Поиск: ывăлăм.

Введите слово для поиска

Область поиска:

Чувашско-русский словарь (1982)

ывăл

3.
с притяж. аффиксом 1 л.
употр. как обращение

сынок
ывăлăм, пулăш-ха мана  — сынок, помоги-ка мне

Словарь чувашского языка

çак

(с'ак), вот этот. Сĕт-к. † Ах-чах, ах анчах, ача вăййи çак анчах. М.-Чолл. Çак çулпа кайсан, лаши вилет, çак çулпа кайсан, этеми вилет. Регули 1468. Çак кĕнекепе çав кĕнекене иккĕшне те эп çыртăм. Ib. 627. Çак кĕнеке манăн. Орау. Ку лашана çтан илнĕ çак эсĕр? (если видеть в первый раз). Çак лашана çтан илнĕ çак эсĕр? (если давно видит лошадь). Пĕлесшĕнччĕ (давно хотел спросить), нимпе те ыйтимастăп çавна. СТИК. Çак çăраççие уç-ха. Алших. † Çак хăтан хапхи тăрринче аçа-тăрна кăшкăрат; çав хăтан хапхи тăрринче ама-тăрна сасси пур; çавсем иккĕш пĕрле пуласшăн кăшкăраç. N. Çакна çи те, çĕр çуна вут кас, теççĕ. (Послов.). || Он. Кн. для чт. I, 6. Эпĕ вулама та пĕлетĕп, тенĕ çак. || В этот самый (раз). Торп-к. Эпĕр юмах пĕлекен çынсем мар, çак килнĕ чухне çул çинче, пĕр вар пуçĕнче, пĕр арăм йытă çурине ĕмĕртет. Орау. Çак иртнĕ çĕрпе виçĕмкун каç эпĕ пĕр вăхăтрах икшер хут вăрантăм. Альш. † Нумайранпа çак касра хĕрсемпеле вылярăм. || N. Онта-и çак? Там что ли это? (раздолье). N. Инке, тетĕп, эсĕ çырăва вĕренни çак? тетĕп. Ачач 14. Анне! Иртри халь ыратни? тесе ыйтрĕ ача сасси. Амăшĕ вара çемçен кăна кулса кăтартрĕ: ах тур эсĕ, ывăлăм... Хăвăн аннӳне çамрăклах хĕрхенме пĕлетĕн çак, терĕ. Орау. Чуну пур-и çăк санăн? Ачу макăрнине илтместĕн (говорит муж, когда мать спит, а ребенок плачет). Н. Сунары. Пĕр ырхан кашкăр ял таврашĕнче çӳренĕ чухне, мăнтăр йытта курнă, тет.— Йытă тус! эсир апат ăçтан илетĕр çак? тесе ыйтать, тет. N. Мĕнле тĕлĕк курнă çак эсĕ, ачам?

çурат

, çорат, (с’урат, с’орат), родить. Г. А. Отрыв. Апай хĕрĕх çулта мана çуратнă (в возрасте 40 лет). Слакбаш. Çуратнă — тăратнă, çуламан, типĕтмен (о человеке неуклюжем, грубом, неотесанном). Буин. Виле çуратнă (родила мертвого). Ачи вилĕ пулнă. Ача пăрахнă. N. Инке ача çуратрĕ, ывăл турĕ, Митри ятлă пулчĕ. Б. Хирлепы. † Пирĕн апи пит лайăх, çупа çуса çуратать, тĕкпе шăлса тăратать. N. Матку ача çуратрĕ, ачи хĕр-ача, ячĕ Александра ятлă пулчĕ. N. Пит йывăр çуратрĕ. Ачач 2З. Сана та çак, ывăлăм, вăрмантах çуратса пăрахрăм. Ун чухне эпĕ куккусем патне çимĕке кайма тухнăччĕ. Регули 194. Хам çоратнă çĕре каям. Ib. 821. Вăл пырса мана çоратнă яла. ЧС. Эпĕ пĕчĕкçĕ чухне манăн анне ывăл-ача çуратса пачĕ. Юрк. Çул çинче, килне ларса тавăрăннă чухне, иккĕш калаçса пыраççĕ: ку начальник таврашне, калăн: этем çуратман, тесе. || Создавать, творить. С. Дув. † Çакă вăйя выляма пире анне çуратнă. Микушк. † Шурă-шурă çăмарта, тăварсăр çиме юрамасть. Чун çуратса, пӳ ӳстерсе (если родился человек и пришел в совершеннолетие), мăшăрсăр пурăнма юрамасть. К.-Кушки. Тырă-пулла çуратакан турă, назв. божества. || Родиться. Пшкрт. Эп конта çоратса. (Для чуваш др. местностей это звучит очень странно; они скажут: эп кунта çуралнă, или: эп конта çуралнă). Ib. Эс ста çоратсан (родился)? — Конта çоратсан. Ты где родился? — Я родился здесь.

çăка

(сы̆га, с’ŏга, Пшкрт: сы̆ҕа), липа. Кайсар. Çăка чечекне типĕтсе сăмсана шăршласан, юн кайни чарăнать. Тораево. † Уй варинче ват çăка, апи тесе карăм та: килех улăм (= ывăлăм), темерĕ. Качал. † Вăрман хĕрĕнчи çамăрăк çăка, акай тесе пытăм та: килех шăлăм, темерĕ. Кан. Çатрака çăкамçăм, эс тата мĕн курăн. ТХКА 72. Анне те чăтаймарĕ: çăка çулçи, йĕлме хупписем çиеттĕмĕрччĕ те, хуралса, начарланса карĕ, вилчĕ. N. Çул çинчи çăка пӳрте кĕрсе кай, теççĕ (= хăна тăвакан пĕлĕш е хурăнташ патне кĕрсе кай. Послов.). Собр. Çул-çи çăка пӳрт, теççĕ. (Послов.).

