Поиск: мăш

Введите слово для поиска

Область поиска:

Чувашско-русский словарь (1982)

маш

II.
то же, что мăш

мăх

то же, что мăш 3.

мăш

1.
подражание сопению
мăш сывла — дышать с сопением

мăш

2.
подражание шмыганью носом
мăш ту — шмыгать носом

мăш

3. подр. —
о слабом, едва заметном движении

вăл мăш та тумасть (сикмест) —
1) он и не шевельнется
2) перен. он и в ус не дует, ему хоть бы что

мăш-маш

2.
подражание неровному дыханию
мăш-маш сывла — неровно дышать

ту

13.
в сочет. с формами на -мăш (-мĕш), -анçи (-енçи)
делать вид, притворяться
курмăш ту — делать вид, будто не видел
илтмĕш ту — притворяться, будто не слышал
куланçи ту — деланно смеяться

Словарь чувашского языка

сактилек

неизв. сл. в загадке. Собр. Саканче мăш-мăш, сак çинче сактилек, кăмака çинче каптилек. (Пăру, ача, кăмакари вутă). См. каптилек.

çукки

то, чего нет, отсутствие; неимущий, бедняк. N. Çукки çукпа çитермест, пурри: вĕсене сухана кӳлес çук-ха, тесе, çитермест. N. Çуккине пур туса çӳреместĕн-и? Не сплетничаешь-ли? N. Çукки турăра, теççĕ. (Старая послов.). N. Эсĕ çуккине пур тăватăн. Ты выдумываешь, чего нет. Пазух. Хурăн-салара хур çукки, пирĕн ялта хĕр çукки. Сред. Юм. Çокки хоплат. Беда в том, что нет. Ib. Çôкки пĕлтерет. Губит отсутствие. || Бедность, нужда. Ст. Чек. † Тарăн çырмасенче, ай, хурлăхан; хурлăхан хурланат, ай, хурипе, эп хурланап хамăн, ай, çуккипе. Орау. Çукки тарăх-тарать-çке-ха! Изамб. Т. Çав пирĕн çукки хуплат. N. Ашша-мăш (= ашшĕ-амăш) çуккине (круглую сироту) илес пулать. N. Çуккине çук мар, анчах сирĕн хулара çук кун пекки. Нет-то не нет, а только в вашем городе такого нет.

калтилек

неизв. сл. в загадке. Собр. Саканче мăш-мăш; сак çинче сактилек; кăмака çинче каптилек. (Пăру, ача, кăмакара вутă). СПВВ. МС. «Кап-тилек (так!) — кушак» (т. е. кошка).

