Поиск: лапрашки

Введите слово для поиска

Область поиска:

Чувашско-русский словарь (1982)

лапрашка

2.
то же, что лапрашки

лапрашки

1.
грубое, низкосортное волокно, плохая кудель

лапрашки

грубый, низшего сорта (о волокне, кудели)
лапрашки пир — холст из низкосортного волокна

лапрашки

2.
дерюга, мешковина, грубый холст

лапрашки

дерюжный
лапрашки михĕ — дерюжный мешок

лапрашки

3. перен.
мямля, кисель, слабохарактерный человек

Словарь чувашского языка

лапрашка

то же, что лапрашки.

улттă хĕç

улттă хĕçĕ, улттă хĕççи, назв. берда, Якейк., Ст. Чек. Икково. Олттă хĕççипе лапрашки çиппи тĕртеççĕ. Олттă хĕççинче (6 · З · 10 = 180) шăл полать (= олтă вон).

шăртла

чесать, расчесывать щеткой из щетины кудель, лен. N. Сӳс шăртла. Якейк. Сӳсе шăртпа шăртлаççĕ. Ib. Лайăх шăртпа шăртлама та час полать. Сред. Юм. Сӳс шăртлави çук-ха ман, шăртлас пулать. Б. Олг. Кайран хĕрарăм она хăнча ерçсен шăртлат она (конопель), кăнчала туат. Первой шăртлани — лапрашки, онтан тепре шăртлат — пальчас, тасараххи, самăй йолашки полат вара варпоççи. Ягудар. Сӳс тӳсен шăртлаççĕ, шăртласан арлаççĕ.

штольă

сорт льна, похожий на „варпоççи.“ Хорачка. Различаются сорта волокна: 1) лапрашки, 2) вăтам, З) варпоç. Варпоçпа вăтамĕ пĕрле полсан, штольă полат.

пальчас

(пал'џ̌ас, пал'час), второй слой волокна, следующий за «лапрашки». Тюрл. Чертаг. Пальчас — вăтамĕ.