тертлентер

понуд. ф. от тертлен. N. Унта вăл мĕн пур арçынни, хĕрĕ-хĕрарăмĕпе ĕçлеттерсе тертлентернĕ. Истор. Ывăлăм, тархасшăн, вăрçса, халăха ан тертлентер.

тăн-пуçлă

умный, понятливый, сметливый, сознательный. Тăн пĕлекен, понятливый, разумный, сознательный, N. Шăлăм çук, ывăлăм çук, тăн пĕлекен хĕрĕм Анни вилчĕ.

кус

кос (кус, кос), катиться. N. Пăрçа пĕрчи кусса пырать. Горошина катится. ЧП. Пăрçи тула пуçласассăн, тăрни кусса пырать-çке. Ск. и пред. 91. Тăшман чĕри лăпланĕ хĕвел кусса тухиччен. Якейк. Тырри сара та, ани косать анчах (жнется быстро). Ск. и пред. 73. Михетерĕн килĕнче сăра пичĕки кусать, ялти тантăш-тăвансен пырĕ тĕпĕ ярăнать. К.-Кушки. Урапа кусат. Б. Куссан-куссан, урапа та такăнать. Çутт. 133. Е пĕрмай кусса урапа хĕрсе çитет, вут тивсе каять. || Идти, бежать. В Пшкрт. — просто в смысле чуп. N. Мана пичче: кус киле, тĕрĕ. Тюрл. Кус-ха, çанта кайса кил-ха! — Йытă пăх (п̚о̆х') ту-ха! Ступай-ка, сходи туда! — Пойду, чорта с два! СПВВ. ПВ. Кус! = беги! — Кускалаçа çӳрет, кусать — урапа, насекомое. Такмак. Çӳлĕн-вĕçен, çĕрĕн-кусан, пурте пырăр туй курма! Якейк. Кос-ха, пăру кайса илсе кил-ха. Ib. Лешеккине (на ту сторону, напр. оврага) косса кайса килтĕм. Ib. Эс паян пасара косса кайса косса кил (сбегай); эс килсенех, авăн сарăпăр. N. Утна яр та, çуран кус, теççĕ. (Послов.). Мусир. † Ай тантăшçăм, тантăшçăм! Ир те кусса пыраттăн, каç та кусса пыраттăн. N. Кусăр каллех, хăвалăр (догоняйте). N. Кусăр (ступайте), пĕри-пĕри кайса илсе килĕр çав шăллăра. Ск. и пред. 19. Ак мĕлкесем кусаççĕ, Кăвакал шурĕ енчен сиккипеле каяççĕ. Альш. Кус-ха, ывăлăм, мачча çине улăхса, çарăка пăхса кил. N. Кус-ха, кайса пĕр ĕнине пус-ха. N. Кус, кала. Ступай, скажи. БАБ. Кусăр пĕрех хут хăр вырăнăрсене; хăçан çуртăрсене ише-ише антариччен пурăнăр, унтан вара хуть те ăçта кайăр, манăн ĕç çук. || Жировать (гулять в лесу). || Обгуляться, случиться. Б. Олг. Ĕне перĕн косрĕ. Срв. анат.-тур. косӳ, коснӳ (у Сами-бея).

куç тулли

употр. в чувашизмах. N. Хай савнă ывăлăм халĕ те пурăнать иккен-ха! Часрах каям та, курам çавна куçăм туллиех (нагляжусь-ка на него)! тенĕ савăннипе. N. Кĕçĕн ывăлне хăй патне хăварса, куç тулли курса тăранасшăн пулнă. СПВВ. Куç тулли курас, наглядеться. Альш. † Ĕнтĕ, тăванăмсем, çунатăмсем, курсан-курмасан та, куç тулли (т. е, вы — одно загляденье?). Трхбл. † Хрантсус явлăк, çӳçи мамăк, çыхсан çыхмасан та пуç тулли; ĕнтĕ, тантăшçăм, савнă тантăш, курсан-курмасан та, куç тулли. N. † Ăйхăм килет куç тулли (мои глаза полны дремотой), ăçта выртса çывăрам-ши? N. † Пирĕн аттесем куç тулли, пирĕн мĕншĕн кулянас? Янтик. † Çак Тимешĕн хĕрĕсене курса тухăр (е: юлăр) куç тулли. Якейк. Куçăм толли = пăхса савăнмалăх.

кăлава

(кы̆лава), голова, старшина. ЧC. Тата çавăн чухнех кăлавасемпе (старшина и те, кто был при нем) уретниксем персе те çитрĕç (явились на пожар). Пазух. Çӳлте симĕс-кăвак вĕçкелет, кăлавине тиек кураймасть. Чăв. й. пур. 13°. Вăсенĕн Таркан прикасĕнче пит усал мăкшă кăлава (голова) пулнă. Ib. 15°. Вара хăне кăлаваран ӳкернĕ (уволили с должности?). СТИК. Кăлава пек, солидный человек (по внешности: осанистый, здоровый, красный, с бородой). Юрк. Утилни вăхăтĕнче Тимĕрçен вулăсĕнче тĕмиçе çул кăлавара ларнă (был головой). Собр. И, шăпчăк юри (= юрри) арчара! Çӳл-çӳл юман, çӳл юман, çӳл юманта пин кукку. Кăлава, тесен, култарать; симĕс, тесен, систерет. Ухмах ывăлăм Микуша, кашкăр çинă юлашки. Хуп чӳрече хушшинче пĕр ула йытă выртать, тет: хăр-хам! тесе калать, тет; çынĕ картах сиккĕр, тет. Чакак хӳри витере, кĕсре хӳри лакăмра. (Сăвă). ||Прозвище. Утар. Кăлава Якур (-р').

