Поиск: сутă

Введите слово для поиска

Область поиска:

Чувашско-русский словарь (1982)

букинист

букинист (кивĕ кĕнекесемпе сутă тăвакан)

лоток

лоточный
лоток сутти — лоточная форма торговли
лотокпа сутă ту — торговать с лотка

палатка

палаточный
суту-илӳ палатки — торговая палатка
çăкăр палатки — хлебная палатка
палаткăра сутă ту — торговать в палатке

прилавок

прилавок (сутă сĕтелĕ)

сут

III.
см. сутă

сутă

(сут)

торговля
продажа, сбыт
распродажа

вак сутă — розничная торговля
курттăм сутă — оптовая торговля
пахчаçимĕç сутти — торговля овощами
сутă ту — торговать, заниматься торговлей
ăмăртмалла сутă — торги
ăмăртмалла сутăпа сутни — продажа с торгов
ăмăртмалла сутă ту — организовать торги

тăкаклă

убыточно
тăкаклă сутă — убыточная продажа

Никольскийĕн чăвашла-вырăсла словарĕ

сут

I. син.: сутă, суту-илӳ
продажа, торговля
сутта кай — ехать по торговым делам

Словарь чувашского языка

сутă

(-ды̆) или сут, торговля, продажа. Менча Ч. Сутта кайсан, сутă перекетне парăсăнччĕ. (Моленье). N. Вотă сотрăм, пошăт сотрăм, сĕлĕ сотти те турăм, çăнăх сотти те турăм, тата пыл и сохан соттн те турăм. ТХКА. Мăйăр сутти укçипе атте Шăхасан пасарĕнчен пĕр хĕрлĕ пăру, хура сысна чĕппи илсе килчĕ. Тет. Пĕр çын сутта кайнă, тет. Почем овес? тесе ыйтат, тет, кунтан вырăс.— Авăсман, хам алланă, Праски тиенĕ, тесе калат, тет, вырăса хирĕç. (Старая шутка). Бгтр. Пĕрре пĕр çын Шопашкара сотăпа кайнă, тет. Кан. Аш сутти тăвакан меçниксем. Ib. Шутласа пăхсан, кулач сутти пек тупăш паракан сутă çук та темелле. Яргуньк. Пĕрре эпĕ пичисемпе сутта кайрăмăр (продавать хлеб). N. Какай сутти тăваканскер. N. Хур сутти тăвать. Изамб. Т. Кĕркунне е вăрмана, е сутта каяççĕ. Янш.-Норв. † Хĕллехи кун сутта турттарма çуна турти кирлĕ хурама. Чăв. й. пур. 13. Кайса килсе хăй кил сутти укçине (деньги от продажн своего дома) пĕтĕмпех пĕтерчĕ. Альш. Çав кун пирĕн сутта тиемеллеччĕ; акă ман атте кĕлет уçрĕ те, шăналăка шыра пуçларĕ. Ib. Çав выльăх тирĕсен суттине (на вырученные от продажи кож) вĕсем эрех ĕçнĕ, тет.

сутă-илӳ

(-ды̆), сутă-илĕ, торговля. Менча Ч. N. Сутă-илӳ тăвакан, торговец, торговка. СПВВ. Сутă-илĕ, торговля.

сăн

(сы̆н), внешний вид, облик, лицо, наружность; красивая внешность. Ал. цв. 45. Ун витĕр пăхсан, хĕрĕн сăнĕ ватăлмасть, хитреленсе, çамрăкланса пырать. Якейк. † Майра сăн пек пирн (= пирĕн) варлич, эпĕр тохса кайнă чох пăхса тăрса йолĕ-ши, выртса йăванса йолĕ-ши,? Ib. † Апи тунă сăнăмпа хĕрсем куçне йоримарăм, улпут куçне йорăп-ши. (Солд. п.). Ib. Кăмакая шораттăрç те, сăнĕ кĕч (= кĕчĕ), атту ним манер çокчĕ. ТЬ. Атă тăхăнч (= тăхăнчĕ) те, çын сăнĕ кĕч (= кĕчĕ). Ib. Молча кĕрсе шор кĕпе-йĕм тăхăнч те, çын сăнь кĕч. Ст. Шаймурз. † Сайра вăрман çинче юр тăмаст: шухăшлă чĕрере сăн тăмаст. Собр. Тĕлĕкре эрех ĕçсен, çын сăнĕ каят, теççĕ. Шибач. Сăн кĕрсе кайрĕ. Никитч. Митюк тата çын сăнне яриччен, ураран ӳкиччен, никăçан та ĕçмен. Микушк. Вăл çапах сăна хытарса (скрывая страх) кĕнĕ те, ик алса туль ылтăн тултарса тухнă. Суждение. Сăна ӳкерет (безобразит), куç-пуçа тĕксĕмлетет. (Ĕçкĕ). Макс. Чăв. К. I, 59. Пире мĕн кĕçĕнтен, ай, çын çинĕ, пирĕн сăн ӳкмесĕр, ай, мĕн тутăр? N. Сăн кĕре пуçланă, стал поправляться (лицом). Абаш. † Эпĕр ăшран колянни сăнтан пăхсан палăрмаçт. Капк. Эрех вырăнне краççин ĕçнĕ те, вилет вĕт... Этем сăнĕ те юлмарĕ. ЧП. Сутă сăнăм. N. Сăнне янă, потерял прежнюю красоту. Пшкрт. Сăнтан тохнă, стал некрасив, пал с лица; потерял облик человека (стал негодяем). Стал(а) старорбразным(ой). N. Вĕсемшĕн çамрăк чухне ватă сăн кĕресрен хуйхă. Юрк. † Пирĕн çамрăк пуçра сăнсем çук, сăнсем пулмасан та ăссем пур, калаçса йăпатма чĕлхем пур. Тим. † Пĕввĕр те пур, сăнăр та пур. Сала 206. † Пирĕн çамрăк пуçра мĕшĕн сăн çук? Кĕçĕнтен хуйхăпа та ӳснĕрен. Т. Григорьева. Сăна сĕтел çине хумалла мар, теççĕ. (Послов.). АПП. † Шур укçу çине ан пăх, аппа, сăнă юлĕ ун çине. N. Пуçăма çыхсан, сăнĕ каять (платок потеряет свою красоту). || Румянец. Тим. † Курнитсара çыру çырнă чух, хĕвел çути ӳкрĕ пит çине; çĕнĕ уйăхра тунă савнă тус, хĕрлĕ сăнĕ ӳкрĕ пит çине (на ее лице играет румянец). С. Айб. Хриттуна сăн кĕнĕ (появился румянец), тет. || Цвет. Эльбарус. Симĕс сăн çĕр çине ак хăçан ӳкет: йорсем кайса пĕтме пуçлаççĕ, çырмари çорхи шыв та выйсăрланса карĕ. Ib. Хальчен çĕр шап-шар йорпа витĕнсе выртнăскер, халь ĕнтĕ темĕн тĕрлĕ, анчах симĕс сăн ытларах, во порне те çĕнтерет. Кн. для чт. 144. Куккук ытла пĕчĕк кайăк мар. Унăн сăнĕ кăвак пулать. Кам. Враг. † Аккăш килет сассипе, кăвак чечек çуттипе, хĕрлĕ чечек сăннĕпе. Абаш. † Симĕс кĕпен сăн каять. Кайин, кайин, кайтăрах: пиççи вырăнĕ (место рубахи, где опоясывают поясом) йолатех. Собр. † Хусан арчи — сăрлă арча, илсе сăнне ямарăм. || Вид, образ. Ала 60. † Хам тăвансем аса та, ай, килнĕ чух сăнăсем пĕр ӳкрĕç те куç умне. Н. Якушк. † Ах, аннеçĕм, аннеçĕм, мăшăр витре илсе шыва ан, шыв çине ман сăнăма пăх, шыв çинче манăн сăн пулмасан, эпĕ çуккине çавăнтан пĕл. Турх. Çамрăк сăнĕпеле çамрăк ӳсет, çамрăк ĕмĕрĕ иртет те, сăнĕ ӳкет. Якейк. Пиçнĕ çырла сăнĕ пор (у красавицы). N. Вăл Настяна сăнĕпе кĕлеткине тăвас тесех тунă та, ăсне кĕртсе çитериман. В. С. Разум. КЧП. Çакă çыннăн сăнĕ пур та, ăсĕ çук. У этого человека красота есть, да ума нет. N. Ман килти сăн йохса тохрĕ. Регули 982. Ним сăн те (ним ĕç те) çок. || Изображение. Синерь. Вĕсем хĕрлĕ тăн шăтăкне кайнă та, вăсем тăнтан ача сăнĕ тунă та, унăн куçне тăхлан кĕртсе лартнă. || Портрет. А. Турх. В. С. Разум. КЧП. Коридорта Луначарскипе Якăвлĕв сăнне (нельзя: сăнĕсене) çакрăмăр. Н. Сунор. Ман пата хăн (= хăвăн) сăна ӳкерсе яр. N. Çакă сăнăма асăнмалăх патăм савнă тусăма. N. Хам сăна ӳкерттерсе яр, тенĕччĕ. Сан сăмаха итлесе, пĕр тенкĕ парса ӳкерттертĕм. || Сходство. Регули 1389. Пăластăк ашшĕ сăнĕ пор. || Отражение. Янтик. Сирĕн урай пит таса-çке: сăн курнать саçим (зеркалит, т. е. отражает предметы, как в зеркале). Ачач. Хĕвел пĕрре тĕксĕм çутă пĕлĕт татăкĕ айне кĕрет те, пĕлĕт татăкне хура сăн çапать. Çутт. 157. Уйăх та тухрĕ те, хăй сăнĕпе шывра выльляма пуçларĕ, N. Эсир: шур хут сăнĕ çапнă, тетĕр (т. е. побледнел от сидения над книгами); ăна шур хут сăнĕ мар, вăл пирĕн ачасене епле те пулин вĕрентес тесе тăрăшнин сăнĕ çапнă, теççĕ. N. Вара вăйлă халăхăн культурĕн сăнĕ вĕсем çине ӳкет, вĕсене хăш чухне витĕрех çапса тухать. Шурăм-п. Ача, урай çинче те, тата урай пит çутă пирки аялта урайĕнче ларакан пукансенчен, сĕтелсенчен сăн ӳкет. Ib. Ман каллах ун патне шалти пӳлĕме кĕрсе, сăн курăнакан пукансем çине ларса курасси пулмарĕ. || Зеркало. В. Олг. || Маска. Çеçмер. Хăш чохне ачасам аташса çӳресе çорçĕр те иртсе каять. Хăшĕ тата сăн тăхăнаççĕ. Сăнсем полаççĕ качака евĕрлĕ, вăрăм коккăр мăйракаллă, çăмламас.

