I.
1.
крючковатая жердь, на которой держится застреха, край крыши
2.
штевень
кимĕ какăрĕ — штевень лодки
3.
сигнальный рожок
какăрпа кăшкăрт — протрубить в рожок
4.
раструб, рожок волынки
5.
рог, рожок (сосуд)
эрех какăрĕ — рог для вина
II.
хаос
преисподняя, тартарары
тĕпсĕр какăра кайтăр! — провалиться ему в тартарары!
III.
1.
рыгать, отрыгивать
какăриччен çи — наесться до отрыжки
2.
трубить, издавать трубные звуки (о волынке)
рыгать
(кагы̆р), клюка, «кусок дерева для поддерживания кашта у крыши». Тюрл. Какăр — крюк. Ib. Какăр çине шывлăш хораççĕ, шывлăш çине чĕренче (= тĕренче) хораççĕ. Изамб. Т. Шывăшлăха какăрпа тыттараççĕ. Сред. Юм. Какăр — чĕренче витнĕ çурт хĕррисĕне сывлăш кая памантан (чтобы не упал) хуракан çекĕл пек пысăк патак. Соор. Мни какăр пуç. (Качака мăйраки). || СПВВ. Какăр (= шăпăр какри), рог для резонанса (у пузыря). Утăм № 1, 25. Ман та, сăвă çыриччен, çăвара какăр хыпса мĕн ярас шăпăра.
неизв. сл. Отсюда: какăр ăвăс.
повидимому, то же, что ханкăр, «хаос». Кан. 1929, № 154. Нӳхреп мар пуль ку, тĕпсĕр какăр пуль ку. Виçĕ кун тултаратăп пăрпа юр. Тулмаст вĕт, пăх та кур! Ядр. Типсĕр какăра (у КС. тĕпсĕр какăра) кайтăр! Пусть он провалится в тартарары!
(кагы̆р), рыгать. Б. Олг. Ме какăратăн конта, килĕшет-и çын унче? айккалла какăрас мар-и! Хурамал. Çимесен те, какăрса тăр халĕ! (Говорят голодному человеку с гневом). Хорачка. Вот хальă какăрса ларат, çимелли-ĕçмелли пĕтрĕ. Ст. Чек. Тăрансан, какăраççĕ. Сред. Юм. Какраччин çинĕ тесе, нăмай тăраначчинех çисен калаççĕ. Зап. ВНО. Какăриччен çырăм çырлана. СПВВ. Какăрас, какăрать, выçă какăрат. ПИТ. Таварăннă чухне каллах: ей-ай-ай! Хамăр та çавăнта каяс пулат-ĕçке (умереть), хамăр (чит. хамăра) çапла хываçин, хисеплĕçин, юрĕччĕ те, темĕн çав; хăш чухнехи ача-пăча ваттисенĕн сăмахĕсене ӳкĕте кĕрекен мар, вара какăрса выртас (лежать голодными) пулат, тесе калаççĕ. Сред. Юм. Паян пит нăмай çисе толтарнă та, какра (= какăра) тăрап (все рыгаю). Орау. Тутарпа чăваш, тата тепĕр вырăс таçта пĕрле апат çиме кĕнĕ, тет те, апат çийиччен калаççа лараççĕ, тет. Чăвашĕ: эпĕ, тăрансан, какăратăп, эпĕ тăраннине çавăнтан пĕлмелле, тесе калать, тет. || Нюш-к. Шăпăр какăрат (когда не перебирают пальцами, то он издает однообразный звук). || В перен. см. Тюрл. Какăрса выртрĕ ĕнтĕ, умер. См. какăрăл.
«рыгать», «отрыгивать»; МК кәкир, Замахш., полов., узб., кирг., к. калп., казах. кекир, ойр. кегир, хак. кигир, башк., тат. кикер, туркм. гәғир, тур. гегир, тат. гир < гегир, якут. кәгәрт, азерб. кәйир «рыгать», «отрыгивать»; АФТ, кирг., башк., тат., кумык., казах. какыр, азерб. hайгыр, алт. И кагвр «харкать». Слова звукоподражательные, возникли путем подражания звукам, издаваемым при отрыжке или харкании; ср. монг. хәхрәх «отрыгивать», «отрыжка».
См. также:
какăç какăлтăшлă какăлтан какăлтат « какăр » какăр ăвăс какăр çӳçе Какăр кӳлĕ какăр чул какăрăл