тĕлĕш

относительно. Альш. Вĕсене е Куславкканалла е Шупашкаралла леçе-леçе хăвараççĕ, тет, пирĕн ялсем. Анчах эпĕ вăл тĕлĕше пĕлсех каяймастăп вара. Бес. чув. 4. Ĕç тĕлĕшне вăл çамрăкранпах лайăх вĕренсе пынă. N. Акă мĕнтен ан намăслан, акă мĕн тĕлĕшрен суя намăс пирки ан хĕрел. ЧС. Анчах пурнăç тĕлĕшне тыта пĕлеймерĕмĕр (не сукели жить), çапла ĕнтĕ намăссăрланса сĕтĕрĕнсе çӳретпĕр (так говорили нищие старухи). N. Эй, ывăлăм, пур тĕлĕшрен те кунĕ пул. N. Вăл сирĕн патăрта пăртак пурăнас тĕлĕшрен эпĕ пĕре пăсăлмастăп. N. Çĕр çинче пур тĕлĕшрен те таса çын никам та çук. N. Пурлăх пухас тĕлĕшĕнчен калаçсан... N. Çынна хăртас тĕлĕшрен вăл пит куштан вара. N. Мĕн тĕлĕшпе эпĕ ку тĕрлĕ сан кăмăлна тупрăм та ĕнтĕ. Бес. чув. 6. Вăлах Микулая тĕн тĕлĕшпе нумай ăнлантара-ăнлантара панă. N. Эсĕ ман арăма анчах ан пăрах. Ун тĕлĕшĕнчен кăмăллă пул. Сет-к. Вăл тĕлĕшĕнчен (вăл тĕлĕшрен) эп аптрамастăп. Кан. Кирек хăш ялта хăйĕн уйрăм ăсталăх ĕçĕ паллă пулать: хăшĕ тир ĕçсемпе, хăшĕ чăпта тĕлĕшпе. N. Тытнă кайăксене сутас тĕлĕшпе. ЧК. Колхозсенчи тата шкулсемпе районри учрежденисенчи физкультурниксем граната ывăтас, сикес, чупас тĕлĕшпе спартакиадăна хатĕрленме тытăннă та ĕнтĕ. N. Январ уйăхĕнче тухмалли шурналсене вăхăтра кăларас тĕлĕшпе те типокрафире хăнт та тумаççĕ-ха. Истор. Анчах тăшмана тавăрас- тĕлĕшреи пит хытă чĕреллĕ пулнă. || Повод. О сохр. здор. Хура халăх хушшинче çак тĕлĕшпе (по этому поводу) темиçе тĕслĕ урăх сăмах та илтме пулать. Бес. чув. 15. Микулай: мĕн пухăвĕ тата? тесе ыйтрĕ, анчах ача пуху мĕн тĕлĕшпе пулнине пĕлмен. || Для. Патшалăх тĕлĕшĕнчен ĕç пит нумай. Сред. Юм. Он тĕлĕшĕнчен тем те килсе тохĕ, пит телейлĕ мар-и ô. N. Анчах мĕнле ырă çын тĕлĕшĕнчен те усаллăх тупăнать. Сл. Кузьм. 159. Сирĕн тĕлĕшрен тумаллине вăй çитнĕ таран турăмăр. Ib. 43. Ĕнтĕ эпĕ санăн тĕлĕшĕнчен тăвас ĕçе турăм. || Из-за. Кан. Çав тĕлĕшпе чирленĕ шултăра выльăха йĕтĕн е кантăр çăвĕ памалла. N. Вара Иван вăл тĕлĕшпе çулталăк та çичĕ уйăх хурлăх курса, тертленсе пурăнмалла пулнă. || С. ЧС. Ыйхă тĕлĕшпе нимĕн тăва та пĕлместпĕр. || О, об. N. Вутă тĕлĕшне тата çырса ярăр. N. Сан тĕлĕшĕнтен савăнса хĕпĕртем. || По. N. Эпĕ пĕре хамăн тĕлĕшпе шухăшлап, пĕре сирĕн тĕлĕшпе. || Через. N. Аçу миçе тенкĕ усă кӳчĕ утă тĕлĕшпе. || Шашкар. Чĕрне хори тĕлĕшне те тăрмастăп.

