Поиск: уççи-хоппи.

Введите слово для поиска

Область поиска:

Чувашско-русский словарь (1982)

пăр

II. глаг.

1.
повертывать, поворачивать
выключателе пăр — повернуть выключатель
пуçа пăр — повернуть голову
шуруп пăрса кăлар — вывинтить шуруп
лампочка пăрса кĕрт — ввернуть, ввинтить лампочку
машинăна сылтăмалла пăр — повернуть машину вправо
пăрса уç — открыть, отомкнуть (поворачивая ключ)
шыва урăх çĕрелле пăрса яр — отвести воду в сторону, пустить воду по новому руслу
сăмаха урăххи çине пăрса яр — перевести разговор на другую тему
Кĕлет уççи пăрмасăр уçăлмасть. — посл. Замок амбара не откроется, если не повернуть ключ.
Пĕр карта сурăх, пурте пуçне пăрса выртаççĕ. (Кăмакари кукăльсем). — загадка Целый загон овец, и все лежат, повернув головы. (Пироги в печке).

уçă

I.

1.
ключ
кĕлет уççи — ключ от амбара
шĕрĕп уççи — гаечный ключ
хваттер уççи — ключ от квартиры

уççи-хуппи

1.
просвет (в тучах)
уççи-хуппи çук — нет просвета, не проясняется

уççи-хуппи

2.
ясность, определенность
ку ĕçĕн уççи-хуппи çук — в этом деле еще нет ясности

уççи-хупписĕр

прям. и перен.
беспросветный
уççи-хупписĕр нуша — беспросветная нужда

шĕрĕп

гаечный
шĕрĕп хытар — закрепить гайку
шĕрĕп уççи — гаечный ключ
шĕрĕп кăларса ил — отвинтить гайку

чун


чĕрĕ чун — живое существо
чун савни — избранник сердца
чун уççи — отрада
чун хавалĕ — душевный подъем
чуна ил — вымотать душу, замучить
чуна кăлар — убить, лишить жизни
чуна çи — погубить душу
чун туртмасть — нет желания, расположения к кому-чему-л.
чуна парса — самозабвенно (работать)
хăраса чун тухрĕ — я до смерти испугался
чуна кайса тиврĕ — за душу забрало
чун та чĕм пурăн — жить душа в душу

уçă


çил уççи — обдуваемое ветрами мосто
тӳпе уççи — просвет в тучах
пĕлĕт уççи — просвет в тучах
чĕре уççи — радость для сердца, услада сердца
уçă сасăсемлингв. гласные звуки
уçă сыпăк — открытый слог
уçă çыру — открытое письмо (публикуемое в печати)
вăл уçах мар — он нездоров, ему нездоровится

Никольскийĕн чăвашла-вырăсла словарĕ

çăра

замок; çăра уççи, çăраççи – ключ.

190 стр.

Словарь чувашского языка

сехре хоппи

то же, что сехре хăппи. Шибач. Онта каймастăп, сехре хоппи онта, тет.

Сити

неизв. сл. Урмай. Çил уççи, сил хупи сити. (Чăхă). Яргуньк. Ситин, питин ярхун путӳш. Орфогр. сомнительна.

сурăх-ури

сорăх-ори, сурхури, сорхори (-h-), букв. — „овечья нога“. Зимний праздник молодежи, сопровождавшийся в недавнем прошлом гаданием, когда впотьмах в хлеве ловили руками за ногу овец. Прежде (по крайней мере в северной части Чувашии) он совершался в З-ю пятницу после Николина дня (6 дек. по ст. ст.), а позднее в одних местах сурхури стали называть ночь под рождество, в других — ночь под новый год, в третьих — ночь под крещенье. Помнили и старое время празднования сур-хури, т. е. З-ю пятницу после Николы. В общем, праздник этот по времени совпадал с русским рождеством и святками с их гаданиями и уже представлял смешение чувашского и русского праздников. На этом основании русский христианский праздник рождество (в чувашской переделке „раштав“) в некоторых местах чуваши назвали словом сурхури или сорхори (сорхори конĕ — 25 декабря по ст. ст.). Последнее название известно в северной части Чувашии, а слово раштав в этом значении там не употребительно. В южных частях, напротив, рождество почти исключительно обозначается словом раштав, а сурхури означает лишь гаданье под новый год (сурхури тытни). Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ сурăх ури тытаççĕ. Картара, тĕттĕм çĕрте, шур сурăх тытсан, ул арăмĕ сарă пуласса пĕлтерет. Хĕрача тытать пулсан, упăшки сарă пулассине пĕлтерет. Камăн сурăхĕ хура, улă арăмĕ хура пулассине пĕлтерет. Суккăр, уксах сурăх лексен, арăме çуккăр, уксак пулассине пĕлтерет. Бисяр. Çĕнĕ-çул каç тĕттĕм çĕрте сурăх ури тытаççĕ: кама шурă сурăх лекнĕ, унăн арăмĕ шурă пулать, теççĕ, кама хура сурăх лекнĕ, унăн арăмĕ хура пулать, теççĕ. Шарбаш. Сурăх-урисем те, çăварнисем те лайăх иртертĕмĕр, N. Сорăх-орисĕр, раньше святок. Ала 30. Ачасен юри. Çиттĕр, çиттĕр сурăх-ори, сурăх-ори, сурăх-ори терĕмĕр, сорăх-ори çиттĕр, ай, курăнать, атьăр тухăр, ачасем, урам тăрăх кайăпăр, килĕрен киле çӳрĕпĕр, килĕрен кукăль чӳклĕпĕр; мучи пире кӳртетни. Кӳртмесессĕн, каятпăр; кӳртет, кӳртет, ан кайăр; кинемей, пире кукăль пар, паратни та памасни, кукăль парсан, каймаспăр; парать, парать, ан кайăр. Ib. 100. Сорăх-ори йорри. Сорăх-ори Кĕркори, Ваççа хĕрĕ Варвари, Тӳми çохи латтым çок, кĕтĕмĕр те тохрăмăр. Пĕри така, тепĕри пытяк, мекекек, мекекек! Шурăм-п. Сурăх-ури чухнехи вăйăсем. 1. Пуслăх тăратса йăвантараççĕ: арçын пулсан, пуслах йăваннă енчен хĕр илет; хĕр пулсан, çав енне качча каять. 2. Пуçа путалка тăхăнса уçă хапхаран тухаççĕ: ниçта лекмесĕр тухса кайсан, хусах — çак çулта авланать, хĕр — качча каят, тухаймасан — çук. З. Пӳрт умне кайса итлеççĕ. Укçа шутланнине, укçа сасси илтес пулсан, (пуян çĕртен илсе) пуян çĕре кайса, пуян пурăнмалла. 4. Ампар умне кайса итлеççĕ: тырă юхнине илтсен, пуян çĕре каятăн, кушак-кайăк кăштăртатнине илтсен, чухăн çĕре каятăн. 5. Йĕтем çине выртса итлеççĕ: пуртă сасси илтсен, тепĕр çĕн-çулччен вилетĕн. 6. Çăл кайса питреççĕ. Упăшка пулас ача çĕрле тĕлĕкре çăл уççи илме пырать. 7. Таса юр çине кайса выртса, хăйсен кӳлепине хăвараççĕ. Ирччен çавăнта тыр пĕрчи пырса выртас пулсассăн, аван çĕре кайса, пуян пурăнатăн, йытă пăх мĕн тупсан — вилетĕн. 8. Чăх тытаççĕ. Малтан урайне çатмапа шыв, çăкăр, тенкĕ, кăмрăк, кĕл хываççĕ. Вара, чăххисене ярсан, вĕсем мĕн сăхнине пăхаççĕ. Çăкăрпа тенкĕ (украшение из серебояных монет) сахсассăн, пуян çĕре каятăн, кĕлпе камрăк сăхсассан, чухăн çĕре каятăн. Шыв ĕçсессĕн, эрех ĕçекен çынна каятăн; чăхху, урай çине ярсан пăтратса вĕçсе çӳрес пулсассăн, упăшку вĕçкĕн (çăмăл çын) пулать, лăппăн çӳресен, йăваш, лайăх çын пулать. 9. Аслăк çинчен улăм тухса çыртаççĕ. Камăн тырă пĕрчиллĕ лекнĕ, çавă пуян çĕре каять, пушши лекнĕ пулсассăн, чухăн çĕре каятăн. 10. Чашăк çинчи шыв çине çурта ирĕлтерсе яраççĕ. Çурта тăмламĕ шыв çинче путса чашăк тĕпне тивес пулсассăн, качча каятăн; путмасассăн — каймастăн. Çурта тăмламĕ сивĕнсен, çӳле хăпарать. Вара, çак тирĕк тĕлĕнче тăрсассăн, пуян çĕре каятăн, кăмрăкпа кĕл тĕлĕнче тăрсассăн, чухăн çĕре каятăн. 11. Кĕнчелеççи çинчен сус туртса илсе, хуллен йăвалаççĕ те, çунтараççĕ. Кĕлĕ çӳлелле хăпарас пулсассăн, авланатăн, çӳле улăхмасан — авлаймастăн. Кĕл сарă пулсассăн, матку сарă пулать, кĕл хура пулсассăн, матку хура пулать. 12. Шăтăрнак шутлаççĕ. Пĕр хушăра мăшăр тухсассăн, ху та мăшăрланатăн, мăшăр тухмасан — авланаймастăн. 13. Улăм пĕрчисене çатма айне хурса нăриклеттереççĕ. Çав упăшка пулас ачан ятне каласа парать. Улăм пĕрчи миI ми! киI киI тет. Хĕрĕ: манăн упăшка пуласси Микит, тет. N. Хĕрсем сурхурине хăмла парсан: пирĕн те каяс, эпир те сурхурине хăмла панă, теççĕ. N. Эпĕ санăн çыруна илтĕм сорхори тепĕр конне, декабĕрĕн 26-мĕшĕнче. Чертаг. Сôрхори, сôрхори, пĕр вĕç вакра, пĕр вĕç картара. Тораево. Ме, ме, сурхури, çулталăкра пре (= пĕрре) килет, юрлăр, юрлăр, ачасем. Куклĕ парас сасси пур: парать-и, памасть-и? Парать, парать, ан кайăр. (Из „сурхури юрри“). Якейк. Сорхори чопнă чох ачасам кашнă çын панчех коккăль татăксем кăсия чикеççĕ. Каран çав коккăльсене сорăхсене параççĕ. Çапла тусан сорăхсам лайăх порнаççĕ, хонаççĕ, теççĕ. Бгтр. Сурхури ачисем — ребята, бегающие в этот праздник по домам. Пир. Ял. Улахра сурхури кукăли çинĕ чух чухăн ачисемпе пуян ачисем хушшинче тавлашу тухса каять. Абаш. Сорхори чох килтĕм. N. Сорхори кон килтĕм. Пришел (приехал) в день рождества. N. Сорхори витри — симĕс витри, симĕс витри коптăрт! тет, айта, тантăш, киле кас (= каяс). N. Тепĕр эрнерен сорхори салачĕ поçтаратпăр. Бгтр. Сурăх ури. Ӳте кĕнĕ кун (первый день мясоеда, т. е. день рождества) каçпа ачасем урама пуçтарăнса тăраççĕ. Вара такмакпа хутаç тупса тухаççĕ те, урамăн чăн хĕрĕнчи пӳртрен пуçласа, килрен киле кĕрсе çӳреççĕ. Çӳренĕ чух ĕлĕкрех: „сурăх ури, сурăхсам питек туччăр-и, арăмсам ача туччăр-и, хĕрсем хĕсĕр пулччăр-и!“ тесе кăшкăратьчĕç. Халĕ пирĕн апла кăшкăрма пăрахнă. Пӳрт-умне хăпарсан, унта сикеççĕ, тĕпĕртетеççĕ. Вара пӳрте кĕреççĕ те, тропарие кондак юрлаççĕ, ĕлĕкрех апла юрламасчĕç. [Здесь приведено описание сурхури до Октябрьской революции, в переходный период от язычества к христианству, когда старый народный обычай уже стал вытесняться и заменяться обычаем „славления христа“. Ред.]. Юрласа пĕтерсессĕн: „пăрçа çакăн çӳлĕш пултăр“, тесе, пăрçасене чăштăр-чаштăр çӳлелле сапаççĕ. Пӳртре кĕçĕн-çын пулсан, е хăна-хĕр пулсан, ăна та пăрçапа сапаççĕ. Вара: кĕрпе пур-и? çу пур-и? тăвар пур-и? тесе ыйтаççĕ. Вара вăсене пăрçа, кĕрпе, тăвар, тата хăшĕ çу параççĕ. Тухса кайнă чух сурăх-ури ачисем: „сак тулли ачи-пăчи, урай тулли питекки, пĕр вĕçĕ шывра, тепĕр вĕçĕ картара“, теççĕ. Пур çын патне те кĕрсе пĕтерсен, пĕр яракан çын патне килеççĕ те, пăрçапа пăтă пĕçерме тапратаççĕ. Кашни кĕтшер (понемногу) вутă йăтса килеççĕ, тата хăйне валли кашăк илсе килеççĕ. Апат пиçиччен ачасем темĕн тĕрлĕ те выльляççĕ, юрлаççĕ. Пиçсессĕн, çуллă туса çиеççĕ, вара киле тавăрăнаççĕ. Ĕлĕкрех, апат çисен, кĕлетке тума каятьчĕç: юр таса çĕре каятьчĕç те, унта месерле выртса, кĕлетке туса хăваратьчĕç. Тепĕр кунне ирех кайса пăхатьчĕç. Камăн кĕлеткине йытă е кĕрĕк мĕн (= кирек мĕн) таптана, вараланă пулсан, çавă вилет, тетчĕç. Халĕ пирĕн апла тума пăрахнă. Хурамал. Сурăх-урине çĕнĕ çулпа крещение хушшинче тăваççĕ. Хĕрсем нумайăн пухăнса салат пухса сăра тăваççĕ. Сăрана хатĕрлесен тепĕр кун ирхине икерчĕ хураççĕ те, каç икерчине пĕçереççĕ. Унта пасар çăнăхĕнчен (из крупчатки) вĕтĕ йăвасем пĕçереççĕ, вăл йăвасене чепчек теççĕ (тутарла). Каç пулсан ват çынсем пухăнаççĕ. Вăлсем укçа параççĕ те, вăсене хĕрсем сăра ĕçтереççĕ. Ваттисем кайсан, çамрăксем ĕçме тытăнаççĕ, купăс-кĕсле каласа ташлаççĕ, сăра ĕçеççĕ, çупа икерчĕ çиеççĕ, чепчек валеçсе параççĕ. Унтан хĕрсем каяççĕ сурăх-ури тытма. Сурăхсем хупнă витене кĕреççĕ те, камăн аллине мĕлле сурăх лекет, пĕрер сурăх тытса, мăйне паллă япала çыхса яраççĕ. Тепĕр кун кайса паллаççĕ: ватă сурăх лекни, ватă качча каять, теççĕ, çамрăк сурăх лекни çамрăк çынна каять, теççĕ. Унтан анкартине каяççĕ, капантан тырра шăлпа çыртса туртса илеççĕ те, пучахне йăваласа, тĕшшине суса пăхаççĕ: тĕшши ытă (нечет, непарно) тухсассăн, тепĕр çулччен качча каймасть, тĕшши тĕкел (чёт, парно) тухсан, качча каять, теççĕ. Унтан каяççĕ пуян çын çурчĕ патне, кĕлечĕ хыçне тăрса итлеççĕ: пуян пурăнас пулсан, укçа сасси илтĕнет, теççĕ; çавна: тăн итлерĕмĕр, теççĕ. См. Магн. М. 97.

