Поиск: хулăм

Введите слово для поиска

Область поиска:

Чувашско-русский словарь (1982)

калăм

II.
то же, что хулăм

III. разг.
калым, побочный заработок
калăм çапса çӳре — калымить

линкруст

линкруст (пресласа тĕрĕ çапнă хулăм картон)

Никольскийĕн чăвашла-вырăсла словарĕ

калăм

син.: хулăм
плата за невесту; калăм тат – заплатить за невесту; калăмсăр – бобыль, неимеющий средств заплатить за невесту; бездетный; калăм-кун – языческий праздник в среду и субботу страстной седьмицы.

82 стр.

си

III.
слой
си хулăм — слой толстый

Словарь чувашского языка

хĕвел

солнце, солнышко. Ск. и пред. чув. 88. Вут пек хĕвел выляса çӳл тӳпене хăпарать. ''Пазух''. 92. Хевея хĕрлĕ хĕрĕсем, Турай хĕрсем тиейсе, суйламасăр илес мар. ''Дик. леб''. 43. Хĕвел анса çитеспе Елисан пиччĕшĕсем вĕçсе таврăннă. Когда зашло солнце, в пещеру прилетели братья. ''Ib''. 36. Хĕвел анса килет. Солнце близилось к закату. ''Ib''. 41. Хĕвел чылай çӳле кайсан... Когда солнце поднялось выше... ''КВИ''. Çутă юхăм унăн айĕнче, çӳлтен ылттăн хĕвел çутатать. Под ним струя светлей лазури, над ним луч солнца золотой. ''N''. Хĕвел анчĕ ту айне. ''N''. Хĕвел кулать сайрарах, шăрши пĕтнĕ чечексен. ''N''. Пĕр пĕлет çук, хĕвел çунать. ''А.-п. й''. 42. Хĕвел анса ларчĕ. Тимухха лашине шăварма тухса кайрĕ. ''НР''. Чупрăм-тухрăм ту çине хĕвелпе пиçнĕ çырлашăн. Взбежала я на гору за созревшей на солнце ягодой. ''ГФФ''. Ăшшăн-ăшшăн хĕвел пăхсан... Если солнце будет припекать.''Ib''. Ушшăн-ушшăн хĕвел пăхсан та, хорĕн те тăрăх сохăр йохать. Когда солнце сильно припекает, по дереву (березе) течет смола. ''Абыз''. Çĕр çăввинче çĕр-çырли, çĕр-çырли, çĕр çăввнче хĕвел пăхсан, тата пиçес кăмăл пур. ''Оп. ис. ч.'' II. Сывлăх пулсан таврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. Если будем живы, то вернемся подобно тому, как обращается солнце. ''N''. Хĕрлĕ хĕвел сан умăнта йăлтăртатса тăрать, аялта тен çак пĕлĕтрен витрелетсе çумăр çăвать. Перед тобою блещет красное солнышко, а внизу из этого облака, может быть, льет проливной дождь. ''Баран''. 28. Шĕшкĕ юмана хупласа хĕвел ямасăр тăнă. Орешник глушил его и не пропускал солнечных лучей. ''ТХКА''. 106. Хĕвел тухас пек, çанталăк çутăлать. ''Ib''. Хĕвел чылай çӳле улăхрĕ, хĕртсе пăхать. ''Шурăм-п''. № 19. Хĕвел анса ларчĕ. Халĕ апат çиет пулĕ, ăна амăшĕ пăтă пĕçерсе çитерет, тет. ''N''. Сивĕ кун виçĕ хĕвел пулать. ''N''. Вĕсен пичĕсем хĕвелре çунса кайнă. ''N''. Хĕвелпе тăрса, мĕн хĕвел аничченех кĕтӳре çӳрет. ''Чув. пр. о пог''. 51. Виçĕ хĕвел курăнсан, сивĕ пулать. Если появятся три солнца, будет холодно. ''Ib''. 42. Хĕвел хĕртсе пăлсан. Если солнце печет... ''N''. Хĕвел витĕр (пăхнă чухне) çăмăр çусан, тата тепĕр çăмăр пулать. Если сквозь солнце (когда оно светит) идет дождь, еше дождь будет. ''Вопр. Смоленск''. Хĕвел тухсанах пĕлĕт айне кĕрсен, çăмăр пулать. ''Панклеи''. Хĕвел те пĕлет айнех полчĕ (зашло за облако). ''С. Алг''. Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел, çуратнă çĕр-шывсем шел юлать. ''N''. Хĕвел каялла кайса пăхсан, çăмăр пулать, теççĕ. ''Якейк''. Эс çанашкал покан тусан, хĕвел тепĕр çĕртен тохĕ. ''Ib''. Ес çав окçая парсан хĕвел тепĕр енчен тохĕ. ''Ib''. Ĕнер конĕпех хĕвел пăхрĕ. ''N''. Ма мана хĕвеле кăтартмастăн? Почему ты мне не даешь смотреть на солнце? ''N''. Пӳртре хĕвел çутипе çап-çутă. В комнате светло от солнца. ''N''. Хĕвел пĕлĕт айĕнчен тохрĕ; хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе карĕ. Пĕлĕтсем хĕвел тĕлĕнчен сирĕлсе карĕç. ''N''. Эпĕр хĕвелте ларатпăр. ''N''. Мана хĕвеле тохма йорамасть. ''N''. Хĕвелте çӳреççĕ. ''N''. Старик хĕвеле ларчĕ. ''N''. Ача макăрнă чохне ăна чарас тесе: хĕвел пăхать, ай, хĕвел пăхать, тесе калаççĕ, ача вара чăнахах макăрма прахать те, колма тяпратать. Вăт хĕвел пăхса ячĕ, тесе каран колаççĕ. ''N''. Пирĕн ăрам хĕвеле хирĕç пăхса ларать. ''N''. Сар хĕвелте (в солнечные дни) çырла часах пиçет. ''N''. Олăх толли сар хĕвел, кайăк вĕçни корăнать. ''N''. Эпĕр паян кĕлтесене хĕвеле сартăмăр (на солнышко). ''N''. Тĕкĕрпе хĕвеле ан вылят (не пускай зайчиков). ''N'' Эпĕ пулсассăн, çакă уя пĕтĕмпе хĕвел ансан тапратса хĕвел тохаччен сухине туса, тыррине акса çитĕнтерсе, вырса, авăн çапса, тыррине йăлтах ампарсене тултарса хурап, тесе калать ткйĕр, тенĕ, тет. ''N''. Хĕвеле пăх та уйăха пăх, хĕвел çути сап-сарă, уйăх çути çап-çутă. ''Му-сирма''. Хĕрлĕ-хĕрлĕ, теççĕ ăна, хĕвел çинче ӳснĕ вăл. ''N''. Пĕлĕт çинче илемлĕ хĕр çӳрет. (Хĕвел). ''N''. Пăх-пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, çу чашкипе çу парам, пыл чашкипе пыл парам, ачу шыва кайсассăн, кĕвенте пуçĕпе туртса илĕп, сана хĕрли, мана шурри. (Сăвă). ''Н. Карм''. Сирĕн пĕвĕр çинçе, сăнăр хитре, питĕр çинче хĕвел çутти пур. ''Ст. Чек''. Хĕвел хĕлле çулахинчен аялта тăрать. ''Тюрл''. Хĕвел яякка сулăнсан... Когда прошел полдень... ''Хурамал''. Хĕвел аннă чух хулăм пĕлĕт тĕлне ансан, йĕпе пулать, теççĕ. ''N''. Эсĕ апла тусассăн, хĕвел кай енчен тухĕ. ''ЧП''. Пулă çакрăм хĕвел ''Изамб. Т''. Хĕвел йывăç пĕввине яхăн çĕкленнĕ. ''N''. Хĕвел яялт (хăшт—еслв дольше) вăхрĕ те мĕаĕт айве вврсе кяйрĕ. Солнце проглянуло и опять скрылосъ ''N''. Хĕвел яраймăн ху тĕлне (невозможного не сделаешь). Унта аннӳ хĕвел пăхса çӳренĕ (об этом заботилась я) ''Юрк''. Хĕвел ануçăм çанталăк пит хĕрелет. ''N''. Хĕвел майĕ (майнелле) çаврăнса-çаврăнса, каллех пӳрте йăтса кĕрет. ''N''. Хĕвел тĕтреленсен, уяр пулять, теççĕ. ''N''. Хĕвел кутăн, каялла пăхсан, çумăр пулать, теççĕ. ''N''. Хĕвел юпа пек тухсан, çумăр пулать. ''N''. Пирĕн тĕлтен хĕвел анчĕ пулас (наше счастье закатилось). ''N''. Тăвану килнине курсассăн, хĕвел пулса чупса тух. ''N''. Кирек çта кайсан та пĕр хĕвел. ''N''. Вара отсан-отсан, хĕвел анса кайрĕ. ''Н. Лебеж''. Тăвайкки тăрăх хĕвел ӳкет, пиçмен çырласене пĕçерет. ''N.'' Чӳречесĕр çӳртра пĕчĕк шăтăкран хĕвел кĕрсен. ''N''. Хĕвел инçе карĕ. ''N''. Курнiтсара çыру çырнă чух, хĕвел ӳкрĕ пит çине. ''Кан.'' 1929, 178. Шăршлă, нӳрлĕ, хĕвел кĕмен пӳрт. ''N''. Хĕвел виттĕр пăхни. ''N''. Хĕвел тохсан тин... ''Микушк''. Ирхbне хĕвел ӳкет пичĕ çине (на лицо его падает). ''Торп-к''. Карăнтăк виттĕр ылтăн туя кĕрĕ. (Хĕвел). ''N''. Вăл хапха çил хĕвелне шалтăртатать, хĕрӳ хĕвелне ялтăртать. ''N.'' Хĕвел (-е, -ĕн) анма вăхăт ĕнтĕ. ''N''. Çĕн çул кунĕ ырă хĕрлĕ хĕвел пулчĕ. ''N''. Хĕвел ăшă пăхать. ''N''. Хĕвел анарахпа пурте киле таврăнаççĕ (с поля). ''ГТТ''. Мана пĕлĕт çаврака хуран тĕпĕ евĕрлĕ, хĕвелĕ лапка туйăннă. ''N''. Çак кунсенче хĕвел пулмарĕ. Хĕвел ларнă вăхăтра анчах çитрĕмĕр. ''N''. Йĕрекен ачана култарас тесе: «Хĕвел пăхать», теççĕ. ''N''. Пăхман хĕвеле ирĕксĕр пăхтараймăн (ӳпкелекен çинчен калаççĕ). ''Никит''. Хĕвелпе юр кайсассăн, тулăпа урпа пулать, тенĕ ĕлĕк. ''N''. Эсĕ хĕвел анса лариччен çит (или: килсе ĕлкĕр, или: килме тăрăш). Ты приходи до захода солнца. ''Сред. Юм''. Пăх пăх, хĕвел, ачу шыва кайрĕ вит, квенте пуçĕпе туртса илтĕм, ачуна хĕрлĕ çăмарта парăп, хуна шурă çăмарта парăп. (Поют дети, когда солнце скрывяется за облаками). ''N''. Эп сана çавăншăн олталап полсан, ман çине хĕвел ан пăхтăр (пусть помру). ''N''. Хĕвеле май çаврăн. Иди по солнцу с востока на запад. ''N''. Хĕвеле хирĕç, против солнца, с запада на восток. ''N''. Онăн куç пит начарланнă, хĕвел курмас вит олă. ''N''. Хĕвел куçа çиет. Солнце глаза ест. ''N''. Хĕвеле питĕн пӳрт çутă полать. Изба, обращенная к югу, бывает светла. ''N''. Хĕвеле тӳртĕн пӳрт тĕттĕм полать. Изба, обращенная на север, бывает темна. ''N''. Хĕвелпе пĕрле тохса кайрăм. Выехал при восходе солнца. ''N''. Хĕвелпе пĕрле киле кĕтĕм. Приехал при заходе солнца. ''N''. Эс те çавна тусан, хĕвел те тепĕр енчен тохĕ. (Говорит, когда уверены, что он не может этого сделать). ''N''. Хĕвел анса лара пырать. Хĕвел анса пырать. Первое показывяет, что до заката близко, а второе дольше, чем первое. ''N''. Хĕвел кăнтăрлаччен вăкăрпа чупать, тет, кăнтарла иртсен, карсакпа чупать, тет. ''N''. Хăш чухне хĕвел çӳл енчен карталанса тата тепĕр хĕвел пулать. Вăл хĕвел тавраллах çавăрăнать пулсан, «хĕвел карталанни» теççĕ. ''N''. Хĕвел каçалана сулăнсан, çĕрте йывăç мĕлкисем вăрăмлана пуçларĕç (от деревьев протянулись длинные тени). ''N''. Хĕвел ансан пуçласа тепре хĕвел аничченех. ''N''. Хĕвел тухсан пуçласа тепĕр хĕвел тухичченех. ''N''. Хĕвел хĕртнĕ — солнце палило. ''N''. Хĕвеле хирĕç пăркăç пĕренене ман ним кăмăл туртмасть ăна, ан тив юлтăр вăл, тен маччаран çӳлелле хурăпăр, халь маччаналла пураса çитиччен пĕрене çитет-ха. ''N''. Ытти пĕчĕккĕн курăнакан çăлтăрсем, хĕвелтен шутласан пирĕн çĕртен темиçе мĕлюн хут та ытла аякра тăраççĕ, çавăнпа вĕсем хĕвелрен пĕчĕккĕ пек курăнаççĕ. ''СТИК.'' Хĕвел çинче типĕтнĕ (о копченном на солнце). ''Ib''. Хĕвел тӳпере чух, в полдень. ''Ib''. Паçăр çăмăр çурĕ, халĕ хĕвел пăхат ĕнтĕ епле (говорят о маленьких, если они только что поплакали и смеются). ''N''. Пĕчĕк ачасем хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе сулхăнлатсан ак çапла калаççĕ: «Хĕвел! Ача кĕпи шыва карĕ, туртмаллипе туртса ил». ''N''. Хĕвел апатчен вăкăр çинче пырать, тет; апатран вара — лаша çинче, кăнтăрларан вара —кайăк çинче. ''N''. Хĕвел кунран-кун иртерех тухса пырать (ир тухнăçеммĕн ир тухса пырать, кая юлнăçеммĕн кая юлса анса пырать). ''Янтик''. Эп вăхăта хĕвеле пăхса пĕлеп. ''N''. Хĕвел хĕлле çӳле каймас. ''Изамб. Т''. Пăхăр-ха, ачасем, епле хĕвел выляса тухать. ''N''. Пăртак кăна хĕвел хĕрри курăна пуçларĕ (утром). ''N''. Хĕвел йывăç пӳ (пĕвĕ) хăпарнă çĕре эпир киле çитрĕмĕр. ''N''. Хĕвел анас патне çитнĕ, тет. ''Артюшк''. Ачамсене пĕр пичĕ хĕвел, тепĕр пичĕ уйăх тăвăттăм. ''Собр''. Виçĕ хĕвел тухсан, уйăхĕпех йĕпе пулать, теççĕ. ''Н. Карм.'' Хĕрлĕ хĕр пĕлĕт тăрăх çӳрет. (Хĕвел). ''N''. Ача, ку çумăр хĕвелĕ пулĕ, ытла питт хĕртет. ''ЧП''. Хĕвел пăхрĕ — типетрĕ. ''N''. Виç хĕвелпе кайман шурă юрсем. ''N.'' Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел ''N''. Вăл вăхăтра хĕвел выляса тухрĕ вăрман çинчен пĕлĕт çине, кун та хитреленсе карĕ. ''Лобашк''. Вăрман урлă сар каччă курăнĕ. (Хĕвел). ''N.'' Чипер хĕр пысăк уйпа çӳрет. (Хĕвел). ''Синьял''. Хĕвел витĕ, çу витмĕ. (Кантăк). ''Сятра''. Вутсăрах çунать, çунатсăрах вĕçет, урасăрах чупать. (Хĕвел). ''Альш''. Çулла хăшĕ-хăшĕ куç ыратнипе хĕвел çине тухаймасăр лараççĕ. ''N''. Хĕвел анса пырать (скоро закатится). ''N''. Хĕвел карталаннă (круг вокруг солнца к непогоде). ''N''. Хĕвел тухса сарăлнă (совсем уже взошло). ''N''. Хĕвел кулать, хĕртсе хĕвел пăхать. ''N''. Пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, этемсене савăнтар. ''N''. Хĕвел шăвать. ''Кив-Йал''. Хĕвел тухать хĕрелсе çут тĕнчене çутатса. (Вăй юрри). ''Нюш-к''. Иртсе пыракан çыя пичĕ çине тĕкĕрпе хĕвел çуттине ӳкерес. ''N''. Хĕвел кашни кун ир тухнăçемĕн ир тухать (ир анса ларнăçемĕн ир анса ларать). ''Курм''. Вăрмана çитсен, хĕвел анса та ларчĕ. ''Аттик''. Хĕвел кашни кун пĕçернĕçем пĕçерет. ''N''. Хĕвел ир хĕрелсе тухсан йĕпе пулать (вăл кун çумăр е юр çăвать), теççĕ. ''КС''. Ура питне хĕвел çапрĕ (насквозь, сильно прожгло). ''Трхбл''. Хĕвел пирĕн йĕтем пысыккăш, тетчĕç ваттисем. ''N''. Хĕвел пит хĕртет. ''N''. Хĕвел тухнă çĕрелле çитрĕмĕр (ко времени восхода солнца). ''N''. Паян эп тăрсассăнах хĕвел тухрĕ. ''Красн. Горка''. Хĕвел питĕ хытă пăхать. ''Сёт-к.'' Хĕвелин пăхасси номаях мар та-ха; час кĕлет айне хопланмалла. || Назв. божества. ''Магн. М.'' 68. 64. Хĕвел ашшĕ, амăшĕ, хăлхи, çоначĕ, ори, || Клятва. ''Ст. Чек.'' Хĕвел, илмен эп ăна. ''Сред. Юм''. Хĕвел пôр! (Тôпа туни). ''Ороу''. Мĕн эсĕ çын çинчен çука калаçса çӳрен: эпир хĕрсемпе ун-кун, аплн та капла çӳренĕ, тесе калаçса çӳрен?—Çук, Якку. Ак, хĕвел, калаçман. Ăна сăмах вĕçертнине (что болтают зря) ху та пĕлен-çке.

