хурăнташ[ш]енчен уйăрăлтăмăр.  (Из солд. песни).  † Ырă Мускав пек ялăм пур, ялăм çинчен куç каймасть. Л. Кошки. Пĕлни пур, пĕлменни пур: ырă чӳк-кĕлĕ, хуш курса, хапăл ил! (Из моленья), СПВВ. Ырă пӳлĕх. Альш. Ах, тантăшçăм Люпун! — çын-çын урлă курăнать! çын-çын урлă курăнсан та, ыр(ă) пикенĕн курăнан. Альш.? Ырă кĕллĕм вырăнаçтăр. Да будет принята моя чистая молитва. Ой-к. † Çыр хĕринче çĕр çырли; татрăмăр та çирăмăр, ыр çĕр-шывран уйăрлтăмăр (расстались с святою родиною). || Ы р ă скорее указывает на нравственные свойства или на высокие качества, лежащие в самой природе предмета; аван и лайăх этого оттенка не имеют. Срв. «ырă кăмăлăм», но: «лайăх чĕлхе-çăварăм». || Добро. Макка, 100. Вăрçă хушшине ырă кĕмест. (Послов.). Ырра курсан, ырă пулать; усала курсан, усал пулать, теççĕ. (Послов.). Ырă тунине манакан çын — неблагодарный. Усал-тĕсел тулалла, ырри шалалла. Так произносят, когда поят больного наговоренною водою, совершая «ăш ыратсан, вĕрекен кĕлĕ». N. Пирĕн тутарсемпе, тухса, çапăçнинчен ырри пулас çук ĕнтĕ. 1. Самое лучшее для нас, это — вступить в битву с татарами. 2. От нашей битвы с татарами положительно не будет добра. Ч. С. Çын, ырра курсан, ырă пулать, усала курсан, усал пулать, теççĕ ваттисем. Чăвйп. Кĕркка! атя кунтан тарар, кăсем ырă калаçмаççĕ (они говорят недобрые вещи;  здесь —сговариваются  убить).  || Хорошо,  по-хорошему. М. Тув. Ати-апай пур çинче ыр ĕçес те ыр çийес.  Тогач. Тавай, ати, эреке, ыр ĕçес те ыр çийас. Полт. 49: Ват çын çине юратса ачашласа ыр пăхать (она). Юрк. Ĕнтĕ ырăран ырă калама тытăнать-çке. || Хорошо, что. Ч. С. Анне, ырă, аттене каласа кăтартмарĕ. || Добрый дух, доброе начало в природе. Собр. 1370. Çак тырсене акма вăрлăх кăларнă чух, ырра хирĕç ту усалла тӳртĕн ту. (Из моленья). Ib. 138. Уя тухăпăр татах ырра хирĕç, усалла тӳртĕн ту. (Из моленья). || Ырă ют, туру ют, песенная вставка, возникшая из «Ыр(ă), ей, ут, тур(ă), ей, ут»? Ч.К. Çич хӳрелĕ хĕр куртăм, — ырă ют, туру ют! — пилĕк çыххи пилĕк сум! Анаткасси хĕрĕсем ултă хĕрĕ пĕр укçа. || Ырă пурăнăçлă, благочестивый. См. 2. ырă.

сывлăхсăр

нездоровый. Беседа. Сывлăхсăр начар ăру (потомки, племя). Чхĕйп. Çавăнпа вăлсен çуралас ачисам та ăссăр пулаççĕ, е сывлăхсăр пулаççĕ. N. Вăл çемçе чĕреллĕ çын пулнă, çывлăхсăр пулнă. || Нездоровье, болезнь. Сборн, по мед. Сывлăхсăра ерет. Заболевает.

сивĕн

охладиться, прохладиться. Изамб. Т. Ку, пăртак сивĕнсен, мухтана пуçларĕ. N. Яшка (щи) сивĕнсе каять. Ал. цв. 78. Ĕçет, çиет, сивĕнет, кĕвĕ сассисемпе йăпанать. N. Çăмах сивĕнерехпе хуралать. Орау. Чей сивĕннĕ-кайнă, астуман та. || Отчуждаться, отстыть, отвадиться, охладеть. Т. IV. Ялтан кайăксем сивĕнсессĕн, аван пулмаç, теççĕ. IV. Пĕр-ик-виç лайăх çыннăмсем пур тесе пурăнаттăм, пăхăсăн, вĕсем те пулин манран, мĕскĕнрĕн, сивĕне юлчĕç. Султангул. † Хамран сăмах илтмесĕр, çынсем каланипе ан сивĕнĕр. N. Вĕсем ăна хĕрхенсе, ăна сивĕнме хушнă. Альш. Çын сăмахпе сивĕнмин — лайăхчĕ (хурăнташ). Сред. Юм. Сивĕннĕ (так говорят, если сначала сватали невесту, а потом перестали).

çылăх

(с’ылы̆х), грех, погрешность. Орау. Апла ан калаç, çылăх пулать. СПВВ. Х. Çылăх, çывлăх. N. † Хура-хура хура-тул, çурри тухат хывăха (в мякину); çичĕ ют килне каякан, çурри тухат çылăхран (освобождается наполовину от грехов). Каша. † Мĕшĕн выляс мар, кулас мар? Çамрăк чух выляни çылăх çук. Собр. Вăрманта кирек мĕн тусан та, çылăх çук, теççĕ. (Послов.). N. Темиçе çул çынтан йăлăнса выртса, çылăхĕ те каçрĕ пулĕ. (Гов. об умершем). Ib. Çылăх çырмара, хурăнташ хурăн тăринче, намăс лапрара, теççĕ. (Послов.). || Грешно. N. Урайне икĕ пурне хулнăш пылчăк тулнă тесен те, пĕртте çылăх мар. В. Буян. † Эсĕ те пике хĕрĕ мар, эпĕ те улпут ывăлĕ мар, чуп-тусан та çылах мар.

çул

çол (с’ул, с’ол), дорога. Б. Олг. Çола тохсан, ут йăлăнчĕ (= ывăнчĕ). Бес. чув. 1. Ку пасар çул пăсăлас уммĕнхине пурте пĕлеççĕ. Все знают, что этот базар бывает перед распутицей. Орау. Вăрманпа çул пур-и? Ib. Вăрман виттĕр çул пур-и? Ib. Кӳл тăрăх çул çук. Ib. Уйра та çулсем хурала пуçларĕç, çуркунне пулать. Дик. леб. 47. Йывăç лартса тухнă çул тăрăх. N. † Урам йĕрĕ (след моих ног) çул пултăр; çак ял ачи тус пултăр. Регули 20. Килнĕ çолпа кайлах карĕ. Вернулся тем же путем назад. Ib. 637. Çол олăхпа лайăх-и? Хороша-ли дорога лугами? Ib. 1104. Çол вăрманпа каять. Дорога идет лесом. Ib. 1441. Эп каймастăп, çол осал (утсем килте çук.) Ib. 1444. Кăтарт она çол, вăл ак çохалтăр. Ib. 1446. Мана çол кăтартса яр, манăн çохалас марччĕ (чтобы мне не заблудиться). Якейк. Вăрманта çол пит тăвăр (узка): ик орапа тĕл полсан, иртме кансĕр (трудно разъехаться). Ib. Ман тор лаша çол лайăх ертсе пырать. Ib. Çол ик аяккипа та канав пырать. Ib. † Мăн çол çинче опос вырĕс: валти лаши пасарнă, хӳри-çилхи кăвакарнă, сол тытасси йăвăр поль. Изамб. Т. Ул йĕрпе пĕр пилĕк çухрăм кайсан, пĕр çула тухнă. Шурăм-п. Кушак çул татсан (перейдет, пересечет), телей пулмаçть. Ст. Чек. Çула кайнă чух кушак е çын çул урлă каçса кайсан (если перейдет), çул ăнмас, тет. ТММ. Каякана (для идущего) пĕр çул, шыракана çĕр çул. (Послов.). N. Эсĕ каяс çул çинче. N. Çак вăрман хушшипе кукăр-макăр çул каять (идет извилистая дорога). С.-Устье. Эсĕ çул пĕлетĕн-и çак вăрмантан тухма? тет. Салтак калат патша ывăлне: йăвăç тăрне хупарса пăх: хĕш енче çутă пур. Çав енеле турат хуçса пăрах, тет. Патша ывăлĕ, хупарса, турат пăрахрĕ, тет. Кайран, патша ывăлĕ ансан, çутă енеле кайнă, тет. Кайсан-кайсан, пĕр пысăк çурт патне пырса çитрĕç, тет. Коракыш. Вĕсем, çул çухатса (заблудившись), нумай макăрса çӳренĕ. Изамб. Т. Кĕркунне, çул ӳксен (когда установится санная дорога), сутта каяççĕ. Ала 81. Килесси килетĕп те, çул яр мана, терĕ, тет, старик. Поехать-то поеду, но только пропусти. Кан. Пĕр маях çăмăр, тата çул начар тăрĕ. Ала 66. Сĕт çулпа тухса карăмар, çу çулпа килсе кĕтĕмĕр. Сред. Юм. Çôл уçăлчĕ. Дорога теперь открыта. Ib. Çôл сăхă. Дорога тяжела для езды (зимой). Баран. 201. Пĕтĕм çул çийĕ вилнĕ çын пулнă. По всей Дороге валялись трупы. В. С. Разум. КЧП. Çынсем пĕр маях уттараççĕ çулпала. Юрк. Улпутпа лаккей çулпа ларса пыраççĕ (едут в экипаже). Букв. 1904. Çул хура, лавна ху йывăртарах тиенĕ, çапах тата лашуна хĕнетĕн. Альш. Унта та çулсăр çĕртен çӳреме çук. И там нельзя ехать по тому месту, где не проложена дорога. Ib. † Кăçал ыраш пуссисем пит аякра: ялан кукăр çулпалан каймалла. N. Землянкă йĕри-тавра чăрăш турачĕ лартса çаврăннă икĕ ерет, пĕтĕм çул туса пĕтернĕ. Орау. Çул çемçеличчен (юр йăшиччен), до распутицы. N. Çул картланаччен (осенью). N. Çулсем çинче шăнса вилнĕ сала-кайăкĕсем выртаççĕ. || Путь, путина. Кн. для чт. 136. Çул килнĕ майĕпе шăнкăрчăсем кăшт канчĕç те, унтан часрах хирсене, çаранлăхсене çырмасене вĕçе пуçларĕç. N. Мана ама-çури пайтах ылханчĕ: кайма çул, килме вут, тетчĕ. N. Çул çинче тутар мĕн пулассине шухăшласах пырать, тет, теççĕ. (Послов.). М. Тюмерли. Вара, пурте пухăнса çитсен, çула тапранса каяççĕ. Вĕсем кайнă чухне пит шавласа каяççĕ. N. Çол çинче лайăх килтĕмĕр. Сред. Юм. Çôл çӳреме каякан çынна: çôл ăнтăр, тесе, каласа кăларса яраççĕ. N. Москваран Перĕм çĕрне çитесси пайтах çул. ЧП. Кĕркунне пулсан, çуна çӳлĕ ӳксен. КС. Çулне ял тулашĕнчен ячĕç. Заставили ездить проезжих мимо деревни. N. Унтан çул ямаççĕ! Там запрещают ездить! КС. Унтан çул каймасть. Там ехать не надо, не эта дорога. Регули 636. Çол шупа вăрăм. Ib. 31. Вăлсам çол çӳремелли турĕç. N. Çула тухнă чухне, при выезде в дорогу; çула тухса кайнă чухне, в самый момент выезда (выхода) в дорогу. Ст. Чек. Сирĕн патăра кĕме çул килмерĕ (не случилось пути). Ib. Ваня пуян патне кайма çул килмес. Ib. Çула кайнă чух кушак е çын çул урлă каçса кайсан, çул ăнмас, тет (пути не будет. т. е. не достигается цель путешествия). Лашм. † Çӳрен утма ятăм çул çуреме, тытма чĕлпĕр вăрăм пулмарĕ. N. Ырă çынпа çула тухсан, çул иртнине сисместĕн, теççĕ. (Послов.). Альш. Инçе çула хĕр парсан, килни-кайни курăнмас. N. Эсĕ хăвăн чуру Иосифпа пĕрле çула пынă. Янтик. Çул кĕске пултăр тесе, уйăрăлнă чухне пĕри те пуса инçе каять пулсан, тепри ăна: çул кĕске пултăр ĕнтĕ сана, чипер кай, тет. Ир. Сывл. ЗЗ. Çул парах! Кан. Враг. † Хĕрсем çулĕ ăстăльте? Аслă урамăн варринче, хапха умĕнче сак çинче, симĕс сатăн айĕнче, пурçын тĕрри аллинче. Сред. Юм. Çôл питĕрнчĕ. Нигде ходу нет. N. Ыратнине чăтаймасăр, эпĕ çула тăршипех (всю дорогу) кăçкăрса макăрса пытăм. Сунт. Çул çине тухакана укçи те, япали те кирлĕ вĕт. N. Аяк çол, дальняя дорога. N. Пире кирлĕ япаласем çул çинче килме тухнă (уже в пути). N. Кил çулĕ çинче, на дороге домой. КС. Манăн çулĕ уçăлнă. У меня нет препятствий. Собр. † Инçе çултан хурăнташ турăм ĕмĕрлĕхе пĕрле пурăнасшăн. || Проход. Янтик. Халăх ик айккинелле уйăрлса (сирĕлсе), ăна иртсе кайма сарлака çул турĕç (пачĕç). N. Ывалĕ килте мар-тăк — икĕ айкки пĕр çул сана. || Дымовой проход. Пир. Ял. 1928, № 51. Анчах, кăмакан тĕтĕм çулĕ нумайрах пулас пулать. || В перен. смысле. Собр. Куçсăр çын хăй умăнчи чашки çинче те çулне тупаймаçть, теççĕ. (Послов.). Толст. Ку манăн çулпа килмерĕ, ӳссĕр тавăрăнчĕ, курăнать, терĕ, тет. || Назв. духов. N. Унтан кайран турă çулне пăтă, турă амăшĕ çулне юсман паратпăр, теççĕ. || Встреч. в выражении: N. † Вăрманта упа, аннеçĕм, хирте кашкăр, аттеçĕм! Ăçта хурам-ши пуççăма? Çӳлелле пăхрăм — çул çӳлĕ, çĕрелле пăхрăм — çĕр хытă. || Грива? (Срв. тюрк. jaл, грива). Пазух. Хура лаша çулĕсем, пĕкĕрен çӳлĕ пуçĕсем. || Влагалище. Сборн. по мед. Пит хытă ыратнă чух, ача пуçĕ хăвăрт килсе çулĕ çурăласран, ача пуçне кăшт тытас пулать. || Право. N. Манăн çол пор.

çăка

(сы̆га, с’ŏга, Пшкрт: сы̆ҕа), липа. Кайсар. Çăка чечекне типĕтсе сăмсана шăршласан, юн кайни чарăнать. Тораево. † Уй варинче ват çăка, апи тесе карăм та: килех улăм (= ывăлăм), темерĕ. Качал. † Вăрман хĕрĕнчи çамăрăк çăка, акай тесе пытăм та: килех шăлăм, темерĕ. Кан. Çатрака çăкамçăм, эс тата мĕн курăн. ТХКА 72. Анне те чăтаймарĕ: çăка çулçи, йĕлме хупписем çиеттĕмĕрччĕ те, хуралса, начарланса карĕ, вилчĕ. N. Çул çинчи çăка пӳрте кĕрсе кай, теççĕ (= хăна тăвакан пĕлĕш е хурăнташ патне кĕрсе кай. Послов.). Собр. Çул-çи çăка пӳрт, теççĕ. (Послов.).

