Поиск: пис

Введите слово для поиска

Область поиска:

Чувашско-русский словарь (1982)

пис

1.
охладевать к кому-л., отчуждаться
пĕр-пĕринчен писсе пурăн — жить, чуждаясь друг друга

пис

2. диал.
бояться
пугаться

писĕн

1.
то же, что пис 1.

Никольскийĕн чăвашла-вырăсла словарĕ

пис

оставать
охладеть

пистер — уклонять; турить, отучить

Словарь чувашского языка

салам пар

приветствовать. Альш. Çул çинче ват çын мĕн тĕл пулсан, ăна куракана пĕрне салам парат, çăкăнат (присядает, делает реверанс). Ib. Салам парат, теççĕ çавна чăвашсем. Шел. 22. Кĕрсен, çĕлĕк силлесе кĕрӳ салам паратьчĕ. СПВВ. † Кĕрекере ларнă ватăсене салам парса тухам-и? ДФФ. Çамрăк хĕрарăмсем (кинĕсем) ваттисене (хуняшшĕпе хунямăшне) пуççапса салам паратьчĕç (в пер-вый день мункун'а). Туй. Татах салам парат кĕрт-сурта, хăрах урипе чăркуççине лара-лара виç хутчин. Пис. Çĕнĕ çын (молодушка) вĕсене салам парса ĕлкĕреймесен, тăкаççĕ те вĕсем. Юрк. Хăй (мăн-кĕрнӳкерĕ) малтан кĕрет те, хăтăшне-тăхлачăшне салам парат. Янш.-Норв. Туй халăхĕсене апат çитерсе пĕтерсен, çĕн-çынна (молодушку) салам пама илсе каяççĕ. Ăна акă мĕнле илсе каяççĕ: унта пуринчен ытла вĕт-шак питĕ нумай пухăнать: хĕрсем, арçын ачасем пухăнаççĕ. Пĕр хĕр çăл хĕрне кĕвентепе икĕ витре илсе анать. Унăн хыçĕнчен çĕн-çын та, тата ытти ача-пăчасем те анаççĕ. Çăл хĕрринче леш хĕр шыв ăсать те, çĕн-çынна çĕклеттерет. Вăт ĕнтĕ киле тавăрăннă чухне ачасем çĕн-çынна сырăнса илеççĕ те: салам пар та, салам пар! тесе кăшкăрса тăраççĕ; çĕн-çынна малалла ниепле те уттармаççĕ, çĕн-çын вара лăп-лăп лапчăнать. Çапла ăна ачасем пӳле-пӳле киле çитеччен виç-тăват хут лапчăнтараççĕ. Çавна салам пани теççĕ. См. Магн. М. 205. Орау. Туй пулсан тепĕр куннĕ упăшки хурăнташĕсене кĕçĕн-çын (молодушка) парне парать, çавна салам панă кун теççĕ. N. Салам панă кун („молодушка на другой день свадьбы у печки делает печке реверанс“).

çĕтĕк

(с’э̆дэ̆к’), рваный, драный, оборванный. Йӳç. такăнт. 25. Сана аçу качча тăлăппа панă-и? Çĕтĕк кут! Ах шуйттан кĕвенти, çара-çерçи! Собр. † Çĕтĕк кутлă тимĕрçсем (кузнецы в рваных штанах) сиксе тимĕр çапаççĕ. Алик. † Çĕтĕк кĕрĕк тимĕрçĕ сиксе çапать тимĕрне. Юрк. Арăм, эсĕ каллех мана çĕтĕк кĕпе тăхăнтартăн! Сюгал-Яуши. Хамăн сăхман çук, сĕтĕк алшăли тăхăнса ачасемпе ăрам витĕр тухса каятпăр. || Оборванный, оборванец. N. Çĕтĕк майра макăрĕ. (Сохан). Зап. ВХО. Çĕтĕк майра çынна йĕртĕ. (Сухан). N. Пĕр хулана çитнĕ те, пĕр çĕтĕк маряран ыйтнă: чăнах-и çакăнта патша хĕрĕн куçĕ суккăр? (тенĕ). || Развалившийся, обветшалый. Курм. † Ĕçрĕмĕр те çирăмăр, тата пире мĕн кирлĕ? Килĕм толли ачам пор, çĕтĕк сала килĕм пор, чӳречерен чӳречея пăхаççĕ поль: апи килмерĕ, тесе, куç пак кĕтсе тăраççĕ поль; карта толли выльăхăм пор: хуçам килмерĕ, теççĕ поль. Пис. Çапах та эпĕ хăракаласа çĕтĕк çатан урлă кĕтĕм. В. Олг. Çĕтĕк пӳрт (плохая). || Худой, дрянной. Тогаево. Вăл каллах пĕр çĕтĕк кĕсре илсе килнĕ, тет. || Тряпье, рвань. ЧС. Хăйсем чĕреспе шыв, çĕтĕк тытса тăраççĕ, çĕтĕкĕсемпе шыв сирпĕтсе тăраççĕ (во время пожара). Эпир çур. çĕршыв. 23. Пирĕн вулăс тырă, çăмарта, çĕтĕк, хăяр, паранкă, панулми, çырла, аш-çу сутать. N. † Анне: çĕтек сотас, тет, сонтĕк илсе парас, тет. Юрк. Мĕшĕн çак çĕтĕксене пĕрте салатмастăн-шн? Орау. Çĕтĕк юсаччен çĕнĕрен ту, тиççĕ ваттисем. || Харкотина. Пшкрт. Çетĕк тохат (тоҕат). См. çĕрĕк. || Капризник. Орау. Ан йĕкĕлте (не дразни) ăна, çĕтĕк.