сыйлă

слоистый. Вопр. Смоленск. Сыйлă (т. е. пĕлĕт тухсан) — йĕпе пулать; хурăм пек хулăм, хура пĕлĕт тухсан, çăмăр пулать.

сурпан

сорпан (сурбан, сорбан, Пшкрт: сорβан), род вышитого полотенца, которым чувашские женщины обертывают голову (у низовых) или шею (у верховых). N. Сурпан замужние чувашки носили для того, чтобы не показывать волос свекру и деверьям, потому что показывать им волосы или же необутые ноги считалось в старом быту непристойиым и даже грехом. Микушк. Сурпана хăмачă çип хурса хĕррине тĕртеççĕ, вĕçне хăмач çип утаççĕ, тата вĕçĕсене тĕрлĕрен кăтат тытаççĕ. С. Тим. Пуса, кантăр, йĕтĕн сурпанĕ пулать. Якейк. Сорпан арăмсен, мăйра полать. Орау. Сурпан пирри туттăр пирринчен анлăрах та, вăрăмрах та пулать. Сурпан пирри вĕçĕсене сурпан пуçĕсем çĕлесе хураççĕ те, сурпан пуçĕ сарлакăшех тата хăмач çĕлесе хураççĕ. Унтан вара шăтăк (= шăтăкла) çĕлесе хураççĕ. Шăтăксем (= шăтăкласем) туттăр вĕçне çĕлекен шăтăксем (= шăтăкласем) пек ансăр мар. Тата сурпан çумне хашĕ пасар шăтăксене (= шăтăкласене) çĕлесе хураççĕ. Туттăр çумне килти шăтăка (= шăтăклана) çĕлесе хумаççĕ, апла хулăм пулать, тиççĕ. См. туттăр. Сред. Юм. Сôрпан — хĕрарăмсĕм пуçа çыхаççĕ. ЧС. Унтан вара алăка уçса прахрĕç те, чуклекен çĕлĕк тăхăнчĕ, тата пилĕкне сурпан çыхрĕ те, алăк енелле ак çапла каласа кĕлтăвать... Чиганары. Уй варĕнче сорпан чăсăлса выртĕ. (Отма çол). См. Н. В. Никольский. Краткий курс этнографии. К. 1929, стр. 181. Юрк. Хĕрĕх капан айĕнчен хĕр вăрласа тухрамăр, аллă капан айĕнчен арăм туса тухрăмăр. Тăрик, тăрик тăрнана туй пуç туса ятăмăр, йĕплĕ хурелĕ чĕкеçе хĕр пуç сырса ятăмăр, лутра тына амăшне сурпан касма ятăмăр, Иванпала арăмне кучченеçпе ятăмăр, алăк çинчи шăрчăка кĕвĕ калама ятăмăр. Вилĕ-йăли. Унтан, арăм пулсан, пуçне сурпан тăхăнтараççĕ. N. Сурпан-пуç çĕкле, выткать сурпан-пуç (конец сурбана). Ерк. 8. Икĕ вĕçлĕ сурпанĕн çӳçи кăвак пурçăнран.

сĕтлĕ курăк

назв. раст., полевой осот, молочай, sonchus arvensis. Хурамил. Сĕтлĕ курăк (хулăм çулçăллă). Рак., Кайсар. Сĕтлĕ курăк (çамрăк чухне татсан, сĕт тухат). Ст. Чек. Сĕтлĕ курăк, полевой осот. П. И. Орл., Д. С. Серг. Сĕтлĕ курăк, козлобородник, tragopogon. Ягудар. Сĕтлĕ корăк, одуванчик.

çураç

çораç (с’урас’; с’орас’), мириться. П. Сорм. Вăрçма килтĕн-и, çураçма килтĕн-и? Болезни. Кама-та-пулин хур тунă пулсан, е хуйхăртнă пулсан, çавсемпе çураçас, килĕшес пулать. || Соглашаться. Шурăм-п. Микки çураçрĕ, хăйпе пĕрле вăрра илсе кайма пулчĕ. N. Иван Сусанин ăсатма çураçсан, поляксем пит хĕпĕртенĕ. || Сватать. N. Мана учитĕле çураçаççĕ (сватают за учителя). N. Анна качча карĕ Туçана, халĕ чирлĕ, хăйне çураçман-ха. N. Ну, патша çураçат, тет, хĕрĕпе Ивана, аптăратнăран. Ск. и пред. чув. 70. Çак ырă çын Михетер хăйĕн херне юратса, аслă çăварни хыççăнах хучĕ ăна çураçса (просватал). N. Пирĕн Укçинене çураçса карĕç. N. Ман валли хĕр çораçма кайнă. N. Аньока хăш ялсене çораçса янă? — Иккассинене (Иккасси ачине). Юрк. Хĕр çураçаççĕ, авлантараççĕ, туй туса илеççĕ. ТХКА 26. Çав çулне Шураçри мăн Тимухха ывăлне авлантарма Штанашран хĕр çураçнăччĕ. Янш.-Норв. Пирти чăвашсем ывăлĕсене авлантарас пулсан, хăшĕ хĕрсене вăрласа илеççĕ, хашĕ хĕр ашшĕпеле чипер килĕшсе, хĕрпе каччине юраттарса илеççĕ, ăна вĕсем çураçса илни теççĕ. Ib. Евчи çапла сăмах çӳретсе темиçе те хутлать, кайран вара чысти килĕшеççĕ те, хĕр ашшĕ патне çураçма каяççĕ. Вĕсем унта пĕр витре сăра ăсаççĕ, тата çурштава яхăн эрех илсе ĕçсе çиеççĕ. Чысти ӳсĕрĕлсе çитсен, хĕр ашшĕсем хĕрне кĕлетрен шур пир илсе кӳрттереççĕ те, парне касса авланас текен ашшĕне пама хушаççĕ. Хĕрĕ ун чухне вара йĕрет, ниепле те касасшăн мар, амăшĕсем ирĕксĕрех кастараççĕ. Хĕрĕ пире ирĕксĕрех касать те, упăшки пулассин ашшĕне парать. Аланас текенин ашшĕ унăн вырăнне хулăм укçи парать. Çапла вара вĕcем çураçаççĕ, унтан турра сăхсăхкалаççĕ те, авланас ашшĕне качалка урапапа киле леçсе хăвараççĕ. Авланаканăн ашшĕ парнине пиçиххи çумне хĕстерет те, урапа çинче кăшкăрса анчах пырать. НАК. Çапла калаçсан-калаçсан, мĕн чухлĕ те пулин çураçаççĕ вара. Е çĕр тенкĕ, е çитмĕл тенке, е аллă тенке, мĕн чухле çураçма май килет, çавăн чухле çураçаççĕ (устраивают сватовство, порешают дело). N. Каччи çураçма çӳремест, каччăсăр çураçаççĕ. Т.-И.-Шем. Пушă пăрахсан, çураçма хатĕрленме тытăнаççĕ, малтан хăçан çураçмаллине канаш туса кун хураççĕ. Кунне пит тиркеççĕ, çуна пăрахнă кун ан пултăр, ытларикун ан пултăр, хăш кун хăш çыннăн килĕшнĕ кунĕ пулат. Юмăç калат: сан çав кун телейлĕ, çав кун телейсĕр. (Больше всего „çураçма“ назначают на эти счастливые дни).