кантăр

(канды̆р), конопель, конопля. См. пуса. Цив. † И, кив кантăр, кив кантăр, сыппи таран çĕн(ĕ) кантăр; кунтан вăйă иртсессĕн, арăмсенĕн чун кантăр. Изамб. Т. Пукрав вăхăтĕнче шыва кантăр хутаççĕ (мочат). Ала 106°. † Анат Явăш (деревня) хĕрĕсем, хĕрĕсем кантăр ăшĕнче чопаççĕ. Упнер. Чувашин, говоря о прежнем еловом лесе, сказал что он «Кантăр пак ларатьчĕ» (т. е. был очень густ). Сред. Юм. Кантăра татса çапсан, шывва (так!) кайса хотаççĕ, вара о пĕр виç эрнерен полат («смягчается и белеет самая кудель»). Изамб. Т. Арçынсем кĕлте кӳртнĕ чухне хĕрарăмсем кантăр татаççĕ. Питушк. Кантăр: варĕ, вăтамми, лапрашки. Пшкрт. Различные сорта кантăр: 1) лапрашки, 2) вы̆дам, З) кочы̆βос, 4) варбос. Сĕнтĕр вăрри. Чăваш халăхĕ тырă-пулă акса тума пуçласан, çав вăхăтрах сӳс-кантăр та акса тума пуçланă. Кантăр, тата йĕтĕн акса ӳстерес çĕрте çурхи тырпа шутланса тăрат. Кантăра çуркунне, çурхи тырра акса пĕтерсен тин, акаççĕ, майăн 20-мĕш кун телнелле, мĕншĕн тесен, иртерех аксан, кантăра сивĕ лекме пултарат. Кантăр валли ытти тыр пек мар, питĕ çемçе ана кирлĕ, çавăнпа кантăр валли ăрасна ананăн пĕр пуçне тислĕк ытларах тăкса çемĕçтерсе акаççĕ. Кантăр вырăнне пурте пĕр еннелле тума тăрăшаççĕ, мĕншĕн тесен кантăра çуртри вырса пĕтерсен тин татаççĕ те, сапаланчăк пулсан, кӳтӳ (?) ватса пĕтерет, теççĕ. Кантăра аксанах, çерçисем питĕ çинипе, ани çине хăратмаллисем туса лартаççĕ: ан çитĕр, тесе. Çапла кантăр пĕр виçĕ уйăх хушши ӳсет. Çемçе вырăнлă çĕрте çынран та çӳлĕрех пулат, хытăрах çĕрте кĕске пулат. Ӳссе çитерехпе кантăртан пуса уйăрăлат (пуса — вăрăсăр). Пусана ыраш вырса пĕтерсен татаççĕ. ЬIраш ир пулман чух, ыраш выриччен татаççĕ. Кантăра çуртри вырса пĕтерсен тин татаççĕ. Кантăра та, пусана та, татсан, ани çинчех тымарне пуртăпа татаççĕ, вара киле анкартине тиесе кĕреççĕ. Анкартинче кантăра купа туса хураççĕ, çапиччен: пуçĕ шантăр, тесе. Кантăра пĕр-ик-виç хут çапаççĕ. Малтанхи хут çаппипех кантăр кипенки ӳксе пĕтмеçт. Çапса пĕтерсен, кантăра та, пусана та, йĕтĕне те, икшер ывăшăн тытса, мунчалапала е улăмпа çыхаççĕ. Çыхса пĕтерсен, кантăра та, пусана та, йĕтĕне те, сулă туса, кӳлле кайса хутаççĕ. Сулă тунă чух кантăрне ăрасна, пусине ăрасна, тата йĕтĕнне те ăрасна тăваççĕ, мĕншĕн тесен кантăрĕ пусапа танах пулса çитмеçт, йĕтĕнĕ тата шывра иртерех пулат. Чылайĕшĕ йĕтĕне, тата пусана шыва хутмаççĕ, мĕншĕн тесен йĕтĕн часах çĕрсе кайма та пултарат. Шыва хутман чух йĕтĕне те, пусана та курăк çине анкартине е улăха сарса пăрахаççĕ те, çăмăр çунипе çавăнтах етĕн пулса