Поиск: мĕлке)

Введите слово для поиска

Область поиска:

Чувашско-русский словарь (1982)

мĕлке

4.
чучело
мулкач тирĕнчен мĕлке ту — изготовить чучело из шкурки зăйца

мĕлке

5.
призрак, привидение
вăрçăн хăрушă мĕлки — страшный призрак войны
мĕлке пулса хăрат — пугать кого-л., нарядившись привидением

уçăмсăр

неясно, нечетко, неотчетливо, слабо
уçăмсăр мĕлке — расплывчатая тень
уçăмсăр сасă — неясный звук

Никольскийĕн чăвашла-вырăсла словарĕ

лăпсăр-лапсăр

изодранный, оборванный; кăмака умĕнче лăпсăр-лапсăр упа ташлать (мĕлке) – около печки пляшет оборванный медведь (метла).

110 стр.

Словарь чувашского языка

шăл

мести, подмегать. Хурамал. Алăкăрсен умне шăлса тытăр панулмисем кустарса выляма. Почаще метите у себя на дворе, чтобы катать яблоки. Лашм. Шур пӳртĕр умне шăлса тытар панулми кустарса выляма. ЧП. Шурă пӳртсем умне шăлса хурăр. Б. Олг. Кил хошшия шăппăрпала шăлса тасатас. N. Кунĕпех урай шăлтăм (мел весь день). Урмай. Карчăкĕ пĕре урай шăлса пынă чух пĕр пăрçа пĕрчĕк тупрĕ, тет. Сем. соч. Вăл ачасен (так!) тула тухса кайсанах, тешурни шăпăр илсе урайне шăлса каять. N. Качака: урампа тапăп, мăйракампа сĕкĕп, хӳремпе шăлăп, тесе калать, тет. N. Шăлсан шăлса ямалла мар, çĕклесен çĕклесе пăрахмалла мар, вăхăт çитсен хăех каять. (Мĕлке). Хош-Сырми. И посрĕç те лартрĕç стул çине, и хырчĕç те пăрахрĕç ман çӳçме, и шăлчĕç те пăрахрĕç çӳп çине. Поставили стул и посадили меня, сбрили они мне волосы, вымели и выбросили их на сорную кучу. Б. Олг. Тавай çак арпая йĕтем çинчен шăлса пăрахăпăр. Сред. Юм. Кô ыраш тăпраллăрах пôлин те, пĕрлех шăлса яр, кайĕ-ха ертел çинче хотăшса. А.-п. й. 55. Анкартинчи сар кĕлетри ырçаран мана шăлса пуçтарчĕç. N. Шăлса кăлар (в печке выметать). НТЧ. Вутти пулсан кăмакине шăлса кăларать те, хай пашалусене, юсмансене пĕçерме кăмакана хывать. || Мыть, чистить. В. Олг. Эп ампар ом шăлас тетĕп вĕри шупа. N. Ялта халăха пуян куштансем хăйсен аллинче тытнă, тĕрлĕ çук законсем хăратса пурăнна; уясра вĕсене улпутсем шăлнă. || В переносном смысле. Орау. Аванах шалтăм! Хорошо поел (чего-нибудь лакомого). Сред. Юм. Ĕнер эпир пôшара карăмăр та, пĕр ôрама çиле май шăлайса тôхса кайрĕ вит. ЧС. Вирĕм тумарĕç те, выльăхсене мур шăлса кайрĕ. || Вытирать, стереть, обтирать, утираться. Пухтел. Тенкел çине шăл, сотри со стула. N. Шăлса ил, обтереть. N. Пылчăкĕсене шăлса илме тарай тутри пулмарĕ. Альш. Саккăрăн-саккăрăн килтĕмĕр те сакăр хаклă тухйипе сак çи пусса шăлтăмăр. ТХКА З0. Тăхти, эсĕ ирхине-каçхине пит çусан, апат çисен, апат умĕн аллуна çусан, эпĕ сана хăвна панă алшăллипе пите-куçа шăл вара. Ман алшăллипе ан шăл, тет ман карчăкăм. О сохр. здор. Пурте пĕр алшăллипех шăлаççĕ. Собр. Пĕр алшăллипе иккĕн шăлсан: вăрçать, теççĕ. СЧУШ. Иккĕн пĕр алшăллипе шăлсан, иккĕшĕ часах вăрçă кăлараççĕ. Юрк. Хăй çав вăхăтрах арăмĕнчен чăвашла калаçса чышкисене шăлма тасарах алă-шăлли илет. КС. Туттăрĕпе мана питрен шăлса илчĕ. Она провела мне по лицу платком. || Замазывать. О сохр. здор. Пӳрт чӳречисене, алăксене йăлт шăлса питерес пулать. Баран. 158. Çурт-йĕр таврашне вĕсем çинçе пĕренерен туса, тăм шăлаççĕ, тулашĕпе шалашне пурпа шуратаççĕ. N. Тампа шăл, мазать глиною. N. Кăмакана питĕрсе тăнпа шăлсах хучĕ (во время „çип хутни“). КС. Кăмака шăл, обмазывать глиною. Ib. Кăмака шăлмалла-ха пирĕн, ытла кăмака тĕпĕсем катăлса пĕтрĕç. Ст. Чек. Кăмака питне шăл. || Заметать (о снеге). N. Çула шăлса кайнă. Дорогу замело (занесло снегом). N. Çула юр шăлса кайнă. Баран. 41. Такăр çула юр шăлса кайнă; çуран çӳрекен сукмака лаках шăлса тултарнă. СТИК. Тăман çула чист шăлса лартрĕ (замело дорогу). Орау. Çула шăлса лартнă кĕçĕр (передуло). Сятра. Çол орлă шăлса лартса та, çолĕ çĕтсе. Подл. Шигали. Аслă çулсем çине юрсем шăлнă (замело снегом). Сред. Юм. Хĕллехи çола тăман шăлать. Зимою дорогу буран заметает. N. Çула йăлт шăлса тухнă, лаша чĕркуççи таран путса пырать. Баран. 86. Кунта ăлавсене шăлса кайни те пайтах пулкалать. Кн. для чт. 10. Пĕчченех ларать çав ял, унти çынсен пӳрчĕсене тăман шăлса кайнă. РЖС. З. Çав çĕрхине хулари çуртсене тăманпа шăлса кайна, урамсене юр вĕçтерсе тултарнă. Ст. Чек. Йĕтеме юр шăлса кайнă (замело). N. Юр шăлса лартать. N. Кӳлле йор шăлса лартнă. N. Кун усал, юр çăвать те шăла-шăла лартать. Нюш-к. Малтанхи юр çĕр çумĕнчен шăлса çусассăн, выльăх хĕнерсĕр (начар) пулать. || Гладить (напр., по голове), приглаживать. ГФФ. Куç умĕнче атте çук, пулсан та пуçран шăлас çук. Нет у меня здесь родимого батюшки, а если бы он и был, то не погладил бы меня по головушке. И. Тукт. Ульяна хăйĕн савнийĕн юнланса пĕтнĕ çӳçĕсене ик аллипе те шăла-шăла якатрĕ те, ăна сивĕнсе кайнă тутинчен чуптуса илчĕ. Ал. цв. 4. Вăл хăйĕн юратнă хĕрне чуп-туса, ачашласа, пуçĕнчен шăлса калать. Юрк. Куçăмран пăхрĕ, пуçăмран шăлчĕ; пуçăмран шăлчĕ, пуçма çавăрчĕ. С. Айб. Салтак патша ывăлне пуçĕнчен шăла пуçларĕ. НТЧ. Хăй пĕр курка шыв ăсса илет те, хур пуçĕ тăрăх шăла-шăла (гладя) ярать. ТХКА 121. Яка пуçлă усламăç мăн сухалне аллипе шăлса илет якатса. Собр. Пăттине çисе пĕтерсен, хырăм тăрăх шăлтăмăр, çаплах куçĕ выçă пулчĕ пирĕн. || В переносном смысле. Сам. 70. Шăлнĕсене вăл шăлать, вырма йăпатса.

