Поиск: лаптăк

Введите слово для поиска

Область поиска:

Чувашско-русский словарь (1982)

квадратла

квадратом, квадратно
квадратла лаптăк — квадратный участок
квадратла вырнаçтарса тух — расположить квадратом

лаптăк

1.
площадь, пространство
участок

акмалли лаптăк — посевная площадь
шыв лаптăкĕ — акватория, водное пространство
усă куракан çĕр лаптăкне ӳстер — увеличивать площадь возделываемых земель

лаптăк

2.
щека спец.,
плоскость, плоская поверхность, широкая сторона чего-л.
хĕç лаптăкĕ — щека сабли

лаптăкăш

2.
то же, что лаптăк 2.

монокультура

с.-х.
монокультура (пĕр лаптăк çинче çултан-çул пĕр культура акса туни)

плантаци

1.
плантация (пĕр-пĕр культура туса илекен пысăк лаптăк)

тăваткал

четырехугольный, квадратный
тăваткал сĕтел — квадратный стол
тăваткал çамка — квадратный лоб
пилĕк тăваткал метр лаптăк — площадь в пять квадратных метров
тăваткал километр пуçне — на каждый квадратный километр
çĕрулмине тăваткал тĕмĕн ларт — сажать картофель квадратно-гнездовым способом

тухăçлă

1.
высокоурожайный, высокопродуктивный
тухăçлă выльăх — высокопродуктивный скот
тухăçлă лаптăк — высокоурожайный участок
пысăк тухăçлă тырпул çитĕнтер — вырастить высокий урожай хлебов

тухăçсăр

1.
неурожайный, низкоурожайный, малоурожайный, непродуктивный, малопродуктивный
тухăçсăр выльăх — малопродуктивный скот
тухăçсăр лаптăк — низкоурожайный участок

çеремлен

покрываться дерном, травкой
çеремленнĕ лаптăк — задернелый участок
çул çеремленнĕ дорога — заросла травой

