вяз. Сред. Юм. Хорамапа йоман лартнă çын йывçисĕм хăй мăйĕ паркăш полсан вилет, тет. Нюш-к. Хурамана шуйттан шăлĕ кĕнĕ теççĕ, хурама пушăч çăпатипе кĕлле кайма юрамасть. Юрк. † Юнтан хĕрлĕ хурама хура вăрмантан илĕннĕ. Алших. Çичĕ тăрăлă хурама. Чердаг. † Пусма вĕçне хурама лартрăм, тухмассерен хурлантарч, куна пĕлнĕ пулсассăн, тавну касса прахмалач. Тораево. Хурама вари хăй енелех ӳкет. (Послов.). ЧП. Хурама патак. N. Хурама турта. N. † Хурама тăрри хурчăка, хурчăка йĕс хĕлĕхпе вылать-çке, вылать-çке. Зап. ВНО. Хурама пĕрни, кузов. Яргуньк. Авалхи çынсем хурама пĕрни ĕçленĕ те, йĕрĕх çав пĕрнере пурăнать тесе çав хурама пĕрнене кĕлетре пĕр кĕтессе çакса усранă. Яргейк. Хурама пĕрни хăй енелех пĕрĕнет. Арзад 1908, 42. Пĕр чалăш хурама вутти 2 тенкĕ тăрать. N. † Вăрман урлă хурт вĕçет, хурама вĕлле шыраса. Сред. Юм. Хурама хуппи хăй майăнах тĕрĕнет тесе хурăнташлă çынсем пĕрне пĕри пăрахмаççĕ, пĕр-пĕрне усă тăвасшăн тăрăшаççĕ тесе калассине калаççĕ. || Часть телеги. Юрк., Сред. Юм. Ôрапа хорами — ôрапа ӳречинчен çавăрса илекен малтине те, кайрине те ôрлă патаксĕне калаççĕ. || Вязки у саней. Абыз., Нюш-к. Хурама, часть у некоторых саней. Сред. Юм. Çуна хурами тесе çуна шăлĕсенчен витерсе илнĕ урлă патаксене калаççĕ. || Место моления. Ст. Чек.
См. также:
хуралла пӳрт хуралт хуралтă хуралчă « хурама » хурама кăмпи хурама чĕнĕ хурама-йĕлме Хурамакасси Хурамал