Поиск: урçа

Введите слово для поиска

Область поиска:

Чувашско-русский словарь (1982)

урçа

вдовец

урçа

вдовий
урçа çын — вдовец
урçана качча тух — выйти замуж за вдовца

Словарь чувашского языка

çĕкле

(с’ӧ̆к’л’э, с’э̆кл’э), поднимать. Янш.-Норв. Вăл (вутăш) çапла хăйне кашкăрсенчен кăшкăрса хăтарнăшăн çынна çĕклейми укçа парать, тет. Чăв. й. пур. 37°. Ăçтан пыннине хам та сисмерĕм, çитрĕç те, урапа çине çĕклерĕç-пăрахрĕç (меня). N. Пит нумай çĕклерĕн. Çĕнтерчĕ 47. Георгине çĕклесе тăратса лартать (поднимает и ставит на ноги). ТХКА 70. Эпĕ Петтяна çĕклесе тăратрăм. || Носить. В. Олг. N. † Кĕтӳре тимĕр кăвак çук, йĕвен çĕклесе каясси çук. Байгул. Тата хăш чухне йăмăка çĕклесе çӳреттеретчĕ (заставляла носить на руках). || Брать. Бижб. Çынна ытла сăмах каличчен, ытла чĕлĕ çăкăр çĕкле. (Послов.). Собр. Çынна сивĕ сăмах калаччен, пĕр чĕлĕ çăкăр çĕкле. (Послов.). || Выдержать, сдержать. Кильд. † Çĕр çирĕм (вар. çĕр çитмĕл) пĕрене кастартăм, çĕр çĕклейми пӳртсем ларттартăм. Сред. Юм. Кăçал ôлма пит пôлнă та (уродились в изобилии), ôлмăççисĕм çĕклесе те лараймаççĕ. || Поддерживать, помогать. N. Халĕ ăна ывăлĕсем пăртак çĕклесе пурăнаççĕ. N. Патшалăх пухăвĕ тĕрлĕ ĕçре пурăнакан халăхăн нушине çĕклеме (облегчить) тăрăшмастчĕ. ЧП. Хура-халăха çĕклес. N. Усал çын хăй хутне кĕрсе шанчăк илекенĕн камăлне çухатать, хăйне ырăлăх тунине вырăна хуман çын хăйне çĕклекене пăрахать. N. Вара эпир, ун пек çĕклесе тăракан çын тупсан, çынсенчен те хăрами пулатпăр. Альш. † Купăсçăçăм купăсçă, ман сассăма кам çĕклĕ? Ман сассăма эс çĕкле, сан сассăна эп çĕклĕп. || Служить подспорьем. О сохр. здор. Тĕрлĕрен кĕрпе, çĕрулми, ытти пахча çимĕçсем те çăкăра пит нумай çĕклеççĕ. || Поддерживать дух. N. Йăвăрлăх килсен, унăн чунне çĕр ĕçлени çĕклесе тăнă, çавăнпа унăн ӳчĕ-пĕвĕ час çемçелмен. Хора-к. Йывăр хуйăха ĕç çĕклет. (Послов.). Пазух. Ырă аттеçĕм, аннеçĕм. Сирĕн хуйхăра кам çĕклĕ? Турăпа пӳлĕх хăй çĕклĕ. Самар. † Аслă урам хушшисем тумхахлă, тумхахлă та пулин çĕр çĕклĕ; пирĕн пуçсем хуйхăлă, хуйхăлă та пулин турă çĕклĕ. Хĕн-хур. Ай, ăнсăр, хĕн-хур куракан çынна турă хăçан та пулин çĕклет. N. Хăйне хăй çĕклесе çӳрет. || Носить (званне). N. Ĕç мĕнлине тӳрех, уççăн калас пулать. Тӳрех каламан çын халăх шаннă çын ятне çĕклеме тивĕçлĕ мар. Ст. Ганьк. † Урçа ятне çĕкличчен (т. е. чем быть женою вдовца, = тӳсиччен), тулă пăтавкки çĕклейĕп. || N. Эпир халĕ тутăр-сурпан вĕçĕсем те çĕклеместпĕр. || Снимать грязь, очищать. || Принимать (на себя) Альш. † Кĕпе кирĕкне кĕл çĕклĕ, кĕл кирĕкне мĕн çĕклĕ? Кĕл кирĕкне шыв çĕклĕ. Ала 72°. † Ман çылăха кам çĕклĕ, кам çиекен çав çĕклĕ. (Хороводн. п.). || Принимать (в картах). Изамб. Т. Эсĕ миçе карт çĕклерĕн? (У КС. — тытрăн). || Поднять (урожай). N. Кĕр çитрĕ. Çĕр, юрлăхсене шеллесе, тырă çĕклесе пачĕ. || Уносить, украсть. Изамб. Т. Ку, Микуç, хăйсенчен пĕр кил урлинне сурăхне çĕклеме кайнă. || Расплачиваться, poenas luere. N. Алли тунине арки çĕклĕ, теççĕ. (Послов.).