çӳçентер

приводит в дрожь. Йӳс. такăнт. 17. Ай-ай, сивĕ-ĕ! И-и-и-их çӳçентерет! Пĕтерет пулĕ ку сивĕ! Ста-к. Çӳçентерет, приводит в дрожь (напр., кислые яблоки, если есть их). Якейк. Мулча кĕнĕ чухне сивĕ шывпа шыва кĕрсен, çӳçентерет. Сред. Юм. Ватăлнă сăра пит çӳçентерет ĕçнĕ чôхне. Изамб. Т. Шапа пит çӳçентерекен япала. Т. II. Загадки. Çӳçентерин, юсантарин, çулталăксăр таврăнмăп. (Ыраш калчи). Сам. 80. Çапла вĕсем нумайччен çӳçентернĕ халăха, çампах Селтти çуртĕнчен яль те тарнă аякка. Ачач. Хулăм уçă сассипеле пĕтĕм шăп ларакан ирхи вăрмана çӳçентерсе илет.

çĕр

(с’э̆р, с’ӧ̆р), земля. Юрк. Тетене салтака хырсассăн (когда забрили в солдаты), эпĕ çĕрпе таппа-тан юлтăм, нимĕн тума та пĕлместĕп. Актай. Каçар пĕвĕм, чĕрĕ çĕр аннем (мать земли), пирĕн чуна кайма инçе, çĕклеме йывăр. Юрк. Çĕр витĕр тухнă этемсем, выльăх(сем?). Сред. Юм. Пĕрмай çăмăр çăвах тăрсан, çĕр хăпарать (почва разрыхляется), теççĕ. N. Çĕр сăхать. N. Çак çĕр çинче хам ятлă ята ямастăп (не дам себя в обиду. Шишкин. † Орай шăлма тăнă та, çĕртен сӳле(л)ле ӳкрĕ те вилчĕ (жена моя. Шутка). Ала 14. Унăн тураттисем çĕртенех (до земли) пулнă тет. Ib. 62. † Пирĕн тăванăн çурт хулăм, çĕрне тая лара-çке. (Свад. п.). N. Çĕр айĕнчен тухакан вырăнта (хуралра) тăратпăр (в туннеле). N. Унта каяччен, çĕр айне кайсан луччĕ пулĕччĕ ман шукăшпа. Орау. Çавăншăн халăх ылханса: Макар ывăлĕсем çĕрех пулччăр! тесе, ылханнă, тет. Сунт. Пăрахсах кайрăм-ши сана, мĕн пĕчĕкрен сан çинче суха-пуçпе чакаланса ӳснĕ хура çĕрĕм? Орау. Çынни сăмахĕпе çĕр айнех антарса ярать (т. е. от его слов готов провалиться сквозь землю). ЧП. Çĕрĕсем çурăлчĕç, йăп тухрĕ. Истор. Вилнĕ çынсене пуçтарса, кĕл-туса çĕре чикнĕ. О сохр. здор. Çĕре чавса тунă пӳрт (землянка; далее о том же: „çĕре авăтса тунă пӳрт“). N. Ун (урхамахăн) пуçĕ пĕлĕте тивмест, ури çĕре тивмест. К.-Кушки. Йывăç мĕлки çĕр çине (на землю) ӳкнĕ. Ib. Сысна çĕр çинче выртат. Ib. Çĕр çине лар (на землю). Ib. Çĕре лар (на пол). Расск. 1З. Хуйхăра-хуйхăрах ачам патне çĕр айне кĕрсе выртăп ĕнтĕ! тесе, пĕрмай йĕнĕ вăл. Янтик. Çынна ылханнă чухне çапла калаççĕ: ешлĕ çĕре хураттăр, тикĕс çĕре тĕметтĕр (пусть образует холмик; пожелание смерти). КС. Амаль пулсан (если бы была возможность), çантах çĕре анса кайăттăм (провалился бы сквозь землю. Гов. сильно застыдившийся или опозоренный) Собр. Чи малтан, юр кайса пĕтсессĕн, çĕре е алăпа, е патакпа çапсан, турă çиленет, теççĕ. (Поверье). АПП. † Эпĕр макратпăр, кӳл тăватпăр, тăшманĕсем кĕпе çăваççĕ; кĕписем шурă кĕпе мĕн, çав кĕпепе çĕре кĕтĕр-и? Чăв. й. пур. 2З°. Çынна кӳрентерни çĕре ӳкмест. (Изречение). N. Ашшĕ-амăшне, ырă тăванĕсене хисеплеменшĕн çĕр çăттăр! (Гов. мать о дурном сыне и его жене). Янтик. † Çĕр çĕклейми пӳртсен çивиттине симĕс-кăвак-палан виттертĕм. Ib. Çĕр çôмĕнчен шуса çӳрет. (Пĕчик лôтра çынна калаççĕ). Тогач. Карчăка çавăнтах çĕр çăтса антарса ячĕ (проглотила земля), тит. Йӳç. такăнт. 40. Ах, турă, Кĕркури, çĕр çăттăрах çана! Орау. Çĕр çăтнă, турран кĕлешшĕ (брань). N. И, çĕр çăтасскер! Магн. М. 190. Çичĕ çĕр ними. Ib. Çĕр çăтни. Хурамал. Çĕр çăтманă пуçна! (Брань; заметьте конечное „ă“). Изамб. Т. Çĕр çăтманă (брань). N. Приккашчĕкĕ мишер, питĕ йĕрĕскер хăй, çынсем сисеймен вăхăтсенче, сехетĕн стрелкине кăшт анчах тĕртет, çур сехет сут тăвассине „çĕр çăтат“ те.. Н. Карм. Çĕр кулли пулман, или: çĕр кулли пултăр! (Ругань). Ib. Çĕр çăттăр! || Земля как вещество, почва. N. Çĕр каллех типсе карĕ. N. Çĕре каллех типĕтсе ячĕ (стало совсем сухо). N. Çĕр айне пусар? Ачач 8З. Пуçĕпе шăмарса анчах тăрать ав, урипе çĕр чавса сирпĕтет. Ib. Тôрра асăнса çĕр çыртре (божился). N. Ĕненместĕп, çĕр çыртам! (Также: чирĕк хĕресне пăхап!). СТИК. Çапăп та, çĕр çырттарăп! (Говорит, угрожая сильным ударом). Çапăп та, çĕр çыртăн! (То же самое). Календ. 1906. Тинĕс шывĕ пĕрмай çĕре çиет (размывает). N. Ман ура айĕнчи çĕр кăтăлса кайрĕ те (обрушилась), эпĕ шыва кая патăм (упал). || Земля как планета, tellus. СТИК. Çĕр тăватă кĕтеслĕ, таçта инçе кайсан, вăл çыран пек анса каят, тет. Çĕрĕн хĕррине халиччен никам та çитсе курман, тет; унта сĕм-тĕттĕм, хăрушă çыран таçта çити çĕрĕн тĕпне анса каят, тет. Çĕре темиçе пуçлă çĕлен тĕревлесе тытса тăрат, тет. Сред. Юм. Çĕр вăкăр çинче тăрат (теççĕ. Поверье). Т. VI, З. Çĕре ӳксе пăсăлнă йĕркене кĕл-тулалли. Н. Изамб. † Ĕнтĕ çĕр çаврăнат, çĕр çаврăнать, ман пуçăмри çаврака çĕлĕк пек. (Песня нов. происх.?). Сред. Юм. Ах тôр, ôн чĕлхине тӳсесси! Пĕр вăрçма пуçласан, çĕр çинче каламанни хăвармас пôль. N. Çĕр çинче каламан юмах хăвармарĕ (всячески изругала). || Суша. N. Валала çĕр çинелле утнă (пошла на берег, на сушу, будучи изрыгнута рыбою). Б. Яныши. Вăл (лисица) çинче шăтак тупрĕ, тет те, пулăсене пĕрерĕн-пĕрерĕн çĕрелле пăрахма тапратрĕ, тет. || Участок земли, владение. Т. VI. Ют çĕртен çĕр илсен, телей каять те, тырă пулмас, теççĕ. Бгтр. Пĕр татăк çĕр. N. Орина çĕр валеççĕр. Ытла усал çĕрех кĕмен. N. Саншĕн çĕр панче хам исе çӳрерĕм (при дележе?). Истор. Вăл та, ашшĕ пекех, хăй çĕрне ӳстересшĕн тăрăшнă. Ск. и пред. чув. 50. Кам вăрман çĕрне парать таптама ахалех сире, çĕрĕк çăпата? N. Аçу пурана çĕр валеçмесăр сутасшăн мар: çĕр ахалех каят, тет. Изамб. Т. Анчах усен вырăнне тутарсем çĕрне анчах хăварнă (нимĕн те хăварман). Кан. Хресченсен çĕр те питĕ сахал пулнă, çавăнпа начар пурăнăçпа пурăннă. ТХКА 67. Пилĕк ялăн çĕр пĕрле пулнă пирĕн ĕлĕк. Альш. Çĕлен Ивана калат: çап мана малтан, тет. Иван калат: ху çĕрĕнте малтан ху çап, тет. || Местность. Бгтр. † Шупашкар çĕрне каяс тесе, крымски çĕлĕк илсе тăхăнтăм. Çĕрпӳ çĕрне каяс тесе, сарă кĕрĕк çĕлетсе тăхăнтăм. Юрк. † Патшанăн аслă кӳлĕ (озеро) тăвăр пулĕ, пире çырнă çĕрсем тăвăр пулмĕ. || Место. Пухтел. Кунта ĕнтĕ савăт-сапа çума та, шывсем тыткалама та çĕр çук. Чаду-к. Кусем: майри пĕр çĕреле, кайрĕ, тет, а ывăлĕсем тепĕр çĕреле саланса пĕтрĕç, тет. N. Унта сана ик çĕрелле ĕçлеме май пулать-и, çук-и? N. † Ай-уй, савнă тусăм, хура куçăм, пĕр çĕре пуласси инçе мар. Яргуньк. Икĕш (оба) ик çĕрелле вăрман çĕмĕрсе анчах тарчĕç, тет. Эпир çур. çĕршыв 2З. Анчах халĕ, улахсене пит нумай çĕрте çĕтсе, анасем тунă. N. Эпĕр (я с ним) пĕр çĕртерехрех (почти в одном месте) пурăнатпăр, хошши 25 чалăш анчах. N. Пирĕн ĕнтĕ çитмен çĕрĕмĕр юлмарĕ (мы везде побывали). Çутт. 153. Тикĕчĕ, хăвах пĕлен, урапа сĕрнĕ çĕре каять (уходит на подмазывание телеги). Никит. † Сырăнас çĕре сырăнимарăм (не пришлось повязать сорбан), кайнă çĕре кайимарăм. Сунар. Вăл хăйĕн вутти патне (к дровам) çитнĕ çĕре сĕм-тĕттĕм пулнă. Когда он подьехал к своим дровам, то уже было совсем темно. Кан. Виçĕ ялăн повесткисене пĕр çĕре манса хăварнă. N. Эпир килекен çĕрте. N. Пурин валли те яшка пĕр çĕре пĕçереççĕ. N. Вăл вĕсене нумайччен вăрман тăрăх çавăрса çӳренĕ, вара кайран ĕмĕрне çын пырса кĕмен çĕре илсе пынă. Орау. Кĕпе чӳхеме кайнă çĕртен таçта çухалнă, тет. Пошла полоскать белье и куда-то пропала. N. Киле тавăрăннă чухне вĕсем хирпе тӳрем çĕртен (по ровному месту) иртсе пынă. Альш. † Тапнă çĕртен (где топнете) тар тухтăр, сикнĕ çĕртен сим тухтăр, вылянă çĕртен вăй тухтăр. (Хĕр йĕрри). Ib. Сурăх шăммисене епле те пулсан çын пыман çĕререх (где реже ходит народ) кайса тăкма тăрăш. (Ача ячĕ хуни). БАБ. Хай кунăн çак тукатмăша пытарнă çĕререхрен (близко к могиле) иртсе каймала, тет. Кан. Пур çĕртепе пĕрех шыв тăрать. Почти везде стоит вода. Урож. год. Нумай çĕре çитиччен, кунта лашине кӳртсе (= кӳртрĕмĕр); лаши кунĕ, хăй çӳрен. БАБ. Ку, тесе калат, тет, хăй: çиллентернĕ çĕр пурччĕ, эпĕ ăна хам вилмен пулсан та, туш (тоже) пĕтернĕ пулăттăм. Альш. † Уйрăм-уйрăм çуралса, пĕрле ӳссе, уйăрлмăттăм тенĕ çĕрсем пур. Кĕвĕсем. Хурăн-варта хура та чĕкеçсем пур. Ĕнтĕ çак тăвансемех, ай, килсессĕн, ĕмĕр манмăп тенĕ те çĕрсем пур. Ст. Ганьк. † Калас, калас сăмах пур, кăмăлу юлас çĕрсем пур (боюсь как-бы не обидеть?). Регули 186. Выртнă çĕрте волатăп. Ib. 188. Эп чĕннĕ çĕре килчĕ. Ib. 190. Вăл ĕçленĕ çĕртен килчĕ. Ib. 191. Соха тунă çĕртен (соха туса) килтĕм. Ib. 192. Кăнчала арланă çĕрле выртат. Ib. 195. Вăл пол тытнă çĕртен килчĕ. Ib. 252. Эп эс пĕлмен çĕре кайрăм. Я пошел в незнакомое для тебя место. Ib. 253. Пĕлмен çĕрте илтĕм. Я купил в неизвестном для меня месте. Ib. 294. Вăл пире пол çок çĕре (вырăна) исе кайрĕ. Ib. Ку томтир ĕçленĕ çĕрте лайăх. Ib. 57. Пол тытмалли çĕрте (там, где ловят рыбу) кимĕ тăрать. Ал. цв. 6. Çапла чипер аван пынă çĕртенех, сасартăк вăл хăй умĕнче вут çути йăлтăртатнине курах каять. Ib. Пĕр çулхине чут-чут сысна вилсе каяс çĕртен çĕпре шыв ĕçтертĕмĕр те, чĕрĕлнĕччĕ. ЧС. Анне те хуйхăрнă çĕртен кулса ячĕ. И мама, хотя и была печальна, улыбнулась. N. Кам хăйне, хăй нимĕн те мар çĕртенех (не имея никакого основания), такам вырăнне хурать, вăл хăйне хăй улталать. ЧП. Пĕр юрламан çĕртен юрлатăп-çке. Я не пела, а теперь пою. Регули 274. Парас мар çĕртен патăм. Я не хотел давать, но дал. ЧС. Çав лашана эпĕ пит юрататтăм, мĕшĕн тесен вăл мана пур çĕртен те (во всех отношениях) аванччĕ. Чăв. й. пур. Вăсем çиленнĕ çынна та, хăй умĕнче пит аван, унпала йăпăлтатса калаçаççĕ. Нимĕнпе те çитес çук вăсен кăмăлне, хăй çук çĕрте вара (в его отсутствии) çавăн пек çынна çултен илсе çĕре чикеççĕ (всячески поносят) çĕре. N. Çитнĕ çĕрте пĕр, везде, куда нипопадешь. || В качестве послелогов. Регули 189. Вăл киле килнĕ çĕре апат пĕçерес. К его приходу (домой) надо сварить обед (пищу). Ib. 185. Çăвăрнă çĕрте поплет. Говорит во сне. Ib. 168. Вăл сăмах попленĕ çĕре вăл килчĕ. Ib. 668. Вăл хĕвĕл аннă çĕрелле кайрĕ. Он пошёл по направлению к западу Кан. Вĕсем сăмах панă çĕрте эпĕ те пултăм. Кан. Пилĕк тенки тумланнă çĕре каять (идет на одежду). Тăхăр тенки тăраннă çĕре каять (идет на питание). Якейк. Çăрккаç Мишка эпĕр апат çинă çĕре (когда мы обедали) пыч те, атисам куçĕнчех эп ĕнер олахра ачасампа вылляни (баловала, шалила) çинчен каласа пачĕ. Çантах çĕре анса кайăтăмч, анмала полсан. Юрк. Пĕре çапла, ку чей ĕçме ларсан, кăшт хай хуçи ун патне, чей ĕçме ларнă çĕре, пырса кĕрет. N. Каç пулса килнĕ çĕререх (к вечеру) пăртак чартăмăр (кровь). N. Килне таврăнсан, татах хываççĕ, унтан ĕçсе çиеççĕ. Вĕсем киле таврăннă çĕре (ко времени их возвращения) каç пулат. Вара çавăлтенех тепĕр çĕр пуçланса каят. N. Сӳресе пĕтернĕ çĕре каç пула пуçларĕ. К концу бороньбы стало вечереть. || Употребл. в чувашизмах. О сохр. здор. Вĕсем (пчела) мĕнле ĕçленине курсан, юратас мар çĕртен юратмалла вăсене (невольно полюбишь). Ачач 11. Икĕ çулхи хĕр ачине ыталаса, çывăрас килмен çĕртенех çывăрнă пек выртать. Бур. Пĕр юрламас çĕртен юрларăм çак тăвансем кăмăлĕшĕн. N. Урмак-маки ӳкем тенĕ çĕртен тепĕр йывăçран ярса тытрĕ, теть (чуть не упал, но..). Сунт. Ĕç çук çĕртенех ĕç туса çӳреççĕ. ГТТ. Лешĕ вилес çĕртен вырăс çемйине кĕнĕ. Изамб. Т. Ывăлĕ пилĕк-ултă çавăрăннă çĕре старик акса пĕтерчĕ. Б. Яныши. Унта çитсе, вурăн хатĕрлесе, апат çинĕ çĕре тĕттĕм пулчĕ. N. Çак уйăх пĕтнĕ çĕре (к концу этого месяца), вăл тавăрнмĕ-ши? N. Кĕлĕрен тухнă çĕре (к концу службы) аран-аран пырса çитрĕмĕр. Регули 122. Вăл килес çĕре еп килте полăп. К его приходу я буду дома. Бес. чув. 6. Киле таварăннă çĕре (к его возвращению) унăн ашшĕ вилсе кайнă. || Тема, theme. ГТТ. Çырмаллисем пайтах çĕрсем пур та. || Результат, конец. N. Тата эпир хамăр ĕçе çĕрне çитерейместĕпĕр. Четыре пути. Пуринчен ытла ĕçре вăя шеллес пулмасть, пурне те çĕрне çитерес пулать.