хĕрлĕ

красный. См. хĕр. Н. Лебеж. Хĕрлĕ çыран тăмĕсем эмел çĕлен пуçĕсем. N. Çуркунне кунсен ăшăтса килнипе, хĕлле хура сăнлă курăнакан йăвăçсем те хĕрлĕ сăнлă курăнса хăйсен кăчăксене хăпартма пуçлаççĕ. Орау. Кăраççина (или: хĕвеле) хĕрĕç (= хирĕç) тытса ал виттĕр пăхсан (если посмотреть скзозь руку на солнце, на огонь), ал хĕп-хĕрлĕ курăнать. Альш. Чирку патĕнчех улпут карташĕ те пур: хĕрлĕ-хĕрлĕ вите-вите тухнă. Юрк. Атьăр, пăратсем, улма сатне, хĕрлĕ улма суйлама, хĕрлинчен хĕрлине суйлăпăр. Шорк. Хĕрлĕ йор çусан, т. е. никогда. Ст. Чек. Ун çуртне хĕрлĕ вăкăр сĕкнĕ (он сгорел). СТИК. Тĕлĕкре хĕрлĕ вăкăр курсан, вут тухат, тет. Вăл вăкăр кам карташне кĕрет, çав çын çурчĕ çунса каят, тет. Ск. и пред. чув. И. Варман улми пĕçерме шухăшланă кĕл çинче, хĕрлĕ кăвар ашĕнче. МД. Пулăн кăвак пĕлĕт айĕнче, пулăн хĕрлĕ пĕлĕтĕн хыçĕнче. (Солд. п.). Янтик. Хура вăрман хыçне кĕрт хӳнĕ, хĕрлĕ сăсар тухнă — йĕр тунă. || Румяный. ГФФ. Хĕрлĕ сăнăм, кăвак коç хойăхпа пиçрĕ савнишĕн. Мое румяное личико и голубые глаза пропали от тоски по милому. Ib. Ятпа поçăм пĕтес çок, пĕтсен пĕтĕ хĕрлĕ сăн. Моя голова и мое доброе имя не пропадут, разве только побледнеет мое румяное лицо. Ib. Пĕчикрен кĕнĕ хĕрлĕ сăн... Мое лицо, румяное с малых лет... НР. Çын сăмаххи, ай, ыр тумасть, хĕрлĕ сăна шоратать. От людских пересудов добра не будет, от них бледнеет румяное лицо. Сред. Юм. Хĕрлĕ хĕр, румяная девица. ЧП. Хĕрлĕ питлĕ сарă хĕр. || Спелый. ГФФ. Карăм çырлана тарăн çырмана, татрăм çырлине самăй хĕрлине. Пошел я за ягодами в глубокий овраг, набрал там ягод самых спелых. || Цветущий. Туперкульос 31. Ямшăк чупакансем епле тĕреклĕ, хĕрлĕ. || Красивый. Собр. Йышра вилĕм те хĕрлĕ, тет. „На миру и смерть красна“. (Послов.). || Рыжий. Ачач 92. Халь те ара çав-çавах хытă шавса тăрать, хĕрлĕ пуçа пĕтĕм вăй çитнĕ таран пăхать, çитерет... Ib. Ц. Пĕр хĕрлĕ тилĕ таçтăн вилнĕ сурăхăн кайри урине тупнă та кышласа выртать. Рыжая лиса достала где-то ляжку дохлой овцы и гложет ее. Ib. 45. Хĕрлĕ тилле куртăн-и? Ты не видела рыжей лисы? Ib. 87. Уссе çитсен, ĕçлесе хĕрлĕ ĕне туяннă. Ау 169°. Хĕрлĕ чăваш хĕрне сыхлать, хĕрĕ тухса каясран. || Прозвище мужч. Кан. 1929, № 180. Ывăлăм! тет Хĕрлĕ Чураккох. Ала 100. Ай-ай, хĕрĕм, мĕн парам-ши? Виçĕ кĕлет тыррăм пор: пĕр кĕлечĕ сана халаллă. — Ай-ай, ати, кирлĕ мар: хĕрлĕ йăтти вĕрех тăтăр. || Яркий, солнечный (о погоде). Чув. пр. о пог. 345. Евдоким кунĕ хĕрлĕ, хĕвел кун пулсан, çуркунне те аван пулат. Если Евдокиин день (1 марта) будет красный, солнечный, и весна будет красная. || Зарево. Шорк. Пĕлĕт çине хĕрлĕ ӳкнĕ.

Шеремет

яз. имя. Рысайк. || В. Олг. Шеремет — осалăн акăшĕ. || Нарицательно —жалкий, бедный, бедненький, достойный сожалення, бедняжка. Стюх. Шеремет, бедняга, горемыка. Сред. Юм. Шеремет, начар çынна хĕрхенсе калакан сăмах. СПВВ. ИА. Çынна хĕрхеннĕ чух шеремет теççĕ. СПВВ. ФВ. Шеремет = мĕскĕн. СПВВ. ФН. Шеремет — апăрша. Зап. ВНО. Эх, шеремет, шеремет! епле пурăнатăн-ха эсĕ? Ib. Эх, шеремет, юлашки ануна та сутса ятăн-çке! Пшкрт. Эй, шеремет, чут вилесрен порăнат. Тюрл. Э, шеремет, асапланать, шеремет! Аттик. Халĕ вăл, шеремет, тен леш тĕнчере çын çăмне çыпçаймасть пулĕ, ни кунта пĕччен çӳрет пулĕ. Пумелкке туса ăна ырă вилĕсем хушшине кӳртер, тет. Изванк. Çынсем çул хĕррипе иртсе кайнă чух кураççĕ те (т. е. видят колдовством испорченный хлеб); эй, ку çынна, шеремете, пĕтерсе хунăç, теççĕ. (Из сказки). || Кан. Чĕлхисем çĕтрĕç вĕт шеремет пуçлăхĕсен! Пир. ял. Çӳрерĕç шеремет лавçисем вăрман тăрăх пилĕк таран юр ăшшĕн ашса. Елкер. Шеремет пуçсем пĕтнĕ ахалех. И. Тукт. Ав çав сăлтавпала пăшал лушипе пуçне çапса ватнă шеремете. || Употребляется в качестве вводного слова. Пазух. 109. Уй варринчи ватă çăки, апи тесе чĕнтĕм те, килех, ывăлăм, ай, темерĕ; ай, шеремет, яш ĕмĕр! N. Эх, шеремет, яш ĕмĕрĕ! Кăна пĕлнĕ полсан, çут çанталăк та корас мар-мĕн. Якейк. Ан, шеремет, яш ĕмĕр, çитнĕ çитмен иртсе кар. Зап. ВНО. Ох, шеремет, яш ĕмĕр, иртсе кайрĕ-мĕн тăвас! Сĕт-к. Ай, шеремет, ĕмĕрĕ карĕ. В. Олг. Эх, шеремет, она та исе килмерĕн-ĕç! Ib. Эх, шеремет, она та исе каймарăн-ĕç! НР. Пĕлтĕр хуçнă çăпатине, тор-тор! кăçал туса пĕтертĕм, шеремет! Тата мана кахал тиç, тор-тор! Ма шотласа калаç-ши, шеремет. Лапоть, начатый в прошлом году, в этом году доплел я. А еще меня называют лентяем! За что же так называют? N. Эх, шеремет. Хĕр тантăшсен! Лепле порнатăр-ши, пĕре корасчĕ. || N. Шеремет ачи. Ала 93. Ку мĕскĕн ача, шеремет, ăна-кăна нимĕн те пĕлмен, ашшĕ мĕн каланă, çапла тунă. N. Ай, шеремет этем ĕ! Хорачка. Е, çыньă та лайăх, шеремет: ĕçтерчĕ, çитерчĕ. Орау. Эй, шеремет çынни, мĕн хурлăх курать çав ĕç вăхăтĕнче! (как мучается). Пшкрт. Эй, шеремет çынĕ (хвалят). Ib. Эй шеремет порнăçĕ! Вот хорошая жизнь! Ир. сывл. 35. Илемлĕрен илемлĕ шереметĕн сăввисем. Кан. Ашшĕ, шеремечĕ, темĕн чухлĕ вăйлă усламăç пулсан та, Сĕнтĕрвăрринчех тăрса юлчĕ.