çĕмĕрĕл

разбиться. N. Эпĕ пӳртрен тухса кайнă чухне сĕтел çине чӳлмек лартса хăвартăм, килсе кĕнĕ чухне чӳлмек çĕмĕрĕлсе выртат. ТММ. Чул çине ӳкет — çĕмĕрĕлмест, шыв çине ӳкет — çĕмĕрĕлет. (Хут). Альш. † Приюм алăк — кленче алăк, хытă ан тап — çĕмĕрĕлет. Çĕмĕрĕлмекай, çунса кайтăр, ман çамрăкпуç çухалат! N. Приюм алăк — кĕленче алăк, уçса хупсан çĕмĕрĕлет, çĕмĕрĕлмекей (так встречается дважды), çунса кайтăр, ман çамрăк пуç çухалчĕ. || Ломаться. Орау. Тепĕр, мăнтăртарах çын ларсан кĕç çĕмĕрлсе анас пек çуна пурччĕ (или: çĕмĕрĕлмелле çуна пурччĕ). Ib. Çуни кĕç-вĕç çĕмĕрлес пек пырать. Сани того и гляди развалятся. || О ломоте. Т. IV. Шăм-шак çĕмĕрĕлсен, йĕпе пуласса, теççĕ. Так и у КС. Чума. Пуринчен ытла пилĕк таврашĕ çĕмĕрлес пек ыратать (страшно ломит поясницу). || Изувечиться. N. Вилекен сахал полчĕ, çĕмĕрлекен номай полчĕ. || Шуметь, галдеть и т. п. ППТ. Малтан халĕ, пĕр пилĕк-ултă киле çитеччен, тата пуçа каяччен (пока не опьянеет), пит çĕмĕрĕлмеççĕ. Тип-Сир. Тапраттĕр, тет, çĕмĕрлме хăйĕн пӳлĕмĕнче: юрлат, ташлат, тет. Альш. Ташлаççĕ, çĕмĕрлеççĕ. Мокры. Вăйсам (какие-то зимние игры) пуçлаççĕ те, çĕр хута килрен киле ташласа çĕмĕрлсе çӳреççĕ. ППТ. Йытăсем çĕмĕрĕлсе (ожесточенно) вĕреççĕ. Хурамал. Унта камăн ют ялта хурăнташ пур, çавсене пур килĕрен хăна чĕнеççĕ те, ялĕпе çĕмĕрĕлсе юрласа ĕçкĕ тăваççĕ. ЧС. Ял хушши вара çĕмĕрĕлсе анчах тăрат (от шума и гама). Ала 80°. Çĕмĕрлсе, савăнса анчах лараççĕ, тет (на пиру). Шурăм-п. Ун хыççăн турхантие кĕл-тунине курма кайнă ачасем çĕмĕрĕлсе (шумно) тухрĕç. Ск. и пред. чув. 66. Путăксемпе, варсемпе çĕмĕрĕлсе шыв кĕрлет (бурлит). Полтава 97. Соборсенче, пур çĕрте „анафема“ çĕмĕрлет („гремит“). Бюрг. † Пĕчĕкçĕ çырма пуçĕнче упаленет упанăн çурисем; пĕрин пĕр чӳлмек сăри пулсан, çĕмĕрĕлет тăванăн тăванĕсем. N. Ял хушшинче питĕ çĕмĕрлеççĕ. N. Кунта тĕнче çĕмĕрлет. || Биться. Абаш. † Ик кăвак ут витере, çĕмĕрлеççĕ тохасшăн. Баран. 79. Çĕмĕрĕлсе, шавласа чул çырана пырса çапăнать (волна). || Кочевряжиться („скандалить“). Кан. Пĕртте тӳлесшĕн марччĕ вĕсем кăна, тем пек çĕмĕрĕлчĕç. Беседа. Килне тавăрăнсан çĕмĕрĕлме, вăрçма, шуйăхма тытăнать. || Ругаться, разговаривать громко. Ашшĕ-амăшпе. Кĕркури çĕмĕрĕле пуçланă çапла калаçса. Никама та сăмах чĕнме те паман. Сред. Юм. Çĕмĕрлеç анчах. Ругаются, разговаривают громко. Ib. Çĕмĕрлет паян кунĕпе хăй, çынна сăмахлама та памас. N. Хамăр ялти Петăр мĕн çĕмĕрĕлсе выртатĕ? N. Хĕрсемпе лайăх çĕмĕрлетне? || О сильном росте. Юрк. Хура вăрман хыçĕнче çĕмĕрт пиçет çĕмĕрĕлсе (= вăйлă). АПП. † Çĕмĕрт-йывăççи çĕмрелет, пирĕн çĕмрĕлесси çитрĕ пуль.|| Грохотать (стрелять). N. Артиллери çĕмĕрлет пирĕн урлă. || В перен. знач. Шибач. Халĕ вăл пит хытă çĕмĕрĕлсе (разбит жизнью). N. Хуйхăпа çĕмĕрлнĕскер.

тавраш

(-аш), окружье, окруженье. N. Пĕтĕм тута-сăмса тавраш (область рта и носа) питĕ ирĕлсе карĕ-ха — тӳрленмест. Собр. Уйăх таврашĕ карталансан (если месяц в кругу), йĕпе пулать, теççĕ. Б. Яныши. Çак кĕпер таврашне, çĕртме çинче утсене çитарма ялан курăк çитĕнтереттĕмĕрччĕ. О сохр. здор. Кровате (чит. кравата) тата алăк патне, чӳрече таврашне (около окон) лартма юрамасть. || Окружность. Ск. и пред. чув. 34. Карталанса йĕри-тавра тăнă ташă вырăнĕ, вунă чалăш таврашĕ. || (Приблизительное) время. Альш Миххайла праçникĕ таврашĕнче (около Михайлова дня) юр ӳкет, ӳкнĕ çул (в иной год). || Отношение. N. Наянлăхăмпа çыру яраймасăр тăратăп, тетĕн, вăл тавраша (в этом отношенни) эпĕ хам та çавах, анчах савнă çыннăмран çыру вăл-ку илсен, кирек хăçан та хирĕç часрах çырсă яма тăрăшатăп. || Относящееся до.. Изванк. Пирĕн ялта мур таврашне пĕлекен пĕр Микул карчăк анчах. || То, что относится к известному роду предметов. Юрк. Эрех таврашне пăхса тăма хăйсене уйрăм пысăк тӳресем тытса тăрат. Кама 7. Васса (пуçне пăркаласа). Е-е-е-х! ăс тавраш санăн. Хăнаран укçа ыйтаççĕ-и? Кам вĕрентрĕ сана. Тьфу, йытă пичĕ! N. Кунта япала таврашĕ питĕ хаклă. Баран. 44. Ялта лăпах пулнă, хăйă çути тавраш нимĕн те пулман. N. Выльăхăн ăс тавраш çук, вăл ăçта каяс килнĕ, çавăнта каять. Кан. Пуш урапанах: таврашсене çĕмĕрĕ (лошадь), тесе, калла турттарса килтĕм. ППТ. Çĕрен хуллин таврашин çӳп-çапне (сор от прутьев, обломки) прахтармаççĕ (не позволяют бросать). N. Пахăр-кĕмĕл тавраш(ĕ), çурт-хуралтă тавраш(ĕ). Менча Ч. Вĕсем акана тухаччен малтан ака таврашсене, суха таврашсене, сӳре таврашсене хатĕрлеççĕ. N. Çав вăра таврашĕ мар-и (это не вор-ли какой-нибудь) мĕн пĕшкĕнсе (нагнувшись) пырать вал пирĕн хыçран? Юрк. Начальник таврашĕ вăл тĕлтен сана аса та илме пĕлмест. О сохр. здор. Улпут таврашĕнче нихçан та сăпка кураймăр эсир. Юрк. Сирĕн вара ку çулта ĕне тавраш çук-и мĕн? Разве нынче у вас коров нет? Ib. Пирĕн чăвашăй йĕрĕх таврашĕнче пукане пек япала таврашĕ çук (никаких идолов не бывает). ППТ. Масар çинче кĕлĕ таврашĕ-мĕнĕ тумаççĕ (никаких молений не совершают). Сборн. по мед. Лаша-выльăх таврашĕнчен: ут-выльăха çамрăк чухне чипер пăхас пулать, тетпĕр. Халапсем. Эпĕ халап таврашне пĕртте пĕлместĕп. Я, вообще, совсем не знаю сказок. Баран. 29. Тăван хĕрĕ пек курса, ун валли тавраш хатĕрленĕ. Ib. 162. Пуринчен ытла лаша таврашне çӳререх параççĕ (калмыки). || Принадлежности, приспособления. О сохр. здор. Çавăнпа ача кипкисене, унăн çăтарне, тата ытти таврашĕсене те тасарах тытма тăрăшăр. СПВВ. Тавраш нуммай кирлĕ. Нужно много разных вещей, приспособлений, одежды и пр. (Так понимают в Сред. Юм.). ЧП. Атте салат пачĕ те, анне тавраш пачĕ те. Ходар. Сăрине (для „тайăн сăра“) тунă чухне таврашсене пит тирпейлĕ тыткалаççĕ (наблюдают за чистотой посуды и принадлежностей, которыми пользуются при варке пива). || Одежда (в некоторых выражениях). О сохр. здор. Хамăр тавраша ялан таса тытас пулать. Болезни. Тепĕр çĕрте хĕретнĕ-кăвакартнă таврашпа çӳреççĕ. Букв. Таврашна тасарах тытса усра. Будь опрятен. Янш.-Норв. Епле унăн (девушки) таврашĕсем чечен. Ib. Пасар таврашĕ те унăн питĕ нумай (у девушки, которую думают взять замуж). Орау. Хĕрарăм таврашĕ. Сред. Юм. Хĕрарăмăн кĕпе-йĕм (белье) нăмай пôлсан: тавраш нăмай, теççĕ. Алик. † Çын таврашпе килмен, хам таврашпа хам килтĕм, атийăк та апайăн. (Из песни туй арĕм). || Наряды. Собр. Хĕрĕ (невеста), пасар çитсен, пасара кайса, таврашсем илет. Бур. † Ай-хай, хамăр тантăшсем, кĕмĕллĕ иккен таврашсем. || Приданое (добро). N. Пĕр таврашĕшĕн илни анчах пулчĕ, хăй нимĕн тĕшне те тăмаçть (про жену). Чураль-к. † Ах кинçĕм, Пăраски, час тапранса часах тух; час тапранса тухмасан, хăвăн (= хăйĕн) таврашпе тухмаçть, тет, хăвăн таврашпе тухсассăн, час тапранса тухать, тет. (Свад. п.). || Добро, имущество. Иванова. Çак пушарта нумай тавраш, пĕр хĕр-ача çуннă. Истор. Ытти хаклă йышши таврашсем те нумай парса янă. Изамб. Т. Пуяннисем таврашне (япалине) кура хаклăрах тӳлеççĕ. || Сбруя. N. Урапасем ӳпне çавăрăнса каяççĕ, таварсем пылчăк çинче таптанаççĕ, лашисем ĕрĕхсе, таврашсене таткаласа çӳреççĕ. Ёрдово. Лаша таврашсем вăлсен питĕ япăх, таврашсене пĕртте юсамаççĕ. Лашине хытă кӳлсен: тавраш ванать, теççĕ. Чураль-к. † Ачи шухă, ан тийĕр, ати тавраш шуç тавраш; çав шуç тавраш пĕтмесĕр, пирĕн шухă пĕтес çук. Актай. † Шупашкар хуçи аттим пӳр, шуç таврашсăр тухас çук. Н. Байгул. † Йăлтăр-йăлтăр йĕс тавраш, çутатмасан килĕшмест. || Органы. N. Вал кăшт çех вырăнтан сикме пултарать, хăйĕн пур таврашĕсене те пĕтернĕ, вăл сывламасть те, унăн юн тымарĕсем те çук, çăварĕ те, хырăмĕ те, пыршисем те, хыçалти шăтăкĕсем те çук. || Материал. N. Машиная шухăшласа кăлараканни çавна тума хăй таврашĕпе те çĕр тенкĕ анчах илнĕ. Ал. цв. 20. Çулçăсем, туратсем, чечексем карнă, ылттăи-кĕмĕл ука таврашпа витнĕ хăй юратнă сакă çине ларать. || Род, фамилия. Орау. Çав Кăрнин усрав ывăлĕнчен Ситемен тавраше пуçланса кайнă. Альш. Мăрса йăхĕсем каяççĕ куçса Пӳркелне. Пӳркелĕнче халĕ те пур, Мăрса тавраш, теççĕ. КАЯ. Апрам таврашĕ (пирĕн йăх ячĕ). N. Кам таврашĕ эсĕ? Ты из какого рода (или: фамилии)? N. Тăраль (трал’) тавраш (-аш). Орау. Урлав таврашĕ питĕ ĕрчĕхлĕ ăру вăл. Орау. Вăсен таврашĕнче путлĕ этем пур-им? || Нечто подобное, такое. Дик. леб. 40. Вăл ун пек тавраша унччен нихăçан та курман. N. Нумайĕшĕ çĕнĕрен законсем кăларасшăн пулчĕç. Нумайĕшĕ вăл тавраша кĕтмен, вĕсемшĕн вăл ĕç сисмен çĕртен пулчĕ. СТИК. Пирĕн вăл тавраш мĕн çук? У нас ничего подобного нет. (Возражает, почти что обидевшись, на вопрос: сирĕн им-çам пур темерĕç-и, парăрччĕ, пулсан). || Культ. ЧС. Ку киремет таврашне ан тăвăр. Не совершайте этих идольских обрядов. || Альш. Хирти Кушкă таврашĕ, çĕнĕ Мертлĕ таврашĕ акат вăл анасене: çавсен çĕрĕ, тет вăл. || Обстоятельство (грамм. термин, неолог.). || В смысле послелога. N. Атăл таврашĕнче ун пек хула нуммай. В Поволжье таких городов много. Ib. Хула (ял) таврашĕнче (около города, деревни); çăварни таврашĕнче (около масляницы). N. Пукрав таврашне те таврăнайăп-ха эпĕ. Неизвестно, вернусь ли еще я к Покрову. N. Мункун таврашнелле те тавăрнайăпăр, тем. Неизвестно, воротимся ли мы к пасхе.

таврашлă

с „добром“. Чăв. й. пур. 29. Вăл Упанăн арăмĕ пуян çĕртен килнĕ, пит таврашлă, пит ăслă çын пулнă. N. Таврашлă çын (с „добром“, с богатством). || Имеющий родню. Альш. Хурăнташ-ăру таврашли сахалтарах унталла (в той стороне не многие имеют родню), теççĕ.

таври

окрестный. Юрк. † Çĕлĕк тăррине вут хутам, çутти тухсан çунтарĕ(ç). Эпир хĕрарăм туннине таври ялсем сисмерĕç; чăн хĕр сăри çакă пулĕ, хавас тăван ан пăрах, ухутăр пулĕ сирĕнех. Подг.-Шигали. Сире таври ялсем мухтаççĕ. Н. Тим. Таври ял, окрестные, близкие селения. Ib. † Таври ялта хурăнташ, пăха пĕлмесĕр сивĕнчĕ. Чăв.к. Пирĕн ялти таври, ай, хурăнташ пăха пĕлеймесĕр, ай, ютăхрĕ (вар. сивĕнчĕ).

пĕлĕш-танăш

„друзья-приятели“. Якейк. † Пĕлĕш-танăшран уйăрласси пĕр çĕр тенкĕ хăй тăрать. Ходар. Кашни çул çакнашкал хурăнташ-вăрлăхпа, пĕлĕш-танăшпа ĕçсе çиме пар, çырлах! (Из молитвы чӳклеме).

танпаш

неизв. сл. Бугульм. Е, тав сана, танпаш (scr. танбаш), çĕнĕ хăта хурăнташ! пике чура юлташ! (Речь дружки на свадьбе). Описка вм. танташ?

тарам

(тарам), не важно, не жалко; ладно бы, наплевать (от русск. даром?). С. Тим. † Хурăн-çырли пиçнĕ чух хурăн-ташран уйăрăлтăм; хурăнташ та тарамччĕ (это бы еще ничего, но дело в том, что), атте-аннĕрен уйăрăлтăм. КАЯ. Манăн унталла-кунталла пăхасси тарамччĕ-ха (это еще ничего бы, что я стал посматривать туда и сюда, а дело в том, что), урнă йăтă ăçта кайнине пăхса тăма пикеннĕ. КС. Тарам-çке умпа, юлтăр-и! — Тарам мар-ха, илсех каяр. Пусть останется, это неважная вещь.— Не „пусть останется“, а непременно возьмем. Ib. Тарам-çке манпа, ыттисене илсе кай-ха! Ну меня-то что, ты вот других возьми (туда)! Тюрл. Тарам (пускай), мана кирлĕ мар! (Говорит, если что-нибудь дают). N. Аттăм кĕли тарамччĕ, хĕрсен пуçĕ сыв пултăр. БАБ. Пысăкрах ачасене çапла хытланса çӳресен те, тарамччĕ ĕнтĕ (ладно бы). Пĕчĕкçĕ ачисене мĕне кирлĕ иккен çав каçсерен тухса çӳреме. Ib. Унта пĕр вилес вăхăт çитсен, ӳпне мар, кутăн çакăнса вилсен те тарам, терĕ. К. П. Прокоп. † Виçĕ тĕрке пушăтран хăрах çăпата кăларчĕ, вăл та пулин сулахай; сулахай тарамччĕ (ничего бы), вăл та пулин пасарăн (о женихе). Ашшĕ-амăшне. Ватă шăм-шаксем ырата пуçларĕç те, çапах вăл тарам-ха (но это ничего). Аттик. Анне пăрахса килсессĕн (остатки воды, кусочки хлеба, которые бросила она на перекресток от лăп-лап), Матюк аппана пама (за лечение) вăтăр пиллĕклĕх тенки ун патне илсе пычĕ. Матюк аппа аннене: укçишĕн тарам (деньги не имеют важности), сип пултăрччĕ-ха; вăл укçи тармĕ, сип пулни укçаран та хаклă, терĕ. Хăй укçана илчĕ те: ачам, часрах чĕрĕл, тесе тухса кайрĕ. N. Кил пăхасси çапах пире тарам халь (смотреть за домом для нас не важно). N. Пуян хĕрĕ пушмаклă; тарам пушмак пултăр та, урам йĕрне пустармăл (пусть она в башмаках, я все-таки не позволю обижать себя). Урам йĕрĕ çул пултăр, çак ялти хĕр тус пултăр. Якейк. Эп сире йорă йорланăшăн хĕвел-çармĕш илсе парăп (куплю). Хĕвел-çармĕшшĕн тарам та-ха (подсолнышки для нас не имеют значения, мы за ними не гонимся). N. Уншăн тарам-çке, юрĕ-çке! Ладно, и без этого обойдется! Чертаг. Тарам-çке, кирлĕ мар, хăвах çи! К чему? Напрасно. Не надо, ешь сам. (Гов., напр., отказывающиеся от какого-нибудь угощения). || Хотя. Якейк. Ман лаша, тарам (хотя) пĕчĕк полсан та, санчен иртерет. М. Тиуши. † Ах, лашам пĕчĕккĕ! Тарам пĕчĕккĕ пулсан та, çăка каски турттарать. || Впустую, понапрасну, ни к чему. Сред. Юм. Кăçал тыр та полман, ытлин-çитлин окçа-пôхча çôк пирĕн, ĕçкĕ тăвасси тарам полать-и мĕн (видно, придется оставить мысль о пирушке). Ib. Тарам пôлать пôль. Видно придется оставить (задуманное). Ib. Тарам пôлтăр! Оставим (это)!