сăптăр

(сы̆пты̆р), шаркать, провести рукой по поверхности чего-либо в одном направлении. В. Олг., Городище. Кан. Сылтăм аллипе ĕнсине сăптăрса илчĕ. || Разглаживать. Хорачка. См. тăла тĕртни. Пазух. Кăвак кăна сăхман, ай, сăптăрми, сăптăрсан та лайăх, ай, шуралмĕ-и? || Рвать при помощи пальцев, вкладывая в пальцы; содрать горстью, напр., кисти черёмухи, калины, овес, оставляя ягодки или зерна в горсти, пропуская стержни сквозь пальцы. Б. Крышки. П. Яндоуши. Çĕмĕрте, хурлăхана сăптăрса татаççĕ. Шибач. Пшкрт. Хăмлая спас çитсен сăптăраччă. ЧП. † Хура сăкман, йăс тумме, сăптăрса та татăлмасть. || Загребать рукою, загребастать сложенное на поверхность сыпучее тело. Б. Карачк. || Ударить, бить кулаком. Юрк. Çав вăхăтра тӳпелешекеннисенчен пĕри кăна, çапма ирĕк памантан, çиллипе, пит хытă сăптăрса ярса, кунăн пуçне шăтарса пăрахать. Трхбл. Сăптăр — ударить кулаком, большею частью, по уху, по лицу, по голове. N. Сăптăрса ячĕ, ударил кулаком по уху, или по лицу, или по голове. || Ударить каким-либо орудием. Юрк. Сăптăрса ил, ударить (напр., нагайкой). Халапсем 5. Пырсан-пырсан, тата çапла чăпăрккипе (кнутом) шартлаттарса сăптăрсан, ишекĕ (= ашакĕ, осел) каллех çапла шартлаттарса ĕçерсе ярать (звонко испускает ветры). Ib. 34. Хĕçĕпе (мечом) сăптăрать те, хĕç вĕçĕ, сентĕре каштине тивсе, çĕмĕрлсе каять. Альш. Ку ача: валей, тукмакăм (колотушка), тет. Тукмакĕ уратнике ватма тытăнчĕ: ахаль парат, тет. Клавине пыра-пыра сăптăрса ӳкерет, тет. Ст. Чек. Сăптăрса илес = 1) пушăпа çапса илес, 2) çупкăн сăптăр. || Дать пощечину. Халлапсем 11. Хай манăн хăлхамсем, сăптăрса ямассерен: ян! ян! шав! шав! туса каяççĕ. || Захватить. Хурамал. Сахал панипе кăмăлĕ тулман-ха (недоволен), мĕн пур панине те сăптăрса туртса илем-ха (совсем). Юрк. Кам сăптăрнă пулĕ? || Стирать. Шигали-Шăваç. Çырнине сăптăрса пăрах. Сотри написанное (напр., на доске мелом). || В перен. см. Кан. Ну, кун пирки самокритикăра хăшне-пĕрне аванах сăптăрмалла (надо продернуть). Ib. Ирĕн-каçăн сăмакун пĕçерсе укçа сăптăрса пухнипе пасартан пасара чупса тырăпа сутă туни. Изамб. Т. Эпир паян пĕр ана ыраш сăптăрса тухрăмăр (сжали весь загон). || „Дуть во всю“. Сам. 81. Сăптăраççĕ халлапне. Трхбл. Тутар юрра сăптăрат кăна капан çинче. N. Вĕсем пуçтарăнса ларнă та, юрра сăптăраççĕ кăна.

