Поиск: такана

Введите слово для поиска

Область поиска:

Чувашско-русский словарь (1982)

такана

1.
ночва, начовка обл.
таканапа авăс — веять начовкой

такана

2.
корыто
кĕпе такани — корыто для стирки белья
сăра такани — диал, корыто для процеживания пива

такана

3.
колода
пусă такани — водопойная колода (у колодца)

çурăм

спинной
курпун çурăм — горбатая спина
çурăм лупашки — ложбинка на спине
çурăм çинчи çунат — спинной плавник (у рыб)
çурăмпа лар — сидеть спиной к кому-чему-л.
алла çурăм хыçне тыт — заложить руки за спину
кутамккана çурăм хыçне çак — повесить рюкзак за спину
çурăмран чыш — стукнуть по спине
Хырăм çурăм çумне çыпçăнса ларчĕ. — погов. шутл. Живот присох к спине (от голода).
Çурăмĕ пур, хырăмĕ çук. (Такана). — загадка Спина есть, а живота нет. (Корытце).

такана


чӳрече такани — желобок на подоконнике для стока воды при таянии льда на окнах
такана хырăмшутл. пузан, пузатый человек

Словарь чувашского языка

сутуç

сутуçă (-дуз’ы̆), торговец, продавец. ССО. Хурамал. Сутуçă патне пынă та: такана мĕн хак? тесе ыйтать, тет. Ст. Дув. † Ăрампалан килет сутуçă.

сĕктер

понуд. ф. от гл. сĕк. Ст. Чек. Такана сĕктереççĕ: тăк! Ваçка, тăк!

çинче

(с’ин’ζ’э, с’ин’џ̌э), вм. çийĕнче— в, на (чем), на поверхности (чего). Качал. Йăвам çинче çăмартам, çăмартам çинче чĕпĕм пур. Регули 1120. Çĕнĕ сăхман он çинче (на нем) паян. Ib. 1117. Йăвăç çинче ларать. Ib. 183. Вăл киле килнĕ çĕрте, çол çинче, окçа топрĕ. Самар. † Ула-чăпар кĕпесенĕн шурри çинче, камăн алли витĕр тухнă-ши, çинче (= çинçе), пĕрти, пилĕклĕ, хура куçлă, камăн арки çинче йăванса ӳснĕ-ши? N. Пăрусем сĕлĕ çинче çӳреççĕ. Орау. Масар çинче унта-кунта анчах пытарнă вилнĕ çын тăпри тĕмисем курнаççĕ. На кладбище видно несколько свежих могильных холмиков. Ib. Масар çинче юр айĕнчен хĕлле пытарнă вилнĕ çын тăпри куписем туха пуçларĕç. На кладбище показались из-под снега свежие могильные холмики. Ib. Атăл çинче кĕпер тунă çĕртре ĕçлеççĕ. Четырлы. † Лаша вăйĕ пӳлмере, кристянсем вăйĕ çĕр çинче. К.-Кушки. Кам унта сăмавар çинче курăнат? Кто это там на поверхности самовара (т. е. отражается) Ib. Кам унта ларат сăмавар çинче? Кто это там отражается на поверхности самовара. N. Вăл (он) хăй сăнин кĕлеткипе куç-кĕски çинче (в зеркале) пăхакан çын евĕрлĕ. Шинар-п. Пӳртĕнче тăта вĕсенĕн алăк панче пĕрене çинче пĕр шăтăк пулнă. О сохр. здор. Вĕсен ырашĕ çинче тата пукра та нумай пулать. Собр. Çĕр çинче çуралать, вăт çинче тĕне кĕрет, шыва курсаннах вилет. (Тăвар). Б. Ильгыши. Йăви çинче çăмарти пур, çăмарти çинче мĕн пур? — Çăмарти çинче чĕпĕ пур.— Чĕппи çинче мĕн пур? — Чĕппи çинче йăпах тьыха пур. Никит. † Виç ял çинче виç варличчĕ, илес тени пĕреччĕ. (Солд. п.). Собр. † Ушкăн-ушкăн тупăлха, ушкăнĕ çинче пĕри шупка. N. Çав хуранта пăта çара çу, сĕт çинче пĕçереççĕ, çăмарта та нуммай яраççĕ. Кан. Укçа шăпах тавар çинче тăрать. Все деньги в товаре. Ib. Ытти заметкусем çинче вак ĕçсем çинчен çырнă. ТХКА 71. Вакун çинчех, тырă илсе тавăрăннă чух, атте вилнĕ, тет. N. Хирте пулă çинче тулли пучахсем те, пушшисем те пур. N. Эс янă пиçмо çинче çирĕм пус окçа илтĕм. Орау. Такана çинче пăрçа кустăраççĕ, те пăрçа куккăли тăвасшăн, темскер. Н. Карм. † Уйрăлнă чух эпир уйрăлтăмăр, кантăр çинче ӳснĕ пуса пек. Юрк. Йĕс кĕлетре шăналăк, шăналăк çинче сарă хĕр. N. Ыраш çинче çӳпĕ нумай... N. Ыраш çинче пукра пур. Ядр. Виçĕ кун халсăр выртрăм та, тăват кун çинче (на четвертый день) чĕрĕлтĕм. N. Икĕ кон çинче. N. Кайран вара ăричаксемпеле çапса аран виçĕ кун çинче (на третий день) вĕлерчĕç, тет, çакна. (Из сказки). СВТ. Шатра таврашĕнчи ӳт тăхăр кун е вунă кун çинче (на 8-ой иди 10-ый день) пит хытă хĕрелме тытăнать. N. Икĕ витре ĕçсен, виçĕ витре çинче (когда выпьют 2 ведра и принимаются за третье). Кан. Малтан шыв çинче ишсе пырать. N. Çăвĕпе сирĕн е хĕвел çинче, е çумăр çинче, е сивĕ çинче çӳрес пулать. || Над. N. Хĕвел: эп ир тохрăм та, каçчен çĕр çинче çӳрерĕм, тет. N. Калакла çăмарта çинă чухне çăмартана чашăк çинче тытса çияççĕ. N. Шу çинче кайăксам вĕçсе çӳреççĕ. N. Сĕтел çинче шăнасам вĕçсе çӳреççĕ. Якейк. Алăк çинче хонар çакăнса тăрать. Над дверью висит фонарь. Сорм-Вар. Хура хĕр сасси ял çинче (раздается над деревней, или по деревне). Торп-к. Ывăлĕсем пырса пăхнă та, алăк çинче шĕшлĕ тăнине курсан, çĕн çĕре витрех тарнă, тет. || При, при наличии. Сала 275. Анне çинче пурăнтăм шурă сĕт çинчи хăйма пек. Али 70°. Патшапала çанат ячĕ çинче аттепеле анне ячĕ пур. N. Эпĕ сан çинче ырă куртăм, халĕ эпĕ кин аллине юлтăм — йĕп çине юлтăм. БАБ. Вилле пăрахса кӳрше кайса çывăраймастăн вĕт. Хăрасан та пулин ун çинче (при покойнике) иккĕшĕ çĕр каçнă, тет. Сред. Юм. Пит чирлĕ выртакан çын выртнă пӳртре хăй сӳнтермесĕр ларсан: çинче ларнă, теççĕ. Сунч. † Атте-анне çинче пурăннă чух тивлетлĕччĕ пирĕи пуçăмăр. Полтава 11. Хамăр пурнăç пур çинче усал çылăх пулас çук. N. Сарă лашам пор çинче, пока у меня есть Савраска. N. Хăвăнта хастарлăх пур çинче ан ӳркен. N. Çак тĕрлĕ пулман пулă çинче унтн çынсем ялан пулă кăна çиетчĕç. Хора-к. † Тунти пасар пор çинче хĕр пăхмасăр илес мар; çак ял хĕрĕ пор çинче пер (= эпир) те арăмсăр порнас çок. || Из. Собр. Шыва витре çинче ĕçсен, çылăх пулат, тет. || Из-за. Ала 16. Çавă хĕр çинче вăсен тавлашу пулнă. Тораево. Кайнă чух вăл виçĕ усал такмак çинче тавлашнине курнă. Ib. Эсĕ пире сут туса пар, эпир çак такмак çинче виçĕ çул тавлашатпăр. Синерь. Вăл вĕсене каланă: ма эсир вăрçатар? — Вăлсем каланă: курăнман калпакпа курăнман атă çинче, тенĕ. || Иногда употребляется при обозначении времени. N. Вилнĕ çыннăн ӳтне ир çинче (на утро) пытармалла пулсан... N. Ир çинче каллах иртерех тăраççĕ те, уя каяççĕ. N. Авăн çинче кайнă (во время молотьбы). N. Данил вилчĕ авăн çинче. Истор. Пĕрре Владимир çывăрнă чух Рогнеда ăна кăшт кăна çĕçĕпе чиксе вĕлереймен, лешĕ çинче (во-время) вăранса çĕççине туртса илсе ĕлкĕрнĕ. || Среди, в. Кан. Çирĕм пилĕк ача çинче начаррисем те пулнă. Ачач 65. Кантуртан килнĕ хута çав кунах халăх çинче вуласа кăтартнă. N. † Ялĕ-ялĕнче хĕрĕсем каччă çинче палăрмасть; хамăр ялсан хĕрĕсем укçа çинче палăрмасть. Ау 269. † Тăват пилĕк пăрат (брат) çинче эпĕ кăна ытлашши. N. † Ах аттеçĕм, аттеçĕм, пилĕк чуну çинче эпĕ пултăм ытлашши. Турх. † Нумай ача çинче, ах, ӳсрĕмĕр, анчах пире ырă кун пулмарĕ. N. Ертел çинче пурте пулат. Альш. Çитмĕл тĕслĕ кун çинче çил-тăвăл кун килĕ. N. Халăх çинчи шута ăста пĕлекен çын сайра анчах. Собр. † Кӳрĕш-арăш çинче пурăнтăм, пĕр йăвари çăмарта пек. (Хĕр йĕрри). Ст. Ганьк. † Куçна шурă илсессĕн, хĕрсем çинче килĕшмест. || При названии городов и пр. на вопрос: где? Н. Сунар. Кам кайма охота çанти купир çинчи чипер Анастаçи ятлă хĕр сăнне исе килмешкĕн, уна çĕр тенкĕ парăпчĕ. (Из сказки). Панклеи. Вăсам çинчен Сорăмра мар, Кăрмăш çинчи чăвашсем, Самартисем те пĕлеççĕ. Ib. Сорăм çинче. Панклеи. Çакăнта мăн хола полнă. Çав хола çинче вăрçă тохса кайнă. Вăрçă тохсанах, холине çĕр çăтнă. (Из сказки). || На обязанности, на ответственности. Актăй. † Ĕçес, çияс хуçа çинче, пупляс, юрлас пирĕн çира. Угощенье на хозяине, а беседы и песни на нас (т. е. как бы составляют нашу обязанность). Ст. Ганьк. † Сакăр пирĕ — сарă сыппи, пилĕке çитми тусан арăм çинче. || О, об, относительно. N. Мĕн пур сăмахĕ — юмахĕ те пăрусем — вăкăрсем çинче анчах.

çулăх

(с’улы̆х), приставать, привязаться. Чăвашсем. 12. Унта ырăсем çулăхмĕ-ши? Кунта вилĕ пымĕ-ши? Кама 51. Шăрчăк! Ман хĕр патне çулăхма-и? Хорачка. Ман çомня çолăхрă, нимпе те орăлмарă çа çын. Альш. Ан çулăх, ан çыпçăн. Ерк. 122. Хĕвел çутти йăл пăхсан, мĕнле чĕр-чун савăнмĕ? Маттур каччă çулăхсан, мĕнле сар хĕр çаврăнмĕ? N. Вара сана ниепле чир-чĕр те çулăхаймĕ. Тогда к тебе никакая болезнь не пристанет. СПВВ. Вăл çулăхать — ерет, тытать, усал çулăхать. N. Вăпăр çулăхнă. Чăвашсем 2. Вăл такана çине çĕçĕ хураççĕ; çĕçĕ хумасан: усал çулăхать, теççĕ. N. Нимĕнле усал-тĕсел те, çын пăсни, хаяр сывлăш ун çумне ан çулăхтăр. Б. Олг. Отин (чит. один) ман çомне (= çома) çолăхат (всё привязывается). Ст. Чек. Ача çуралсан, пӳсĕр çулăхасран çӳхе çĕре çулчине (лист „шур эрĕм“) çыхса хураççĕ. || Путаться, связываться. Шорк. Вăл çавăн арăмĕ çомне çолăхнă, тет, тем (говорят, будто он спутался с его женой; в Сред. Юм.— çавăн маткине çыпăçнă). Ст. Чек. Ан çулăх. Не связывайся. Ib. Унпа çулăхса ан çӳре. Не путайся с ним. Альш. Кама пырса çулăхнă! С кем сошелся! Çулăхнă çулăхмаллинех! Нашел с кем связаться. Собр. Упаран хăтăлнă, кашкăра çулăхнă, теççĕ. (Послов.). Якейк. Ахаль мар ку, шта та полин çолăхнă полмалла (ему попало), ытла нумай окçа тыткалать. (Янт окçая топни, вăрлани). КС. Усал çынна (çынпа) çулăхрĕ. Напал на плохого человека, || Накинуться, напасть, налететь. Ск. и пред. чув. 46. Ăна: пĕве пĕвеленĕ çĕре пĕрре те пымастăн! тесе, çулăхрĕç. || Захватить силою. Сĕт-к. || Охватить. Кан. Çунакан ленттăран çулăм часах пĕтĕм театтăра çулăхса илнĕ. || Заниматься каким-либо делом. Кан. Лаша патĕнче çулăхса çӳреме çав тери юратать вăл.