сĕлĕ хоппи

овсяная шелуха. Якейк. Сĕлĕ чăшшин тирне сĕлĕ хоппи теççĕ; сĕлĕ хоппинчен çӳлелле сĕлĕ кипекки.

çум

çом (с’ум, с’ом), бок. Яргуньк. Эпĕ çума хыпаларăм та, манăн çумра пĕчĕк çĕçĕ пур. Орау. Хĕççине çумне çакса çӳрет (с боку). || Место, находящееся рядом. Регули 1131. Пирĕн ял çомĕ çулла вырăн. || Употреб. в качестве послелога и обозначает больщую близость к предмету. Для различных лиц: çума (çумма), çумна, çумне, çумăмăра, çумăра, çумне, çумĕсене, çумра (çумăмра), çумăнта, çумĕнче, çумăмра (çумра), çумăрта (çумра), çумĕнче (çумĕсенче). В некот. гов. встреч. сан (хăвăн) çомра, сирĕн çомра. Регули 1139. Вăл ман çома кисе тăчĕ. N. Ку хутне сĕтел çумне çыпăçтарăп (безразлично, к какой части, или с какой стороны стола). N. Хĕрес çумне пăталанă. Изванк. Тата кирек мĕн сиен пултăр тесе, çурт çумне пĕр-пĕр çĕре укçа пырса чикеççĕ. N. † Сартумккаран илтĕм сар лаша, Самар лапки çумне кăкартăм. N. Шкул пӳрчĕ çомне çĕр касса панă. Завражн. Ман çомран пĕр виç аршăн аякра утса пычĕ (шел рядом аршина на три от меня). Толст. Çынсем çунисем çумĕнчен (рядом с..) тумтир çухисене тăратса утса пыраççĕ. N. Тата урапа тул(к)кисене Рамансен çумне çакнăччĕ те, вара Михаил Павлов манăн урапа тул(к)кисене исе кайнă. Кĕвĕсем. Савни, çумна кĕмесен, сăмах ан хуш, куç хĕстер. Тайба-Т. † Чипер ача кулянат савни çумне кĕменрен. N. Вут çумне, сулахай енне сĕтелпе тенкел лартаççĕ. N. Шкул çумне темĕн тĕрлĕ аван анкарти, тата пахча туса хучĕ. Регули 1138. Пирĕн çомра (рядом с нами) порнать; вăл ман патра (у меня) порнать. Ib. 1136. Кăмака çомĕнче (у печи) тăрать (выртать). Ib. 1134. Йăвăç çомĕнче (йăвăç айккинче) çакăнса тăрать. Висит на дереве. Юрк. Юпа çумне ăвăс çурта çутса лартаççĕ. Пазух. Хăйĕ ларать хурăн, ай, тăрринче, çунаттисем пĕлĕт, ай, çумĕнче. МПП. Пыршă çумĕнчи çу. Юрк. Ачана мĕшĕн йĕртетĕн, кӳр-халĕ хама, тесе, хунямăше йĕрекен ачине хăй çумне (хăй аллине) ыйтса илсе йăпата пуçлат: апу, ачам, мĕшĕн йĕрен, ан йĕр! Ачи аван иккен, ашшĕ пекех! тет (упăшки салтакра чухне пулнă ача çинчен). Регули 1140. Орăх утсам çомне кӳлтĕм; орăх утсам патне ятам. Ib. 1132. Йăвăç çомне тăратрăм. Ib. 1133. Ман алă çомне çипĕçрĕ (= çыпăçрĕ). Козм. Пăраххот кантор çомне ларат (пристает). Тăв. 35. Иртнĕ вырсарникун Карук вăйăра ман çума кĕнĕччĕ. Истор. Ун çумне сыпса тата пысăк çурт тутарнă. N. Утă çумне кăкарса таки ан тытăр. N. † Сарă варăм хĕрсене хамăр çомала лартрăм. Шибач. Контине (свое лукошко) йоман çомне çакрĕ те хварчĕ. Регули 1135. Орăх тавраш çомне хотăм. ТХКА 105. Ман пуртă тикăра çурмаран касса татса, пĕр хыр çумне (в сосну) тăрăнса ларчĕ. Хыр çумĕнчен пурта кăларса илтĕм. Рук. календ. Квитанция çумне (к квитанции) пичет пустар. Ст. Шаймурз. Ăйхăран вăраннă çĕре сĕтел çумне çырса хунă. Когда она проснулась, нашла надпись... О сохр. здор. Ерекен чир сывă мар çынăн ӳчĕ çумĕнче анчах пулмасть, унăн кĕпи-йĕмĕ çумне... те çыпçăнса юлать. Юрк. Стена çуммĕнче пĕр кĕсле çакăнса тăнине курсан, пĕр вырăсĕ çав кĕслене аллине илет те, тытăнат кĕсле калама. Ib. Çтена çумĕнче вĕсем тĕлĕнче кĕлетки çакăнса тăрат. Кан. Куславкка урамĕсенче, çтенасем çумĕнче: индустри зайомĕ облигацийĕсене илĕр, тесе, çырса пĕтернĕ. N. Сулахай пĕçĕ çумчен шенеле çĕмĕрсе карĕ, ӳте кăшт анчах лекмен. N. Ман çĕлĕк çумĕнче сан мĕн ĕç пур? N. Уруна хорăн çомне хырса тасат. Хорăн çомĕнче тасат. Кан. Çуртсем çумĕнчи вывĕскăсем çине чăваш чĕлхине темле те кукăртса çырса хунă (написано искаженным чув. языком). N. Çтина çумне çырса хăварсаттăм. N. Арча çумне питĕркĕç тунă. К сундуку приделали запор. N. Урана йăвăç çумĕнче хырса тасатрăм (выскоблил, вычистил). Н. Кожары. Çĕççе кăмака çумăнче хырса çивĕçлерĕм. N. Ман урасем пылчăклăччĕ. Эпĕ карăм та, юпа (хурăн) çумăнче тасатрăм. N. Юпа çумне кайса тасат уруна. N. Хурăн çумăнче уруна тасат. (Это верно). N. Урана картлашка çинче тасатрăм. Н. Лебеж. Çурçĕр тĕлĕнче çумран (с моей постели, буквально „от меня“) тăрса карĕ. Артюшк. Туратне пĕрене çумĕнчен касса пăрах. Очисти бревно от сучьев. Орау. Ах, мур! сан çулăнта çынсен ачисем пурăнăç çумне кунĕн-çĕрĕн ĕçлесе хушаççĕ, эс пуррине салатан. Ах, ты, дрянь, в твои годы другие уж зрарабатывают, а ты все теряешь! || Указывает на нахождение предмета при ком-либо, т. е. за пазухой, в кармане и пр. Ау 13°. Пуртине çумне çакрĕ, тет. Хора-к. Пуртă илтĕм, çумма чикрĕм. Юрк. Кĕрӳшĕ куркинчи сăрине ĕçсен, укçине хăй çумне илет. Регули 1141. Ман çомра (при мне) окçа пор. Юрк. Карчăк, укçана акă эпĕ кунта, ешчĕке, хутăм; хампа пĕрле çумра ярмуккана илсе çӳресен, кăларса-туса илесрен хăратăп. Якейк. Виççĕр тенкĕ окçам çомăмра (при мне). Микушк. Арчи уççи анне çумĕнче (у матери, при ней, напр., в ее кармане и пр.). N. Çомма окçа похасшăн, чтобы собирать деньги. Тяптяева. Эпир сутса (лошадей), сана укçине парса, хамăр çума виçĕ пус хăварас тесе, шухăшларăмăр. Хорачка. Кĕçĕн-кĕрӳ кăчкăрса çӧрет: атьăр тоя! Арăм пор-тăк, арăмне илĕр çома, арăм çок-тăк, волашка илĕр (кĕпе волашки), ачи пор-тăк, ачине илĕр, ача çок-тăк, токмак илĕр. Панклеи. Йолашкине çомне чикет. Остальное взял с собою. N. Вулăсра укçасене пăхса тăракансем укçасене хăйсем çумне илнĕ. Кан. Пĕрин çумĕнче те хĕрес кураймăн. Якейк. Хора шарçа килĕшет, çома (на себя) çаксан килĕшет. || Вместе с..., попутно. Альш. Ăна (их) вăрçтаракансем çумĕнчен пĕр-икĕ ăса кӳртекен те пулат... Ib. Тепĕри татт ун çумĕнчен ача-пăча тăманнипе тертленет. Ib. Каччисем каяççĕ хĕрĕсем патне уллах пăтти çиме. Пăтти çумĕнчен ăна-кăна тупат, сĕтел çине хурат. Ib. Арăм çумĕнчен хĕрĕ те йĕрет вара. Ib. Православный праçник çумĕнчен тата унăн хăйĕн авалхи йăлине хисеплемелле кунĕсем те пур. Чăв. й. пур. 16°. Çапах та кунăн тетĕшĕ пурăннă пулсан, ун çумĕнчен пурăнма ăна çăмăлтарах пулнă пулĕчĕ. N. Ун çумĕнчен ерипе пуп ывăлĕ те тиечукпа улах тăрăх çĕр-хута сĕтĕрĕнсе çӳреççĕ. || В сравнении с... Орау. Ун çумăнче вăл ним те тăмаçть (ним те мар, не стоит). N. Ăвăс вутă юман вутă çумĕнче çур хакпа анчах çӳрет. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 25. Çав шапасем ытти шапасем çумĕнче пит чипер пулнă. || За. Тайба-Т. † Утма ăçтан кăкарас? Улма-йывăç çумĕнчен. N. Манăн лаша юпа çумăнче кăкарăнса тăратьчĕ.

çăраççи

(с’ŏрасси, сы̆расси), ключ. Орау. Алăка тултан питĕрсе çăраççия каялла хаçат шăтăкĕнчен пăрахап. Пшкрт. Пĕтиç (-дис’) çăраççи; пысăк çăраççи. || Замок. Икково. Т. II. Загадки. Сӳс кĕлетĕн мунчала çăраççи. (Михĕ). Халапсем 23. Апла каласан, лешсем анпарайĕ çăраççийĕн уççине хăйсем çумне илеççĕ. Собр. † Хушрăç пире юрлама — юррăм юман сунтăхăн тĕпĕнче. Уçса илейĕттĕм-çăраççин уççи çук: уççи хура куçлисенĕн (у чернооких) аллинче. Ала З°. Кăсийинчен тупрĕ, тет, пĕр ывçă ушшĕ; тула тухрĕ, тет те, алăк çумăнче çăраççи тăнине курчĕ, тет те, ушшĕпеле уçса пăхрĕ, тет. Ст. Шаймурз. Çав вăхăтра ача хĕрарăм патшанне çăраççине чиксе илнĕ, унта венчет тумалли çĕрĕ пулнă, тет. || См. ака – пуç. || Назв. раст.

çăтăрт

(сы̆ды̆рт, с ударением. в конце), подр. скрипу. Сред. Юм. Атă потошне хорăн хоппи хорсан, çăтăрт-çăтăрт тăвать. || Подр. звуку, получающемуся, когда рвут более крупные стебли травы. Сред. Юм. Çăтăрт, звук получающийся, когда рвут траву с более мелкими стеблями. КС. çарăк çеçкине татнă чухне çăтăрт (сы̆ды̆т или сады̆т) тăвать. Ст. Чек. Утсам корăка çăтăрт-çăтăрт çиса çӳреç. || Подр. перелому хрупкой вещи. Якейк. Хор тĕкĕ (гусиное перо) çăтăрт (сы̆ды̆рт) хуçăлать. Ib. Йĕп çăтăрт (сы̆ды̆т) хуçăлч. МПП. Çăтăрт, подр. треску переламываемого дерева. || Подр. лопанию пузыря. Кан. Çапла вара ултавпа элек хăмпувĕн çăтăртах çурăлса каймалла пулчĕ. || О морозе щиплющем уши. Капк. Сивви хăлхасенчен çăтăрт çыртать. || Якейк. † Çăтăрт-çăтăрт ăрам хошши, капан карти кил хошши, ут тăратма вырăн çок (нет. места — где поставить лошадь), мĕн куçпа кĕрсе килнĕ-ши?