анчах

(ан’џ̌ах, анζ’ах), solum, tantum, tantummodo, только, лишь. V. кăна, çех,-çеç.-çеççĕ. Якей. Эп паян уйра хам лашасене анчах кортăм, санне асăрхамарăм. Сегодня я видел в поле только своих лошадей, а твою (или: твоих) не заметил. Якей. Манпа она анчах пачĕç. Дали только ему и мне. Ib. Атин (ад’ин, тверд. н) пĕр пӳрт анчах. У отца только одна изба. Ib. Пол(ă) тытса анчах порнать. Живет лишь рыболовством. N. Пиччешĕ: „Пуçтарса хур анчах, эпĕ сана çĕр тенкĕ парăп,“ тет. Старший брат его говорит: „Ты только убери его, я тебе заплачу за это 100 руб. || Nonnunquam etiam eodem modo dicitur. quo in lingua Latina nihil facto nisi dici solet. Иногда значит: только и делаю, что; только и знаю, что. Изамб. Т. Хăне сыхласа анчах тăраттăмăр. Мы только и знали, что караулили его. Якей. Çăврать (i. q. çывăрать) анчах, орăх ним те тумаçть. Только и знает, что спит. || Eadem vox cum verbis coniungitur, ut vim eorum augeat. Также ставится с глаголами и выражает усиленное действие. Б. Олг. Çил вольă (i. q. вăйлă) чох йӳççĕм (i. q. йывăçсем) аплах хомханаччĕ (i. q. хумханаççĕ), авăначчĕ анчах. В сильный ветер деревья так и качаются, так и гнутся. N. Вăл мана паян ятларĕ анчах; эпĕ шалт макăрса пĕтрĕм. Он меня сегодня страх как разбранил, я просто все глаза выплакал. [В Череп. сказали бы: „пит хытă ятларĕ.“] Tantum quod, vixdum. simulatque. Иногда. значит: только что, как только, не успел (-а, -о, -и), как. СТИК. Анчах килейнĕччĕ, каллах каймалла пулчĕ. Только что пришел (тогда), и опять пришлось итти. Абыз. Анчах вĕреме кеч, тит, лешсем çитрĕç, тит. Только лишь закипела (похлебка), как те пришли. Якей. Эп анчах çусаттăмччĕ, вăл ӳкерсе лапăртарĕ. Я только было вымыла, а он уронил и (опять) выпачкал. Ib. Вăл анчах пӳрте кĕч, ати она хуса кăларса та яч. Как только он вошел в избу, отец его тут же и выгнал. Ст. Чек. Эп турат çине хăпарса ларайтăм анчах, вăл хуçăлса та карĕ. Только что я сел на сучек, а он и сломился. Панклеи. Уй! конта анчах шăлса тасаттăрмĕç (= тасатрăм-çке), мĕскер çӳппи-çаппи конта? Что же это здесь за сор? ведь я только что вымела! КС. Анчах ĕнтĕ тавăрнас тесе тăраттăмăр. Мы как раз только что собирались было итти назад (или: домой). || Modo (adv. temporale). Также недавно, лишь сейчас, только что, только сейчасЧереп. халь анчах; тин-кăна). Ст. Чек. Вăл анчах тухса карĕ. Он только что выехал. Ib. Ку кĕнеке анчах тухнă (i. q. тин-кăна тухнă), эп ăна вуламан-ха. Эта книга только что вышла в свет, я ее еще не читал. Орау. Ме, кӳп! Анчах çирăн (i. q. çирĕн), татах кӳпешшĕн! На, жри! Только что поел, и опять жрать хочет! Орау. Анчах çакăнта тăрать-чĕ-çке вăл! Да (ды̆) он недавно был (стоял) здесь! V. тин-кăна. || Eadem v. interiectionis vis augetur. Иногда усиливает междометия. НТЧ. Юмăç патне пырса кĕрсессĕн: „Ах анчах! манан ывăлăм питĕ йăвăр-çке, юмăç пăхса ярсам пушалăстă: кăçти киремет тытрĕ-ши?“ тет. Пришедши к йомзе, он говорит: „Ах, какое горе! У меня тяжело заболел сын; погадай, пожалуйста: какой („где находящийся“) это киреметь поразил его? || Coniunctio adversativa: sed. Нередко имеет ограничительное значение, как русск. союз но, но только. Ст. Чек. Вăл исе килес терĕ те, анчах маннă пул, (i. q. пулĕ). Он хотел принести, да (только), повидимому, забыл. Ib. Ку лаша лайăх, анчах çамрăк. Лошадь хороша, да только молода. Тата та пур та, анчах ячĕсене пĕлместĕп. Есть и еще, но только я не знаю их названий. Изамб. Т. Пăянам хăй те тăрат та, анчах ĕне сума пулăшмас. Свекровь (моя) и сама встает, да только не помогает (мне) доить коров. Ст. Чек. Вăл пĕлет те, анчах каламас (или: вăл пĕлессе пĕлет те, анчах каламас). Он знает (знать-то знает), да только не говорит. || lllud modo restat (-abat), ut, остается(-валось) только, чтобы.... Орау. Хăрăса чун тухманни анчах. Я чуть не умер от страха. Ib. Алăпа йăтса çӳременни анчах. Они (меня) чуть не носили на руках (т. е. оказывали мне всевозможное внимание).