тач

(тач’), подр. шлепающему звуку при падении. Якейк. Йăвăç тăрĕнчен тач персе антăм (шлепнулся). Ib. Уяр, уяр! Уяр полас полсан, вĕçсе кай, çăмăр полас полсан, тачах ӳк (упади сразу; так гов. божьей коровке). || Плотно. Сред. Юм. Тач çыпăçтарса лартнă (прикреплено плотно). Ib. Пит тач çыпăçтарнă. Очень плотно сделал, приклеил. N. Çĕнĕ çул каçĕ чăхсем тач пурте пĕр май ларсан, çав çул тырă лайăх та, пĕр май та, сĕрĕмсĕр(?), теççĕ. Хăр. Паль. 36. Турат çинче, пĕр-пĕрин çумне тач çыпçăнса, пыл-хурчĕсем лараççĕ. СПВВ. Тач тăр (плотно). || Близкий. СПВВ. Тач хурăнташ. Сред. Юм. Тач хôнташ, тач ратне, близкие родственники. См. тачă. || В качестве усилительной частицы, в смысле очень. Ерк. 139. Авкаланса, пуççапса, алă парса çаврăнать, ашшĕн тач тусĕсене тĕнче пек ыр сунать. N. Эсĕ тем пек хĕрхенсе пире тач çывăх пулнă.

тив

(тив), трогать. N. Эсĕ (ес) ăна ан тив. Ты его не трогай. Орау. Ай-уй, ан тивех, ӳкетĕп! Чураль-к. Ан тив, Тимоххи! Тивмен çынпа мĕн тăван? (Куршанкă). N. Эсĕ мана сивĕ алпа ан тив (ан тыт). || Касаться. ЧП. Пуçĕ маччана тивет-ĕçке. ТХКА 46. Хамăр йăмра тăррине тивес пекех, кайăк-кăвакалсем аялтанах, карти-картипе ларт! ларт! лартлатса вĕçе-вĕçе карĕç. Альш. Çав тери хытă чупса кайрĕ ĕнтĕ (бежал очень быстро), ури çĕре тивни те курăнмас. Кн. дла чт. 157. Чупа пуçласан, ури çĕре тивмен пекех туйăнать. Ст. Шаймурз. Çĕре тиви-тивми ларать-çке (дерево). Бижб. † Хапхăрсенче лăс хурăн, çĕре тиви-тивми ларат-çке. || Брать (чью-либо вещь). N. Тата çын япалине тивес пулмасть. || Об огне. М.-Яльчики. Асту, кĕпӳне вут ан тивтĕр (как бы не загорелась рубаха). Çамр. Хр. Пушарĕ, сăмакун юхтарнă чух тивнипе тухнă. || Laedere, violare, обижать, оскорблять. Кама 56. Кам кăна? Кам тиврĕ? СПВВ. Чĕрене тивет (оскорбление). || Задевать. Чăв. к. † Çичĕ ют килне кайсассăн, сăмах тивессĕн туйăнать. Бес. чув. 14—15. Магомета урăх тивменни, ытти япаласем çинчен калаçа пуçлани ăна пит кăмăллă пулнă. || Бить. N. Вăл мана тивет! Мана Иван тивет (бьет). || Попадать (о пуле и пр.). N. Сарая тупă етри (снаряд) тивсе çунтарса янă. Скотолеч. 31. Выльăхăн куçĕ тусанпа, тĕтĕмпе, япала тивсен, çӳпĕ кĕрсен, тата шăнсан, пăсăлать. N. Куçĕнчен тивсе, хăлхи патне тухнă. Юрк. Унта пытанса лараканскер, хама тиврĕ-тĕр тесе, хăранипе сиксе тухат та: мана пĕтерчĕç!... мана вĕлерчĕç! тесе, кăшкăра-кăшкăра анаталла чупа пуçлат. N. Пĕрин пуçне кайса тиврĕ вĕт. || Действовать (напр., об угаре), производить действие. Никит. Маччана чут та шаккамаççĕ, шаккасассан, сĕрĕм, шăрш тивекен пулать, теççĕ. ТХКА 6. Çанталăк уяр пулмалла — хĕвел ăшши питĕ ăшшăн тивет вара. Орау. Пĕр курка ĕçсессĕнех пуçа кайса тивет. N. Унăн сăмахĕсем вĕсенĕн чунне тиве пуçланă. || Иметь отношение к..., касаться. N. Çак каланă сăмахсем пире те тивеççĕ. || Доставаться (кому). N. Суяна текех суйнинчен усă тивес çук. Альш. Тивнĕ ку хăнасене хытах: ӳпки юлман кăсен (здорово выпили?). N. Вăл пухнă ылттăн-кĕмĕл таса çынна тивĕ. N. Ертсе çӳрекенине те тивтĕр (= ертсе çӳрекен те пайсăр ан юлтăр, ăна та эпир хывни çиттĕр). N. Кай та, ывăлусене: пĕрне ашшĕн пурлăхĕ тивмелле, тепĕрне нимĕн те тивес çук, те; вăт вара вĕсен иккĕшин те çурмаран пулĕ. Ст. Чек. Ĕрет тиввĕрĕ. Пришла очередь. О сохр. здор. Çав сивĕ (холод) пире пурне те пĕр пек тивет (зимою, т. е. все мы принуждены его переносить). Шурăм-п. Пире сăмах (брань, попреки, выговор) тивет, тесе, эпир те хăвăртрах тепĕр лапалла чӳпрăмăр (на лугах). Юрк. Вĕсенĕн вăл ачи каймалла мар, кĕçĕннине тивет (очередь итти в солдаты). || Прихидиться на долю. Юрк. Мана та мĕн-те-пулин тивет-тĕр? (вероятно, что-нибудь приходится и на мою долю). N. Аçун икĕ ятпа çурпилĕк тиврĕ. N. Вăл ана мана тивет (следует, достанется). N. Калла кайма тивет поль. N. Хурала хыпаланса кайма тиврĕ. Пришлось спешно итти на караул. N. Хуралла уйăхне икĕ рас кайма тивет. || Ударить (о запахе) N. Сохан сăмсая тивет. || Мешать. Сред. Юм. Отнаккă полсан, тивмĕччĕ. Если бы было, не мешало бы (было бы не дурно). N. Ан тив ĕнтĕ. Вĕсен ĕçĕсем те çав кăна. || Постигнуть. N. Сана çын çилли тивсе пĕтерĕ. Ала 88°. Чир-мĕн тивсессĕн, ача-пăча хуйхăрмаçть уншăн, ашшĕ-амăшĕ хуйхăрать. N. Чир тивет, вара тин хамăр тĕллĕн нимĕн тума пултарайманнине пĕлетпĕр. N. Усал ан ту, сана та усал тивмĕ. N. Ытла та йăвăр тивнĕ-мĕн сана. Тебя, оказывается, постигло тяжелое бедствие. || Приходиться (о родстве). N. Ут енчен тивекен хурăнташăмсем. Альш. Лешĕ пире унтан-кунтан хăта тивет. N. Хурăнташ тив, торту тив || Ст. Чек. Ача пăтти параççĕ ăшра тивни-мĕнĕсене, ăшра çинĕ тивнисене. || Вредить. Сунт. Уйри тырă лайăххăн пуç кăларса та ĕлкĕреймен, ăшă тивсе сарăхса кайнă. N. Тăм тивет. Алик. † Вăрăм-вăрăм тияççĕ, пур вăрăма çил тивет. (Солд. п.; смысл: на военную службу берут только лучших, отборных). || Натирать (кожу). Скотолеч. 18. Хăмăт начар пулсан, кăкăрне тивсе шыçтарать. Календ. 1906. Хăмăт е йĕнерчĕк тивсен, выльăхăн мăйĕ-çурăмĕ хăш чух шыçса каять. || Заразить. Якейк. Сăпаççипах сорăхне (овце) чир те тивсе (вилнĕшĕн). || То же, что вит, проникать. Альш. † Тутлă чĕлхене пыл тивмест (вар. витмест), тайла пуçсене хĕç тивмест. || Decere, ороrtere. || N. Уншăн вĕсене ырă сунма тивет-и?

тивĕç тивни

быть по праву, надлежащим. СТИК. Пĕр-пĕр ют çын хурăнташсем пĕрле ĕçкĕ-çикĕ тунă çĕре пырса малах кĕрсе ларсан, ăна хăюлăрах çын хăйнех çапла калат: эй, намăссăр, сана кунта ларма тивĕç те тимест вĕт! || О родственных отношениях. СТИК. Вăсем сире çывăх хурăнташ-и? — Çук, таçтан аякран, асатте-асаннесенчен кăшт тивĕç тивет няк (кажется, приходится немножко сродни). N. Вăл пире тивĕç тивет. Он к нам имеет отношение, т. е. родственник.

туйлă-суйлă

шумно, весело. Менча Ч. Çак кĕтсе тăран ĕçке хурăнташ-ăрупа, пĕлĕш-тантăшпа, тус-йышпа, ял-йышпа, кин-хĕрпе, ачам-пăчампа, тарçăм-тĕрçĕмпе, ватăм-вĕтĕмпе савăнса чипер кĕтсе илсе, чипер ывăллă-хĕрлĕ, туйлă-суйлă ирттерсе яма парăсăнччĕ, ырă чӳклемĕм.

туртулă

(-дулы̆), туртуллă, родственный, близкий. N. Вĕсем мĕнле халăхпа туртуллă пулса пĕрле пурăннине, вĕсенĕн пурăнăçне, ăсталăхне, пурăнăç йĕркине, пурăнăç тытăмне, тĕнне-шухăшне — пурне те пĕлме пултаратпăр. N. Пирĕн ĕлĕкех вилнĕ аслаттемĕрсемпе тăванăмăрсене, пирĕн ытти туртулă хурăнташ-ăру çынсене.

хыпар-хăнар

весть, весточка, известие. Ст. Чек. Унăн хыпар-хăнарĕ çук-им? СПВВ. ИФ. Хыпар-хăнар, сăмах туни, е çитерни. Ib. Ялта пĕр-пĕр çын: сирĕн çав хурăнташ сăра тунă, тет, кунта сире хыпар-хăнар пулни? теççĕ. СПВВ. МС. Аттесем темĕнле пурăнаççĕ, хыпарне-хăнарне пĕлмен (не имею известий о них). || Новости. N. Пасара кайса хыпар-хăнар пĕлсе кил.

хумхан

хомхан, волноваться. качаться. Ала 21. Улпут пынă çĕре карап шыв çинче хумханса çеç ларнă, тет. N. Инçе мар, çынсем çӳлелле ывтăнса каввисем курăнать. Çĕр хумханса тăрать чисти шыв пик. Çынсем тупă сассипе ăнтан карĕç. В. Олг. Йӳç ( = йăвăç) тăрри хомханать. А.-п. й. 65. Ма парăп эпĕ ана хамăн йĕкелĕмсене,— тет юманĕ хумханса. N. Çилпе хумханса ларакан хумăш. БАБ. Хăмăш çилпе епле хумханать, çавăн пек хумханĕ. N. Çурти çунать хумханса. N. Юпа пуçĕ çине çутнă çурти сывлăшпа хумханса еррипе çуна пуçласассăн... N. Ан хумхансем, тăрри, ан суллансам, çил ăçталла вĕрнĕ, пуçĕ унта. Сĕт-к. Хăмăшлăхра хăмăш хомханнă, хомханнине сисмерĕм. Чураль-к. Хурăн тăрри хумханĕ, хура халăх пуçтарĕ. (Урай шăлни). Хора-к. Кайăкĕ тăрса кайсассăн, холли йолать хомханса. Янтик. Эй хуп кĕпер, хуп кĕпер, хумханмасăр каçрăмăр. Кĕвĕсем. Çӳлĕ тусем çинче курнитса, унăн чӳречисем шăвăçнитса: çиллĕ-тăвăллă кун хумханать, хĕрлĕ хĕвеллĕ кун ялтăрать. Альш. Çӳл ту çинче горница, чӳречисем ешел кĕленче, çиллĕ кун хумханать, хĕвеллĕ кун ялтăрать. Çутт. 154. Йĕри-тавра тĕтĕм-сĕрĕм хупласа илнĕ, вĕри сывлăш хумханса çеç тăрать. Янш.-Норв. † Аслă улăхра куккук авăтать, хура вăрман çине янратать, хура вăрман çине янратнипе ялти ватă-вĕтĕ савăнать, ялти ватă-вĕтĕ савăннипе сăпкари ача хумханать (качается). || Колыхаться. ГФФ. -† Куккук алтать, поçне охлать те, хорăн тăрри хомханать те, симĕс çулчи тăкăнать те. Кукушка кукует, кивает головою — макушка березы колышется, и падают зеленые листья.. ГФФ. † Орам хошшинчи йăмрийĕ, кайăксем тăрса кайсассăн, йомри йолать хомханса. Когда с ветлы, растущей на улице, улетят птички, тогда она так и заколышется. || Грациозно двигаться; веселиться, радоваться. С. Тим. Пуян кинĕ пулайăттăм, кĕреке умне тăрăттăм, кĕреке илемне кӳрĕттĕм, хурăнташсем умĕнче хумханайса çӳрĕттĕм. Рак. Çинçе пĕвĕм, хура куçăм, хумханĕ-çке çичĕ ютăн киллĕнче. Сред. Юм. Хура вăрман ăшĕнче çамрăк хурăк хумханать; хура хăлăх хушшинче çамрăк пĕвĕм хумханать. N. Айхай çинçе пӳçĕм, айван чунçăм, хумханать-çке ырă çын умĕнче. С. Дув. Тарăн çырма пуçĕнче хăмăш чипер хумханать, вăйçи маттур каласан, тавтăш чипер хумханать. Альш. Мĕшĕн савăнас мар, юрлас мар? Тăванăмсем тăраççĕ хумханса. Ib. Эп юрламасан, кам юрламалла: тавансем тăраççĕ умра хумханса. Н. Лебеж. † Выльăр-кулăр, терĕ вăл; вылянатпăр тьыха пек, хумханатпăр хăмăш пек. Бюрг. † Тăванлă çынсем хумханĕç, пирĕн пек тăлăх туратсем хурланĕç. Тайба-Т. Тăвансем пурри хумханать, тăван çукки хурланат. Юрк. Хурăнташлă çын хумханать, хурăнташ çукки хурланать. Пазух. † Туй варринчи туй ачи уçă сассипе ян ярать, ют çыншăн мар хумханать, хăйĕн варлă хĕрĕшĕн. Юрк. Сатра шăпчăк ян ярат. Вăл сирĕн пек юрламас, тепĕр шăпчăка чĕнмелле те, хытăран хытă юрлат вăл; туй варринчи туй ачи уçă сасси ян ярат, ют çыншăн мар хумханат, хăйĕн варлă арăмĕшĕн. Сред. Юм. Посра тырпôл полсассăн, ялти халăх хôмханать (веселится, движется). Альш. Хурăнташлă çынсем хумханмĕç, хурăнташсăр çынсем хурланмĕç. || Слегка горевать, беспокоиться, волноваться. Синерь. † Çакă çынăн хăнисем киле каясшăн хумханаç. N. Хăмла çырли хумханать, пирĕн хумханасси пĕтес çук. Ск. и пред. чув. 26. Юлан утпа хĕр каять, йĕрсе юрлать хумханса. N. † Амăшĕнчен хĕрне уйăрсассăн, ашшĕ-амăшĕ юлчĕ хурланса, ăратни-ăрăвĕ юлчĕ хумханса.

хунташ

хонташ, то же, что хурăнташ. Хора-к. Ялтан яла хонташ полтăр, посран посса ана полтăр. Кр.-Чет. Хунташ, родственник. Кадыш Ц. Кунтан мала хунташран венчет тумала мар тăвасчĕ (запретить бы). Сред. Юм. Хôнташ = хôрăнташ.

хурлан

хорлан, противоположно савăн; печалиться, грустить, горевать, расстраиваться, тревожиться. N. Вăл çын вилнине илтсен, эпĕ питĕ хурлантăм (опечалился). А.-п. й. II. Ман пӳртре кăмака çине тахăшĕ улăхса выртнă та, ниепле те кăлармала мар. Тилĕ те, кашкăр та, упа та кăла-раймарĕç,— хурланса калать, тет, кайăкĕ. ГФФ. † Эпир контан кайсассăн, хоçи йолать хорланса. Когда отсюда мы уедем, хозяину станет грустно. НР. † Манран савни уйăрлать, манăн чунăм хурланать. От меня милый уходит, на душе у меня тяжело. Шарбаш. Сĕм вăрманта ват юман, хумханмалăх хулли çук, хурланмалăх атти (отец) çук. N. Эпĕ те аттенĕн сывлăшсăр ӳтне курсассăн питĕ хурланса макăра пуçларăм. N. Ку пиçмона илсен, кăмăл пит хорланчĕ. N. Чон хорланса килчĕ. N. Эпир кунта çӳретпĕр ерленсе-хурланса. ЧП. Ай-хай ача Петĕр пур, арăм çукран хурланать. Чураль-к. Кайăк каять кушланса, хăви юлать хурланса. Сĕт-к. Анатри чăвашшань йоррисане йорласа ктартрăм та, Пльоккасань амăш хорланса макăрч. Юрк. Хурăнташ ăру хурлăхан пек, эпĕ хурланса çӳремерĕм, çапах салтак туса ячĕç. С. Дув. † Аттерен-аннерен уяралатпăр, чунсем хурланмасăр мĕн тутăр. (Солд. п.). КВИ. Асапланма, хурланма вăл çамрăк чун çĕр çине йăтса пынă аллинче. Он душу младую в об’ятиях нес для мира печали и слез. Бюрг. Ыттах хурланас мар, шухланас мар, пире çынсем калĕç шух тесе. || Обижаться, огорчаться. Е. Орлова. Эпĕ она окçа памарăм та, вăл хорланчĕ. N. Чун хурланчĕ. Обидно стало. Буинск. Аслă çулсем хĕрн те ай хумăшлăх, хумханаç-çке ямшăкăн пушипе, ай-хай çинçе пӳйçĕм, çамрăк пуççăм, хурланаç-çке çичĕ ют сăмахпе. НР. † Апай каларĕ йăвăр сăмах, кули чунăм хурланмасть. Мать сказала мне горькое слово, как мне не огорчиться.