тивлет

(тивл’эт’, т’ивл’эт’), благодать, милость, счастье, удача, успех. Разг. С. Мих. 36. Ака-соха тивлечĕпе кона ĕçеттgĕр-çиятпăр. Менча Ч. Иксĕлмес тивлетне парăсăнччĕ, тет. (Моленье). ЧП. Атте-анне çинче пурăннă чух тивлетреччĕ пирĕн çамрăк пуç. Т. VI, З. Çак эсĕ панă тивлете асăнатăп. Ӳлĕмрен те тырра тăррине чакан пек пар, тĕпне хăмăш пек пар... Иксĕлми тивлетне пар. Неизв. авт. ХVIII ст. Иксĕлми тивлетне патăр. Ака соха тивлечĕпе ĕçетпĕр-çиятпăр, поплетпĕр-калаçатпăр. Микушк. † Эпир пуснă вырăна, тивлет пусса тухтăр-и. N. Ырă тăванăм (ятне), çавăн тивлечĕпе çӳретпĕр. Емельк. † Ах аттеçĕм, тетĕп, ах аннеçĕм! Сирĕн тивлетĕрпе çӳретпĕр. N. † Аттепе анне тивлечĕ, çта пырсан та ырлăх пулинччĕ. Пис. † Ах пиччеçĕм, тетĕп, инкеçĕм! Сирĕн тивлетпе çӳретпĕр. Бугульм. † Ах пиччеçĕм, инкеçĕм, хĕр тивлетшĕн çуретпĕр. Стюх. † Нумай пĕтĕ, сахал çитĕ, çак пĕрле тăнине мĕн çитĕ? Атте лайăх, анне лайăх, вĕсен тивлечĕсем пит аван. Сред. Юм. Атте-анне тивлечĕпе çӳретпĕр. N. Вĕсем шыва путса вилесрен хăтăлассине, тивлетĕн пĕлче çук ĕçне малтан кăтартса хунă, тесе те калаççĕ. N. Акă сана та тивлет паратпăр, мĕн пур пеккине; ан ӳпкелесе кай, лайăх ĕçсе-çисе кай. (Гов. покойнику). Альш. † Умăра тивлетсем çунă чуне, кил, силлесе юлар-и чунсене! N. Ан макăрăр ачисем, пуççăр (ласк. выр. = пуçăр) çине (на ваши головушки) тивлет çăват-ĕçке! N. Эпĕ санăн нумай ырăлăху тивлечĕпе сан çуртна кĕрĕп. Собр. † Ах, тантăшăм, тантăшăм! Ан йĕрсем, ан куйлансам, пуçу çине тивлет ӳкет. N. Эсĕ М. хулинче тивлет ĕçне ĕçлесе пурăннă. N. Ывăлĕ-хĕрин тивлечĕ пĕтсе ларĕ. || В ирон. см. Вĕсем ыр çын тивлечĕпе сăмаварсăр тăрса юлнă. || Назв. божества. К.-Кушки. Перекет, перекетне пар, иксĕлми тивлетне пар. Тивлет, иксĕлми тивлетне пар; çырлах, çырлах, сана пулĕ шерпечĕ, пире пулĕ йӳçĕшĕ. Жертв. т. Тивлет (вар. тивлете) така. Ib. Тивлет амăшне така.

тăванçу

твой родной. Бугульм. † Çунине çавăрса утне кӳлсен, çавăнтан пĕлĕр тăванçу кайнине. Пис. † Тур утçăна кӳлсе те çавăрса тăратсан, çавăнтан пĕлĕр тăванçу кайнине.

ха

(ха), междометие для направления внимания других на известный предмет, в смысле: смотри-ка, глянь-ка, поди-ка. ЧС. Ха, анне, пиччен сăхман кăсйинчен йăвăç улми тупрăм, терĕ. С. Айб. Ха (смотри-ка-сь, глянь-ка), кунта çын пур-ĕçке. СТИК. Ха, лăнкă пуçтарнă. Смотри-ка, порядочно набрал (ягод или грибов). N. Теприсем пыраççĕ те: Ха! ха! ямăттине йышăнать, теççĕ. Орау. Ха! Анчах кунтаччĕ, унта çитнĕ те! Гляди-ка, недавно был здесь и уже туда попал! Сред. Юм. Лашана хваланă чôхне: Ха, ха, на ĕнтĕ! Ха, ха, нимпе те ôтасшан мар-çке ĕнтĕ! теççĕ. Ib. Ха, эс онпа! Мĕн калаçать ô? Поди-ка-сь ты с ним, что говорит он. || Междометие удивления, соотв. русскому ах. N. Ха, эсĕ мĕн тăватăн! (удивление действию). Пис. Пускилсем калаççĕ, тет: Ха! ку пуянланса кайрĕ,— тесе калаççĕ, тет. Кан. Ха, епле кӳрнеклĕ. Йӳç. такăнт. 46. Чишшă, ха!