пăрах

(пы̆рах), бросить, оставить. Коракыш. Эпĕ епле хам упăшкана пăрахах сана качча пырăп. N. Пăрахса кай ман патăмран. Оставь меня. N. Аçу-аннӳ çуртĕнчен пăрахса кайса. Янш.-Норв. Унта пырсан вĕсенĕн пĕр ачи пĕр çăмартине хăй пуç урлă виçĕ хут çавăрать-те, çав çырмана пăрахать. (Сĕрен). Микушк. Ăçта каян, кума, каласа кай? — Шыва кĕмĕл çĕрĕ пăрахмашкăн. (Это, вероятно, старинный языческий свадебный обряд. На другой день свадьбы молодая в сопровождении сестры мужа идет на речку за водой и там бросает в воду кольцо или монету божеству воды «вутăш»). В. С. Разум. КЧП. Вăйĕ пĕте пуçласан, вăл пăрахса тарнă. Ачач 188. Тимуш хăрама пăрахнă. Орау. Пăраха пачĕ, бросил (неожиданно). Букв. 1904. Ахăр хĕрт-çурт пулĕ ку, тесе, Иван шартах сикет те, хайхине пăрахах тара пуçлать. Изамб. Т. Ку сурăхне пăрах та тар. || Свалить. Якейк. Алăк хошшинех пăра пăрахса хăварнă (свалили лед). || Навалить. Çутт. 153. Хыр тымарĕсене лакăма тултаратăп та, чĕртсе яратăп, çиелтен тăпра е çерем пăрахатăп. || Положить. N. Вутă пăрахам-ха. Положу-ка дров (в печку). N. Вута пăрахса çунтар. || Класть. Якейк. Эп чĕмелсене (= çĕмелсене) прахса турăм; чĕмелсене лап прахса турăм (чĕмел пуçланă чох тват кĕлтея хреслĕрен хреслĕ хораççĕ, онтан вара çавăрса каяççĕ). || Подкинуть. Бюртли. Санăн ăна укçа пăрахмалла, теччĕ. || Стлать (напр., для беленья). N. Шуратма пăрахнă пирсем. || Прикинуться. Кильд. Аптранă енне вара ӳсĕре пăрахăрĕ, тет. || Сажать. Хорачка. Кăмакая пашалу пăрах. В. Олг. Хăяр прах (садить). N. Чăн первей паранкă пăрахаççĕ. Ачач 37. Амăшĕ ывăлне кашни ирех, çунакан кăмакана паранкă пăрахса илсе тăварланă купăстапа тăрантарать. Кан. Кам çуркунне хăмла пăрахас, чĕртес, тет, унăн кĕркунне çĕре çемçетме тăрăшмалла. IЬ. Кăçалах çур теçеттин волынь хăмли семшевăй сурт пăрахнă. Пахча çим. 3. Нумайăшĕ (картофель) суха хыççăн пăрахса пыраççĕ. || Скидывать, снимать. Юрк. Вуникĕ сурăх усрăттăм, улăм пама каймăттăм, çирен тăлăп пăрахмăттăм. N. Пĕр уйăх ĕнтĕ ураран атă пăрахман. N. Пăрах, снимать (сапог) с другого. || Сбавить (цецу), сбросить. Б. Олг. Хакне пăрахсам пĕр ластăк, ытла хытă тытса тăратăн, сотас теместĕн-и? Пасара антарса тăк, киле каллях исе каятни? || Линять, ронять перья, шерсть и пр. N. Тĕк пăрах, пуç пăрах (урпа). || Делать выкидыш. Орау. Сурăх путек пăрахнă. Изамб. Т. Лаша тиха пăрахнă, ĕне пăру пăрахнă, сурăх путек пăрахнă (выкидыш). || Испражняться. Орау. Ах, ку ача-пча! Çинă-çиманах кайса та пăрахат (испражняется)! || Перестать, бросить. Орау. Ху вулама пăрахсан, кĕнекĕне мана пар. Когда перестанешь