çăка - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
(с’ы̆га, с’ŏга, Пшкрт: с’ы̆ҕа), липа. Кайсар. Çăка чечекне типĕтсе сăмсана шăршласан, юн кайни чарăнать. Тораево. † Уй варинче ват çăка, апи тесе карăм та: килех улăм (= ывăлăм), темерĕ. Качал. † Вăрман хĕрĕнчи çамăрăк çăка, акай тесе пытăм та: килех шăлăм, темерĕ. Кан. Çатрака çăкамçăм, эс тата мĕн курăн. ТХКА 72. Анне те чăтаймарĕ: çăка çулçи, йĕлме хупписем çиеттĕмĕрччĕ те, хуралса, начарланса карĕ, вилчĕ. N. Çул çинчи çăка пӳрте кĕрсе кай, теççĕ (= хăна тăвакан пĕлĕш е хурăнташ патне кĕрсе кай. Послов.). Собр. Çул-çи çăка пӳрт, теççĕ. (Послов.).