хаяр

(хаjар), сердитый, строгий, злой; злюка. N. Нумайĕшĕ юрламасăр еррипе таврăнаççĕ, атту кин хаяр пулать, теççĕ. НР. † Пахчи, пахчи, хăяр пахчи, хăяр çисе ӳсрĕмĕр, эх ӳсрĕмĕр, çампа хаяр пултăмăр. Бахчи, бахчи, огуречные бахчи! Питаясь огурцами, выросли мы, потому, видно, злыми мы стали. N. † Усал хаяр пире мĕн каламĕ çукă сăмаха пур туса. Шорк. Вăл пит хаяр, кĕт хирĕçрех каласанах çиленсе каять. Собр. Хуран çинчен çисессĕн, хаяр пулать, теççĕ (строгий, злой, держит в страхе детей и жену, вспыльчивый). Хора-к. Ытла хаяр ан пол, ытла йăваш ан пол. Актай. † Атте карĕ Хусана лаша хӳри тевĕлеме; пичи карĕ пасара хĕрсен хӳри тĕвĕлеме; хам килсе хĕр тытма, çӳç хĕррине кăтрине, кăтрисерен хаярне. || Гневный. Синьял. † Эпир ярăнса ӳснĕ чух хаяр куçпа ан пăхăр. N. † Тантăш лайăх ӳснĕ чух хаяр куçпа ан пăхăр. N. † Шемексенĕн хĕрĕсене епле хаяр куç ӳкмес. Чураль-к. Эпир киле кайнă чухне хаяр куçпа ан пăхăр. N. Çынна хаяр сăмах каласа, усал ят хушса кӳрентермен. Сĕт-к. Çăвар толли хаяр сомах. КС. Хаяр чĕлхеллĕ çын, говорящий строго и убедительно. || Грозный. Полтава. Хитре, хаяр куçĕпе виттĕр пăхса шăтарать. Он поле пожирал очами. || Свирепый. Эльгер. Хаяр çил юрри е тискер хумсен шавĕ тăраççĕ пурне те унта хăратса... И. С. Степ. Хаяр çавăрса пăрахас, предотвратить зло. Б. Яныши. Хаяр, сивĕ хĕлле хыççăн хитре, ăшă, сарă çор килет. || Дурной, плохой (о слове). Икково. † Çын савнипе, ай, поплес мар, хаяр ята, ай, кĕрес мар. Сред. Юм. Çынпа вăрçса хаяр ятлă полса çӳрес марччĕ. Не следовало бы ругаться, чтобы не распространить дурную славу про себя. Изамб. Т. Эсĕ ялан çынсем хушшинче хаяр ятлă пулатăн. С. Айб. † Ырă тантăшçăм Якку пур, тупнă çĕрӳ ăнмасан, тупакана хаяр ят. Обращается к мужу: если я не понравлюсь и пр. (Хĕр йĕрри). Ib. † Хирте пура пураççĕ, кĕтесси тикĕс пулмасан, ăстисене хаяр ят. КС. Хаяр ят, дурная слава. || Ядовитый, вредный. Ромс. З2. Тапакра сиен тăвакан хаяр япала пур. || Дикий (о голосе). М. Чолл. Сасартăк хаяр сас илтĕнчĕ: Ах, вăрăсем! — терĕ. Изамб. Т. Илче тете хăранипе хаяр сасăпа (благим матом) кăçкăрса ячĕ. Ib. Шыв хĕрринче пĕр чарăнмасăр, кӳнĕ-кунĕпе хаяр сасăпа кăçкăрат. N. Куçне чарса тухать те, Картлаç çине хаяр кăшкăрса калать: Тăр часрах! — тет. А. Турх. Хаяр саспа кăшкăрас, кричать благим матом. || Крепкий (о спиртных напитках). N. Ку сăра пит хаяр, виç коркапах ĕсĕрĕлсе карăм. Пазух. † Пирĕн тăван ĕçки те, ай, пит хаяр, ĕçме хушсан, епле те ĕçем-ши. Такмак. Ĕçкĕр-çикĕр хаяр (крепки), чăтаймăп. || Сильный, проливной (о дожде). Ала 98°. Хаяр çăмăрпа кайса, шăши кĕмен шăтăка шу толтарам,— тесе каларĕ, тет. || Сильно. ЧС. Аслати те хаяр авăта пуçларĕ. Изамб. Т. Е ури-аллине сиктерсен, е ӳксен, е пĕри-пĕри çапса ыраттарсан, е унта-кунта хаяр ыраттарсан, юн-чул шывĕ ĕçеççĕ. || Гнев. Собр. Хаярăн ури саккăр, теççĕ. Ст. Ганьк. Куçран хаяртан, хаярнă куçран, вĕри хаярĕнчен, сивĕ хаярĕнчен, кĕве хаярĕнчен, ăншăрт хаярĕнчăн, ăншăртлă тул хаярĕнчен... (Из моленья). || Строгость. Сан хаярна кам пĕлмес. || Назв. болезни. Ст. Чек. Хаяр лексен кăвапаран ыратать, пуçа хĕстерет, сивве шăнтать. Ib. Кăвак çеçкеллĕ, пĕр тĕпрен пулат, хаяр тивсен чăмлаççĕ. Пшкрт. Ута хаяр ӳкрĕ (холодеют ноздри). О сохр. здор. Ах, хаяр ӳкрĕ пулĕ. || Назв. здого духа. Ст. Чек. Хаяра çăккăр параççĕ. Ib. Хаяра хăшĕ çăккăр пăрахаççĕ вĕт. Ib. Халь хаяра пăрахнă ĕнтĕ, ĕлĕк хаяра асăнатчĕç. КАХ. Çырлах, хаяр тавраш, мĕн хаярна ху чарса тăр, тум-хаярне пирĕн тавраша ан яр. Сана, хаяр амăшĕ, пĕр пашалу, виçĕ пăтă паратпăр. Хăвăн ачăна-пăчăна пирĕн выльăхсене сыхлаттар, çырлах! („Карта пăтти“). Пис. Мĕн пур хаяр-хăтар, усал-тĕсел пиртен уйрăлса кайтăр, çак укçа уйăрлса кайнă пек. Якейк. Пуç ыратсан, вар ыратсан, айăк чикекен полсан, тата çанашкал нумай чирсем ерсен, хаяр вăрăннă, теççĕ. Ib. Хаяр вăрăнса виç-тăват сахат хошшинче вилсе кар. Ib. Хаяр вăрăнса çĕрĕпе упа пак ӳлер. Ib. Хаяр вăрăнсан, хаяр тымарри панă ĕлĕк. N. Унтан кайран: турă хаярне пăтă, турă амăш хаярне юсман: паратпăр,— тенĕ. N. Хаяр, тăм-хаяр, чикен-хаяр, хĕн-хаяр, ăншăрт-хаяр, киремет-хаяр, тĕтĕм епле саланса тухса каять, çавăн пек саланса тухса кайăр. (Наговор против болезни). Т. VI. Шыв хаярĕ, тăм хаярĕ, вилĕ хаярĕ тухса кайччăр. (Из наговора). Ib. Хаяра кĕл-тăватпăр тутлă чĕлхепе, тарам пуçпа. Хаяр амăшне кĕл-тăватпăр тутлă чĕлхепе, ăшă питпе, тайлам пуçпа, асăнатпăр, витĕнетпĕр. (Из наговора). Хорачка. Хаяр çапăнсан, çын сумар полат. См. Магн. М. 113, Золотн. 178. Çăварни. Пĕчĕк тусене те: Пире аслă вырăнта ларакан хаяр путекĕн питĕнчен витĕр! — тийĕç.