çап

(с’ап), бить, хлестать, ударить. Орау. Ăна пуçĕнчен çапрĕ-ячĕ (неожиданно). N. Эпĕ пушипе çĕре çапрăм, çĕр мана сĕлĕ пачĕ. N. Ачасана ытла çапса ухмаха ан кăлар. ТХКА 84. Чăнах та, эпĕ ытти кĕтӳçсем пек мар, выльăха нихçан та çапса амантман. Шемшер. † Ах атте те, ах анне, эпĕ тохса кайсассăн, ик аллуна шарт çапăн! (Хĕр йĕрри). КС. Кĕпене тукмакпа или валекпе çапаççĕ. N. Юпине лартсан, ун пуçĕ тӳпине пĕр укçа пуртăпа çапса кӳртсе лартаççĕ. Полтава 18. Ашшĕ-амăш ачана хĕрхенмесĕр хĕнесе çапла çапса ăс парать. Янтик. Эсĕ мĕншĕн çапрăн мана? Ib. Атте хытă çапрĕ мана пуçран! Ib. Çурăмĕнчен çапрăм. N. Хăмсараччен çапса ил. (Послов.?). Сред. Юм. Çапу-тăву полмарĕ-и? Не было ли побоев? Якейк. Эп вăрманпа пынă чух йăвăç торачĕсем пите-куçа çапса пĕтерчĕç. Ст. Чек. Пирĕн сăмахсене итлемесĕр çамрăк пуçупала таçта кайса, темĕн тĕлне пулса, темĕн çапса вĕлерес, темĕн персе вĕлерес. М. Тув. † Çĕр тенкĕлĕх лашине çапса чупми турăмар. Чотай. † Çакăрвон тенкĕлĕх лашине çапса отми турăмăр (т. е. сделали такою, что она не едет даже, если ее бить кнутом). Пазух. Хире тухрăм çӳреме, хура çĕленсене çапса илтĕм. N. Çав Хурамал ачисем тульккĕ килччĕр ку касса, пуçне çапса çурăпăр. Якейк. Эпĕр паян пилĕкĕн пир çапрăмăр. Ib. Каç полттипа ялта пир çапнă сасă анчах илтĕнет. Кан. Çавăнтах пичĕпе сивĕ юр çине килсе çапат (ударяет). || Бить, пороть. Кн. для чт. 61. Акçонăва çапма сутит тунă. Вара йывăр ĕçе, „каторжный работана“, ямалла тунă. Регули 248. Ĕçлеменшĕн çапрăм. Ib. 165. Вăрă тунăшăн çапрĕç. N. Мулкачă та пире таптать, çил те пире çапать. Чем люди живы. Тапранса тухат çил, Çимун кĕпи виттĕрех çапать. Баран. 70. Ун чух парăссăр та карапа çил хытă çапать, унталла-кунталла ывăтса ярать. Ib. 94. Халех çил-тăвăл тухас пек, сиввĕн-сиввĕн çапать. Чув. пр. о пог. 126. Çил çĕре пит хыттăн çапса вĕрсен, çăмăр пулать. Если ветер очень сильно ударяет о земь, будет дождь. Ib. 83. Çил çук чухне тĕтĕм çĕре çапсассăн, çулла — çăмăр, хĕлле юр пулать. Дым без ветра бьет к земле: летом — к дождю, зимою — к снегу. Орау. Çапса çăвакан çăмăр (дождь с ветром) тухĕ те, пĕтĕмпе сирпĕтсе, йĕпетсе пĕтерĕ. КС. Çапса çăвакан çумăр (бьющий с ветром) тырра ӳкерет. Бигильд. † Çĕн пӳрт çине хăма витнĕ çăмăр çапса çăвасран. N. † Çĕн пӳрт тăрне хăма витрĕм (вар. ампар тăрне хăма витнĕ) çапса çăмăр çăвасран. || Бить (о граде). N. Новосельский уясра пăр çапса кайнă (побило градом). || Пронизывать. N. Çурçĕр енчен сивĕ çапать (проходит, заставляет чувствовать). КС. Çурăма сивĕ çапрĕ, спина прозябла. || Выжимать (масло). N. Йывăç-çу çап. Трхбл. Кантăр çăвĕ çаптарса килтĕм. Ib. Çу çапакан арман, маслобойка. || Ударить (о молнии). Изамб. Т. Ун чухне Сарьел меçĕтне çапнă (молния), тет. Янгильд. Вăрман пĕтнĕ çемĕн арçури пĕте пуçланă, е аçа çапса пăрахнă, теççĕ. || Забивать, вбивать. N. Юпа çумне çап, прибить к столбу (доску). Тимяшево. Халăх çапса хĕснĕ пек пухăнчĕ. N. Çынсем çулăн икĕ аяккипе, çапса хĕснĕ пек, ĕречĕ-ĕречĕпе танă. N. Çапса çыпăçтар (хăмана). || Прилепить, приклеить. Ст. Шаймурз. Ку ача кĕпер хĕррине çыру çырса çапнă. || Покрывать (чем), прибивать. N. Малтан тупăк ăшне те, тупăк виттине те пир çапаççĕ. Якейк. † Пирĕн хăта пит лайăх, толне тоттăр çапнă пак, ăшне порçăн тортнă пак. || Взмахнуть (крыльями). N. Çунаттипе пĕрре çапрĕ те (взмахнула), вĕçсе карĕ. Ала 66. Çунатне çапать шыв çине (гуси). Лашм. † Çарăмсам çинче ула хур, çунатсене çапать шыв çине. || Молотить. N. Хĕрарăмсем вăл вăхăтра ахаль лармаççĕ, вăсам кантăр татаççĕ те, кантăр çапса шăва хутаççĕ. Якейк. Кантăр çапрăмăр; эпĕр ыран йĕтĕн çапас тетпĕр. Пшкрт: ан с'аβас, молотить. Ib. ан с'апры̆м, молотил. N. Ларакан капансене çапни çук-и? çапман пусан, сĕллине çапчăр, ырашĕ лартăр. Альш. † Ырă тетеçĕм, тете, çапăр илĕр ырашне, сутăр ярăр улăмне. Магн. М. 102. Çерçи кантăр çапмантан, чтобы воробьи не вредили конопле. Н. Карм. Икĕ пĕрчĕ пăрçана пĕтĕм хире çапса салатрăм. (Куç). || Положить с силой, бросить с силой. Альш. Пĕри çĕклет те, çапать ăна урапа çине. || Отразиться, падать (о ярком свете). Ядр. Шăрçа çутти çапнă. В. Олг. Инчетре вот пор, пĕлĕт çомне çутă çапрĕ. || Отпечататься, придавать цвет. В. Олг. Алă çомне корăк симĕсĕ çапрĕ. || Отойти и принять прежний вид. Пир. Ял. Юрпа е сивĕ шывпа лутăрканă хыççăн, ӳчĕ шăннине ирĕлтерсе чипер ӳт сăнĕ çапсан, çынна пăртак ăшăрах пӳлĕме илсе кĕртмелле. || Ударить (напр., о краске в лицо). ЧП. Кивĕ уйăхра тунă сăрисем, икĕ пите çапрĕ хĕрлисем. N. Хĕрӳ çапнипеле вут ăшĕнчен.., çĕлен тухрĕ. N. Çунакан япалан хăвачĕ çемĕн вут хĕрĕвĕ çапать. КС. Çурăма ăшă çаппăрĕ. Ударило тепло в спину. || О запахе. Йӳç. такăнт. 61. Çăвне лакăм шăрши çапнă (отзывается запахом посуды). В. Олг. Сĕт йӳçĕ, шăшлă вути йӳççи çапса. N. Остергундомский теекенни; ку сурт йӳçĕ кăшман хурми, питĕ вăрăм, шултра пулать; анчах, сăвакан ĕнене нумай çитерсен, сĕте йӳçĕ çапать; ăнса пулнă çул теçеттинара ку сурт пилĕк пин пăта яхăн пулать. ТХКА 38. Шурă ерĕм-армути йӳççи çапать вара кĕвĕçпе ман чĕрене. Баран. 41. Кăмпа шăрши... сăмсана ыррăн çапса тăрать. СТИК. Ахтар, санран сивĕ çапат (от тебя несет холодом), леррех кайса ларас пуль. Ib. Ай-ай, санран эрек пичĕкинчен çапнă пек çапат (от тебя несет водкой). Шибач. Вăл эреке пек çапат çăвара (йӳçĕ корăк). || Делать колеса. М. Шигаево. Пирĕн ялта çынсем хĕлле çона туваççĕ, çулла орапа çапаççĕ, пĕчик ачасем те хĕлле печик çона тăваççĕ, çула печик орапа çапаççĕ. Календ. 1904. Кусатăран-урапасем çапма вĕренес пулать. Кĕтĕк-вар. Орапă çап, урапа çап, делать колеса; но: орапа ту, делать колеса. || Ткать (куль, рогожу). N. Чăпта çап, ткать рогожу, куль. || Пройти сквозь, пробиться. Орау. Кĕрĕке нӳрĕк виттĕр çапнă. Изамб. Т. Витĕр çапмаллах ан сĕр (сапоги, салом). Толст. Кĕркунне кăткăсен туллине нӳр çапнă. N. Урана шыв çапрĕ (промочил ноги). Сред. Юм. Тар кĕпе виттĕр çапнă. Пот пробил сквозь рубашку. Пазух. Атăлах та урлă, ай, аллă хур, çуначĕсем витĕр те халь юн çапнă. Ай-хай, пĕр хăтаçăм, тăхлачăçăм, кĕрекĕрсем витĕр чыс çапнă. ЧП. Çуначĕсем витĕр юн çапрĕ. || Чеканить. Кĕвĕсем. Ятăр кайнă, чапăр кайнă ылттăн-кĕмĕл çапакан хулана. КС. Укçа çапса пурăнчĕ. Работал фальшивые деньги. || Написать (в разете), печатать. Богдашк. Каçет çине çапмалли хыпар. || Формовать (кирпич). Микушк. † Сирĕн питĕр-куçăр пит илемлĕ, суккăр тутар çапнă кирпĕчĕ пек. || Стрелять. Сред. Юм. Пăшалпа çапса вĕлернĕ (застрелил). Кан. Пăшалсем çапма вĕрене пуçларĕç. N. Револьвĕрĕ çӳлелле çапса каят (выстреливает). || Погубить, поразить. ЧП. Тăшман ялне турă çаптăр. || Звонить (в колокол). Трхбл. Пĕррепе çап, звонить в один (колокол); пуринпе те çап, звонить во все (колокола). || Колоть, резать. N. Пĕр сысна илтĕм те, ăна çитертĕм: ыран çапас, тетĕп. Урмар. Унăн çапмалли сысна та-ха пиллĕк-улттă та пур. || Парить (в бане). N. Пит хытă кăна тарлаттарсан, милкĕсемпе çапсан, пăлтăра (в передбанник) илсе тохса тумлантара пуçлаççĕ. N. Милкĕпе çапса, çуса карчăка мунчаран кăларат. N. Куккăшĕ ăна милкĕпе çапрĕ (выпарил в бане). || Разбивать. Полтава 2. Б. Хмельницкий темиçе тапхăр поляксене çапа-çапа çĕмĕрнĕ (разбивал). || Украсть. || Зашибать, огребать, наживать. СТИК. Ай-яй укçана çапат иккен вăл! Здорово он деньгу зашибает. КС. Паян укçана çапрĕ вăл (нажил, выручил). Кан. Вăл тырăпа сутă туса укçа çапрĕ. Кан. Хамăр айăп ĕçленине кура, кутăн выртсах услама çапаççĕ. || Склоняться. Кан. Распуя çапма тытăнтăм. || Рассказывать (сказки). Собр. Халап çапса хапха тăррине улăхаймăн, йăмах ярса юман тăррине улăхаймăн, теççĕ. (Послов.). Шурăм-п. Тир Йăванĕ юмах çапа пуçларĕ. Çутт. 69. Хĕрарăмсем çăл кутĕнче халапа çапаççĕ. Ир. Сывл. 8. Сăмахĕсене, кăмăллисене, кирлĕ хушăра çапса пыратьчĕç. Хастарлăх ЗЗ. Юсас тесе тăрăшса, сăмах çапса пыратпăр. || Употребл. в качестве вспомог. гл. N. Ăна кăларса çапас пулат. Его надо вышвырнуть с должности? Альш. Пĕр-иккĕ çавăрса çапрĕ те, ăнран кайрăм. N. Анчах хресченсем, çумăр пырса çапнине, утта пур чухнех симĕсле пуçтараймаççĕ.