çĕтĕл

(с’э̆дэ̆л’), рваться, изнашиваться. Кайсар. Çĕтĕк кĕрĕк йытă вĕрнипе те çĕтĕлет. Изношенная шуба донашивается и от собачьего лая. (Послов.). Султангул. Хĕлле хулăм тумтирпе выртать, çула çĕтĕлсе пĕтет. (Пăр шăнни). || Разорваться. Якейк. Хырăм çĕтĕлсе тохас паках толтартăм (наелся до-нельзя). || Раздражаться. N. Ялан çĕтĕлсе çӳрет. Все ходит раздраженным. Орау. Тĕк-тăмалăк ан çĕтĕл ĕнтĕ, кирлĕ-кирлĕ мар сăмахшăн та çĕтĕлетĕн. || Злиться. Сятра: пєрэ̆н кэ̆нэми сэ̆дэ̆лмэ тапратсэрччэ̆. Орау. Çĕтĕлсе ларать, сидит и злится. N. Вăрçса çĕтĕлсе çӳрет.

талкки

то же, что талккăш. Çутт. 37. Унăн хулăм çулçисем тем талкки вырăн (много места) йышăнса лараççĕ

тул

тол (тул, тол), наполняться, стать полным. N. Шăтăк тулсан, çын укçине лав çине тиерĕ, тет те, шуйттан ачине кӳлсе килне чуптара пачĕ, тет. Корачка. Пыр шăтăк толсак ларчă çĕмĕрт çисе. Ала 74°. Хурана кĕмерĕ, чукуна тулмарĕ (бык). СТИК. Ĕне çилли тула килет (уже скоро будет полно, у стельной коровы). СТИК. Чĕлĕмне тивертсех туртса пĕтерейместĕн, вăл тула тăрать. Не успеешь выкурить трубку, как оно (ведро) уже полно. N. Пĕве тулнă. Пĕвене шыв тулнă. Регули 1064. Кӳлĕ шăнче çомăртан шу толчĕ. О сохр. здор. Пирĕн ăшран пĕрмаях ăшă тухса тăрсан та, ун вырăнне çĕнĕрен ăшă тулах тăрать Ib. Ача выртнă çемĕн сăпка çитти айĕнчи таса сывлăша пĕтĕмпе хăй сывласа илсе пĕтерет, ун вырăнне таса мар сывлăш тулса çитет. СТИК. Пирĕн пӳртре шыв татăк тăмаст, хамăн çемье пысăккипе, шыва нуммай та тыткалатпăр пуль те, пĕрре пĕри каят, тепре — тепĕри, çавăнпа витресенче шыв тулах тăрать. Ib. Крантлă пичĕке аван та çав (бочка с краном очень удобна), крантне кăшт пăран та, пĕр-ик-виç минутран витре тулса та тăрат. Якейк. Попа эп паян пĕр пăтакка ыраш толимирах (неполный) парса ятăм. Кан. Ун тавра шăтăк кăшт тулми лайăх тăпра тултараççĕ. N. Хам шывра выртнă чухне çăвара шыв кĕрсе тулнă та, хырăм йăлт тулса кайнă. || Разливаться (о реке). Орау. Атăл пĕлтĕрхи чул тулнă, тит, ĕнтĕ. N. Кăçал шыв питĕ тулмари? N. Тулса кай (о реке). N. Атăл шывĕ толнă. || Прибывать (о воде). СТИК. Çырмари шыв кашни кун тулса пырат (каждый день прибывает). Ib. Çырмари шыв тула пырат (каждый день прибывает). Ib. Çырмари шыв тула пырат ĕнтĕ (скоро совершенно наполнится). Ib. Çырмари шыв тулах пырат (мĕн тулнăçем тулат, все прибывает). N. Атăлта шыв тула пырат (все прибывает). N. Çырмара шыв тулнă. Орау. Тата тулать-ши ку кӳлле шыв? Еще будет ли прибыль воды? Регули 424. Шу толах пырать. || Наливаться (о зерне). Сĕт-к. Ыраш тĕшши толса çитнĕ. N. Пăрçи тула пуçласассăн. || В перен. знач. N. Уй варĕнчи олмоççи, çӳлчи сарлать — уй толать, уй илемне вăл кӳрет. || Распуститься (о листьях). Ст. Ганьк. Шыв хĕрринче хурама, çулçи тулса çитсессĕн, тăкăнат аслă шыв çине || О луне. N. Уйăх тулса пырать (или: çитĕнет). N. Тулса çитнĕ уйăх, полнолуние. || Наливаться кровью. N. Мĕкĕрленсе ларнипе пуçа юн тулать. N. Тулса ларчĕ (кровь в рубахе). || Быть выплаченным сполна. N. Окçи толнă таран илĕр. Н. Якушк. † Ырă хăтаçăм (ятне кала), тулчи сана хĕр хулăм, тулмари сана хĕр хулăм. Хĕр хулăмĕ тулман пулсассăн, тата парăпăр, хăтаçăм. || Исполниться. N. Шăп виç эрне тулса çитсессĕн, асатте вилсе кайрĕ. Изамб. Т. Ашшĕ вилни акă пилĕк çул çăварнире тулат. N. Унтан вара, вăхăт тулсан, вăл хăйĕн ывăлне янă. || Испытывать полное удовлетворение, быть удовлетворенным. N. Çăкăр çине пăхсанах, мĕн пур кăмăлăм тулса ларат. ЧП. Килес хăна килчĕ, кăмăлăм тулчĕ. Ib. Савнă тусăр инçе кайиччен, курса юлсам куçăр туличчен. Ст. Шайнурз. † Сирĕн патра эпир килсессĕн, тулаяттăр сирĕн кăмăлсем. || Испытывать обиду, горечь и т. д. N. Ăшăм-чиккĕм тулса çитет. N. Ăш-чик толса охрĕ те, темĕн чол макăрса пĕтрĕм. N. Хурлăх куран салтакăн ăшĕ тулса çитет. N. Сирĕн пурăнăçăра аса илетĕп те, пĕтĕм ăш тулса çитет, куç-çул куçа хупласа илет. Сред. Юм. Ăшăм-чиккĕм толчĕ. Накипело в душе. N. Е ӳсĕрпе ăш тулса çитет те, çынна тем каласа пĕтерен. || Употребл. в качестве вспомогательного глагола. Изванк. Кашни урапана пĕрер икшер лаша кӳлсен, йăвăр пулат, унчух вилнĕ çынсем ларса тулаççĕ, тет. (Поминки). Кан. Куç ыратса-а-а кайрĕ те, хĕп-хĕрлĕ юн анса тулнĕ. N. Вăл çурта часах халăх пит нумай пырса тулнă. N. Çав вăхăтрах таçтан çумăр пĕлĕтсем тухса тулнă.

тупра

(тупра), имущество (от русск. добро). Кильд. Çавăн чухлĕ тупрама пĕтертĕм. N. Çĕртен, сут-ил тунинчен, савăт ĕçленинчен, мĕн пур тупринчен кам тупăм пуянтарах илет, вăл хыснана нумайтарах тӳлетĕр. || Приданное невесты. Н. Лебеж. † Пĕртех те каймăттăм леш кас ачине, виçĕ арча тупрам шел юлать. Ст. Чек. Тупра, добро (имущество). Янш.-Норв. Ларсан-ларсан, хĕр ашшĕ евчине хулăм мĕн чухлине калат, тата тупра мĕн-мĕн парассине калать.