Словарь чувашского языка

анатри чăваш

(ч̚’ы̆ваш) ita appellantur Tschuvachi infernates, quorum regio inferius sita est, quam eorum, qui vocantur вир-ял, вире-ял (v. hanc v.). Низовые чуваши. См. вир-ял, хирти. Ягудар. Анатри чăвашсем пиртен хĕвел-тохăç енелле порнаççĕ. Низовые чуваши живут от нас на восток.
Петр Ив. Орлов, уроженец с. Орауш, Ядрин. у. Казан. губ., написал мне о различиях между отдельными группами чуваш следующее. „Анатри (малти, мал енчи) чăвашсемпе хирти чăвашсем тата вир-ялсем (хура урасем). Чăвашсем пирĕн виçĕ пая уйăрăлаççĕ: анатри чăвашсем, хиртисем, вир-ялсем. Вир-ялсем çăвар туллин, хыттăн калаçаççĕ. Вăсенĕн сăмахра сас-палли „у“ сахал. „У“ вырăнне вăсем ялан „о“-па калаçаççĕ: „кулать“ тиес вырăнне „колать“ теççĕ; „пек“ тиес вырăнне „пак“ теççĕ. Тум тумланнă тĕлтен вăсем пушшех, тата ытла паллах, уйрăм тăраççĕ. Вăсем шурă сăхман тăхăнса, урисене хура тăлла сырса çӳреççĕ. Çула тата арçыннисем (хăш-хăш вырăнта) пайтахăшĕ çӳллĕ тӳпеллĕ шĕлепке тăхăнса çӳреççĕ. Хĕр-арăмĕсем çула шурă шупăр тăхăнса, урисене хура тăлла сырса çӳреççĕ; хĕлле шурă сăхман тăхăнса çӳреççĕ. Çăпатисем пĕчĕк пуçлă, пуçĕсене чĕрсе тунă çăпатасем пулаççĕ. Ури тунисене темĕн тăршшĕ тăлла чăркаса тукмак ура туса, çăпати кантăрисемпе чăркуççине çитичченех хитрен хĕреслесе чăркаса хăпараççĕ. Пирĕн патрисем вăсене „яка“ теççĕ. Чăнахах та вăсем яка çӳреме юратаççĕ. Çула пулсан вара, пасара тухсан, вир-ял хĕр-арăмĕ çинче пĕр тусан пĕрчи кураймăн: çăпатисенче, çăпати кантăрисенче пĕр сӳсленчĕк кураймăн: шăрçа пек яп-яка, çап-çутă; хăйсем шĕлкемисемпе, сурпан çаккисемпе, тенкĕллĕ мăйисемпе ялтăртаттарса, шанкăртаттарса йăлкăшса анчах çӳреççĕ. Пирĕн анатри (кал енчи) чăвашсем вăсене „Вир-ялăн какрашки арăм пулсан ланчашки,“ теççĕ; çăпати кантăрисем çинчен: „Вир-ялăн çăпати кантăри тăхăр хăлач,“ теççĕ; „вир-ялсем вăсем мухтанчăк, какрашка,“ теççĕ. Арăм пулсан вир-ялсем анатри чăваш арăмĕсем пекех пуçĕсем урлă пĕкĕ пек масмак хурса çӳреççĕ. Сурпанĕсем, ансăрскерсем, мăйра анчах яваланса çӳреççĕ. Хăш чухне масмакки пуçĕ çинчен каялла кайса ӳкет те, пирĕн вара ăна кулса: „Вир-ял арăмин лаши тăварăннă, пĕкки каялла кайса ӳкнĕ,“ теççĕ. Арăм пулса пĕр-икĕ ача тусан вара унăн какрашки-пĕкрешки лăштах тухса ӳкет: çӳçне-пуçне пуçтараймаçт, кĕпи-йĕмне таса тытаймаçть, час-часах кĕпи арки вĕçĕнче ача пăхĕ сап-саррăн курăнса çӳрет; пӳртне-çуртне те çавăн пекех тирпейлĕ тытаймасть — латти пĕтĕмпех пĕтет килĕнче, пĕр пасара анчах çиççĕ тухма пĕлет. Вăсенчен хĕвел тухăçĕ еннелле анатри (малти, мал енчи) чăвашсем пурăнаççĕ. Вăсем Атăлтан пуçласа Йĕпреçпе Шăхрана çитиччен кăнтăрланалла, вăр-ялсемпе хиртисем хушшинче, тăрăхла-кăна пĕр лаптăк пек çĕре йышăнса пурăнаççĕ. Çав лаптăкăн кăнтăрла енчи пуçĕнче кушлавăшсем те çак анатри чăвашсемпе хисепленеççĕ. Кушлавăш, Уравăш, Хир-пуç, Утар, Рунк чăвашĕсем, хăйсем, хĕр-арăмсем тумланнипе вир-ял та мар, хирти-анатри те мар. Вăсенĕн çывăхнерехри вир-ялсем вăсене кушлавăшсем теççĕ; катари Йетĕрне патĕнчи, Кăрмăш çинчи вир-ялсем вăсене анатри (мал енчи) чăвашсемпе хисеплеççĕ, çывăхарахри хиртисем кăшт урăхларах калаçнăшăн, хĕр-арăмĕсем урăх тĕрлĕрех тумланнăшăн виç-ялсем вырăнне хуçасшăн. Мĕн пур чăваша лайăх тĕплесе йĕрлесен темиçе пая та уйăрма пулать. Вĕт-шакпа чăвашсене темиçе пая уйăриччен эпĕ вăсене, мĕн пурне, виçĕ пая уйăратăп; çавăнпа Кушлавăш чăвашсене анатри чăвашсем çумне кайса хуратăп. Пĕтĕмпех анатри чăвашсем пек пулмасан та, тумланасса та калаçасса та вир-яалсем пек те мар, хиртисем пек те мар, çав анатри чăвашсем пекрех калаçса тумланаççĕ. Арçыннисем хура сăхман е кăвакрах сăхман тăхăнса, урисене шурă тăлла сырса çӳреççĕ; çула пуçĕсене е пĕчĕк çĕлĕк, е карттус тăхăнаççĕ. Çăпатисем вир-ялсен пек шăраçласа тунă вăрăм кантăраллă çăпатасем мар. Хĕр-арăмĕсем е пир тăлла сырса çӳреççĕ, е шурă çăм тăлларан (пасар тăллинчен) тунă чăлха тăхăнса çӳреççĕ. Кĕписем е чĕрлесе тунă шурă кĕпесем пулаççĕ, е хăйсем хĕрлĕрен, кăвакран тĕртсе тунă пиртен (улачаран) çĕленĕ кĕпесем тăхăнса çӳреççĕ. Юçĕсене тĕрлĕ тĕслĕ вырăс туттăри çыхса çӳреççĕ. Урисене пир тăлла сырнă пулсан çăпати кантăрисемпе кăшт вир-ял манерлĕрех çӳлелле чĕркесе хăпараççĕ; шурă чăлха тăхăннă пулсан, çав чăлха çинчен тата тепĕр ура пакăлчакĕнчен иртекен хура чăлха пуçĕ тăхăнса, çăпати кантăрине пĕр çĕре чĕркесе, чăлхине антарса ăна атă хуçланчăкĕ пек туса çӳреççĕ. Арăм пулсан пуçне сурпан сырăнса ĕнсе хыçне, мăй таврашне çынна кăтартмасăр çӳреççĕ. Хĕрсем çула туя кайнă чухне пуçне тухья тăхăнаççĕ. Вир-ялсен тухья таврашĕ, сăрка таврашĕ çук. Ĕлĕк çав тухьясене, сăркасене пăраçниксенче (уявсенче) те тăхăннă та, халĕ туя кайнă чухне те пурте тăхăнмаççĕ. Сурпанĕсем те вăсенĕн, масмаккисем те, пуç-йĕпписем те вир-ялсен пек мар: сурпанĕсем вăрăмрах, сарлакарах; масмаккисем сарлака та кĕске, тĕррисем лешсенчен