çывăр

(с’ывы̆р), спать. Орау. Çĕрĕк час çывăрса карăн-и (скоро-ли уснул)? Час çывăртăн-и, скоро-ли лег и уснул вообще. Ib. Каç çăвăнса выртсан, эп лайăх çывраканччĕ (обыкновенно спал хорошо). Ib. Микулай çывăрма пĕлмеçт (очень работящ). Орау. Çывăрнă-çывăрман паян кунĕпе пуç ыратса çӳрет. Ib. Çывăрса пăх-ха унта, хăна йĕке-хӳресем çиса ярĕç. Попробуй-ка там поспать, там крысы съедят. Ib. Эп çывăрса кайман. Эп çывăрман-ха. Я еще не уснул. Ib. Эп çывăрмасп-ха. Я еще не сплю; я пока еще не буду спать. Ib. Çывăрасси те пулас çук та, çапах та, выртса пăхам-ха, çывăрса каяйăп-и. Ib. Ма çыврас мар? Укçашăн пурнап пулсан, çывăрматтăм. N. Нуммай çывăрман çын нуммай пурнать, тет (ватăлачченех пурăнать, тет, до преклонных лет). Кожар. Çывăртăр-и мĕн? Букв. 1908. Вара вăл выртнă та çывăрнă. Ib. Вăл хăва айне выртнă та çывăрах кайнă. N. † Хĕрне парса ятăн ĕнтĕ, канлĕ ыйăхна çывра пар. N. Эпĕ акă пĕр уйăха яхăн çывăраймастăп (страдаю бессонницей). N. Халь выртсан та çывăраймастăн (не уснешь; безлично). N. Ку нумай çывăрнипе ĕнине кĕтĕве яраймасăрах юлнă. N. Çывăрнă пулмалла, çыврать пулмалла. N. Çывăрса пыраççĕ. Едут и спят. ТХКА 52. Майпе кĕрĕр. Çывăраççĕ пирĕн, вăратас мар çемьене, атьăр. N. Хăш ыйăха çывраççĕ. Пир. Ял. Çывăрма пĕлмесĕрех тырăпа сутă тунă. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ çывăрса ларан тăманана пăшалпа персе ӳкертĕм. Янш.-Норв. Хусантан çывăрса иртсе каяс марччĕ. Не проспать бы Казань (не проехать бы Казань). Ib. Çывăрса, Хусантан иртсе карăм. Ib. Хусантан çывăрса иртсе карăм. Ib. Çывăрса апатран юлас марччĕ. ТХКА 53. Çакăнта, урайне аçамсем сарса парам, çӳресе ĕшентĕр пуль, выртса çывăрăр. Тогаево. Лопасра пĕр çын та çывăрман, порте йомах итлесе, колса, ахăлтатса лараççĕ. Орау. Выртса çыврар-им? Ляжем что-ли? N. Тĕттĕм пулсан пурте выртса çывăрчĕç. N. Эсĕ çывăрмах выртнă-и? Ты лег уж совсем спать? N. Ыррăн çывăрса кормала мар. N. Эсĕ çывăрмалла выртнă-и? Ты уже совсем лег (спать)? || Ночевать. Шурăм п. Кĕнервăрри çыннисем çӳрекен çынсене çывăрма ярса, лашапа тавар турттаракансене кĕртсе чылай укçа тупкаланă. Ивановка. Акă çавăншĕн сана ӳлĕмрен никçан та çывăрмалла ямăпăр, тенĕ. N. Çывăрса кай. Останься ночевать. || Соncubare, coire, rebus venereis operari. || Онеметь (о членах). N. Ора çывăрчĕ. Нога онемела (пересидел или перележал ногу). Кан. ЬIраш амăшĕпе антрасан, тата час-часах ал-урасем çывăрса пĕлми пулаççĕ. || Сваливаться (о шерсти). Сред. Юм. Çăма лайăх миххе чышса хôрсан, кайран миххи çинче выртсан, çăм çыпăçса каять. Çавна: çывăрнă, теççĕ. || Запекаться (о крови). Орау. Сăмсаран юхса тухнă юн çывăрса ларнă. || В перен. смысле. N. Юрамасан юнăм çыврать-ĕçке. С. Айб. † Кĕçĕнтен хуйхăлă эп ӳсрĕм те, юн çывăрчĕ çамрăктан (= çамракран), ай, чĕрене (об отсутствии веселого настроения). См. çăвăр, çур.

тикшĕр

разбирать, расследовать, обсуждать. Ст. Чек. N. Чăн малтан çĕр ĕçне тикшĕрмешкĕн комиççи суйланă. N. Сутă этемсен (торговцев) пĕр-пĕрин хушшинче пулакан ĕçсене, е айăпа лекнĕ çынсенĕн айăпсене тикшерме (сут тума) тунă. N. Хăй патне пыракансене вăл тикшĕрмен. См. тишкер.

турат

, торат, (турат, торат), сук, пучок, ветвь, ветка. N. Турат çине вĕçсе çитрĕ. N. Эпир турат вĕçĕнче пурнатпăр: паян пур, ыран çук. Ирхи тăм пек. (Из письма солдата царской армии). ТХКА 50. Питрен туратсем çапаççĕ. N. Тураттинчен турама. Сред. Юм. Опте торатран тората яра-яра тытса сиксе çӳрет (перепрыгивает с одного сучка на другой). Ст. Шаймурз. Хура вăрман витĕр тухнă чух çавра çĕлĕк юлчĕ турата. Пазух. Мĕшĕн кĕрлет-ши çав вăрман? Туратран турата ларасшăн, турат тăрринчен çулçă ярасшăн. Трхбл. † Ĕнтĕ вăрман кашлат, вăрман кашлат, туратран турата каясшăн. Ib. Пĕр туратсăр йывăç ӳсмест. (Сутă-илӳ тунă чухне тавара хурлакана калаççĕ). Ib. † Тур(ă)ран килтĕр туратна, туртрĕ-çурчĕ кĕпене. || Прозвище мужч. N. Çав çынна Турат Ваçли теççĕ.

хай-çырма

хай-çырми, назв. тат. дореволюционного праздника. СПВВ. ИА. Имишерсен чăн аслă праçникне хай-çырма тенĕ. Тюрл. Пирĕн, çимĕк иртсен, хай-çырмине каяççĕ. Çав хай-çырмине пиртен пĕр пилĕк çухрăмра, аслă çаранта тăваççĕ. Çав çаран çумĕнче пĕр çырма юхат. Çав çаран çине çамрăк ачасемпе хĕрсем пĕрле пухăнаççĕ. Арçын ачисем хĕрсене пĕремĕксем çитереççĕ. Унта сутă тăвакансем те тухаççĕ. Çавна вара пирĕн хай-çырма теççĕ. Вăл хай-çырмине ахаль пасара тухса утнă пек тухса утмаççĕ. Виçшер лашасемпе те икшер лашасемпе анчах пыраççĕ; пĕккисем çине хăнкăравсем çакаççĕ, лашисен хӳрисене тӳлеççĕ, çилхисем çине хĕрлĕ тутăрсем çакаççĕ... Çаран çине çитсен, çаран йĕри-тавра пĕрер хут çавăрăнаççĕ те, лашисене тăратса лавккасене çӳреме каяççĕ. Лавккасем хушшинче хĕрсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе тăраççĕ. Хăйсем пурте хĕрлĕ кĕпесемпе те атăсемпе, пуçĕсенче тухья, умĕсенче алмапа шӳлкеме, тенкĕллĕ мăй-çыххисем, урăх илемлĕ шăрçасем те çакнă. Вăл хай-çырмине пирĕн ялта чысламаççĕ, урăх ялсенче сăра ĕçсех чыслаççĕ. Ачасемпе хĕрсем çӳресен-çӳресен, хай-çырми тăвакан ялтан пулсан, килĕсене тавăрăнаççĕ, хай-çырми туман ялтан пынисем хай-çырми тăвакан ялсене хăнана каяççĕ. Унта вăлсем хăналансан, каçпа килĕсене юрласа тавăрнаççĕ. Моркар. Хай-çырми — тотар праçник, тройски чох полнă, виç конччен. См. Магн. М. 65, Золотн. 189.

шут

шот, счеты (прибор для счета). Шорк. Шот çинче шотлас (шот çинче хурас). Считать на счетах. Арзад. 190З. Çак шутсем çинче (на этих, т. е. нескольких, счетах) миçе миçе хурса тухнине (положено) çыр. Изамб. Т. Миçе тенкĕ памалли шут турт ха (или: шутпа шутла-ха). Шурăм-п. № 22. Тата шута пур сутă илнĕ çерте тыткалаççĕ. Сунт. Шут çине хурать. Кладет на счетах. Ib. Шут шăрçипе шутласа ларать.