хура шыв

грязная вода. С. Дув. † Арман шывĕ хура шыв, хура явлăкна çуса юл. N. Çурхи хура шыв тем лек хытă явăнса юхнине кура-тăра çав шыв урлă каçма тытăнчĕ. Сала 327°. Хура шывсем юхат вирелле. Богдашк. Хура шыва пĕверĕм, хура явлăкна çуса юл. N. Чӳречĕрсем çинче, ай, хура шыв, эпир уçса хупнă чух хумханать. ЧП. Чӳрече çинче хура шыв уçса хупмассерен хумханать. Пис. Хура шыв тăрăх çӳрерĕм, ула та тьыха тĕл пултăм. || Пот. Чураль-к. Атте лаши хура лаши, хура шыва вăл ӳкрĕ, кăлар, йысни, четвĕртне. || Особо приготовленная вода для окраски в черный цвет домашнего сукна. || Водка. Тюрл. Хора шывпалан асăнатăп. (Из моленья, пичке пуçласассăн). || Назв. селения. Иревли. Хура Шывра чул пур. Ăна варринчен пуç кĕмелĕх шăтарнă, тăваткăл туса. Çырăвĕ çук. Унсăрăн пуçне çĕр айĕнче тепĕр чул пур имĕш. Вăл çыруллă, тет.

Хушамат

фамилия, прозвище. Юрк. Хушамачĕ унăн Леменков ятлă. Пис. Çак юрра юрланă чух, кашни ик йĕркине пĕтермессерен, юррăн хушаматне хушса (припев) юрлаççĕ. Альш. Çавăнпа ăна Пылчăк ятлă хушамат кăларнă. Торп-к. Хушаматсем, насмешливые прибаутки к именам.

кăштăн-кăштăн

понемногу (в несколько приёмов). Ск. и пред. 23. Хĕвел кăнтăр тĕлĕнче катăлмашкăн пĕр енчен кăштăн-кăштăн пуçлаççĕ. Пис. Çав пĕчик хĕрачи виçĕ тапхăрччен кăштăн-кăштан шыв ăсса парать. О земл. Ун пек хутаçран кăштăн-кăштăн илсен те...