хулăм

холăм (хулы̆м, холы̆м), толстый. Якейк. Холăм чос, толстый; ку чос ытла холăм, варĕнчен тепре кăларас полать (еще распилить пополам). Ib. Ытла холăм чĕлĕ çăккăр патăн уш. N. Хĕвел пĕлĕте ларсан, çанталăк йĕпене каять; хулăм пĕлĕте ларсан, тепĕр куннех ирех сивĕ пулать. || Низкий (о голосе). Ск. и пред. чув. 43. Петĕр юлташĕсене çапла сăмахсем хулăм сассипе каласа парать. || Густой (о волосах, о хлебе). Çатра-Марка. Акнă тырри холăм полсан, çолталăкчен хойхăм çок. Ск. и пред. чув. 28. Шур хулăм пĕлĕт тӳпене пĕрре те пуçтарăнмасть, хĕвеле пăхма хупласа чармасть. || Актай. Хуп хултăрчĕ хултăрчĕ хулăм яла култарĕ. (Кĕсле). || Обильный. Абыз. † Ĕçрĕмĕр, çырăмăр, турри патăр хуçине хулăмрах. (Авалхи ĕçкĕ юрри). || Богатый, зажиточный. Алших. † Хурăнташсем хулăм пулчĕç, ачасем айван пулчĕç. Султангул. Пирĕн ăратне пит хулăм, пирĕн каяс çул пит вăрăм. N. Манăн пурăнăç хулăм мар. || Полный. СРОВ. 4. Ашшĕ кăсйи хулăм чухне. Пазух. † Урамăрсем аслă, çуртăр хулăм, сар саркайăк вĕçни илемлĕ.

хулăмăшĕ

холăмăшĕ, толщина. Пшкрт. Порня холăмшă. Ярмушка-к. Хулăмăшĕ пур çĕрте те пĕр пекех хулăм, хĕç-тимĕр хулăмăшĕ иккĕ пулĕ (в два раза толще).

хулăм

калым. N. Каччă ашшĕсем хăйсемпе пĕрле хулăм укçине илсе пыраççĕ, вăл укçасемпе вара хĕр çемйисем парне тăваççĕ. Янш.-Норв. Хулăм мĕн чухлĕ паратăн? Пшкрт. Мĕн чольă холăм парса. ЧП. Хĕр хулăмĕ. || Сред. Юм. Тавар илсен, мĕн чул патăн-ха куна, тесе калассине, хулăм хаклă-и, тесе ыйтаççĕ.

хулăн

(хулы̆н), калым. См. хулăм. Альш. Хулăнне хаклă хунă — 120 тенкĕ. N. Аппа качча кайрĕ, ăна килĕшрĕç алă пилĕк тенке хулăн, вунă тенки кĕмĕл. Янтик. † Хулăн тени вĕт турпас, парни-сарни ут-кăшкар. ЧП. Хулăн укçи.

хурăм

хорăм, форма. Собр. Пĕчик акен хурăмĕ çурăк. (Хуртпуççи). Якейк. Эпĕ паян пасарта хорăмлă çынна кортăм. Ib. Çак хорăмпа иртсе кайнă çын кам? Сред. Юм. Пиншакăн хôрăмĕ пит илемлĕ. || N. Хĕрĕсем те ачисем те пăсăлчĕç, йĕрĕх хорăмне прахрĕç, шохăлĕ хорăм кая пуçларĕç. || Сажа. Смоленск. Хурăм пек хулăм хура пĕлĕт тухсан çăмăр пулать.

хăйпăт

(хы̆jбы̆т), отщепывать, отрывать, отлеплять, отковыривать, отколоть. Ыраш 28. Икĕ трактăр васкасах хулăм çереме тӳшеке çавăрса-çавăра пăрахнă пек хăйпăтаççĕ. Т. II. Загадки. Пĕри йĕр тăвать, тепĕри хăйпăтать. (Ака пуçин шăрчĕ йĕр тăвать, тĕренĕ хăйпăтать). Ib. Ывăлĕ йĕр туса пырать, ашшĕ хăйпăтса пырать. (Ака пуçин шăрчĕпе тĕренĕ). Сред. Юм. Пăртак çиç çôрлса тăракан япалана пĕтĕмпех çорса кăларсан вара хăйпăтса кăларчĕ теççĕ. Хорачка. Моклашкаран хăйпăтса исе (торпас). || Сдирать (деньги), облапошивать. В. Олг. || Украсть (метаф.). Шашкар. || См. хăпăт.

хĕвел

солнце. солнышко. Ск. и пред. чув. 88. Вут пек хĕвел выляса çул тӳпене хăпарать. Пазух. 92. Хĕвел хĕрлĕ хĕрĕсем, Турай хĕрсем тиейсе, суйламасăр илес мар. Дик. леб 43. Хĕвел анса çитеспе Елисан пиччĕшĕсем вĕçсе таврăннă. Когда зашло солнце, в пещеру прилетели братья. Ib. 36. Хĕвел анса килет. Солнце близилось к закату. Ib. 41. Хĕвел чылай çӳле кайсан... Когда солнце поднялось выше... КВИ. Çутă юхăм унăн айĕнче, çӳлтен ылттăн хĕвел çутатать. Под ним струя светлей лазури, над ним луч солнца золотой. N. Хĕвел анчĕ ту айне. N. Хĕвел кулать сайрарах, шăрши пĕтнĕ чечексен. N. Пĕр пĕлĕт çук, хĕвел çунать. А.-п. й. 42. Хĕвел анса ларчĕ. Тимухха лашине шăварма тухса кайрĕ. НР. Чупрăм-тухрăм ту çине хĕвелпе пиçнĕ çырлашăн. Взбежала я на горку за созревшей на солнце ягодой. ГФФ. Ашшăн-ăшшăн хĕвел пăхсан... Если солнце будет припекать. Ib. Ушшăн-ушшăн хĕвел пăхсан та, хорĕн те тăрăх сохăр йохать. Когда солнце сильно припекает, по дереву (березе) течет смола. Абыз. Çĕр çăввинче çĕр-çырли, çĕр-çырли, çĕр çăввине хĕвел пăхсан, тата пиçес кăмăл пур. Оп. ис. ч. II. Сывлăх пулсан таврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. Если будем живы, то вернемся подобно тому, как обращается солнце. N. Хĕрлĕ хĕвел сан умăнта йăлтăртатса тăрать, аялта тен çак пĕлĕтрен витрелетсе çумăр çăвать. Перед тобою блещет красное солнышко, а внизу из этого облака, может быть, льет проливной дождь. Баран. 28. Шĕшкĕ юмана хупласа хĕвел ямасăр тăнă. Орешник глушил его и не пропускал солнечных лучей. ТХКА. 108. Хĕвел тухас пек, çанталăк çуталать. Ib. Хĕвел чылай çӳле улахрĕ, хĕртсе пăхать. Шурăм-п. № 19. Хĕвел анса ларчĕ. Халĕ апат çиет пулĕ, ăна амăшĕ пăтă пĕçерсе çитерет, тет. N. Сивĕ кун виçĕ хĕвел пулать. N. Вĕсен пичĕсем хĕвелре çунса кайнă. N. Хĕвелпе тăрса, мĕн хĕвел аничченех кĕтӳре çӳрет. Чув. пр. о пог. 51. Виçĕ хĕвел курăнсан, сивĕ пулать. Если появятся три солнца, будет холодио. Ib. 42. Хĕвел хĕртсе пăхсан... Если солнце печет... N. Хĕвел витĕр (пăхвă чухне) çăмăр çусан, тата тепĕр çăмăр пулать. Если сквозь солнце (когда оно светит) идет дождь, еще дождь будет. Вопр-Смоленск. Хĕвел тухсанах пĕлĕт айне кĕрсен, çамăр пулать. Панклеи. Хĕвел те пĕлĕт айнех полчĕ (зашло за облако). С. Алг. Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел, çуратнă çĕр-шывсем шел юлать. N. Хĕвел каялла кайса пăхсан, çăмăр пулать, теççĕ. Якейк. Эс çанашкал покан тусан, хĕвел тепĕр çĕртен тохĕ. Ib. Эс çав окçая парсан хĕвел тепĕр енчен тохĕ. Ib. Ĕнер конăпех хĕвел пăхрĕ. N. Ма мана хĕвеле кăтартмастăн? Почему ты мне не даешь смотреть на солнце? N. Пӳртре хĕвел çутипе çап-çута. В комнате светло от солнца. N. Хĕвел пĕлĕт айĕнчен тохрĕ; хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе карĕ. Пĕлĕтсем хĕвел тĕлĕнчен сирĕлсе карĕç. N. Эпĕр хĕвелте ларатпăр. N. Мана хĕвеле тохма йорамасть. N. Хĕвелте çӳреççĕ. N. Старик хĕвеле ларчĕ. N. Ача макăрнă чохне ăна чарас тесе: хĕвел пăхать, ай, хĕвел пăхать, тесе калаççĕ, ача вара чăнахах макăрма прахать те, колма тапратать. Вăт хĕвел пăхса ячĕ, тесе каран колаççĕ. N. Пирĕн ăрам хĕвеле хирĕç пăхса ларать. N. Сар хĕвелте (в солнечные дни) çырла часах пиçет. N. Олăх толли сар хĕвел, кайăк вĕçни корăнать. N. Эпĕр паян кĕлтесене хĕвеле сартăмăр (на солнышко). N. Тĕкĕрпе хĕвеле ак вылят (не пускай зайчиков). N. Эпĕ пулсассăн, çакă уя пĕтĕмпе хĕвел аксан тапратса хĕвел тохаччен сухине туса, тыррине акса çитĕнтерсе, вырса, авăн çапса, тыррине йăлтах ампарсене тултарса хурап, тесе калать тийĕр, тенĕ, тет. N. Хĕвеле пăх та уйăха пăх, хĕвел çути сап-сарă, уйăх çути çап-çутă. Мусирма. Хĕрлĕ-хĕрлĕ, теççĕ ăна, хĕвел çинче ӳснĕ вăл. N. Пĕлĕт çинче илемлĕ хĕр çӳрет. (Хĕвел). N. Пăх-пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, çу чашкипе çу парам, пыл чашкипе пыл парам, ачу шыва кайсассăн, кĕвенте пуçĕпе туртса илĕп, сана хĕрли, мана шурри. (Сăвă). Н. Карм. Сирĕн пĕвĕр çинçе, сăнăр хитре, питĕр çинче хĕвел çутти пур. Ст. Чек. Хĕвел хĕлле çулахинчен аялта тăрат. Тюрл. Хĕвел аякка сулăнсан... Когда прошел полдень... Хурамал. Хĕвел аннă чух хулăм пĕлĕт тĕлне ансан, йĕпе пулать, теççĕ. N. Эсĕ апла тусассăн, хĕвел кай енчен тухĕ. ЧП. Пулă çакрăм хĕвел. Изамб. Т. Хĕвел йывăç пĕввине яхăн çĕкленчĕ. N. Хĕвел йăлт (кăшт — если дольше) пăхрĕ те пĕлĕт айне кĕрсе кайрĕ. Солнце проглянуло и опять скрылось. N. Хĕвел яраймăн ху тĕлне (невозможного не сделаешь). Унта аннӳ хĕвел пăхса çӳренĕ (об этом заботилась я). Юрк. Хĕвел ануçăм çанталăк пит хĕрелет. N. Хĕвел майĕ (майнелле) çаврăнса-çаврăнса, каллех пӳрте йăтса кĕрет. N. Хĕвел тĕтреленсен, уяр пулать, теççĕ. N. Хĕвел кутăн, каялла пăхсан çумăр пулать, теççĕ. N. Хĕвел юпа пек тухсан, çумăр пулать. N. Пирĕн тĕлтен Хĕвел анчĕ пулас (наше счастье закатилось). N. Тăвану килнине курсассăн, хĕвел пулса чупса тух. N. Кирек çта кайсан та пĕр хĕвел. N. Вара отсан-отсан хĕвел анса карĕ. Н. Лебеж. Тăвайкки тăрăх хĕвел ӳкет, пиçмен çырласене пĕçерет. N. Чӳречесĕр çӳртра пĕчĕк шăтăкран хĕвел кĕрсен... N. Хĕвел инçе карĕ. N. Курнитсара çыру çырнă чух, хĕвел ӳкрĕ пит çине. Кан. 1929, 178. Шăршлă, нӳрлĕ, хĕвел кĕмен пӳрт. N. Хĕвел виттĕр пăхни. N. Хĕвел тохсан тин... Микушк. Ирхине Хĕвел ӳкет пичĕ çине (на лицо его падает). Торп-к. Карăнтăк виттĕр ылтăм туя кĕрĕ. (Хĕвел). N. Вăл хапха çил хĕвелне шалтăртатать, хĕрӳ хĕвелпе ялтăртать. N. Хĕвел (-е, -ĕн) анма вăхăт ĕнтĕ. N. Çĕн çул кунĕ ырă хĕрлĕ хĕвел пулчĕ. N. Хĕвел ăшă пăхать. N. Хĕвел анарахпа пурте киле таврăнаççĕ (с поля). ГТТ. Мана пĕлĕт çаврака хуран тĕпĕ евĕрлĕ, хĕвелĕ лапка туйăннă. N. Çак кунсенче хĕвел пулмарĕ. Хĕвел ларнă вăхăтра анчах çитрĕмĕр. N. Йĕрекен ачана култарас тесе: „Хĕвел пăхать“, теççĕ. N. Пăхман хĕвеле ирĕксĕр пăхтараймăн (ӳпкелекен çинчен калаççĕ). Никит. Хĕвелпе юр кайсассăн, тулăпа урпа пулать, тенĕ ĕлĕк. N. Эсĕ хĕвел анса лариччен çит (или: килсе ĕлкĕр, или: килме тăрăш). Ты приходи до захода солнца. Сред. Юм. Пăх пăх, хĕвел, ачу шыва кайрĕ вит, квенте пуçĕпе туртса илтĕм, ачуна хĕрлĕ çăмарта парăп, хуна шурă çăмарта парăп. (Поют дети, когда солнце скрывается за облаками). N. Эп сана çавăншăн олталап полсан, ман çине хĕвел ан пăхтăр (пусть помру). N. Хĕвеле май çаврăн. Иди по солнцу с востока на запад. N. Хĕвеле хирĕç, против солнца, с запада на восток. N. Онăн куç пит начарланнă, хĕвел курмас вит олă. N. Хĕвел куçа çиет. Солнце глаза ест. N. Хĕвеле питĕн пӳрт çутă полать. Изба, обращенная к югу, бывает светла. N. Хĕвеле тӳртĕн пӳрт тĕттĕм полать. Изба, обращенная на север, бывает темна. N. Хĕвелпе пĕрле тохса кайрăм. Выехал при восходе солнца. N. Хĕвелпе пĕрле киле кĕтĕм. Приехал при заходе солнца. N. Эс те çавна тусан, хĕвел те тепĕр енчен тохĕ. (Говорят, когда уверены, что он не может этого сделать). N. Хĕвел анса лара пырать. Хĕвел анса пырать. Первое показывает, что до заката близко, а второе дольше, чем первое. N. Хĕвел кăнтăрлаччин вăкăрпа чупать, тет, кăнтăрла иртсен, карсакпа чупать, тет. N. Хăш чухне хĕвел çӳл енчен карталанса тата тепĕр хĕвел пулать. Вăл хĕвел тавраллах çавăрăнать пулсан, „хĕвел карталаннă“ теççĕ. N. Хĕвел каçалана сулăнсан, çĕрте йăвăç мĕлкисем вăрăмлана пуçларĕç (от деревьев протянулись длинные тени). N. Хĕвел ансан пуçласа тепре хĕвел аничченех. N. Хĕвел тухсан пуçласа тепĕр хĕвел тухичченех. N. Хĕвел хĕртнĕ — солнце палило. N. Хĕвеле хирĕç пăркăç пĕренене ман ним кăмăл туртмасть ăна, ан тив юлтăр вăл, тен маччаран çӳлелле хурăпăр, халь маччаналла пураса çитиччен пĕрене çитет-ха. N. Ытти пĕчĕккĕн курăнакан çăлтăрсем, хĕвелтен шутласан пирĕн çĕртен темиçе мĕлюн хут та ытла аякра тăраççĕ, çавăнпа вĕсем хĕвелрен пĕчĕккĕ пек куранаççĕ. СТИК. Хĕвел çинче типĕтнĕ (о копченном на солнце). Ib. Хĕвел тӳпере чух, в полдень. Ib. Паçăр çăмăр çурĕ, халĕ хĕвел пăхат ĕнтĕ епле (говорят о маленьких, если они только что поплакали и смеются). N. Пĕчĕк ачасем хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе сулхăнлатсан ак çапла калаççĕ: „Хĕвел! Ача кĕпи шыва карĕ, туртмаллипе туртса ил“. N. Хĕвел апатчен вăкăр çинче пырать, тет; апатран варалаша çинче, кантăрларан вара — кайăк çинче. N. Хĕвел кунран-кун иртерех тухса пырать (ир тухнăçеммĕн ир тухса пырать, кая юлнăçеммĕн кая юлса анса пырать). Янтик. Эп вăхата хĕвеле пăхса пĕлеп. N. Хĕвел хĕлле çӳле каймас. Изамб. Т. Пăхăр-ха, ачасем, епле хĕвел выляса тухать. N. Пăртак кăна хĕвел хĕрри курăна пуçларĕ (утром). N. Хĕвел йывăç пӳ (пĕвĕ) хăпарнă çĕре эпир киле çитрĕмĕр. N. Хĕвел анас патне çитнĕ, тет. Артюшк. Ачамсене пĕр пичĕ хĕвел, тепĕр пичĕ уйăх тавăттăм. Собр. Виçĕ хĕвел тухсан, уйăхĕпех йĕпе пулать, теççĕ. Н. Карм. Хĕрлĕ хĕр пĕлĕт тăрăх çӳрет. (Хĕвел). N. Ача, ку çумăр хĕвелĕ пулĕ, ытла пит хĕртет. ЧП. Хĕвел пăхрĕ — типĕтрĕ. N. Виç хĕвелпе кайман шурă юрсем. N. Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел N. Вăл вăхăтра хĕвел выляса тухрĕ вăрман çинчен пĕлĕт çине, кун та хитреленсе карĕ. Лобашк. Вăрман урлă сар каччă курăнĕ. (Хĕвел). N. Чипер хĕр пысăк уйпа çӳрет. (Хĕвел). Синьял. Хĕвел витĕ, çу витмĕ. (Кантак). Сятра. Вутсăрах çунать, çунатсарах вĕçет, урасăрах чупать. (Хĕвел). Альш. Çула хăшĕ-хăшĕ куç ыратнипе хĕвел çине тухаймасăр лараççĕ. N. Хĕвел анса пырать (скоро закатится). N. Хĕвел карталаннă (круг вокруг солнца к непогоде). N. Хĕвел тухса сарăлнă (совсем уже взошло). N. Хĕвел кулать, хĕртсе хĕвел пăхать. N. Пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, этемсене савăнтар. N. Хĕвел шăвать. Кив-Ял. Хĕвел тухать хĕрелсе çут тĕнчене çутатса. (Вăй юрри). Нюш-к. Иртсе пыракан çын пичĕ çине тĕкĕрпе хĕвел çуттине ӳкерес. N. Хĕвел кашни кун ир тухнăçемĕн ир тухать (ир анса ларнăçемĕн ир анса ларать). Курм. Вăрмана çитсен, хĕвел анса та ларчĕ. Аттик. Хĕвел кашни кун пĕçернĕçем пĕçерет. N. Хĕвел ир хĕрелсе тухсан йĕпе пулать (вăл кун çăмăр е юр çăвать), теççĕ. КС. Ура питне хĕвел çапрĕ (насквозь, сильно прожгло). Трхбл. Хĕвел пирĕн йĕтем пысăккăш, тетчĕç ваттисем. N. Хĕвел пит хĕртет. N. Хĕвел тухнă çĕрелле çитрĕмĕр (ко времени восхода солнца). N. Паян эп тăрсассанах хĕвел тухрĕ. Красн. Горка. Хĕвел питĕ хытă пахать. Сĕт-к. Хĕвелин пăхасси номаях мар та-ха; час кĕлет айне хопланмалла. || Назв. божества. Магн. М. 63, 64. Хĕвел ашшĕ, амăшĕ, хăлхи, çоначĕ, ори. || Клятва. Ст. Чек. Хĕвел, илмен эп ăна. Сред. Юм. Хĕвел пôр! (Тôпа туни). Орау. Мĕн эсĕ çын çинчен çука калаçса çӳрен: эпир хĕрсемпе ун-кун, апла та капла çӳренĕ, тесе калаçса çӳрен? — Çук, Якку. Ак, хĕвел, калаçман. Ăна сăмах вĕçертнине (что болтают зря) ху та пĕлен-çке.