начартарах; пуç-йĕппи те кĕске те, тенкисене вир-ялсенни пекех нуммай çакса тултарман. Вир-ял арăмĕсен хăлхисем, ĕнси хыçĕсем курăнсах çӳреççĕ, пирĕн арăмсен вăсем курăнмаççĕ. Вăсем саланнă пуçĕсемпе хунешшĕсене те тата урăх ют çынсене те курăнсан аван мар теççĕ. Çаплах тата çара уранăн та вăсен куçне курăнмаççĕ. Çав йăлана лайăх тытса тăракан хĕр-арăмсенне упăшкинчен пуçне урăх арçынсем хайсем виличченех вăсен пуçне, урисене куримаççĕ. Арăмсем хăнана-мĕне кайнă чухне пуçĕсене пуçлă туттăр çыхса каяççĕ, ун çинчен кăримĕски çĕлĕк тăхăнаççĕ. Çула пулсан çав пуçлă туттăра е вырăс туттăри анчах çыхаççĕ. Вырăс туттăрине пуç тăррине анчах та çыхаççĕ тата майралла та çыхса çӳреççĕ; пуçлă туттăрне те икĕ тĕрлĕ çыхаççĕ: е тавăрса çыхаççĕ, е çыхса икĕ вĕçне тан туса çурăм çинелле усса яраççĕ. Вир-ялсен пуçлă туттăр çыхмаççĕ, яланах вырăс туттăри çыхса çӳреççĕ е катам пиртен тунă вырăс туттăри пек тăватă кĕтеслĕ шурă туттăр çыхса çӳреççĕ. Вир-ялсем вăсем мĕн пурĕ те Кăрмăш уесĕнче, Чикме уесĕнче, Шупашкар уесĕнче, Петерне уесĕнче анчах пурăнаççĕ. Шупашкарпа Етĕрне уесĕнче те пĕтĕмпех вир-ял мар. Шупашкар уесĕнче вăсем хĕвеланăç енчи чиккинелле анчах пурăнаççĕ. Ытти (урăх) çĕрте анатри чăвашсем пурăнаççĕ. Вир-ялсемпе анатри (малти) чăвашсен чикки акă çаплă: Анаш тиекен чикӳллĕ ялтан хĕвел анăçнелле, Шăхчасем-мĕнсем еннелле, вир-ялсем пурăнаççĕ, вăсенчен малалла анатри (мал енчи) чăвашсем пурăнаççĕ. Унтан Иккассисене хĕвел-анăçнелле хăварса Шупашкар уесĕпе Çĕрпӳ уесĕ тата Етĕрне уесĕ чиккисем пĕр çĕре пулнă çĕрелле пырсан, хĕллехи хĕвел-анăçнелле (сылтăмалла) вир-ялсем юлаççĕ, çулахи хĕвел тухăçнелле анатри чăвашсем пурăнаççĕ. Унтан Патĕр-ялне (Богатырева) çитсен вăл ялта вир-ялсемпе анатри чăвашсем хутăшах пурăнаççĕ. Вăл ялтан вăсен чикки Пысăк Çавал урлă каçса Супарпа кайса Çĕрпӳпе Етĕрне чиккипе Çарпуçпе çитичченех: сылтăм енче вир-ялсем пурăнаççĕ, сулахай енче анатри чăвашсем пурăнаççĕ. Çарпуçĕнче анатри чăвашсем пурăнаççĕ. Чарпуçĕнчен пуçласа вăсен чикки Етĕрне уесĕ çинерехрен икĕ уес чикки хĕррипе пырать: Кипекпе Туçи-Çармăса сылтăма хăварса, Етерне уесĕнче тăракан Сĕрелсене сулахая хăварса, Мăн Санар урлă каçса, Пĕчĕк Санара çитиччен сылтăмра вир-ял пулаççĕ, сулахайра анатрисем пулаççĕ. Çĕрпелĕнче анчах анатри чăвашсем вир-ялсемпе çывăх тăнипе халĕ ĕнтĕ пĕтĕмпех вир-ялсем пек тумлана пуçларĕç. Унтан малалла вĕсенен чикки Хир-пуçĕнчен Пĕчĕк Санар тăрăх Санар пуç патнелле хăпарса, Вăта-Çуна çырмипе рашча виттĕр тухса, Упнер урлă каçса, Сăр вăрман сăмсине тăрăнать. Çапла пынă чухне сылтăма юлакан ялсем: Çармăссем (Хурăнсур), Санар пуçĕ, Елменсем, Иртеменкассисем, Çĕн-ял-Хапăç, Кив-ял-Хапăссем, Упнер-Ханăссем пурте вир-ялсем пулаççĕ. Чарпуçĕнчен пуçласа Етĕрне уесĕнчи сулахай енне юлакан чăвашсем, Уравăшпа Хир-пуç. Утарва Рунк тата мĕн пур Кушлавăш анатри чăвашсем çумăнче тăраççĕ. Çав Етĕрне уесин пĕр кĕтессинчи анатри чăвашсем çумăнче тăракан чăвашсем анатри чăвашсенчен кăшт урăхларах тата. Калаçассине те пĕр пекех калаçаççĕ, анчах хĕр-арăмĕсем урăхларах тумланаççĕ — çавăнтан кăшт уйрăмми пур. Чăн анатри (пайăрах анатри) чăвашсем сурпанпа пĕтĕм пуçне чĕркесе пĕр çуç пĕрки те катартмаççĕ, Кушлавашсем, Уравăш таврашсем, Сĕрелсем, Чарпуç таврашсем пуçне сурпанпа хыçалтан икĕ тăнлава çитиччен явалаççĕ те унтан çиелтен пуç-йĕппипе пустарса, йĕпписемпе масмака икĕ енчен чиксе хурса хытарса хураççĕ, çавăнпа сурпанĕ хыçалтан вир-ялсен пек ĕнсе çине кайса лармаçть. Çаван пек чăвашсем çав ялсем анчах мар; тата Çĕрпӳ уесин Ачча (Ачакасы) прихутĕнчи чăвашсем те пуçĕсене çав Кушлавăш, Уравăш, Сĕрел, Чарпуç чăвашĕсем пекек сырăнаççĕ. Ытти тум тумланас тĕлтен лешсем те кусем те пĕрехрехех, ытла пайăрах пĕр-пĕрне уйăрса тăракан япала çук; арçыннисем те хĕлле те çула та пĕр пекрехех тумланаççĕ. Анатри чăвашсенчен чукун çул урлă лерелле вара хирти чăвашсем пуçланса каяççĕ. Хиртисем тесе Чĕмпĕр кĕпĕрнинче, Тетĕш уесĕнчĕ, Çĕрпӳ уесĕнче пурăнакансене калаççĕ. Хирти Тăвашсем анатри чăвашсенчен тумтир тĕлĕшĕнчен те калаçна тĕлĕшĕнтен те уйрăлаççĕ. Хиртисен арçынĕ-хĕр-арăмĕпех шурă çăм тăлларан тунă чăлха тăхăнса çӳреççĕ. Арçыннисем шурă кĕпе-йĕм пĕртте тăхăнмаççĕ: пурте хăйсен хĕр арăмĕсем тĕртсе тунă е кăвак улача е хĕрлĕ улача тăхăнса çӳреççĕ. Хĕр-арăмĕсем пуçĕсене малти чăвашсем пек, пĕр çӳç пĕрчи кăтартмичченех, сурпан сырăнаççĕ те, анчах кĕпи-йĕмĕсем шурă мар. Каллех сурпанĕсем те анатри (малти) чăваш арăмĕсем пек мар, урăхларах, сарлакарах; сурпан, пуçĕсем тата хитререх пулаççĕ. Кĕписене, хăйсен улачисенчен тутар арăмĕсен кĕпи евĕрлĕрех, вырăссен сараппанĕсем евĕрлĕрех кĕпесем çĕлесе тăхăнаççĕ; аркисене, кĕпи умĕсене вăсем тутарсен пек темĕн тĕрлĕ пусмапа (пасар таварĕпе) тытса эрешлесе пĕтереççĕ. Пуçĕсене пуçлă туттăр çыхмаççĕ, пурте вырăс туттăрине майралла анчах çыхса çӳреççĕ. Çиялтан тăхăнакан тумтирсем анатрн чăвашсеннипе пĕрех: уйрăм-уççи çук. Тата хирти чăваш арăмĕсем анатри чăвашсемпе вир-ялсенчен акă мĕнпе уйăрăлаççĕ: хиртисен хĕр-арăмĕсем мĕн пур чăвашсем (арçынсем) тăхăнса çӳрекен йĕмех тăхăнса çӳреççĕ, вир-ялсен хĕр арăмĕсемпе анатри чăваш хĕр-арăмĕсем тăватă кантăраллă шурă йĕм тăхăнса çӳреççĕ. Вăл йĕм питĕ шалпар та, унтан кулса ăна пĕлекен хиртисем: „Вăсем кĕрептук тăхăнса çӳреççĕ,“ теççĕ. Икĕ малти кантăрисемпе хире-хирĕç каялла çыхса хураççĕ, икĕ хыçалти кантăрисемпе малтан çыхса хураççĕ. Тула тухас пулсан кайри кантăрисене анчах салтса тула тухаççĕ. Вир-ялсем анатри чăвашсемпе хиртисем çинчен, кулса: „Вăсенĕн урисене пушă аврипе çапсанах хуçăлмалла,“ теççĕ. Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи (хирти) чăвашсем вир-ялсене „хура урасем“ теççĕ; тата Пăва уесĕнчисем хăшĕ-хăшĕ „виртисем, виреллисем“, теççĕ. Уфа (Йĕпхӳ) кĕпĕрнинчи, Самар кĕпĕрнинчи нуммайĕшĕ анатри чăвашсем патĕнчен куçса кайнă та, халĕ вăсем хирти чăвашсем пек калаçаççĕ. Кĕпи-йĕмĕсем хиртисенчен те урăхларах пулса вырăссен манерлĕ пулса кайнă. Вăл кĕпĕрнесенче чăвашсем пуррине ĕлĕкрех кунти чăвашсем пĕлмен те. Калаçнă тĕлтен те тата анатри (малти, мал енчи) чăвашсемпе хирти чăвашсен хушши уйрăмми пур: анатри чăвашсем „хăпар“ теççĕ, хиртисем „улăх“ теççĕ; анатрисем хиртисене: „вăсем çыпăçтарса калаçаççĕ,“ теççĕ, хиртисем анатрисене — „вăсем чĕлхе вĕççĕн калаçаççĕ: пулат темеççĕ, пулать, каять тесе калаçаççĕ“ теççĕ. Хиртисемпе анатри (малти, мал енчи) чăвашсенĕн чикки Йĕпреçрен (Ибреси) пуçласа Тĕрлемесе (Тюрлема) çитиччен чукун çул тăрăх пырать (приблизительно). Чукун çулăн сулахай енче анатри чăвашсем пулаççĕ, сылтăм енче хиртисем пурăнаççĕ. [Дальше пишет по-русски]. Такое разделение чуваш на анатри, хирти, и вир-ял имеют чуваши Ядринского, Чебоксарского и отчасти Цивильского уездов. Некоторые интеллигенты-чуваши, особенно чуваши Буинского уезда, такое разделение представляют иначе. Последние делят их на вăрмантисем, виреллисем и хиртисем, но при этом они не руководствуются строго наречием и разделением их по одеянию, которое относительно женщин дает повод строго разделять их на три группы, по вышеописанным приблизительным границам. При таком разделении чуваш не принимаются во внимание чуваши Самарской, Саратовской, Оренбургской, Уфимской, Тобольской и Томской гурерний.“ Перевод. Чуваши низовые, степные и вир-ял (верховые). Наши чуваши разделяются на три группы: на визовых, степных и вир-ял (верховых). Вир-ял говорят грубо, во весь рот. В словах они звук у употребляют мало, вместо звука у говорят на о; напр., вместо кулатьколать, а вместо пекпак. Что касается одежды, то они еще больше отличаются (разнятся) от других чуваш. Они носят белые кафтаны и черные онучи. Мужчины летом местами носят высокие шляпы с подхватом. Женщины летом носят кафтанчики из белого полотна, а зимою-белые кафтаны, и обуваются летом и зимою в черные онучи, при чем навертывают их так толсто, что ноги образуют из себя настоящие колотушки. Лапти у них с маленькими головками, которые отделываются более мелким плетеньем. Оборы очень длинны и красиво навертываются крест-на-крест до самых колен. Наши чуваши называют их франтами. Действительно, они любят одеваться. Когда вирьялка выйдет на базар, то на ней не увидишь ни пылинки; ни на лаптях, ни на оборах не найдешь ни мохра, ни задоринки: все гладко и блестит, как бусинка. Весело ходят оне, сверкая и позванивая своими шельдемами, сурпан çакки и ожерельями из крупных серебряных монет. Наши, т. е. низовые чуваши, говорят про них с насмешкой: „Вирьялка форсит только пока в девках, а выйдет замуж, так на нее срам посмотреть“. Над оборами тоже смеются и говорят, что оне длиною в девять сажен. Их считают хвальбишками и форсунами. Замужние женщины у вирьялов, как и у низовых, понерек головы носят масмак. Их узкие сурпан треплются вокруг шеи. Иногда масмак у них слезжает назад; об этом тоже отзываются с насмешкой, говоря: „У вирьялки распряглась лошадь — дуга свалалась назад“. После двух-трех родов у вирьялки пропадает весь форс: она ходит косматой, растрепанной, в грязной рубашке; часто можно заметить по краям подола желтые пятна от испражнений ребенка. Так же мало смотрит она и за чистотой в избе. (Прежний) форс появляется у нее только тогда, когда она собирается на базар. От них к востоку живут чуваши низовые (восточные, живущае к востоку) они живут между вирьялами и степными чувашами (хирти) и занимаюг продолговатую полосу, начиная от р. Волги и до станций Ибреса и Шихраны Московско-Казанск. железн. дороти. Чуваши, живущие на южном конце этой полосы и называемые кушлавăшсем (кошлоушинские), тоже входят в число низовых чуваш. Кошлоушинские, ораушинские, хириосинские, отарские и рунгинские чуваши, по одежде женщин, и не вир-ял, и не низовые, и не степные, а представляют из