хурăн тăрри

крона, верхушка березы. Собр. Сала-кайăк салатат, хурăн тăрри пуçтарат. (Урай шăлмалли шăппăр). N. Хурăн тăрри хумханать, хура халăх пуçтарăнать. (Урай шăлни). ГФФ. † Алтать-и те алтмасть-и куккукĕ яш-так тай хорăн тай тăрринче? Кукует ли, аль не кукует кукушка на верхушке березы? Сĕт-к. Хорăн тăрри хора лаши, çĕмĕрт тăрри çӳрен лаши, тăрсамăр, хĕрсемсем, тăрнай хăта килет, тит, виçĕ йоплĕ чĕн пуши кастарать те çонтарать. СТИК. Çавсем пирĕн хурăнташ-и? — Хурăнташ хурăн тăрринчен! (или очень дальний родственник, или же совсем не родственник).

хурăнташ

родственник, свойственник. Шорк. Хорăнташ, родство по мужской линии. Сред. Юм. Хôрăнташ, родственники по женской линин. Çатра-Марка. † Сарă, сарă хĕрсене савса торă çоратнă, хора, хора хĕрсене хорăнташшăн çоратнă. N. Вăл çын пире хурăнташ. Аттик. Аннене пăртак хурăнташ тивет пулас та, çавăнпа ăна анне апай тет. Кан. Враг. Мĕншĕн кăна шавлать çав халăх, çĕнĕрен хурăнташа тытăннăран. Альш. Суйла-суйла хурăнташ тупрăм, çын сăмахпе сивĕнмин лайăхчĕ. Тайба-Т. Çĕнĕрен хурăнташ тупрăм тесе, кивĕ хурăнташна ан пăрах. Тим. Тăвансем пурте лайăхран, çавăнпа хурăнташ пултăмăр. Сред. Юм. Укçан хурăнташ çук. N. Вăл пире хурăнташ тивет (лекет). Он нам приходится родственником.

хурăнташ-ăру

родня. N. Хапхаран тухрăм — сулăнтăм, хурăнташ-ăруран уйăрăлтăм. N. † Хурăнташ-ăрăва каякан (т. е. замуж за родню) хăшĕ ырă курни пур. (Хĕр йĕрри).

хурăнташ-вăрлăх

родня. Ходар. Кашни çул çакнашкал хурăнташ-вăрлăхпа, пĕлĕш-тантăшпа ĕçсе çиме пар, çырлах! (Из моленья в „Чуклеме“). Б. Хирлепы. † Хурăн ту çинче хурăн çырли, татас çиес тенĕ чухне хурăнташ-вăрлăхран уйăрлтăмăр. Б. Олг. Ĕçкĕ туат Иван ятлă çын хорăнташ-вăрлăха похса.

хурăнташ-вĕрле

родня. СПВВ. Х. Хурлăхан хĕрсе пиçнĕ чух хурăнташ-вĕрлерен уйăрăлтăм.

хурăнташ кисĕсем

встречается в моленьях. Т. VI. Алăк патĕнчи алпассем, тĕпелти хурăнташ касăсем, итлĕр. Хурăнташла, породнить. СРОВ 5. Юратать пулсассăн (тебя), хăйĕн Трофим ашшĕне хăтана (сватом) ятăр, вара хурăнташлатпăр (говорит отец дочери, которая сказала ему о своем желании выйти замуж).

хорнташ

то же, что хурăнташ. Сĕт-к. † Хорнтан хорнташ полас çок, эпĕр ыр çын полас çок. (Солд. п.).

хушă

промежуток, расстояние. Юрк. † Улăх хушши ултă çухрăм, çĕлĕк ӳксе юлайрĕ. Бес. чув. З. Ял варринче икĕ мечет ларса тăнă, хушшисем инçех те мар. N. Кашни йывăçа хушшине пĕрер хăлаç хăварса лартрăм. Ала 54. Çул çинче ял хушшисем инçе, е вунă çухрăм, е вунпилĕк çухрăм. ЧП. Пирĕн хушшăмăрсем пит инçе. N. Хушша пĕрер хунар хăварса... Тим. † Çĕр чăтайми пӳрт ларттартăм, хушшинчен кĕрилтса кастартăм. Регули 102. Воннă çохрăм хошшинче (тăххăр çохрăм иртсен воннă çохрăм шăнче) номай йăвăç касса пĕтернĕ. || Разница. Нюш-к. Пирĕн иксĕмĕрĕн хушшăмăрта асли-кĕçĕнни виç çул та çук пуль. || Альш. Кӳршĕ-аршă хушшинчен кӳл пек сăра турăмăр. || N. Пирĕн хурăнташ, е тăван пиртен инçе пурăнсан, эпир пĕр-пĕринпе хушшăмăра çыру çыратпăр. ЧП. Пирĕн хушма (= хушăмăра) кĕрен тăшмансем. N. Хампа сирĕн хушшăмăра, сирĕнпе хам хушша. || В расчете. В. Олг. Иккĕн хошă татăлса. Ib. Хошă-хопă татăлса. || То место, где соединены два предмета вместе. СТИК. Сĕтел çинче икĕ хăма хушши расах йĕр выртать. Изамб. Т. Китăн шăлĕсем шултăра, усен пĕр-пĕрин хушши пур. Яргуньк. Çав пушмак хушшинчи кĕрпе пăрчи тухса выртса мăн хурчка пулса алтана тапса вĕлерчĕ, тет. || А.-п. й. 56. Йăви пĕр юплĕ йăвăç урлă вăшт сиксе каçса кайрĕ. Кашкăрĕ, пысăк пирки, йăвăç хушшинех хĕсĕнсе юлчĕ. Актай. Кайăк пĕр юман хушшипе йăлт! сиксе каçса кайрĕ тет. || Ыраш 4. Утса пыратăп çак хушăпа хайхи кĕççе пек çемçе çерем тăрăх. Сылтăм йĕнче хайхи пĕве çитнĕ ыраш. Сулахай енче симĕсрех сĕлĕ. || Сам. 67. Лаши чупрĕ юртăпа малти хушшалла. || Промежуток времени. ЧП. Эрне те хушши çичĕ кун. Баран. 140. Хĕллехи сивĕ иртсе сасартăках çула пулса тăмасть: ик хушăра çуркунне пулать. Юрк. Çак эрненĕн хушши çичĕ кун. СЧЧ. Çуркунне мункун хушшинче вилчĕ (на пасхальной неделе). Лашм. Пĕрне-пĕри, тантăш, хытă ан кала, уйрăлас хушшăмăрсам инçе мар. Г. А. Отрыв. † Калаçас хушăсем, ай, сайралчĕç, уйăрлас хушăсем çывхарчĕç. Регули 59. Çӳремелли хошăра коленех çӳресе. А.-п. и. З6. Çав хушăра тилĕ вăшт! тухса сирпĕнчĕ шăтăкран. Ib. 36. Çав вăхăтра эпĕ тухса тарăп та, вĕсем сана пăрахса ман хыççăн чупĕç. Вăл хушăра эс те вĕçсе кайăн,— тет. Ib. 39. Кайăк хыççăн чупса хăшкăлнă хушăра Çахарăв пичкери кăвасĕ веçех юхса тухрĕ. О сохр. здор. Çавăн пек тислĕке нумай хушă тăкмасăр тăрса килте çĕртни хамăр сывлăхах пит усал. Актай. Пĕрре куккăшĕсем пурте пускиле тухса кайрĕç, тет. Çав хушăра (в это время) çавсам петне виç вăрă пычĕç, тет. N. Çав хушăрах, в то же самое время. Шурăм-п. 20. Хушăран-хушăран (время от времени) пуплекелеççĕ (перекидываются отдельными замечаниями). N. Вăл çук çынсене хушăран хушă (по временам) укçса та валеçнĕ. N. Пирĕн кунта пĕр хушăра вăрçă чарнать, тесе пуплерĕç. Регули 123. Апат çияс хошăра онта кайса килет. Ib. 1190. Апат çинă хошăра каларĕ. Ib. 181. Эпир апат çинă хошăра вăлсам ут кӳлчĕç. Ib. 124. Апат çияс хошăран туса илет. N. Эс вăлсампа халапланса тăнă хошăра эп чай ĕçсе тохрăм. О сохр. здор. Ĕçленĕ е çӳренĕ хушшинче тарланă пулсан, çири тумтире хывса пĕр кĕпе вĕççĕн анчах тăма хăрушă вара. Дик. Леб 46. Тата тен санăн хăш чухне пур енчен те чаплă пурăннă хушăранах ĕлĕкхи хăвăн пурăнăçна та астуса илессӳ килĕ. Панклеи. Старик кайăксам ларнă хошăра (пока) холян веçернчĕ те (высвободился), анчĕ йоман котне (слез с дуба). Регули 180. Çомăр çунă хошăра эпĕр йывăç айĕнче тăтăмăр. N. Эпĕр вăрмана кайнă хошăра эсĕ тохса карăн. N. Килтех пурăнатчĕ пулас пĕр хушă, некоторое время, кажется, дома же жил. || Период. Сл. Кузьм. 76. Анчах вăл та пĕр хушă тем чирлĕ çын пек çӳрет. N. Пĕр хушă иртсессĕн. N. Пĕр хушши. Кан. Кăшт вĕреннĕ хушăрах лайăх çырма вĕренчĕç. Чт. по пчел. № 17. Çу каçа вĕрентнĕ хушăран тата пĕрер уйăх вĕрентет. Орау. Иртнĕ çура ĕç çинерех (около страды) пĕр хушă çăмăр пит хытă çурĕ. || В течение. N. Виç сехет хушши кĕнеке вулас пулать. N. Темиçе кун хушши. Кан. 1919. Акă ĕнтĕ хура халăх хăй пурăнăçне юсама тытăнни икĕ çул çитрĕ, икĕ çул хушши хура халăха хăй пурăнăçне юсама пуршуаçи картласа тăчĕ. N. Çын тавлăк хушшинче пĕтĕмпех сывалса çитнĕ. М. Сунчел. Çав çыннăн пĕр эрне хушшинче икĕ ывăлĕ вилчĕ. N. Кĕсре хăмласанах ăна пĕр эрне хушши ĕçлеттерме юрамасть. И. Тукт. Ун пуçĕнче хăйĕн кĕске хĕр ĕмĕрĕ хушшинче пулса иртнĕ ĕçсем пĕтĕмпех вĕçленсе çитрĕç, тусанлă çул кăна çаплах вĕçленмест. Капк. Нумай çул хушши Сахрун хуçа патĕнче тарçăра муталанса пурăннă. N. Çулталăк хушшинче вăл çĕр тавра вуникĕ хут çаврăнать. О сохр. здор. Çапла (таким образом) пӳрте пĕр виç кун хушши уçă тăратас пулать. N. Çулталăк хушши ĕçлесе пурăнсан, эпĕ тата урăх чирпе чирлерĕм. Янорс. Çав çуртсене пĕр вунпилĕк минут хушшинче вут çавăрса илчĕ. Кан. Ултă уйăх хушши чирлисем пурĕ 6589 кун выртнă. || Между, меж, иногда переводится как предлог в, а также к. НР. † Икĕ юман хушшинче. Между двумя дубами. ГФФ. † Çич çул юппи хушшинче çич çул выртнă юр куртăм. Между (этих) семи дорог я увидел снег, лежавший семь годов. ГФФ. † Шăл хошшинчех осраттăмччĕ. Берег я ее (песню), хранил меж зубов. ГФФ. † Шăнкăр-шăнкăр шыв йохать хомăшпа хăях хошшипе. Вода бежит и журчит меж осоки и камыша. НР. † Ыраш хăмăч, хушшинче... В ржаном жнивье... ГФФ. † Пирĕн ĕмĕр иртсе кать шохăшпа хойăх хошшипе. (Ĕлĕкхи юрă). Весь век наш проходит в думах и заботах. (Из старинной песни). А.-п. й. 39. Пытанса вырт тĕм хушшине,— тет улатакка. Ib. 62. Эй, паттăр юман, хăвăн ăшă туратусем хушшине çуркуннеччен куртсем,— тет. Юрк. Йăмра хушшине юр лартсан, çула пыл пулат. Янш.-Норв. Йăвăç юппи хушшине юр ларнă. В. Олг. Лаç хошшинче, между лачугою и амбаром. А.-п. й. 16. Ак пырать хайхискер лăпсăркка юмансем хушшипе. И. Тукт. † Хура шăрçа хушшине те йĕпкĕн мерчен ан тирĕр. Альш. Етремен хушшинче çуркунне пĕтĕмпе шыв юхать. Ачач 109. Чупсан-чупсан, пĕчĕк вар хушшинче тата тепĕр икĕ ачана хăваласа çитнĕ. Ib. 36. Ирхине вĕсене, е уроксем хушшинче тултан класалла аран-аран кĕртетĕр. Чт. по пчел. № 17. Вăйпа ĕçленĕ хушăран пуçпа та ĕçлесен... Регули 1152. Çынсам хошшипе чопса кайрĕ. Ib. 1153. Ик йăвăç хошшине çакрăм. Ib. 1469. Ир те каç анчах çырать; аттипеле ман хошăра ларчĕ. Ib. 1046. Иксĕмĕр хошăра ойрăпăр. Юрк. Хамăр хушшăмăрта калаçса ĕçе пĕтерме пулат (сладиться). Сред. Юм. Тем сăмах хошшине тăрса йолчĕ. (Каламалла сăмаха сăмахланă чохне калама астумасан çапла калаççĕ). Б. Илгыши. Мучи, мучи, мулаххай, мĕн мулаххай сулахай, пришёл патне вир патне, çерки патне сӳс патне, ула качака хушшипа, кама юратан, Микула? Регули 1154. Вотă хошшинче топрĕ. Ib. 1096. Сăхман хошшинчен (хутĕнчен) топрăм. N. Чакак, чакак, чакаклать çичĕ хула хушшинче. Ачач 19. Шахрасатă, пин те пĕр каç хушшинче тĕрлĕ илемлĕ юмахсем каласа, усал патша кăмăлне çавăрнă пулать. Регули 1191. Апат çинă хошша çитрĕм. || Регули 1372. Пирĕн хошшарах хор. || В середине. N. Çавăнтан кайран анаталла аннă чух питĕ хăраттăм: е ачисенчен малтан анаттăм, е хушшинче анаттăм, || Среди. N. Çав хушăра хăшĕ çыру пĕлсе, çав хушăрах тата çыру пĕлменнисем те пур. НР. † Ул-тантăшсем хушшинче... Среди парней-сверстников. || Промеж. Образцы. † Ылттăн кăвакал çуначĕ хушшинчен кăвак пĕлĕт курăнать. || По. А.-п. й. 15. Ак пырать хайхискер чăтлăх вăрман хушшипе. || За. N. Сахар сĕтел хушшинче çаплах юрă юрласа ларать. Захар, сидя за столом, распевает песни. Юрк. Пурте кĕрсе, тĕпелелде иртсе, сĕтел хушшинелле кĕрсе ларăр (гостям). В. Олг. Кăмака хошшинче, за печкою. || Иногда не переводится. НР. † Орам хушши такăр мар. Улица не гладкая. ГФФ. † Орам хушшинчи йомрийĕ, кайăксем тăрса кайсассăн, йомри йолать хомханса. Когда с ветлы, растущей на улице, улетят птички, тогда она так и заколышется. Альш. Шари-шари кăшкăраççĕ, урам хушшине ян çураççĕ. Собр. Çĕнĕ ял урам хушшине кĕленче сарса тухнă-ĕçке.

хăйматлăх

сваха, посаженный отец. ГФФ. Хăйматлăх юрри. Песня свахи. Сред. Юм. Хăйматлăх = тôс. Юрк. Куннĕн килсе куннĕн кайма хăйматлăх хурăнташ мар эпир. || N. Хăйматлăх, приглашенный родственник при женитьбе.

кăранташ

(кы̆рандаш), карандаш. Юрк. Манра пур (которые есть у. меня) кĕнекесене эпĕ хĕрлĕ кăранташпа паллă турăм (отметил). Пазух. Шурă хутне çырасчĕ — кăранташ çук; юррине юрласчĕ, ай, сăвви (слов) çук. Трхбл. † Чӳречĕрсем çинче уртăш йывăç, уртăш йывăç çинче кăранташ. Ĕнтĕ пĕр тантăшçăм, савнă тантăш, хăçан пулăпăр-ши хурăнташ? (породнимся) || Плетёнка (экипаж). Абаш.