пикен

(пигэн, пиг'эн'), энергично приняться, браться, начинать, приступить к чему-либо. Баран. 42. Харпăр хăй ĕçне пикенет. Ib. 150. Славянсем патне пырса кĕрсен, вĕсем ĕçе ĕçлеме пит пикенсе тытăннă. Ib. 54. Анчах пикенсе тарнă хутран Тарас чарăнать те, сасартăк кăшкăрса ярать. Истор. Халех пикенер: хамăра хамăр хĕрхенес мар. ЧС. Манăн йăмăк вилнĕ сурăхшĕн пикенсе йĕрет (настойчиво, горько плачет). ЧП. Чипер инке пикенсе вăрçат-çке (настойчиво бранится). N. Акă пикенер те, вун пус хурса кĕнеке илме ярар. Бюртли-Шигали. Кулача çиме пикенеттĕмĕр. Ib. Ларсан-ларсан, вара пикенетчĕ юмăç пăхма. N. Икел шӳсе çитĕннĕ, çурăлнă, çĕрелле тымар янă, çӳлелле ӳсме пикеннĕ. N. Праçник кун хĕрарăмсем ирех çимĕç пĕçерме пикенеççĕ. Истор. Кун каçиччен виç хут чарăнса, виç хут çĕнĕрен пикене-пикене вăрçнă. Ib. Çав тĕлтен вырăссем хулана çĕмĕрсе кĕме пикеннĕ, анчах патша кĕме хушман. Ib. Вăрра пикеннĕ. N. Вĕсен ашшĕ вилме пикеннĕ (собрался), тет. Ст. Чек. Пикенсе ĕçлес, старательно работать. N. Вара тата пикенсе хывма тытăнаççĕ. Изамб. Т. Унтан вара пикенсех вырма каяççĕ (принимаются как следует). См. хыв. Четпути. Сысна çитерме пикенсен, сысна витине епле те пулсан таса тытма тăрăшас пулать. Ст. Шаймурз. Çиленсе пикенсе каят ачасене илмешкĕн. Кан. Аха, эс пирĕн укçапа сутă тума пикеннĕ иккен-ха, теме пуçларĕç. Юрк. Пикенсех кайса курам. СПВВ. Пикенмешкĕн тесе, пĕр-пĕр ĕçе пĕтĕм вăйпа тума тытăнсан калаççĕ. N. Тепĕр кун ирех тăчĕç те, каллех канав алтма пикенчĕç. Ст. Чек. Каç пулсан, арçури лаша çинчен анма пикенчĕ. N. Ĕçĕм çырли пуçтарса çӳрекен çынсем хыçĕнчен, юлашкине пухса çӳренĕ пек, пуринчен кайран эпĕ пикенсе тăрăшрăм. Янш.-Норв. Вĕсем (родители парня) вара урăх хĕр çинчен пĕртте шухăшламаççĕ, пĕр çавăн çине анчах пикенеççĕ (устремляют свои мысли). N. Халĕ лаша çинче вăрçма пикенетпĕр. Баран 80. Карнă парăсĕ малалла шума пулăшмасан та, унăн ураписем пикенсе малалла кусаççĕ.

ăн

(ы̆н), удаваться, хорошо уродиться. Изамб. Т. Ăнса пулнă купăста пуçĕ. Хороший вилок капусты. СПВВ. БМ. Ăнать = ӳнет = ĕнет ― идет хорошо, ладится, спорится. Юрк. Ĕçĕ çапла ăнманинне курсан, ку, Митук, тытăнат тепĕр тĕрлĕ шухăшлама. Увидев, что дело не ладится (что ему не везет), Дмитрий начинает строить другие планы. Ст. Чек. Вырма тухнă кун малтанах ăнман çынна хирĕç пусан, алă касассине пĕлтерет; кассан, час тӳрленмест, тет. Собр. 39°. Сутă тума кайнă чух пушă витре курсан, сутă ăнмасть, теççĕ. Если встретишь (женщину) с пустыми ведрами, когда будешь отправляться на торговлю, то не будет удачи в торговле. Юрк. Ĕçĕмĕр ăнтăр. Пусть будет удача в нашем деле. IЬ. Ăнмасан, ик-виç сутка та йӳççе ларат. Если не удастся, то киснет 2—3 сутки. Учите детей. Ача ăнасси, ăнмасси хамăртан нумай килет. Удача или неудача в детях много зависит от нас самих. Упа 702. Алăк патĕнче вырăн ăнсассăн, тĕпелелле ан ирт, теççĕ. Если место у двери будет удачным, то, говорят, не нужно проходить в передний угол. (Послов.). Учите детей. Ăннă ача ашшĕ-амĕшшен чăнах та пысăк ырăлăх. Для родителей хороший («удавшийся») ребенок действительно большое добро. Сред. Юм. Пит ăнса полнă, тесе, тыр лайăх, вăйлă, пĕрчĕллĕ полсан, калаççĕ (когда хлеб хорошо уродится). Чув. Кален. 1911. Çавăнпа, ир аксан, тырă ăнса пуласса ĕмĕтленме пулать. Поэтому можно надеяться, что рано посеянный хлеб хорошо уродится. Чув. календ. 1910. Ялти çавăн пек лавккасем нумайĕшĕ прикащик ăнманнипе малалла каяймаççĕ. Многие из таких деревенских лавок из-за неудачного (выбора) приказчика, не могут торговать успешно. Ст. Шаймурз. Çулпа пынă чух умран кушак каçса кайсан, çул ăнмасть, тет. Если перебежит дорогу кошка, то не будет удачи в дороге. Ст. Чек. Çĕнĕ çул кунĕ килнĕ çын ăнмасан (придет дурной человек), выльăх пымас, тет (не будет удачи в отношении скота). Истор. 51. Вăл та пулин ăнмарĕ, пăрахса кайрĕ. И тот оказался неудачным — бросил и ушел. Календ. 1903. Ĕçекен çыннăн ачисем ăнмаççĕ. У пьяницы не удаются дети (т. е. бывают больные). || Сред. Юм. Ачапча ăнмас ȏн. У него дети не живут.