читать, передай книгу мне. N. Çăвла хут вĕренме пăрахсан, аттесене хресьян ĕçсенче пулăшрăм. Хыр-к. Хут вĕренме пăрахсан, çулла, ачасемпе пулă тытма, рак тытма çӳреттĕмĕр. N. Çиессе пăрах, перестать есть. Панклеи. Порнаççĕ, порнаççĕ ватăрах çынсам, эсрелĕ килме пăрахнине (что перестал ходить) сисе пуçларĕç. || Прекратить, бросить. N. Мĕнле паян кооператив сутма час пăрахнă. Ку вăхăтра хупакан марччĕ-çке? тесе килнелле çаврăнса каяççĕ вара. || Перестать что-нибудь делать. КС. Хăяр пăрах, последний раз собрать огурцы. || Раздумать; отменить, отказать. ЧС. Аннесем вара: вилет пулĕ, юмăçа кайса укçа та пĕтерес мар, терĕç те, юмăçа кайма пăрахĕрĕç. N. Эп сăра тăвасса пăрахрăм. Я раздумал варить пиво. N. Вăл хăй (она) кайма пăрахрĕ. Ивановка. Çакăнтан кайран эпĕ чула алла тытма та пăрахрăм. Тим. † Ах, хăтаçăм, Микулай, пăрахма-пăрахма тытăнатчĕ, пăрахасран чунăм çук, пăрахсассăн чунăм çук. || Уступить (в цене). Н. Карм. Ну, апла пулсан, вун тенкине пăрахап, тет. N. Пăрах (пăрахса пар) тепĕр пилĕк пусна! — Юрамаçт, пăрахмасп. || Отказаться. N. Çăкăра пăрахăп, уна пăрахмăп. || В качестве вспомог. глаг. Яргуньк. Акă сана хуçа сенкĕпе чиксе пăрахма килет. N. Мана луш (зря) çинченех кăшкăрчĕ-пăрахрĕ. N. Курак çăварне карчĕ-пăрахрĕ те, татăк ашĕ тухрĕ-ӳкрĕ. N. Лаша пĕççине чарчĕ-пăрахрĕ (беспомощно). Сорм-Вар. Упа Ахматяка çыхса пăрахрĕ. N. Вăл вара мĕн туса пăрахмĕ манпа? (т. е. нагадит мне). М. Сунчел. Пӳрт алăкне уçса прахнăччĕ те, пӳрт умне çап-çутă çутатса пăрахнăччĕ. Панклеи. † Каяс марах тесеччĕ, илчĕç-пăрахрĕç, мĕн тăвас. (Салтак юрри). Альш. Улпучĕ пăруласа пăрахасран хăранă, тет. Барин боялся, как бы не отелиться. Юрк. Тӳрлетес вырăнне (вместо того, чтобы вылечить) тата хытă пăсса пăрахаççĕ (испортили). IЬ. Çуртăрисем ĕлкĕрсен, çав укçапах çуртăрисене те выртарса пăрахат. IЬ. Тытăнсан, ĕçе часах туса пăрахнă. Ст. Яха-к. Атьăр часрах кунта чӳклесе пăрахар та, вара пирĕн пата кайăпăр, теççĕ. Изванк. Пулла тухсан та, ăна пĕре çех (только) кăшкăрса пăрахаççĕ (крикнут на него). Кан. Тепĕр хут чĕтретсе пăрахрĕ. Капк. Эпĕ Улия юратса пăрахрăм. Пуç çавăрса пар-ха. N. Çан чохне ĕçсе пăрахрăм-çке (напился)! Т. II. Загадки. Шăлсан, шăлса ямалла мар; çĕклесен, çĕклесе пăрахмалла мар; вăхăт çитсен, хăех каять. (Мĕлке). ЧС. Эпир вăл анана, ир кайнă-ĕскерсем, кăнтăрлаччен сухаласа та пăрахрăмăр. N. Вĕсем малтан нумай çĕрлĕ çынсенчен темĕн чухлĕ çĕр илсе пăрахаççĕ, унтан вăл çĕре, банк урлă, сахал çĕрлĕ хресченсене пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн сутса пит нумай ытлашши укçа пуçтараççĕ.