выртат. Кантăр шывра З — 4 эрнене яхăн выртать, пуса 2 — 3 эрнерен мала (больше) выртмаçт. Кантăра та, пусана та, йĕтĕне те хутсан, шыва лайăх путарма тăрăшаççĕ, мĕншĕн тесен, шыв илмесен, çелти (çиелти) пулмасăр тăрса юлса, тикĕс пулмаçть. Шывран кăларсанах, пуса-кантăра шывĕ сăрхăнма купа туса хураççĕ. Пĕр-икĕ эрне иртсен, киле турттарса каяççĕ. Килте, кашта туса, кашта çине анкартине çакса яраççĕ те, хĕл каçиччен çакăнсах тăрат. Мункун иртсессĕн, çимĕк çитиччен хĕр-арăмсем кантăр тылама пуçлаççĕ. Кантăр пусана, тата йĕтĕне малтан хĕвел çине сарса хураççĕ те, типсе çитсен тылаççĕ. Кантăр, пуса, йĕтĕнсене çакăн майлă тылăпа тылаççĕ. Тыласан, пилĕкшер çурăмăн çыхса хураççĕ; ă тем теççĕ. Чухăн пурнакансем кĕркуннех, арлама сӳс çукки пирки, мунчара типĕтсе, тыласа арлаççĕ. Кĕркунне авăн çапса пĕтерсен, пухрав (так!) вăхăтĕнче сӳс тӳме пуçлаççĕ. Хăш-хăш çуркуннех тӳсе хураççĕ. Сӳсе тăватшарăн, тата пилĕкшерĕн кисĕппе тĕвеççĕ. Сӳс тӳмелли кил (килĕ) — йывăçран тунăскер, çӳлĕшĕ пĕр метр тăрăш пур. Ĕлĕкрех кисĕппе тĕвиччен катмакпа тӳнĕ, теççĕ ваттисем. Сӳсе, тӳсе пĕтерсен, шăртлаççĕ. Шăрт — сысна шăртăнчен тунăскер çакăн пек формăлă. Сӳсе мĕн пурĕ, З хут шăртлаççĕ. Малтанхи хут шăртласан, пысăкки тухать (сӳсĕн çелти пысăк сӳсĕ). Иккĕмĕш хут шăртласан, çинçи теççĕ. Вăл питĕ лайăххи, унтан лайăххи урăх çук. Сӳс тӳсе пĕтерсен, ноябĕр уйăхĕнчен пуçласа, çăварни иртиччен, кĕнчеле арлама пуçлаççĕ. Пĕчик хĕрачасем, пĕр çичĕ çула çитсен, кĕнчеле арлама пуçлаççĕ. Малтанах пĕчик хĕр-ачасене пысăккине арлаттараççĕ. Çемьере хĕр-ачасем пулмасан, арçын-ачасене те арлаттараççĕ. Арçынсем ĕлĕкрех нумай арланă. Вĕсем хĕрсем пекех, килĕрен ларма кайса пĕр-пĕрин патне, авăрланă (так!). Хальхи вăхăтра арçынсем сахал авăрлаççĕ. Авăрланă çипписене хутăр-йывăççи çине (на мотовило) хутăраççĕ. Хутăр-йывăççи пĕр метр çурă тăрăшшĕ, икĕ вĕçĕнче урлă пĕр-ик шитлĕ патакран тунăскер. Хутăр хутăрнă чух мĕн чул пулнине шутлаççĕ, ăна ӳкĕм теççĕ. Ӳкĕме тăватшар пĕрчĕн çирĕме çитиччен шутлаççĕ. Пĕр хутăрта çакăн пек ӳкĕмсем: пысăкрах çиппе 5 — 7 ӳкĕм тăваççĕ; çинчереххине 10 — 18 ӳкĕм тăваççĕ. Çакăн пек хутăрсем хĕл каçиччен лайăх арлакан 30 хутăр таран авăрлат, начартарăххи 15 — 20 хутăр, пĕчĕк хĕрачасем 7 — 10 хутăр. Чăваш хĕрарăмĕсем хĕллехи кунсене пĕрмай кĕнчеле авăрласа иртереççĕ. Пĕр каçра З — 4 йĕке авăрлаççĕ. Çăварни çитме пуçласан (çăварни ир килмен чух, çăварни умĕн, çăварни иртерех килнĕ чух, çăварни хыççăн) çип çума пуçлаççĕ. Малтанах çиппе тăршыпа кивсе чӳхесе тăкаççĕ сурчăкĕ тухма; ăна