кĕрӳ каччи

кĕрӳ каччă, жених. Н. Седяк. Туй пуçĕ, мăн кĕрӳ, кĕрӳ каччă, кĕçĕн кĕрӳ. Ib. Кĕрӳ каччă, хĕре, хăй арăмне, ытакласа, пӳрте кĕрсе каяççĕ. Пис. Туй пуçланă чух, малтан турра кĕлтăваççĕ, унтан кĕрӳ каччине кĕлете илсе кайса, тумлантараççĕ, Микушк. Туй тунă чух, арçын туйне юналутпа тăваççĕ. Пĕр аллă-утмăл юналут пуçтарăнаççĕ. Варрине кĕрӳ каччи утланса çӳрет. Ăна миçих(х)исем çактараççĕ, пурнеллĕ перчетке параççĕ. Вăл çĕлĕк тăхăнать те, пӳртре те, çинĕ чух та перчеткепе, çĕлĕкпе тăрать. Paas. Кĕрӳ каччи, жених.

пил

(пил'), свойства сердца: сильное желание, страсть и пр. N. Мул пухас пиле пĕтерĕр. N. Иуда пек укçа пухас пиле ан тытăр. Альш. Пилне кура тур парат, тет. (Послов.). Собр. † Кăмăлăрсем лайăх, пилĕр лайăх, кăмăлăра кура сире парат. N. Пилне Чарайман халăха пытарнăран çав вырăна Киброт-Гиттаава (пилсĕр çынсен тупăкĕсем) тесе ят хунă. Моркар. Пил çок онăн (у него нет доброжелательства). Çампа ăнмаст, япала илсен. ГТТ. Пилĕ çапла, пилĕ усал, он недоброжелательный человек. ЧП. Чунăм-пилĕм савать, икĕ аллăм çитмест. || Мысль? Сенчурк. † Кирек сахăрна пар, пылна пар, кил шухăшĕ ӳкрĕ пил çине. Янтик. † Хуть çуна пар, хăта, хуть пылна пар, кил шухăше ӳкрĕ пил çине. N. Урлă кĕлет умĕнче урамсене сырса лараттăм (обувал ноги), хĕрлĕ хĕвел ӳкрĕ пит çине; ĕнтĕ сахăр кирлĕ мар, пыл кирлĕ мар, савнă тантăш ӳкрĕ пил çине. Утăм. Ешĕл çаранĕ, ялтăрать илем, ак çамрăк шухăш, ак кĕчĕ пиле. || Расположение. СПВВ. † Кăмăлăр савса пил туртмасан, йăпатас мар çемçе чĕлхĕрпе. Сред. Юм. Ôн пик лапа çынна ман пил тôртмас. М. Васильев. Эл-кӳлли çăмăра пилпе панă çол тырă пит аван полать, тĕç. Собр. † Куçăр курса, пил (= кăмăл) туртса, чĕрĕр епле чăтат-ши? N. Пил çине килмест ку мана (не нравится). Сред. Юм. Пил çине килмен çынпа (с нелюбимым) ман чĕнес килмес. Ib. Пил çине çапла килет, чуется мне так. || Благословение. N. Атте мана пил памарĕ. Собр. Ачам сана мĕн пеххиллем? Пуç тулли хушпу пил сана. — Аннем, сан хушпăвă Атăл тĕпне сарăлтăр. Ib. † Ачам сана мĕн пеххиллем? Пĕр вите ĕне пил сана. Пис. † Ах, пиччеçĕм, тетĕп, Иван пичче, и пил пултăр сана Хĕвекла аппа. Тюрл. Атте, мана пил парса хăвар. Н. Шинкусы. Парас парăмран, илес тулăкран парса илмешкĕн ырă ăс-хакăл пар, юсми пил пар, юнăшми чĕлхе пар пире турă. (Моленье).

пис

(пис), охладеть, чуждаться. Ст. Чек. Пĕр пĕринчен писсе пурăнать. N. Çапла хăйсене хăтаракан çынтан писсе, хăйсене хăйсемех час пĕтмелле тăваç. КС. Вăл ача уйăрлнăранпала ашшĕ-амăшĕнчен писрĕ (отстал, охладел). Изамб. Т. Вăл çын пирĕн патăра килме писрĕ (перестал бывать, отчуждился). N. Сана, чеескере, ирсĕре, йĕрĕнчĕке, çынран писнĕ сывлăша хăвалатăп. Собр. Çав хĕрт-сурт писсессĕн вара, пурнăç пĕре те малалла каймасть, тет. Сред. Юм. Пирн патра килме писнĕ. Перестал ходить.

пистер

понуд. ф. от гл. пис. Çентерчĕ 26. Илякка манăн пĕтĕм чуна, чĕрене пистерчĕ. N. Тус-йышшĕсене пĕр-пĕрринчен пистерсе çӳрет. Перев. Эх, кăна (ее) епле те пулсан хамран пистересчĕ-çке, тесе шухăшларăм. N. Пĕлĕшĕмсене хурлăхлă пурăнăçăмран пистертĕн.