капан

(кабан, Пшкрт: каβан) стог; скирда, скирд. Трхбл. Пĕр капана пилĕк ĕне туртат. (Çăм авăрлани). N. Капан пăссан, авăн хурсан, авăн перекетне пар. (Моленье). Календ. 1904. Капан пек пысăк, хулăн, хура пĕлĕтсем. Орау. Каçпала хĕвеланăç енчен капан пек (крупные, конусообразные) пĕлĕтсем хăпара пуçларĕç. Н. Карм. † Анкарти пĕр хĕрĕнче эп ут çултăм, улт уралă капан эп лартрăм. Пазух. Укăльчаран тухрăм, утă çултăм, улт ураллă капан ларттартăм. Тораево. Тепĕр хут кайса, типĕтсе, капан туса лартрĕç, тет. Ск. и пред. 1З. Унăн ашшĕ Уланки ял пуçĕ те, пĕр пуян, паттăрăн пек кĕлетки, çӳренĕ, тет, пĕр капан. КАХ. Унта пĕр капан вырăнĕ пек (плошадью со стоговище) таса ыраш улăмĕ сараççĕ. Пшкрт: каβан ты̆ҕас = лардас = туас. Коракыш. Тĕпсĕр (без подстожья) каян айĕнчен пĕри утă туртатĕ. (Кăнчала арлани). Собр. † Аллă капан айĕнчен арăм туса тухар-и? Ib. Анкартине кӳртсен (хлеба с поля), мăн капан тăвăпăр. (Моленье). Сред. Юм. Капана аялтан парать. (Капан хывна чохне аялтан çĕклесе паракана калаççĕ.) Ib. Капансĕм хĕвелтохăç еннелле тайăлсан, çитес çура тыр полать, тет; хĕвеланăçнелле тайлсан (так!), тыр полмас, тет. (Народное поверье). Ib. Капан тăвать. (Капан хывнă чохне çӳлте тӳрлетсе тăракана калаççĕ). Чертаг. Капансене вăт лайăх тунă, алли ури çирĕп, тураш-тытрăш лайăх çавăн. Трхбл. Çын капанне сенĕкпе анкăтарт. СТИК. Капан çинчи мĕлке, чучело (подобие человека, которое ставят на копну хлеба). Ib. Ах, капан çинчи мĕлке! мĕн ĕренкĕсĕрленем? (Говорят, когда кто-нибудь из детей наденет одежду большого. Здесь конечное «м» не ошибка).