Тарохха

(тар’охха), то же, что Таруна. Якейк. Тарохха, Марохха, Тарохха мана сорăх пач, сорăхне вакка ятăм та, вакки мана полă пач; поллине хорана ятăм та, хоран мана çу пач; çуне çорта ятăм та, çут-çанталăк çутăлчĕ. Çара котлă марисам кайла кайса колаççĕ; Уççи (Осип) арĕм уçасси, Ерми (Ермей) арĕм ересси, симĕс корăк шăтасси уççи лаши çиясси.

тулти

толти, то же, что тулли. Ст. Шигали. Пурçăн тутăр пуç тулти, ун шерепи куç тулти; чунăм савни куç тулти, ун сăмахĕ чун тулти. Панклеи. Уçăр, уçăр, ачамсам, хир-хир орлă ка-аçрăм, хир-хир вути таттăрм; вар-вар орлă ка-аçрăм, вар-вар ути та-аттăрм. Енчĕк толти сĕтĕм пор, мырĕ хоппи толти çă-ăвăм пор. (Песня козы в сказке).

тăн

(ты̆н), ум; память; сознание. Изамб. Т. Панклеи. Йăван: ман çав хватярта чĕлĕм пор, çав чĕлĕмсĕр ман тăн кăримасть (не возбуждается ум), тет. Якейк. Вăсампа хăтланса ман тăн çĕтрĕ. У меня с ним голова скружилась. N. Поçăма тăн кĕрсессĕн, хорăн хоппи пек пĕрĕнтĕм. N. Манăн вăлсампа тăн çĕтнĕ ĕнтĕ. КС. Вăл ача-пăчана манăн тăн çĕттĕрĕ ĕнтĕ (замаялся). N. Çапла пурăннипе ăçтан тăн кĕрĕ вĕсене. Где им стать понимающими при такой жизни. Кама З. Тăн тухрĕ санпала, явăл. Календ. 1907. Ц.-приходский школăсем, вĕрентсе уçăлтарас вырăнне, ачасене тăнтан яратьчĕç. Ала 96. Тата сыснасемпе сысна йăвинче выртса пурăнтăм, нимĕн тăнĕ те пулмарĕ. Ала 98°. Каран чĕлĕм чĕртсе тортрăм, тит те, çăпата олăштарса сыртăм, тит, çантах тăн çавăрнса килчĕ, тит. Тăн çохалса кайсан, ялан çăпата олăштарса сырас полать, тит. Тораево. Иван тĕттĕм çĕрте (во мраке), выртрĕ-выртрĕ, тет те, тăн кĕрчĕ, тет, ăна (пришел в себя). Якейк. Яланах тăнпа калаçмаçть вăл (иногда порет вздор). N. Толчок ăрамĕнче пĕр Кĕркури ятлă, тăнран ӳксе выртакан çын выртнă. N. Ним тăн та çук, çырнă çĕртех улăшса каяп. Янтик. Ман тăн çук, пулмас манран вĕренсе. Якейк. Ма эс вăл сăвва халь пĕлместĕн? Пасăр лайăх калаттăнччĕ-çке? — Тăн саланса кар, аса килмест. Йӳç. такăнт. 50. Манăн ăçтан пурне те ырă туса çитерес? Унта-кунта чупкаласах тăн тухать. || Дух. Хурамал. Пит япшар, тăнне çавраймасăр калаçать.

хампар

(хамбар), амбар. Шемшер. † Эс те кĕтĕн хампара, эп те кĕтĕм хампара. Ib. † Икĕ хампар хошшинче воник кăвакал чĕппи пор. Трень-к. Вара эпир кил картине тарса кĕтĕмĕр те, хампар умĕнче çывăртăмăр. Вомбу-к. Хампар ăшчикки кĕлет майлах; тыр-полă хораççĕ. Умĕ пур. ЧП. Хампар уççи. Ib. Çичĕ хутлă хампарĕнче.

хуп

хоп, закрывать. ГФФ. † Окошкине хопинă та, краççыннинет сӳнтернĕ. И окна закрыты, и лампа потушена. Альш. Çӳлĕ тусем çинче виç çуна, унăн çи виттисем шур кушма. Уçатăп, хупатăп, ай, эп ăна, унăн йĕри-тавра каптăрма. Я. У. Вăл маншăн нихçан та куç хупмасть (не смыкает очи). Г. А. Отрыв. Хупăлчи унăн уçмалла-хупмалла, унтан уйăрлмасть вăл ĕмĕрте те. || Затворять. N. Кай-ха, алăка хуп-ха. А.-п. й. 66. Чупса пырса алăка хупать, тет. Ib. 42. Хапхине хупмасăрах хăварчĕ хăй. || Захлопнуть. А.-п. й. 53. Кашкăр йăпăр-япăр тĕпсакайне анса кайрĕ. Йытти сакай алăкне шăнкăрт хупса хучĕ те, пăс кăларса вĕрме тытăнчĕ. Когда волк забрался туда, собака захлопнула крышку, а потом принялась лаять. || Спрятать, посадить под что. Якейк. † Ăмăрт кайăк ман варлич, çунатти айне хопимар, ман пĕр пуçа çăлимар. Качал. Хĕрĕ сараппан айне хупрĕ Йăвана. Тораево. Ырçа айне хуп, посадить под короб. || Запирать. Оп. ис. ч. II. Атте сурăхсене картана хупса хунă. Отец запер овец в хлев. А.-п. й. ЮЗ. Кĕркури кăрккине качакасемпе пĕрле кайса хупать. Ib. 67. Пӳрте çута хупатăп, тет. Ib. 76. Унччен те пулмарĕ, нушана пырĕнчен ярса тытса: „Арăм, тыт урисенчен, нушана тĕрмене хупар!“ — тесе кăшкăрса ячĕ. Вдруг берет нужду за горло и кричит жене: „Держи за ноги! Запрем нужду в тюрьму!“ И. Тукт. Ĕмĕрĕ иртет Çĕпĕр çĕрĕнче. Çĕпĕр çĕрĕнче, патша тĕрминче, читлĕхе хупнă ăмăрткайăк пек... Янтик. Ку лашана кăçал хĕлĕпех çак витене хупса тăтăмăр (пурăнтăмăр). N. Лашана витене хупас, или: хупса хурас или: тăратас. || Посадить (напр. в тюрьму). Изамб. Т. Сут тусан ăна сакăр уйăха хупрĕçĕ. А.-п. й. 76. Эсĕ чи пысăк арчуна пушат-ха, эпĕр çав нушана ун ăшне тытса хупса асăнтарар-ха пĕрре,— тет Ваçлей арăмне. Он говорит жене: „Ты опростай самый большой сундук. Схватим нужду и посадим в сундук. Пусть помнит о своих делах“. || Макка 45. Путĕр-путĕр путене, хупсан хуплу пулмĕ-ши? || Зажать. Г. А. Отрыв. Иван пĕç хушшине хупрĕ те (кобылу), çиччас виççĕ çаврăнчĕ (вокруг озера). Капк. Ашшĕ тытрĕ те, пĕç хушшине хупсах вĕлтренпе ĕнтсе илчĕ. ТХКА 107. Пуртăсене хул хушшине хупрăмăр. Чертаг. † Ах, шăллăм Ентри пур, шăл хушшинчен кăларса хул хушшине хупрăмăр; хул хушшинчен кăларса крӳве лартса килтĕмĕр. Çамр. хр. Хул хушшине хупсах йăтса кайнă. || Съесть. СТИК. Икĕ кĕрепенкке кулачча хупрĕ вĕтĕ ку! Съел два фунта калача. || Употребляется в сочетании со словом сехре. См. сехре хоппи (вып. ХI), хăп, хып. Ала 93°. Ашшĕне курсанах, ачанăн сехри хупса тухăрĕ, тет (перепугался).

хопăлтан

(хобы̆лдан), лупиться. В. Олг. Хоппи хопăлтанса ӳкрĕ.

курăс хуп

— хуппи, лубок, с которого снято лыко. Утăм № 1. Ку çурта тахçанах эп пĕлетĕп, хуçине те паллатăп пулас: курăс хуп витсе лартнă кĕлет те, çакă йывăрлăх пуснă лупас. СЧЧ. Курăс хуп купи, куча корья, с которого содрано лыко. Ст. Чек. Курăс хуппи, кора, остающаяся от мочала. Чертаг. Корăс хоппи тесе, лайăх корăса, корăс тĕпне сӳсе исен, йолнине калаççĕ. Такмак. Сурпан çукки курăс хуппи сырăнăр.

кусав

косав (кузав, козав), кузов. Шибач. Вăл кайнă çĕрте хорама хоппи сӳрĕ, кусав ĕçлерĕ (сшил). Шорк. Косав — кузов (из коры вяза или липы).

кăшкăрт

повуд. ф. от гл. кăшкăр. Вутра 104. Апат пиçнĕ майĕпе, музыкант, апат çиме чĕнсе, хăйĕн трупине кăшкăртать N. Кантор таврашсем эпĕр укçа топни çинчен пасарта кăшкăртрĕç (во всеуслышание). Кĕвĕсем. Купса (купец) каять пасара, ыраш кăшкăртать армана. || Толст. Сасартăк машшина кăшкăртса янă (паровоз дал свисток). Орау. Прухучĕ хытă кăшкăртать (свистит), çурать пĕтĕмпе хăлхана! КС. Савăт кăшкăртать. На заводе гудит гудок. N. Трупапа кăшкăртнийĕн уйрăм уççи пулмасан, вăрçа кĕме кам хатĕрленĕ?

кĕлет

(кэ̆л'эт, к'э̆л'эт'), амбар, клеть. Изамб. Т. Каçпала тыррине сăвăрса, кĕлете кӳртеççĕ. Альш. Пӳртне кĕмес, тет, кĕлет умне ларат, тет. N. Унтан вара ерипе, авалхи çынсем йăлипе, кĕлетелле (молодых) хупсассăн, пĕр-ик эрне тăрсассăн... N. † Ай кĕлет те çӳл кĕлет, çи витмесĕр тăра юлчĕ. Вомбу-к. Кĕлет тесе, пӳрт майлă шулапласа, витсе тунине калаççĕ. Кĕлетре пурасем (пӳлмесем) пулаççĕ. Собр. † Çӳлĕ кĕлет умăнчен сиксе анса пулмарĕ. ТММ. Вилли виле çинче, кĕлетки кĕлет çинче. N. † Улт ураллă кĕлечĕ пур. Сред. Юм. Кĕлет ôм кăлараппăр = кĕлет ом тăваппăр (приделываем крыльцо к клети). Ib. Çĕн çол çĕрĕ хĕрсĕм çӳлтен аялалла кĕлет пĕренисĕне хăлаçлаççĕ те, кайран кашни пĕренине çӳлтен пуçласа: пӳлме, пĕрне, хôтаç, тесе, шотлаççĕ. Йолашки пĕренине: (пӳлме), тесе, пĕтерсен, пуян çĕре каять, тет; пĕрне, тесе, пĕтерсен, чôхрах çĕре каять, тет; хотаç, тесе, пĕтерсен, начар çĕре каять, тет. N. Сӳс кĕлет, мунчала çăра уççи. (Мишук). Тюрл. Кĕлет çăри — кĕлет алăкне питĕрекен çăра. Юрк. Ăçта тытрăр? — Кĕлете кĕнĕччĕ, кĕлетре тытрăмăр. Тюрл. Кĕлет питĕркĕçне шалтан питĕрмелле, е тултанах вăрттăн питĕрмелле тăваççĕ. Актай. Пĕр кĕлете пăсăп та, ниçтан та юсимăп. (Хăй чĕлни). Ала 89. Кĕлечĕ-кĕлечĕпе тырă толтарчĕ, тет. || Осьмиугольная верхняя часть сруба мельницы. См. потвал. Мочеи. Так и в Якейк.

кĕнчеле-уççи

кĕнчеле йывăççи, кĕнчельуççи, кĕнчелӳççи, пряслица. Нюш-к. Кĕнчеле, кĕнчеле-уççи; ее части: 1) кĕнчеле йывăççи, 2) кĕнчеле кучĕ. Тюрл. Кĕнчелӳççи кочĕ, кĕнчелӳççи патакки. Альш. Унтан вара ирхине ирех «кĕнчеле-йывăççисене» йăта-йăта тавăрăнаççĕ килĕсене. Тюрл. Воникĕ портаври пĕр çĕрте выртнă, воникĕ кĕнчелӳççи выртмап. (Послов.). Сред. Юм. Кĕнчельуççи тесе, çип арланă чôхне сӳсне çыхакан патака калаççĕ.

кĕпчек

(кэ̆пц'эк), ступица. СТИК., Артюшк. Ст. Чек. Урапа кĕпчеке. Янбулат. † Симĕс кĕпчек таянчăк. (Окошка хоппи). Юрк. Кĕпчек (пукан), часть телеги. Изамб. Т. Кĕпчекпе тукăн хушшинчи йывăçсене урапа шăлĕсем (спицы) теççĕ. Н. Карм. Кĕпчек тулкки, втулка. Ib. Кĕпчек шăлĕ, спица(-ы). См. кӳпчек, кӳпчĕк, кĕпçек, кĕпçе, кӳчĕк.

тĕрĕн

стьежиться. Хурамал. Чĕрĕп тĕрĕнсе выртать (съежившись). N. Тĕрĕнсе ларать (поза во время испуга: плечи назад, голову вперед). Тюрл. Хорăн хоппи хăй çăмнелле тĕрĕнет (свою родню жалеет). СПВВ. Х. Тĕрĕнтĕмĕр хурăн хуппи пек. || Отупиться. Пшкрт. Çава тĕрĕнет. Б. Олг. Тимĕр тĕрĕнчĕ. Хурамал. Пăта вĕçне мăлатукпа çапсассăн, пăта вĕçĕ тĕрĕнет. Сĕт-к. Сенĕк тăрри тĕрĕннĕ (притупился). Орау. Тăрничакăн вĕçĕ тĕрĕнесрен, вĕçне хĕç-тимĕртен тăваççĕ. || Сам. 76. Ытла хăвăрт вĕçейсе е лаши-мĕн тĕрĕнет!