хăй

(хы̆j, хŏj), он сам, себя. N. Вăл хăй, он сам. Самар. Шăлĕ тăкăниччен ларсассăн, калютя, хăй те урçа валли вăл, калютя. Собр. Ухмахăн сучĕ хăйпе пĕрле, теççĕ. (Послов.). Ib. Хăй çулĕпе хăй çӳретĕр. N. Ывăлне хăй юратнă хĕре илсе панă. А.-п. й. 14. Ир пулать те, каç пулать, ула йытă хăйне юлташ тупнăшăн савăннипе вĕрсе кăна пурăнать. Ib. 6. Кушак тус лартнă! Хăй паян сунара карĕ. Ib. Пĕччен пурнăç ăна питĕ йăлăхтарса çитернĕ те, вăл хăйне валли тус шырама шут тытнă. А.-п. й. 77. Ваçлей хăй те хĕрчĕ. Василий и сам опьянел. Сред. Юм. Хăй çиç — иккĕн (говорят про беременную женщину). Ib. Эпир иксĕмĕр кôлса ларатпăр та, ô иртсе каять мĕн ôнта. Эсир манран кôлатăр, тесе иртсе кайрĕ. Эпир онтан та колман, ô ахалех хăй çине илчĕ. N. Хăйне ырă туннне манман çын, благодарный. Рак. † Пирĕн ял хĕрне çитесси тавра ялта хăй те çук. Альш. Хăйне ан кайшăн. Чтобы ему самому не итти. Якейк. Ялтан-йăшран уйăрласси икçĕр тенкĕ хăй тăрать. Чураль-к. † Вĕрене ӳсет, хăй ӳсет, тăррине татсан тата ӳсет, ан мухтанăр, маттур хĕрсем, сирĕнтен маттур тата пур. || Его, свой. N. Вăл хăй укçине çухатнă. N. Хăйĕнчен вĕренес тиекенсем (желающие учиться за свой счет) экзамен тăрăх илĕнеççĕ. А.-п. й. 8. Кушак çав пылпа сурăх тушкине хăй пӳртне илсе каять те, халь те пулин пурăнать, тет. Ib. 14. Акă пĕррехинче вăл хăй шăтăкĕнчен тухрĕ те, кама та пулин хирĕç пулмăп-и-ха тесе, вăрманпала утса çӳрет. N. Уна матку хăй ячĕпе янă. Сред. Юм. Хăй сăмахĕнчен тохмас, сдерживает свое слово. N. † Утрускана кайăк çурă тунă-çке, хăй çурисем хăйне пулас пек. Янтик. Хăй май çавăрасшăн тăрăшат вит-ха вăл! Ib. Хăй майĕн тăвасшăн у ăна (склонить на свою сторону). Ст. Чек. Хăй пуçĕнчен ирттĕр. Пусть терпит свою долю (жалея и опасаясь быть таким). Синерь. Тарья çав пурнене хăй хӳмне чикрĕ, тет. N. Хăй алли çине çитес пулать. Альш. Çăкăр-тăвар хире-хирĕç: вăл пирĕн çавă пулать, ку пулать, лешĕ пире унтан-кунтан хăта тивет; пĕр хăй кассинелле килнĕ чух кĕрсе тухар, терĕм тет. || Иногда не переводится. Изамб. Т. Камран вут пуçланнă? Кĕпитун Иванĕнчен. Тепле пуçланнă, пĕлместĕп. Хăшĕ павартан (лаç) теççĕ хăй. N. Юратаççĕ пулĕ, выляççĕ хăй (о супругах). Ст. Чек. Темĕн тума именетĕп хăй. Не знаю, почему-то стесняюсь. (Почему-то стесняюсь = темĕскер эп именетĕп). Сред. Юм. Паçăр такам чанкатчĕ хăй çавăнта. Ib. Сан сас илтĕнетчĕ хăй çавăнта. Ib. Эсир иккĕн каяттăр хăй çавăнталла. Ib. Эсир иксĕр кайнă пик кôртăм хăй çавăнта. Ib. Çын иртсе кайнă пикех туйĕнчĕ хăй мана. Баран. 91. Тата çӳлерех кайсан, йываç тавраш нимĕн те çук, курăксем, чечексем те пит сахал, сивĕ йĕнчи çĕр хăех,— пĕр мăк анчах ӳсет. Ib. 90. Эсир улăхакан ту ăшă енче пулсан, аялта апельсин, лимон йывăçĕсем сарăлса лараççĕ. Кăшт çӳлерех кайсан, вăхăтлă сивĕ пулакан çĕрти хăех: тирексем, юмансем, çăкасем, вĕренесем, букпа каштан йывăççисем кĕрлесе ӳссе лараççĕ. О сохр. здор. 78. Ӳтрен хăпăнса тăракан кирĕк пирĕн ӳт çинче чи таса мар япала хăех ĕнтĕ.