тĕп ту

разузнать. Конст. чăв. Унтан вăсем пĕтĕм хурăнташ-ăрусене, ял йышсене ыйтса тĕп турĕç. || Уничтожать, убивать. Б. Олг. Совсем тĕпех туас сана, пĕтерес (çиленсе). Кан. Пупсен праçнĕкĕсене тĕп туса пымалла. || Разорить. N. Вăл киле вара пĕтĕмпе тĕп тăвать, тет. Чăв. й. пур. ЗЗ°. Çапла айкашса, Прухха Ивана пĕтĕмпех тĕп тунă вара (разорил). Сред. Юм. Кама та полса пуян çынна ôлталаса çока ертсен тĕп тунă теççĕ. || Растратить. Кан. Вăл сан укçуна тĕпĕпех тăвать. || Замучить, СТИК. Укçашăн тĕп тăвать. Замучил меня со своими деньгами. (Гов. по отношению к кредитору).

тĕрĕш

встр. в сложении: кил-тĕрĕш, тарăç-тĕрĕш, хурăнташ-тĕрĕш. ÇМ. Кил-тĕрĕш тирпейлесессĕн, тата ĕне, сурăх пăхса усрама пĕлсессĕн мĕне кирлĕ урăх? тетчĕç. Ст. Яха-к. Эсĕ çавах та ун çине пĕртте çилленмесĕр пăхса пĕр-пĕринпе, килĕш-чиккипе, пур хăна-ханарпа, пĕлĕш-танăшпа, хурăнташ-тĕрĕшпе чипер лайăх çураçтарса лăпкă усра. (Моленье киремети).

чӳклĕх

необходимое для чӳк. Хурамал. Чӳклĕх-пулин те, кĕлĕлĕх пулин те, хурăнташ-ăрупалан ĕçме-çимелĕх пулин те пар. (Из моленья).

хĕр

дочь. КВИ. Хăйĕн аслă хĕрĕнчен ашшĕ ыйтать: мĕн мăнтăр? На свете что всего жирней? — спросил однажды так отец у старшей дочери своей... Ib. Унтан кĕçĕн хĕрĕнчен ашшĕ ыйтать: мĕн мăнтăр? Затем спросил он: что жирней? — у младшей дочери своей. А.-п. й. 103. Чухăн хуйхăрса килне таврăнчĕ те хĕрне каласа пачĕ. Бедняк с горечью понес (кудель) домой и рассказал о своем горе дочери. ГФФ. Пире пуян çын хĕр памасть. Богатые люди не выдают за нас дочерей. N. Пуян хĕрĕ теейсе те, пуç ывăтса ан тăрăр; чухăн хĕрĕ теейсе те, пуçа усса ан тăрăр. N. Пирĕн атте хĕрĕ. Изамб. Т. Хальхисем (дети) виççĕш те хĕр. Ст. Чек. Хĕрме (= хĕрĕме) калап, кинĕм илт. (Послов.). Мусир. Пирĕн аттен пĕр хĕре Вĕренер кулли пулайчĕ. Городище. Санпа пĕр тăван хĕр миçен тата? А сколько у тебя сестер? Абыз. Манпа пĕр тăван пилĕк хĕрччĕ. К. Кушки. Пирĕн пилĕк хĕр, у наших родителей пять дочерей. Ib. Эпир çемьере пилĕк хĕр, нас в семье пять сестер. || Девица, девушка, девка. ГФФ. Коçăма ятăм хĕр çине те сар хĕрсене солляма. Я дал волю своим глазам выбирать красных девиц. N. Йăштин-яштин яш ачи, хĕрсем тавра коскалать. Высокий красивый парень вертится вокруг девушек. N. Хальхи те хĕрсем яш майлă. Нынешние девицы похожи на парней. N. Ĕнтĕ савни кĕтет, сарă хĕре кĕтсе илеймест. N. Вылямашкăн, кулмашкăн та кăвак куçлă хĕр чипер. Богдашк. И уччанна, уччана, юр çăват-çке пахчана; юр çунипе юр пĕтмест, хĕр кайнипе хĕр пĕтмест. Чертаг. Ентри пичи калатчĕ: сарă вăрăм хĕрсене сарай кашти тăвап, тетчĕ. ГФФ. Çакă та ялăн хĕрĕсем, çул юсама тухсамăр. Девушки этой деревни, выходите чинить дорогу. N. Пĕр Петĕре çитмест-çке те, çĕр çитмест мар, хĕр çитмест. Только одному Петру нехватает — не земли нехватает, а девушек нехватает. N. Çак ял хĕрсен ячĕ аслă. Велика слава у девушек этой деревни. N. Ай, ачи лайăхчĕ, хĕрсем патне каймаст-чĕ. Ах и хороший был парень (жених)! К девушкам, бывало, не ходит. N. Ял-ялĕнче яш малта, хамăр ялта хам малта, çакă ялта хĕр малта. В других деревнях на первом месте парни, в нашей деревне я сам на первом месте, а в этой деревне на первом месте девушки. Пазух. Çакă ялăн хĕрĕсем ялан шăлан чечек пек, ялан мăкăнь çеçки пек, йĕркипе ларнă чĕкеç пек, суса çакнă нухрат пек, йĕп куçĕнчи пурçăн пек, кача-пӳрне çĕрри пек. СТИК. Кĕрхи сăрара пирĕн пит хытă ĕçеççĕ. Ваттисем хăйсем хурăнташ-ăрусемпе ĕçкĕ тăваççĕ, çамрăксем (бивают и женатые молодые люди и замужние) хĕрсем кĕрхи сăра ларнă çĕрте ĕçеççĕ. Унта пĕр вăйçă пулат купăспа, ташлаççĕ, юрлаççĕ. Хĕрсен сăрине тунă çĕре кашни хĕр хăй килĕнчен салат и хăмла илсе пырат. Каччăсем вăл сăрана ĕçнĕшĕн укçа тӳлесе хăвараççĕ. Çавăнта ларнă хĕрсем вăл каç килĕсене таврăнмаççĕ, çавăнтах выртса çывăраççĕ. Якейк. Хĕрĕх тантăш хĕр тантăш, хĕрсе олах ларас чох хĕр тантăшран уйăрăлтăм. Чăв. юм. 24, 55. Хĕр пиррине хутаç çине чикет те пасара илсе каять. Юрк. Пире хĕртен арăм тумалли кирлĕ. Ib. Çирĕм çула çитсе хĕр пулса, ялăрта пур-и савакан? Торп-к. Юхин хĕр юхтарĕ, çеклеттер хĕр çаклатĕ. (Шыв юхни). Ала 65°. Ах, йыснаçăм Иван пур, хĕр Курмасăр ватăлнă. Ст. Чек. Хĕр йĕке урлă каçсан, упăшки кукша пулать, тет. Сред. Юм. Хĕр хôран хысми çисессĕн, качча кайнă чôх çăмăр пôлать, тет. (Народ. поговорка). Норус. Ати ани мăн ана (загон отца велик), хĕрсен çурли çук пулсан, унта аса килĕ-ха. (Туй юрри). Собр. Пушă хирте хĕрлĕ хĕр çӳрет. (уйăх). Шорк. Çамрăк хĕр — лет 14—18-ти; яш хĕр — лет 18—19-ти; пĕве çитнĕ хĕр — лет 17—18. ПУ. Çитĕннĕ хĕр, девушка. N. Тĕрлемес хĕрĕ, уроженка с. Тюрлемы (независимо от возраста и семейного состояния). N. Тепри — ватта юлнă хĕр. К.-Кушки. Миçе çул ман хĕрте лармалла-ши? Сколько лет быть мне в девушках. N. Хĕр чухнехи иртрĕ поль, сорхори тăвасси иртрĕ поль. (Хĕр йĕрри). Ядр. Сат картинче сар-кайăк, юрлăни те килĕшет хĕрĕн арăм полнă чох (хĕртен арăм полнă чох) макăрни те килĕшет. Нюш-к. Хĕр тупаччин хĕр тăв (хĕр çураçса тупса параччин хĕр тăв). ГФФ. Улаха та кĕтĕм те — хĕр сăмахĕ. Зашел (я) на посиденки — девичьи пересуды. || Невеста. Изамб. Т. Хĕр леçме (провожать невесту) хĕрсем каймаççĕ. N. Хĕр шыв тăкма кайни. СТИК. Вăл ĕнтĕ хĕр çулне çитнĕ: час качча парас тетпĕр. Козм. Хĕр парăп хĕл каçайми. (Шăпăр). Юрк. Авланма шухăш пур та, хĕр çук халĕ. ТХКА. Çынсем: хĕр тупса парас сана, теççĕ. N. Хĕрĕн тетĕшĕ туйра туй килнĕ чухне е кайнă чухне хĕрне хулпуççи çине хурса йăтса кӳртсе, йăтса тухса тăрантас çине лартат. Зап. ВНО. Каякан хĕртен шăпăр пытаннă. Сред. Юм. Хĕр полнă ĕнтĕ, тек выляса çиç çӳремелле мар. Невеста уже, нечего тут все играть. Пазух. Хĕр çӳретмелле выляс уммĕн юрлакан юрă. Çак юрра юрланă чух арçын ачасемпе хĕр ачасем уйрăм тăраççĕ: пĕр енне хĕр ачасем пулаççĕ. Пĕрисем юрланă чух тепĕрисем пăхса тăраççĕ. Пшкрт. Ĕçнĕ хĕр, невеста. || Назв. родства по мужу. Юрк. Родство: 1) сарă хĕр, 2) чипер хĕр, З) хĕрсем. Ib. Чипер хĕр, сарă хĕр, вăталăх хĕр, кĕçĕн хĕр. Якейк. Мăн хĕр, çамрăк хĕр. Альш. Хĕрсем, вăталăх хĕр, кĕçĕн хĕр, пĕчĕкçĕ хĕр, сарă хĕр, чипер хĕр, шурă хĕр. Ст. Чек. Вăталăх хĕр, кĕçĕн хĕр, пĕчĕкçĕ хĕр, шурă хĕр, сарă хĕр. N. Сестры старше мужа — аппа, аппай, акай, моложе — хĕрсем, чипер хĕр, сарă хĕр, кĕçĕн хĕр, пĕчĕк хĕр. Н. Карм. Упăшкинĕн йăмăкĕ: асли — хĕрсем, тепри — вăталăх хĕр, тата — чипер хĕр, сарă хĕр, кĕçĕн хĕр. || Назв. речки в б. Ядр. У. (о ней есть предание, иначе хĕр шывĕ.) КС.

пекки

подобный, похожий. Ст. Чек. Вăл кĕнеке пек, унта кĕнеке листи пеккисем нумай. N. Пирĕн анне пекки паян пултăрана карĕ. [Анне пекки — 1) мать (пренебрежительно), 2) мачеха]. N. Халь порăнтăмăр покка ял пеккинче. Изамб. Т. Анчах ун пекки сайра пулать. N. † Ĕçкĕрен ĕçке çӳрерĕм, çак хуçа пекки курмарăм. || Как будто; вроде. БАБ. Тепĕр арăм (вторая женщина) йăвăç айне выртрĕ те: ах ăшăма, ах ăшăма! тесе кăшкăрса йĕрен пекки тăвать. Алекс. Нев. Вырăссене çăмăллатам пек туса, куланай кĕтем пекки тунă. Хурамал. Çывăрам пекки туса выртать. Орау. Эп ун пекки (таких вещей) курман пĕртте. || Можно (кому), следует (кому). N. Карапа юсаса пĕтерсен, ларас пеккисем карап çине ларнă та, каяс çĕре кайнă. Изамб. Т. Çапман тыррисем мĕн пур пекки юлнă. Юрк. Хăла лашана анчах пачĕ (мне), ватăскере, ыран-и паян-и вилес пеккине. || Похоже на то; что-то похоже на; имеющий подобие. Аттик. Мĕн пĕтнĕ вăйăм пеккине (силĕшки) каялла тавăрса пар (потраченую силу возврати. Моленье, в жатву). Ib. Уйра мĕн пулнă тырă-пулă пеккине (все, что относится к хлебам) чипер пуçтарса кӳртме пар. (Моленье). N. Панă пеккине ил. Бери, сколько дают. N. Иван тухнă пеккине каскалах пырать. (Из сказки). Сборн. по мед. Ун патне пĕтĕм кӳршĕ-арăмĕсем, хурăнташ пеккисем (все родственники) пуçтарăна-пуçтарăна пыраççĕ. Янш.-Норв. Ял хушшинче, мур тартăр тесе, курнă çын пеккине саламатпа хĕртеççĕ (девушка), тата килĕсене кĕрсе хĕнесе çӳреççĕ. (Хĕр аки).

ачана чӳке кӳртни

mos Tschuvaschorum, secundum quern infantes in sacra gentis suae admittuntur, введение ребенка в круг (народных) религиозных церемоний. Н. Карм. 81. Ачана чӳке кӳртни. Пирти чăвашсен, пур ăрăвăн та, ăрăвĕ-ăрăвĕпе хăйсене тĕрлĕ чӳк пур: пĕр ăру пĕр тĕрлĕ, тепри тепĕр тĕрлĕ. Çавăнпа, ача çуралсан, харкам хăй тăвакан чӳке (те): ача çуралнă йĕркипе, тесе, харкам хăй тăвакан кил-ăш пăтти-юсманне тăваççĕ (килĕсерен тăвакан чӳке çапла калаççĕ). Наши чуваши имеют особые родовые моленья — у одного рода так, у другото — иначе. Поэтому, когда родится ребенок, то каждый совершает по случаю его рождения свое семейное моленье («семейную кашу и юсманы»).

ача чăкăчĕ

(ц’ ̚ы̆гы̆ζ'э̆), caseus, quo post puerperium sacrificare solent, сыр, приносимый в жертву после родов. Н. Карм. Ар чăкăчĕ. Ача çуралсан, тĕне кӳртсен «ача чăкăчĕ» чӳклеççĕ. Пуçламан чăкăтпа, пуçламан çăкăрпа: ачана ырлăх-сывлăх пар, кунлă-çуллă ту, ăрăскаллă-тивлетле ту, тесе, кӳршисене чĕнсе, яшка-çăкăр çиеççĕ. Когда ребенок родится и будет окрещен, совершают моление, известное под названием «ребячьего сыра». Приглашают на обед соседей, берут непочатой сыр и непочатой коровай хлеба и молятся так: «Подай младенцу здоровья, долгой жизни и счастья». Ст. Чек. Ача чăкăтĕ. Хăшĕ ачана шыва кӳртсен, хăшĕ кĕрхи сăрара, хăшĕ хăçан вăй çитет, çавăн чух, ача чăкăт пуçлама хурăнташ-ăратнесене чĕнеççĕ. (Манăн Хула-Çырминчен пилĕк çуна килчĕç). Чи малтан пуçтарăнсан, çурта çутса, кĕл-тăваççĕ: эй турă! Ĕмĕрлĕ пултăр, пысăк пултăр, пирĕн пек телейлĕ пултăр!.. Чăкăт пуçламасан, ача вилсен, çăккăр памаççĕ, теççĕ; çăккăрпа та пулин пуçлаççĕ.

пӳлĕх

(пӳл'э̆х), назв. божества, раздающего по назначению кепе, счастливые или несчастные жеребья. Юрк. Такмак. Атте-анне çуратнă, шурă кĕпепе тытнă (держали во время крещения), турăпа пӳлĕх ӳстернĕ (каччăне тумлантарнă чух). Собр. Пĕрре пӳртекинчи карлăк çине тухса: пӳлĕх, пӳлĕхçи, уланка пулă калашне, çак патша хĕрĕ пĕтĕ пулнине курăттăм, тесе каларĕ, тет. ППТ. Аслă турă, аслă пӳлĕх, çырлах. (Уй чӳкĕ). Янш.-Норв. Эй аслă пӳлĕх, аслă пӳлĕх амăшĕ! сана тав тăватпăр, савса паратпăр, савса ил... (Уй чӳк туни. Пӳлĕх тесе вĕсем мăн турра калаççĕ). ЧП. Эпир атте-анне ачисем турăпа пӳлĕхĕн чунĕсем. Кĕвĕсем. Ĕнтĕ çын кураймас та, çын кураймас, турăпа пӳлĕх ямас та, тивеймес. Н. Якушк. Атте-анне çуратрĕ, турăпа пӳлĕх ӳстерчĕ. С. Алг. † Турă-ах та çырсан, пӳлĕх пӳрсен эпир те пулăпăр хурăнташ. Якейк. Пӳлĕх е пӳлĕхçи; пӳлĕх ача топнă çĕре пырать. Вăл ача çамки çине çав ача мĕлле порнмаллине, кама качча илессине, мĕлле вилĕмпе вилессине çырса хорать. Собр. Турăпала пӳлĕх пăрахмасан, вуникĕ тăшман урам айĕнче (под моими ногами). Альш. Шĕкĕр турра-пӳлĕхе: тантăш ташла пуçларĕ. Ib. Ырă аттеçĕм, аннеçĕм, сирĕн хуйхăра кам çĕклĕ? Турăпа пӳлĕх хăй çĕклĕ. См. Кĕрлĕх. || СПВВ. Каç выртсан канлĕхне пар, ир тăрсан пӳлĕхне (буква «л» написана неясно: перечеркнута и опять надписана).

пăхлан

испачкаться в испражнении, запачкаться. Орау. Эсĕ пĕтĕмпех пăхланса пĕтнĕ вĕт, ачам! Ведь ты весь (или вся) испачкался в дерме, мое дитя! || В перен. см. Изамб. Т. Унăн ĕçĕ пăхланнă (испрртилось). N. Авланас пулсан путлĕ хĕр паман пулĕччĕç пире (scr. пирĕ), мĕшĕн тесен пирĕн ăру пĕрре пăхланнă та ĕнтĕ, тасалмаçт.

пĕлĕшӳ

(-ж-), знакомство. || Родственник. Альш. Ытти хурăнташ-ăру-пĕлĕшӳ патнелле каяççĕ эрттиллипе.