çумăр

çомăр (с’умы̆р, с’омы̆р), дождь. См. çăмăр. СТИК. Тен çумăр çăват-и кĕçĕр; пĕлĕтсем хура-хура туха пуçларĕç. Смотри, как бы сегодня дождь не пошел, все собираются черные тучи. N. Икĕ уйăхран (через два месяца) аслă вăйлă çумăр килчĕ. ЧС. Вара аслати авăтăрĕ (= авăтрĕ) те, шултăра çумăр ячĕ, кĕтӳ те кӳртĕрĕ (= кӳртрĕ). N. Çумăр çумаллипе çăвать. Дождь идет все сильнее и сильнее. Янш.-Норв. † Çумăр килет хуралса, вăрман çине шуратса. ТММ. Мана кĕтеççĕ, эпĕ тухатăп та, тарса пытанаççĕ. (Çумăр). Зап. ВНО. Çумăр юхтарса çăвать. Идет сильный дождь. Ib. Çумăр çӳпçерен тăкнă пек тăкать. Шурăм-п. Çумăр çӳпçерен янă пек çурĕ. Ib. Унччен те пулмарĕ, пĕр хĕринчен (с одного края горизонта) çумăр кăвакарса тухрĕ. Изамб. Т. Çумăр çуса иртсе кайсан, когда выпадет (или выпал) дождь. Регули 1367. Çомăр чарăнсанах, кайрĕ. Ib. 1080. Çак çомăрта порте йĕпенчĕç. Этот дождь помочил всех. Ib. 1061. Çомăртан (лапраран) каймарĕç. Не пошли, так как был дождь (была грязь). Ib. 806. Çомăр çуни лайăх мар. Ib. 412. Ыран çомăр полĕ (пожалуй будет). Ib. 410. Ĕнер-çомăрччĕ. Вчера был дождь. Сятра. Çомăр кĕрсе карă, тет, Холă кап çомăр çоат, тет. Ib. Кăнтăрлаки çомăр ниме те йорачас, тет (типсе каят), каçхи çомăр анчак калчая йорат. Ib. Ирек корак кăçкăрсан, çомăр полат, тет. Ib. Ой, чивер çомăр çоат, тӧр çомăр. N. Паян çумăр çĕре витерчĕ пулĕ (промочил небось). N. Çумăр витерчĕ мана паян (дал знать). N. Уяв вăхăтĕнче çумăршăн (чтобы выпал дождь) чӳк тăваççĕ, вăл чӳке ачасем тăваççĕ. Ст. Шаймурз. Иртнĕ çумăра юпах тьыхапа ан хăвала, теççĕ. (Послов.). Череп. Çумăр çапса çăват (хлещет). Ib. Çумăр тĕтет (льёт во всю). Ib. Çумăр çунтарат („жарит“). N. Пĕр карчăкпа пĕр старик пурăннă. Пурăнсан-пурăнсан, вăсен ача çуралнă. Вырăс йăлипе, пачăшкă хушнă тăрăх, вăсем ăна тĕне кӳртме чӳркӳве кума тупимасăрах кайнă; ялĕпе те пĕр çын тупиман, мĕшĕн тесен, кума пулас пулсан, чӳркӳве каймала: чăвашсем унта хăшĕ ĕмĕрĕпе иккĕ анчах кайнă: тĕне кĕме, вилсен. Кусене хирĕç пĕр шап-шур сухаллă пуçтаракан старик тухнă та: ăста каяттăр? тесе ыйтнă. Лешсем: ача тĕне кӳртме каятпăр та, пирĕн кума çук. Эсĕ пулмăн-ши? тенĕ. Старик хавас турĕ, ачана тĕне кӳртрĕç. Ача çитĕнет. Пĕре урамра выллянă чух, унтан пĕри: сан пуск-аçу кам? тесе ыйтнă. Лешĕ: пĕлместĕп, тенĕ. Юлташсем пурте кулса ячĕç. Ача вăтанса пӳрте кĕчĕ; амăшĕнчен: ман пуск-атти кам? тесе ыйтма тапратрĕ. Амăшĕ ăна мĕнле тĕне кӳртнине каласа кăтартнă. Вара ача ашшĕсенчен вăрттăн пуск-ашшĕне шырама кайрĕ. Çулпа утса кайнă чух, вăл пĕр хутаç çакса хирĕç пыракан старика курнă. Старик унтан: ста каян, тесе итсен, вăл: пуск-атти патне каятăп, тенĕ. Пуçтаракан: сан пуск-аçу эпĕ, ман пата пырас тетĕн пулсан, куçна хуп, тенĕ. Ача куçне хупрĕ. Уçсан, пĕр пит кетмер пӳртре тăнине курчĕ, тет. Пыск-ашшĕ ăна хунь пӳлĕмĕсене кăтартса çӳрет. Пĕр пӳлĕмре ача ала çинче такана ларнине курчĕ. Патнерех пырсан ала витĕр пăхрĕ те, халăх хĕрсе тыр вырнине курчĕ. Вăл халĕ пĕлĕт çинче пулнă. Ача тĕлĕнсех карĕ. Астумасăр такана çине пусрĕ те, таканари шу тăкăнчĕ-карĕ, ала витĕр юхса çумăр пулчĕ. Халăх хыпаланса кĕлте йăтма тапратăрĕ. Ак мĕнтен пулать çумăр. Б. Олг. Витререн (каткаран) çунă пак çурĕ çомăр. Ib. Тата вăл çомăр витрех вуртарчĕ. Кроме того, он заставил в дождь жать хлеб. N. Вăрман хыçĕнчен çомăр хăпăрать. Из-за леса идет сюда дождик. КС. Çумăр ӳккеле пуçларĕ (накрапывает), сăрат (кладку) тăвар. Артюшк. Çумăр чарăннччен, кунта кĕтсе ларар-ха! Спшрак. Эпĕр конта ларнă чох (пока мы здесь сидим), каллах çомăр çума поçланă. Сарат. Çумăрăн хӳри кăна çакланчĕ. Дождь задел только краем. Ib. Çумăр çитсе çапрĕ. Нагнал и вымочил дождь. Бюрг. Кураксем кранклата пуçласан, çумăр тухат, теççĕ. N. Çумăра яман накидкă. || В перен. смысле — о плачущем. Сред. Юм. Çумăр çăвать! (Йĕрекен çын çинчен калаççĕ). СТИК. Пĕр ушкăн çумăр çуса карĕ (т. е. он поплакал, пролил слезы. Гов. о маленьких).

çурăм

çорăм (с’уры̆м, с’оры̆м), спина. Ала Зб°. Кутамккине çурăм çине çакса янă. Альш. Çурăмран пĕр-иккĕ хурас (дать раза два по спине). Ib. Тĕнчере çук сăмах кала пĕлмес, тет те, çурăм тирне сӳсе илет, тет. N. Çурăмĕ çине (или: хул-пуççи çине) çавăрса хучĕ. Вскинул на спину. Якейк. Çорăмпе вот енелле выртнă (или: çорăмне вот енелле туса или çавăрса выртнă). Зап. ВНО. Алăпа тунăскерне çурăмпа тӳсес пулать. Орау. Çурăмне стена енелле туса тăчĕ (или: выртрĕ). N. Çурăмĕ пур, хырăмĕ çук. (Такана). Яндобы. Кашкăр кĕçĕн хĕрне тытнă та, çурăм çине хурса тухса тарнă. N. Эпĕ йĕвене çурăм çине хутăм та, кайрăм лашасене шырама. СТИК. Арăмĕпе упăшки урапа çинче çурăмпа çурăм ларса пыраççĕ (сидят спиною). Яргуньк. Атти çурчĕ сала пак, çурăм хыçне тăрса юлч. (Солд. п.). Кан. Нумайăшĕ çуранах кутамккисене çурăм хыçне çакса килнĕ. N. Çил манăн çурăма тӳрех вĕрет. N. Çурăмăпа ман енелле çаврăнса тăр. || Поясница. Начерт. 150. || Вышивка на спине кафтана. Золотн. Начерт. 150. Çурăм — узор, нашиваемый на кафтане сзади.

çуркам

çоркам, осколок, часть (разбитого топором). Зап. ВНО. Çуркам, плаха. ЧП. Çич çуркамран пӳрт тутартăм. Яргейк. Пĕр юмана икĕ çуркам тăвăп, икĕ такана тăвăп. (Йĕкел). Изамб. Т. Вут çуркамĕ, дрова длиною около сажени. Лашм. † Çуркам çурă çуртçăм пур. Сред. Юм. Çоркам вăтти. Пĕренене çормаран çорса тунă вăт. Ib. Пит сарлашка çынна çôркам пик теççĕ. || Ошибочно вм. çупкам? ЧП. Шыв хĕрринче пилеш пиçет, çуркам шыва ӳкет-çке.

çӳп-çап

сор, мусор вообще. N. Çӳппи-çаппи çĕр улттă, вĕрени вĕр улттă. (Шăпăр, çулки). Çутт. З8. Пĕтĕм пахчари çӳп-çапа, сухалама пуçлаччен, шăлса тасатмалла. Етрух. Унтан кĕрсе каять тĕп-сакайне те, тĕслĕрен çӳп-çап, лăп-лап илсе тухать пĕр такана. Сред. Юм. Çуп-çап = лăп-лап, сор. Ib. Орайнче пĕтĕмпех çӳп-çап япăхса выртать. ППТ. Çав сĕрен хуллин çӳп-çапĕ (обломки) юлнă çурт пит хĕн-асап курат. (Вин. пад. çӳп-çапне). N. Алана алласан, çӳп-çап тăрса юлать. || Отбросы при производстве. Кан. Йăвăç çӳп-çапĕсем савăт машинисене хутма каять.