килĕрен

килрен, подомно. НАК. Сурăх ури уммăнь, пирĕн патра праçнăк кунĕ ĕçме килĕренех сăра тăваççĕ. Чураль-к. Килĕрен пыл чашки. (Мĕлке вăлашки). Юрк. Ухмах ыйткалакан килĕрен çăкăр пуçтарса çӳрет. Етрух. Килĕрен мĕнле пулсан та çирĕмшер витре е вăтăршар, унтан кая пĕçермеççĕ. Янтик. Тутар пирĕн ялта килрен сутса çӳрерĕ турисене. Н. Шинкусы. Вĕсем кашни килĕрен ял тăрăх ыйткаласа çӳретчĕç (просили подаяния).

ĕмĕлке

(ӧ̌мӧ̌л'г'э, Пшкрт. э̆мэ̆лђӓ), тень. См. ĕмĕл. СПВВ. Ĕмĕлке = мĕлке. ЖМЕ. Кĕл-туса чарăнсассăн, Зосима çын ĕмĕлки çине тинкерсе пăхнă та, чăнах та вăл çын иккенне тин палланă. Помолившись, Зосима присмотрелся к человеческой тени, и понял, что это был человек. Собр. Сиввĕ пӳртĕн ĕмĕлки çук. (Нӳхреп). Абыз. Ĕмĕлкинчен хăранă, тит (= мĕлкинчен хăранă). Испугался своей тени. || Отражение. Орбаш. Ĕмĕлке, отражение. . Унта (в колодце) вĕсем тупăк пак ĕмĕлке курнă. Они увидали в колодце отражение гроба. || Неясный образ. Чаду-к. Хĕвел тухнă чух, вăл таçта пĕр ĕмĕлке курнă. Иван йывăç çинчен аннă та, çав ĕмĕлке патне кая пуçланă. Вăл ун патне çитсен, пĕр пăхăр пӳрт ларнă. При восходе солнца он увидал где-то тень. Иван слез с дерева и направился к тени. Когда он добрался до нее, то оказалось, что это был медный дом. Чăв. юм. 1924 (Пред.). Уйăх çинчи ĕмĕлке хĕр ĕмĕлки мар, тусенĕн ĕмĕлки.

лопăс

(лобы̆с), подр. косматости. Бгтр. Кăмакара лопăс-лопăс упа ташлать. (Мĕлке).

лăп

(лы̆п), подр. хлопку (хлопанью, не сильному). Толст. Çуначĕсене лăп-лăп çапрĕ те, вĕçсе кайрĕ (ласточка). Шел. 48. Ĕнсе панчен лăп-лăп-лăп пĕрне-пĕри ачашлаççĕ (похлопывают). Б. Олг. Виç четверттаклăх тенкĕ (три четвертака) кăларса парчĕ, тӳртрен лăп-лăп-лăп! çапрĕ: торă полăштăр сана, ачам, слушит (-т’) туса килмешкĕн аçу-апу томне! Чăв. ялĕ. Пилĕк-улт ĕрет витсессĕн, виттине кĕреплепе тарăнрах тураса, урлă-пирлĕ улăмсене майлаштарса хураççĕ, çиелтен йăвăç кĕреçепе лăп-лăп çапса якатса хăвараççĕ. || Подр. реверансу. ЧС. Çĕн-çын (молодуха) вара лăп-лăп лапчăнать. || Подр. миганью. В. Олг. Лăп-лăп турĕ куçĕпе. || Как раз; точь-в-точь, ровно. КС. Лăп анчах тăрантăм. Только хватило на то, чтобы насытиться. Ib. Эп çитнĕ çĕре вăл та лăпах çитрĕ (подоспел). Ib. Лăп пĕр сахат. Ровно час. Толст. Çеклисене ункăсене (в кольца) лăп кĕрсе лармалла тунă. Чăв. йум. 1919, 19. Тапалана-тапалана мăй таран (по шейку) лăп кĕрсе ларчĕ. Ib. 26. Лăп çурçĕр çитсен, Атăлтан шыврисем (водяные духи) тухрĕç. Малт. шк. вĕр. фиç. 38. Иккĕшне те тӳп-тӳр кĕтес тусă, лăп вăта таран кукăртăр. Ст. Чек. Лăп выртат. Плотно прилегает. Якейк. Краççин(-н) панă чох вăл яланах лăп анчах парать (дает в обрез, лишнего не отвешивает и не недовешивает). НТЧ. Ĕне пăрулани лăпах пĕр эрне çитсессĕн, ирхĕне вут хутса, икерчĕ пĕлĕм пĕçереççĕ. Çутт. 114. Лăп кăнтăрла мĕлке кĕскелнине виçсе... См. в этом зн. шăп, лап. || Усилит. частица при образов. превосх. ст. См. лăп-лăпă. || Сразу, совсем, совершенно. N. Çил лăпах чарăнчĕ. Ветер совершенно прекратился. Кильд. Ăша сăмах калинччĕ, ăшăм лăпах выртăччĕ (я успокоился бы). Малт. шк. вĕр. фиç. 70. Лăпах сӳнет. N. † Сарă та вăрăм хĕрсене çума тытса выртăттăм, хуйхăма лăпах пусаринччĕ. Кан. Çак çӳркунне кĕпере çуррине лăпах çурхи шыв юхтарса карĕ. Утăм № 1,26. Паян ир юман пуçне уснă, паян ир кашламасть кăлăххăн; ун çине шурă юр лăпах пуснă, ларать вăл авăнса тăлăххăн. Малт. шк. вĕр. фиç. 21. Лăп чӳкенмен шывра тĕпренчĕкĕсем витре тĕпне лараççĕ.