манка

(маҥга), сопля. N. † Манки мăш-мăш тăвать-çке, пыйти вăш вăш тăвать-çке. Орау. Ачисене пĕрте тирпейлемеççĕ: пĕр ачи манкине пĕр енне пăрса хунă, тепри тути урлă юхтарса çӳрет, тата тепри сăмси айĕнчех кӳлентерсе çӳрет. Шерауты. Ах, манка чăпти, калаçмă пăхать ĕшшĕ! Ах, сопельный кулёк (т. е. сопляк), еще думаешь разговаривать. Тим. † Кивĕ-ял хĕрне чуптурăм — манка тути каларĕ. Орау. Атте, кăçал хурт илер-и? — Илессе илĕпĕр те-ха, манкăна шăл-ха эсĕ! (кстати). Трхбл. Манкине аллипе çĕре çĕклеçе çапат та: пуçĕ (т. е. манка пуçĕ) çĕмĕрĕлтĕр! тет. КС. Манки алса пӳрнески мăнăш (величиною) пур пăхса тăрат (о соплякĕ). ЧС. Сурчăкĕ те манка пек тухакан пулнă. Шурăм-п. Сăмса юхи манкине шалалла туртнă, аллипе сăтăрма вăтаннă. (Сказка). N. Манкисене шăнкара (сморкать) пĕлмеççĕ. Манкисене шăлма (утереть) пĕлмеççĕ. Янтик. Çамрăкрах ача хăйĕнчен аслăрах çынпа е тавлашсан, е варçсан, асли ăна калать: эй, манка пички! (тет). Орау. Манка хуçи, сопляк. Ib. Эй манка хуçи, шăл манкăна! Ib. Эй манка хуçи! Эсĕ те халех çăпата тусан, çăккăра лайăххăнах çийăттăмăр та вара!... || Мокрота. Якейк. Йăван манка соракан полнă (стал выплёвывать мокроту, при болезни). Кăмак-к. Ӳсĕртĕм, ӳсĕртĕм, манка тохса пĕтимарĕ? || Сопляк. N. Çынни каларĕ, тет: эй манка! сантан пулас-и манпа чупма! Малтан манăн ĕнер çуралнă, паян тĕне кĕнĕ шăллăмпа чупса пăх-ха! тесе каларĕ, тет. || Сап (назв. болезни). Шибач. Лашана манка полчĕ. (То же в Тюрл. и Кудемерах). О сохр. здор. Лашасем тата манкана ереççĕ (заболевают сапом). СТИК. Лаша манкана ернĕ. || Semem (viri). Uirus, guale effuere dicitur e genitalibus feminae concubitu peracto. ГТТ. Тюрл. Манăн кĕçĕр çывăрнă чухне хăй тĕллĕнех манки тухса ӳкнĕ. || Яичный белок. СТИК. Çăмарта пиçеймен, теессине: манки тарайман-ха, теççĕ. || Слизь на растениях. СТИК. Сарана манки.

мăш

(мы̆ш), подр. смыганию, сопению. К. II. Прокоп. Манки мăш-мăш (смыгают) тăват-çке, пыйти вĕш-вĕш тăват-çке (кишмя кишат у жениха). || В переносном смысле. Сред. Юм. Мăш-мăш тăвать, сердится. Ib. Çавна ту-ха, тесен, пĕррĕ каланипе мăш та сикмес ô, тват-пилĕк хут каласан чут йăраланса кайть (= каять) вара тума. См. каптилек. Яргуньк. Улча юпи мăш. (Çын çиленни). Кан. Музăкăна катаран кăна итлекелесе ларкаласан, весем мăш! — хуйхăраççĕ те, килĕсене саланаççĕ.

мăш-матюк

так дразнят женщин. Янтик. Эй, мăш-матюк! дразнят женщин, которые... (сообщивший объяснения не знает. Матюк, повидимому, имя женщ.).

мăш-маш

подр. порывистому дыханию. Ау 14. Ак пĕр ула пычĕ, тет те, мăш-маш туса сывлакаласа тăрат, тет. || Сред. Юм. Ах тор, ăсĕн килинче пôрнасси: пĕр-пĕринпе мăш-маш! çиç тăваççĕ (живут не в ладу). || N. Пит сывă юлатăп, мăш-маш пулман-ха, пушкарап-ха.

мăшăлтăк

(мы̆жы̆лды̆к), копошун. Ой-к. Мăш мăшăлтăк, мăшăлтăк, мăша хĕрен янсăпа, атăн йĕтĕн йĕтерет, йĕтерет те туптарать. (Шăна, таракан, хăмăтла).

мĕш

подр. выражению недовольства, напр., когда человек сердится, дуется. [у др.. мăш или мăшт. Мăш пулчĕ или мăшт пулчĕ, рассорился, стал дуться]. Урмай. Улча (= виçе) юпи мĕш 9. (Çын çиленни).