кумма ывăл

крестник. Орау. Вăл унăн кумма ывăлĕ пулат. N. Кумма ывăл, кумма ывăлу, кумма ывăлĕ. N. Кумма ывăлăм.

ӳкер

заставить упасть, уронить, свалить; сшибать (с ног), сшибать (с места); поразить горем или радостью. N. † Йор çĕнчен çăмăр çусассăн, тем чул çына (= çынна) ӳкерет. Если на снег выпадет дождь, то делается так скользко, что очень многие падают. Изамб. Т. Кăна хăваласа çитсе ӳкернĕ (сшибли с ног). Упа 270. Тĕлленĕ те, ӳкернĕ пăланне. Нацелился и свалил оленя. || Навести. N. Куç-кĕскипе хĕвел çуттине вĕсен куçĕсем çине ӳкернĕ. Навел им на глаза зеркалом зайчика (солнечный свет). || Лишиться положения, должности. Букв., 1 ч. 1904. Унтан кайран Иван çав чынта нумаях тăрайман: айăпласа час ӳкернĕ ăна (лишили должности). Серг. Рад. Тохтамыш Мамая, çĕнтерсе, патшаран ӳкернĕ те, ун вырăнне патшана хăй ларнă. Чăв. й. пур. Ваçка хăй ăсĕпе, старастана вырăнтан ӳкерсе, тĕрмене хуптараччĕ. Васька, в своих мечтах, уже видел старосту уволенным и посаженным в тюрьму. || Afficere aliqua re У. Çынна хуйха ӳкер, причинить человеку горе. || Заставить спуститься и сесть, заставить слететь. Альш. † Кăвик кăвакарçăн вĕçтертĕм, пуян анкартне ӳкертĕм. Ч.П. Икĕ кăлат утă хушшине ăмăрт-кайăк чĕппи ӳкертĕм (пустил лететь и сесть). || Вышивать; снимать копию, фотографировать, рисовать, записать. КС. Тĕрĕ (т'ӧ̌рӧ̌) ӳкерсе ил, вышивать по рисунку или снимать узор на бумагу. Юрк. † Мĕшĕн пăхатăр укçана? — пăхса ӳкерме тĕрĕ мар. Янтик. Аппа тĕрĕ ӳкерме кайнă. Старшая сестра пошла снимать узоры. Беседа чув. 20. Сан ывăлу салтака кайнă пултăр; эсĕ ăна курма пултараймастăн; хăвăн курассу килет, ăна киле ямаççĕ; хай вара эсĕ ăна: ывăлăм, ху сăнна ӳкерсе яр-ха, тесе, çыратăн. БАБ. Хăйĕн кĕнеки çине ман кĕлеткене ӳкерсе илме (срисовывать меня) тытăнчĕ. Иревли. Чул çинчи çырусене ӳкермех пирĕн пата кĕрсе выртас, терĕ. Он хотел нарочно заехать к нам, чтобы срисовать надписи на надгробиях. Ист. церк. Тата вăл çын сăнне ӳкерсе çырма пĕлнĕ. Кроме того он был искусным портретистом. Сред. Юм. Ӳкерсе ил, снять какой-нибудь рисунок или копию письма. IЬ. Ӳкерсе ил, сними, спиши. Мухаммед. Корана эпĕ хам çырмастăп, мана ăна турă пĕлĕт çинчи хăйĕн [кĕнеки çинчен ӳкерсе парать. || В курм. и нек. др. говорах — писать (= çыр). Хот ӳкерсе ятăм. Я написал и послал письмо. || Перенимать, усвоить; передать точно; подражать. Г. Т. Тимоф. Пирĕн ялсем, кăнтăрла еннелле кайса, унти юрра ӳкерсе килнĕ. Альш. Çав Элшей, Чаппи, Саркамăш пулса Мăрсаран епле кĕл-тумаллине ӳкерсе юлаççĕ, тет. СТИК. Эпĕ вĕсен юррине çавăнтах ӳкерсе илтĕм (сразу перенял; в курм. говоре это значило бы: записал). N. Япаларан тухакан сасса ӳкерес, подражать звуку предмета. N. Кăвакал сассине ӳкерсе парать. Подражает крику утки. Лаша кĕçеннине ӳкерсе парать. Подражает ржанию лошади. К.-Кушки. Шăнкăрчă тиха сассине ӳкерсе парат. Скворец подражает ржанию жеребца. N. Сассине те чăваш сассиях ӳкерет. Подражает точно даже тону чувашской речи. Доводить до известной суммы (свой заработок). Хыпар № 31―2, 1906. Кунне мĕн чулшара ӳкеретĕн? тесе ыйтатăп эпĕ те. Я спрашиваю: «До какой суммы доходит твой дневной заработок?».

ял кулли

ял колли, (куλλиы, коλλиы), посмешище для деревни. Орау. Ял кулли, вутăсăр юлтăмăр вĕт кăçал! На срам перед другими остались нынче без дров! Юрк. Манран тăван ачамсем те çапла пулсан, ял кулли! Позор, если мои родные дети будут такими! Абыз. † Ати, лаша кӳлес-и? çӳрен лашине кӳлес-и? Çыр хĕрсене лартас-и? — Ан ларт, ывăлăм, ял кулли! Сёт-к. Акмасăр хварсан, ытла ял колли полать. Если оставить не засеянной (землю), то срам будет перед другими. || Смехота. Юрк. Пĕр-пĕринпе калаçа пуçлаççĕ: акă ял кулли! ку епле халир?... ялан пĕр тутарсем анчах вилеççĕ-çке!