себя как-бы особую группу. Ближайшие вирьялы прямо называют их кошлоушинекими; вирьялы, живущие в отдаленности, около г. Ядрина или в Курмышском уезде, считают их низовыми чувашами, а ближайшие степные чуваша, из-за небольшой разницы в говоре и одежде женщин, склонны считать их вирьялами. Строго говоря, чуваш можно делить и на большее число групп. Не разбирая их по мелочам, я разделяю их на три группы; потому и кошлоушинских чуваш я причисляю к низовым (анатри). Хотя они не совсем похожи, как на вир-ял, так и на низовых (анатри), но в общем они, по говору и по одежде, гораздо ближе к низовым. Мужчины носят черные или сероватые кафтаны, обуваются в белые суконные онучи (покупаемые на базарах); летом ходят либо в фуражках, либо в маленьких шапочках. Лапти оляповатые, а не тщательно сплетенные и разукрашенные, как у вир-ял, и оборы не длинные. Женщины обуваются либо в портянки (нарочно для того сотканные), либо носят чулки, сшитые из белого же базарного сукна. Рубашки (верхнее платье) носят сшитые из белого холста и вышитые узорами, или же сшитые из пестряди, сотканной с синими и красными тонкими полосками по красному полю. Повязываются ситцевыми платками разного цвета. Если ноги обуты в портянки, то оне обертываюг их оборами немного похоже на вир-ял; а если ноги обуты в белые чулки, то поверх этих чулок из базарного сукна надевают еще черные носки домашней вязки; эти носки обертывают оборама не как вирьялы, а вплотную, и оборы лежат рядышком, у самой щаколотки; затем чулки спускают к носкам, и они образуют нечто похожее на складки сапог. Замужние женщины голову обертывают сурбаном и никогда не оставляют шею голою. Девушки, летом, когда едут на свадьбу, надевают тухья (особый головной убор девушек). У вирьялок ни тухья, ни сăрка (украшение из монет и бус, носимое девушками на груди и спине) не бывает. Раньше эти тухья и сăрка носили и в христианские праздничные дни и в свои языческие праздники, а теперь эти уборы надевают только на свадьбах, и то не все. У них сурпан, масмак и пуç-йĕпии (головные уборы женщин) не похожи на вирьяльские: сурпан длиннее и шире, а масмак — короче и шире, и узоры на нем похуже, чем у вирьялов; пуç-йĕппи (убор на задней части головы) короче, и серебряных монет на нем не навешано столько, сколько у вир-ял. У вирьялок всегда видны уши, шея и затылок, а у женщин анатри их не видно. Оне не показываются простоволосыми (ни деверьям), ни свекрам, ни чужим людям: это считается неприличным. Точно так же не показываются оне перед ними и босиком. Женщину, строго соблюдающую этот обряд, никто кроме мужа не увидит до самой ее смерти простоволосою или босою. Когда женщины едут в гости, то повязываются самоткаными платками и поверх платка надевают еще каракулевую или барашковую шапку. Летом оне повязываются лишь платками: либо самоткаными, лабо ситцевыми. Тот и другой повязывают двояким способом: ситцевым платком или повязываются поверх головы так, чтобы он обхватывал гоюву как татарская тюбетейка, или же повязываются им так же, как и русские женщины. Самотканые платки повязывают на подобие татарской чалмы (обхватив им голову и завязав его раз на затылке, оставшиеся концы завязывают спереди надо лбом, причем кониы платка торчат па голове в виде рогов), или же завязываюг этот самотканый платок на затылке, при чем длинные концы его закидываются назад и свободно висят на спине. У вирьялок этого самотканого (полотенцеобразного) платка нет, оне носят исключительно ситцевые платки, а также самотканые бумажные четырехугольные платки белого цвета, похожие на ситцевые. Вирьялы живут лишь в Казанской губернии, в уездах: Козмодемьянском. Чебоксарском и Ядринском, и в Курмышском уезде Симбирской губернии. В Чебоксарском и Ядринском уездах не все чуваши вирьялы. В Чебоксарском уезде они живут только вблизи западной границы, а в остальных местах этого уезда живут низовые чуваши. Граница между низовыми чувашами (анатри, мал енчи) и вир-ял приблизительно такая: от с. Абашева, Чебоксарского уезда, к западу, в сторону дер. Шăхча, живут вирьялы, а к востоку от этого села — низовые чуваши. Потом, если итти к тому месту, где сходятся границы Чебоксарского и Ядринского уездов (около села Богатырева), оставляя деревни 1-е и 2-е Икково к западу, то направо, к юго-западу, живут вирьялы, а налево, к северо востоку, живут низовые чуваши. Затем, в Богатыреве живут смешанно и вирьялы и низовые чуваши. От этого села граница между ними идет через реку Большой Ци(ы)виль, в дер. Супар (Субар), Ядринского уезда, а дальше, по границе Цивильского и Ядринского уездов, идет до с. Ямашева (Чарпуç). От Ямашева граница между этими двумя группоми вдается в Ядринский уезд и проходит между с. Малыми-Яушами и д Туçи-Çармăс с правой стороны и старыми и новыми Сурьялами (Сĕрьел) с левой, переходит через речку Большой