йăнăш

(jы̆ны̆ш), ошибиться. Ч. С. Кильд. † Сирĕн умма юрлама тăрсассăн, чĕлхе-çăвар йăнăшмин, лайăхчĕ. А. П. Прокоп. † Çак киле килтĕм, хăна пултăм, тухаймарăм урам тайлаччен, каяймарăм чĕлхем йăнăшаччен. Ошибка. N. Пăхăсăн, пуçлăхĕ хăйсен салтакне йăнăшпа (по ошибке): ют çынтăр, тесе, палламасăр, персе вĕлернине кураççĕ. N. Сан п¬атн'а jы̆ны̆ш кэ̆рдэ̆м. Ст. Шаймурз. Йăнăш пулнă пулĕ. Неправильный, ошибочный; неправильно, ошибочно. Орау. Эй, йăнăш чиксе ятăм тата! урăх шăтăка кĕрсе карĕ (о перчатке). Шурăм-п. № 22. Хăш çĕрте «шутлас» вырăнне «хисеплес», тесе калаççĕ пулсан та, йăнăшпа (sic!) калаççĕ (говорят ошибочно). N. Эсрелĕ, йăнăшпа, чирлĕ çын патне пырас вырăнне ун кӳршине пынă, тет. Ч. П. Йăнăш сăмах тухмин, лайăхчĕ. СПВВ. Йăнăш = юмăш. Ч. П. Йăнăш пултăм чĕлхерен. У меня стал отниматься язык (т. е. не ворочается, от опьянения). Карсун. † Ӳссĕр-кăна пултăм хăмларан, йăнăшкина (с «и»; это верно!) пултăм чĕлхерен (язык не ворочается).

йăнăш

(jы̆ны̆ш), стонать. Сказки и пред. чув. 36. Нумай та вăхăт иртмерĕ, Янтрак çырма тĕпĕнче йăнăшнийĕ илтĕнчĕ (послышался стон). СЧУШ. Хăй чаршав айĕнчи вырăн çине выртнă та, мăш-мăш тăва пуçланă, кĕлте урапи килнĕ пек йăнăша пуçланă. Ч. П. Йăнăшăп, анне, макăрăп, анне. Я, мама, буду плакать и стонать. КС. Йытă йăнăшать (скулит). Эльбарус. Раштав омĕн Пишон пĕр-ик эрне çĕрĕ-çĕрĕпех йăнăша-йăнăша вĕрчĕ: Шибач. Йăнăш (jŏнŏш), стонать. КС. Тата хăшĕ йăнăшша (jŏнŏшша) çывăрать (аташша çывăрать). Иной еще во сне стонет (бредит). Ныть, канючить. N. Карчăкки (говорит старику): санăн анчах хăпарса пăхмалла-и? мана та хăпартса кăтарт (т. е. репу, растущую на подволоке), тесе, тек йăнăшать, тет. Хорачка. Йăнăш, (jŏнŏш), ныть. КС. Йăнăшша ан тăр! Не вяньгай! (гово-рят детям, когда они канючат).

вăш

подраж. не очень сильному шуму воздуха; подр. шумному движению. Изамб. Т. Тăмана чăхха тытма вăш туса анчĕ (звук при слете). Сир. 115. Ман çумран вăш (у др. вăшш) анчах (быстро) иртсе кайĕ. Альш. Вăш турĕ. Пробежал мигом. Сказки и пред. чув. 106. Çутă хурçă йĕппине вăш чикет те, вăш туртать. Ир. Сывл. 21. Вăш-ш! вăш-вăш-вă-ăш!.. У-у-ух! Иш-ши-ши-ши! Вăшăлтататть, ӳлет, хашлатса илет (о море). Ч.С. Чăнах та, кăшт тăрсан, кăнтăрла енчен çеп-çемçе çил вăш-вăш-вăш! вĕре пуçларĕ. Кушакпа автан 14. Йăш-йăш çăмăрпа, вăш-вăш çилпеле, лăс-лăс силленсе, ешерсе ӳсрĕ тĕрлĕрен çимĕç. Сёт-к. † Вăш-вăш, вăш-вăш çил вĕрет, çил армань хуçи хĕпĕртет, пирĕн мĕншĕн хĕпĕртес? Хыпар № 36, 1906. Удел тырри акнă чух, вăш-вăш çилсем вĕреççĕ (о ветре средней силы). Пазух. Вăш-вăш ăшă çилсем вĕреççĕ-çке, тырă пуçахсене те таять-çке. N. † Манки мăш-мăш тăвать-çке, пыйти вăш-вăш тăвать-çке. Орл. II, 238°. Çӳлте вăш-вăш, аялта теп-теп. (Авăн çапни). Сказки и пред. чув. 14. Çава вăш-вăш вăшкăнать. Альш. Хурăнăн тăрринче хурчăка; вăш-вăш-кăна çынсем вĕркенĕ чух (кишат, снуют) хуйхăрмас-ши амăшĕ чĕппишĕн? Сёт-к. Текерле çонаттисампа вăш-вăш, вăш-вăш туса вĕççе пырать те, самай пуç тĕлне çитсен: тĕвик! тесе кăçкăрать. Çутталла 144. Чей-çырлисем вăш-вăш-вă-ăш! хумханса кайрĕç.