çăлтăр

(с’ŏлдŏр, сы̆лды̆р), звезда. Вопр. Смоленск. 1) Çичĕ çăлтăр, Большая Медведица, 2) икнĕ(?) çута çăлтăр, вращаются вокруг неподвижной (оси), З) хĕрес çăлтăр, 4) курка çăлтăр, 5) выйлă çăлтăр, 6) христос çăлтăр, 7) такана çăлтăр. СТИК. Çăлтăра чашкă пысăкăш теççĕ, уйăха йĕтем (ток) пысăкăш. Трхбл. Çăлтăр мĕн пысăккăш? — Çалтăр пирĕн пысăк ала пысаккăш вăл, тетчĕ пире анне. Ст. Чек. Çăлтăр йĕтем пек (величиною с ток). Альш. Ирпе çăлтăрсем сӳнчĕç (погасли). Ib. Кашни çыннăн пĕлĕт çинче хăйĕн пĕр çăлтăр пулать, тет: çуралнă чухне тухать, тет те, вилнĕ чухне пĕлĕт çинчен ӳкет, тет. Ib. Çăлтăрсем куçĕсене чалăртса пăрахнă (сивве). Вызвездило (к морозу). Сред. Юм. Çăлтăрсĕм куçĕсене чарса (уçса) пăрахнă (в ясную холодную ночь, когда ясно виднеются звезды). К.-Кушки. Çăлтăрсем туха пуçланă (показались). Ст. Ганьк. Çĕр тавранать — таврăн; уйăх тавăрăнать — таврăн; çăлтăр таврăнать — таврăн; кун таврăнать — таврăн. (Из наговора). N. Çăлтăр хыççăн çăлтăрсем, вĕсен шучĕ çук. Н. Лебеж. Эпир, эпир, эпирччĕ, утмăл икĕ хĕрччĕ, çутăличчен çук пултăмăр. (Çăлтăр). ГТТ. Çăлтăр аннисем, çăлтăр хăпарни, çăлтăр сӳннисем те пур. Ib. Çĕрле пулсан, уйăх-çăлтăр курнă эпĕ. N. Шывра çăлтăр ĕмĕлки корнать. Юрк. Кĕвенте çăлтăр, çутă çăлтăр, ала çăлтăр. Çич çăлтăр. Пшкрт. Кӳенте çăлтăр; ала çăлтăр. Ст. Чек. Çăлтăр сăват — куçĕсем пит те час-час пĕр енчен тепĕр енне пăхаççĕ, пуçĕ те час-час пĕр енчен тепĕр енне çавăрăнат. Сред. Юм. Пĕчик ача таса, илемлĕ пôлсан: ачи çăлтăр пик, теççĕ. Хурамал. Çăлтăр ансан, çын вилет, теççĕ. Курм. † Пирĕн куçран мĕн пăхас, çут çăлтăра корман-и? Н. Карм. † Пуçу çине çăлтăр антăр! (Пожелание смерти, проклятье). N. Эп сана çăлтăр кăтартса ярăп, или: эсĕ манăн çăлтăр курăк (иначе: вут çути кăтартăп). Я тебя так ударю, что искры из глаз посыпятся. || Метеор. МПП. Çăлтăр ӳкни. || Фамильное прозвище мужчины. Козыльяр.

тайкки-тайкки

присловье к сл. такана. Аçăм-çырми. † Тайкки-тайкки такани, ялан шывпа юрамасть.

так

(так), сл. неопред. значения. Т. II. Загадки. Так-так такана, симĕс кайăк пуçана. (Уçăм). Ой-к. Так-так такмак-çăм, такмак тулли укçаçăм. Пазух. Так-так, таюха, таюха та паюха. Мĕн вăрларăн, таюха? — Эп нимĕн те вăрламан, Нака така вăрланă! — Именух Анни, шăмми-шакки, пашшул ван. (Орфогр. сомн.). Чураль-к. Так-так таки мине вĕрен-сӳрен. (Чăхă сĕлĕ çини. Орфогр. сомн.). Якейк. Так, так татка пичке, торат татти Миколи. Вик, вик, вик человек, çмарта вăрри Левентти.

така пуç çитерни

(така пуçĕ çитерни) назв. обряда. СТИК. Качча кайнă хĕре ашшĕсем сурăхсем парса яраççĕ (парне). Çав сурăхсем пăруласа така тусан, вăл такана пусса, пуçне хĕр ашшĕсене çитерме каяççĕ. Така пуç-урисене килте пĕçереççĕ те, ăна чашкă-савăт çине хурса, çыхса, хăнана илсе каяççĕ, çавăнтах тата пăтă, урăх мĕн пĕçерсе каяççĕ.

така чӳкĕ

принесение в жертву барана. Менча Ч. Така чӳкне вĕсем ак епле чӳклеççĕ. Çуркунне пуранланă путексем ӳссе çитсе, аш тути кĕрсессĕн: çĕнĕ ашпа чӳк тăвас, теççĕ. Çĕнĕ ашпа чӳк тумасассăн, аш-пăш перекетсĕр, тутăсăр, техĕмсĕр пулат, теççĕ. Ст. Чек. Така пуснă чухне такана шывпа сапатьчĕç: чӳк çырлах! тесе. Така силленсен: çырлахтăр, тетчĕç виçĕ хут. Силленсен вара, турра юрăхлă пулат, вырнаçат, çырлахат. Силленмесен вара, вырнаçмас, çĕнĕрен сапаççĕ, çавнах калаççĕ. N. Така чӳк тунă çĕре те каяттăмăр.

такана

(тагана), корыто (всякое). Сред. Юм. Такана, корыто. Икково. Такана, корыто для стирки белья дома. N. Такана çинче кăна, в корыте (мыть). Изамб. Т. Купăста такани, корыто для рубки капусты (у КС. зто — купăста вулашки). Альш. † Леш кассенĕн каччисем, такана пек хырăм(ĕ)сем (с большими животами?). N. Ăсла такани или кункăра (ăсла юхтараççĕ). || Ночевки, ночевы. Кан. Ăна: ани такана пек, тесе, илмерĕ. Не взял загона, ссылаясь на то, что он похож на ночевки, т. е. не представляет правильного четыреугольника. Ст. Ганьк. Таканала вир авăсаççĕ. Собр. † И, пастăр-пастăр пан улми, таканасем çинче кустарни (суть те, которые катали на ночевках?). Альш. Такана илнĕ, тет те, çурт тавра авăçса (тряся как бы вея) çавăрнат (старуха во время пожара), тет. Ib. Такава евĕрлĕ лаппи. Н. Седяк. Такана — алланă çăнăха хураканни. Юрк. Авсăн такани — кĕрпе авăсакан такана. Сред. Юм. Авсăн такани (кăмакана хывнă тыррăн — юлашкине авăсакан таканана калаççĕ). См. авсăн. Н. Седяк. Шанчăксăр ĕçе: такана çинчи шыв, теççĕ. Собр. Халăх çинчи сăмах такана çинчи шыв пек. (Послов.). || Колода. Письмянка. Такана (чит. таҕана), колода. Сред. Юм. Лаша такани (витере лашана пăтратса паракан таканана калаççĕ). N. Пусă такани. || Приспособление для катания с горы. || Корыто для купанья детей. Ядр.

такана хырăм

с большим животом; обжора. Лашм. Пĕчĕкçĕ ача, такана хырăм. См. тармаклан. N. Такана хырăм! Хырăмне такана пек сарнă. (Гов. об обжорах).

тармаклан

топыриться. СТИК. Алли шыçса кайнă та, пӳрнисем тармакланса тăраççĕ. Ib. Ĕне çилли тулсан, чĕччисем тармакланса тăраççĕ. || Пимурз. Алтунисем тармакланса кайрĕç (распухли руки). || Растопыривать ноги. Чертаг. Тармакланса йăтса пырать, пĕçĕсене саркаласа янă. Сред. Юм. Пит самăр çын, çынпа пĕрле ôтса çитес тесе, тармакланса ôтать. Лашм. † Пĕчĕкçĕ ача, такана хырăм, тармакланать чӳрече умĕнче; хăй сарă хĕрпе вылясшăн, манкине те шăла пĕлмест хăй. || О разбросанных облаках. Ст. Чек. Çанталăк тармакланса тăрат, пĕлĕтлĕ тăрат.

тасат

(-т), чистить, прибирать, убирать. Регули 1365. Кил-картине тасатсах тăр. Сятра. Симĕс корăк, ман орая тасат! тет. (Просительно: ман орая тасатай). О сохр. здор. Ун чух вара пӳрт лартма суйласа илнĕ вырăна тасатас-тасатасах пулать. Сред. Юм. Кил-карти тасат, убирать двор;. атă тасат, чистить сапоги. || Придавать лоск, бдеск. Сред. Юм. Атă тасат. N. Ку сăмавара тасатмалла. Этот самовар надо вычистить. || Вычищать (что откуда), очищать, удалять нечистоты. N. Вакон çоль çинчен йор тасатрăмăр. Мы очищали железнодорожный путь от снега. N. Кайран, вилнĕ çынна пытарсан, виççĕмĕш кунне ирттерсен, вăл шыва тĕпсакайĕнчен тăпри-мĕнĕпе тасатса кăлараççĕ. Виçĕ пус. 33. Тырăсенчен юлнă япаласене тасатаççĕ. ХЛБ. Ана çинчек вăхăтра шыва тасатаймасассăн, тырă пулассине ан кĕт. || Производить суеверный обряд очищения. Етрух. Пушалăстă, тасатсамччĕ! Хаклă тăрать-и вăл тасатма? тет. (Чăваш чирĕ). Ib. Юмăçа килне илсе кайса тасаттарни. Юмăçĕ тасаттаракан патне пырсан, хай çурштав эрехе пĕчченех ĕçсе ярать те, вара тытăнать тасатма ӳсĕр пуçĕпе. Вăл: акă епле тасататăп, тет: пур чир-чĕре кил ăшчиккинчен хăваласа кăларатăп çакă килтен. Унтан кĕрсе каять тĕп-сакайне те, тĕслĕрен çӳп-çап, лăп-лап илсе тухать пĕр такана, уна вара суйлан пек тăвать. Усене суйласан, пĕр таса шурă тутăр çине çыхса хурать. Тата унтан вара юсман икерчне те савăн пек тепĕр шурă тутăр çине хурса çыхать. Унтан вара татах тепĕр хут йĕплĕ хул пĕр ывăç илет те, сакайне татах кĕрсе кайса, пур кĕтессене çапса шăлса тухать. Хăй сăмахне çапла калат: çакă килтен сире хăвса каларатăп; часрах тухса кайăр, тесе. Татах çӳле, пӳрте, тухсан та, пур кĕтессейрен çапса çӳрет. Çапла çапса пĕтерсен, йĕплĕ-хуллине тула илсе тухса, татах хуçи хуралтне уçса, çапла çапса шăлса пĕтерет юмăçĕ. Вара унтан, хуралчĕсене пĕтерсен, кил-картишне шăлан пекки тăвать. Çавă мĕн тĕттĕм çĕре çĕрĕпех тасатать! Унтан вара йĕплĕ-хуллине хапхаран тулашĕ енеле пăрахать тăкма кайиччен. Çапла вара юмăçĕпе хуçи пӳртне кĕреççĕ те, татах хатĕрлеç пĕчĕккĕ татăксем шурă тутăр, 5 тутăр татăкĕ: пĕрин çине çыхаççĕ ыраш çăнăхĕ, тата тепĕрин çине урпа çăнăхĕ, теприн çине кĕрпе, теприн çине тăвар çыхаççĕ, теприн çине пĕренĕкĕ, хур-кăвакал евĕрлĕ, çыхаççĕ, а çăвне пĕр чӳмлек катăкĕ çине илеççĕ; вара çав малтан хатĕрленисене, юсмансене, сакай çӳпписене пурне те пуçтарса пысăк тутăр çине çыхать. Вара юмăçĕ хуçине лаша кӳлме хушать; хуçи часрах йăпăр-япăр кӳлет те, хуçипе иккĕшĕ çав япаласене илсе, тата йĕплĕ хуллине те хапхан тулашĕ енчен илсе хураççĕ. Вара тăкма уя тухса каяççĕ. Çапла кайсан: пур парнепе тăкнине пĕлтерет, теççĕ, пур кил-ăшчиккинчи чир-чĕре, усала-тĕселе чипер тутлăх парнепе кăларса яраç, теççĕ. Парнесĕр тасатсан: выçăпа калех киле тавăрнать, тет юмăçĕ. Çапла вара тасатса пĕтерсе тавăрнсан, юмăçне хуçи татах питĕ ĕçтерсе ӳсĕртет те, леçсе хăварать киле. Ст. Чек. Тасатни тени — кĕл-туса çини. Сред. Юм. Тӳркиллие тасатса панă (дал жертву духу). || Уничтожать. Хăр. Паль. 11. || Шарккуне те пĕр самантра тасатса хучĕ (все сьел). || Украсть. Альш. Укçине те пăхат — укçине тасатнă-кайнă (украдены), тет. || Убрать (спровадить, убить кого). N. Ку япала манăн пупсене тасатма пултарĕ вĕт. Ведь этот субъект сможет убрать (спровадить) убитых мною попов. (Из сказки). || Регули 1366. Мана тасатсах исе карĕç. Синерь. Нӳхрепре пĕтĕм этем кĕлетки вакласа тасатса хунă, тет.

таста

то же, что таçта. Якейк. Вăл таста та порнма полтарат. Он приживчив ко всякому месту. || Пожалуй, (что)... Панклеи. Старик, старик! кай-ха, çав ача (дочка) таста окçа топса йăвăртан йăтимасăр тавăрнимасть полĕ. Сятра. Такана хырăм, хыйă çут! теччĕ.— Аюк, чĕртместĕп. Вĕрсерсен, хырăм та çорăлса кайă таста (пожалуй), тет такана хырăмĕ.

тием

описка вм. чием, моя вишенька? Т. II. Загадки. Пĕр такана тием (вишня) пур, илсе хыпма эмел çук. (Кăвар).