пĕртен-пĕр

единственный. Кан. Ку пĕртен-пĕр çитĕнӳ пулса тăрать чăваш ĕçхалăхĕшĕн. Рукоп. календ. Прокоп. Килте пĕртен-пĕр ĕçлекен вилсен, салтакри тавăрăнать. Орау. Вăл вăлсен пĕртен-пĕр ывăлĕ (один сын у отца), ăна мĕн пурĕ пур те юлать. Якейк. Пĕртен-пĕр хĕрне токмак тытса çинă. N. Эпĕ аттемĕн пĕртен-пĕр хĕрĕ. N. Эсĕ пĕртен-пĕрех пулăн, санăн ăру ни ӳсĕнмĕ, ни сахалланмĕ (сказал отец Тупаху, основателю д. Тубах, б. Цив. у.).

Кавал

яз. имя мужч. Рекеев. || Назв. селений, напр. д. Ковалей, б. Алькеевск. в. Тег. у. и др. N. Кавалăн йытти те мана кукка пулат. Все ковалинцы мне дядья по матери потому что моя мать из Ковалей). || Назв. сел. Ковалей, Урмар. р. (По преданию, так звали брата Тупах’а, основателя этого села). N. Кавалпа Тупах çинчен ваттисем ак мĕн калаççĕ: ĕлĕкех пирĕн ял панчи вăрманта пĕр çын пурăннă. Унăн Кавалпа Тупах ятлă ывăлĕ пулнă. Тата усрама илнĕ Вăрмар ятлă ача пулнă. Вăрмар ку çынна каткасем, пичĕкесем тусă пулăшса пурăннă. Ăва Кавалпа Тупах, кураймасăр, усал тунă. Ашшĕ ăна пĕлнĕ те, ывăлĕсене ылханнă, Вармара пиллесе хăварнă. Тупаха: эсĕ пĕртеле-пĕрех юлăн, санăн ăру ни ӳсмĕ, ни сахалланмĕ; Кавала: санăн ару Тупахăнвинчен йышлăрах та, чаплăрах та пулĕ, тенĕ. Вăрмарне: санăй ăру пит ... (конца нет). Изамб. Т. Кавал, Кавал каптăрми, тиркĕ-çăпали хуп татти. (Насмешка над ковалинцами).

каранташ

(карандаш), присловье к слову хурăнташ. Чăв.-к. † Уртăш йывăç хулли каранташ. С. Дув. † Уртăш йывăç пулат каранташ, çичĕ ютран пулат хурăнташ.

килĕнтеш

(кил’э̆ндэш, к’ил’э̆н’д’эш), «женский персонал (снохи) в доме». Н. Карм. Пичче арăмĕ ман арăмпа килĕнтеш пулат. Качча кайнă хĕртен ыйтаççĕ: санăн килĕнтеш пур-и? теççĕ (т. е. есть ли еще другая сноха). Альш. Ирхине вĕсене килĕнтешĕ-мĕнĕ тухса тăратать. Ib. Килĕнтешĕсем — каччипе пĕр тăванăн арăмĕсем. Ст. Чек. Икĕ кин пĕр-пĕрне килĕнтеш теççĕ (заочно, не всегда). Ib. Икĕ килĕнтеш лайăх пурăнаççĕ. Две снохи в доме живут мирно. Ib. Килĕнтешĕм манăн усалччĕ. Ib. Килĕнтеши — сноха данной женщины, все ровно, младшая или старшая. Ib. Сан килĕнтешĕ килте пулчим? Ib. Ĕлĕк тăват-пилĕк килĕнтеш пĕр çуртра пурăнатьчĕç, халĕ апла мар ĕнтĕ; качча кайсанах, уйрăлса тухма пикенеççĕ. Ib. Кинлĕ-килĕнтешлĕ пултăмăр, çемье пысăк пулчĕ. (Женили и сына и брата, поэтому и увеличилось семейство). СПВВ. Килĕнтешсем умĕнче киненейсе çӳрес-мĕн. Ib. Килĕнтеш — кинпе кин иккĕшĕ. К.-Кушки. † Ик килĕнтеш тӳрĕ (дружны) пулсан, кил кӳрнекне çав кӳрет (вар. вăл кӳрет). N. † Ик килĕнтеш тӳр(ĕ) пулсан кил илемĕ килетĕ-çке. Тайба-Т. † Икĕ килĕнтеш тӳр тăрсан, çавă кӳрет кил илемне. Кĕвĕсем. Хурăнташ хура юратать, килĕнтеш кине юратать. N. Кил, килĕнтеш, кĕмĕлтеш, кĕмĕл укçа сăвакан. ЧП. Кӳрĕш хĕрĕ кӳрнеклĕ, килĕнтеш тума юрамасть. Изамб. Т. † Кӳрше хĕрĕ кĕрнеклĕ (так!), килĕнтеш тума юрамаст.

ӳлĕмрен

после, потом, впоследствии (о будущем вр.). Курм. Эпĕ: ай атте, ан хĕнесем! ӳлĕмрен нихçан та каймастăп! тесе кăшкăрса ятăм. Жит. св. Апрель. Ăна асаплассине эпĕ ӳлĕмрене, кая хăвартăм-ха (отсрочил, отложил). В. Ив. Чечекĕ ӳлĕмрене ăру (потомство) хăварма пĕрчĕ хатĕрлет.

ăратне

(ы̆ратн'э, с малозаметным ы̆), род, родня по мужской линии. К.-Кушки (здесь-же хурăнташ — р. по женской лин.). Самар. Мĕшĕн шавлат-ши çав халăх? — Çĕнĕрен ăратне ярасшăн. По какой причине шумит тот народ? — Из желания включить в свою среду новую родню. N. Масар çинче ăратни-ăратнипе (целыми родами) хăйсен вилнĕ çыннисене, пытарнă тăприсем патне пырса, хываççĕ. Альш. † Пуян хĕрĕ пулăттăм, ăратнерен тухмăттăм. Хотела бы я быть дочерью богатых родителей и не выходить (замуж) из своего рода. Буин. Ăратне — кровная родня, но хурăнташ ― свойство. М. П. Петр. Ăратне — родство. СПВВ. «Ăратне — родня, —вкоренившееся слово».

ăри

род. М. П. Петр. Очень сомн. См. ăру.

ăру

(ы̆ру), род. Ст. Чек. Истор. Çапла салана-салана кайса, вĕсем темиçе ăрува уйăрăлнă (разделились на несколько родов); ăрувин те ячĕсем пулнă. Сборн. мол. Санран кайран санăн яхусем те ăна ăруран ăрура тытса тăччăр. Изамб. Т. Те кусен ăрăвĕнче çивчĕ чĕлхелĕ? Или у них в роду очень остры на язык? Ib. Ахаль ăрăвĕнче (в роду) çапла чир пур. БАБ. Çак Павăла (павăлăн?) çав ĕлĕкренпех ăрăвĕ ĕрчемен (не было потомства). Халĕ те вăсем арлă-арăмлă анчах пурăнаççĕ. Сред. Юм. Ăру, потомство.

ĕрчĕхлĕ

плодовитый. Орау. Урлав таврашĕ питĕ ĕрчĕхлĕ ăру вăл. Орловы ― очень плодовитый род.

ят

(jат), имя; название. Менча. Когда у чуваш родится ребенок, то, еще раньше, чем крестить его (шыва кӳртиччен), ему, заодно с бабушками-повитухами (эпи-карчăк), нарекают имя. Если не наречь имени, то это считается нехорошим, так как иначе имя ему наречет чорт (шуйттан). Как только наступит время родить, бабы приводят повитух, и тотчас по рождении дают ребенку имя. Если родится ребенок мужеского пола, то иного нарекают Упа, иного Юманкка, иного Тăхти, а иного Сатай. Все эти имена даются с суеверным соображением. Упа называют затем, чтобы ребенок был здоров как медведь и не болел; Юманкка — чтобы он был крепким и коренастым как дуб и не хворал; Тăхти ― чтобы он был живуч и чтобы племя его множилось и не вымирало; Сатай ― чтобы род его плодился и не исчезал. Что касается девочек, то некоторых из них называют Хĕрпик, других Силпик, иных Эрнук и Тунюк (scr. Тунӳк). Хĕрпик — название не суеверное; родилась девочка, ну и говорят: давай назовем ее Хĕрпик; имя Силпик ― дается с суеверным соображением (ăрăмласа хуни): дескать, Силпик будет жить в почете (сил) и уважении (чис). Эрнук называют тех, которые родятся в пятницу (эрне-кун), а Тунюк (scr. Тунӳк) — родившихся в понедельник (тунти-кун). Ача ят хуни. Тĕне кĕмен чăвашсем, çамрăк ача çуралсассăн, ача ят хума ни пуп патне, ни мулла патне каймаççĕ. Вĕсем (некрещ. чуваши) ача ятне ватă стариксем, ватă карчăксем, эпи-карчăксем, хурăнташсене, ратнисене пухса, хăйсем пĕлнĕ пек, ача мĕн кун çуралнă, çав кун ячĕпе е çав кун ячĕ евĕрлĕ ятпа, пĕр-пĕр святой ятне асăнса тунă праздник тĕлĕнче çуралнă пулсан, ачине те çавăн ячĕпе ят параççĕ. Ывăл ача пулсан, ак çапла хураççĕ: ачи шăмат-кун çуралнă пулсассăн, Шăмак ятлă хураççĕ; вырăсерни кун çуралнă пулсассăн, Вырăстай ятлă, Ванюк (чит. Ванюк) ятлă хураççĕ; тунтикун çуралнă пулсассăн, Тутирек ятлă, Тутиер ятлă, Тăхтаман ятлă хураççĕ. Хĕр ача çуралсассăн, унăн ятне те арçын ачинни пекех хураççĕ. Улăштарсан та, сайра улăштараççĕ. IЬ. Некрещеные чуваши, когда родится ребенок, не ходят, чтобы наречь ему имя, ни к попу, ни к мулле. Чтобы наречь имя ребенку, они созывают старых стариков и старых старух, повитух, родственников и сродников, и нарекают имя ребенку, как умеют сами — или по имени того дня, когда ребенок родился, или именем, подобным имени этого дня; а если он родится около праздника в честь какого-либо святого, то — по имени этого святого. Если родится мальчик, то нарекают так: если ребенок родился в субботу, то Шăмак; если родился в воскресенье (вырăс-эрни кун) — Вырăстай или Ванюк; если родился в понедельник, то Тутирек, Тутиер или Тăхтаман. Если родится девочка, то ее имя нарекают подобно имени мальчика. Если и меняют, то редко. Кроме того имени, они некоторых нарекают по имени родителей, родственников или рода (тата вĕсем хăшин-хăшин ятне ашшĕ-амăш ячĕ, хурăнташ-ăру ячĕ майлă эл йăх ячĕпе хураççĕ). Имена детям своим они нарекают (хураççĕ) тогда, когда вздумают. М. Рус. Ĕлĕкхи чăвашсем ачисĕм пурăнмантан хĕр-ачасене вĕçен-кайăк ячĕпе, ывăл ачасене ураллă кайăк ячĕпе ят хунă. Макка 212. Вăл ача ятне кун ячĕпе шыраса тупаççĕ; кун мĕн ятли пулать, ăна та çавăн майлăрах хураççĕ. Çапла пĕр кун ятне илер-ха: эрне-кун хĕр пулсан, Эрнепи ятлă хураççĕ; ытлари-кун пусан, Утлаш ятлă хураççĕ. Альш. «Имена часто даются в виде соображения относительно зажиточности: если человек с не очень нравящимся чувашам именем живет славно — тихо, зажиточно, смышленно, то это имя дается многим на селе». Т. М. Матв. Ятне хуман ача макăра пулать. (Япалана килĕшмесĕр илсе кайсан, тавар хуçи хаклă ыйтма пултарать, е ĕçе малтан килĕшмесĕр ĕçлесен, ĕçлекенни хаклăрах илесшĕн, ĕçлеттерекенни йӳнрех парасшăн — çак сăмаха çавăн чухне калаççĕ). Якейк. Пĕчĕк ачасам кошаксене, сорăхсене, пăрусене ят параççĕ. Пĕр ятпах хăш чохне сорăха та, пăрăва та кошака та чĕнеççĕ. Кĕтерин, Маркка, Веркка ятлă хораççĕ. Лашапа йăтăсен те хăш чохне пĕр ят полать, напр., Мальччăк ятлă йăтă та пор, лаша та пор. Суждение. Турă, рая пырсассăн, вĕсене ятран каласа чĕннĕ (звал по именам). Псалт. 146,4. Вăл вĕçĕмсĕр нумай çăлтăрсенĕн хисепне те пĕлсе тăрать, вĕсене пурне те ятран пĕлет. Мар. Егип. Зосима çав хăйне нихăçан та курман, нихăçан та пĕлмен арăм ятран чĕннине илтсессĕн, пит тĕлĕннĕ. Е. Ятран чĕне-чĕне кăлар. Альш. Чăвашсем ятран каламаççĕ. Ашшĕ-мĕн ячĕпе чĕнсессĕн, чăваш çиленет. Ашшĕ-амăшĕ ятлă çынна ячĕнчен чĕнмеççĕ: атте ятли, анне ятли теççĕ. Хăй ятлине аташ теççĕ. Пуринчен ытла кăна хĕр-арăмсем çапла тăваççĕ. Псалт. 108,21. Эй турăçăм, турăçăм, эсĕ маншăн хăвăн ятна тивĕçлине ту. Якейк. Аланмасăр порнатпăр, ватă ятне илтетпĕр (нас обзывают стариками). Посл. 179,11. Вăл сире хăвăра чĕнсе илнĕ ята тивĕçлĕ çынсем тутăр. Шурăм-п. № 21. Хăй ĕçсе пурăнать пулсан та, чăваш ятне унăн пек пăсмалла мар. Сала 50°. † Кĕмĕл çĕрĕ, ахах куç, — унăн ятне кам пĕлмест? Что сокращ. жизнь. Рай пурăнăçĕ-çех пурăнăç ятне илтме тивĕçлĕ. Макка 110. † Чунăмăр тӳрă аллинче, ятăмăр патша умĕнче, пĕвĕмĕр ырă çын умĕнче, шухăшăмăр атте-анне умĕнче. Сир. 41. Ухмах темесĕр мĕн ят парас ăна? Альш. Хальхи чăвашсем пайтахăшне мĕне кĕлтунине те пĕлмеççĕ, тет, ятне-кăна, пĕр пĕлмесĕр, калаççĕ тет. Собр. 339. † Пĕвĕр илемлĕ, сăнăр хитре, кам хунă-ши сирĕн ятă-ра? || Очередь по отбыванию воинской повинности. Б. Олг. Каþан, пичин салтак ячĕ тохсан (был объявлен рекрутом), пичин ик хĕр-ача пор-ччĕ. См. ят пар. || Назначение. Юрк. Укçа пулсан, пуштăпа яр. Анчах укçăна хам ятпа ан яр. Будут деньги, пошли почтой. Только не посылай на мое имя. N. Пĕр письмо (= çыру) янă-ччĕ сан ятпа. Одно письмо на твое имя было послано. || В выражении ячĕпе «от имени»... Хыпар № 9, 1906. Вĕсем кĕпĕрне ячĕпе суйласа яма 50 çын хушшинчен 8-9 çын-кăна суйласа ямалла. IЬ. № 8. Пирĕн те пĕтĕм чăваш халăхĕ ячĕпе пуху тума пулмĕ-ши? тетĕп эпĕ. || Цель. Хыпар № 46, 1906. Закона уççа парас ячĕпе Сенат çĕнĕ закон кăларчĕ. || Доброе имя, честь. Ч.П. Леш кассенĕн хĕрĕсем ашшĕ ятне ямалăх. Альш. † Атте-анне ятне лайăх тытсан, пире лайăх çынсем чис парĕç. Собр. 173°. † Атте-анне ячĕпе патшасем чĕнеççĕ хăнана. Янш.-Норв. † Аттем-аннем ячĕпе ырă çынсем чĕнеççĕ хăнана. С. Алг. † Ман туй килет шавласа, атте-анне ячĕпе. || Хорошая или плохая слава, молва. Ст. Чек. Ячĕ пысăк ĕнтĕ. Он уже прославился (в хорошем смысле). Альш. † Маттур-маттур хĕрсене ячĕпелен шыраççĕ. Якейк. † Çварни çони шуç котлă; шуçĕ йолать йор çине, ят сарăлать ял çине (слава идет по деревне). N. Ырă ят илт, выслушать (себе) похвалу, добрую славу. К.-Кушки. Пуян ячĕ çĕклесе, виçĕ пуспа ан виртле. Славясь богачем, не дразни тремя копейками. Ч.П. Ятăра пăсĕ. Ала 103°. † Ĕçес-çияс хуçаран, ыр ят тăвас хăнаран. Альш. Пурăнать вара салтак арăмĕ хуняшшĕ-хунямăшĕ аллинче; вĕсем ырă пулсан, ырă ят илтсе, вĕсем усал пулсан, усал ят илтсе. N. Халăха тытса тăракан каланă сăмахĕсем тăрăх ăслă çын ячĕ илет. N. Хаяр ята кӳрт. Сделать предметом осуждения. Бижб. † Чаплă хĕрĕн чап каят, начар хĕрĕн ят каят, тет. Юрк. † Çичĕ çул ямшăк çӳрерĕм, ямшăк ятне кăлараймарăм, çичĕ пушă аври хуçмарăм. Макка 36. Çак хамăр кас ачисем ят кăларма хăтланчĕç (хотели распустить дурную славу). IЬ. 173°. † Çинçе пӳме ӳстертĕм ятма ял çине ямарăм. IЬ. † 107°. Ялсем çинче ан мухтанăр, ятăр юлĕ ял çине. Лашман. † Çăпатана пăрахса, атă тăхăнтăм, пуснă йĕрсенчен вут тухтăр. Вучĕсем пĕр тухчăр, чулĕсем путчăр, матур йĕкĕт çинчен ят тухтăр. Сир. Ху çинчен элекçĕ ячĕ ан кăлар. Не приобретай славы клеветника. . Ик чĕлхелĕ çын çинчен яланах усал ят каять. || Брань, выговор. N. Хаяр ята кĕр. Подвергаться дерзкой брани. N. † Çамрăк пуççе чармасан, ваттисене ят тивет. Пус. Сĕм вăрманта вăрăм йывăç, çил тимесĕр пĕр кун лармĕ. (Салтака ят тивни). Сала 196°. Сулахай хулха янрасан, ят илтет. N. Лашисене хупмаççĕ, вăррисене хаяр ят; хĕрĕсене чармаççĕ — каччисене хаяр ят. Сятра. † Ах, пире ват ятлать! Ват çын ятне пăхсассăн, эпĕ пасара та тохас çок. Юрк. † Пĕр хĕр ясар пулсассăн, пур хĕр çине ят килет. Ала 89. Ача-пăча ятран-патакран пит хăрать. Дети очень боятся брани и побоев. Якейк. Мана порнма пит йăвăр: кашнă конах ят илтеп (слышу брань). Орау. Капла туса ят илтиччен, эпĕ луччă тепĕр çĕрте сăмахсăр пĕр пуссăр хырăма тăранмалла ĕçлем. Ч.П. Çавна тытса чуп-тусан, çамрăксене ят тивет (побранят). || Молва. БАБ. Ял çине ят карĕ, халăх çине хахать карĕ (из «такмак»; слух, молва). || Звание. Панклеи. Кăна илес мар, мĕн пуçлăх ятне илтес! Если этого не взять, то зачем и начальником называться! (Слова солдата. Сказка № 16.). Сир. 68. Тепĕр тус пур, тус ятне-кăна илсе тăрать. || Сословие. Хыпар № 13, 1906. Смоленск уясĕнче 32 çынтан — 18 дворян, 5 çын урăх ятран, 9 çын хура халăхран. || Для проформы. Ст. Чек. Çумăр ятне-кăна çăват. Только слава, что дождик (т. е. еле-еле накрапывает и т. п.). Хыпар № 42, 1906. Улпутсем вăл ĕçе панă укçана кĕсьене чикеççĕ. Ĕçĕн ятне анчах тăваççĕ. Календ. 1904. Хыт сухана пит кăйран тухаççĕ, иккĕмĕш хутне çавăнтах тăваççĕ, тата иккĕмĕш хутне ятне-кăна (анчах) тăваççĕ. Орау. Мур çĕвĕçи (этот чорт портной, этот негодный портной) сăхмана пăсса хăварчĕ. Майтансем (майданские) вăсем путлĕ çĕлеççĕ-и? ятне анчах туса çӳреççĕ вĕт! СТИК. Ятран-кăна тукаласа тунă. Сделано кое-как. . Ятран-кăна (ахальрен-кăна) шаккакаласа хунă. Кое-как сколочено. Иваново. Ачасĕм, эсир кунта вĕренсе тухрăр... Ячĕ-çеç ан пултăр; мĕн вĕреннине ан манăр, киле ан юлăр, епле-те-пуса ытти çĕре кайма тăрăшăр. Сред. Юм. Аптратнă мана текех: туса пар, тесе; ячĕ пȏлтăр, тесе, туса патăм. || Нарочитая цель, назначение. Иногда имеет оттенок послелога. Панклеи. Йăван хĕпĕртесе: килях, пичи, килях! тет. Ăсса тох-ха, арăм, пичи ячĕпе, тет.Макка 212. Леш укçине ачин ячĕпе каласа хураççĕ. Те деньги кладут в честь новорожденного. Аку 121°. Турăпа патша ячĕшĕн (ради или во славу). Шурăм-п. № 14. Мана та праçник ячĕпе (для праздника) ĕçтересшĕн. || Надельная душа. Ст. Ганьк. † Ял ялĕнче хĕр нумай, хĕр нумай та, ят сахал. Хамăр ялта хĕр сахал, пĕрне те мана памаççĕ. . † Хĕр сахал та, ят нумай, хăçан ӳссе çитĕç-ши? Изамб. Т. Ятран куланай пухаççĕ (по душам). О сохр. здор. 57. Пĕр ик-виç вĕлле пулсан, вĕсем (пчелы) пĕр ятăн çулталăк куланайне татмалăх ĕçлесе параççĕ. Макка 235°. Ялпа пĕрле çынсанчен ят тăрăх укçа илеççĕ те, çав укçапа вара пĕр тиха или лаша илеççĕ. Альш. Тырă пулманнипе, ят сахаллипе юхха ере пуçланă вăл (он). Бес. о земл. Кашни пусса анана уйăрса, ятăн (по душам) валеçе пуçланă. N. Ятран (с души) куланай тӳлесси. Нюш-к. Ятпа уйăр, ятпа уйăрнă. Истор. Куланая ун чух çын тăрăх (ятран) тӳлемен, çĕр хисепĕпе тӳленĕ. Н. Шинкус. Вăл ӳчӳкне пирĕн ялсем пĕр вăкăр, пĕр тына, виçĕ сурăх параççĕ. Ӳчӳк çывăхара пуçласан, çав выльăх-чĕрлĕхсене илмешкĕн, тата кĕрпеçăнăх илмешкĕн, ят тăрăх мĕн чулшар-та-пусан укçа пухаççĕ. (Аслă ӳчӳк). Истор. Вăл, вырăс çĕрне хăйĕн çыннисене ярса, тепĕр хут ят хисеплеттернĕ. || Надел (земли) на душу или на едока. Цив. Манăн ят çĕрне те аттесем ĕçлесе порăнаççĕ. Мой надел земли обрабатывают мои домашние. Орау. Эсĕ мĕлле (или: мĕн) тăвашшăн: ятна парас-и, ай анан памалла-и? — çавна шут тума киле кил. Как ты хочешь сделать: сдать ли твой душевой надел с условием, чтобы исполнялись все повинности (арендатором), или сдавать в аренду позагонно (на год)? Приезжай решить этот вопрос. N. Çак вырсарни-кун ятне парассине нимĕн те калаçмарĕç. В минувшее воскресенье относительно сдачи земли в аренду ничего не говорили. N. Эсĕ пĕр ятпала та пит пуян. Ты и с одним душевым наделом живешь богато. Юрк. Ана-çарансене ят çинчисене-кăна мар, тара та иле пуçлат. Не довольствуется надельными полевыми угодьями и лугами, а начинает и арендовать. . Миките Микулайĕ, ачисем ята кĕриччен (пока дети не получили надела), çапла пит тертленсе пурăнат. . Миките Микулайне йышлă çемьепе, пĕр ят çинчи ани-çаранĕсемпе-кăна (с одним душевым наделом) тăранса пурăнма пит йывăр пулнă. Шурăм-п. № 18. Виçĕм-çул, халăх çĕр уйăрнă чухне, ята кĕресшĕн хыпаланчĕç (спешили получить надел земли). Изамб. Т. Старик ячĕ тухсан, тепле пурăнăпăр вара. Если надел моего умершего мужа отберут в общество, то как мы будем жить? Альш. Пур унта хăшĕ-хăшĕ, унтан-кунтан ят пуçтарнисем: çирĕмшер-вăтăршар ятлă. . Утă Чăнлă улăхĕнче ят пайне пĕр виç купа тивет, теççĕ, Элшелсен, утă пулнă çулсенче. «Ят пайĕ утă» тиекенни, унти утă, чăн лайăх утă вăл. Ч.С. Ятлă çынсем кашни килĕрен ят тăрăх çăмартапа çăкăр пуçтарса çӳреççĕ. (Во время «хĕр-аки»). Чув. календ. 1910. Пирĕн хура халăх йышлăланнă-çемĕн йышлăланса пырать, çавăнпа ят çĕрĕ сахалланнă-çемĕн сахалланса пырать. || Подушное. Изванк. Темиçе ят пама пар. Увеличь число мужчин в семье. (Из моленья).