шултăра

шолтăра, крупный. Истор. Славянсем шултăра çывсем пулнă. Альш. Ах аттеçĕм-аннеçĕм, урçа укçи шултăра, сума лайăх терĕнем. Урмай. Шултăра çип хутăри. Изамб. Т. Пиртен инçех мар, 25 çухрăмра шултăра вăрман пур. Ib. Ураписем те шултăрарах та, вунпиллĕкрен кая лармасть. N. Çыруна шултăрарах çырса яр. || Резко, грубо. Ст. Чек. Емелкке-Т. Шултăра калаçать. Говорит грубо. Сред. Юм. Шултăра сăмахлать, громко и точно. Череп. Шултăра çын шултара калаçат (говорит, не соблюдая приличий). Альш. Вăл сăмаха шултăра калаçат, ун хыççăн çӳреме çук. Он высказывается резко и сам себя хвалит. Сунчел. Атте сăмахĕ шултăра сăмах — часах ăнланса илеттĕм. Беседа. Сăмахĕсем шултăра, вăрçăллă, намăс, йĕрĕнчĕклĕ ирсĕр сăмахсем. N. Çак улахри хĕрĕсен чĕлхи шултăра ан тийĕр. N. Шултăра çын, не в меру развязный в речах. N. Эй шултăра ала! (Шапăлтатса калаçакана калаççĕ). || Неаккуратный, неловкий. Орау. Эх, шултăра! Майĕпе тыткалама юрамасть-шим япалана? (к неумело обращающемуся с вещами). Хирле-Сир. Елексантр вăл кĕт шолтăрарах (= япала çĕмĕрет, хĕрхенсе тытмасть).

арман чулĕ

(ц̚’ул’э̆, ч̚’ул’э̆, ч̚ол’э̆, ч̚’ул’, ч’̚ол’) sive чул (ц̚’ул, ч’ул, ч’ол), mola, жёрнов. Якейк. Чолта виçĕ кăшăл. На жернове три обруча. N. † Урçа ячĕ çĕкличчен арман чулĕ çĕклес-мĕн. Чем выйти замуж за вдовца («поднять имя вдовца»), лучше поднять жёрнов. Альш. Мăйне арман чулĕ тăхăнтараççĕ, унтан алăк çумне вĕренпе çыхса хураççĕ.

арăм пăтавкки

onus domesticum, quod imponitur nurtae? тягота, лежащая на жене? Образ. мотив. † Атте пачĕ урçана; урçа ячĕ йывăр ят. Арăм пăтавки (ita scr.) çĕкличчен арман чулĕ çĕклес мĕн. Отец выдал меня за вдовца; тяжело (слышать) имя вдовца. Чем поднимать такую тяготу (?), лучше поднять бы мельничный жёрнов.