Санар и приходит на речку Малый Санар. Таким образом, направо от этой линии остаются вирьялы, а налево — низовые чуваши. Только жители с. Янгорчина (находящегося на этой линии), так как они живут на очень близком расстоянии от вир-ял, в последнее время начали одеваться по-вирьяльски. Дальше эта же граница от деревни Хирпосей поднимается по наиравлению к дер. Санар-пось, по реке Малый Санар и по притоку ее Вăта-çуна, проходит через Корабельную рощу и р. Упнер (приток Мал. Цивиля) и упирается в угол Сурского леса (Кирского лесничества). Итак, деревни Хурăнсур-Çармăс, Альмени, Санар-поси, с. Артеменкино, Новое и Старое Абызово, Упнер и др., остающиеся направо, будут вирь-яльскими, а налево, начиная от Ямашева, деревни, находящиеся в пределах Ядринского уезда: Орауши, Хирпоси, Отары, Рунги и все Кошлоуши (несколько селений) считаются населенными низовыми чувашами. Вот эти чуваши, находящиеся в одном углу Ядринского уезда, хотя считаютея низовыми, но несколько от них отличаются. Говорят они так же, как и низовые, но женщины одеваются иначе — в этом и разница. Настоящие низовые женщины сурбаном обертывают всю голову, так что у них не видно ни одного волоска на голове, а эти (кошлоушинские, ораушинские и окружающих их селений, Сурьяльские, и Ямашевские) обвертывают голову сзади до висков, сзади же, вровень с верхними краями сурбана, накладывают пуç-йĕппи в двумя концами последней, оканчивающимися булавками, прикрепляют сурпан к масмак, который вдет через голову, от уха к уху, и завязан под подбородком. Вследствие такого прикрепления сурпан у них не сьезжает на шею, как у вирьялок. Такие чуваши есть еще рядом с ними, и в Цивильском уезде ими населен весь Ача-касинский (с. Татмышево) приход. Их женщины тоже одеваются так же, как кошлоушинские, ораушинские и ямашевские. Что касается верхней одежды (кафтанов, платков) и обуви, то в этом отношении особенного различия между кошлоушинскими и анатри нет. Мужчины летом и зимою одеваются там и здесь одинаково. За низовыми, по другую сторону железной дороги, идут селения степных чуваш. Степными чувашами называются чуваши Симбирской губернии, а также Тетюшского и Ци(ы)вильского уездов Казанской губ. Степные чуваши отличаются как по одежде, так и по говору их. Степные чуваши, мужчины и женщины, носят чулки, сшитые из белого сукна. Велых рубах из самотканого холста они совсем не носят, а носят пестрядь (улача). Женщины их, как и низовые чувашки, обвертывают сурбаном всю голову, но белого костюма (кроме сурпан) у них нет. Их сурбаны отличаются от низовых тем, что они у последних (низовых) бывают шире и концы их красивее. Рубашки (верхнее платье) шьются из своей пестряди на татарский или русский лад: оне отчасти похожи и на татарские платья, а отчасти и на русские сарафаны; грудь и подол рубахи отделывают ситцами разного цвета, по татарской моде. Оне не повязываются самоткаными домашними полотенцеобразными платками, но все без исключения носят ситцевые платки. Верхняя же одежда у них одинакова с ниаовыми. Только женщины степных чуваш от низовых и вир-ял резко отличаются еще тем, что первые (хирти) носят те же портки, какие носят и мужчины. Женщины у вир-ял и у низовых носят портки с четырьмя гачниками (произн.: гашниками). Эти портки очень просторны в верхней части, и потому низовые чуваши, знающие это, смеются над ними и говорят: „Оне носят хребтуг“. Два передние гачника завязывают, обведя их по бокам, сзади, а два задних, также обведя их с двух сторон, завязывают концами спереди. Для отправления естественных нужд (praeter concubitum) развязывают задние гачники, завязанные спереди. Вирьялы смеются над низовыми и степными чувашами и говорят, что их ноги можно переломить одним ударом кнутовища (потому что оне очень тонки), а степные чуваши в свою очередь смеются над вирьялами, называя их черноногими. Многие чуваши Уфимской и Самарской губерний переселились от низовых, но теперь говорят как степные. Платье у них иное, чем у степных, и очень похоже на русское. Раньше многие из здешних чуваш даже и не знали, что там тоже живут чуваши. Разница в говоре низовых и степных чуваш заключается в том, что низовые говорят хăпар (поднимись), а степные улăх (поднимись). Низовые говорят о степных, что те говорят ясно, отчетливо, Степные чуваши говорят, о низовых, что они (анатри) „говорят кончиком языка“, т. е. букву „т“ произносят на конце слов мягко, напр.: пулать, каять и т. п., а надо будто-бы „пулат, каят“ и т. д. Приблизительная граница между низовыми и степными чувашами идет по линии Московско-Казанской железной дороги, от ст. Ибреси до ст. Тюрлема. По правую сторону от полотна железной дороги (к востоку) живут степньте чуваши, а по левую (к западу) — низовые. [Автор этой статьи написал ее не на чисто родном говоре, а на языке, довольно близком к книжному].