тӳшлĕ

жирный? Т. VI. 17. Вара илсе кайса: тӳшлĕ пултăр, кайрине тӳлетĕр, тесе çĕçĕ хываççĕ (колют барана). СПВВ. Тӳшлĕ пултăр, кайрине тӳлетĕр, теççĕ такана шыв сапса.

тăк

(ты̆к), подр. звуку при клевании. Б. Олг. Чĕпĕ, тырă сапса парсан, хăма çине тăк-тăк-тăк! сăкат. Якейк. Сала-кайăк чӳречея килсе ларнă та, тăк-тăк, тăк-тăк туса çӳреççĕ. || Подр. втыканию иголки. Б. Олг. Йĕп пĕрене çомне тăк! тирсе лартрăм. || Подр. боданию. Ст. Чек. Такана сиктереççĕ: тăк, ваçка, тăк! || Подр. толканию. Сунт. Вăл Петĕре хулĕнчен тăк! тĕртрĕ.

хуç

хоç (хус’, хос’), ломать, изломать (вещи). Сет-к. Порт аврине темчол хăтлансан та авса хуçас çок. N. Суха-пуçне Хлимансем купăста йăрань сухалама илсе кайрĕç те, хуçса кӳрсе пачĕç. А.-п. й. 47. Тилли каялла çаврăнса пырать те, шĕшкĕ туя хуçса илсе, тытăнать кашкăра ăшалама. А лиса возвратилась обратно, отломила орешник, взяла волка за хвост и ну стегать его по спине. Ib. 103. Ирхине хĕр йĕке вĕçне хуçса илет те, ашшĕне парса çапла калать... А утром она отломила кончик своего веретена, подала его отцу и говорит... Ib. 69. Инке, аяк пĕрчи хуçатăн,— тесе кăшкăрать Пӳрнески кăвас чĕрес ашĕнчен. Аскульск. Тапарах та сикерех, уратине хуçарах, эпир тепĕре киличчеи çĕнĕ урата хурайĕç. N. Тăрăс! тарас! тапар-и? уратине хуçар-и? уратине хуçсассăн авăспалан саплăпăр. Сиктер. Шывăн леш аякки симĕс хулă, хуçаймарăм ывçăм туличчен. N. Хветĕр арăмĕнне канчалаççине хуçса пĕтерчĕ те, вара кăнчалине унича алăк çине ялав çакрĕ. || Сгибать. К.-Кушки. Алă хуç. Самар. Хăшĕ унта ура хуçса ташлат. Тогач. Пĕр карташ сурăх мый хуçса выртĕ. (Кукăльсем). || Складывать. ГФФ. † Хосан çони хоçмала, хоçсан иккĕн лармалла. Казанские сани складные, если их сложить, можно сесть вдвоем. || Заломить (шапку). ЧП. Хуçрăм лартрăм çĕлĕкме. Собр. Туртнă çыхнă пилĕкне, хуçнă лартнă çĕлĕкне, хĕнемен çынна хăвармасть. (Милĕк). || Колошматить. В. Олг. || Изуродовать. N. Микуçа хăй арăмне халăх кĕлечĕ патĕнче çапса хуçна тĕлте çапса хуçна. Кан. Арăмĕн аллине çапса хуçнă. Изамб. Т. Кăна çăварĕнчен, самсисенчен юн киличчен хĕнесе хуçнă. || Ранить. N. Улпут сыснине улт сыснана петĕм хуçрăм та, пĕр кĕлет какай турăм. А.-п. й. 61. Анчах пĕр пĕчĕк вĕçен кайăк, темле ăнсăртран çунатне хуçнăскер, вĕçсе каяйман та, пĕчченех тăрса юлнă. || Юрк. Яшки пиçнĕ, хуçнă, пырас та çиес. N. Çав такана кăçалхи çул çав пирĕн ачанăн туйĕшĕн тытса пуснă, пиçнĕ, хуçнă, çак туй халăхшĕн хатĕрлесе хунă. || Свернуть. Якейк. Йăвана пĕр конта хуçса прахрĕ, темле осал чир полч (свернуло). || Разорять. Изамб. Т. Юрлăскере тата ытларах хуçса каять ĕнтĕ (разорит). Жатва. Вĕсем ниме юрăхсăр пукра пек, кирлĕ мар йывăç пек, тасисенех усал тăвасшăн пурăнаççĕ, кăлăхах тасисен пурăнăçне хуçаççĕ. Ачач 77. Пĕтĕм пурнăçа хуçса хăварчĕ вăл. || Огорчать. Альш. Ашшĕ-амăшне хуçаççĕ (умирающие дети). || N. Хĕрарăмсем сăмах хуçса калаççĕ (или калаçмаççĕ?) || Сăмахпа çапса хуçаççĕ. || N. Шывăн урине хуç = сивĕ шыва лĕп ту. || Плести (лапти). ТХКА 27. Пысăк, йăвăр çăпата хуçса парса тарăхтартăн мана. НР. † Пĕлтĕр хуçнă çăпатине тор-тор! кăçал туса пĕтертĕм, шеремет! Лапоть, начатый (который начал плести) в прошлом году, в этом году доплел я.

курăс

корăс (-ры̆с), мочало. Слакбаш. Курăс — несодранное мочало (на лубе). Ib. Курăс пулнă. Липовый луб, лежащий в воде, уже готов, может быть употреблен для дранья мочала. Юмансар. Курăс — мочало, которое еще не поступило в производство (см. мунчала). Ib. Курăс касма каятпăр. Мы идем рубить (липу) на мочало. Ib. Курăс хут, мочить мочало. Ib. Курăс сĕветпĕр. Ib. Курăс леçме каятпăр. Мы едем (отправляемся) с мочалом. См. Paas. П. Якейк. Эсĕр корăс кăларма хăнча каяттăр? Ib. Эпĕр кăçал корăс çĕр алă пăт кăлартăмăр. Ib. Порнаççĕ çав, килĕнче мочалалăх корăс çок! (мочала — сĕтел, пӳрт орай, сак çумалли, корăсран тунă япала). Календ. 1910. Хăмла-çырли хуллисем çĕре ан ӳкчĕр тесен, вĕсенĕн йăранĕ тăрăх ик енчен те пĕр аршăн çӳллĕш пăралуксем çумне курăспа çыхма та юрать. Пус. Пĕри тула тухать, тет те, такана (барана) тытса, урисене курăспа çыхать, тет. N. † Курăс, курăс кут сыппи тенкел ури айĕнче. N. Кĕçĕн ывăлне каларĕ, тет: акă манăн кĕлетре пĕр курăс мунчала пурччĕ, сана çав пехил (завещаю тебе), тесе каларĕ, тет. N. Корăс ачи Елена (девочка, которая раздирает на полосы мочало?). Шорк. Корăс татăк ('), кусок мочала. Ib. Корăс — мочало, из которого еще ничего не сделано, иногда зовут его и „мочала". Ib. „Мочала" обыкновенно = мочалка (для вытирания). Мочала — сак шăлмалли; корăс — длинное мочало, на рогожи. КС. Курăс — длинное мочало. Кон. 1929, №98. Тата Якур Мĕтрийĕ иртнĕ хĕлре Каврила Уçăпне курăс чĕртерсе усрарĕ.

кӳп

назв. болезни (большой живот у детей). Чăвашсем 7. Тата ача пысăк хырăмлă пулсан, ачана кӳп таптараççĕ. Вăл кӳпе таптарма ачана юмăç карчăк патне илсе каяççĕ те, ялта пĕр-пĕр арăм тунă пулсан (?), унăн çăпатине илсе пырса, ачана урайне вырттарса, çав çăпатана тăхăнса тапать те, тата ачана такана çине вырттарса, таканапа авăсать, ача ятне калать: кӳп тухтăр, тимĕр таканапа авăсса яратăп. Çак такана епле варкăштарса ярат, çавăн пек ача ăшĕнчен кӳп тухса кайтăр, тет. Тата, ачана урайне вырттарса, çинчен шăпăрпа шăлать: тимĕр шăпăрпа шăлса яратăп; шăпăр епле сирпĕтсе ярать, ача ăшĕнчен кӳп çапла тухса кайтăр, тет.