парка

(парга), ядреный, полный, здоровый. КС. Кăçал хăярсам пит парка шăтаççĕ. Шурăм-п. Кăçал ăвăс кăчки парка. В. Ив. Вăрлăхра çимĕç мĕн чухлĕ нумайрах, тырă çавăн чухлĕ паркарах ӳсет. Чув. пр. о пог. 61. Çĕнĕ уйăх парка пулсан, уйăхĕпех çăмăр пулать (хĕлле ăшă юр пулать). Если молодой месяц полный, весь месяц будет дождь (зимой будет снег). . 443. Хăмла çырли малтанхи парка пулсан, малтан акнă ыраш лайăх пулать. Если раньше поспевшая малина крупна, то раньше посеянная рожь будет хороша. ЧП. Хура-ах вăрман хуххине суйласа татрăмăр паркине (= шултăрине. КС.) Альш. † Хура вăрман хуххине суйларăмăр паркине. N. Урасем пит парка = урасем пит хулăн. Сред. Юм. Ôн ачи пит парка ӳсет-ха (растет плечистым, здоровым). КС. Уммасем кăçал парка ӳсеççĕ. Хурамал. Пирĕн тырă пит парка шăтнă (тĕм-тĕм шăтна, ушкăн-ушкăн шăтнă, лайăх пулнă). Ст. Чек. Парка ӳсет (уçăм), растет тучно, отлично. СПВВ. ИФ. Ку кĕпçе пит парка, теççĕ, Календ. 1904. Шултра пĕрчĕн тымарĕ парка, йышлă пулат, нӳр те нумай туртать, шăтасса, ӳсессе те парка шăтать, парка ӳсет. СПВВ. ФВ. Мăн, хулăм кĕпçене парка теççĕ. Изамб. Т. Кăçал тырă парка шăтăрĕ (= шăтрĕ, взошел роскошно). . Унăн ачи парка ӳсет. СПВВ. ЕХ. Парка = хулăн. Кудемер. Парка лаша, здоровая лошадь. Шибач. Парка çитĕнет сĕлĕ (крупный). . Çӳлти парка полчĕ, аялти каюллă полчĕ. || Выносливый (о лошади)? Хорачка. Парка ут (пĕтсе кайса, хоппи анчах йолса, хытă чопать).

парне

(парнэ, парнэ), дар, подарок. N. Тавлашса чупакан çĕрте чупасса пурте чупаççĕ, анчах парнине пĕри илет. Янтик. † Икĕ аллăмра икĕ кемĕл сулă, улпутсем ытаççĕ парнене. Альш. † Икĕех аллăмра икĕ сулă, ыйтаççĕ улпутсем парнене. N. † Аллăм кăна тулли кĕмĕл сулă, улпутсем ытаççĕ парнене (в подарок). Кан. Алăра пурçăн тутăрсем, хулпуççи урлă парне пирĕсем (у рекрута). В. С. Разум. КЧП. † Сарă вăрăм ачана каймашкăн парне нумай кирлĕ. Регули 1535. Ыран эреке исе парам, она парне. N. Парнесем илсен, ĕçсе ӳсĕрĕлсе киле таврăнаççĕ. Шарбаш. Ашшĕсем пуянах та мартан парне çине нумай хумарĕç. Юрк. Ăçта лаша илме укçа кирлĕ пулат, ăçта ĕне илме, ăçта, парнене, пăру-тиха илме. Ск. и пред. 70. Михетерĕн килĕнче парне валли çĕлеççĕ. Н. Лебеж. † Çуллен туя кайăпăр, çуллен парне çакăпăр. Изамб. Т. Мĕн-мĕн выльăхран парассине, тата миçе парне парассине калаçса пĕтерсен, хулăм миçе тенкĕ парасси çинчен калаçаççĕ. Содр. † Пуса парни парсассăн, пусма çине сарса хăварăпăр; кантăр парни парсассăн, карлăк çине çакса хăварăпăр, йĕтĕн парни пулсассăн, ик хул çине çакса кайăпăр. Магн. М. 53. Парне, подарок из куска холста. || Жертва. N. Унта ĕлĕк чăвашсем киремете парне кӳнĕ. Альш. Çĕнĕ пӳртĕн тĕтĕмне пĕлĕт илет парнене. || Добыча. Чер-чун яп. й.-к. пур. 15. Аллине лекнĕ парнене. Ib. 29. Рыçпа арăслан хăйсемпе пĕр тĕслĕскерсем, пач сисмен хушăра парне çине пăрахăнса, ăна пĕтерсе хураççĕ.