Микуша

имя мужч. Собр. † Ухмах ывăлăм Микуша, кашкăр çинă юлашки.

ывăл

(ывы̆л, в некот.. гов. ивы̆л), дитя мужеского пола. Сын. Изванк. Иногда ывăл, сохраняя свое значение, переводится по-русски словом брат. К.-Кушки. Сирĕн миçе ывăл? Сколько вас братьев? (т. е. сколько у ваших родителей сыновей?). См. хĕр. Хĕр пĕре çуралсан, ывăл иккĕ çуралтăр. (Из моленья). Кратк. расск. Çапла Адамя Ева икĕ ывăлтан пĕр ывăлсăрах тăрса юлнă. Н. Карм. Икĕ ывăлăм (два моих сына) çырăва вĕренеççĕ. Ракова. Ывăл хăрах куçлă, тарçă сĕм-суккăр. Сын, не заботится о олагосостоянии своего дома, а работник еще хуже. О заступлении, 10. Арăмĕ икĕ ывăл йĕкĕреш çуратса пани çинчен пĕлтерет. N. Вĕсенĕн кашнийĕн ачасем пулнă: ывăл та пулнă, хĕр те пулнă. Букв. 1904. Самук вăл пирĕн (в нашей семье) пĕртен-пĕр ывăлччĕ. (единственный сын). Сир. 102. Унăн çичĕ ывăл, виçĕ хĕр пулнă. Абыз. Манпа пĕр тăван виçĕ ывăл, три моих родных брата. Б. 13. Санран аслă ывăлсем е хĕрсем пур-и? (т.-е. братья и сестры). Юрк. Эпир иксĕмĕр, тата аттепе пĕр тăван ывăлĕ, пичче, (двоюродный брат, старше меня) çапла виççĕн чей ĕçме трахтире кайрăмăр. || Название младших братьев мужа, за неключением первого из них, которого сноха зовет «ывăлсем». Прочие называются: 1) чипер ивăл, 2) вăталăх ивăл, З) сарă ивăл, 4) хура ивăл (это название кажетея сомнительным, ибо «хура» имеет у чуваш не совсем хорошее значение), 5) шур ивăл, 6) кĕçĕн ивăл. Их жены назыв. кин. В Альш. первого из младш. деверьев сноха называет так же — ывăлсем; для прочих там имеются назв.: 1) вăталăх ывăл, 2) кĕçнивăл (= кĕçĕн ывăл), З) пĕчĕкçĕ ывăл. || Так же назв. других родственников мужа, моложе его возрастом; ири этом получаются, путем прибавления некоторых эпитетов, след. названия: чипер ывăл, сарă ывăл, шурă ывăл. Альш. [Одна женшина из Альш. утверждала, но не категорически, что назв. «шурă ывăл» нет; назв. же «хура ывăл» (см. выше) она признавала совсем ошибочным. Впрочем, разные говоры могут здесь и не сходиться]. Ст. Чек. Вăталăх ывăл, кĕçĕн ывăл (кĕçн-ывăл), пĕчĕкçĕ ывăл (пĕчĕк-çывăл). Ăратнерисене: сар ывăл — сарăрах пулсан, чипер ывăл — хурарах пусан, калаççĕ (название неродных братьев мужа). Буинск. Шурă ывăл, сарă ывăл. См. пултăр. || «Ывăлуна» вм. «ывăлна» употреблено в Кратк. расск., 9.

ылăм

то же, что ывăлăм. Алик.

Ылям

(ыл'ы̆м), сыночек (вм. ывăлăм). Альш., Ст. Чек., Изамб. Т., СТИК. См. ульăм. Ст. Чек. Атя киле, ыльăм!

утнаккă

отнаккă, сносно, удовлетворительно; легче. См. сусăр. Яжут. Кăвак сухаллăскер каларĕ тет: ывăлăм, пăртак ĕç-ха! утнă çынна урана кайтăр; ываннă пулĕ; пăртак ĕçсессĕн, утнаккă пулакан. Халапсем. Вула пуçласанах (он), патша хĕрне утнакках пула пуçлать. N. Утнаккă юлтăм. Юрк. Пĕрне ĕçсен, пăртак ларсан, пуçне утнаккă пек пулсан, тата тепĕрне ярса пăхать. Трхб. Ик хут кĕпе тăхăнсан, çапах утнаккă. Если надеть две рубашки, все-таки потеплее. Ч. С. Унтан вара утнаккăран утнаккă пула пуçларĕ (стал выздоравливать). Яргуньк. Уна илтсенех, утнаккă пак пулчĕ. Как только я услыхал об этом, мне полегчало.

Русско-чувашский словарь (1971)

мой

мест. притяж. 1. ⸗ăм [⸗ĕм], манăн, ман; мой сын манăн ывăл, ывăлăм; по моему мнению ман шухăшпа; 2. в знач. сущ. моё с. манăн; это моё ку манăн; поживите-ка с моё ман чухлĕ пурăнăр-ха; 3. в знач. сущ. мой мн. (близкие) манăннисем, манăн кил-йыш; мои скоро придут манăннисем часах килеççĕ; ◇ боже мой! турăçăм!; по-моему 1) (как я хочу) эп тăвас тенĕ пек; 2) в знач. вводн. сл. эп шутланă пек, ман шухăшпа; это не по моей части ку ман ĕç мар.

сынок

м. (обращение) ывăлăм.