япала

(jабала), вещь; предмет; дело. Чтен. по пчел. №. 17. Ăвăс ытти япаласем тунă çĕре те каять, тата япала кĕлеткисем-мĕнсем (фигуры, изображения) тăваççĕ. Орау. Япала тыт та явала! (Бессмысленное изречение; говорится от нечего делать.) Юрк. Япалана пас вăйлă тытсан, ăшă пулат. Если на предметах сильный иней, то будет тепло. КС. Унтан халĕ аната куçарчĕ пӳртне, урăх япалана куçарман халь. Чхĕйп. Çĕр çине мĕн чул шăтнă япала (всё, что...) хĕвел, çăмăр, сылăм, çил — çак тăват япала тăрăх усă кӳрсе тăраççĕ. Шурăм-п. № 19. Çĕнĕ уйăх курсан, ура айĕнчи япалана çывăрма выртнă чуне пуç айне хумалла. Вара тĕлĕкре мен-те-пулин курăнать, тет. Регули 97. Эп она парассине япала (надо: парас япалана) кăтартса. Ib. 1266. Япалан пăхса парăп. Ib. 864. Онтан исе килнĕ япалана (япаласене) порне те кайлах еççе пар. Ib. 675. Вăл япаласене, туса пĕтернисене, киле исе килес; тунă япалисене киле исе килес. Орау. Хă вăн çук япала çав ĕнт çав; темиçе çынтан ыйтсан та, пĕри памарĕç; мĕнле алăпăр-ха ĕнт? Если у тебя не имеется вещи, то всегда бывает так. К скольким людям ни обращался, ни один не дал; как уж будем подсеивать? Хыпар № 22, 1906. Кайран, пĕр ирхине, Питĕре пырса çитрĕмĕр. Чейсем ĕçкелерĕмĕр-те, япаламăр пеккисене илсе, хайхи двореца шырама тухса кайрăмăр. Юрк. Пĕре те çапла балыка кӳртсе парăр, тесе, ыйтат иккĕ те ыйтат. Балыка, килте çук япалана, арăмĕ мар, никам та пырса лартакан çук. СТИК. Хай пирĕн япала ăнмарĕ пулас! У нас видно с тобой дело-то не выгорело (не удалось). Сред. Юм. Килтисĕне систермесĕр çынна япала пуçĕпех пара-пара яракан çынна: япала кăларать, теççĕ. N. Кил-хе конта, япала парăп сана. Иди-ка сюда, я тебя угощу («дам одну вещь», т. е. изобью). || Существо. Ч.С. Хай ніçта сиен-мĕн туман япалана кăкарса, асаплантарса тытнăран, луç мана çавăнпа ытла та шелĕн туйăнчĕ. Орау. Шатун, пушан япала, часах ывăнать (о лошади). N. Ĕлĕк пĕрне, пахча çаратма кайсан, тытнă, тет те, питĕ хытă хĕненĕ, тет. Çак япала, киле таврăнсан, хăй тĕлĕшшĕн калаçса выртать, тет: хырăмна пула çурăму тем курĕ çав, тесе выртать, тет, ыратнипе. Как-то давно, одного, попавшегося в саду в воровстве яблоков, здорово побили. Он, возвратившись домой, улегся в постель и разговаривает сам с собою: «Ради брюха, говорит, не знаю что потерпит спина!». Юрк. Ку çапла çăкăра тăпрапа тусан çинчен сĕтĕрсе илнине ăнсăртран пуп курат та, тытăнат кăна ятлама: итле-халĕ, ухмах япала, çăкăра, çапла иртĕнсе, тусан çинче çĕмĕрсе çӳреççи-мĕн? Ст. Чек. Мана хай япала (из это существо) ятпа чĕне пуçларĕ. Панклеи. Мĕн пор чонлă япаласанчен... (из живых существ). || Материя (ткань). Изамб. Т. Тата пасар япали илсе халат (поддевку) çĕлетеççĕ. || Приданное (у девушки). Абыз. † Тавай пире япала урапа кашти авăначчен. Пизип. † Икĕ тур лаши, ай, туртара, икĕ тур лаши, ай, туртара; шур япали урăпа çинче, сакăр сурăх, ай, саранче. Ала 8°. Эпир ăна çавах качча памасăр усрас çук, анчах хĕрин япали çук. || Вещество и пр. О сохр. здор. Чăх-чĕппи çăмарта ăшĕнчен тухать те, вара çăмартанăн хуппи анчах тăрса юлать. Çăмартари япаласем пĕтĕмпех пĕтеççĕ. || Товар. Чăв. й. пур. 22°. Хăй япалапа сутă тăваччĕ. Сам он торговал. Юрк. Ку япалушăн мĕн хак ыйтатăн? Что просишь за эту вещь? || Во мн. ч.—имущество, пожитки. К.-Кушки. Выçлăхра пĕтĕм япалисене сутса пĕтернĕ. || Говорят про пищу. НТЧ. Манăн нимĕн çимелли япала та пулмарĕ. У меня не случилось при себе ничего съестного. || Иногда не переводится. Беседа чув. 11. Мĕн çĕнĕ япала пур? Что есть нового? || Причина. О сохр. здор. Тĕрлĕ чир тĕрлĕ япаларан пулать. Разные болезни бывают от различных причин. || Необыкновенная вещь, диковина. Завражн. Ак япала! Какая штука-то! (Говорят, когда услышат нечто удивительное). Альш. Акă япала! Кунта мăкшăсем те пур иккен! Вот так штука! Оказывается, здесь есть и мордва! || Penis. Курм. † Пирĕн Яккувăн япали молкач пичи япали пак анчах. || Яд, отрава. Хыпар № 44, 1906. Колымскра иккĕмĕш çул пурăннă чухне, вăл япала ĕçсе вилме тапратрĕ, анчах ăна сиссе çăлчĕç. || Вредная вещь. Злой дух. Ст. Чек. Эй турă, тĕрлĕ япаларан (подразумевают «тĕрлĕ усалтан») хăтар пире. Хыпар № 29, 1906. Айван чура сапах доктор патне кайма пĕлмест: япаларан мар-ши? тесе юмăçа каять. || Нередко получает обобщающее значение. Панклеи. Сирн ку холара пăр хăрăк хорăн тонкати-япала пор-и? У вас есть в этом городе какой-нибудь сухой березовый пень? Якейк. Эп онтан кашнинчех иртсе çӳретĕп, анчах çын-япала кормастăп. Я там каждый раз прохожу, но никаких людей не встречаю. КС. Хула-япалана каяс пулсассăн... Если придется поехать в город и т. п. Хыпар № 2, 1906. Эрех-япала суйланă чухне (при выборах) ан пултăр. || С афф. притяж. 2-го и 3-го гл. ставится в некоторых чувашизмах. Ч.С. Пыраттăм ĕнтĕ, сасартăк хам умрах темĕскер хуп-хура тăнă пек туйĕнчĕ те ман çан-çурăм çӳçенсе кайрĕ. Лашу-япалу (куда тебе тут и лошадь и всё!...)! каялла чупа патăм. N. Пирĕн ват асатте — кăшăлу-япалу!.. киле пăрахса тавăрăннă, тет. Орау. Мун-куну-япалу... вĕççĕрĕ! Пролетела (твоя) пасха. Чув. тексты № 2, 513. Пасара карни? — Карăм. Мĕн илтĕн? — Пăрçа илтĕм. — Ак телей! — Телейи-япали (какое тут счастье!); кĕпер урлă каçрăм та, тăкăнчĕ-карĕ. — Акă сиян!—Сияни-япали (какой там убыток!)! тепĕр кунне кайса пăхрăм та, тӳшек пек выртать... || Иногда заменяет афф. -скер или же ставится вместе с ним; при этом речь иногда получает иронический оттенок. Демид. Икĕшĕ те мимо ярса курман япаласем пулнă. Оба они никогда не стреляли мимо цели. Уфим. Пирĕн чăвашсен хăтараканĕ ватман япала. Хĕрлĕ Урал. Пĕччен япала (будучи одна), шырама часах тухайман. Юрк. Чи аслă ывăлĕ, Митукĕ, наянтарах япала, ĕçе пит çемçе çын пулнă. N. Пит вăтанакан япала эпĕ. Я очень стеснительный человек. N. Пит намăслă япала тата. Орау. Раштавччен тухмалла япала, Мункунччен те тухмарĕ (напр. книга). КС. Вара мана халиччен ĕненмен япалана ĕнентерчĕç (заставили поверить в то, во что...); çын кураймасăр котун туса панă, терĕçĕ (испортил животных кто-то). Орау. Çамрăк япала, нумай кирлим ăна? — тата тепĕр-ик стаккан ĕçсенех, вилмелле (относительно выпивки). Ib. Хай, ӳссĕр япала, çулне-йĕрне паллайман. А он, пьяный, не мог определить дороги. Юрк. Пирĕн ăспа пулсан «Пулăхар» каçичĕ те, çĕнĕ япаласкер чăвашсенĕн кăмăлне пит килме кирлĕ-чĕ. Ib. Чăваш хĕрĕ пит таса япала, вăйлăскер, арçын вырăнне ĕçлесе çӳренĕ. Чувашская девушка, очень здоровая и сильная, работала за мужика. Йӳç. такăнт. 33. Эй, кум! Пĕрле ӳснĕ япала, халь те пĕрле пурăнар! Изамб. Т. Тӳрленсе çитмен япала тепле тăранĕ вара? Орау. Паян пĕр авăн çапрăмăр та, хĕллехи япала, тырри чĕрĕлсе кĕрет вăн; çулана çитмест çав вăл авăн тавраш, ун чух авăн та кирлĕ мар — хлупут çук. Ib. Кĕр-куннехи япала, сĕткен типнĕскер, сĕвĕнмест вăн пушăчĕ. Альш. Унтан вара пурама пуçланă япалана пăстармарĕ (так как здание уже начали рубить). || Часто переводится местоимениями нечто, что-нибудь, ничто и др. Ч.С. Анчах ал-валли çиекенсем пурте, ача ятне асăнса, япала (что-нибудь) хураççĕ (на зубок). N. Аллăна япала-мĕн тăрăнчим апла? Ты наткнул чем-нибудь руку? Ашшĕ-амăшне. Атте, япала (что-нибудь)-мĕн кирлĕ мар-и сана? Т. Исаев. Пĕр-пĕр япала пулсан. Если что-нибудь случится (неприятное). N. Мана çиме япалăр çук-ши? Т. Григорьева. Япала илнĕ чух çынтан ыйтмасăр ан ил, теççĕ. Когда хочешь взять у кого-нибудь что-либо, то не бери, не спрося, без разрешенья. (Послов.) Хыпар № 12, 1906. Э-э-эх! тетĕп. Ку чăвашăн пĕр япалине пăхса та савăнма çук иккен, тетĕп. Юрк. Хайхи Митук пĕр япаласăр тăрса юлнă (остался ни с чем). Череп. Япала тухмас. Толку не будет. Макка 202. Унти вутсене (огни) пĕр япала хăвармиччен сӳнтереççĕ. Альш. Япала пĕр хуйхăсăр пулмас, теççĕ. Ничто не дается без заботы. Юрк. Çак уйăхра, пушă вăхăтра, пĕр япала çырса ярашшăн. В этом месяце, в свободное время, хотелось бы написать одну вещь и послать ее. Макка 202. Вăл мăн чӳк тунă çĕре пĕр ялтан пилĕк çын хăвараççĕ, вĕсем вара çĕрле, мĕн-мĕн япала курăннине пăхса, сыхласа тăраççĕ. О сохр. здор. Мĕшĕн макăрнине пĕлсе, таврашне тӳрлетĕр те, япала ыратнипе макăрмасть пулсан... N. Япала ыратат, ыратман япала çук. Все тело болит. Тет. Вăл мана пĕр-пĕр япалу сикмен-и? (не свихнул-ли что?), тесе ыйтрĕ. Упа 589. Аккасем каларĕç: япала ыратмари? терĕç. Эпĕ: пăртак ура ыратрĕ (ушиб ногу) те, урăх ним те ыратмарĕ, терĕм. О сохр. здор. Унăн (у ребенка) пĕр япала (что-нибудь) ыратмасан, вăл нихçан та макăрмасть. Альш. Унтан чарăнаççĕ (перестают петь) те, çавăнтах пĕр-пĕр япалалла-мĕнле выляса илеççĕ хĕрсемпе каччăсем. См. епеле.

лашалла

назв. игры. Букв. Эпир ачасемпе лашалла вылярăмăр. Çĕнĕ-Кипек. Лашалла выляни. Лашалла вылянă чухне пурте, кам выляс тиекен, виç пай çине уйăрăлса тăраççĕ: пĕрисем хуçисем пулаççĕ, теприсем лашисем пулаççĕ, виççĕмĕшĕ лаша илекенĕ (лашапа сутă тăвакан) пулать. Вăййи тапраначчен, лаша хуçисем: кам манăн лаша пулать, килĕр, тесе, чĕнеççĕ. Унтан вара тавралла вырăна(çа)ççĕ-тăраççĕ. Лашапа сутă тăваканĕ пĕр хуçи патне пырать те, ыйтмах тапратать: лаша сутатни? тит. Лешĕ: сутатăп, тит.— Мĕн чул тăрать? Виçĕçĕр тенкĕ.— Виçĕ пус та памастăп, тит те, вара хуçипа лашине илекенĕ те тавралла чупса каяççĕ. Хăшĕ малтан çитет лашисем патне, çав вара лаша хуçи пулать. Хăшĕ тăрса юлать, çав лашасене илме каяллах тепĕр хуçи патне каять. Паçăр каланă пек, унпа иккĕш каяллах, пуплешсе татăлса, чупса илеççĕ. Çапла выляса, вăййи пĕтечченех выляççĕ.