пусăран

пусрăн, (-зы̆-), осесть, слежаться. Ст. Чек. Шурăм-п. Кăçал юр çанталăк ăшăтичченех çуррине яхăн пусăрăнчĕ. Çутт. 114. Пур çĕрте те шурă юр хĕвел ăшшипе пусăрнат. Толст. Пусăрăнман юр çинче йĕлтĕрсем пĕрер шите яхăн, хăш-хăш тĕлте ытларах та путса пыраççĕ. В. Олг. Посăрăнса, осело (строение). Изамб. Т. Лашасем таптанипе малтан хулăм сарăм пусрăнать. || Успокоиться, остепениться, улечься (о сердце), утихнуть, смириться. N. Унсăрăн унăн чунĕ пусăрăнмасть (не успокаивается, не улегается). Юрк. Тыррисене çынсенчен малтан анкартне кӳртсен, чунĕсем пусăрăнаççĕ. Бур. † Пирĕн çамрăк чĕресем пусăрăнмаççĕ, хамăр тăвансене курмасан. Альш. † Çакă тăвансене курмасан, ман çамрăк чĕресем пусăрăнмаст. Кĕвĕсем. Пирĕн çамрăк чĕре пусăрăнмас, хамăр пуçа хуйхăсем ӳкмесĕр. N. † Пирĕн çамрăк чĕресем пусăрăнмас, пирĕн тантăшсене курмасан. Сред. Юм. Ăш посăрнмас, не спокойно на душе. Изамб. Т. Çил пусăрăнчĕ, вут пусăрăнчĕ. Ib Тепĕр кунне ирхине тăман пусăрăнчĕ. N. Унăн хуйхи пусăрăннă вара. N. Унăн кăмăлĕ пусăрăнма пĕлмен. Альш. Ире яхăн лăпланчĕ (пожар утих), тин хай чун пусăрăнат. N. Пусăрăнса туйми пулса тăр. КС. Ахăракан ăйăр акара пусăрăнать. Янтик. Халĕ чыстиех пусăрăннă вăл, текех çамрăк чухнехи мар çав: вăйĕ те сахалланчĕ пуль, укçисем те пĕтрĕç пуль! (финансовая сторона растроилась). ЧП. Матур йĕкĕт пусăрнать хĕр илсе (успокаивается). Баран. 253. Хăшĕ (люди) нихăçан та пĕр вырăнта пусăрăнса тăмаççĕ (все время бродят с места на место). Ib. Кайран хăй çапах пусăрăнса тăрайман (не унимался). Энтипе тек чăрмантарса пынă.

евчĕ

сватун(-ья); сводник(-ца). СПВВ. ЕХ. Евчĕ — хĕр çураçнă чухне хăтана çӳрекенни. Юрк. Евчи (арлă-арăмлă) туй тапранас уммĕн икĕ хăта хушшинче туй пирки калаçаканни, хĕре çураçаканни, чăпăрккă пăрахаканни. Янш.-Норв. Çураçиччен хĕр ашшĕпе авланас ашшин хушшинче сăмах çӳретекени евчĕ пулать. Евчи вăл е хĕр ашшĕсен пĕлĕшĕ пулать, е упăшки пулассин пĕлĕшĕ пулать. Упăшки пулассин ашшĕ енчĕ патнĕ каять те, хĕр ашшĕ патне: хĕрне хулăм мĕн чухлĕ ыйтать? тупра мĕн мĕн парать? тесе, ыйтма ярать. Ст. Чек. Упа лартат евче çăккăр-тăвар. Медведь угощает сватунью. Изамб. Т. Евчĕ всегда бывает из той же деревни, откуда невеста. N. Ывăл ачи ӳссе çитсессĕн, ашшĕ-амăшĕ хĕр шыра пуçлаççĕ. Хăтана тӳрех хăйсем çуремеççĕ, вĕсем пит вăтанакан çынсем, шыраççĕ вĕсем çын урлă, вăл çынна евчĕ теççĕ; евче... е арăмĕ, е упăшки уйрăм пулмаççĕ, икĕшĕ пĕрле пулаççĕ. Евчĕ малтан хĕр ашшĕ-амăшĕпе калаçаççĕ, ыйтаççĕ панине-паманнине. || СПВВ. «Евчĕ — посредник. IЬ. † Тусана тăвас пулсан, лайăхне ту, ялти туса евчĕ кирлĕ мар». Стюх. † Тăватсăн, ту тусна ялтине: ялти туса евчĕ (посредник) кирлĕ мар. || Латыш. Нишлеме иккĕн кирлĕ: пĕри карчăкки, тепĕри евчи.

юлашки

остаток. НТЧ. Кайран, юлашки юлсан, хăйсен ăратнипе, юри кайса, чĕнсе çитереççĕ. Янш.-Норв. Юлашки юлнине (кушанье) ялти чухăн çынсене кайса параççĕ. Сир. 259. Лешĕ çинĕ, тăраннă та, юлашки те юлнă. Пропов. о блудн. сыне. Сысна юлашки икĕл хуппи. Шелуха желудей, оставшаяся от свиней. Изамб. Т. Капăртма юлашкинчен е çавăн йышшинчен пĕчĕк çăкăр пĕçереççĕ. Ун пеккине хăпарту теççĕ. Ядр. † Сар хĕр амăш каларĕ: 80 тенкĕ хулăм, терĕ. Ах тăхлачă, тăхлачă! сакăр ача йолашки (отставная любовница восьмерых) сакăр тенке кирлĕ мар! N. Чăваш юлашки, вырăс юлашки (негодный). Ч.П. Çак ирçе ялин хĕрĕсем пиртен кая юлашки. Бугульм. † Пирĕн инке пуласси теплĕ таса юлашки (последняя, случайно уцелевшая, virgo); эпир илнин юлашки шăль тăкăниччен ларин-ччĕ. || Остальной. Собр. 164. Юлашки ешкен тути çук, теççĕ. (Послов.). || Последний. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 7. Шутласан, юлашкисем мĕнпе-те-пулин вăйлăрах пулнă пулас. ЙОН. Çирĕм пĕр çула хам çитрĕм, юлашки хам юлтăм. Регули 907. Йолашки патне çитичченех лайăх-чĕ, йолашки при осал полчĕ. IЬ. 1030. Эп йолашки полтăм (килтĕм). Я оказался (пришел) последним. IЬ. 1031. Йолашкине вăлсам анчах йолчĕç (вăл анчах йолчĕ). Последними(-ним) остались они (он). Юрк. † Атте мана юратат, юратат та х(к)улянмас; юлашки унăн епле пулĕ, тет. || Поскребыш (последний ребенок). Орау. Юлашки мар-и вăл? Он у них не поскребышек ли?

лăш

перерыв, время отдыха. Сĕт-к. Тыр вырма тапратсан, ним лăш та çок. Ib. Ыраш вырса пĕтерсен, сĕлĕ вырма тохиччен, кĕт лăш корма поли-ха. Якейк. Лăш кормасăр ĕçлерĕм. Я работал без отдыха. Утăм 22. Хăçанччен лăш курмасăр ман хулăм çурла çакĕ? тет пуль вăл паян. Хастарлăх 28. Унăн чунне турткаларĕ, çапăçса вăл лăш курмарĕ.

лĕпсĕрке

(лӧ̆псӧ̆ргэ, лэ̆псэ̃ргэ), лохматый, мохнатый, неуклюжий. С. Мокш. N. Кăмакара лĕпсĕрке упа ташлать. (Милке). Вопр. Смоленск. Кăнтăрла çитерехпе лĕпсĕрке (пысăк, хура, илемсĕр, чăмăркка капан пек) хулăм пĕлĕтсем тухсан, каçпа çăмăр пулать. Чув. пр. о пог. 167. Лĕпсĕркке пĕлĕт, мохнатое, размытое кучевое облако.

мăнă

большой, толстый, крупный. Кан. Мăнă çиппеле çĕленĕ пулин те татса илсе юлнă. П. И. Орл. Манăн сассăм çинçе пулĕ, упа сасси хулăм (мăнă) пулĕ. Ир. Сывл. 39. Мăнă вăрманĕ (крупный лес) шурĕ те, тухрĕ. Торп-к. Мăнни мăнăрах çыртать, теççĕ ваттисем. (Послов.). Собр. Ай-ай çак йăвăç питĕ мăнă. (Если же это прилагательное служит определением, то здесь говорят: мăн (без ă). N. Мăнăрах çынсем вăсене чарса калаççĕ: апла ан аташăр, ачасем! Ерк. 6. Урха мăнă евĕрлĕ, çине тăрсан çилĕллĕ. НАК. Мăнă (аслă) турă, мăнă турă амăшĕ. См. мăн.

йăт

(jы̆т), поднимать, носить, таскать, положить на себя и нести. ЙӨН. Таканапа шу йăтаççĕ, витре ăшĕнче пуç çăваççĕ. СЧЧ. Мирон пичче хай йĕрĕх пĕрнине илчĕ те, пахчаналла йăтса кайрĕ (понес). Ч.С. Çынсем хăшĕ чĕрес, витре, касмăк çĕкленĕ те, шыв йăтаççĕ (таскают воду). Ала 55. Йăтсан-йăтсан, манăн кĕлетре нимĕн те юлмаþ (я перетаскал все). Орау. Ула-кураксам йăва çавăрма хулăсам йăтаççĕ. Вороны таскают прутья для гнезда. N. Анна вут йăтма кайнă. Анна пошла таскать дрова. N. Ачана йăтнă ― пырать. Несет ребенка. М. Кукшум. Пирĕн те вут йăтас, çын янтипех ăшăнса выртас мар пăрмаях. Шимер-Пось. Вĕсем ахаль пыман-мĕн, çăварĕсемпе пылчăк йăтса пынă (таскали во рту грязь). Упа. Çак упа тус пирĕн пуçне йăтса пăхать (поднимает голову) ― хыр йăвăсĕ çинче вĕлле çакăнса тăра парать. Якейк. Йăтиман нумай йăтнă, тет. (Послов.). Курм. Вăл кĕнекесене пасарта, тата ялсенче йăтса çӳресе сутать-чĕç. N. Ĕлкĕрмен-и-хă? ― Ĕлкĕрнĕ; йăтса кĕреп ĕнтĕ. Разве не готово? ― Готово, сейчас внесу. Сюгал-Яуш. Вара пулăсене йăтрăм та (положил на себя), киле кайрăм. N. Йăтса пыр, нести, тащить. N. Йăтса çитер, донести куда. Орау. Хăшĕ хĕрне йăтса çӳременни анчах. Иная готова дочь свою носить на руках, т. е. очень балует ее. Чаду-к. Кайран вара саккăрăн яла йăтса хăпарчĕç. Çĕнтерчĕ 29. Тулла шăтăка йăтса пăрах. Сл. Кузьм. 66. Вăл тинĕс хĕрринчен темĕн тĕрлĕ чăнкă ту çине михĕпе тулă йăтнă (таскал мешки с пшеницей). Взять что-либо, чаще ― тяжелое. Альш. Аслă ывăлĕ хăйрине (точило) йăтать, тет те, каять, тĕт, çӳреме. Шурăм-п. № 16. Хыйă йăтнă. Взяли лучину (лучинки) в руки. Ала 26. Мĕн тума (к чему) ун чухлĕ сухари йăтăрăн? (взял с собою). Шибач. Хоçи сенкĕ йăтрĕ (взял) те, чопрĕ хытă çав ачасам патне. || Добыть в изобилии. Якейк. Апи ĕнтĕ кăçал хăяр йăтса илĕ! [у тебя (говорит матери) нынче будет много огурцов]. ― Йăтса илес çок эп, лартмастăп та. Янтик. Ну, йăтрăмăр пулла. Ну, и наловили мы рыбы! (т. е. поймали много рыбы). || Выдерживать. Орау. Пăр хулăм шăннă ĕнтĕ, лашана та йăтать (выдерживает лошадь). Ч.П. Пилеш пиçсе çитнĕ чух, аври йăтса лараймасть. || Принимать (в картах). N. Йăтрăм. Я принял. || Обрушить. Срв. и ш. N. Уç! Уçмасан, йăтса антарап, тет. Он говорит: «Отвори, а то я разрушу (избу)» Синерь. Тапратрĕç, тет, вăрçма кашкăрпа вуникĕ мăйракалли вите (sic!) йăтса антарас пек. Чорт и волк принялись драться так, что казалось, что они обрушат конюшню.

йĕкĕрĕк

ходкий. Хурамал II. 95. Кӳлнĕ аку йĕкĕрĕк пултăр (ĕçӳ ӳсĕмлĕ пултăр), акнă тырру хулăм пултăр.