Чувашско-эсперантский словарь

ман

[man(on)]
mi (kun specialaj frazoj), mia, miaj
ман(ăн) вăхăт çук — mi ne havas tempon
ман(ăн) ывăлăм — mia filĉjo
ман(ăн) шăллăм пур — mi havas pli junan fraton
ман(ăн) çиес килет — mi volas manĝi
ман(ăн) ĕçес килет — mi volas trinki, mi soifas
ман(ăн) çывăрас килет — mi volas dormi
ман(ăн) сана курас килет — mi volas vidi vin

ывăл

[ivol]
filo, knabo
аслă ывăл — pli aĝa filo
тăван ывăл — propra filo
усрав ывăл — adoptita filo
ывăлĕ ашшĕне хывнă — la filo kopiis la patron
ывăлăм — mia filo
ывăл-хĕр — infanoj, gefiloj
ывăлла — adopti
ют ачана ывăлла — adopti fremdan infanon

Чувашско-русский фразеологический словарь

Кунçула вĕçле

Кунçула [ĕмĕре, пурнăçа] вĕçле кончать / кончить жизнь [дни, век].
Минут, минут мар, тен, унтан та кĕске Салтак кунçулне вĕçлесси хура вилĕм. М. Захаров. Эпĕ те хамăн шухăша калатăп: — Час-часах пăтраштаратпăр çав эпир: кам йĕксĕк, кам ырă... Çӳрет этем пирĕн хушăрах, ĕçлет, вĕçлет кунçулне — пĕлсе юлаймастпăр: ăслăччĕ-и çав çын, чунлăччĕ-и... Ю. Скворцов. Хăюллă пул, ывăлăм! Çапăç, ан парăн! Ан таттăр тăшман Эп вĕçлес ĕмĕре, Ан чавтăр эсрел эп пуç хывнă çĕре! А. Алка. Апла пулин те, Нарспи хĕрарăмăн мĕскĕн шăпине пăхăнмасăр, хăйĕн тивĕçĕшĕн, хăйĕн таса юратăвĕшĕн хăюллăн кĕрешсе пурнăçне вĕçлет. Чăваш календарĕ.

Нĕре яр

Нĕре яр терить / потерять облик человека.
Эх, ывăлăм, ывăлăм! Ял хушшинче нĕрне ярса çӳретĕн? А. Артемьев.

Сăмах тивет

Сăмах тивет бранят кого, упрекают кого, делают замечание [выговор] кому.
Турхана ваттисенчен çакăншăн ӳпкев сăмахĕ тиврĕ, ун патне хĕлĕпе тенĕ пекех темле палламан çынсем килсе çӳренĕ имĕш. К. Турхан. — Сăмах сана тивет-çке, ывăлăм. К. Турхан. Сăсар тирĕсене сивĕ витмест, лайăх ачана сăмах тивмест.

Тĕп ту

Тĕп ту 1. разорять / разорить кого-что- 2. уничтожать / уничтожить кого-что; 3. мучить / замучить кого.
1. Пĕтĕм яла тĕп турĕç-çке, пурте кĕлмĕçе тухрăмăр капла. К. Турхан. Михха тĕп туман пулсан, кăçал шурă пӳрт лартатчĕ вĕт. Н. Мранькка. [Платник:] Сад пахчине тĕп тăваççĕ, Вавил ывăлăм. Н. Терентьев. Кăвар мулла хирне вырса тĕп турĕ. Я. Ухсай. 2. Çак улпутсем шут тăваç Пролетарие пĕтерме, чухăнсене тĕп тума. И. Тăхти. Самурайсене тĕп турĕ Пирĕн вăйлă Хĕрлĕ Çар. К. Кольцов. Çав çулпа эпир пырса Коммунизм тăвăпăр, Мĕнпур хурлăх-нушана Ĕмĕрлĕх тĕп тăвăпăр. И. Тукташ. 3. Укçашăн тĕп тăвать.

Хал яр

Хал (хала) яр 1. утомлять / утомить кого-что, изнурять / изнурить кого-что. 2. утомляться / утомиться, уставать / устать, обессилевать / обессилеть, изнуряться / изнуриться.
1. Пĕр сасăллă шăнкăрав хала ярать сассипе. 2. Аслă çĕр, паттăрсен çĕрĕ-шывĕ! Юн тăкса хал яран война: Выртса кан! — тет вăл, чунăмçăм, ывăлăм! А. Ĕçхĕл.

Неологический словарь чувашского языка

дизайн

ç.с. Япалана илемлĕ, хăтлă, тирпейлĕ ăсталани е тавралăха килĕшӳллĕ сăн кĕртни; тăвăм ӳнерĕ (туп.). Универ-ситетра дизайн, ӳнер уйрăмĕсем ĕçлеççĕ. ÇХ, 1997, 46 /, 3 с. Сĕтел-пукан дизайнĕпе ĕçлекенсем те пур. ÇХ, 2000, 12 /, 8 с. Аслă ывăлăм кăçал университетри энергетика факультетĕнчи дизайн уйрăмĕнчен вĕренсе тухмалла. ПЧЕ, 2001, 4 /, 3 с. — çутă сăрăллă дизайн (ÇХ, 1999, 8 /, 1 с.).

паччушки

п.с., калаç. Хытă тĕлĕннине е унпа пĕрлешнĕ кăмăл хусканăвне (тĕсл., хăраса кайнине) палăртакан пулăшу сăмахĕ. Паччушки! Камит кăтартас терĕн-им, Хĕветĕр. К-н, 1972, 23—24 /, 19 с. Пачушки-и! Мĕнле кăна çимĕç çук-ши унта [уяв сĕтелĕ çинче]! К-н, 1982, 21 /, 2 с. Паччушки, Гений Моторовичăн ... ывăлĕ те гение тухса пырать-иç! В.Енĕш, 1986, 15 с. Ай, паччушки, ачам, ывăлăм! Ăçта эс. ХС, 1999, 130 /, 2 с.

См. также:

ывăл-çурри ывăл-пултăр ывăл-хĕр ывăл-хĕрлĕ « ывăлăм. » ывăллă-хĕрлĕ ывăллăх ывăлла ывăлсăр-хĕрсĕр ывăлсем

ывăлăм.
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150