чун уççи

знач. не дано. Çутт. 17. Тăри сасси чун уççи пĕтĕм пусса ян ярать.

шăлтăртăм

шăлтăрттăм, подр. звуку при отпирании замка. Ст. Шаймурз. Шăлтăртăм шăтăкне. (Çăраççи). Т. II. Загадки. Шăлтăрттăм шăтăкне кĕчĕ. (Çăра уççи). С. Тим. Шăлтăрттăм шăтăкне кĕрет. (Çăраççи). Собр. Шăлтарттăм шăтăкне кĕтĕм. (Кĕлет уççи).

шăппăр

то же, что шăпăр, пузырь. Б. Олг. Шăппăр кĕпçи тăхлантан шăратса туаччă. Йӳçрен лотă туаччă, шăппăр лотты. Пилĕк карт картат, порняпа посмаллы. Каран пуçне каккăрне лартат, сасă тумалли (мырак, ĕне мыракки). Чĕлĕх туат хомăшран, виççĕ порня тăшшă. Çа вара калат чĕлĕхĕ. Онтан ĕне хăмпуйĕ. Ĕне хăмпуне лартат хор шăнни вĕрмешкĕн, шульăш кĕрмешкĕн. Хăмпу шне шăппăрне чиксе лартат, вара калат ло-ло-ло! ты-ло тĕкĕн-текĕн-тĕкĕн-ло, ло, ло. Орау. Кĕрӳ туйĕнче шăппăр калаканăн (шăппăрçăн) лашине тепри хăй лаши çумне тытса çавăтса пырать, ăна шăппăр çавăтакан тиççĕ, шăппăрçă лашине çавăтнăшăн ăна качча кайнă хĕр парне парать. Питушк. Шăппăр чĕлĕх (хăмăшран); вулли (тăхлантаи) каккăр (мăйракаран); хăмпă. Шибач. Шăппăр — хорăн хоппи каккăр (рог пузыря). Хурамал. Шĕппăр каккăри, ĕне мăйракинчен тунă япала. Чертаг. Шаппăр какри — (мăйракаран), шăппăр какри çине хорăн çĕленĕ. Торп-к. Шăппăр каккăр. Чертаг. Шăппăр волли (тăхлантан янă). Питушк. Серте шăппăри.

шăртан

шăрттан, назв. кушанья, вроде колбасы (рубец — начиненный мясом и зажаренный). Разг. С. Мих. 18. Пшкрт. Шăртан — мясо в кишках, пĕçереччĕ кăмакара пăлошкая хорса. Моргауши. Шăртан-выльăх хырăмне кăларса лайăх аш толтараччĕ те пĕçереччĕ. N. Унтан ирхи апат çиме ларчĕç. Шăртан хунă, сĕт лартнă. БАБ. Пĕр пичĕке сăра, кĕреке умне хума шăртан, касма çĕççи, хума йĕнни. (Присловье во время чӳклеме). Шум. Олтă çол осранă шăртанне чӳклемешкĕн хам килтĕм, эп çимасăр каяс çок. Вомбу-к. Шăрттан — мăн хырăм ăшне аш тураса, çатма çинче кăмакара ăшаласа пĕçереççĕ. Якейк. Суя пичи Ваçли пор, шăрттан хоппи полса йолч. || N. Шăртан, русское село Шырданы в б. Свияжском уезде. Сред. Юм.

Парасуççи

(парас + уççи), назв. части лугов, принадлежащих д. Асановой, Шемурш. р. Уресмет.

парка

(парга), ядреный, полный, здоровый. КС. Кăçал хăярсам пит парка шăтаççĕ. Шурăм-п. Кăçал ăвăс кăчки парка. В. Ив. Вăрлăхра çимĕç мĕн чухлĕ нумайрах, тырă çавăн чухлĕ паркарах ӳсет. Чув. пр. о пог. 61. Çĕнĕ уйăх парка пулсан, уйăхĕпех çăмăр пулать (хĕлле ăшă юр пулать). Если молодой месяц полный, весь месяц будет дождь (зимой будет снег). . 443. Хăмла çырли малтанхи парка пулсан, малтан акнă ыраш лайăх пулать. Если раньше поспевшая малина крупна, то раньше посеянная рожь будет хороша. ЧП. Хура-ах вăрман хуххине суйласа татрăмăр паркине (= шултăрине. КС.) Альш. † Хура вăрман хуххине суйларăмăр паркине. N. Урасем пит парка = урасем пит хулăн. Сред. Юм. Ôн ачи пит парка ӳсет-ха (растет плечистым, здоровым). КС. Уммасем кăçал парка ӳсеççĕ. Хурамал. Пирĕн тырă пит парка шăтнă (тĕм-тĕм шăтна, ушкăн-ушкăн шăтнă, лайăх пулнă). Ст. Чек. Парка ӳсет (уçăм), растет тучно, отлично. СПВВ. ИФ. Ку кĕпçе пит парка, теççĕ, Календ. 1904. Шултра пĕрчĕн тымарĕ парка, йышлă пулат, нӳр те нумай туртать, шăтасса, ӳсессе те парка шăтать, парка ӳсет. СПВВ. ФВ. Мăн, хулăм кĕпçене парка теççĕ. Изамб. Т. Кăçал тырă парка шăтăрĕ (= шăтрĕ, взошел роскошно). . Унăн ачи парка ӳсет. СПВВ. ЕХ. Парка = хулăн. Кудемер. Парка лаша, здоровая лошадь. Шибач. Парка çитĕнет сĕлĕ (крупный). . Çӳлти парка полчĕ, аялти каюллă полчĕ. || Выносливый (о лошади)? Хорачка. Парка ут (пĕтсе кайса, хоппи анчах йолса, хытă чопать).

пултăр-кин

жена младшего (деверя или жена младшего шурина). Н. Седяк. Орау. Пултăр-кин упăшкин шăллин арăмĕ, арăмин шăллин арăмĕ. Панклеи. † Ай полтăр-кин, полтăр-кин, аку патне ларма пыр, шор пĕренĕк çимашкăн; шор пĕренĕк тутлă мар, пирн ял ачи пит тутлă, сотта кайсассăн, чӳрече хоппи хопăпăр. (Свад. насмешливая песня, в ней зовут девушку к её сестре, которая выходит замуж, погостить в деревню зятя.

пурак

бурак. Ширк., КС., Хорачка, Шибач. Тюрл. † Хорăнтан пурак тăвăттăм, хорăн хоппи сĕвĕнмес. Яргуньк. Хурăн хуппинчен пурак турĕ, тет. СПВВ. Пурак = пырак. Бр. п. водку 2. Ача хурăн хуппинчен пурак тума тытăнать. Шишкин. † Хорăн тăрне хăпартăм, пĕр пураклăх хоппишĕн. || Кузов. V. S. Ядр. † Пиçнĕ-пиçмен çырлашĕн пурак илсе тухас мар. || Табакерка. N. Çынни пурак кăларчĕ, тет те, сăмсине тапак турта пуçларĕ, тет. || Икры сапог, твердая часть голенища. Шорк. Аттин пуракки анса кайнă ĕнтĕ.

ашăк

(ажы̆к), ita appellantur mattae viliores, quae ex tiliae philyris connectuntur, рогожа, состоящая из отдельных прядей (пайăрка), связанных мочалом (Череп.), или, подругому объяснению, «род цыновки, не тканой, а вязаной, как соломенные маты» Торх., Ходар., Шибач., Пшкрт., Н. Карм.. V. Хап. Ч. П. Айĕсене ашăк сарăпăр. Мы постелем под них рогожки. Упа. † Арпалăхра ашăк çыхса ларакан, пирĕн йысна мар-ши çав? Не наш ли это зять сидит в мякиннице и вяжет рогожки? Календ. 1906. Аякка илсе каймалла пулсан малтан йывăç тымарне навуслă шĕвĕ тăм çине чиксе кăларас пулать, унтан, ашăкпа (рогожаба, чинавккапа) чăркаса, паярки-пайăркапе çыхас пулать. Если нужно далеко везти (яблоню), то следует корень ее обмакнуть в жидкую глину с навозом, а потом обернуть в рогожу и, кладя деревца пучками, завязать. А. П. Прокоп. † Ай-ай сивĕ пулчĕ-ĕçке! Мĕшĕн ашăка илмерĕм? Ашăк та пурччĕ, кĕрĕк те пурччĕ, ампар уççи аппараччĕ. Как стало холодно! Почему я не взял рогожи? И рогожа была, и шуба была, да ключ был у старшей сестры. Ала 106°. Сăрă чăххи ăста? — Хорчка тытнă. — Хорчки ăста? — Лама кайнă. — Мĕн ĕçпе? — Ашăк çона-çиттипа. Где серая курица? — Ястреб поймал. А ястреб где? — На посиделки ушел. — С каким делом? — С рогожкой для саней. || Matta melioris notae opere textorio confecta. Тканая рогожа. К.-Кушки. КС. Ашăка тертеççĕ. Рогожу ткут. || Tegumentum equi. Попона для лошади. Зап. ВНО., Янгорч. Paas. 8. Ашăк, von Lindenbast gewebte Pferdedecke, торпище. || Reticuli genus e tiliae philyris confecti, quo fenum portari solet. Также род сетки из мочала, в которой носят сено. Янгорч. || Huic simile est, quod ad eundem usum e linteo conficitur, annexis utrinque funiculis, quibus constringi possit. Нечто в роде платка из холста или рогожи, куда кладут на дорогу сено. На двух концах его — веревка.

пăнчăр

(пы̆н'џ̌ы̆р), подр. появлению пота на лице каплями. Якейк. † Çирĕк хоппи кăшласа пăнчăр-пăнчăр тар тохрĕ (у меня).

пăтăр-патăр

(пы̆ды̆р-п¬ады̆р), подр. редкому паданию капель дождя. N. Çăмăр пире лекеймерĕ, пăртак пăтăр-патăр çиç ӳккелерĕ. || Подр. стеканию крупных капель пота. Ала 106. Çирĕк хоппи кăшласа пăтăр-патăр тар тохрĕ. || Подр. неравномерным звукам, получающимся при падении яблок, стрясываемых с яблони. Орау. Улма йăвăçне тытса силлерĕ те, улмисем пăтăр-патăр туса ӳкрĕç (градом посыпались яблоки). || Подр. бегающему, рассеянному взгляду. N. Вăл хăйĕн сиккелекен куçĕсемпе пăтăр-патăр! ман çине тимлесе пăхрĕ. Он пристально посмотрел на меня своими бегающими глазами. || Подр. быстрой речи. Сунчел. Пăтăр-патăр каласа тăкрĕ. Высказал все сразу, быстро и торопливо. N. Вăл темĕскерле пăтăр-патăр калаçать.

пăчă

(пы̆ζ'ы̆, пŏџ̌ŏ), душно; духота. А. Турх. N. Пăчă çĕрте пулă пурăнаймаст. Хурамал. Утă çулнă чух кун пăчă пулать те, вăй пĕтет. В. Олг. Пăчă, душно, дышать нельзя. Янтик. Ай-яй пăчă сан пӳртре, ма çавăн пек нумай хутан эс? Çутт. 154. Шыв çинче сывлама пăчах мар, анчах калама çук шăрăх. Шурăм-п. Хĕвел пăхать шăратса, çирен тар шăпăр-шăпăр юхать. Çил вĕрмест. Пăчă. О сохр. здор. 42. Е ытла пăчăран (от сильной духоты), е урăх япаларан макăрать пулĕ. Чув. пр. о пог. 45. Çула хĕвĕл тухнă чухне питĕ пăчă тăрсан, çав кун каçпала çăмăр пулать. Если летом во время восхода солнца стоит духота, в этот день вечером будет дождь. Килей-к. † Çак ял ачи — чон пăччи, çич йот ачи — чон уççи.

пĕрт-ом кĕли

запор, задвижка сеней. Ягудары. Питĕр-кĕччи, уççи, пĕрт-ом кĕли.

авăн

vox incerta, unde derivatum esse videtur: неизв. слово, откуда произведено: авăн-уççи.

авăн-уççи

(авы̆н-ус’с’и), i. q. арăм-йывăççи. Сред. Юм. Авăн-уççи тесе авăн-уççи тĕпĕпе çõнатне иккĕшне пĕрле калаççĕ. Воробами называют стойку и положенный на нее крест.

авăн-уççи çõнатчĕ

(с̚’õнаџ̌э̆), i. q. арăм-йывăççи çуначĕ. Сред. Юм. Хõтăра авăн-уççи çõначĕ çине хорса çăмхаласа илеççĕ. Моток кладут на крест вороб и с них сматывают (на вьюшку).

авăн-уççи тĕпĕ

i. q. арăм-йывăççи тĕпĕ. Сред. Юм. Авăн-уççи тĕпĕ. Виç тõратлă патакран тăваççĕ те, õн çине авăн-уççи çõначĕ лартаççĕ. Стойка (стайнó) вороб. Ее делают из дерева с тремя сучками (которые служат ножками стойки), сверху на нее надевается лежмя крест.