лаптăк

плоский; плашмя. Толст. III–IV, 147. Çавăнтах тата лаптăк тăрăлă пĕр пĕчĕк пӳрт ларнă. || Плошадь, площадка. Чĕлкаш. 9. Кранит, тимĕр, йăвăç, кавăньăн чул сарнă лаптăкĕ, карапсемпе çынсем, пурте урса, иртĕнсе кайса, хăрушă сасăсем кăларса тăраççĕ. N. Вăл (рабфак çурчĕ) чылай лаптăк йышăнса тăрать. || Участок (неопред. формы). КС. Кăçал анасам çинче лаптăк(-к’)-лаптăкпех тырă çук (т. е. есть плешины). Якейк. Ана çинче пĕр лаптăк (часть) пĕтĕмпех пиçенпе шăтса ларнă (порос). || Загон неопределенной формы. Орау. КС. Лаптăк тесе, çаврака анана калаççĕ. Изамб. Т. Лаптăк ана çинчи тырра вырнă чухне ӳсĕнмест (кажется, что работа идет не споро, медленно). Трхбл. Лаптăк – виç кĕтеслĕ ана, шĕвĕрĕлсе пĕтет савăл майлă.

Русско-чувашский словарь

газон

сущ.муж.
çерем (курăк акнă лаптăк)

грань

сущ.жен., множ. грани
1. хысак (икĕ кĕтес хушшинчи лаптăк); грани куба куб хысакĕсем
2. чикĕ, уйрăмлăх; провести грань чикĕ хыв, уйăр ♦ на грани войны кĕç-вĕç вăрçă пуçланмалла (çивĕч лару-тăру)
сущ.муж., графиня жен.
граф (дворян титулĕ)

диск

сущ.муж.
диск (лаптăк çаврашка; çав формăллă спорт хатĕре); метать диск диск ыват

низменный

прил. (ант. возвышенный)
1. айлăм, лӳпем; низменный участок лӳпем лаптăк
2. (син. подлый) путсĕр, чыссăр; низменные побуждения чыссăр шухăш-ĕмĕт

площадка

сущ.жен.
площадка, вырăн, лаптăк; спортивная площадка спорт площадки; посадочная площадка для вертолётов вертолётсем лармалли вырăн

площадь

сущ.жен.
1. площадь (хулари уçă вырăн); Красная площадь в Москве Мускаври Хĕрлĕ площадь
2. лаптăк, лаптăкăш; измерить площадь леса вăрман лаптăкăшне виçсе пĕл ♦ посевные площади ака-суха çĕрĕсем; жилая площадь пурăнмалли вырăн, кил-çурт

поле

сущ.сред.; множ. поля
1. уй, хир, пусă; ржаное поле ырăш пусси; работать в поле уйра ĕçле
2. (син. площадка) лаптăк, уй; футбольное поле футбол уйĕ; лётное поле вĕçев лаптăкĕ (самолетсен)
3. поля множ. уçлăх (тетрадь листин хĕрринчи) ♦ поля шляпы шлепке хĕрри; поле битвы çапăçу хирĕ; попасть в поле зрения куç тĕлне пул

район

сущ.муж.
1. çĕр, вырăн, лаптăк; районы вечной мерзлоты ĕмĕрхи шăн выртакан çĕрсем
2. район (çĕр-администраци пайĕ); Московский район города Чебоксары Шупашкар хулин Мускав районĕ

сцена

сущ.жен.
сцена (спектакль лартмалли лаптăк); на сцене театра идёт новый спектакль театр сцени çинче çĕнĕ спектакль пырать ♦ устроить сцену харкашса кай; сойти со сцены ĕçлеме пăрах

территория

сущ.жен.
лаптăк, çĕр, ен; территория района район çĕрĕ

участок

сущ.муж.
1. лаптăк, çĕр, вырăн; земельный участок çĕр лаптăкĕ
2. участок; избирательный участок суйлав участокĕ

экран

сущ.муж.
1. экран (кино кăтартмалли шурă лаптăк); широкий экран анлă экран
2. экран (тĕрлĕ хатĕрсен курăну пайĕ); экран телевизора телевизор экранĕ

Русско-чувашский словарь (1971)

квадратура

ж. квадратура (квадратлă виçесемпетăваткăл метрпа, сантиметрпашутласа кăларнă лаптăк).

клочок

м. 1. пайăрка; татăк; разорвать в клочки татăкăн-татăкăн çĕтсе тăк; клочок бумаги хут татăкĕ; 2. (небольшой участок) лаптăк, татăк; клочок земли пĕр татăк çĕр.