кăлар

(кы̆лар, клар), вынимать, вытаскивать, вырывать, выносить, вывозить, добывать. Альш. Хăшĕ (иные) хапхисене кăлара-кăлара ывăтнă (во время пожара). N. Хаçатне урама кăларса çаксанах (вывесили), Чавка Ваççи хăй çинчен çырнине чĕрсе тăкрĕ (изорвал). Икково. † Шор тоттăрăн çӳçи çок; кăларсан (если выпустить?) çӳçи полмĕ-ши? Изамб. Т. Ул вара пур хĕрсене укçа парат та, йапалисене урапа çине кăларат (выносит). || Моштауш. Тата хăшĕ пӳртлĕх кăлараççĕ (вывозят на определенное место, но не домой) те, пураттараççĕ те, сутаççĕ илекенсене. Бес. чув. Унăн аслă ывăлĕ, хай лашине хĕнекен Хайрулла, çав лашипех вăрмантан пĕрене кăларма (вывозить на определенное место, но пока не домой) кайнă. N. Вăрман парас пулсассăн (если дадут), çывăхарах кăларма тăрăшăр. См. тух. Ск. и пред. 102. Хĕлле пулсан, йăлăмра халăх пӳртлĕх кăларать. N. Пĕчик пичче пӳрт пĕрени кăларать. Собр. † Аллăм тулли кĕмĕл çĕрĕ, кама кăларса (снявши) парам-ши? Якейк. Ĕнер аран сӳс кăларса пĕтертĕмĕр. Ib. Ата, Мари, сӳс кăларма? — Çок, ман сӳс халях полимаçть-ха; эп сантан каран хотса (помочила). N. Вĕсен хăйсен кашнийĕн пахча çимĕç пур; çиес килсен, кăларать-татать-çиет. N. Çамрăк йывăçа кăларасси йывăр мар. Орау. Çул çинчи (на мостовой) юра тасатса, чулнех мар, тесе, кăна хăй хăранине кăларса каламасть пулмалла. || Оправдывать, наверстывать (расход). ||Обьявлять, заявлять; кăларнă та (доскребли до камня), çуна тупань шынисем чула перĕнсенех, лашасам тапах (сразу) тăраççĕ. Латыш. Пĕр вăхăтра турă шаланкăпа (канюку) ула-курака шыв кăларма (добыть из земли) хушнă. (Из сказки). Орау. Хĕрарăм пĕр пĕрчĕ кăларсач [тайком продает из дому имущество], пин пĕрчĕ тухать, тет. (Нечто в роде послов.). Сред. Юм. Килтен япала кăларать. [Так говорят, если у кого-либо один из членов семьи имеет любовника (resp. любовницу) и тайком передает (таскает) ему (resp. ей) вещи из дома]. Орау. Микула арăме тыр кăларса сутать (тайком от мужа), теççĕ. ТММ. Вăрлăх кăлар, çурла кăлар, начать сеять, жать. || Вычитать (в арифметике). || Насчитать. N. Хӳмине этем виçипе виçсе тухса, çĕр хĕрĕх тăватă чике (локтей) кăларчĕ. || Лишить (напр. голоса, земли). Кан. Кăларас ăна сасăран, кăларас! тесе, кăшкăра пуçларĕç. || Пропустить, продеть. Бгтр. Çак йĕп виттĕр канат кăлар, вара, кăларсан, икĕ пин тенкĕ парăп. || Снять. Юрк. Кĕрӳшийĕн (у жениха) аттине уринчен хĕрĕ (невеста) туртса кăларса хыват. || Согнать. N. Ман йăвана (в мое гнездо) темĕскерле кайăк кĕрсе выртнă. Атя-ха, кăлараймăпăр-и ăна? || Низложить. N. Патшана кăларчĕç. || Выводить. N. Вăсам (голуби) çав çура (в это лето) икĕ хутчен чĕпĕ кăларса карĕç. N. Вăл çăмартасене чăха айне хурса кăларсан, вара пĕр çăмартинчен йытă, тепĕринчен çĕлен, тепĕринчен куйкăрăш пулат, тет. || В. Ив. Аван вăрлăха килте кăларнине нимĕн те çитмест (т. е. всего лучше засевать своими семенами). || Выпускать. N. Хама хулана кăлармаççĕ. Учите детей. (Ачана) çын патне пит каларас пулмасть. || Взыскать, вытянуть, extorquere. Кан. Ку пилĕк тенке паянах кăларăп сантан (т. е. отомщу тебе за пятирублевый штраф, наложенный на меня из-за тебя). || N. Хăва (ты сам) курăс кăларатни. || Увезти невесту увозом. Ск. и пред. 63. Петĕр ĕнер сана хĕнерĕ те, кĕçĕр йăмăкна каларса каяс тет. || Выхлопотать. N. Пенççи кăлар, выхлопотать пенсию. Альш. Кăçал манăн Шăмăршă вăрманĕнчен пӳртлĕх вăрман кăларасчĕ (выхлопотать бы). N. Халĕ халăхсем хушшинче халап нумай çӳрет: çĕр кăларса валеçес, теççĕ. || Обнаруживать, выказывать. N. Ял-йышĕсем укçине кăларасса кĕтеççĕ, анчах çук укçа, тухмастех, укçа илсе килни ниçтан паллă мар (совсем не видно, чтобы он приехал с деньгами, нажитыми на стороне). || ТХКА 108. Мана хăратас. Разглашать. N. Çын çине сăмах ан кăлар. Чăв-к. Тăвансем, тантăшсем! Эпĕ усал каланă пулсан, кăларăр çакăнта. || Издавать. N. Çапла туни малашне те халăхсăр пуçне çĕнĕрен закон-мĕн кăлармасса сăмах пани пулать. N. Бюрократия, халĕ хăй майлă çынсене Думăна кӳртме суйлас умĕн, тĕрлĕ çĕнĕ йĕркесем кăларан пек турĕ. || Исполнять (напр. музыкальную пьесу, декламацию и т. п.). || Взорвать. В. Олг. Каран çортая вот тивертсе кăлармашкăн ярнă салтака (в подкоп). || Лить, источать. Ст. Яха-к. Тата унта хăшĕ, тепле çуна айне пулнисем, халăхран катанарах кайса, сăмсисенчен юн кăларса тăраççĕ. || Выдумать, ввести в употребление и т. п. БАБ. Унччен пирĕн ялсенĕн нимĕскерле киремет таврашĕ те çукчĕ, тет; вара çак чăваш, пирĕн ялта пурăна пуçласассăн, пирĕн ялти киреметсене пурне те кăларнă, тет. || N. Çав сăмахран вăлсем, ухмахсем, халап кăларнă. || Сделать, создать. Задонский. Шуйттана та çылăх шуйттана кăларнă (сделал диаволом). N. Асла кăлар. || Создать. ПВЧ. 104. Пирн пуç çĕнчи (= çинчи) йăвăр хуйха курайман тăшман кăларчĕ. || Добывать. N. Ăçтан кăна кăларат! || Устроить (дело). N. Ĕç кăлараймарĕ. Дело сделать, дело устроить не смог (напр., ходатайство не удалось). || Выделать. С. Тим. † Пирĕн хĕр пит маттур: виçĕ çурăм йĕтĕнтен кĕрӳ кĕпи кăларчĕ. Качал. Пĕр юмана касăп та, икĕ такана кăларăп икĕ пулене тăвăп. (Йĕкел). Якейк. Ку крешрен çичĕ хăма кăларас, теп (хочу). N. Виçĕ тĕрке пушăтран хăрах (на одну ногу) çăпата кăларчĕ. || Делать выступом. Альш. Елшелин урамалла крилтса кăлараççĕ (так, что оно выступает на улицу) пурин те. Ib. Пӳрт умĕнчен урама кĕрилтса кăлараççĕ. || Амалăх-Кипеней. Хытă кăларакан чул, хорошо мелющий жернов. || Выкашивать (о косе). Альш. † Ман çаваçăм вырăсла: вăр çавăрса сулăнса, çĕклем утă кăларать. || Уговорить девушку выйти замуж за себя. Юрк. Ачăрсем те маттур, йĕкĕт, теççĕ, мĕшĕн кăлараймастăр савнине. || Разобрать. N. Анчах вĕсем вăл çырăва (надпись) пĕри те кăларайман (не сумели разобрать). || Орау. Вырăсла пĕр сăмах та кăлармасть (говорит по-чувашски чисто). || Произносить. Альш. Калаçма та тутарсем манерлĕрех кăларса калаçатчĕç калаçнă сăмахĕсене (они). ТХКА 62. Ман арăм пăртак çармăсларах кăларать сăмаха, мĕншĕн тесен эпĕ арăма Атăл хĕринчи Шамал патĕнчен илнĕ. || В качестве вспомог. гл. N. Пĕр-икĕ станция (= стантсă) та иртмерĕ пулĕ, эпĕ хай хаçетĕме часах вуласа кăлартăм (прочитал). Альш. Авă пирĕн паян хыçалти пӳртрĕ çăкăр пĕçерсе кăларнă (испекли) — ăшă; çавăнта тухса выртар. Цив. Лаши кутне çавăрчĕ те, тапса, пуçне шăтарса (пробив), мимминех сиктерсе кăларчĕ (вышибла мозг). Юрк. Тепĕр ырă памĕтник умне чарăнсан, ун çинчи çыруне вуласа кăларчĕ (прочел).

кăнчала

(кы̆нџ̌ала, кŏнџ̌ала), см. кĕнчеле. Орау. Кăнчалине кăрлаттарса (?) туртса ларать, пĕр карчăк (юмахран). || Прядево. КС. Пĕр кăнчала çăн, сӳс (приготовленное к пряже). СТИК. Кăнчала — сверток очищенной шерсти, приготовленной для пряжи (весу в нем около 1½ ф.). Б. Олг. Хоçа арăмĕ çăмне (с'ŏмн'э) тапса (похса?) тăрат тапнине, карян тĕркет кăнчалине такана ăшĕнче. Якейк. Эп анчах кăнчала туса çыхрăм (= тăпкаран сăйĕ-сăйĕпе илсе, тепĕр çĕре хораççĕ те, çана карян чăркаççĕ; кăнчала чăмăр, вăрăм полать). Б. Олг. Тыллаччĕ (коноплю) тылăпа... карян хĕрарăм она, хăнча ерçсен, шăртлат она, кăнчала туат... Потом вара арлат. Кăнчалапа яш арăм арлама каят поскиле.

кĕреçе сохал

борода лопатой (окладистая). || Существо, которым пугают детей. Чертаг. Сана кĕреçе сôхал тытать! Сятра. Кĕреçе сохал, такана хырăм, вăрăм тона (тĕнке-тона). [Заглавие сказки; правопис. приблиз.].

чав

рыть, копать. Шел. II. 63. Вăл чулсен патĕнчи çĕре сысна чавнă пек чавса пĕтернĕ. Сред. Юм. Тараса чавса пĕтерсен он ăшне пыра яраççĕ. Янтик. Тукассенĕн пуссисем тарăн-ши çав, ăшăк-ши? Тарăн пулсан ăсчăрах, ăшăк пулсан чавчăрах. П. У. Çĕр чавакан, землекоп. N. Çапла вĕсем ял тавра алтса çавăрнаççĕ. Алтса çаврăнсан, вĕсем çĕре чавса шăтараççĕ, икĕ пуçне те этем тухса кĕрсе çӳремешкĕн шăтăк тăваççĕ. Якейк. Вăй патăр! Мĕн эсĕр картара конĕн-çĕрĕн чаватăр? Ib. Сысна анкарне кĕнĕ те, пĕтĕмпех чавса тохнă. || Ковырять. Орау. Чава ларать. Только и занят ковыряньем. || Ковырнуть. Трхбл. Питне чавса илнĕ. Лицо сковырнул. || Царапать. Якейк. Йăвана Кĕркори пĕтĕмпех чавса пĕтернĕ, пичĕ-куçĕ чĕп-чĕр йон. || Оцарапать. Орау. Эп ăйăх тĕшшипе алла чавнă кĕçĕр (е: чавса янă). N. Автан тухать те (вылез и), улпутăн хăрах куçне чавса кăларать илет. Альш. Кушак шăши тесе, кашкăрăн куçне чават илет (вцепилась). Букв. 1908. Кушак Хураçкана куçĕнчен чавса илчĕ. Курм. Кошак чавтăр чĕччине. || Теребить, чесать (шерсть и пр.). Сред. Юм. Таптарман çăма алпа чавса кĕнчеле туса çыхса арлаççĕ. (Пĕчиккĕн-пĕчиккĕн алпа тортса майлассине чавас теççĕ). Якейк. Сӳс шăртласа пĕтерсен çăн чаваççĕ. Ib. Тăпкаран чавса кăнчала турăм. Ib. Арлама лайăх пултăр тесе тăпкапа чаваççĕ. Кан. Тылласа тӳ, шăртла, чавса арла. КС. Сӳс чаваççĕ (руками выбирают тĕввисене). || Якейк. Каранхи сарăма çапса тухсан ик хĕрарăм олăма чăркама лайăх полтăр тесе креплепе чаваççĕ (приводят в порядок). || Шевырять. КС. Чăхсам кăшăла (ворох) йăлт чавса салатнă. Сала 117. Пĕчĕккĕ лаша тур лаша, супне тулли сĕлĕ ытат, супне тулли памасан, чавса тăкăп тиет. || Долбить. Изамб. Т. Çăнăх хумашкăн эпĕ такана чаврăм. Собр. Алăсăр урасăр курка чавать. (Тумла юхни). || Ир. Сывл. 2З. Чавса кăна пыратпăр (по реке). || Орау. Ой-яй кĕслене лайăх калать, чавать кăна (ловко играет). || СТИК. Кăш чаврăм-ха кунтан. От него я немного поживился.

чапăлтаттар

понуд. ф. от гл. чапăлтат. Альш. Çиччĕри саккăрти ача шыва кĕрсе кайнă та тек чапăлтаттарса тăрать. КС. Пĕчĕк ача шыва чапăлтаттарать (или: чапăлтатса выртать) шыва кӳртнĕ чухне такана çинче (в неглубокой воде.— Сред. Юм.). N. Вăсем тата шывсене пăхмасăрах чапăлтаттарса çӳреççĕ. Орау. Ачисем çăмăр хыççăн ура сыппи таран шыв çинче чупса чапăлтаттарса çӳреççĕ.

чусла

назв. инструмента. N. Чусла, такана (курите) чавакан, тĕпне якатакан хатĕр. Вăл, урлă пуртă пек, çаврака пулать. Унпа пӳрт ăшчикĕ тунă чух, кĕтес якатнă çĕрте те кирлĕ. Ку хатĕре пулле те теççĕ.

хĕпĕртесе ӳк

обрадоваться. А.-п. й. 50. Кашкăр, хĕпĕртесе ӳксе (обрадовавшись), çырмана чупса анать те чăнахах та хай такана тĕл пулать. М.-Чолл. Картаус патша илтсен хĕпĕртесе ӳкнĕ. Ачач 37. Тимуш, класра чипер ларнă çĕртех, сасартăк хĕпĕртесе ӳкет.

шулап

застреха. N. Шулап, желоб, коим прикрывается крыша драниц. ЩС. Шулап, желоб на коньке крыши. СПВВ. ЕС. Шулап — çурт çумне улăм тăма тунă йăвăç. СПВВ. ЕХ. Шулап — пӳрт тăрне шыв каймантан, хăвăл япалана чавса, хуплаштарса хураççĕ. Сред. Юм. Шôлап тесе чĕренче витнĕ хôралтăн чăн тĕрне хоракан такана пик чавса тунă пĕренене калаççĕ. Ст. Чек. Шулапа кĕрешрен варрине ырса кăларса тунă. Хăмалласкерсенĕн тӳпе кашта çинче выртакан пуçĕсене шулаппа витнĕ. Б. Олг. Тӳпе шолап вырăнне хăма çапас. Тӳпе шолап çине хораччĕ сысна çил çĕмĕресрен, иккĕ ик енне хĕрри шолап хораччĕ (ку еккине пĕрре, леш еккине тепре). Образцы 81. Тĕренче витнĕ пӳрт çине шулап витсе кĕтĕмĕр. ЧП. Лапка-лапка юр çавать, шулап пуçне шуратать. Сала 182. Кăвак-кăвак кăвакарчăн, шулап тăрăх чупкалать. Ядр. Кăлтăрик-кăлтăрик кăвакарçин, шулап тăрăх кускалать; шулап вĕçне çитсессĕн, ик çунатне шарт çапать. Такмак. Вăл (кăркка) виçĕ çулта виççĕ çĕре анман, шав хуралтă тăрринче шулап тăрăх çунатне çапса вĕçсе çӳренĕ. Тораево. Карчăк çывăрса карĕ, тет, пӳрт шулаппи хытă чĕтĕренет, тет (от храпа). || СПВВ. КМ. Шулап, тес. || С горбинкой? Альш. Сăмса чăвашăн лапка, сайра кăна пулат шулап сăмсаллă çын. || В переносном смысле. СТИК. Çăмăлкка çынна, ăс кĕрсе çитмен çынна: кун шулапĕ витĕнеймен иккен-ха, теççĕ. Е çав çын умĕнчех ăна каламан пек пулса: аслăксене хуратул улăмĕпе витнĕ, теççĕ. Ухмахрах çын ку сăмаха хăйне каланине сисеймест, тек илĕртнĕ хыççăн каят. || N. Шулап, затылок косы, в других говорах — тăрши, çава тăрши. Якейк. Шулап, обух косы.