анатри чăваш

(ч̚’ы̆ваш) ita appellantur Tschuvachi infernates, quorum regio inferius sita est, quam eorum, qui vocantur вир-ял, вире-ял (v. hanc v.). Низовые чуваши. См. вир-ял, хирти. Ягудар. Анатри чăвашсем пиртен хĕвел-тохăç енелле порнаççĕ. Низовые чуваши живут от нас на восток.
Петр Ив. Орлов, уроженец с. Орауш, Ядрин. у. Казан. губ., написал мне о различиях между отдельными группами чуваш следующее. „Анатри (малти, мал енчи) чăвашсемпе хирти чăвашсем тата вир-ялсем (хура урасем). Чăвашсем пирĕн виçĕ пая уйăрăлаççĕ: анатри чăвашсем, хиртисем, вир-ялсем. Вир-ялсем çăвар туллин, хыттăн калаçаççĕ. Вăсенĕн сăмахра сас-палли „у“ сахал. „У“ вырăнне вăсем ялан „о“-па калаçаççĕ: „кулать“ тиес вырăнне „колать“ теççĕ; „пек“ тиес вырăнне „пак“ теççĕ. Тум тумланнă тĕлтен вăсем пушшех, тата ытла паллах, уйрăм тăраççĕ. Вăсем шурă сăхман тăхăнса, урисене хура тăлла сырса çӳреççĕ. Çула тата арçыннисем (хăш-хăш вырăнта) пайтахăшĕ çӳллĕ тӳпеллĕ шĕлепке тăхăнса çӳреççĕ. Хĕр-арăмĕсем çула шурă шупăр тăхăнса, урисене хура тăлла сырса çӳреççĕ; хĕлле шурă сăхман тăхăнса çӳреççĕ. Çăпатисем пĕчĕк пуçлă, пуçĕсене чĕрсе тунă çăпатасем пулаççĕ. Ури тунисене темĕн тăршшĕ тăлла чăркаса тукмак ура туса, çăпати кантăрисемпе чăркуççине çитичченех хитрен хĕреслесе чăркаса хăпараççĕ. Пирĕн патрисем вăсене „яка“ теççĕ. Чăнахах та вăсем яка çӳреме юратаççĕ. Çула пулсан вара, пасара тухсан, вир-ял хĕр-арăмĕ çинче пĕр тусан пĕрчи кураймăн: çăпатисенче, çăпати кантăрисенче пĕр сӳсленчĕк кураймăн: шăрçа пек яп-яка, çап-çутă; хăйсем шĕлкемисемпе, сурпан çаккисемпе, тенкĕллĕ мăйисемпе ялтăртаттарса, шанкăртаттарса йăлкăшса анчах çӳреççĕ. Пирĕн анатри (кал енчи) чăвашсем вăсене „Вир-ялăн какрашки арăм пулсан ланчашки,“ теççĕ; çăпати кантăрисем çинчен: „Вир-ялăн çăпати кантăри тăхăр хăлач,“ теççĕ; „вир-ялсем вăсем мухтанчăк, какрашка,“ теççĕ. Арăм пулсан вир-ялсем анатри чăваш арăмĕсем пекех пуçĕсем урлă пĕкĕ пек масмак хурса çӳреççĕ. Сурпанĕсем, ансăрскерсем, мăйра анчах яваланса çӳреççĕ. Хăш чухне масмакки пуçĕ çинчен каялла кайса ӳкет те, пирĕн вара ăна кулса: „Вир-ял арăмин лаши тăварăннă, пĕкки каялла кайса ӳкнĕ,“ теççĕ. Арăм пулса пĕр-икĕ ача тусан вара унăн какрашки-пĕкрешки лăштах тухса ӳкет: çӳçне-пуçне пуçтараймаçт, кĕпи-йĕмне таса тытаймаçть, час-часах кĕпи арки вĕçĕнче ача пăхĕ сап-саррăн курăнса çӳрет; пӳртне-çуртне те çавăн пекех тирпейлĕ тытаймасть — латти пĕтĕмпех пĕтет килĕнче, пĕр пасара анчах çиççĕ тухма пĕлет. Вăсенчен хĕвел тухăçĕ еннелле анатри (малти, мал енчи) чăвашсем пурăнаççĕ. Вăсем Атăлтан пуçласа Йĕпреçпе Шăхрана çитиччен кăнтăрланалла, вăр-ялсемпе хиртисем хушшинче, тăрăхла-кăна пĕр лаптăк пек çĕре йышăнса пурăнаççĕ. Çав лаптăкăн кăнтăрла енчи пуçĕнче кушлавăшсем те çак анатри чăвашсемпе хисепленеççĕ. Кушлавăш, Уравăш, Хир-пуç, Утар, Рунк чăвашĕсем, хăйсем, хĕр-арăмсем тумланнипе вир-ял та мар, хирти-анатри те мар. Вăсенĕн çывăхнерехри вир-ялсем вăсене кушлавăшсем теççĕ; катари Йетĕрне патĕнчи, Кăрмăш çинчи вир-ялсем вăсене анатри (мал енчи) чăвашсемпе хисеплеççĕ, çывăхарахри хиртисем кăшт урăхларах калаçнăшăн, хĕр-арăмĕсем урăх тĕрлĕрех тумланнăшăн виç-ялсем вырăнне хуçасшăн. Мĕн пур чăваша лайăх тĕплесе йĕрлесен темиçе пая та уйăрма пулать. Вĕт-шакпа чăвашсене темиçе пая уйăриччен эпĕ вăсене, мĕн пурне, виçĕ пая уйăратăп; çавăнпа Кушлавăш чăвашсене анатри чăвашсем çумне кайса хуратăп. Пĕтĕмпех анатри чăвашсем пек пулмасан та, тумланасса та калаçасса та вир-яалсем пек те мар, хиртисем пек те мар, çав анатри чăвашсем пекрех калаçса тумланаççĕ. Арçыннисем хура сăхман е кăвакрах сăхман тăхăнса, урисене шурă тăлла сырса çӳреççĕ; çула пуçĕсене е пĕчĕк çĕлĕк, е карттус тăхăнаççĕ. Çăпатисем вир-ялсен пек шăраçласа тунă вăрăм кантăраллă çăпатасем мар. Хĕр-арăмĕсем е пир тăлла сырса çӳреççĕ, е шурă çăм тăлларан (пасар тăллинчен) тунă чăлха тăхăнса çӳреççĕ. Кĕписем е чĕрлесе тунă шурă кĕпесем пулаççĕ, е хăйсем хĕрлĕрен, кăвакран тĕртсе тунă пиртен (улачаран) çĕленĕ кĕпесем тăхăнса çӳреççĕ. Юçĕсене тĕрлĕ тĕслĕ вырăс туттăри çыхса çӳреççĕ. Урисене пир тăлла сырнă пулсан çăпати кантăрисемпе кăшт вир-ял манерлĕрех çӳлелле чĕркесе хăпараççĕ; шурă чăлха тăхăннă пулсан, çав чăлха çинчен тата тепĕр ура пакăлчакĕнчен иртекен хура чăлха пуçĕ тăхăнса, çăпати кантăрине пĕр çĕре чĕркесе, чăлхине антарса ăна атă хуçланчăкĕ пек туса çӳреççĕ. Арăм пулсан пуçне сурпан сырăнса ĕнсе хыçне, мăй таврашне çынна кăтартмасăр çӳреççĕ. Хĕрсем çула туя кайнă чухне пуçне тухья тăхăнаççĕ. Вир-ялсен тухья таврашĕ, сăрка таврашĕ çук. Ĕлĕк çав тухьясене, сăркасене пăраçниксенче (уявсенче) те тăхăннă та, халĕ туя кайнă чухне те пурте тăхăнмаççĕ. Сурпанĕсем те вăсенĕн, масмаккисем те, пуç-йĕпписем те вир-ялсен пек мар: сурпанĕсем вăрăмрах, сарлакарах; масмаккисем сарлака та кĕске, тĕррисем лешсенчен начартарах; пуç-йĕппи те кĕске те, тенкисене вир-ялсенни пекех нуммай çакса тултарман. Вир-ял арăмĕсен хăлхисем, ĕнси хыçĕсем курăнсах çӳреççĕ, пирĕн арăмсен вăсем курăнмаççĕ. Вăсем саланнă пуçĕсемпе хунешшĕсене те тата урăх ют çынсене те курăнсан аван мар теççĕ. Çаплах тата çара уранăн та вăсен куçне курăнмаççĕ. Çав йăлана лайăх тытса тăракан хĕр-арăмсенне упăшкинчен пуçне урăх арçынсем хайсем виличченех вăсен пуçне, урисене куримаççĕ. Арăмсем хăнана-мĕне кайнă чухне пуçĕсене пуçлă туттăр çыхса каяççĕ, ун çинчен кăримĕски çĕлĕк тăхăнаççĕ. Çула пулсан çав пуçлă туттăра е вырăс туттăри анчах çыхаççĕ. Вырăс туттăрине пуç тăррине анчах та çыхаççĕ тата майралла та çыхса çӳреççĕ; пуçлă туттăрне те икĕ тĕрлĕ çыхаççĕ: е тавăрса çыхаççĕ, е çыхса икĕ вĕçне тан туса çурăм çинелле усса яраççĕ. Вир-ялсен пуçлă туттăр çыхмаççĕ, яланах вырăс туттăри çыхса çӳреççĕ е катам пиртен тунă вырăс туттăри пек тăватă кĕтеслĕ шурă туттăр çыхса çӳреççĕ. Вир-ялсем вăсем мĕн пурĕ те Кăрмăш уесĕнче, Чикме уесĕнче, Шупашкар уесĕнче, Петерне уесĕнче анчах пурăнаççĕ. Шупашкарпа Етĕрне уесĕнче те пĕтĕмпех вир-ял мар. Шупашкар уесĕнче вăсем хĕвеланăç енчи чиккинелле анчах пурăнаççĕ. Ытти (урăх) çĕрте анатри чăвашсем пурăнаççĕ. Вир-ялсемпе анатри (малти) чăвашсен чикки акă çаплă: Анаш тиекен чикӳллĕ ялтан хĕвел анăçнелле, Шăхчасем-мĕнсем еннелле, вир-ялсем пурăнаççĕ, вăсенчен малалла анатри (мал енчи) чăвашсем пурăнаççĕ. Унтан Иккассисене хĕвел-анăçнелле хăварса Шупашкар уесĕпе Çĕрпӳ уесĕ тата Етĕрне уесĕ чиккисем пĕр çĕре пулнă çĕрелле пырсан, хĕллехи хĕвел-анăçнелле (сылтăмалла) вир-ялсем юлаççĕ, çулахи хĕвел тухăçнелле анатри чăвашсем пурăнаççĕ. Унтан Патĕр-ялне (Богатырева) çитсен вăл ялта вир-ялсемпе анатри чăвашсем хутăшах пурăнаççĕ. Вăл ялтан вăсен чикки Пысăк Çавал урлă каçса Супарпа кайса Çĕрпӳпе Етĕрне чиккипе Çарпуçпе çитичченех: сылтăм енче вир-ялсем пурăнаççĕ, сулахай енче анатри чăвашсем пурăнаççĕ. Çарпуçĕнче анатри чăвашсем пурăнаççĕ. Чарпуçĕнчен пуçласа вăсен чикки Етĕрне уесĕ çинерехрен икĕ уес чикки хĕррипе пырать: Кипекпе Туçи-Çармăса сылтăма хăварса, Етерне уесĕнче тăракан Сĕрелсене сулахая хăварса, Мăн Санар урлă каçса, Пĕчĕк Санара çитиччен сылтăмра вир-ял пулаççĕ, сулахайра анатрисем пулаççĕ. Çĕрпелĕнче анчах анатри чăвашсем вир-ялсемпе çывăх тăнипе халĕ ĕнтĕ пĕтĕмпех вир-ялсем пек тумлана пуçларĕç. Унтан малалла вĕсенен чикки Хир-пуçĕнчен Пĕчĕк Санар тăрăх Санар пуç патнелле хăпарса, Вăта-Çуна çырмипе рашча виттĕр тухса, Упнер урлă каçса, Сăр вăрман сăмсине тăрăнать. Çапла пынă чухне сылтăма юлакан ялсем: Çармăссем (Хурăнсур), Санар пуçĕ, Елменсем, Иртеменкассисем, Çĕн-ял-Хапăç, Кив-ял-Хапăссем, Упнер-Ханăссем пурте вир-ялсем пулаççĕ. Чарпуçĕнчен пуçласа Етĕрне уесĕнчи сулахай енне юлакан чăвашсем, Уравăшпа Хир-пуç. Утарва Рунк тата мĕн пур Кушлавăш анатри чăвашсем çумăнче тăраççĕ. Çав Етĕрне уесин пĕр кĕтессинчи анатри чăвашсем çумăнче тăракан чăвашсем анатри чăвашсенчен кăшт урăхларах тата. Калаçассине те пĕр пекех калаçаççĕ, анчах хĕр-арăмĕсем урăхларах тумланаççĕ — çавăнтан кăшт уйрăмми пур. Чăн анатри (пайăрах анатри) чăвашсем сурпанпа пĕтĕм пуçне чĕркесе пĕр çуç пĕрки те катартмаççĕ, Кушлавашсем, Уравăш таврашсем, Сĕрелсем, Чарпуç таврашсем пуçне сурпанпа хыçалтан икĕ тăнлава çитиччен явалаççĕ те унтан çиелтен пуç-йĕппипе пустарса, йĕпписемпе масмака икĕ енчен чиксе хурса хытарса хураççĕ, çавăнпа сурпанĕ хыçалтан вир-ялсен пек ĕнсе çине кайса лармаçть. Çаван пек чăвашсем çав ялсем анчах мар; тата Çĕрпӳ уесин Ачча (Ачакасы) прихутĕнчи чăвашсем те пуçĕсене çав Кушлавăш, Уравăш, Сĕрел, Чарпуç чăвашĕсем пекек сырăнаççĕ. Ытти тум тумланас тĕлтен лешсем те кусем те пĕрехрехех, ытла пайăрах пĕр-пĕрне уйăрса тăракан япала çук; арçыннисем те хĕлле те çула та пĕр пекрехех тумланаççĕ. Анатри чăвашсенчен чукун çул урлă лерелле вара хирти чăвашсем пуçланса каяççĕ. Хиртисем тесе Чĕмпĕр кĕпĕрнинче, Тетĕш уесĕнчĕ, Çĕрпӳ уесĕнче пурăнакансене калаççĕ. Хирти Тăвашсем анатри чăвашсенчен тумтир тĕлĕшĕнчен те калаçна тĕлĕшĕнтен те уйрăлаççĕ. Хиртисен арçынĕ-хĕр-арăмĕпех шурă çăм тăлларан тунă чăлха тăхăнса çӳреççĕ. Арçыннисем шурă кĕпе-йĕм пĕртте тăхăнмаççĕ: пурте хăйсен хĕр арăмĕсем тĕртсе тунă е кăвак улача е хĕрлĕ улача тăхăнса çӳреççĕ. Хĕр-арăмĕсем пуçĕсене малти чăвашсем пек, пĕр çӳç пĕрчи кăтартмичченех, сурпан сырăнаççĕ те, анчах кĕпи-йĕмĕсем шурă мар. Каллех сурпанĕсем те анатри (малти) чăваш арăмĕсем пек мар, урăхларах, сарлакарах; сурпан, пуçĕсем тата хитререх пулаççĕ. Кĕписене, хăйсен улачисенчен тутар арăмĕсен кĕпи евĕрлĕрех, вырăссен сараппанĕсем евĕрлĕрех кĕпесем çĕлесе тăхăнаççĕ; аркисене, кĕпи умĕсене вăсем тутарсен пек темĕн тĕрлĕ пусмапа (пасар таварĕпе) тытса эрешлесе пĕтереççĕ. Пуçĕсене пуçлă туттăр çыхмаççĕ, пурте вырăс туттăрине майралла анчах çыхса çӳреççĕ. Çиялтан тăхăнакан тумтирсем анатрн чăвашсеннипе пĕрех: уйрăм-уççи çук. Тата хирти чăваш арăмĕсем анатри чăвашсемпе вир-ялсенчен акă мĕнпе уйăрăлаççĕ: хиртисен хĕр-арăмĕсем мĕн пур чăвашсем (арçынсем) тăхăнса çӳрекен йĕмех тăхăнса çӳреççĕ, вир-ялсен хĕр арăмĕсемпе анатри чăваш хĕр-арăмĕсем тăватă кантăраллă шурă йĕм тăхăнса çӳреççĕ. Вăл йĕм питĕ шалпар та, унтан кулса ăна пĕлекен хиртисем: „Вăсем кĕрептук тăхăнса çӳреççĕ,“ теççĕ. Икĕ малти кантăрисемпе хире-хирĕç каялла çыхса хураççĕ, икĕ хыçалти кантăрисемпе малтан çыхса хураççĕ. Тула тухас пулсан кайри кантăрисене анчах салтса тула тухаççĕ. Вир-ялсем анатри чăвашсемпе хиртисем çинчен, кулса: „Вăсенĕн урисене пушă аврипе çапсанах хуçăлмалла,“ теççĕ. Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи (хирти) чăвашсем вир-ялсене „хура урасем“ теççĕ; тата Пăва уесĕнчисем хăшĕ-хăшĕ „виртисем, виреллисем“, теççĕ. Уфа (Йĕпхӳ) кĕпĕрнинчи, Самар кĕпĕрнинчи нуммайĕшĕ анатри чăвашсем патĕнчен куçса кайнă та, халĕ вăсем хирти чăвашсем пек калаçаççĕ. Кĕпи-йĕмĕсем хиртисенчен те урăхларах пулса вырăссен манерлĕ пулса кайнă. Вăл кĕпĕрнесенче чăвашсем пуррине ĕлĕкрех кунти чăвашсем пĕлмен те. Калаçнă тĕлтен те тата анатри (малти, мал енчи) чăвашсемпе хирти чăвашсен хушши уйрăмми пур: анатри чăвашсем „хăпар“ теççĕ, хиртисем „улăх“ теççĕ; анатрисем хиртисене: „вăсем çыпăçтарса калаçаççĕ,“ теççĕ, хиртисем анатрисене — „вăсем чĕлхе вĕççĕн калаçаççĕ: пулат темеççĕ, пулать, каять тесе калаçаççĕ“ теççĕ. Хиртисемпе анатри (малти, мал енчи) чăвашсенĕн чикки Йĕпреçрен (Ибреси) пуçласа Тĕрлемесе (Тюрлема) çитиччен чукун çул тăрăх пырать (приблизительно). Чукун çулăн сулахай енче анатри чăвашсем пулаççĕ, сылтăм енче хиртисем пурăнаççĕ. [Дальше пишет по-русски]. Такое разделение чуваш на анатри, хирти, и вир-ял имеют чуваши Ядринского, Чебоксарского и отчасти Цивильского уездов. Некоторые интеллигенты-чуваши, особенно чуваши Буинского уезда, такое разделение представляют иначе. Последние делят их на вăрмантисем, виреллисем и хиртисем, но при этом они не руководствуются строго наречием и разделением их по одеянию, которое относительно женщин дает повод строго разделять их на три группы, по вышеописанным приблизительным границам. При таком разделении чуваш не принимаются во внимание чуваши Самарской, Саратовской, Оренбургской, Уфимской, Тобольской и Томской гурерний.