юпа туни

отправление поминок. М. П. Петр. Юпа ту — справлять поминки. . Юпа туни ― обычай народный. (Это выражение применяется и к православным поминкам, что я и сам слышал в Курм. у.). См. Магн. М. 114, 179. N. Юпа туни. Хулăн йывăçран çын кĕлетки тăваççĕ, сăмси-çăварне, урапа çине выртараççĕ, кашма сараç, пуç айне минтер хураççĕ, çине чаршав витеççĕ. Ăна пӳрте пушăтпала кĕртеççĕ, ун çине çурта çутаççĕ. Вилнĕ çынни ячĕпе асăнаççĕ: çуртна-йĕрне пиллесе хăвар, выльăхна-чĕрлĕхне пилле, çемйӳсене те пурне те пилле, хурăнташ-ăруна пилле. — Асăнма пыракансем пурте çурта çутаççĕ çавăн çине, ăна асăнма пăру пусаççĕ, тиха пусаççĕ, çавăн ашĕпе асăнаççĕ = хываççĕ (татса пăрахаççĕ), çимеççĕ. Тиха пусма вăй çитмесен, виçĕ пус кĕмĕле: виçĕ çĕр тенкĕ паратăп, лере лаша ил, тесе параççĕ. Асăнаççĕ, ташлаççĕ, юрлаççĕ. — Ачуна-пăчуна ан хăрат, ратнӳсене-хурăнташсене ан хăрат, кăмака çинче йынăшса ан вырт, теççĕ. Асăнса пĕтерсен, кĕлеткене пушăтпала çĕклесе тухаççĕ. Алăкран тухнă чух виçĕ хут çиллеççĕ: ан хăра, ӳкермĕпĕр. Ачуна-пăчуна пехилле(се) хăвар, теççĕ. Пăлтăр алăкĕнчен тухнă чух та çапла(х). Илсе тухсан, урапа çине кашма-минтер сараççĕ, урапа çине выртарса каяç, чаршав витсе. Хапхаран тухнă чухне: çут тĕпче курса кай, тесе, уçса кăтартаççĕ. Уллă-хыçлă лаша кӳлеççĕ. Малти лашине ывăлĕ утланать, ашшĕ вилсен. Лараççĕ те, туй пекех юрласа каяççĕ. Масар çине çитсессĕн, ташлаççĕ, юрлаççĕ купăспала. Пехиллесе юл, теççĕ. Юпана лартаççĕ вилнĕ çын тăпри çине пуç-вĕçне. Юна тĕпне укçа яраççĕ тăванĕсем; пĕр пус параканĕ: çĕр тенкĕ паратăп, тет и т. д. Юпа тăррине çӳле укçа çапаççĕ: пехилле! теççĕ. Вут чĕртеççĕ пуç-вĕçне, пăру ашне, тиха ашне таткаласа пăрахаççĕ: акă сана аш, çи; пашалу çи, теççĕ. Юпи çумне çурта çутса çыпăçтараççĕ, йĕри-тавра виççĕ çавăрнаççĕ: пехиллесе юл; йăвăр тăпру çăмăл пултăр! тесе, тăпрана çӳлелле сăтăраççĕ. Япала улăм илсе таврăнмаççĕ, çап-çара урапапа килеççĕ. Лараççĕ, кустара параç: ларса ан пытăр, тесе. Çавăрăнса пăхмаççĕ. Киле килсен, пурте, лаша кӳлнĕ çынсем, хăй (в дом умершего) патне кĕреççĕ. Тултах алă çăваççĕ. Кĕрсен, хăма сыпăкĕнчен иртиччен, курка сăра параççĕ. Унтан яшка çиеççĕ. Пуçламан çăкăр хураççĕ, ун çине пуçламан чăкăт, ун çине çурта çутаççĕ. — Пехиллесе кай! теççĕ... Ĕлĕк малтан вилнисемпе пĕрле асăнса хываççĕ. ― Асаттесем, асаннесем! Ерсе кайăр, анхăратăр. Йывăр хуйха куртăмăр! тесе, такапа чӳк тăваççĕ. — Эй турă, каçар! Ӳкĕнтĕмĕр пулĕ, йывăр хуйхăпала тем ытла сăмах каларăмăр пулĕ, — турă, каçар, çырлах! Амин.

вăхсем

описка? СПВВ. ТМ. Вăхсем = хурăнташ. См. вăртах.

йăх

(jы̆х, jŏх), род племя. Хурамал. Йăх йăха туртать, несĕл несĕле туртать, теççĕ (= пурте пĕр пек пулаççĕ). Ч. С. Тата вĕсем хăшин-хăшин (новорожденного) ятне ашшĕ-амăш ячĕ; хӳрăнташ-ăру ячĕ майлă ел йăх ячĕпе хураççĕ. Истор. Вĕсем çемйинче темиçе çын пулнă. Çав çемьене вĕсем ,,йăх“ тенĕ. В их семье было много людей. Эту семью они называли родом. Хорачка. Сŏлттаны̆н jŏҕŏ пэ̆ттэ̆рэ̆ (род прекратился). Юрк. Сăн пек наянни пирĕн йăхра çук. Таких лентяев, как ты, нет в нашем роду. Собр. † Иккĕн тăван ӳсрĕмĕр, çич йăх (срв.çичĕ-ют) килчĕ-уйăрчĕ. (Хĕр йĕрри). СТИК. Мĕнле йăхран тухса кайнă çав халăх? От какого племени произошел этот народ? || 0 животных. Янтик. Йăхшĕн илсе ятăмăр-çке çак пăруна! (т. е. пăрăва). Ведь мы на племя купили эту телку! Ч.С. Халĕ те ĕнте (= ĕнтĕ) çав сурăх йăхех вуник пуç-и-мĕн пур. И до сих пор имеется что-то около двенадцати голов из потомства той же овцы. || Sреrmа. Паас.

вăрлăх

(вŏрлŏх, вы̆рлы̆х), семя, семена. Изамб. Т. Хашĕ тата хĕвел питĕнче вăрлăх шӳтерет готовит семена). Ст. Чек. Вăрлăх кăларнă кун çынна укçасăр сутмаççĕ. Шурăм-п. № 6. Паян вăл арăмĕпе вăрлăх çапать. Сегодня он с женой молотит на семена (рожь). Бгтр. Çăкăр кăвакарсан, вăрлăх сахал кĕрсен (при сеянии), ыраш пулать, теççĕ. А. П. Прокоп. † Çеçен те хирĕн хирлĕхĕ, ут кăшкарĕ пулĕ вăрлăхĕ. У дикого поля только и ставы, что семена конёвника (которые его обсеменяют). Юрк. Тытăват кĕлте кӳме, вăрлăх çаптарма. N. Вăрлăха та аран çиткелерĕ. Чуть хватило на семена. Сред. Юм. Вăрлăх паранк, мелкая картошка, которую собирают для посадки. Изамб. Т. Вăрлăх пăтавкки (лукошко для сева). || Зерна. Пазух. Хура хуратулăн, ай, вăрлăхĕ — ялан хур кăвакал, ай, ырлăхĕ. || Племя, происхождение. Орау. Урăх вăрлăх çав вăл тутар, çампа урăх тĕслĕ вăсам. || Родня. ЙӨН. Хурăн-ту çинче хурн-çырли; татас çияс тенĕ чухне хурăнташ-вăрлăхран уйăрлтăмăр. В. Олг. † Хорăн-ту çинче хорăн çырли; татрăмăр та çирĕмĕр, хорăнташ-вăрлăхран офльтăмăр. Чураль-к. Аçа-çури пусрĕ, ама-çури çирĕ, хурăнташăм-вăрлăхăм пăхрĕ, хумăш кутне хучĕ, шур тутăрпа чăркаса. || Порода. Скотина на-племя. Ч. С. Хăçан та хăçан урăх вăрлăх туянăр, çавăн чух тин сирĕн сурăх ĕрчĕ. || Sреrmа, sеmеn. N. Хĕр-арăмăн ача кĕлти пур, арçыннăн вăрлăх пур, теççĕ.

вăртах

(вы̆рдах), так зовут друг друга хăйматлăхи родня жениха. Н. Карм. || И. С. Степ. «Вăртах — тесть посаженного отца». Н. Седяк. «Вăртах — назван. родственных отношений» СПВВ. ТМ. Вăртах = хурăнташ. Вăртах тесе, кирек епле хурăнташа та калаççĕ.

ыйту

(ыjду), вопрос, расспрос. Послан. Эсĕ ăссăр ыйту-тĕпчĕрӳрен, ăру çинçен калаçуран тар. N. Урăх ыйту-тăву пулмарĕ. Других расспросов не было. Хып. 06, № 7. ЬIйтӳ-шыру, расспросы и розыски.