вăй

(вы̆j), сила; средства. Регули 326. Вăй патăр! Собр. Ку айкки, леш айкки вăй патăр. (Чӳлĕк туртни). Альш. Тапна çĕртен тар тухтăр, сикнĕ çĕртен сим тухтăр, вылянă çĕртен вăй тухтйр. Ст. Ганьк. † Тарăн вар тăрăх çул килет, икĕ аяккипе хĕр килет; ăна, тытса, çуп-тусан, çамрăк пуçа вăй (энергия) кĕрет. N. † Кукăр-макăр çул пырат, кукăрипе хĕр пырат; ăна, тытса, чуп-тусан, çамрăк пуçа вăй кĕрет. Сала 302. Вунă пӳрне вăйĕ тан мар. (Послов. ). Истор. Кĕрешсен-кĕрешсен, Мстислав вайран сулăна пуçланă (начал выбиваться из сил). Макка 44. † Вăрăм çулпа килтĕмĕр хура-тур лаша вăйĕпе. Ала 11. Манăн киле кайма вăй çитес çук (сил не хватит), кунтах çăвăрас (= çывăрас) пулĕ. Серг. Рад. Ялан вăйпа ĕçлемелли ĕçсене ĕçленĕ (выполнял тяжелую работу). Панклеи. Карчăк патак илет те, çак хĕре поçĕнчен мĕн вăй çитессипе (насколько хватает сил) çапать. N. Вăй патăр пуса татма! Якейк. Тытрăм-турăм тотине (поцеловался), çамăрăк (siс!) Чона вăй килчĕ. Букв. 1908. Çывăрсан, ăна вăй кĕвĕ (она отдохнула). А. П. Прокоп. † Эпĕр ĕçни, эпĕр çини улт уралă хуртан вăqĕсем. КС. Вăй патăр! Бог помочь! (Отвечают: «тавах!»). Сред. Юм. Вăй патăр! Тор пôлăштăр! Ч. П. Хура сăсар (написано: «сасар» — дважды) йĕрне йĕрле-йĕрле, чикĕ чĕр-куççи вăйне эпĕ пĕтертĕм. О сохр. здор. Вăй çитменнине (непосильную работу) ĕçленĕрен. К.-Кушки. † Вăй кăларса ĕçлерĕм, вăйлă туйпа памарăн. (Хĕр-йĕрри). Сред. Юм. Вăй кĕрсе çитнĕ çын, взрослый человек. Ст. Дув. † Ӳссе çитĕнеет ар ывăлĕ, патша патне каят, вăй хурат. Сиктер. Турă, сана асăнатăп хура халăх вăйĕпе. Юрк. Чипертерех тăракан çынсене, çыру пĕлекенсене, хайсенĕн вăйĕнчен чăвашла кĕнекесем илтерсе вулаттарнă. Ib. Вăл кахал, çын вăйĕпе-кăна пурăнасшăн (хочет жить на чужой счет). Ib. Улпучĕ именине тертленсе тытса тăрат, правиччĕлĕсем ун вăйĕнчен пуйса выртаççĕ. Макка 218. Акă сана (киремети) хур паратпăр, мĕн вăй çитнипелен анчах. {{anchor|DdeLink19642142371547}} N. Вăй çитнĕ таран, но силе возможности. N. Манăн та çаc (= çиес) килет, тульккă вăй çитеймĕçт (не хватает средств). Истор. Хулăм тӳлеме вăйĕ çитейменнисем пĕрер арăмран ытла илмен. N. Ывăлĕ кăçал-кăна вăй пара пуçларĕ (= пулăша пуçларĕ). || Ущерб. Риккошкăнь-Янасал. † Стаккан çутă тийиса (= тиеесе), тĕп корниччен ĕçес мар, хуçине вăях тăвас мар. См. вуй, вый, вой.

и

(и), вопрос. частица. Иногда энклит.: ли. Ставится после всех частей речи. См. а, е. Рег. 491. Вăл туса-и, пичĕш туса-и кона? Рег. 492. Вăя сана хăва (=сам) пачи кона? Он тебе это сам дал? Рег. 493. Эс пырса-и, вăл пырса-и? Рег. 494. Вăл тури (= турĕ-и) кона (ку портаврине)? Рег. 495. Вăл туса-и? Рег. 487. Шув-и ку? Онни (онăн-и) ку? Сумар-и вăл? Пусăк-и? Букв. 1886. Ĕлĕк хама вăрланă чухнехи аса килмерĕ-и-ха? тесе калать, тет, карчăк. Рег. 1430. Эп кайса пăхам, килте-и, кияте мар-и вăл. Рег. 1432. Кайăпăри, йолăпăри, пĕлместĕп эп халĕ. Рег. 1437. Кили, килми? — Эп онтан итрĕм, килет-и, килмест-и, тесе. Сред. Юм. Эп пĕлмесп-и? Я не знаю ли? Ст. Чек. Эс-и ку? 1. Неужели это ты? 2. Это ты? IЬ. Эсĕ-ччи унта? Разве там был ты. Беседа чув. 13. Те кам та пулсан çилентернĕ сана, е арăмупа вăрçнă-и эсĕ? Орау. Пулăшăн-и? (Юрк. Пулăшăн-а?). Поможешь-ли? Чебокс. Атте, вăрмана кăмпа пуçтарма каям-и? — Кай, ачам (позволение). Ч. С. Эпир, ана çине çитсе, вуншар кĕпте выртăмăр-и, выраймарăмăр-и — хĕвел анăçĕ енчен хуп-хура çумăр, хăрушă аслати авăтса, киле пуçларĕ. N. Улпучĕ тухрĕ, тетте: мĕн пăхатăн чăваш? тесе каларĕ, тет. Лешĕ: пăрçа пит аван санăн, Ваше Высокородие; çавна пăхмастăп-и-ха эпĕ? (вот я на него и смотрю) тесе каларĕ, тет. || Или — или; ли — ли; то-то. Юрк. Вир кĕрпинчен-и, хура-тул кĕрпинчен-и, пăри кĕрпинчен-и, чăваш арамĕсем пăтă пĕçерсен, çисе тăранма хал çук. Елш. Пирĕн ялтан Куславккана çич çухрăм-и, тăххăр-и хисеплеççĕ. Рег. 1431. Паян-и, ыран-и полĕ (хатĕр). Орау. Николай Иванович! Эпĕ килтĕм те, сире вăратса кĕрес мар, терĕм; халь N. патне-и, ай мăнастире-и каяп-ха. Петĕр. Рег. 1435. Паян поли (= полĕ-и) хатьăр, ыран поли хатьăр. Рег. 1434. Сотăп-и, хам пусăп-и (сотăпри, хамăр пусăпри). Рег. 1436. Вăл хорт картинче поли, ойра поли. С. Йор полĕ-и, çомăр полĕ-и, полатех паян. С. Ларать-и, тăрать-и, выртать-и, пĕре те тӳр (спокойно) тăма пĕлмеç. Ку ачан пĕре те тирпейĕ (порядка) çок: макрать-и, колать-и; вăрçать-и. Орау. Хуннĕмсем янă пуль-и (= либо), пĕр-кун пĕр уччиттĕл килсе карĕ, укçа ярас терĕ, — çав янă пуль-и. Сборн. Пăвăрлă лаши сĕлĕ çимест. Çийĕчи та, çимĕчи, пури тĕпĕ яка пулĕ. Исх. ХХI, 31. Ывăлне сĕксе вĕлерет-и, хĕрне сĕксе вĕлерет-и (сына ли забодает, дочь ли забодает), ăна çав закон тăрăхах тумалла. || В особом значении. См. «Оп. иссл. чув. синт. II, 146 след. Т. VII. Тархасшăн патакма пăрахса хăварсам-и. Собр. 253. Ачам, сана мĕн парам-ши? Виçĕ ял çинчи сарă каччă сана халал, ай, пултăр-и. Тимерс. † Атьăр, каятпăр-и, каятпăр-и, кĕмĕлтен те кĕпер саратпăр-и? † Пиллĕрсем-и, атте, пиллĕр, анне. Шелепи с. I, 15. Ыр вут ама, вут амăш, ху вутна ху чарсам-и! Ырă турă Пӳлĕхçĕ, пĕр ху анчах çăлсам-и! || Иногда — без вопросительной интонации. Çур-çĕре çитейĕпĕр-и. Не знаю, доедем-ли к полуночи. Якейк. Эп вăйлă полам-и, сана ним вырăнне те хорас çок! Ах, если-бы я был сильным, я бы тебя ни во что не ставил! || Кажется; как будто. Орау. Эс çапла каламарăн-и? Кажется, ты сказал так? || Выражает неуверенность, незнание. Орау. Шр мă-ăнтăр учительница пурччĕ те, каять-и-ха, каймаст-и, мур (не знаю, уйдет-ли с места, или нет). N. Тепĕр писмине карточкапа пĕрле ярса поли. Не знаю, удастся-ли послать следующее письмо с карточкой. || Поди как. Сред. Юм. Эрне çукаланать-и. Поди как, чай, теперь лакомится. Эрне тĕпĕртетеççи иккĕш. Ерехетленсе ларать-и. Поди, чай, как довольствуется (наслаждается). || Авось. Орау. Кай-ха, пами (т.-е. авось даст). IЬ. Кăçал юр хулăм ӳкрĕ, çула хирте турă пами (авось не даст-ли бог урожая). || Орау. Сысса хурам! На... ть мне! IЬ. Сысса хурам-и! Вот еще!... на...! Оба выраженил означают нежелание сделать что-либо. || IЬ. Çĕр çăггăр-и! — Мур çитăр-и! — Сысса хăварам-и! Все эти выражевия означают: «а чорт мне с ним!», «ну его к чорту!» и пр.

упра

опра, беречь, защищать. Баранов 119. Çавăнпа лайăх хуçа вăрмана упрама тăрăшать. IЬ. Çапла вăл шыва упраса, типĕтмесĕр тăрать. СТИК. Эпĕ ку япалана упрас терĕм-ха: хăнасем килсен, тыткалама нимĕн те çук. Я эту вещь берегу, очень бывает иногда нужна. Сунч. Эсĕ сыхлăсăнччĕ, упрăсăнччĕ, Эй турă! Арçури. Ах, турă çырлах, турă ан пăрах, ху этемне ху упрах! Сборн. по мед. Сывлăхне упрамаççĕ, епле килчĕ, çапла пурăнаççĕ. Календарь. Çимĕçсене çил силлесе тăкасран упрать. Ст. Ганьк. Эй турă! сыхла, упра, усала сир, турă! Чув. календ. 1911. Апла юта кайса ĕçлени килĕнчи тыррине упрани пулать-и. Чет. пут. Ун пек çын хăй япалине упраса тăрайманнине, çыннăнне упрае çук. Хыпар № 19, 1906. Ялан вĕсен хӳтлĕх пур. Вĕсене халăхĕ те хӳтĕлĕх благочинный та тĕреклĕх, архиерей те упраса тăрать. Фин. Хăй аллинче тытса тăракан япаласем пек сыхласа, упраса тăрать. Серг. Радон. Мĕн кирлине парса, сыхласа, упраса тăрăп. Изамб. Эсĕ ку япалуна упра ĕнтĕ (берети). СПВВ. ТМ. Упрас сыхлас. N. Ыр кун пар, ыр çул пар, сыхла, упра, усала сир. (Наговор). О сохр. здор. 93. Иккĕмĕш алăкĕ пит хулăм пулмасан та, пӳртри ăшша пит упрать вăл... См. Чек. Пур тмрра-пулла, выльăха-чĕрлĕх эс сыхла, упра, турăçăм, турă. Кн. для. чт. 11. Кам ĕнтĕ ăна, мĕскĕне, усалтан упрĕ, ăса-тăна вĕрентĕ? Сунч. Килес инкекрен эсĕ сыхла, эсĕ упра. Трхбл. Хăна ху ху упрас пулать. Хурамал. И, 5. Вăррăнтăн-хурахăнтан, йыттăнтан-качăкăнтан, усалăнтан-тĕселĕнтен сыхла, уппра пулин пар.

Русско-чувашский словарь (1971)

выкуп

м. 1. по гл. выкупить; выкуп бандероли бандероле тӳлесе илни; 2. (плата) тӳлев, тӳлев укçи; выкуп за невесту хулăм, хулăм укçи.

калым

м. 1. хулăм, хулăм укçи; 2. разг. калым (кĕтмен укçа).

податной

прил. ист. 1.тӳлев (е хырçă, куланай, хулăм) ⸗ĕ [⸗и]; податное обложение тӳлев хуни; податные деньги хырçă укçи; 2. (платящий подати) хырçă-марçă тӳлекен; податное сословие хырçă-марçă тӳлекен халăх; 3. в знач. сущ. м. (инспектор) хырçă-марçă пуçтаракан.

Русско-чувашский словарь социальной лексики (2004)

выкуп

хистевлĕ тӳлев; тӳлеме хистени; бандиты требовали выкуп за заложников хурахсем заложниксемшĕн тӳлев ыйтнă; выкуп за невесту хулăм укçи

Немецко-чувашский словарь Йоханнeса Бeнцинга (Benzing)

dick

hulăm
хулăм

Этимологический словарь чувашского языка (1964)

хулăм

, хулăн хулăм укçи ист. «калым (выкуп за невесту)»; МК, кирг., казах., калын, узб. калин, тур., караим. калын, азерб., тат., башк., ойр., тув. калым, туркм. галын, хак. халым «выкуп за невесту». Происхождение не ясно.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

кабель

чăрканă пăралук. <…> пăралукĕ ăçта та пулин татăлсан, мĕн тусан пĕтĕм кабельне (тинĕс тĕпĕнчи пăралуксене пит хулăм чăрканă; çав чăрканă пăралука кабель теççĕ) кăларас пулать; ăна пăхса тухаччен темиçе эрне те иртĕ [çулталăк 1910:24].

См. также:

хулă Хулă ăшĕ хулă пăрахни хулăла « хулăм » хулăм хут хулăмăшĕ хулăмсăр хулăн хулăн сăмсаллă пулă

хулăм
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150