лĕмсĕр

(лэ̆мзэ̆р) подр. сотрясению косматого предмета. Торай-к. Лĕмсĕр-лĕмсĕр упа ташлĕ. (Милкепе кăмака шăлни). Юрк. Такмак каланă вăхăтра ытти кĕрнӳкерĕсем пĕр вырăнта пĕр вĕçрен лĕмсĕр-лемсĕр ташласа тăраççĕ. || Косматый, лохматый, растрепанный. Чураль-к. Пĕр картана лĕмсĕр упа кĕрĕ те, пĕр карта сурăха хăваласа кăларĕ. (Мĕлке). См. МКП 123.

мĕлĕк

тень. Сред. Юм. См. мĕлке, мĕлкĕ.

мĕлхе

(мэ̆лгэ), изображение, образ, фигура, отражение, тень. М. Ăнтавăш. Мĕлки курăнать. Видно его отражение (напр. дерева в воде). ГТТ. Мĕлке, тень, как изображение на земле. Поэтому это слово не вполне соотв. русскому тепь. Ib. Йывăç мĕлки ӳкнĕ. Ск. и пред. 37. Мĕлке ӳкерсе, кайăк явăнать (отражение в реке?). Сунт. Пăртак тăрсанах, анакан хĕвелĕн хĕрлĕ çуттинче тем пысăкĕш мĕлкесем туса армансем çунаттисене наянăн çавăрма пуçларĕç. Кан. Тата траххом мĕнле пуçланса пынине, вăл куçа мĕнле сиен туса пынине ăвăсран (из воска) тусă мĕлкесем çакса, пасар халăхне кăтартса нумай ăнлантартăмăр. Шел. II. 62. Тĕррисем çинче мĕн-мĕн кăна тĕслĕ чечексемпе курăксен, хурт-кăпшанкăсен мĕлкисем çук-ши! Шел. 58. Пăхсан, мĕлке курăнать лапаткисем, акисем. Ib. 32. Пăхсан, мĕлке курăнать çут кĕленче урайĕ. С. Алг. Йыт сассупа ан çӳре, мĕлке пулса ан хăрат, кăмака çинче йынăшса ан вырт (говорят покойнику). N. † Чĕнтĕрлĕ чиркӳ сăр (= сăрт?) çинче, унăн мĕлки Самар шывĕ çинче. СТИК. Мĕлки пур та, ĕçре темле! Смотреть (лошадь) ничего, да какова будет в работе! КС. Шыв çине çын мĕлки ӳкнĕ. Ib. Шыва ман сăн ӳкнĕ. Уралка. Мĕлке — картина; мĕлкелĕ кĕнеке. N. Ман ĕмĕрĕм мĕлке пек анчах иртсе кайрĕ. Бугульм. Мĕлке — образ? Ib. † Хамăр савни аса, ай, килсессĕн, мĕлки ӳкрĕ хам умма. Собр. † Шыв хĕрринче пилеш пиçет, çупкамĕ мĕлки шыва ӳкет. Н. Лебеж. Умне-хыçне куç кĕски ларттарать, хăй мĕлкине лăйне кăтарттарать. Ib. † Хусан хули ту çинче, ӳкеетĕ-çке мĕлки шыв çине. БАБ. Авăн картине пĕр-пĕр уллахрах çĕре каяççĕ те, юр çине выртса мĕлке тăваççĕ (отпечаток, изображение. Гадание на „çĕнĕ çул каç“). N. Пăлтăри умĕнче, пӳрт кĕтессинче пӳрт çӳлĕшĕ çын мĕлки тăрать, тет. Юрк. Пĕртен пĕр ывăл ачи пурччĕ, вăл та пулин ухмахчĕ, çын мĕлки пулса кăна пурăнчĕ. Ib. † Урампа иртсе пыраттăм, кĕленчене çапнă мĕлкĕрсем. N. † Урамăрсемпе иртнĕ чух курса иртрĕм санăн мĕлкене. С. Тим. † Савни, санăнпа манăн сăн-сăпатсем ик сумлăх куçкăски мĕлки пек. Орау. Шыв çине ту мĕлки ӳкнипе леш енче мĕн пурри курăнмасть. N. Мĕлкӳ путасси! СТИК. Мĕлке тăвас, делать фигуру человека на снегу. (Лягут на мягкий снег на спину, растопырят ноги и руки, тогда получается фигура человека). || Портрет, фотограф, снимок. Ст. Чек. Ун чухне вăлă мана çыру янăччĕ, вăл çырура салам янăччĕ, тата хăй мĕлкине çаптарса янăччĕ. N. Манăн санăн мĕлкуна кураясчĕ. || Чучело. Чураль-к. Мĕлке = милке. МПП. Мĕлке= ĕмĕлке.