Русско-чувашский словарь

генеалогический

прил.
генеалоги -ĕ; йăх-несĕл -ĕ; ♦ генеалогические связи йăх-несĕл çыхăнăвĕсем; генеалогическое древо йăх-несĕл тытăмĕ (пĕр-пĕр йăх, ăру çыннисен çыхăнăвне ӳкерчĕклесе кăтартни)

генеалогия

сущ.жен.
генеалоги, йăх-ăру несĕлĕ; изучение генеалогии йăх-ăру несĕлне тĕпчени

дальний

прил. (син. далёкий; ант. ближний)
инçе, инçетри, аякри, катари; дальние страны аякри çĕршывсем; Дальний Восток Инçет Хĕвел тухăç; поезд дальнего следования инçете çӳрекен поезд ♦ дальний родственник аякри хурăнташ; без дальних слов ытлашши калаçса тăмасăр

линия

сущ.жен.
1. (син. черта) йĕр; прямая линия тӳрĕ йĕр; параллельные линии параллельлĕ йĕрсем; провести линию йĕр турт
2. çул, лини; линия железной дороги чугун çул линийĕ; воздушные линии сывлăш çулĕсем; линии электропередачи электричество линийĕсем
3. çул-йĕр, тĕллев; линия поведения харпăр хăйне тыткаламалли тĕллев; линия на развитие рыночных отношений рынок хутшăнăвĕсене аталантармалли çул-йĕр ♦ линия горизонта куç курăм чикки; передовая линия малти позицисем (фронтра); родня по женской линии арăм енчи хурăнташ; он гнёт свою линию вăл хăйĕннех перет; идти по линии наименьшего сопротивления çăмăл çул шыра

матриархат

сущ.муж. (ант. патриархат)
матриархат (ăру пуçĕнче хĕрарăм тăнă авалхи йĕрке)

народность

сущ.жен.
халăх, йăх-ăру; малые народности Севера Çурçĕрти вак халăхсем

племенной

прил.
1. йăх -ĕ, ăру -ĕ, йăх-ăру -ĕ; племенное деление народа халăх йăх-ăрăва пайланни
2. ăрат -ĕ; ăратлă; племенной скот ăратлă выльăх

племя

сущ.сред.; множ. племена
йăх, ăру; вождь племени ăру пуçĕ

поколение

сущ.сред.
ăру, йăх; сыпăк; молодое поколение çамрăк ăру; несколько поколений родства тăванлăхăн темиçе сыпăкĕ; переходить из поколения в поколение ăруран ăрăва куçса пыр

род

1. сущ.муж., множ. роды
ăру, йăх, несĕл, тавраш; старинный род авăлхи йăх; человек без роду без племени йăхсăр-тĕпсĕр çын

родня

сущ.жен.; собир.
хурăнташ-тăван, тăван-пĕтен; тăвансем; у них большая родня вĕсен хурăнташ-тăванĕ йышлă

родственник

сущ.муж., родственница жен.
тăван, хурăнташ; дальний родственник аякри хурăнташ; близкий родственник тӳрĕ тăван

этнос

сущ.муж.
этнос (çынсен историре чăмăртаннă пĕрлĕхĕ; йăх-ăру, халăх, наци); чувашский этнос чăваш этносĕ

Русско-чувашский словарь (1972)

двоюродный

иккӗмӗш сыпӑкри хурăнташ, тӑван; двоюродные братья и сестры ашшӗпе е амӑшӗпе пӗртӑвансен ачисем.

ветвь

ж. турат; юпă; ăру сыпӑкӗ.

потомство

ăру, йӑх, несĕл, тавраш.

предок

-дка ман асатте, ăру пуҫласа яракан, темиҫе ӗмӗр ӗлӗкрех пурăннă ăру ҫынни.

троюродный

виççĕмĕш сыпăкри ратне, хурăнташ, тăван (асаттепе, асаннепе, кукаçейпе, кукамайпа пĕр-тăваннисен ачин ачисем).

фамилия

1. хушамат; 2. ăру, йăх.

Русско-чувашский словарь (1971)

атавизм

м. атавизм (чĕрчун е ӳсентăран организмĕнче авалхи ăру палли пулни).

безродный

прил. йăхсăр-тĕпсĕр; хурăнташ-тăвансăр; безродный сирота йăхсăр-тĕпсĕр тăлăх.

близкий

прил. 1. çывăх, тачă; близкое расстояние çывăх хушă; близкий родственник тачă хурăнташ; 2. в знач. сущ. мн. близкие килйыш, хурăнташ-тăван.

генеалогия

ж. генеалоги (1. йăх йĕрки, ăру историйĕ) 2. чĕрчунсен е ӳсентăрансен тĕсĕсем пулса кайни).

генетический

прил. 1. (относящийся к генезису) генезис ⸗ĕ [⸗и], ăру ⸗ĕ [⸗и], йăх ⸗ĕ [⸗и]; генетический метод генезис меслечĕ; генетическая связь йăх çыхăнăвĕ; 2. (относящийся к генетике) генетика ⸗ĕ [⸗и]; генетические проблемы генетика проблемисем.

двоюродный

прил. иккĕмĕш сыпăкри тăван, хурăнташ; двоюродный брат пичче, шăллăм (ашшĕпе е амăшĕпе пĕр тăванĕн ывăлĕ); двоюродная сестра аппа, йăмăк (ашшĕпе е амăшĕпе пĕр тăванĕн хĕрĕ).

дом

м. 1. кил, çурт; дом отдыха кану çурчĕ; вам из дому звонили сире килтен шăнкăравларĕç; 2. (домашний очаг, хозяйство) килйыш, хуçалăх; в гости пошли всем домом хăнана пĕтĕм килйышĕпе кайрĕç; 3. (династия, род) ăру; династи; дом Романовых Романовсен династийĕ; дом на дом киле; на дому килте; отказать от дома кому-л. уст. хăвăн пата чĕнме пăрах (кама та пулин); жёлтый дом см. жёлтый; публичный дом см. публичный.

кровный

прил. 1. (родной по крови) пĕр тăван, пĕр тăхăмлă, хурăнташ; кровный брат пĕр тăван пичче (е пиччĕшĕ, шăллăм, шăллĕ); 2. перен. (насущный) питĕ кирлĕ, питĕ çывăх, чун патĕнчи; кровное дело питĕ кирлĕ ĕç; 3. перен. (прочный, неразрывный) çывăх, тачă; кровная связь тачă çыхăну; 4. (породистыйо лошади) ăратлă, таса йăхлă (лаша); кровный враг чи усал (е хаяр) тăшман; кровная месть юнлă тавăру; кровная обида йывăр (е чуна тивекен) кӳренӳ.

матриархат

м. матриархат (ăру пуçĕнче хĕрарăм тăрас йĕрке).

младший

прил. 1. (по возрасту) çамрăк, яш, кĕçĕн; младшее поколение çамрăк ăру; младший сын кĕçĕн ывăл; мой младший брат шăллăм; младшая сестра йăмăк; дети младшего школьного возраста кĕçĕн çулти шкул ачисем; 2. (по положению) кĕçĕн (службăра); младший лейтенант кĕçĕн лейтенант; младший научный сотрудник кĕçĕн наука сотрудникĕ.

одноплеменный

прил. пĕр ăрури, ăру-ташлă.

патриарх

м. 1. ист. ăру пуçĕ, шур сухал; 2. церк. патриарх (православи чиркĕвĕн пуçлăхĕ).

племенной

прил. 1. ист. ăру (е йăх) ⸗ĕ [⸗и], йăхри; племенные обычай ăру йăлисем; 2. (породистый) ăратлă, йăхлăх, ăратлăх; племенный жеребец ăратлă ăйăр; 3. ăратлă выльăх ⸗ĕ [⸗и] племенная ферма ăратлă выльăх ферми.

племя

с. 1. ист. йăх, ăру, несĕл, тăхăм; первобытные племена авалхи йăхсем; 2. перен. ăру, йăх; комсомольское племя комсомол йăхĕ; ◇ оставить на племя амалăх (е арулăх, усравлăх) хăвар.

подрастающий

прил. çитĕнсе (е ӳссе) пыракан, ӳссе çитĕнекен; подрастающее поколение çитĕнсе пыракан ăру.

поколение

с. ăру, йăх, сыпăк, несĕл; молодое поколение çамрăк ару; из поколения в поколение ăруран ăрăва, сыпăкран сыпăка.

потомство

с. 1. (молодое поколение) ăру, тăхăм; производить потомство çăвăрла, çурат; 2. собир. (потомки) çамрăк ăру.

праматерь

ж. уст. ăру амăшĕ.

праотец

м. уст. ăру ашшĕ; ◇ отправить (или отослать) к праотцам вĕлерсе пăрах; отправиться к праотцам вилсе кай.

прародитель

м. 1. ăру ашшĕ; 2. мн. прародители (предки) мăн асаттесем (е аслашшĕсем).

пращур

м. ăру пуçĕ (е ашшĕ).

предок

м. 1. мăн асатте (е асанне), ăру пуçараканĕ; 2. мн. предки перен. мăн асаттесем.

приходиться

несов. 1. см. прийтись; 2. кому (являться, доводиться) тив, кил, пул; приходиться ровней тантăш тив (е пул); приходиться кому-л. родственником хурăнташ тив.

род

м. 1. (в первобытном обществе) ăру; 2. (поколение) йăх, несĕл; из рода в род несĕлтен несĕле; 3. биол. (группа) ушкăн, йăх; 4. (разновидностьу сорт) сорт, тĕс; всякого рода товары темĕн тĕрлĕ таварсем; 5. (способу образ) май, мел; род жизни пурнăç майĕ; 6. лингв. несĕл; категория рода несёл категорийĕ; ◇ род оружия (или войск) хĕçпăшал (е çар) тĕсĕ; от роду çуралнăранпа; ему от роду двадцать лет вăл çуралнăранпа çирĕм çул çитрĕ, çирĕм çул тултарчĕ; род людской этемлĕх; в этом роде çавăн пекрех; своего рода хăйне йышши; без роду, без племени йăхсăр-несĕлсĕр, хăр пĕччен; в некотором роде хăйне евĕр; мужской род (мужчины) арçынсем; (ему) на роду написано см. href='/s/написать'>написать.

родной

прил. 1. тăван, пĕртăван, тăванлă; родная мать тăван анне; 2. в знач. сущ. родные мн. атте-анне, хурăнташ-тăван; у него много родных унăн хурăнташ-тăванĕсем нумай; 3. (о месте рождения) тăван; моя родная деревня манăн тăван ял; 4. (близкий сердцу) çывăх, юратнă, савнă; ◇ родной язык тăван чĕлхе.

родня

ж. 1. собир. (родственники) тăван, хурăнташ, ратне, турту; родня по женской линии арăм енчен турту; 2. разг. (родственник) тăван; он мне родня вăл мана тăван.

родовой

прил. 1. ист. ăру ⸗ĕ [⸗и]; родовое общество ăру обществи; 2. уст. йăхран йăха юлнă; родовое поместье йăхран йăха куçнă хуçалăх; 3. (родственный) тăван, тăванлăх ⸗ĕ [⸗и]; родовые связи тăванлăх çыхăнăвĕсем.

родоначальник

м. 1. (предок) ăру пуçĕ, йăх пуçĕ; 2. перен. (основоположник) никĕс хуракан, пуçласа яракан.

родственник

м. хурăнташ, тăван.

родственный

прил. 1. тăван..., хурăнташ..., хурăнташ ⸗ĕ [⸗и], хурăнташлă, пĕлĕшлĕ, тăванлă, туртуллă; 2. перен. çывăх, тăван, хурăнташлă; родственные языки хурăнташлă чĕлхесем.

свойство

с. хурăнташлăх, хăталăх, хăталлă-тăхлачлă хурăнташ.

сородич

м. 1. (родственник) тăван-хурăнташ, тăван-пĕтен, тăван-тукан; 2. (земляк) янташ, ентеш.

троюродный

прил. виççĕмĕш сыпăк урлă тивекен (хурăнташ); троюродные братья ваççĕмĕш сыпăкри арçын тăвансем.

шейх

м. шейх (1. араб çĕршывĕсенчи ăру е ял пуçĕ; 2. мусульман духовенствин аслă представителĕ).

Русско-чувашский словарь социальной лексики (2004)

аксакал

аксакал, шур сухал (Вăтам Азипе Кавказра — ăру пуçĕ, хисеплĕ ватă)

аристократ

аристократ (чаплă йăх-ăру çынни)

аристократия

аристократи (чаплă йăх-ăру çыннисем); дворянская аристократия дворян аристократийĕ

вождь

çулпуç, пуç; вождь племени йăх пуçĕ, ăру пуçĕ

генеалогический

генеалоги -ĕ, йăх-несĕл -ĕ; генеалогические отношения генеалоги çыхăнăвĕсем; генеалогическое дерево йăх-несĕл тытăмĕ (пĕр-пĕр ăру çыннисен çыхăнăвĕсене схемăпа ӳкерсе кăтартни)

генеалогия

генеалоги, йăх-ăру несĕлĕ (тăванлăхпа çыхăннă çынсене пайăррăн палăртса кăтартни)

единоплеменник

ăруташ, йăхташ (пĕр ăру, йăх çынни)

племенной

йăх -ĕ, ăру -ĕ; племенной вождь ăру пуçĕ; племенной язык йăх-ăру чĕлхи

племя

йăх, ăру; первобытные племена сĕм авалхи йăх-ăрусем; кочевые племена куçан йăхсем

поколение

ăру, сыпăк (пĕр ӳсĕмри çынсен йышĕ); старшее поколение аслă ăру; молодое поколение çамрăк ăру; три поколения одного рода пĕр йăхăн виçĕ сыпăкĕ (сăм., аслашшĕсем, ашшĕсем, ывăлĕсем)

род

1. йăх, ăру; старейшины родов ăру пуçĕсем 2.: рода войск çар тĕсĕсем (çар, авиаци тата флот тытăмĕнчи çарсен пайĕсем)

родовой

йăх -ĕ, ăру -ĕ; родовая община ăру общини; дворянский родовой герб дворян йăхĕн гербĕ

родословная

йăх-ăру ĕлки, несĕл тытăмĕ (пĕр йăхăн тĕрлĕ сыпăкĕсене çыхăнуллăн кăтартса тухни)

Чувашско-эсперантский словарь

çĕн(ĕ)

[ŝne'ne]
nova, freŝa
çĕнĕ ăру — nova generacio
çĕнĕ йышши робот — roboto de nova modelo
çĕнĕ çул — nova jaro
çĕнĕ çул ячĕпе — feliĉan novan jaron!
çĕнни мĕн пур? — kio novas?
çĕнĕл(ен) — renoviĝi
restariĝi
çĕнĕ(ле)т — (re)novigi
transformi
çĕне(ле)тӳ — renovigo, modernigo
restaŭro
çĕне(ле)тӳçĕ — renoviganto
restaŭranto
çĕнĕлĕх — novaĵo, noveco
çĕнĕлле — nove
çĕнĕрен — denove, ree, ankaoraŭ foje

Этимологический словарь чувашского языка (1964)

вăрă

, вăрлăх «семя», «семена»; др. тюрк., Замахш., узб. ypyғ кирг. урук, уйг. уруғ «семя», «семена»; «род», «племя»; казах., к калп. урык, тув. ӳре «семя», «семена»; «сперма», «зародыш», ног. урлык, тат, орлик, башк. орлок «семена»; ног. урлыкла «оплодотворять», тофал. уруг «ребёнок»; ср. монг. ур «семя» «зерно», «плод»; «дитя», «ребёнок». В чувашском др. тюрк. уруг распалось на два слова: вăрă и ăру

ĕрче

«размножаться», «распложаться», «разрастаться»; кирг. ӧрч, к. калп. opш, тат. ӳрч, башк. ӳрсе «размножаться»; чув. ĕрчем, тат. ӳрчем, башк. ӳрсем «приплод». Происходят от ӳр, ӧрӳр, башк. ӳре «давать росток», «прорастать»; башк. К ӳр «располагаться во все стороны»; кирг. орӳ «двигаться вверх». Возможно, родственны словам ăру (см.), уруг (?); ср. монг. ӳржих «размножаться»; ӳр «зерно», «семя»; «плод».

Чувашско-русский фразеологический словарь

Кĕпепе çуралнă

Кĕпепе [кĕпеллĕ] çуралнă родился в сорочке [в рубашке].
Çапах яш ăру телейлĕ, Çуралнă эпĕр кĕпепе, — Кашни ĕçрех хуратпăр меллĕн Çулпуçăн шухăшне тĕпе. Атăл кĕввисем. Кĕпеллĕ çуралнă çынна телейлĕ пулать, теççĕ.

Кун кур

Кун кур жить.
Çеçке çинче Кăварланнă юн, Чаплă кун курма ӳснĕ çĕн ăру. И. Тукташ. Сывă пултăр Совет влаçĕ! Кун курманни ыр куртăр. Ленин халăх чĕринче.

Пĕр чĕлхе туп

Пĕр чĕлхе туп находить / найти общий язык с кем.
Халĕ, çĕрне валеçнĕ чух, валеçĕве хирĕç тăнисем те, валеçесшĕн пулнă пуян-куштансем те, пĕлĕш-хурăнташ çыннисем те, пĕр чĕлхе тупса, пĕрле тăраççĕ. С. Элкер.

Неологический словарь чувашского языка

блат

п.с., калаç. Саккунсăр çăмăллăх пама, ĕç-пуçа майлаштарма пултаракан пĕлĕш-хурăнташ; пĕлĕшлĕх, куккасем (туп.). Ун Шупашкарти магазинсенче «блат» пур ĕнтĕ. Х-р, 27.09.1991, 3 с. Паллах, блат тени пулсан вырнаçма пулĕ-ха, унсăрăн... ÇХ, 1998, 39 /, 3 с. Тата «блат» пулсан пурăнма аван. ЧХ, 2000, 35 /, 3 с. Хăш-пĕр факультетсенче вĕсене [каччăсене] ... «блатсăр»-мĕнсĕрех ... хапăл туса йышăнаççĕ. Ар, 2001, 25 /, 3 с. — ВЧС, 1971, 54 с.

См. также:

хурăнтан тунă корка хурăнташ хурăнташ кисĕсем хурăнташ тĕп « хурăнташ-ăру » хурăнташ-ăрусăр хурăнташ-вăрлăх хурăнташ-вĕрле хурăнташ-тăван хурăнташлă

хурăнташ-ăру
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150