Русско-чувашский словарь

притвориться

глаг. сов.
пăлахая пер, юла юп; -анçи (-енçи) пул; -мăш (-мĕш) пул; притвориться непонимающим ăнланмăш пул

Русско-чувашский словарь (1972)

вести

веду; пр. вёл, вела кого, что несов. 1. çавăт, çавăтса пыр, илсе кай (пыр); 2. ертсе пыр; вести хозяйство хуçалăха ертсе пыр; тытса пыр; вести знакомство паллашса пурăн; вести себя хăвна ху тыткала; и ухом не ведёт мăш та тумасть; мы ведём политику мира эпир мирлĕ политика тытса пыратпăр; вести переписку çыру çӳрет.

Русско-чувашский словарь (1971)

притвориться

сов. кем курнăçланса тăр, палахая пер, юла юп, хыв, пек пул (е ту), ⸗анçи [⸗енçи] пул, ⸗мăш [⸗мĕш] пул; притвориться непонимающим ăнланмăш пул; притвориться неслышащим илтмĕш пул; притвориться дурачком ухмаха пер; притвориться спящим çывăранçи пул.

притворный

прил. палахай, суя, кӳштек, курнăçлă, ⸗иш пулнă, ⸗мăш [⸗мĕш] пулнă, ⸗анçи [⸗енçи] пулнă, ⸗а [⸗е] пенĕ (е хывнă), юла юпнă (е янă), юри тунă; притворный смех куланçи пулни, кулнă пек туни.

притворство

с. ⸗иш пулни, ⸗мăш [⸗мĕш] пулни, ⸗анçи [⸗енçи] пулни, палахая пени, юла юпни (е яни), курнăçланни.

Этимологический словарь чувашского языка (1964)

çирĕм

«двадцать»; др. тюрк. (енис.) игерме, йегирмейӓгирми, уйг. жигирмә, желт. уйг. йигирма, узб., кумык, йигирма, азерб. ийирми, туркм. йигрими, ног. йырма, тур. йирма, кирг., казах. жыйырми, алт. В дьирме, тув. чээрби, хак. чибирги, якут. сӳӳрбэ. Могли образоваться от йĕкĕр, эгиз и пр. + -ма ~ мăш «десять» (?).

Словарь Федотова «Тĕне кĕмен чăвашсен ячĕсем»

Кармăш

яз. и. Разум. // Назв. дер. Татаркас. р. (Ашм. Сл. VI, 103): Кар + -мăш; тат. м. и. Кармыш/Карамыш. Сохранился в фамилиях Карамышев, Кармышев (Сат. ТИС, 104-105) > мар. м. и. Кармиш/Кармыш (Черн. СМЛИ, 201).

Туктамăш

яз. и, м. Патраклă, Ялюха М., Н. Уз. (Ашм. Сл. XIV, 110): Тукта (по-чув. тăхта "повремени; остановись; подожди" — М.Ф.) + -мăш; тат., башк. м. и. Туктамыш (Шайх. ТБЛИТП, 67; Сат. ТИС, 183); тюрк. м. и. Токтамыш см. Токтай "остающийся", букв. "останется" (Гаф. ИИ, 195) > мар. м. и. Токтамыш (Черн. СМЛИ, 467).

См. также:

мăчи мăчи-куç мăчлат мăчлаттар « мăш » мăш-матюк мăш-маш мăшăк мăшăл мăшăлт

мăш
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150