варла

пачкать, марать. См. варала. Регули 738. Эп онта варламан. || Гадить (испражняться). БАБ. Мĕлки çине (см. мĕлке) анчăк тавраш пырса варласан, çав ача тепĕр çулччен вилет, теççĕ. (Гаданье на «çĕне çул каç»). Вĕлле хурчĕ 7. Хуртсем хĕл каçа апат çиеççĕ, пĕрре те тула тухмаççĕ (варламаççĕ).

уйран хурси

(хурзиы), мутовка для пахтанья. Н. Карм., Изамб. Т. Н. Карм. Уйран хурси, уйран уçлас. СТИК. Пирĕн Чĕмпĕрте чукун мĕлке (памятник Карамзину) пур. Çав чукун мĕлке çинчен çынсем ак мĕн калаçаççĕ. Унта пĕр хĕр-арăм уйран хурси тытсс тăрать. Çав хĕр-арăм уйран хурсипе ют халăх çыннисене хирсе тухнă, тет. Пĕрре вăрçă пулать та, (вырăссене) чист парăнтараççĕ. Пĕр ялта арçынсене чист вĕлерсе тухрĕç, тет. Ун чухне пĕр хĕр-арăм уйран уçлат. Вăл питĕ тĕреклĕскер пулна. Çак хĕр-арăм çуйăхнă, çапăçнă сасса илтет те, уйран хурси йăтса, сиксе тухать та, тăшмансене чист (правильнее — чыст) хирсе тухать. || Назв. травы (курăк). Альш. Рак. № 77.

Русско-чувашский словарь (1972)

помело

мĕлке.

тень

ж. мĕлке, сулхăн; на солнце жарко, идём в тень хĕвел çинче вĕри, сулхăна кĕрер.

фигура

1. фигура; геометрические фигуры геометрилле фигурăсем виçкĕтеслĕх, конус т. ыт. те; 2. ӳт-пӳ, кап, кĕлетке; неопределенная, неясная фигура мĕлке.

Русско-чувашский словарь (1971)

отпечаток

м. 1. йĕр, мĕлке; отпечаток босой ноги çара ура йĕрĕ; 2. перен. асри йĕр, сăн; накладывать на что-либо свой отпечаток мĕн çине те пулин хăвăн сăн йĕрне хăвар.

полутень

ж. тĕттĕмрех (е тĕксĕмрех) вырăн, мĕлке ӳке пуçлани (е пуçланă вырăн).

привидение

с. куçа курăнни, кĕлетке, мĕлке.

призрак

м. мĕлке, шевле.

призрачный

прил. 1. (являющийся призраком) мĕлке ⸗ĕ [⸗и]; 2. (воображаемый) туйăнакан, суя; 3. (неясный) тĕксĕм, уçăмлă мар.

