по-черному (изба). Эпир. çур. çĕршыв 15. Пирĕн урамра пĕр пӳрт анчах хуралла, ыттисем пурте шурăлла. Кан. Чылайĕшин пӳртсем хуралла.
стеречь, сторожить, караулить, охранять, оберегать. N. Пĕрре хуралласа ларнă чухне, сасартăк чан çапа пуçларĕ. N. Эпир пиччепе ялан хураллама каяттăмăр. Яргейк. Сат хуралларăм. Уфим. Мана анне хăяр хураллама хăварчĕ. N. Хуралла = хурала.
назв. игры. Н. Карм. Хĕрсем выляççĕ хуралла, иккĕн тытаççĕ алла хире-хирĕç, унтан уйăрлаççĕ. Унта хуралçи пур, пĕрне хăваласа тытать хуралçи, унпала иккĕн пулаççĕ мăшăр, алла тытаççĕ. Н. Седяк. Вăрланă чух хуралçи тапса лектерсен, лекекенни хураллать. Ильмово. Хуралла выля.
См. также:
хурала хуралаш Хуралка Хуралка хăви « хуралла » хуралла пӳрт хуралт хуралтă хуралчă хурама