метраж

м. метраж (1. метрпа виçнĕ вăрăмăш; 2. тăваткăл метрпа виçнĕ лаптăк).

монокультура

ж. с.. монокультура (1. пĕр лаптăк çинче çултан-çул пĕр культура акса туни; 2. çĕршыври ялхуçалăхĕ пĕр культурăна акса тума специализациленни).

обширный

прил. 1. прям. и перен. аслă, пит пысăк; пит сарлака; обширная площадь аслă; лаптăк; обширные план пит пысăк план; 2. (многочисленный) пит нумай (е йышлă).

плац

м. воен. плац (тикĕс лаптăк).

посевной

прил. 1. акмалли, ака ⸗ĕ [⸗и]; посевная площадь акмалли лаптăк; 2. в знач. сущ. посевная ж. разг. ака вăхăчĕ, акаçи.

пространство

с. 1. уçлăх, хутлăх, пространство; время и пространство филос. вăхăтпа пространство; воздушное пространство сывлăш уçлăхĕ; мировое (или космическое) пространство тĕнче уçлăхĕ; 2. (место) хутлăх, хушă; пространство между столбами юпа хушши; З. (участок поверхности) уçлăх, талккăш, вырăн, лаптăк; свободное пространство пушă (е ирĕк) вырăн; огромное пространство темĕн талккăш.

пустопорожний

прил. разг. 1. (незастроенный, незаселённый) пушă; пустопорожний участок пушă лаптăк; 2. перен. (бессодержательный) ниме тăман (е юрăхсăр), усăсăр.

урочище

с. 1. (естественная граница) путмар, чикĕ (хăй тĕллĕн пулнăскер вăрман, юханшыв, ту, вар т. ыт. те); 2. (участок) вырăн, çĕр, лаптăк (тавралăхран уйрăлса тăракан вырăн, сăм. уй варринчи вăрман, шурлăх т. ыт. те).

участок

м. 1. (земельная площадь) лаптăк, вырăн; участок земли çĕр лаптăкĕ; приусадебный участок кил вырăнĕ; 2. (подразделение) участок; избирательный участок суйлав участокĕ; 3. (область, сфера) пай, ен, тĕлĕш, тĕл; важный участок работы ĕçĕн питĕ кирлĕ пайĕ.

Русско-чувашский словарь социальной лексики (2004)

плантация

1. плантаци (пысăк ял хуçалăх предприятийĕ) 2. плантаци, пахча, лаптăк; плантация хмеля хăмла пахчи

Чувашско-эсперантский словарь

лаптăк

[laptok]
tereno, spaco
шыв лаптăкĕ — akvospaco
çĕр лаптăкĕ — terpeco
хваттер лаптăкĕ — areo de loĝejo

Немецко-чувашский словарь Йоханнeса Бeнцинга (Benzing)

Abschnitt

laptăk, zĕr laptăkĕ
лаптăк, çĕр лаптăкĕ

Чувашско-русский фразеологический словарь

Вирт яр

Вирт яр пускать / пустить пал, палить / палить что.
Вирт ячĕ ман Çĕршыв çине, Инкек кӳрсе, этемлĕх мурĕ. Уйăп М. Нимĕçсем хăйсем тухса кайнă чух ăна вирт те ярасшăн пулнă, анчах те курăкĕ чĕрĕ пулнă, те çанталăкĕ лăпкă тăнă, вăл лаптăк-лаптăк çеç çуннă. В. Сатай.

Неологический словарь чувашского языка

автотăрăм

ç.с. Автомашинăсене вăхăтлăх лартма уйăрнă лаптăк. Тӳлевлĕ автотăрăмри машинăсен хуçисем ... пирĕн ĕçпе кăмăллă. Т-ш, 1999, 9 /, 1 с.

ана

п.п., куçăм. Хутлăх, лаптăк, талккăш; каçалăк (туп.). Истори анисем çине шух варвăрсем ятне хăварнă. П.Хусанкай, 1968, 158 с. Кун-çул ани вĕçне çитсессĕн — текех çук леш хура хӳме. В.Ахун, 1990, 58 с. Тăван литература анинче ĕçлетпĕр эпир пурсăмăр та, харпăр хăй анкартинче мар. Ю.Артемьев, 1991, 92 с. Тăван культура анинче хастарлăх кăтартнăшăн Н.Зимина... хисеплĕ ятсем панă. ТА, 2002, 5 /, 72 с. — пурнăç ани (С.Шавлы //Я-в, 1957, 12 /, 30 с.; В.Петров, 1982, 160 с.; Д.Гордеев, 1988, 348 с.; ХС, 1996, 38 /, 4 с.).

геопатогенлă

геопатогенлă вырăн (геопатогенлă зона), ç.с. Сывлăхшăн сиенлĕ пайăркасем кăларакан лаптăк; ха-тарлă вырăн. Геопатогенлă зона выльăхсемшĕн те сиенлĕ. Çак зона çуртсене те, çул-йĕре те витĕм кӳнине тĕпчесе пĕлнĕ ĕнтĕ. Я-в, 1995, 9 /, 103 с. Халĕ çĕрĕн геопатогенлă вырăнсем пуррине пĕлмен çын çук та пулĕ. С-х, 2000, 35 /, 4 с. Хăш-пĕр вырăнсем ăнăçлă мар, урăхла ăна геопатогенлă зона теççĕ. КÇ, 2001, 33 /, 1 с.

См. также:

лапсакалан лапсакалантар Лапсар Лапсар Шăхча « лаптăк » лаптăкăн лаптăкăн-лаптăкăн лаптăкăш лаптăклă ана лаптăкла ана

лаптăк
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150