мел

(мэл’), способ, сноровка. Кн. для чт. 158. Вĕсене çынсем илсе ан кайччар тесĕ, тĕрлĕ-тĕрлĕ мел тупать. Ib. 142. Пире пур ĕçре те мел кирлĕ. Ib. Курак, вăйпа ĕçеймесĕр, ăспа ĕçме мел тупать. Чăв. й. пур. 32. Тата хăй ăçта сутă тума хăтланса, ăçта çип пĕвеме, хăй пĕлмен ĕçе тытăнса, хăй меле пĕлмен пирки (не имея сноровки), юлашкине те салатса пĕтернĕ (расточил). Сред. Юм. Мел пĕлсен, кирек хăш ĕç те ансат. Кильд. (Тет.). Ах, тантăшçăм, теп, пĕрех чунçăм, пĕрле пуранмашкăн мел кирлĕ! Альш. Мел пĕлен пурне те тăват. Знающий сноровку всё сделает. Ib. Кĕрешме мел пĕлет. Рук. календ. Прокоп. Пĕр мелне вĕренсе çитсен (если раз...), хурт тытасси нимен те мар (очень легко). В. Шинкусы. Эпир ăна епле пăрахма (т. е. деньги, çул хĕрне) мелне те пĕлес çук. (Пăсташ). N. Кайран, ку мелпе улталайманнине кура, хăратма тытăнчĕ. Чăв. й. пур. Ăна вĕлерес тесе, шухăшласа çӳренĕ, анчах ниепле мел тупайман. || Приём. Альш. Йăкăп-йăкăл! шуса кăна пыраççĕ хĕрсем урайĕнче: аллисене капла, аллисене çапла тыта-тыта çаварăнаççĕ. Пур мелне те иккĕшĕ пĕр вăхăтра тăваççĕ. || Чăв. й. пур. 7. Ку ĕç сирĕн пĕртте меле килмес. Это ваше дело — негодное. СПВВ. Ĕç меле килмес (не ладится). || Возможность; удобство. Ст. Чек. † Тимĕр-кавак лаша, кăтра çилхе, мел килмерĕ (не было возможности) тытса утланма; çавă Аслаксу (= Аслă-Аксу) хĕрсене мел килмерĕ тытса чуптума. (Çамрăксен сăвви). Сред. Юм. Мел пôлсан, çавăн чôл çиленнипе мана тем туса пăрахĕччĕ те ô; мел çôк та, ним те тăваймас. Ib. Мел пôлсан, çĕр тепнех анса кайăттăм! (от стыда). Н. Шигали. † Хура вăрман урлă каçнă чух, мел килмерĕ çăка касмашкăн. С. Дув. † Тата кунтан ытла мĕн кирлĕ? Сарă çу пек ирĕлме мел кирлĕ. Юрк. Укçа тĕлĕнче тапратса калаçма мел килмерĕ. См. Paas. 85.

Русско-чувашский словарь

азербайджанец

сущ.муж., азербайджанка жен.множ. азербайджанцы (-цев)
азербайджан; азербайджансем (тĕрĕксен йышне кĕрекен халăх); на нашем рынке торгует много азербайджанцев пирĕн пасарта азербайджансем йышлăн сутă тăваççĕ

киоск

сущ.муж.
киоск (сутă тумалли пĕчĕк çурт); газетный киоск хаçат киоскĕ

коммерция

сущ.жен.
сутă, суту-илӳ; заниматься коммерцией суту-илӳ ту

павильон

сущ.муж.
павильон (сутă тумалли е выставка ирттермелли çурт); ярмарочные павильоны ярмăркка павильонĕсем

палатка

сущ.жен.
1. чатăр; туристическая палатка çулçӳревçĕсен чатăрĕ; разбить палатку чатăр кар
2. палатка (сутă тумалли пĕчĕк çурт)

продажа

сущ.жен. (ант. купля)
сутă; сутни; продажа товаров по сниженным ценам таварсене йунетсе сутни; выставка-продажа сутăллă выставка

торговать

глаг. несов.
сут, сутă ту; торговать овощами пахча çимĕç сут; торговать оптом курттăм сутă ту

торговля

сущ.жен.
суту-илӳ, сутă; розничная торговля вак суту-илӳ; оптовая торговля курттăм суту-илӳ; вести торговлю сутă ту; получить лицензию на торговлю сутă тума лицензи ил

частник

сущ.муж., частница жен.
харпăрçă (харпăр хăй халлĕн ĕçлекен, сутă тăвакан çын)

южанин

сущ.муж., южанка жен.
кăнтăр çынни; на рынке торгует много южан пасарта кăнтăр çыннисем йышлăн сутă тăваççĕ

ярмарка

сущ.жен.
ярмăркка, анлă сутă; цивильская ярмарка Çĕрпӳ ярмăркки; книжная ярмарка кĕнеке сутти

Русско-чувашский словарь (1972)

антиквар

антиквар (авалхи сайра тупăнакан япаласене — кĕнекесене, картинăсене т. ыт. пухма юратакан, весемпе сутă тăвакан çын).

антикварий

антиквар (авалхи сайра тупăнакан япаласене — кĕнекесене, картинăсене т. ыт. пухма юратакан, весемпе сутă тăвакан çын).

частник

частник (хăй таварсем илсе сутă тăвакан).

торговля

мн. нет сутă, суту-илӳ; внешняя торговля тулашри суту-илӳ; внутренняя торговля шалти суту-илӳ.

букинист

букинист (кивĕ кĕнекесемпе сутă тăвакан).

Русско-чувашский словарь (1971)

барышник

м. уст. усламçă, улшуçă, лашапа сутă тăвакан.

барышничать

несов. уст. услам ту, улшуçă пул, лашапа сутă ту.

букинист

м. букинист (кивĕ кĕнекесемпе сутă тăвакан).

колбасник

м. 1. кăлпасси пĕçерекен; 2. уст. кăлпасси сутакан, кăлпассипе сутă тăвакан.

лоток

м. 1. (у разносчиков) лоток (урамра сутă тăвакансен тавар ещĕкĕ); 2. (открытый прилавок) лапка (урамра суту-илӳ тумалли); 3. (жёлоб) валак, такана; мельничный лоток арман валакĕ.

мелочь

ж. 1. (мелкие вещи) вĕтĕр-шакăр, вак-тĕвек, вĕт-шак; торговать мелочью вак-тĕвекпе сутă ту; 2. (мелкие деньги) вак укçа; 3. (что-л. незначительное) ниме тăман, пули-пулми, кирлĕ-кирлĕ мар, пĕчĕк (ĕç е япала); размениваться по мелочам ниме тăман ĕçпе айкаш.

оптовик

м. оптовик (курттăмăн сутă тăвакан).

поторговать

сов. кем-чем и без доп. сут, сутă ту (пĕр хушă).

прилавок

м. сутă сĕтелĕ, прилавок; работник прилавка суту-илӳре ĕçлекен.

продажа

ж. сутă, сутни, суту-илӳ; предназначенный для продажи сутлăх; продажа имущества пурлăх сутни.

работорговец

м. чурасемпе сутă тăвакан, чура сутуçи.

старьёвщик

м. кивĕ япаласемпе сутă тăвакан, ăпăр-тапăр сутуçи.

торговать

несов. кем-чем, с кем-чем и без доп. сутă ту, суту-илӳ ту; торговать в розницу ваккăн сутă ту.

торговец

м. сутуçă, сутă тăвакан, лавкаçă; мелкий торговец вак-тĕвекпе сутă тăвакан.

хлеботорговец

м. тырăпа сутă тăвакан, тырă сутуçи.

ценность

ж. 1. (стоимость, цена) хак, хаклăх; вещь высокой ценности пысăк хаклă япала; посылка с объявленной ценностью хакне палартнă посылка; 2. (важность, значимость) хак, пахалăх, пĕлтерĕш; ценность произведений искусства искусство произведенийĕсен пахалăхĕ; 3. (ценный предмет) хаклă япала; торговать ценностями хаклă япалапа сутă ту; культурные ценности культура пуянлăхĕ; ◇ материальные ценности пурлăх, хаклăх.

ювелир

м. ювелир (1. ювелир ĕçĕн ăсти; 2. ювелир таварĕпе сутă тăвакан).