нишле

совершать обряд и наговор для лечения «собачьей старости». Чеб. Ача чирлесен нумайĕшĕ нишлеççĕ; нишлеççĕ çапла: такана айне хораççĕ ачине, такана йĕри-тавра хораççĕ йĕтĕн-сӳс. Она чĕртеççĕ, вара нишлекен такана çине чикет косарпа, вăл калат: ниш, тох, тох! N. Ачана нишлени. Ачана такана çине хураççĕ те çăкăр кĕреçи çине хурса кăмакана виç хутчен чиксе кăлараççĕ. Унтан таканапа ачана йăтаççĕ те, картиш тăрăх йăтса çӳреççĕ. Пирвай пусмайне илсе кĕрет те, кала пуçлат: «Йытă-качака нишĕсем, чăх-чĕп нишĕсем, сысна нишĕсем, кушак нишĕсем — пурте тухтăр çак ачаран», тет. Унтан витене илсе каяççĕ, унта та калаççĕ: «Лашасем нишĕ пулĕ, вăлсем те тухчăр, тихасен нишĕсем — пурте тухчăр». Унтан картана илсе каяççĕ те, калаççĕ: «Ĕне нишĕсем, сурăх нишĕсем, путексен нишĕсем, пăрусен нишĕсем, пурте тухса вĕрен çине вĕçсе кайччăр», теççĕ карчăксем. Латыш. Амăшĕ, юмăç каланă тăрăх, нишлеме пĕлекен ватă карчăк патне илсе каять ачине. Ib. Час-часах начар апатпа ик-виç çулхи пĕчĕк ачасем пит начарланаççĕ. Пĕчĕк ачан мăйĕ çинçелет, хырăмĕ пысăкланать. Амăшĕ, юмăç каланă тăрăх, нишлеме пĕлекен ватă карчăк патне илсе каять ачине. Нишлеме иккĕн кирлĕ: пĕри карчăкки, тепĕри евчи. Нишленĕ чуне пӳртре çăкăр пĕçереççĕ. Карчăкки ачана пикелет (= пиелет) те, çăкăр кĕреççи (= кĕреçи) çине хурса вĕри кăмакана çăкăр çине виçĕ хут чиксе кăларать çапла мăкăртатса: «Çак ача кăмака нишне кайнă пусан, кăмака нишĕ тухтăр çак ачаран; кăмакана юлса çунса кайтăр вăл; хăçан та хăçан çак кăмака нише каять, çавăн чуне тин нише кайтăр çак ача. Амăшĕ пиçикине салтать те, хĕвĕнчен чиксе аялтан виç хут кăларать. «Таса ача çуралать», тет карчăкки. Тĕп сакайне виç хут чиксе кăларать карчăкки. «Тĕп сакай ниш тĕп сакайне юлтар», тет. Сӳсмен витĕр виç хут кăларать. Сӳсмен нишĕ тухтăр çак ачаран, тесе. Ачине арăк çине хурать те, кĕлте çыххипе сăтăрса, çапла каласа ларать: «Тыр вырнă чух ача кĕлте çыххи нишне кайнă, вăл ниш тухтăр. — «Ача мĕнле нише кайнă ку?» тет евчи. — «Мучала нишне кайнă, мучала пек çемçелнĕ, мучала нишне кăларап-ха, тет карчăкки тирĕк мучалине сăтăрса. Евчи ыйтать: «Мĕн нишне кайнă?» — «Ача тăрна нишне кайнă та, ăна кăларап-ха, тет ачана тăрна тĕкпе сăтăрса. Ачан хырăмĕ пысăкран такмак ăшне виç хут чиксе кăларать. «Такмак ниш тухтăр». Унтан евчи авсăн таканипе чăх, лаша, хур навусне илсе кĕрет. Карчăк ачана çав навус çине хурса авăсать, çапла каласа: «Чăх навусĕ, ху нишна ху исе кай, хур навусĕ, ху нишна ху исе кай, лаша навусĕ, ху нишна ху исе кай». Навусне ачи мĕннипех шăпăр шăтăкне тăкать, хăй прехмай хуллен мăкăртатать. Пăртак тăрсан ачине илет те, кĕрĕкпе чӳркесе сак çине хурать. «Виç куçлă ие тухтăр, пусма айĕ ийи тухтăр, карта ийи тухтăр, кăмака ийи тухтăр, уй ийи тухтăр, вăрман ийи тухтăр»... тесе пит нумайччен ачана пилеш хуллипе çаптарать. Ачи пит макăрать. Карчăк ачана илнĕ чуне евчи ыйтать: «Ачаран нишисене, ийисене пурне те кăлартăн-а?» — «Йăлтах кăлартăм, пĕр ниш те юлмарĕ», тет карчăк. Унтан вăл курка çине шыв, кĕл, кăмрăк, тăвар ярса, алăк янаххи çинче ача пуçĕ йĕри-тавра виç хут çавăрать те, çав шывпа ачана çăват. Вара ачана тула исе тухать те, чӳрече витĕр амăшне тыттарать. «Таса ача парап сана, нишсем, иесем кайнă унтан», тесе. Амăшĕ илет те, шур кĕпе тăхантарать. Ку чăваш йăлине авалхи тĕне кĕмен кăрчăксем анчах пĕлнĕ. Халь пирĕн ялта пĕр карчăк пĕлет. Ман анне евчи пулнă çак ачана нишленĕ чуне, анчах карчăк сăмахĕсене пит шăппăн калать, тет, çавăнпа пурне те лайăх илтмелле мар, тет.

ням

(н'ам), еда (детск. сл.). Сред. Юм. Ням пĕчик ачасĕне çи тессине калаççĕ. Янтик. Айта, çи-çи, ням-ням ту! (заставляет есть маленького). Вомбу-к. Ням парать. Ст. Чек. Ням-ням (нам) килет, немой идет (гов. детям). Сабр. Ням-ням, нăр-нăр, çутă кӳл, хушка ту, вĕт хăва, вĕт хăва ăшĕнче вĕт сысна. (Çăвар, сăмса, куç, çамка, çӳç, пыйтă). С.-Устье. Сенкĕ, сенкĕ çинче пилеш, пилеш çинче такана, такана çинче, икĕ кĕрепле, икĕ кĕрепле çинче ням-ням, ням-ням çинче лĕр-лĕр, лĕр-лĕр çинче икĕ çутă кӳлĕ, икĕ çутă кӳлĕ çинче çут-уй, çут-уй çинче вĕтĕ вăрман, вĕтĕ вăрманта вĕтĕ сысна. (Çын).

панар

неизв. сл. Ст. Ганьк. † Панар, панар пан улми, такана тăрăх кустартăм.

пастăр

присловье к сл. панулми. Собр. Пастăр-пастăр панулми сĕтел тăрăх кустартăм. Бугульм. Пастăр-пастăр панулми такана тăрăх кустартăм.

пулле

(пул'л'э), тесло поперечное, у которого лезо поставлено поперек; часто бывает желобочное. Употребляется в бочарном производстве или при выдалбливании корыт, колод и т. п., а также при вынимании пазов. Изамб. Т. Пулле (желобом, такана мĕн чавнă чухне). N. Пулле, употребляется для долбления ступ. СПВВ. Пулле — кункăра чавмалли. СПВВ. ИФ. Пулле — хӳме юпи ырине чаваççĕ. Начерт. 133. Полле, тесла.

ештчĕк

sive арман ешчĕкĕ (lege: шч’э̆к’), i. q. пĕрне, ковш. Турх. Чул çинче ешчĕк, ăна вырăсла ковш теççĕ. Над жерновом помещается ковш (на кĕрпе арманĕ). V. такана. Нюш-к. Арманта авăртма тыр яракан ешчĕке калаççĕ. Называют ковш, в который сыплют на мельнице хлеб для помола. || П. И. Орлов. Ештчĕк — машшин ешчĕкĕ (54), pars machinae K, ubi granorum molis fractorum particulae secundum qualitatem aliae ab aliis aeris flatu separantur, ящик круповейки. Huius partes haec sunt: его части след.: ешчĕк ум (ум, 546), ешчĕк пуçĕсем (54г), ешчĕк суллисем (61), ешчĕк çи (54а). ешчĕк хыç (54п). П. И. Орлов.

сып яракани

(сып), i. q. такана пăркăçĕ. Круглая, в виде колеса, дощечка, к которой прикреплена веревочка алтăркаçа. Посредством закручавания и раскручиванияг веревочки алтăркаç то подымается, то опускается. Шевле.

сыпка

sive сыпкă, i. q. такана пăркăçĕ. Сыпка — кружочек, прикрепленный к столбику; сквозь его середину продет кончик веревки (сыпка кантăри), другой конец которой сначала пропускается в кольцо на ковше, а потом привязывается к кольцу корытца. Конец, продетый сквозь сыпка, снабжен петел(ь)кой, в которую вставлен рычажок; если рычажок вертеть, то веревка или закручивается или раскручивается, сообразно чему корытце или опускается или поднимается. Для удержания рычажка в одном положении к петле привязана «палочка» (сыпка йĕпĕ), которая вставляется, смотря по надобности, в одну из дырочек, проделанных поокружности сыпка. Ст. Чек. Сыпка валашкана çĕклет те, аяла та антарат.

сыпкă

(сыпкы̆), i. q. такана. Корытце под ковшом. Асан.

такана

(тагана), i. q. валашка. А. Турх. Ешчĕк айĕнче такана. Под ковшом бывает корытце (К).

такана кантăри

(lege: к̚андоиы), funiculus, quo intorto aut relaxato такана aut altius tollitur aut demittitur. Веревочка для поднимания и опускания корытца. Тоскаево. Такана кантрине шăлтăрма пăркăçĕпе ырçа таканине антарса ăлăхтарма тунă. Веревка у корытца и вертушка блока сделаны для опускания и поднимания корытца.

шăлтăрма

(шы̆лды̆рма), trochlea annexa infundibulo (пĕрне), per cuius orbiculum traiicitur funiculus, qui alveolum (­алтăркаç) cum сып яраканни connectit. Блок (прибитый к ковшу; через него проведена тонкая веревочка от «алтăркаç» к сып яраканни. Шевле. Тоскаево. Шăлтăрма пăрмай чалăш ырçа çумĕнче пулать; çак шăлтăрма витĕр пăяв яраççĕ. Пăявăн пĕр вĕçĕ ырçа таканине çыпăççа тăрать, тепĕр вĕçĕ шăлтăрманăн пăркăçне лекет. Ырçа таканине ăлăхтармалла-антармалла пулсассăн, шăлтăрманăн пăркăçне пăраяс пулать. Блок всегда бывает я ковше. Через блок пропущена веревка, один конец которой прикреплен к корытцу, а другой задевает за шăлтăрма пăркăçĕ. Чтобы приподнять или опустичь корытце, стоит только повернуть шăлтăрма пăркăçĕ. А. Турх. Такана çĕклекеннине шăлтăрма теççĕ; ăна пăраççĕ те, çĕклет вара вăл. Прибор для поднятия корытца называется блоком; его поворачивают, и он подымает (К).

шăлтăрма пăркăçĕ

(lege: п̚ы̆ргы̆с’), idem esse videtur, atque такана пăркăçĕ. Кажется, то же, что такана пăркăçĕ. Тоскаево. Шăлтăрма пăркăçне вĕрен тăрăх ырçа таканине лăрса антарса ăлăхтарма тунă. Устроено для подъема и спуска, ори помощи веревки, корытца (потряска).

пуçана

(-з'-), свояк. Сред. Юм. Юрк. † Ай, пуçана, çур çуна, иккĕн пĕрле пĕр çуна! Пшкрт. Поçана, свояк. Шибач. Поçана = арăмăн йăмăкне илекен. Н. Карм. Пуçана, муж пултăр и хунекем. Коракыш. Так-так такана, симĕс кайăк пуçана. (Кĕркунехи калçа). Сенчук. Пуçана! Атя иккĕн Туçана. N. Ман арăм енчен хĕр илнĕ арçынсем пуçана пулаççĕ. N. Пуçанăшĕ, его свояк.