çип сурчăкĕ кăларни теççĕ. Вара, пĕртик типсе çитсен, йăрхах çине пĕр пуçне хутăра тăхăнтараççĕ те, туртаççĕ чăсма. Ун хыççăн пит çăра кĕл шывĕ туса хатĕрлеççĕ те, çав кĕл шывĕ çине чиксе кăларса кантăра çине хураççĕ. Пурне те чиксе кăлараççĕ те (пĕр 15 — 20 хутăр пĕр кăмакана), вара кăмакана хываççĕ. Çунса каясран, вут хутса çунтарсан, ялан çăкăр пĕçереççĕ. Çăкăр тухсан, кăмакана пăртак улăм йĕпетсе хураççĕ кĕтессисене, çип çунса каясран, вара çипе хываççĕ. Çип кăмакара пĕр талăк выртат, тепĕр кун тин кăлараççĕ. Çип хывнă кун, çип хывакан çын патне хора çын пырсан: çип пиçмест, тиеççĕ. Сарă çын пырсан: сарă çын пек пиçет, теççĕ. Çипе хывнă вăхăтра яланах: çип хыватăп, çип хыватăп, шурă пул, шурă пул, акăшсем килнĕ, вĕçсе çӳреççĕ, хуларан çын килнĕ, шур хăмачĕ çиппи çӳретет, тесе калаççĕ. Тепĕр кун çума каяççĕ. Çунă чухне лайăх кĕлне çуса ямасан, тĕртнĕ чух канчĕр; çавăнпа лаях çума тăрăшаççĕ. Çиппине çусан, типĕтиччен хутаççĕ: тĕртнĕ чух яка, лайăх пултăр, тесе. Хутасса çапла хутаççĕ: пĕр витре шыв çине çăмартапа тата сĕт яраççĕ те, çав шыв çине чике-чике кăлараççĕ. Ăна тепĕр тĕрлĕ çип çемĕçтерни теççĕ. Çиппе çемĕçтерсен типĕтеççĕ. Типсен, çăмхалама пуçлаççĕ. Хутăр çăмхаламалли ярăн-йывăççи. Хутăра кăшкар çине çăмхалаççĕ. Çăмхаласа пĕтерсен, çак çипсемпе пир кумма пуçлаççĕ. Пир куммалли сӳрекке, пĕр 8 аршăн тăршшĕ, икĕ вĕçне шăлсем лартнă, пĕр вунă шăла çитиччен. Кумасса икшер çипĕн, е тăватшарăн кумаççĕ, мĕншĕн тесен икшер çипĕн уйăрса çилине тăхăнтараççĕ. Кумса пĕтерсен, çилине çыхса лартаççĕ те, кунча тума пуçлаççĕ. Кунчаласа пĕтерсен, пир витĕрме пуçлаççĕ. Пир сăтанĕ пирĕн патăрта хальхи вăхăтра икĕ тĕслĕ, анчах иккĕшĕ те пĕр майлă. Виççĕмĕш сăтан ĕлĕкин пĕк (!) пĕр вырăна пăта çапса шăтарса лартмалла; анчах ку аванах мар, мĕншĕн тесен пĕр вырăнтан тепĕр вырăна сиктермелле). Пир витĕресси, тата тепĕр тĕслĕ пир кăнтарасси теççĕ. Уна малтан çилинчен ĕретпе мăшăрăн илсе пырса кĕр витĕр илеççĕ. Кĕр витĕр илнĕ чухне пĕрер çипĕн илеççĕ, пĕр мăшăра пĕр çиппине малти кĕртен, тепĕр çиппине кайри кĕртен илеççĕ те, мăшрипе вĕçĕнчен çыхса лартаççĕ. Вара хĕç витĕр илеççĕ те, хăйă çине тăхăнтарса, хивсерен çиппе çыхса лартаççĕ те, тĕртме пуçлаççĕ. Лайăх тĕртекен хĕрарăм кунне пĕр 12 аршăн тĕртет, тепĕр тĕслĕ каласан: икĕ хутăр та çурă, иккĕ тĕртеççĕ. Çавăн пекех тĕртеççĕ ăратнене те, анчах унта тăват ура пусси, тăват кĕр. Ыттисене пурне те çавăн пекех тăваççĕ. Тĕртсе пĕтерсен шуратма пуçлаççĕ. (Сообщ. А. Максимова). || Фамильное прозвище в с. Альменеве, б. Асакас. в.