Русско-чувашский словарь социальной лексики (2004)

выручка

тупăш, услам; дневная выручка кун тупăшĕ; выручка от продажи сутă усламĕ

коммерция

коммерци, суту-илӳ; заниматься коммерцией сутă ту, суту-илӳпе пурăн

патент

1. патент (çĕнĕлĕхе патшалăх çирĕплетекен документ); патент на изобретение изобретени патенчĕ 2. патент (тавар туса кăларма е сутă тума право паракан документ); патент на торговлю мебелью сĕтел-пукан сутмалли патент

продажный

1. сутă -ĕ; сутлăх, сутмалли; продажная цена сутлăх хак 2. сутăнчăк; продажные чиновники сутăнчăк чиновниксем

работорговля

чура сутти; чурасемпе сутă туни

розница

вак сутă; торговать в розницу ваккăн сутă ту

розничный

вак сутă -ĕ; розничная торговля вак суту-илӳ; розничные цены вак сутă хакĕсем; розничный товарооборот вак тавар çаврăнăшĕ

цена

хак; розничные цены вак сутă хакĕсем; оптовые цены курттăм хаксем; повышение цен хаксем ӳсни

торговля

сутă, суту-илӳ; розничная торговля вак сутă; оптовая торговля курттăм сутă; заниматься торговлей сутă ту

торговый

сутă -ĕ, суту-илӳ -ĕ; торговые предприятия суту-илӳ предприятийĕсем; торговая фирма суту-илӳ фирми; торговое обслуживание населения халăха суту-илӳпе тивĕçтерни; торговое представительство суту-илӳ представительстви (ют çĕршывра)

Чувашско-эсперантский словарь

сут

[sut]
vendi (vendu); proponi (proponu) (enigmon)
йӳнĕ хакпа сут — vendi malmultekoste
сутса яр — disvendi
сутă — vendado, komerco
вак сутă — detala komerco
курттăм сутă — porganda komerco
сутăн — vendiĝi
сутăнчăк — perfidulo
сутăнчăкла — perfida
сутлăхра — en vendo. estas vendata

тăк

[tok]
verŝi (verŝu), elspezi (elspezu)
шыв тăк — verŝi akvon
укçа тăк — dispezi, disĵeti monon
тăкак — elspezoj, тăкакла — elspezi
тăкаклан — elspeziĝi
тăкаклă сутă — elspeza vendo

Немецко-чувашский словарь Йоханнeса Бeнцинга (Benzing)

Verkauf

sutu, sută
суту, сутă

Этимологический словарь чувашского языка (1964)

кӳмертен

«оптом», «гуртом»; кӳмертен сутă «оптовая торговля»; башк., тат. кӳмәртәләп «оптом».

сутă

, суту-илӳ «торговля», «купля-продажа»; КБ, др. уйг. юрид. док. сатыг, тув., хак., шор. садыг, алт. В, ойр. саду, садыжу, карач. сатуу, уйг. сода, сода-сетик, узб. савдо, туркм. совда, кирг. соода, казах., к. калп. сауда, ног. савде, сатув-алув, тат. сату-иту, сәӳдә, башк. haтыу-итеӳ «торговая»; чув. сутуçă, уйг. саткучи, тув. садыгжы, хак. садығчы, тат. сатучы, башк. haтыусы, алт. В садуычы «продавец», «торговец»; азерб. сатлыг, тур. сатылык, туркм., тат. сатлык, чув. сутлăх, башк. hатлык «продажный» (вещь, цена). В одних тюркских языках указанные слова образованы от тюркского корня сут (см.), caт, а в других — от перс. (соуда) «торговля», «сделка (торговая)», «мена», «покупка», «купленые товары».

Чувашско-русский фразеологический словарь

Укçа çап

Укçа (укçана) çап наживать / нажить деньги [капитал], ковать деньги, загревать / грести деньги лопатой.
Вĕсем тӳлĕç-ха, сахал мар укçа çапаççĕ. А. Артемьев. Ай-яй укçана çапать иккен вăл. Вăл тырăпа сутă туса укçа çапрĕ.

Неологический словарь чувашского языка

автомагазин

ç.с. Тавар турттарса пырса сутмалли кӳмеллĕ (фургонлă) автомобиль; автолавкка. Автомагазин çула тухсан апат-çимĕç тата промышленность таварĕсемпе сутă тума пур майсем те пур. Х-р, 24.01.1996, 1 с. Пухăннисене райпон икĕ автомагазинĕ тĕрлĕ таварпа тивĕçтереççĕ. Х-р, 26.07.2001, 4 с.

автопасар

ç.с. Автомобильсемпе тата вĕсен саппас пайĕ-семпе сутă тăвакан вырăн. Автопасарсенче малтан 5 пинпе — аванах «Москвич», вуннăпа — «Жигули» туянма пулатчĕ. ÇХ, 1998, 46 /, 3 с. Çĕмĕрле хулинче вĕсем [пасарсем] виççĕ таранах — «Тĕп пасар», «Симĕс пасар» тата автопасар. Х-р, 3.08.2000, 2 с.

брокер

ç.с., экон. Клиентсен ячĕпе тата вĕсен шучĕпе биржăра (хаклă хутсемпе, таварпа) сутă тăвакан çын; ĕçлĕ евчĕ. Хатĕр продукцие ... брокер кантурĕ урлă сутатăп. Х-р, 15.07.1992, 4 с. Хăвăрăн акцисене эсир фонд биржинче те сутма пултаратăр — çак тĕллевпе сирĕн брокерпа çыхăнмалла. Х-р, 24.09.1992, 2 с. Брокер вырăнĕ тупăшлă-и. [Пуçелĕк]. Х-р, 13.10.1992, 1 с. Перестройка пуçлансан Алексей тĕпчев институтĕнчен кайнă, брокер профессине алла илнĕ. ЧХ, 1998, 6 /. — брокер фирми (Ç-т, 1992, 6 /, 24 с.).

виктори

п.с. Пахчара ӳстерекен шултра çĕр çырли. Якушев паян викторипе сутă тăвать. К-н, 1986, 14 /, 5 с. Решетке çумĕнчех темиçе касă виктори ... куçа илĕртет. Ю.Силэм, 1989, 26 с. Июнь çурри тĕлне виктори пиçме тытăнать. ЧЧ, 1998, 6 кл., 65 с. Кунта ӳсекеннисемхăмла çырли, виктори, хура хурлăхан. ХС, 5.03.1999, 5 с. — виктори çырли йăранĕсем (КÇ, 2001, 2 /, 1 с.); — Егоров, 1972, 45 с.; Егоров, 1954, 37 с.; ВЧС, 1951, 62 с.

дилер

ç.с., экон. Тавар (е хаклă хутсем) туянса хăй тĕллĕн сутă тăвакан, хаксен ăрасналăхĕнчен услам илекен çын е фирма; сутуçă. Дилерăн брокер пек ĕçлеме те май пур. Ç-т, 1992, 6 /, 24 с. «Хавхалану» юлташлăх — Тутаеври мотор завочĕн официаллă дилерĕ. Х-р, 29.10.1993, 4 с. Çĕнĕ тата питĕ кирлĕ «маркетинг», «лизинг», «дилер тытăмĕ» ... ăнлавсене пĕр хăрамасăр хăнăхмалла. ÇХ, 1997, 49 /, 1 с. — промышленность-дилер предприятийĕ (Х-р, 14.10.1992, 2 с.); дилер станцийĕ (Х-р, 20.09.2003, 2 с.).

какайçă

ç.с. Выльăх пусса тирпейлекен е аш-пăшпа сутă тăвакан çын. Какайçăсем сĕвеççĕ ... тир. А.Т.-Ыхра, 2000, 132 с. Унăн паян тĕп пасарти Суханов какайçăпа пикник вĕт. Ар, 2002, 40 /, 3 с. Ĕмĕре ирттерĕп, ... пултаруллă кĕтӳçĕ е какайçă пулма пултарнине пĕлмесĕрех несĕлсем патне кайăп. Ар, 2002, 41 /, 2 с.

клонла

ç.с., биол. Ӳсен-тăран е чĕрчун организмĕн пĕр-пĕр клеткине арлăх-вăрлăхсăр аталантарса йĕкĕреш хăраххи ӳстер. Юлашки вăхăтра организмсене клонласси пирки нумай калаççĕ. ÇХ, 1998, 3 /, 5 с. Часах тепĕр тĕрлĕ преступлени — клонланă этем органĕсемпе саккунсăр сутă тăвасси анлă сарăласса палăртаççĕ. Ч-х, 1999, 14 /, 3 с.

лавккаçă

ч.с. 1. Лавккара ĕçлекен, магазинра сутă тăвакан çын; сутăç, сутуçă. Хăмăр куçлă хĕр лавккаçă... Каччă татăлмасть магазинран! А.Тимофеев, 1994, 45 с. Йысна юлташĕпе лавкка умĕнче тăрать... «Ма пулăшмастăн йыснуна.» — тет мана лавккаçă. Ç-т, 1999, 1—2 /, 59 с. Ачаранах лавккаçă пулма ĕмĕтленнĕ... Сутуçă пулатăп теттĕм. К-ш, 2000, 25 /, 1 с. 2. Лавкка-магазин тытакан çын; лавкка хуçи, усламçă. Шупашкарти пысăк лавккаçă, аслă пĕлӳллĕ çын, кĕнеке кăларсан мĕн чухлĕ услам пулассипе кăсăкланчĕ. Х-р, 5.09.1996, 3 с.

пасарçă

п.с. Пасарта сутă тăвакан çын; пасар сутуçи. Ну-ка, пасарçăсем, кăшт хĕсĕнкелĕр-ха унта... Çула май кĕреçесемпе наçилккесем тиесе каятпăр. К-н, 1967, 3 /, 5 с. Пасар-ярмăрккă вĕревĕ... Пасарçăсем, япала илекен[сем], сăнаса çӳрекенсем. Х-р, 14.06.2000, 3 с. Ятлисемясарта, сумлисемпасарта, эпирясар мар, пасарçă та мар. А.Т.-Ыхра, 2001, 66 с.

См. также:

сут тутарттар сут чĕлхи сут-илӳ сут-йĕр « сутă » сутă-илӳ сутăн сутăн ил сутăнтар сутăнчăк

сутă
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150