пăр

то же, что пĕр, один (при твердозвучных словах). Панклеи. Пăр карчăкпа старикăн икĕ хĕр полнă. (Сказка). Ib. Пăр (пĕр) моклашкаран авăтса такана турĕ (выдолбил).

пăр-кут

(пы̆ргут), то же, что пăр-ала, и также род долбленой ледянки для катанья с гор. КС. Пăр-кут тесе çуркам татăкĕнчен такана пек алтса тунă япалана калаççĕ, ăна пуллепе алтаççĕ (катаются с гор, подморозив). Толст. Урамра ачасем пăр-кутсемпе, çунасемпе ярăнаççĕ.

авăс

(авы̆с), grana in alveum, qui Taaaua dicitur, coniecta quassando venlilare, „полоть“ (веять), трясти на ночевках (такана çинче) семена или зерна растений для того, чтобы очистить их от пыли, шелухи и сора. ЧП. Кăçалхи вирсем пит выçă, авсаймарăм выççи тухиччен. Нынче просо очень тощее: сколько ни полол, никак не мог отполоть его, т. е. отвеять тощие зерна. Образ. † Кăçал вирсем пит выçă, авăсаймарăм выççи тухиччен. . Якей. Тосанлă тырра таканапа авăсаççĕ. Пыльный хлеб отпалывают на ночевках. Кудемер. Тăваттăн тĕвеççĕ, пĕри авăсат. (Лаша чупни). Четверо толкут, а пятый веет. (Загадка о лошадином беге). || Ad alias etiam res propter similitudinem refertur. Иногда употребляется и в др. случаях, в смысле качать, раскачивать. Чăвашсем. 1. Тата ачана такана çине вырттарса таканапа авăсат, ача ятне калат: „Кӳп тухтăр, тимĕр таканапа авăсса яратăп; çак такана епле, варкăштарса ярат, çавăн пек ача ăшĕнчен кӳп тухса кайтăр“, тет. Кроме того, она кладет ребенка на ночевки, качает его, называет его по имени и говорит: „Пусть опадет у него живот, я качаю его на железных ночевках. Как эти ночевки качают его, пусть так же выйдет из него болезнь, от которой у него пучит живот“. Сред. Юм. Тип пăрахутăн та шыври пăрахутăн та õралисĕне авăсса пыракан машшинĕ çаврать. Колеса паровоза и парохода приводятся в движение шатуном. ЧС. Насвусăн икĕ енне виçшер çын тăнă та пĕр чарăнмасăр авăсаççĕ. По обе стороны насоса стали по-трое и беспрерывно качали“.

авăт

(авы̆т), fodere, cavare, excavarc. рыть, копать, долбить. (Якей., Панклеи, Шибач., Урмай, Изванк). ЧС. Хăшне масар çине шăтăк авăтма ячĕç. Иного послали на кладбище рыть могилу. Якей. Авăн вочахĕ (чит. воџ̌ах̚) авăтрăмăр. Мы рыли овинную яму. Ib. Конта çăмăр шу йохма канав авăтас полать. Здесь надо вырыть для стока дождевой воды канаву. Ib. Пĕр моклашкаран авăтса такана турĕ. Выдолбил из чурбана ночевки. Урмай. Алăсăр-урасăр алтăр авăтăп. (Тумла йӳхни). Без рук и без ног я выдолблю алдыр. (Загадка о капели). Якей. Ку йопая авăтса кăларас полать, ахальăн тохас çок. Этот столб придется вырыть, а то иначе его не вытащишь. Ib. Канава туран анаталла авăтса кайăпăр. Мы будем рыть канаву, направляясь с возвышенности к низменности (или: с верхнего конпа селения к нижнему). Якей. Пашалусенрн чĕпĕтсе илнĕ тĕпренчĕксене çĕре авăтса пытарнă. Крошки, отщипнутые от лепешек, зарыли в землю. Яргейк. „Эпĕ шĕшкĕ тĕмми айне авăтса выртатăп та, хĕл каçап„ тенĕ. Она сказала: „Я вырою себе под кустом орешника нору и в ней перезимую“. Якей. Арман тунă чох алла çĕçепе авăтса илтĕм. Когда я делал мельницу, то выхватил себе из руки ножок кусок мяса. V. алт, чав.

кантăр вăрри чăмăркки

комок конопляной избойны. НИП. Кантăр вăрри чăмăркки, килĕ çинче çăкăрпа хутăштарса тĕвеççĕ (анатрисем). Н. Лебеж. Турчăка вĕçĕнче тутли пур. (Кантăр вăрри чăмăркки). СТИК. Кантăр вăрри чăмăркки. Кантăр вăррине малтан типĕтеççĕ те, унтан ăна, вир киллине ярса, тĕвеççĕ. Тӳнĕ чухне ăна икĕ-виçĕ хут такана çине илсе авăсаççĕ. Кайран-кайран кантăр вăрри хупписем çурăлса вĕççе пĕтеççĕ те, кантăр вăрри ăшне çăкăр çемçи ярса тĕвеççĕ. Вара кантăр вăрри тăм пек çыпăçат. Ăна чăмăркка туса çиеççĕ.

лӳпем

(лӳбэм), низменное место, неглубокое место. Орау. Пĕр такана пек лӳпемре кăçал çимĕкченех (до троицы) шыв выртрĕ (стояла снеговая вода). Чарбуси. Плукпала тип çĕре те, лӳпем çĕре те сухалаççĕ.

Мĕтри

яз. имя мужч. Рысайк. || Хр. имя имя мужч., Дмитрий. Н. Седяк, СТИК., Альш. Н. Седяк. Мĕтри мĕтĕртĕк, хура лаши тапăртăк, такана хырăмĕ банк! (Насмешка).

варкăштар

понуд. ф. от варкăш. Изамб. Т. Тырă сăвăрнă чухне, çил варкăштарат. Турх. Мĕшĕн кайăк, çиле варкăштарса, икĕ çунатпа сулласа вĕçетĕн? Синъял. Сарă кĕрĕк аркине çил варкăштарса уçайтăр. Сред. Юм. Эпĕ, пит тарласан, тутăр варкăштарса, çил кăларап. Ib. Хлака çил варкăштарать. || Махать. Шибач. Тоттăрпа варкăштаратăп (вею, машу). || Качать. Чăвашсем 7. Çав такана епле варкăштарса ярат, çавăн пек ача, ăшĕнчен кӳп тухса кайтăр.

вашмăк

(вашмы̆к), то же, что вашăк, пологий. В. Олг. О сохр. здор. 82. Шыва тулалла юхса тухмашкăн пĕр енелле вашмăкрах (сĕвекрех) тăвас пулать. Альш. † Урам варри вашмăк çул; ан ӳк, ачам, чипер ут. Ст. Чек. Вашмăх туран хăпарса кай. СПВВ. ПВ. Вашмăк, вашăк — отлого. Б. Олг. Ах вашмăк, конта хăпарма лайăк! Зап. ВНО. Вашмăк, отлогий. Якейк. Пĕр-пĕр япалайăн варри потăкрах, ик хĕрри çӳлĕрех полсассăн: вашмăкрах, теççĕ (напр. такана, тиркĕ, лопашка).

выля

(выл’а), играть. развлекаться. N. Кăмака çинче кушак вылĕ. (Ăшă). Сред. Юм. Вылчнă-çĕм, эпир çăмăр хôпăрланса килнине те сисмен. Орау. Вылямаллах çырса пăрахар-ха пĕрне. Давай напишем-ка так, играючи, одну статейку. N. Çав çурхат пек выляса кулма ирĕк пульмĕ-ши? N. Куç харши вылятчĕ. N. Выляни çитермес, тет, пӳрни çитерет, тет. Ст. Чек. † Ялти сарă хĕре эп тус турăм, ĕнтĕ вылясшăн мар, ай, илесшĕн. Я подружился с красавицей из своей деревни, — не для того, чтобы поиграть, а чтобы пожениться. Упа 705. † Мĕншĕн, ӳсес каччă пулса, савнă хĕрпе вылямас пур? Лашман. † Хам савни çывăхра пулсан, кунне çиччĕ кайса вылăттăм. N. † Эй, тантăшсем, тата пĕр-икĕ çул выляр-и? Качал. Çак Йăван инкĕшне пĕлмен, вылянă çак хĕрпе. Тайба Т. † Çырла шывĕ вăрлакан, шĕшкĕ айĕнчен тăракан, çын арăмпе вылякан питне намăс кӳрекен. Янтик. † Уччаскасем касса, уйсем турăм, теçеттине касса, çул турăм, юпах тихапа выляма. Макка 31. † Хĕвел анать выляса. В. Байгул. † Çӳлелле пăхрăм — тĕлĕнтĕм уйăхпа хĕвел вылянинчен. || О цепах во время молотьбы. Изамб. Т. Тăпаççисем ун чухне выляса-кăна пыраççĕ. || О мысли. Сир. 7. Ăс выляни (лукавые мечты) хыççăн кайса, нумайĕшĕ тăн-пуçран хавшанă. Ст. Чек. † Çак куштан хĕр хыççăн çӳре-çӳре, ăсăм выля пуçларĕ (ĕç енелле пăхас килми пулчĕ, хĕр-арăм çинчен яланах шухăшла пуçларăм). || О глазах. Пазух. Тусăм, туту кулать, куçу вылять, туррисем çыраç пуль пĕр çĕре. Альш. Çăварĕ кулат, куçĕ вылять, — епле матур хĕрсем пур! А. П. Прокоп. † Сирĕн куçăр пит вылять, кама савассине пĕлместĕр. Альш. Сиксе тухас пек тăрать выляса (большие глаза). || О воде. Н. Лебеж. † Такана çинче епле шыв вылять, ман çинчен сăмах çапла вылярĕ. || О пересудах. Собр. 400°. † Эпĕ пырас килсенче сăмах вылять, тиеççĕ. || О ветре. Тим. † Çӳлĕ тусем çинче урхамах, хӳри-çилки витĕр çил вылять. Юрк. † Пĕкки витĕр пĕлĕт вылять, çилхи витĕр çил вылять. Альш. Каша енчен çил выляканччĕ, тесе, каларăм, тесе калать, тет. || Играть (о музыкальном инструменте). Сказки и пред. чув. 76. Кунĕн-çĕрĕн выляма шăпăрĕ те парăнмасть. || Шутить. Ау 262°. † Пирĕн савни ӳпкеленĕ выляса каланă сăмахран. || Двигаться. В. Олг. N. Ура вылять. Двигается в суставе. Утар. Тĕреклĕ канатсемпе кăкарман ким хӳри шывра пĕр маях вылять. || Мерцать. Вопросы. Смолен. Çăлтăрсем пит ялтартатсан (вылясан), хĕлле сивĕ, çулла уяр пулат. Сред. Юм. Çăлтăр вылять. Звезда мигает. (Череп. мерцает). Пролей-Каша. Тул уяртса кайнă, çăлтăрсем выляса тăраççĕ. || Соirе (это значение устанавливается только из контекста; иногда здесь бывают возможны и другие истолкования). В. Олг. Пачăшкă пырчĕ мольчая и сăмовар лартрĕç. Ĕçрĕç; выляма тапратрĕç. Хĕрĕ калат: и-ох! тет, кĕçенет. Попĕ калат: тпру! тпру! тет. Чуратч. Арçӳри вăрманта пурăнать. Вăл хĕр-ачасем арçын ачасемпе вылясассăн пулнă ачаран пулат. Рак. † И, пус вылят, пус вылять, пус кутĕнче хур вылять; улмачăпар тӳшек çинче каччăпала хĕр вылять. Шишкин. † Поян çынăн ватă хĕр(ĕ)пе хам та виç хут вылярăм. Скотелеч. 28. Вылякан ĕне. || Строить козни. Ст. Чек. † Тăван, эс те инçе, эп те инçе: хушшăмăрта тăшман (ай) вылярĕ (враг устроил козни). || Избаловать. А. П. Прокоп. † Тула çинче мул вылять, çак тăвансем патĕнче кĕреке тулли чыс вылять. || Ставить на кон. Хурамал. Ну, салтак, хутаçна та вылятни? Ну, что, солдат, поставишь на карту и свой кошелек? || N. Çапла çамрăк ачасен хушшинче укçа выляма — пуçланă (они стали швырять деньгами).