силуэт

м. 1. силуэт (çын е япала сăнне контурпа ӳкерни е каçса кăларни); 2. перен. ĕлке, мĕлке.

тень

ж. 1. мĕлке, сулхăн, хӳтĕ; на солнце и в тени хĕвел питтинче тата сулхăнта; тень от дерева йывăç мĕлки; 2. перен. (след, отражение) йĕр, паллă; по лицу скользнула тень обиды пичĕ çинче кӳренӳ йĕрĕ палăрчĕ; 3. перен. (незначительнаячасть, доля чего-л.) йĕр; тень правды тĕрĕслĕх йĕрĕ; 4. (силуэт) мĕлке; на стене показалась чья-то тень стена çинче такам мĕлки курăнчĕ; 5. (призрак) мелке; ходит как тень мĕлке пек çӳрет; ◇ ночная тень каç сĕмĕ, ĕнтрĕк; от него осталась одна тень вăл питĕ начарланса кайнă, шăмми-шакки çеç юлнă; наводить тень юри пăтраштар; быть (или сделаться) тенью кого-л.) 1) уйрăлми çӳре (кампа та пулин); 2) пĕтĕмпех, пăхăн, ирĕкĕнчен ан тух; держаться (или быть, стоять) в тени пытан, асăрхамалла мар тăма тăрăш; оставлять в тени палăртмасăр хăвар; тень падает на кого-что-л. иккĕлентерет (кам е мĕн те пулин); тен под глазами (или вокруг глаз) куçĕсем кăвакарнă.

Немецко-чувашский словарь Йоханнeса Бeнцинга (Benzing)

Schatten

mĕlke
мĕлке

Этимологический словарь чувашского языка (1964)

ĕмĕлке

см. мĕлке.

Неологический словарь чувашского языка

аура

ç.с. 1. Парапсихол. Чĕрĕ чунăн ӳт-пĕвне хупăрласа тăракан, вышкайсăр сисĕмлисем (экстрасенссем) кăна куракан çутă пайăрка сийĕ; биоуй (туп.). Çын аури, тепĕр майлă каласан, биоуйĕ (е кĕлетке тавра тытăнса тăракан куçа курăнман мĕлке) тăрăх диагноз лартма пулать. Х-р, 27.06.1992, 3 с. Иисус Христосăн аури сарă тĕслĕ пулнă. Я-в, 1995, 9 /, 105 с. Экран çинче вăл [хĕрача] çĕр çывăхĕнчи орбитăра ĕçлекен çынсен аурине курма пултарнă. ÇХ-рĕ, 15.12.1999, 4 с. Аура çирĕп, вăйлă пулсан сире нимĕнле хура вăй та, нимĕнле тухату та çĕнтереймĕ. С-х, 2000, 27 /, 3 с. — аурăн асамлă çути (Я-в, 1995, 10 /, 42 с.). 2. Куçăм. Этем, чĕрчун е япала хăй таврашĕнчи çынсене кӳрекен витĕм. Тен, эпĕ те такамшăн Турă... Ырсунăм кăмăлĕ — аура. Л.Федорова //Я-в, 1991, 4 /, 7 с. Вера Кузьминичнăна çур ĕмĕр ытла [театрти] çак аура витĕм кӳрсе тăрать (ХК, 1998, 37 /, 15 с.). Пирĕн Таньăсене тата темле «аура» текенни пĕрешкеллетет ахăр. ÇХ, 1999, 3 /, 4 с. 3. Куçăм. Пĕр-пĕр пулăмпа çыхăннă лару-тăру, ĕç-пуç. Наци философийĕ, пурнăç аури ... авалхи тĕнре мĕн тери уçăмлă палăрать. Х-р, 17.12.1992, 3 с. Хăйне евĕрлĕ аура хуçаланать. Х-р, 25.12.1997, 4 с. Вăл [тĕп режиссер] артистсем сцена çинче хумханнине, ... залра хăйне майлă «аура» пулнине лайăх туйса илнĕ. Х-р, 13.04.2001, 2 с.

ксерокопи

ç.с. Ксерокспа тунă копи (çаптарнă мĕлке). «Çамрăксен хаçачĕн» çитес номерĕнчех ... медицина справкин ксерокопине пичетлетĕп. ÇХ, 1997, 20 /, 6 с. Судра судьяна документсен ксерокопине кăтартрăм. ЫХ, 2001, 20 /, 2 с.

См. также:

мĕлиюн мĕлйун мĕлкĕ мĕлкĕлтет « мĕлке) » мĕлкеçĕм мĕлкев мĕлкелен мĕлкеллĕ мĕлле

мĕлке)
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150