лапрашки

„плохая часть льна“. Мыслец. Шибач. Лапрашки – самый плохой сорт волокна (сӳс шăртласан). Яргейк. † Умĕнчи саппунĕ катан пир, çинчи кĕпи лапрашки (у них). Хорачка. Различаются сорта волокна: лапрашки, 2) вăтам, З) варпоç. Варпоçпа вăтамă (-ы̆) пĕрле полсан, штольă (-ы̆) полат. Якейк. † Çакă ялăн хĕр ори лапрашки пир чăрки пак. Пшкрт. Лапрашки — низший сорт волокна. См. кантăр. || „Плохой человек; не может ни говорить, ни что, как другие, ни работать“. Шибач. Тюрл. Сан пек лапрашки эпĕ нумай корнă.

вăтам

(вы̆дам), средний; умеренный. Виçĕ пус. нум. пус. мĕнле куç. 42. Пирĕн Раççейре вăтам çĕртипе çур-çĕр енчи кĕпĕрнесем валли пилĕк пусăллă акас йĕрке лайăх пулмалла. СПВВ. Вăтам çын, человек среднего роста. (Сред. Юм. id.). Альш. Пирĕн чăваш вăл вăтам çын темелле: ытла çӳлĕ çын мар, сарлака мар. Орау. Пирĕн пата паян Хапăссем, пĕр вăтам çын, кĕрсе тухса карĕ (заходил человек среднего роста). Календ. 1904. Праçниксем аслисем, вăтаммисем, кĕçĕннисем пур. Н. Шинкус. Хăй ку (она) вăтамрах, лутрарах, хурарах арăм; çийĕ-пуçне яка тытаканскер ку (она). КАХ. Юлашки чустинчен тепĕр вăтам пашалу тăваççĕ. См. лапрашки. Н. Карм. Вăтам çын, средний человек, пысăк та мар, пĕчĕккĕ те мар. Ал. цв. 22. Вăтам çулти пулсассăн, импиччем пул. Истор. Тутарсем вăтамрах, сарлака çан-çурăмлă çынсем пулнă. Кан. 1927, № 234. Вăтамран илсен (если взять в среднем) перес тĕлĕшпе (в отношении стрельбы) питĕ начаррисемех курăнмарĕç. Ib. Çунасси вăтамран (в среднем) сакăр-вунă (сакăр-вун) минута пырать. || Мыслец. Вăтамĕ — средняя часть льна. Пшкрт: Вы̆дам — второй сорт конопли. См. кантăр. Алгазино. Сорта волокна (льна и конопли): 1) лапрашки, 2) вăтам, 3) палчас (с л'), 4) вар. || Неолог. Эпир çур. çĕр.-шыв. 23. Вăтам шкул çук-халĕ. Средней школы пока нет.

вар-поç

(ыварбос’), лучший сорт волокна. Пшкрт. См. кантар, лапрашки.

вар-пуççи

вар-поççи, то же, что вар-поç. Чертаг. Вар-пуççи — самый лайăххи (кантăрăн, йĕтĕнĕн, пусан); вăтамĕ — 2-й сорт; лапрашки — 3-й сорт. Микушк. † Вар, вар урла каçрăмăр, вар-пуççи сурпан сырăнма. (Свад. п.). Коракыш. † Кантăр çурĕм (= çурăмĕ), кантăр çурĕм вар-пуççи, нимĕн тума, нимĕн тума юрамин, кĕпе тума вăл юрать. Тим. † Вар, вар урлă карăмăр, вăр-пуççи пек парне илмешкĕн. Слепой. † Кантăр çорăм вар-поççи кĕпе тума йорамĕ-ши? Йĕтĕн çорăм вар-поççи сорпан тума йорамĕ-ши?

вун

вон, мера пряжи. См. хуттăр-йывăççи. Орау. Тăхăр вун хуттăри, сакăр вун хуттăри, çичĕ вун хуттăри, пилĕк вун хуттăри, вунă вун хуттăри. Сахал «вунпа лапрашки хуттăрисене анчах хутăраççĕ е çамрăк хĕр-ачисем, хуттăрне часрах çитерес тесе, чуттăррисене сахал вунăпа кутăраççĕ. Ачипчине ерçеймасăр кăнчала сахал арлакан арăмсем те, тулнă йĕкисем выртса çӳресрен, хуттăррисене сахалтарах вуннăн та пулсан хутăрса пăрахма тăрăшаççĕ. См. вуннă.

Русско-чувашский словарь (1972)

кудель

ж. сÿс; низший сорт кудели лапрашки; средний сорт пачас, палчас; высший сорт штольпи, варпуҫҫи.

Русско-чувашский словарь (1971)

дерюга

ж. 1. хулăн пир, лапрашки; 2. (половик) урайне сармалли.

холст

м. 1. (ткань) пир; тонкий холст катан пир; белёный холст шуратнă пир; грубый холст лапрашки пирри; 2. жив. (картина) ӳкерчĕк пирри; ӳкерчĕк, картина.

См. также:

лапралантар лапраллă лапран лапрашка « лапрашки » лапрашшĕн лапри-çĕпри лапри-качки лапсăр лапсăрăл

лапрашки
Часть речи
Паллă ячĕ
 
Фонетика
8 букв
 
Смешанное слово
 
Язык
По-чувашски
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150