пулмалла

должно быть, вероятно, наверное. КС. Хулана кайнă тем пулмалла. Должно быть, в город что-ли уехал. Нюш-к. Манăн унтан укçа çирĕм пус туха пырать пулмалла. Мне от него, наверное, приходится получить около 20 коп. N. Вăл кайнă полмала, килте корăнмаçть. Он, наверное, уехал. || По-настоящему, хорошо. Пис. † Тулли пулчĕ пулмалла, хăмăлĕ пулчĕ хăмăш пек. Карсун. |Çарăкĕсем пулчĕç пулмалла.

кивве юл

устареть: выходить из моды, из употребления. || Пис. † Кивве юлнă сĕлĕсене (т. е. неизрасходованный от старого урожая) пасара кларса сутăпăр.

ӳп кур

одобрять, принимать. Пис. Ӳп куратни, курмастни? Ӳп куратăн пулсассăн, кĕретпĕр; ӳп курмастăн пулсан, каятпăр.

ăрăска

к счастыо, на счастье. Пис. Эпĕ унталла-кунталла пăхкаларăм та, часрах чупрăм вăрмана; ăрăска вăрманĕ те ялтан инçе мар пулчĕ. Я огляделся кругом и скорее побежал в лес; к счастью, и лес случился недалеко от деревни.

ăрăскала

на счастье. Ала 55°. Ăрăскала хурами хăвăл. На счастье вяз-то оказался с дуплом. Пис. Çул çинче Яккушкин ял çывăхăнчи яла çитиччен тĕттĕм пулчĕ, анчах, ăрăскала, çул çинче мана лашапа пыракан тутарсем хуса çитрĕç те, мана: лар, теççĕ. Когда я подходил к дер. Якушк. уже стемнело; на счастье, меня догнали подводы, на которых ехали татары, и они пригласили меня сесть.

йӳç

(jӳc'), бродить, киснуть. КС. Якейк. Вăл (лекарство) çапла эрне йӳççе ларать (должно киснуть). Собр. Шыв йӳççен, çын вилет, теççĕ. Если киснет вода — это к покойнику. Юрк. Шыв йӳççен, çумăр пулат (будет дождь). Пис. † Хурама айне хурт ларать; хурт ларин те, пыл йӳçет. || Покрываться особыми облаками. Альш. Йӳçет. См. хăймалан. || Горький, кислый. См. йӳçĕ. Собр. 188°. † Йӳç тул кукли йӳçĕ мар; пĕр çыртсассăн, йӳçĕ пек (кажется кислым). Çăварни. Вăл (он) суя тĕнлĕ çынсем вĕрентнĕ тăрăх (по учению) тĕрлĕ ӳсĕртекен йӳç шывсем (горькие напитки) тупма пултарнă.

вăрăм

(вŏрŏм, вы̆ры̆м), длинный, долгий, высокий. К.-Кушки. † Вăрăм чаппан тăхăнас-мĕн. Надо было надеть долгий чапан. Н. Кунаш. Вăрăм вырăс çул кăтартать. (Йăран). Высокий русский показывает дорогу. (Межа). Юрк. Вăрăм ĕмĕрлĕ-кунлă, долголетний. Сред. Юм. Вăрăм питлĕ, человек с продолговатым лицом. Регули 1053. Ку йăвăç вăрăм çитĕнчĕ (вăрăма кайрĕ). Ib. 903. Ик шыт вăрăмĕш, пĕр шыт вăрăмĕш. N. † Атте лаши, хура лаша, вăрăм çула каймашкăн (для дальней дороги); мапа анне çуратнă вăрăм хуйăх курмашкăн. Сала 197. Аслати вăрăм авăтсан, кĕр вăрăм килет, теççĕ. Если гром долго гремит, то, говорят, будет долгая осень. Якейк. Хĕвел аннă чухне ĕмĕлке вăрăмран вăрăм каят (все длиннее и длиннее). Чув. прим. о пог. 57. Уяр вăрăм тăрсан, çĕнĕ уйăхра (в др. гов. уйăхпа) çăмăр пулать. Если долго простоит ясная погода — с новым месяцем дождь. Ib. 226. Шаланкă çухăрсан, уяр вăрăм тăрат. Если коршун (чит. канюк) кричит, будет долго вёдро. Чуралъ-к. Уйра вăрăм вырăс выртĕ. (Ана йăранĕ). Пис. Кӳлнĕ утсем вăрăм та, ай, тăрсассăн, пукришкине йăвăр та тивмест-ши? N. Ытла вăрăм-вăрăм каласа куçарать. Его переводы страдают длиннотою изложения. Ала 101. Пирĕн пичийăн вăрăм ампар. Вăрăм ампар хĕррипе сала-кайăк йăви пит нумай. Календ. 1904. Тинĕ вăрăмми те, кĕски те пулать Шурăм-п. № 23. Тип çĕр çинче сарлакăш-вăрăмĕш (scr. вăрĕмĕш) пĕр утăмшăр туса, патакпа чĕрсе, тăваткал карта çавăраççĕ. Сред. Юм. Вăрăм кнахвит (конфекта) тесе, пĕрер шите яхăн тăвакан кнахвите калаççĕ. Ib. Вăрăм çиxĕ пус, мужской половой орган. (Обыкновенно говорят в шутку). Регули 384. Эп пилĕк шыт вăрăм. Кан. 1927, № 234. Вĕсем ĕç кунĕ (рабочий день) ытла вăрăммипе хирĕçеççĕ (протестуют против). N. Сăрă (р. Сура) пирĕн уясра вăрăм пымасть.