“ Перевод. Чуваши низовые, степные и вир-ял (верховые). Наши чуваши разделяются на три группы: на визовых, степных и вир-ял (верховых). Вир-ял говорят грубо, во весь рот. В словах они звук у употребляют мало, вместо звука у говорят на о; напр., вместо кулатьколать, а вместо пекпак. Что касается одежды, то они еще больше отличаются (разнятся) от других чуваш. Они носят белые кафтаны и черные онучи. Мужчины летом местами носят высокие шляпы с подхватом. Женщины летом носят кафтанчики из белого полотна, а зимою-белые кафтаны, и обуваются летом и зимою в черные онучи, при чем навертывают их так толсто, что ноги образуют из себя настоящие колотушки. Лапти у них с маленькими головками, которые отделываются более мелким плетеньем. Оборы очень длинны и красиво навертываются крест-на-крест до самых колен. Наши чуваши называют их франтами. Действительно, они любят одеваться. Когда вирьялка выйдет на базар, то на ней не увидишь ни пылинки; ни на лаптях, ни на оборах не найдешь ни мохра, ни задоринки: все гладко и блестит, как бусинка. Весело ходят оне, сверкая и позванивая своими шельдемами, сурпан çакки и ожерельями из крупных серебряных монет. Наши, т. е. низовые чуваши, говорят про них с насмешкой: „Вирьялка форсит только пока в девках, а выйдет замуж, так на нее срам посмотреть“. Над оборами тоже смеются и говорят, что оне длиною в девять сажен. Их считают хвальбишками и форсунами. Замужние женщины у вирьялов, как и у низовых, понерек головы носят масмак. Их узкие сурпан треплются вокруг шеи. Иногда масмак у них слезжает назад; об этом тоже отзываются с насмешкой, говоря: „У вирьялки распряглась лошадь — дуга свалалась назад“. После двух-трех родов у вирьялки пропадает весь форс: она ходит косматой, растрепанной, в грязной рубашке; часто можно заметить по краям подола желтые пятна от испражнений ребенка. Так же мало смотрит она и за чистотой в избе. (Прежний) форс появляется у нее только тогда, когда она собирается на базар. От них к востоку живут чуваши низовые (восточные, живущае к востоку) они живут между вирьялами и степными чувашами (хирти) и занимаюг продолговатую полосу, начиная от р. Волги и до станций Ибреса и Шихраны Московско-Казанск. железн. дороти. Чуваши, живущие на южном конце этой полосы и называемые кушлавăшсем (кошлоушинские), тоже входят в число низовых чуваш. Кошлоушинские, ораушинские, хириосинские, отарские и рунгинские чуваши, по одежде женщин, и не вир-ял, и не низовые, и не степные, а представляют из себя как-бы особую группу. Ближайшие вирьялы прямо называют их кошлоушинекими; вирьялы, живущие в отдаленности, около г. Ядрина или в Курмышском уезде, считают их низовыми чувашами, а ближайшие степные чуваша, из-за небольшой разницы в говоре и одежде женщин, склонны считать их вирьялами. Строго говоря, чуваш можно делить и на большее число групп. Не разбирая их по мелочам, я разделяю их на три группы; потому и кошлоушинских чуваш я причисляю к низовым (анатри). Хотя они не совсем похожи, как на вир-ял, так и на низовых (анатри), но в общем они, по говору и по одежде, гораздо ближе к низовым. Мужчины носят черные или сероватые кафтаны, обуваются в белые суконные онучи (покупаемые на базарах); летом ходят либо в фуражках, либо в маленьких шапочках. Лапти оляповатые, а не тщательно сплетенные и разукрашенные, как у вир-ял, и оборы не длинные. Женщины обуваются либо в портянки (нарочно для того сотканные), либо носят чулки, сшитые из белого же базарного сукна. Рубашки (верхнее платье) носят сшитые из белого холста и вышитые узорами, или же сшитые из пестряди, сотканной с синими и красными тонкими полосками по красному полю. Повязываются ситцевыми платками разного цвета. Если ноги обуты в портянки, то оне обертываюг их оборами немного похоже на вир-ял; а если ноги обуты в белые чулки, то поверх этих чулок из базарного сукна надевают еще черные носки домашней вязки; эти носки обертывают оборама не как вирьялы, а вплотную, и оборы лежат рядышком, у самой щаколотки; затем чулки спускают к носкам, и они образуют нечто похожее на складки сапог. Замужние женщины голову обертывают сурбаном и никогда не оставляют шею голою. Девушки, летом, когда едут на свадьбу, надевают тухья (особый головной убор девушек). У вирьялок ни тухья, ни сăрка (украшение из монет и бус, носимое девушками на груди и спине) не бывает. Раньше эти тухья и сăрка носили и в христианские праздничные дни и в свои языческие праздники, а теперь эти уборы надевают только на свадьбах, и то не все. У них сурпан, масмак и пуç-йĕпии (головные уборы женщин) не похожи на вирьяльские: сурпан длиннее и шире, а масмак — короче и шире, и узоры на нем похуже, чем у вирьялов; пуç-йĕппи (убор на задней части головы) короче, и серебряных монет на нем не навешано столько, сколько у вир-ял. У вирьялок всегда видны уши, шея и затылок, а у женщин анатри их не видно. Оне не показываются простоволосыми (ни деверьям), ни свекрам, ни чужим людям: это считается неприличным. Точно так же не показываются оне перед ними и босиком. Женщину, строго соблюдающую этот обряд, никто кроме мужа не увидит до самой ее смерти простоволосою или босою. Когда женщины едут в гости, то повязываются самоткаными платками и поверх платка надевают еще каракулевую или барашковую шапку. Летом оне повязываются лишь платками: либо самоткаными, лабо ситцевыми. Тот и другой повязывают двояким способом: ситцевым платком или повязываются поверх головы так, чтобы он обхватывал гоюву как татарская тюбетейка, или же повязываются им так же, как и русские женщины. Самотканые платки повязывают на подобие татарской чалмы (обхватив им голову и завязав его раз на затылке, оставшиеся концы завязывают спереди надо лбом, причем кониы платка торчат па голове в виде рогов), или же завязываюг этот самотканый платок на затылке, при чем длинные концы его закидываются назад и свободно висят на спине. У вирьялок этого самотканого (полотенцеобразного) платка нет, оне носят исключительно ситцевые платки, а также самотканые бумажные четырехугольные платки белого цвета, похожие на ситцевые. Вирьялы живут лишь в Казанской губернии, в уездах: Козмодемьянском. Чебоксарском и Ядринском, и в Курмышском уезде Симбирской губернии. В Чебоксарском и Ядринском уездах не все чуваши вирьялы. В Чебоксарском уезде они живут только вблизи западной границы, а в остальных местах этого уезда живут низовые чуваши. Граница между низовыми чувашами (анатри, мал енчи) и вир-ял приблизительно такая: от с. Абашева, Чебоксарского уезда, к западу, в сторону дер. Шăхча, живут вирьялы, а к востоку от этого села — низовые чуваши. Потом, если итти к тому месту, где сходятся границы Чебоксарского и Ядринского уездов (около села Богатырева), оставляя деревни 1-е и 2-е Икково к западу, то направо, к юго-западу, живут вирьялы, а налево, к северо востоку, живут низовые чуваши. Затем, в Богатыреве живут смешанно и вирьялы и низовые чуваши. От этого села граница между ними идет через реку Большой Ци(ы)виль, в дер. Супар (Субар), Ядринского уезда, а дальше, по границе Цивильского и Ядринского уездов, идет до с. Ямашева (Чарпуç). От Ямашева граница между этими двумя группоми вдается в Ядринский уезд и проходит между с. Малыми-Яушами и д Туçи-Çармăс с правой стороны и старыми и новыми Сурьялами (Сĕрьел) с левой, переходит через речку Большой Санар и приходит на речку Малый Санар. Таким образом, направо от этой линии остаются вирьялы, а налево — низовые чуваши. Только жители с. Янгорчина (находящегося на этой линии), так как они живут на очень близком расстоянии от вир-ял, в последнее время начали одеваться по-вирьяльски. Дальше эта же граница от деревни Хирпосей поднимается по наиравлению к дер. Санар-пось, по реке Малый Санар и по притоку ее Вăта-çуна, проходит через Корабельную рощу и р. Упнер (приток Мал. Цивиля) и упирается в угол Сурского леса (Кирского лесничества). Итак, деревни Хурăнсур-Çармăс, Альмени, Санар-поси, с. Артеменкино, Новое и Старое Абызово, Упнер и др., остающиеся направо, будут вирь-яльскими, а налево, начиная от Ямашева, деревни, находящиеся в пределах Ядринского уезда: Орауши, Хирпоси, Отары, Рунги и все Кошлоуши (несколько селений) считаются населенными низовыми чувашами. Вот эти чуваши, находящиеся в одном углу Ядринского уезда, хотя считаютея низовыми, но несколько от них отличаются. Говорят они так же, как и низовые, но женщины одеваются иначе — в этом и разница. Настоящие низовые женщины сурбаном обертывают всю голову, так что у них не видно ни одного волоска на голове, а эти (кошлоушинские, ораушинские и окружающих их селений, Сурьяльские, и Ямашевские) обвертывают голову сзади до висков, сзади же, вровень с верхними краями сурбана, накладывают пуç-йĕппи в двумя концами последней, оканчивающимися булавками, прикрепляют сурпан к масмак, который вдет через голову, от уха к уху, и завязан под подбородком. Вследствие такого прикрепления сурпан у них не сьезжает на шею, как у вирьялок. Такие чуваши есть еще рядом с ними, и в Цивильском уезде ими населен весь Ача-касинский (с. Татмышево) приход. Их женщины тоже одеваются так же, как кошлоушинские, ораушинские и ямашевские. Что касается верхней одежды (кафтанов, платков) и обуви, то в этом отношении особенного различия между кошлоушинскими и анатри нет. Мужчины летом и зимою одеваются там и здесь одинаково. За низовыми, по другую сторону железной дороги, идут селения степных чуваш. Степными чувашами называются чуваши Симбирской губернии, а также Тетюшского и Ци(ы)вильского уездов Казанской губ. Степные чуваши отличаются как по одежде, так и по говору их. Степные чуваши, мужчины и женщины, носят чулки, сшитые из белого сукна. Велых рубах из самотканого холста они совсем не носят, а носят пестрядь (улача). Женщины их, как и низовые чувашки, обвертывают сурбаном всю голову, но белого костюма (кроме сурпан) у них нет. Их сурбаны отличаются от низовых тем, что они у последних (низовых) бывают шире и концы их красивее. Рубашки (верхнее платье) шьются из своей пестряди на татарский или русский лад: оне отчасти похожи и на татарские платья, а отчасти и на русские сарафаны; грудь и подол рубахи отделывают ситцами разного цвета, по татарской моде. Оне не повязываются самоткаными домашними полотенцеобразными платками, но все без исключения носят ситцевые платки. Верхняя же одежда у них одинакова с ниаовыми. Только женщины степных чуваш от низовых и вир-ял резко отличаются еще тем, что первые (хирти) носят те же портки, какие носят и мужчины. Женщины у вир-ял и у низовых носят портки с четырьмя гачниками (произн.: гашниками). Эти портки очень просторны в верхней части, и потому низовые чуваши, знающие это, смеются над ними и говорят: „Оне носят хребтуг“. Два передние гачника завязывают, обведя их по бокам, сзади, а два задних, также обведя их с двух сторон, завязывают концами спереди. Для отправления естественных нужд (praeter concubitum) развязывают задние гачники, завязанные спереди. Вирьялы смеются над низовыми и степными чувашами и говорят, что их ноги можно переломить одним ударом кнутовища (потому что оне очень тонки), а степные чуваши в свою очередь смеются над вирьялами, называя их черноногими. Многие чуваши Уфимской и Самарской губерний переселились от низовых, но теперь говорят как степные. Платье у них иное, чем у степных, и очень похоже на русское. Раньше многие из здешних чуваш даже и не знали, что там тоже живут чуваши. Разница в говоре низовых и степных чуваш заключается в том, что низовые говорят хăпар (поднимись), а степные улăх (поднимись). Низовые говорят о степных, что те говорят ясно, отчетливо, Степные чуваши говорят, о низовых, что они (анатри) „говорят кончиком языка“, т. е. букву „т“ произносят на конце слов мягко, напр.: пулать, каять и т. п., а надо будто-бы „пулат, каят“ и т. д. Приблизительная граница между низовыми и степными чувашами идет по линии Московско-Казанской железной дороги, от ст. Ибреси до ст. Тюрлема. По правую сторону от полотна железной дороги (к востоку) живут степньте чуваши, а по левую (к западу) — низовые. [Автор этой статьи написал ее не на чисто родном говоре, а на языке, довольно близком к книжному].