урçа

орçа, вдовый, вдовец. Шибач. Орçа, вдовец. Орау. Унăн хĕрĕ урçана кайнă (вышла за вдовца). СПВВ. НН. Урçа — арăмĕ вилнĕ çын. . Урçа тесе, арăмĕ вилсе, тепĕр хут авланакана калаççĕ. Якейк. Орçая кайнă, тесе, пĕрре арăмне вĕлерсе, тепре аланакан çынна кайнине калаççĕ. Слепой. Орçана кайрĕ качча. N. † Урçа каччăн сӳс пушă; сӳс пушăран çу тумлат, çу тумлин те, чун савмасть. N. Хусан çулĕ такăртăр, тупнă урçăр самăртăр; пире пăрахса урăхне савса, святой мартăр, усалтар. (Хороводная песня?) Юрк. Пĕр çын çич сакăр ачапа урçа арçын пулса юлать. IЬ. † Урçа качча каяканăн ĕмĕрĕ епле иртет-юи?

урçа-çын

то же, что урçа, вдовец. Паас.

урта

повид., то же, что урçа (вероятно, описка). ЙФН. Урта укçи пăтаккапа, пăтаккипа та виç çуллăх: учча укçи уçăпа (горстыо), уçăпа та ĕмĕрлĕх.

учча

холостой. Орау. Çук, урçана кайман, уччанах кайнă. Халиччен авланман çын. ЙОН. Учча укçи уçăпа, уçăпа та ĕмĕрлĕх. (Свад. песня). См. урта. СПВВ. Т. Учча пĕртте авланман çынна калаççĕ. IЬ. Учча — хальччен авланман ар-ывăл. Хурамал. Урçа мар, учча (холостой). Якейк. Уччая каяс тесе, аланман ачая кайнине калаççĕ.

Русско-чувашский словарь

вдовец

сущ.муж.
урçа, хусах ар, арăмсăр ар

Русско-чувашский словарь (1972)

холка

, урçа, ӳрче, хурçа (лашан, ытти выльăхăн хулпуççи çийĕ (тăрри).

Этимологический словарь чувашского языка (1964)

тăлăх

«сирота»; тăлăх арăм «вдова»; (урçа «вдовец»); др. тюрк. (Талас) тулы, МК, алт. В, ойр. тул «вдова»; тат. тол хатын, башк. тол катын, казах. дул дйел, к. калп. тул хаял, ног. тул хатын, уйг. тул хотун, узб. тул хотин, азерб. дул гадын, тур., туркм. дул кадын, дул аял, тат. дул кары «вдова»; тат., башк. тол up, казах. тул ер, туркм., тур. дул эркек «вдовец». Вамбери производит от алт. В тул «нуждаться», «бедствовать», «прийти в безвыходное положение», «не иметь».

урçа

«вдовец»; «вдовый»; башк. арзан «самец»; авест. (Ясна) аршан, осет. арша «мужчина», «самец» (В. И. Абаев. Осет. яз. и фольк., т. I, 1939, стр. 155); греч. αpδην «мужской»; «мужского пола»; «мужественный»; ср. эрз. уре «чужой»; «сирота»; урь «сноха», букв. «чужая женщина». Возможно, из < уре + аçааçа уст. «отец».

Чувашско-русский фразеологический словарь

Ят çĕкле

Ят çĕкле 1. носить имя кого; 2. быть видным.
1. Урçа ячĕ йывăр ят, Урçа ятне çĕкличчен Арман чулĕ çĕклес-мĕн. Н. Никольский. 2. Саркаланма сар кĕрĕк, Пуçтарса çыхма — симĕс пиççи. Ят çĕклеме — яштак пӳ, Хурлăх курма — çамрăк пуç. Чăваш халăх сăмахлăхĕ.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

урçа

арăмĕ вилнĕ çын [Букварь 1900:11].

См. также:

урăхлантар урăхлат урăхлаттар урăхран « урçа » ура ура тăли ура туни ураçă ураççи

урçа
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150