Мăкшă-Етелекĕ

назв. деревни (там же). Пис. † Етелексенĕн хĕрсене ,и, кил тустарар каччăпа.

упăтĕк

какое-то восклицание. Пис. Мăн-кĕрӳ хытă сасăпа кăшкăрса калать: «Упăтĕк!» тет. N. Унтан вара, çак сăвăсене юрласа пĕтерсен, мăн-кĕрӳ калать, ларакан халăх çинелле пăхса: «Упăтĕк!» тет. Вара халăх тăрать те, ларакан ваттисене пĕрен чуп-тума тытăнаççĕ; чуп-туса пĕтерсен, вăй-кил уйăрма каяççĕ.

уралă

имеющий ногу(-и). || Имеющий поперечины (о шлее). Пис. Вуник уралă чĕн кутлăх, и, пултăр сана тур лаша.

Русско-чувашский словарь

забросить

глаг. сов.
1. (син. закинуть) пер, ывăт, ывăтса яр, персе кĕрт; забросить шайбу в ворота хапхана шайба çапса кĕрт; далеко забросить гранату гранатăна инçете пер
2. (син. оставить) пăрах, сивĕн, пис; забросить учёбу вĕренме пăрах
3. (син. послать) яр, çитер; забросить разведчика во вражеский тыл разведчика тăшман тылне яр
глаг. сов.
1. кого-что, о ком-чем (ант. вспомнить) ман, манса кай, манăç ту; забыл сказать тебе сана калама маннă; забудем о прошлом иртнине манăç тăвар
2. кого-что (син. оставить) манса хăвар, пăрахса хăвар; я забыл где-то варежки эпĕ таçта алсише манса хăварнă

остыть

остынуть глаг. сов.
1. (ант. нагреться) сивĕн, сивĕнсе кай; чай совсем остыл чей сивĕнсех кайнă
2. к кому-чему (син. охладеть) сивĕн, пис, ютшăн; остыть к танцам ташăсенчен пис; он остыл к прежним друзьям вал ĕлĕкхи тусĕсенчен ютшăнчĕ
3. (син. успокоиться; ант. разгорячиться) лăплан, тамал, сĕвĕрĕл, пусăрăн; его гнев остыл унăн çилли тамалчĕ

отвыкнуть

глаг. сов. (ант. привыкнуть)
пăрах, сивĕн, ман, пис; он отвык от курения вăл туртма пăрахнă; отвыкнуть от друзей туссенчен сивĕн

отойти

глаг. сов.
1. (син. удалиться) кай, куç, пăрăн, тапран; отойти в сторону айккине пăрăнса тăр; поезд отошёл по расписанию поезд расписанипе тапранса кайрĕ
2. (син. отступить) уйрăл, ман, пис; отойти от прежних взглядов малтанхи шухăшсене ман
3. 1 и 2 л. не употр. (син. отделиться) хăйпăн, сĕвен, уйрăл; обои отошли от стены шпалер стенаран хăйпăннă

оторваться

глаг. сов.
1. 1 и 2 л. не употр., от кого-чего (син. отделиться) татăл, татăлса ӳк; лист оторвался от ветки çулçă туратран татăлса ӳкнĕ
2. от кого-чего уйрăл, пис, çыхăну çухат; оторваться от родины тăван çĕршывран уйрăл
3. от чего уйрăл, пăрах; от этой книги невозможно оторваться ку кĕнекене алăран пăрахма çук

охладеть

глаг. сов.
сивĕн, пис, ютшăн; охладеть к музыке кĕвĕ-юрăран пис; он охладел к друзьям вăл тусĕсенчен сивĕнчĕ

разлюбить

глаг. сов. (ант. полюбить)
сивĕн, пис, юратма пăрах, юратми пул; девушка разлюбила парня хĕр каччăран сивĕннĕ

Русско-чувашский словарь (1972)

отваживаться

несов., отвадиться, -жусь сов. 1. пис, сивĕн; 2. хӑйса тытӑн.

отвыкать

от кого, чего несов., отвыкнуть сов. парах, пис, сивĕн.

отдалиться

сов., отдаляться несов. 1. аяккарах кай; 2. сивĕн, пис.

отшатнуться

от кого, от чего сов. 1. карт туртӑнса аяккалла пӑрăн; 2. пис, сивӗн, пӑрӑн (камран та пулин).