ан

unde derivatum est: ан-уççи, quod idem significat, atque, atque арăм-йывăççи. Ан-уççи кочĕ (к̚оџ̌э̆) = арăм-йывăççи тĕпĕ („подставка или ножка ан-уççи“). Ануççи çоначĕ (с̚’онаџ̌э̆) = арăм-йывăççи çуначĕ („крылья станка, при помощи которых разматывают хотăр“). Шевле.

арăм

(ары̆м), non invenitur nisi in compositione: встречается лишь в сложении: арăм-йывăççи (jывы̆с’с’и) Череп., Турх., Асан., арăм-йăвăççи (jы̆вы̆с’с’и), арăм-йиççи (jис’с’и), instrumentum ligneum, quo rustici fila revolvendi causa utuntur. Constat e statumine ligneo tres pedes habente, cui binae regulae in decussem compactae imponuntur: i. q. авăн-уççи. СТИК. Арăм-йиççи. Хуттăр çинчи çипе çавăн çине хурса кăшкар çине çăмхалаççĕ. Воробы. На них накладывают смотанную в моток пряжу и наматывают ее на вьюшку. Зап. ВНО. Пир тĕртес тесессĕн арăм-йывăççине те хатĕрле. Если вздумаешь ткать холсты, то припаси и воробы.

каккăр

рог. См. какăр. Сĕт-к. Сасси каккăр пак янрать. Орау. Атьăр, вăл мур каккăри пире тахçанччен те илĕртсе тăре (о граммофоне в трактире). || Шибач. Хорăн хоппи каккăр. См. шăппăр.

кантăклă

(-лы̆), остеклённый. Вомбу-к. «Кантăклă чӳречесен хоппи çок. (Пĕр така поçĕпете тĕкет, кочĕпе тетĕкет, тетчĕç)».

карас

(карас), назв. рыбы, карась. Пшкрт, Еково. Б. Олг. Сарă карас, хора карас (хоппи çок онăн).

ĕç уççи

ясная сущность дела. Урож. год. Шухăшласан, ĕç уççи, ваттисен сăмахĕпе, куçа хупсах курăнать.

енчĕк

(jэнζэ̆к,—џ̌э̆к'), кисет; кошелек; кожаный кошелек для денег. Изамб. Т. Енчĕк ― кисет для денег или для табаку. Щ.С. Енчĕк — кожаный кошель для денег, вешался на пояс. IЬ. Ĕлĕк, турă çынсене укçа вайлеçнĕ (sic!) чухне, вырăссем укçа илме мих илсе кайнă, çавăнпа вĕсен укçа нăмай. Чăвашсем енчĕк анчах илсе кайнă. Енчĕк ăшне укçа сахал кĕнĕ, çавăнпа чăвашсенчен пĕр пуян çын та çук. Альш. Хĕрсен чĕрçитти кантрисем çумĕнче, пысăклăх çумĕнче, енчĕк (кисет) пулать. Вăл енчĕкне çавракарах тăваççĕ те, пиччĕн енĕшне темĕнле-темĕнле татăк-татăк улалатса çĕлеççĕ хăшĕ. Унта хăнасем панă укçисене яраççĕ. КС. Енчĕк — мешочек у женщин; в него кладут нитки, шнурки и пр. СПВВ. НН. Енчĕк — хĕр-арăмсен пилĕк-çыххи çумăнчи кĕсйи. Пшкрт. нџэ̆к, то же, что енчĕк. Ст. Шаймурз. † Авалхи те тенкĕ, кив тенкĕ, енчĕк тĕпне ярса пулмарĕ. Старинную серебряную монету не пришлось положить в кошелек. Сред. Юм. † Енчĕк тõлли окçи пõр, пĕтĕм пасара хăй пõхать. Шел. 31. Тарай тутри енчĕкĕ пурте пурçăн шерепи. Юрк. Старик, виçĕ çĕр тенкĕ укçине аллине илсе, укçа йнчĕкне чиксе хурат. Бел. Гора. † Саратав (= Саратту) енчĕк сар енчĕк; тулне пурçăн туртрăмăр, ăшне кĕмĕл хыврăмар. . Енчĕк — укçа хуракан сăран хутаç. Альш. † Пире укçа памасан (если не даст), шăши кастăр енчĕкне, арлан тулттăр укçине; пире укçа парсассăн, шăши юсĕ сыхлатăр. || Украшение (у женщ.). На грубом рисунке из Шибач. изображено так: [[Image:]]Сбоку приписано: «моркка». Сёт-к. Енчĕк — женск. украшение. Юрк. † Утса-чупса çырла пухат кунсем шăрăх вăхăтра; енчĕк çӳçи тытса йĕрет пит асăннă вăхăтра. || Scrotum. Шибач. || Вымя. Торп-к. Качаки вăрмана кайса килчĕ те, йорлать, тет: хир, хир вути татрăм, хир, хир орлă каçрăм; енчĕкĕм толи (= толли) сĕтĕм пор, муþ хоппи толи çăвăм пор, тесе йорлать, тет. Чураль-к. † Енчĕк тулли сĕтĕм пур, мăйăр хуппи тулли пылăм пур. (Юмах юрри). См. кача. || В одной песне встречается вм. ĕнчĕ. N. † Атăл варринче шур енчĕк (lege: ĕнчĕ); ăсса илес чĕ, ăсми çук.

вĕлле хуппи

вĕлле хоппи, должея, то, чем закрывается вĕлле ани. Торх., Ходары. Вĕлле хуппи вставлены в отверстие улья. Золотн. Вĕлле хоппи ― лазея. Чертаг. Вĕлле хоппи: 1) крышка, 2) чем закрыто отверстие улья (ани). Чебокс. Вĕлле хуппи, лазейка.

вилĕ хупĕ

вил хоппи, лубок, на котором моют покойника. См. вилĕ турпасĕ. Ч. С. Пирĕн ялăн Хурамалăх ятлă хир пур, унта чӳк шăммисем, вилĕ хупĕсем тăкаççĕ. Б. Аккоз. Вилĕ хоппи, id.

висте

(вист’э), драть, отдирать. Кан. 1928, № 234. Пӳрт алăк çаклатмалли тимĕрсене вистесе пытарнă. Якейк. † Ати кайнă вăрмана çирĕк хоппи вистеме. Шурăм-п. № 3. Пĕкĕрен хутне вистесе пăхрĕ (он). В. Олг. Туат ĕмпӳн ырине тотар ĕмпӳн ыри, тирне вистесе, вĕлерсе пăрахнă. СПВВ. ИА. Çынна вистесе ырринех кураймăн (теребить). Коракыш. Шта каян или(?) тус? — Çарăк хуппи вистеме. — Çарăк хуппи вистесе, мĕн тăван? — Хура шыв тума юрĕ. Яргуньк. Вăрманта çара вырăс кăçкăрĕ. (Пушăт вистени).

уйрăм-уçă

(уз'ы̆), см. уйрăм-уççи. Сир. 66. Çӳлти тура вара, уйрам-уççине тупса, хăй ирĕкне хурĕ, пилсĕр çынсенĕн пилĕк-çурăмне çапса çĕмĕрĕ.

уйрăм-уççи

нечто определенное; толк, смысл (речи). Определенный ответ. См. уйрам-уçă. Орау. Уйрăм-уççине каламарĕ. Определенного не сказал. К.С. Ун уйрăм-уççи çук. У него определенного (ничего) нет. СТИК. Уйрăм-уççине пĕрте пĕлеймерĕм, темĕскер лăпăртатса ларчĕ (ничего нельзя было понять). Истор. Вĕсем тепĕр кун ирхине уйрам-уççине каласа пама пулнă.

улăх

олăх, луга по берегам рек. Микушк. Улăх = луга но берегам реки. Н. И. Полорус. Улăх — шыв хĕрринчи çаранлăх. К.-Кушки. Улăх — заливные луга. Сред. Юм. Атăл улăх улма пик, пирн пиччесем улпут пик. Янтик. Улăх — луга на ровном месте, по берегам или около берега речки. Сред. Юм. Олах — ровная, низкая, весной затопляемая местность по берегам рек. О сохр. здор. Çур-кунне шыв, çырмаран тухса, улăхалла сарăлса каять. || Луга на берегу реки, поросшие кустами. Паас. || Луга вообще. В. Олг. Олăх = луг вообще. Орау. Çил улăхран вĕре пуçларĕ. Подул луговой ветер. || Мелколесье. Ст. Чек. Улăх — вак йăвăçсем, хăвасем, вĕренесем, каврăçсем, пилешсем, çĕмĕртсем ӳсекен вăрман. Ст. Чек. Çак çулпа пырсан-пырсан çак çул урлă пĕр çул каççа каять; вăл çулпа каяр та, улăха кĕрĕр; улăхра çул икке уйăрăлат, сылтăм çулĕпе каяр вара эсĕр. П. Пинер. † Аслă улăх витĕр çил вĕрет, çĕмĕрт çеçки çыхланать. N. Ула-каяк явине улăхĕпе шырăн, тупаймăн. Юрк. † Улăх витĕр тухнă чух, çĕмĕрт çинче пирĕн куç. Ст. Ганьк. Аслă улăх варринче вăрăм чăрăш тăрринче, куккук ларать авăтса. По объясненню чув. из. д. Богдашкиной (Пухтел), в улăхе могут рости и крупные деревья (пĕрене пеккисем). || Реденький, вырождающийся лесок. Изамб. Т. Пăртак йывăçсем пулать унта (кусты и пр.). || Якейк. Олăх — луга (всякие), но без травы, напр., зимою или после сенокоса, когда уже все убрано. См. çаран. || Прогалина, поляна в лесу. Ст. Чек. Улăх — вăрман уççи. . Улăхран каяр. || Именево. Улăх — пысăк уй. || Иногда имеет значение острова. Череп. || Назв. местности около Анатри-Каччел. Нижн. Качеево. Вăл ялти хăвалăха Улăх теççĕ. || В след. примере точное значение слова установить трудно. Собр. 118. Аттепе анне хушшинче улăх пек (= пысăк) пĕвĕме ӳстертĕм. N. Ăрама улăх пак пӳрт янтăрать. Ч. П. Улăх тăрри улма пек. || Альш. Улăх — хир ячĕ (назв. поля). || Назв. селения Олыхи, Ядр. у. Магн. Олăх хопламăш, ачи-пачи пăчламăш.