Ие

(иjэ), назв. духа. См. Магн. 146—148. Ст. Чек. Ие — злой дух; если оставить ребенка одного на земле, то он пристает к нему, и ребенок делается больным. Некоторые остаются на веки больными или хромыми. Урине не чăмланă — стал хромым. Ст. Чек. Ие — духи в бане; вредят ребятам, делают их худыми, заставляют плакать (ие ернĕ.) Т. Исаев. Ие особенно мунчара пулать, тата вырăнта та пулать; вырăнта выльăх-чĕрлĕх хупакан çĕртре пулать. Вăл ие тени çичĕ ятлă пулать; ак унăн ячĕсем: 1) мул ийи, 2) çĕр ийи (scr. ĕйи), 3) кĕлĕ ийи (scr. ĕйи), 4) макра ийи (scr. йи), 5) чĕпĕте ийи, 6) çул ийи, 7) çĕрлехи ийи. Вĕсем тытсан, выльăх-чĕрлĕх хутланса ӳкет, ăçта выльăх-чĕрлĕхĕн пуçне те çаварса лартать. Латышево. Бывают: уй ийи, вăрман ийи, кмака ийи, карта нйи, пусма айĕ ийи, виç куçлă ийе. Щ. С. Ийе мунчара пурăнать (дух). СПВВ. «Ие = ăна», Изамб. 103. Те ийе çыпăçнă (ребенок болен, все плачет). Шибач. Ачана ие çыпăçнă (вĕлерет). Ие чăмлать. Хорачка. Ача (ача) çоратсассăн, е (иă) çыпăçат, теччĕ. Ачи (ачи) типет, макăрат (маграт). Карчăксам (карчы̆ксам) чĕлке соркаласа параччĕ, каран суалать ачи (ачи). Запись фонетически не точна. Ходары. Тата пĕрнн-пĕрин алăри ачи чирлесен, куна ие ерет пулĕ-ха, тесе, пилеш шăрçа туса, çакçа яраççĕ. БАБ. Тепĕри (т.-е. йомзя): ие çулнă (поразил), тесе, ие хуса кăларчĕ, тет те, манăн чĕлхе уçăлса, калаçакан пултăм, тет (и говорят, что после этого изгнания я стал говорить). БАБ. Ие хуса кăларни. Совершается, когда ребенка «ие çулнă» Старуха-йомзя выносит болезненного ребенка на середину двора, кладет, покрыв его «такана» (почевками), и зажигает их и бьет кругом по «такана» прутом «йĕплĕ хулă», читая «кĕлĕ». При этом совершаются и другие обряды. Потом ребенка обмывают отваром травы «ие курăкĕ», а затем воду, траву и «йĕплĕ хулă» выкидывают на перекресток (çул юппине). Изамб. Т. Те ие ернĕ, ялан ерет! (ребенок). — Çук, ие ермен кăна, куçĕнченех паллă. || Ие чăмланă, человек расслабленный, не владеющий своими членами; иногда у него руки и ноги здоровы, а голова не держится. Сред. Юм. Мурат. вол. Ие тăмласа кайнă (что-то в роде собачьей старости у детей, худоба). Ст. Чек. Мăйне ие хуçнă, ие туланă (слабость, болезненная, неизлечимая или искалечение оконечностей). Ст. Чек. Ие туланă пек ташлаççĕ. Пляшут как угорелые? См. Рекеев, 7; Магн., а также Г. Т. Тимофеев. Ие (по-тюрлемински) мунчара пурăнать. Ие урайĕнче (путпулта) пурăнать, сайра. Пуш пӳртре те пурăнать. Кураççĕ ăна. Ача-пăчана улăштарса каять. Хăйĕн ачи начартарах пулсассăн, этем ачипе улăштарать. Килте ыттисем çук чухне, сăпкара выртакан ачана илет те, ун вырăнне хăйĕнне хăварать. Ие ачи çемçе, ленчеркке пулать: пите ерет. Нишли (sic!) ача теççĕ ун пеккине. Ачине хĕнемелле, тет, пĕлсен; вара улăштарса каять, тет, калла. — Мунчари ие усал, тет, килтинкен. Вĕсем, çынна çапăнсан, усал тăваççĕ. Ача-пăчана, пысăк çынна та, çапăнать. Вăл çапăннă çын ленчеркке пулать: ăна «ансат хуçать». Иене вĕртсе кăлараççĕ. Питĕ вирлĕ вĕрекен тутар арăмĕссм пур. Тухнă чухне, хăнне (sic!) вĕрекене аптратса хăварать, тет. Ие сикет, теççĕ. Манăн шăллăма вĕртме çӳретчĕç, эпĕ пĕчикçĕ чухне; кашни каймасрен, çăнăх, кĕрпе, кăмрăк, тата темĕн иле-иле каятчĕç. Атте нумай та вĕреннĕ çын, çаплах кайнă! Шăллăма мунчара çапăннăччĕ. Мунча кĕнĕ чух, тĕк-тăмалăх витре чăн-чан! туса кайрĕ, тет. Унччен те пулмарĕ, тет, вырттарнă ачи: шари-шари! иккĕ-виççе хытă кăшкăрчĕ, тет. Çавăнтан вара пирĕн ача начарланнăçемĕн начарлана пуçларĕ, тет. Хай ача ни çывăраймасчĕ, нимĕн тăлаймасчĕ, тет. Ачана ансат хуçа пуçларĕ, тет. Çинерех илтсе пĕлеç те, каяççĕ хăвăртрах тутар арăмĕ патне. Тутар арăмĕ вĕресшĕнех мар, тет. Ывăлĕпе кинĕ хăйĕнчен вăрттăн каларĕçĕ, тет: çавăрăнĕ-ха, çапла тусан, капла тусан, тесе, калаççĕ, тет. Хай тутар арăмĕ чăнах та вĕрме пулчĕ, тет. Вара вĕртме ăна çиччĕ-саккăр та кайнă, тет. Малтан вăл териех тарăхса вĕрмес, тет. Виççĕмĕшĕнче, тăваттăмĕшĕнче питĕ хытă тытăнса вĕрчĕ, тет. Хăй, тытан амак тытнă пек пулса кайса, ӳксе, нумайччен выртрĕ, тет. Ывăлĕпе кинĕ шыв-мĕн парса, мĕн туса, хай арăм пĕр çур сехет иртсен тин тăчĕ, тет, чипер çын пулса. Аннен пирĕн (вăл унтах пурăннă) сехри хăпнă: вилчĕ-тăр, тесе. Вăл, ачаран тухсан, хăйне анратса хăварать, тет, иккен. Чăваш арăмĕсем, вĕрнĕ-сурнă чухне, анаслаççĕ те, йывăр вĕрме, теççĕ: лешĕ, усалĕ, йывăрлантарать, теççĕ. Çав тутар арăмĕ аптранăран вара ака самапланнăçем самайлана пуçларĕ, тет, йĕме те вăл териех йĕмесчĕ, тет. — Çапла шăллăм хуллен-хуллен чĕрĕлнĕ. Халĕ сывă çынах, анчах хăрах вĕчи, çав ĕлĕк ыратни, аяларах. Чупма та вăл териех аван мар-тăр: час ывăнать. — Ие сикет, тет. Анне çав тутар арăмĕ патĕнче пураннă чухне, кашни çĕр тутар арăмĕ тăра-тăра ачана çĕрле, тĕттĕм çĕрте, вĕретчĕ, тет. Вĕрнĕ хыççăнах ача, лăпланса, аранçĕ ăйха каятчĕ, тет. Анне те: ăйха каяттăмччĕ, тет. Пĕрре çапла, вăл ăйха кайсан, кăштăр-каштăр тунă пек пулчĕ, тет. Анне: хăраса, вăрантăм, тет. Вăл иккен тутар арăмĕ вĕсем патне пынă, тет те, анне çумĕнчи ачана вĕрсе ларать, тет. Çавăнтан хăранипе (вăл шухăшлать: тутар арăмĕ вĕрме пырсан, ие, тарса, мана, сĕртĕнсе, хăратнă-тăр, тет), аннен те хăрах алли типе пуçланă, тет. Ăна та, пĕр-икĕ хут кайса, вĕртрĕм, тет те, тӳрленкĕ, тет. Çапла калать çав анне. Анчах ун пек, кун пек япала çннчен çынна каласа яма юрамас, тет: лешне, чĕрĕлнине хĕн килет, тет. Вĕрекене те аван мар, тет: ĕçĕ уçăлмас, тет. См. «Этногр. зам. о чув. Козм. У. Каз. г.» Н. В. Никольского (ИОАИЭ, 1911). ||Асан. Ие — домовой. Чтобы переманять его в новый дом, переносят кирпич из старого? Представляют в виде ребенка. Пшкрт. Кардара утсам ты̆рны̆ џ̌он’а, с’илҕи пэ̆дэ̆рэ̆нцэ̆к ползасы̆н иа пэ̆лäтäзä (заплёл), тэччэ̆. См. Вупăр. || Иä ôjы̆, назв. поля. Пшкрт.

ирçе

(ирз’э), мордвин-эрзянин. Мордва-эрзя. Курм., Б. Араб. Б. и др. Симб. Пирĕн Чĕмпĕр кĕпĕрнинче вырăссем, тутарсем, ирçесем, чăвашсем пурăнаççĕ. Т. М. Матв. Вырăс кайрĕ — вырăн юлчĕ, ирçе кайрĕ — ирĕк юлчĕ. (Послов) У него же. Ирçе пасарне каяс = сысма каяс. IЬ. Ирçе пасарне кайса килем-ха. (т.-е. испражняться). Ст. Шайм. Ирçе пăрçа пĕр пăрçа, такана хырăм, йĕп сăмса (тоненький нос). (Насмешка). Это изречение есть и в Трехбалт. Трехбалт (?). Ир тăрсан, ирçе пек, каç выртсан, кашта пек. (Так приговаривают, поглаживая маленького по животику; в этих словах выражается желание, чтобы ребенок вырос высоким и здоровым). || Противный, неопрятный, грязный. ЩС. Сред. Юм. «Ирçе-нечистый, грязный человек. В некоторых местах так называют мордвов». || Назв. чув. деревни Козм. у. || Скорняк. Шибач. Ирçе тир тăвать. Т. М. Матв. Ирçе пăрçа пĕр пăрçа, такана хырăм, йĕп сăмса.

Русско-чувашский словарь (1972)

корыто

валашка, такана, кункӑра, курите.

ночва

ночёвка обл. такана, авӑсӑм такани (лёгкое корытце).

Русско-чувашский словарь (1971)

корыто

с. валашка, курите, кункăра, такана; ◇ оказаться у разбитого корыта çурăк валашкапа тăрса юл.

лоток

м. 1. (у разносчиков) лоток (урамра сутă тăвакансен тавар ещĕкĕ); 2. (открытый прилавок) лапка (урамра суту-илӳ тумалли); 3. (жёлоб) валак, такана; мельничный лоток арман валакĕ.

отковать

сов. что 1. (выковать) туптаса ту; 2. (отбить) татса ил, илсе пăрах, уйăр; отковать подкову такана илсе пăрах.

Этимологический словарь чувашского языка (1964)

такана

«ночва», «ночёвка»; «корыто»; АФТ тăкнă «кадка для замешивания теста»; Замахш. тегене «квашня»; чаг. тегне «большая посуда»; казах. тегене «большая деревянная чаша»; азерб. тәкнә (диал, тӧгӧнә), тур. текне «квашня», «корыто», «кадка», «лохань»; узб. тєгана «колода»; узб. С тигна «корыто»; симбирские татары «корыто» называют тикәнә, а казанские тагарак (Будаго в 1,419), карач. суу-тегене «ванна»; тат. текнә «квашня»; полов. тегене «корыто».

Онлайн словарь топонимов на чувашском языке

Такана

Анаткас (Канаш районĕ) ялĕнчен кăнтăралла, Вăрăм кĕпер çырми çумĕнче, Матюк çырмипе Хăвармань çырмисем хушшинче вырнаçнă шурлăхлă вырăн;

Енӗш Нӑрваш (Тӑвай районӗ) ялӗнчи ҫӑл ячӗ.

См. также:

такан çи такан качи такан сăмсаллă çара çерçи такан тĕпĕ « такана » такана çăлтăр такана кантăри такана пăркăçĕ такана хырăм таканай

такана
Часть речи
Япала ячĕ
 
Фонетика
6 букв
 
Твердое слово
 
Язык
По-чувашски
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150