охладеть

к кому, к чем сов., охладевать несов. сивĕн, пис.

прекращать

что несов., прекратить, -ащу сов. чар, чарӑн, пăрах; сивĕн, пис; прекратить дружбу туслашма пăрах, сивĕн, пис.

Русско-чувашский словарь (1971)

дискредитировать

сов. и несов. кого-что дискредитациле, авторитета пис, ырă ята варала; шанчăкран кăлар.

одичать

сов. 1. тискерлен, тискерленсе кай; 2. перен. (отвыкнуть от людей) сивĕн, пис, ютшăн.

опостылеть

сов. разг. сивĕн, пис, йĕрĕнтер, йăлăхтарса çитер.

отвыкнуть

сов. 1. от чего и с неопр. пăрах, сивĕн, пис; отвыкнуть от курения туртма пăрах, табакран сивĕн; 2. от кого-чего (стать далёким) сивĕн, пис, ман, ютшăн; ребёнок отвык от родителей ача ашшĕ-амăшĕнчен писнĕ.

отдалиться

сов. 1. от кого-чего аяккарах кай; 2. от чего, перен. пăрăн, пăрăнса кай; отдалиться от темы темăран пăрăнса кай; 3. от кого-чего, перен. (стать менее близким) сивĕн, пис, ютшăн.

охладеть

сов. к кому-чему сивĕн, пис; охладеть к прежним друзьям ĕлĕкхи туссенчен сивĕн.

подморозить

сов. 1. что шăнт, шăнтса яр (е пис); подморозить картофель çĕрулмине шăнтса яр; 2. безл. шăнт, шăнтса ларт; к вечеру подморозило каç енне шăнтрĕ.

простудить

сов. кого-что шăнт, шăнтса пăс (е чирлеттер); простудить ребёнка ачана шăнтса пис.

ухудшить

сов. что начарлат, япăхлат, япăхтар, пис, начарлантар.

чуждаться

несов. кого-чего ютшăн, пăрăн, пис; чуждаться друзей туссенчен пăрăнса çӳре.

Этимологический словарь чувашского языка (1964)

пиллĕк

, пилĕк «пять»; др. тюрк., азерб., тур., кумык., узб., кирг., тув., ойр. беш, казах., к. калп., ног. бес, башк., тат. биш, туркм., уйг. бәш, якут. биәс, хак. пис «пять»; кирг., казах., тур. билек, уйг. биләк «кисть руки», «запястье». Об этимологии этого слова проф. А. Н. Самойлович пишет: „По мнению Галеви, тюрки первоначальную пятеричную систему заменили позднее десятеричной... Галеви стоял за единство происхождения числительных пĕр (бер, бир) «один», пилĕк (беш, бес) «пять» и мăл, мĕл (утмăл, çитмĕл, алтмыш, йетмиш) «десять», восходящих якобы к первоначальному бис, бес. Примитивный тюрк обозначал одним и тем же словом три единства: простое (простую единицу), другое единство — подразумевавшее число пальцев одной руки и, наконец, третье, относившееся к числу пальцев на двух руках. Отметив совпадение чувашского пилĕк «пять» и общетюркского билек «нижняя часть руки», Галеви допускает развитие значения числительных бир, беш, миш из значения «нижняя часть руки» с пятью пальцами на одной руке и с десятью на двух» (Языковедные проблемы по числительным. Сб. статей. 1927, стр. 146).

пис

«охладевать (к кому-л.)», «чуждаться», «избегать», «прекратить знакомство»; пистер понуд. «отучить», «отвадить»; др. тюрк., МК, узб., азерб., казах., к. калп. без, афт, башк., тат., чаг. (Будагов 257) биз «отвыкать», «отставать», «чуждаться», «избегать», «разлюбить», «отрекаться», «чувствовать отвращение»; тур. без «испытывать скуку», «питать отвращение», «наскучить», «пресытиться»; казах., к. калп. бездир «заставить отрекаться», «отучить», «внушить отвращение»; Замахш. бизар «отвращение»; тефс. ХII-ХIII вв. безар «получивший отвращение».

пиç

1. «зреть», «спеть», «поспевать», «созревать», «наливаться»; 2. «вариться», «печься»; 3. «приобретать навык, уменье», «становиться опытным»; КБ, алт. В пыш, хак. пыс, кирг., тув. быш, тефс. ХII-ХIII вв., азерб., туркм., кумык, биш, уйг., узб., тур. пиш, тат. пеш, башк. беш, казах., ног. пис, якут. бус «созревать», «поспевать»; «вариться», «печься»; казах. пыс «окрепнуть», «закалиться»; см. пĕçер.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

пис

сивĕн. Çав вăхăтран вара Турă Сывлăшĕ Саулран писнĕ (сивĕннĕ) [Священная 1883:40].

См. также:

пирште пирштесĕр пирштесĕрлен пиршти « пис » писăр писĕн Писĕп Писĕп вăрманĕ писĕр

пис
Часть речи
Еçхĕл
 
Фонетика
3 букв
 
Мягкое слово
 
Язык
По-чувашски
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150