уç

оç, открывать, отворять; раскрывать. Ал. цв. 7. Тĕлĕнсе тăрсан-тăрсан, уçса хунă сарлака хапхаран пит аслă карташне кĕрет. О сохр. здор. Кĕпе вĕççĕнех уçса янă чӳрече умĕнче пăртак тăрсан та, нимĕн те пулмĕ. N. † Оничере тил выртать, Китай тотри витĕнсе; Киттай тотрине çил уçать, пирĕн çылăха торă каçарать. N. Ачасем ирех тăраççĕ те, каç пулачченех, шусем уçса, пĕчĕк армансем туса, выляса çӳрсççĕ. Орау. Эпĕ пынă чухне чӳречине уççа тăрачч вăл (открывая окно). Хыпар № 2, 1906. Вĕсем — хута вĕренсе тăн-пуçа уçни анчах çынна пурăнăç çулне уçса, пурăнăç йĕркине кăтартса парса, пурăнма çăмăллатнине пит хытă ăнланса илнĕ. Орау. Масар çинче, вăрăсем вилнĕ çынна пытарнă шăтăксе виçĕ шăтăка уçнă, тит. Воры раскопали три могилы. Н. Якушк. † Хăта хапхи вырăсла, сывлăшпа уçрăмăр, çавра çилпе хупрăмăр. (Свад. п.). М. Васильев. Порăкне усса калать. Лашман. Сăрлă арчан уççи кĕмĕл, уçмасăрах уçăлса тăраçке. Ай-хай, ах та миллай, хамăр савни, курмасăрах кулса тăраçке. Собр. 56°. Шыва уçса ямасăр, арман авăрмасть. (Послов.). N. † Тулса çитнĕ кӳллине уççа яма састуи çук. Тайба Т. Çӳлĕ тусем çннче çил арман, çилсем уçат вĕсен çунатне. Г. Т. Тимоф. Уçа-уçа пăхать. Перелистывает и просматривает (книгу). . Уçа-уçа пырать. Перелистывает. Сред. Юм. Лавкка усас, отпереть лавку. IЬ. Лавкка уçнă. Открыл ставку. Хыпар. 13. 1906. Земствон пуринчен йывăр ĕçĕ вăл, ялта халăх валли кĕнеке вуламалли çурт уçасси. || Поднимать новь. Изамб. Т. Анчах çĕр сахаллине çереме уççа пĕтереççĕ. Рак. Çерем уççа вир акрăм. Изамб. Т. Ку çаранта утă пит лайăхах пулмасть, çавăнпа ăна уçса тырă акас терĕçĕ. || Открываться (кому-нибудь), т. е. открывать свои тайные помыслы. Полтава 54. Çук, эс кала чун уçса (откровенно), калла-малла, ан калаç. IЬ. Чунне уçса калаçать. || Разрешать. Хыпар № 8, 1906. Сутра пур ĕçе те, присяжныйсемпе тĕплесе пĕлсе, тĕрĕс татса уçтăр. || Поставить на ноги (в материальном отношении). Сред. Юм. Эп уçрăм она, хампа пĕрле ертсе çӳресе. Благодаря мне он поправил свою жизнь. || Разъяснить. Орау. Ĕлĕк вăл лăкăр-лăкăр анчах калаçнă, тет, нихçан сăмахне уççа (ясно, понятно) калаçаймаçчĕ, тет. IЬ. Сăмахна чипер каласа, пире ĕçе уççа пар-ха эсĕ. Скажи определенно о деле, толком. || Вырубать (лес). Череп. || Расчищать. Изамб. Т. Малтан итем варрине уçаççĕ (для молотьбы). || Освежать. Сивĕ шыв уçса ярать. Холодная водя освежает. † Альш. Шухăшласа-тĕлĕнсе ларнă чухне, ман шухăшăмсене юрă уçрĕ. || Давать отраду легкость. Тайба. Т. † Пирĕнех те хуйхăлă чĕресене юрă юрласан уçать çавсене. Кĕвĕсем. Пусма кĕпе пит пусать, хăмаç кĕпе пит уçать; тантăш тана килмесен, ĕмĕр хуйхи пит пусать; тантăш тана килсессĕн, ĕмĕр хуйха пит уçать. || Просветить. Янш.-Норв. Эсир ăна илсен (девушку в замужество за сына) вăл сирĕн куçа уçса ямалла: епле унăн таврашĕсем чечен! хăçан вăл хĕрлĕ кепесĕр çӳрени пур? Расчесать. Сборн. Кăтра çӳçлĕ çынна йăс турасăр уçас çук теççĕ. (Пословица). || Раскрыть (т. е. сделать явным). Шурăм-п. № 4. Кам вăрланă пулсан та, Микула турă уçса пар; Ишеке кайсан, çурта лартăн. Киремет, эсĕ те пулин уçса пар. Сана юсман пăтти пĕçерсе, кĕпер айне кайса, лартăп. — Сложные с «уçă» см. уçă, оçă.

уçă

оçă, открытый, открыто. Алăк уçă. Дверь отворена. N. Карташ пирĕн тавăрччĕ: тата çитменнине унтан та куптан уçăччĕ. || Просторный. Просторно. Альш. Эпирех те, тăвансем, хăнара: эпирех те кунтан кайсассăн, тĕпел сыппăр уçа юлмĕ-ши? Альш. Кунтанах та эпирех халь кайсассăн, тĕпел-сыппăр уçă та юлмĕ-ши? Альш. Çӳлĕ тусем çинче виçĕ хурăн. Пĕрне кассан, уçă та юлмĕ-ши? || Ясный, ясно, без помехи. Сир. Кăнтăр çуттинчен те уçă. N. Çурти уçă çунсан: вилнĕ çын савăнать, теççĕ; çурти теттĕм çунсан: хуйхăрать, теççĕ. N. Çак куçлăх пит уçă кăтартать. В эти очки видно ясно. Альш. Уçă калаçать. Ясно говорит, без помехи. [К.-Кушки. Уçă калаçать — говорит миролюбиво (без признаков неприязни)]. Ч. С. Çынсем пошар панче кĕрленн таçтан илтĕнет; ахаль те çĕрле сасă уçă каять. || Свободный, ясный (речь). Дм. Рост. Димитриĕн чĕлхи-çăваре пит уçă пулнă. || Свежий, свежо. Сами. 58. Ирпе уççăн çил вĕрни кăккăр тулли вăй кӳртет. N. Чӳречесене уççассăн, пӳртре уççăнах туйăнать çав (в избе, в комнате чувствуется свежесть). Хорачка. Откалатăн — оççăн тоянать. Пройдешься, и чувствуешь себя бодрее. Толст. Тинĕс енчен уçă çил вĕретчĕ. N. Пĕлĕт енчен уçă çил килсе çынсен тарне типĕтет. Скотолеч. 36. Вĕсене таса, уçă çĕрте усрама кирлĕ. Юрк. Уçă, çăмăл, нӳрлĕ çил вĕрсен, йĕпе вăрăма пырать. || Звонкий. Бигильд. Шăпчăк сасси пит уçă. Чăвай. п. Сасси уçă, вăл (он) урамра калаçнă чух, унăн сасси вун-пилĕк килĕ урлă илтĕнет. || Успешно, споро. О сохр. здор. Çапла пăртак кансан та, ĕçлеме пуçласан, унăн ĕçĕ малтанхи пекех уçă пырать. || Бодрый. Беседа чув. 5. Çук çын ачи вăл час-часах çапла пулать: чупса, кулса, выляса çӳренĕ, унăн хуйхине никам та пĕлмен, вăл ялан уçă çӳренĕ. IЬ. Керимулла халĕ чăнах те хĕпĕрте пуçларĕ, уçăрах та калаçа пуçларĕ. || Здоровый. Уçă мар, нездоровый. Ачасем уçă мар. Дети несовсем здоровы. Орау. Ачасем уçах çӳримаççĕ, халех пыраяс çук (напр., в гости). || Быстро, свободно (без принуждения). Ч. С. Утасса уçă утатчĕ (лошадь). || Приветливый, щедрый. Беседы на м. г. Çав святой çын, Евлогий пит уççине, ыррине курса, шухăшланă. Паас. Уçă çын. Икково. Ĕççе-çиме пит оçă. Очень любит пировать с гостями. || Нехлопотливый (о деле). Якейк. Хĕр-арăм ĕçе ытла кăткăс уш (уçă мар). || КС. Чипер çывăракан çын çинчен: уçă çывăрать, уççăн çывăрать, тиççĕ (спит сном. здорового человека). || Облегчение, освежение. Рак. Кăкăр уççи пĕç хушши. (Ĕне юр-варĕ). Трхбл. Чун уççи — пĕç-хушши. (Сĕт). || Ключ. Собр. Ылттăн çăра, кĕмĕл уçă; уçса пăхаяс-чĕ, уççи çук. Ч. П. Ылттăн-кăна çăра, кĕмĕл уçă. Икково. Çак çăраççия (замок) хам оçăпа уçам. Ч. С. Хĕр-çумсем вĕсене укçа памасăр уçă памаççĕ. (Свадьба). Шурăм-п. № 25. Тĕлĕкре вара арçын ачасен — хăйсен пулас арăмĕ шыв кӳме каймашкăн уçă ыйтма пырать, тет. || Замок. Н. Карм. Вĕрмеç-тумаç, киле çын кӳртмеç. (Уçă). Шорк. Оçă — замок; çăраççи — ключ. Завражн. Хампар оççи питĕртĕн-и? Заперли ты амбар на замок? IЬ. Хампар оççи çĕтертĕм (потерял ключ). Слепой. Çăраççи — замок. Кĕлет уççи, явăç уçă, тимĕр уçă — замок.

алак оççи

время, когда топят печь, Икково. Алăк оççинче сӳс шăртласа илтĕм. Во время топки печи я чесала кудель. Орау. Алăк уççинче, когда дверь открыта (во время топки печи в черной избе). || Чăв. юм. 1919,22. Алăк уççи уçăрах, кантăк хуппи уçăрах (т. е. отворите дверь и окна. Песня лисицы).

уйрăм-уççи

ясное доказательство. Решение. Шел., 10. Хăй умĕнчи хут çийĕ ĕçин уйрăм-уççийĕ. . Уйрăм уççи, тесе, постановленине (йышăннине) каланă.

Мухмăр уççи

средство для опохмеления. Собр. Мухмăр уççи — какăр уççи. (Загадка: ĕне сĕчĕ).

уçă-хупă

см. уççи-хоппи.

уççи

(уçă+афф. притяж. 3-го л. п), ключ. Юрк. См. çăраççи. Ч. Н. Уççа илейĕттĕм, уççи çук. Богдашк. Айакра хăл çути курăнăть — симĕс арча уççи мар-ши çав?

уççи-хоппи

дверцы; просвет; выяснение. Богдашк. Сирĕн ăшканăра кам ĕçленĕ — уççи-хупписене йĕсленĕ? Якейк. Чертаг. Çăмăр конĕпех çăвать, халь, те уççи-хоппи çок (нет просвета). IЬ. Пирĕн ĕçĕн уççи-хоппи çок. Неизвестно, чем и когда кончится это наше дело. Макс. Чăв. К. I, 66. Сирĕн ăшканăра кам ĕçленĕ, уççи хупписене, ай, йĕсленĕ?

уççи-хопписăр

без просвета. Якейк. Çамăр иртсе каять полмалла. — Каккой иртсе каять, уççи-хопписăр килет!

Русско-чувашский словарь (1971)

ключ

м. 1. уçă; ключ от замка çăра уççи, çăраççи; ключ от квартиры хваттер уççи; гаечный ключ гайка уççи, гайка пăрмалли уçă; 2. муз. ключ; скрипичный ключ сĕрме купăс ключĕ; басовый ключ бас ключĕ; 3. спец. уçă, паллă (шифрлă çырăва вуламалли); 4. перен. (к чему) май; ключ к разгадке тайны вăрттăнлăха пĕлмелли май.

определённость

ж. уçăмлăх, уççи.

отдушина

ж. 1. тĕнĕ, тĕтĕм çулĕ; отдушина в печи кăмакан тĕтĕм çулĕ; 2. перен. кăмăл уççи, чӳн уççи.

отмычка

ж. уçмалли хатĕр (çăрана уççи сĕр уçмалли).

отрада

ж. савăнăç, киленӳ, хĕпĕртӳ, чун уççи.

свежееть

ж. 1. çĕнĕлĕх, чĕрĕлĕх, уççи, чĕрри, çĕнни; свежееть цветов чечек чĕрĕлĕхĕ; 2. (прохлада) уçă (е таса) сывлăш; 3. (здоровый вид) сывă (е таса) курăнни; не первой свежеети 1) чĕрĕ мар, çĕнĕ мар; 2) перен. шутл. çамрăках мар.

услада

ж. уст. киленӳ, йăпану, йăпату, рехет; услада души чун уççи.

Этимологический словарь чувашского языка (1964)

çăраççи

«ключ»; çăраççи < çăра уççи (уçă «ключ»).

Чувашско-русский фразеологический словарь

Чечек çур

Чечек çур расцветать / расцвести (о цветках).
Кун тăршшĕ мĕн чухлĕ вăрăмрах, шăрçа çавăн чухлĕ иртерех чечек çурать. Чăваш календарĕ. Умра ларать чун уççи — Эс ӳстернĕ улмуççи, Кăçал çурчĕ чечекне, Улми пулать кĕркунне. В. Давыдов-Анатри.

См. также:

уçăмлăн уçăмлăх уçăмсăр уçăмсăррăн « уççи-хоппи. » уççи-хуппи уççи-хупписĕр уçав Уçакка уçкăч

уççи-хоппи.
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150