туй пуçлăхĕ
руководитель свадебным поездом невесты. N. Хĕрĕн мăн-кĕрӳ пулмаст, уртмакçă та пулмаст, пĕр туй пуçлăхĕ анчах арлă-арăмлă пулаççĕ. Туй пуçлăхĕ туя ертсе çӳрет, хĕр ларакан минтере çĕклесе çӳрет. || Назв. божества. Ст. Яха-к. Туй чухне туй пуçлăхне çул тăваткалне укçа е кучченеç пăрахман пуль, терĕ (и за это он посылает беды. Туй кайнă чухне кĕрĕвĕ çул тăваткалне пĕр пус укçа пăрахса хăварат. Ăна мĕншĕн пăрахнине эпĕ пĕлместĕп. Туй таврашĕ тасаттарни).
пиллĕхлĕ
благословенный. N. Уртмакçă кĕрӳпе юнашар ларать те, уртмакри пиллĕхлĕ кучченеçсене кăларса, вĕсен вырăнне хăта патĕнче урăх кучченеçсем хурать. N. Тӳрĕ çын куллен ырăлăх тăвать, кивçен те парать, унăн йăхĕ пиллĕхлĕ тăрать N. Ывăл-хĕртен вĕсем пиллĕхлĕ пулнă.
уртмак
ортмак, переметный кожашй мешок (йĕкĕр сăран хутаç). Именево. Уртмак — туйри такмак хутаççи. N. Сăрăн уртмак (уртмакçă хулпуççи çйнчен уртса яракан хутаç). N. Уртмакçă ăна (его) сăран уртмакне хурать.
уртмакçă
носитель переметного кожан. мешка на свадьбе. Изамб. Т. 65. Уртмакçă каçанĕ çине такмак çакать. IЬ. Уртмакçă хăйĕн такмакне парать те, унти кучченеçе вара илсе, çĕнĕ кучченеç (полученный от родни невесты) чикеççĕ. N. Уртмакçă сылтăм хулпуççи çинчен икĕ сăран сумкка уртса ярать: пĕрин çине кашни килĕрен илекен чăката чикет, тепĕр сумккине пилленĕ хăпартусем чикет. N. Сав кĕлетрех мăн-кĕрĕве, уртмакçа, туй пуçлăхне тумлантараççĕ.
уртмахçă
то же, что уртмакçă. Кĕвĕсем. Уртмахçă — каччă енчен. Альш. Хĕрĕ енчен каччисем шăрттан, чăкăт, хур ашĕ-мĕнĕ илсе кплеççĕ. Кунтан хĕрен тетĕш-инкĕшсем çаплах илсе каяççĕ. — Вăл такмакпа çăкăр пухаканнисене уртмахçă теççĕ. N. Каччă енчен мăн-кĕрӳ, уртмахçă суйлаççĕ. Юрк. Уртмакçă теççĕ туйри халăхсенчен пĕр çынна. Вăл çурăмĕ çине сăран хутаç çакса çӳрет. Çав хутаç çине кашни килĕре, туй кĕнĕ çĕрте, «пӳлемĕк чӳклеме», тесе, çимĕçсем пуçтарать: хăпарту татăкĕсем, пӳремеçсем, кӳптермесем, икерчĕсем, шăртан татăкĕсам, типĕ ăш татăкĕсем, хур-кăвакал ашĕсем, чăкăтсем, çулă чăкăтсем, тата ытти япаласем.
См. также:
уртăн уртăнтар уртăш урта « уртмакçă. » уртмах уртмахçă уругвайцы урхалăх урхамах