Поиск: лĕп

Введите слово для поиска

Область поиска:

Чувашско-русский словарь (1982)

лĕп

чуть теплый, тепловатый
умеренно теплый

лĕп

тепло, не жарко и не холодно
лĕп ăшă — тепло, не жарко и не холодно
лĕп кăна çил — теплый ветерок
çанталăк лĕп — погода в меру теплая
лĕп шыв — тепловатая вода

лĕпшенкĕ

диал.
то же, что лĕп

Никольскийĕн чăвашла-вырăсла словарĕ

лĕп

тепловатый; равнодушний; лĕплен – становиться тепловатым.

111 стр.

Словарь чувашского языка

тип

сохнуть, высыхать, черстветь. Слеп. Çĕр типсе çитрĕ. Земля совсем высохла. Эпир çур. çĕршыв 9. Çĕр типерех парсан, йывăçсене шăваратпăр. Альш. Ахаль те çуркуннесенче пырса кĕмелле мар, çĕр лайăх типсе çитиччен. О сохр. здор. Вара шыв пĕрмаях аялалла юхса анать те, çĕр типсе юлать (земля высыхает). Ib. Мунча хыççăн (после бани) пуç типсе çитиччен çара-пуçăн тула тухма та юрамасть. Ала 86. Çăккăра пĕрре çыртать, тет, çур тинĕс типсе ларать, тет; тепĕрре çыртать, тет, тепĕр çурри типсе ларать, тет. (Из сказки). Якейк. Çăкăр типет. Хлеб черствеет Чхĕйп. Çĕр çинчи тĕрлĕрен çимăç (= çимĕç) çăмăрсăр типсе ĕнсе тăнă пек, вăсам та вĕрентекенсĕр типсе пурăннă. N. Çитĕнес çимĕçӳсем (плоды) типсе ларĕç (высохнут). || Об источниках и т. п. Никит. Нăмай çăлсем (родники), тарасасем (колодцы) типе-типе ларчĕç (пересохли). || Таять (об облаке). Тюрл. Пĕлĕт пынă çĕртех типсе пырать. || О молоке у коровы. Толст. Çав вунă кун хушшинче ĕнин сĕчĕ типсех ларнă. || О частях тела. N. Алли типсех ларнă. У него рука совсем высохла (от повреждения). || О горле (при жажде и т. п). Ст. Чек. Куштан çинчен: пырĕ типнĕ ĕнтĕ, ерекшĕн чупса çӳрет, теççĕ. Юрк. Пыр шăтăкĕ типет (сохнет в горле), тӳсме хал çук. Кан. Типнĕ пыра лĕп шӳрпе, теççĕ ваттисем. (Послов). || О слезах. N. Макăрса ĕнтĕ манăн коç-çоль типрĕ. || Страдать от жажды. Баран. 253. Ушкăнпа карталанса пыракансем шывсăр типсе вилессĕнех туйăнать. Ib. Шывсăр типсе çуннă çынсене тĕвесем пальмă-йывăçĕ сулхăнне илсе çитеççĕ. || Худеть, истощаться. N. Утсам типсе карĕç (похудели). N. Ахаль типессе типрĕм ĕнтĕ те... || О пропаже. Орау. Унăн укçи типпĕрĕ (пропали. Срв. там же: укçине çынна парса типĕттĕрĕ).

тӳлек

(тӳл’эк’), тихий, спокойный, смирный. Аттик. Тӳлек çăмăрна пар. (Моленье). Абаш. Тӳлек лаша, тихая лошадь. N. Тӳлек çанталăкра аслати авăтнă пек, топă сасси илтĕнет. N. Тӳлек çын. Собр. † Йăлтăр-йăлтăр пуçĕсем, тӳлекçеççĕ сассисем. N. Тĕлĕнмелле! Çак кайăк сассисем пĕртте сасă пек те туйăнмаççĕ, çанталăк çапах пĕр сасăсăр, тӳлек пек туйăнать. Альш. Темĕн сарлакăшĕ выртат сарăлса кăн-кăвак шыв, тӳлек шыв. N. Кронштадт халĕ лăпланса çитрĕ. Пристăнь çинче те пурăнăç тӳлек. Полтава 73. Çамрăк кăкри пит тӳлек, хуллен сывлать еррипе. Ib. Манăн тӳлек кăмăла юратмасăр йышăнан. „Любовь смиренная моя встречает хладную суровость“. Сĕт-к. Çанталăк ку туруçăн пит тӳлек тăрать (тихая погода). СПВВ. ИА. Çанталăк тӳлек чух шыв хумханмасть. СПВВ. МА. Тӳлек е лĕп çиç — çил çук чухнехине калаççĕ. N. Çанталăк пит тӳлек. Çӳлтен кайăк сассисем илтĕнеççĕ. Ib. Ырă сиплĕхлĕ, тӳлек çăмăр пултăр. N. Паян тӳлек çумăр çăвать те, хăш чухне йăс-йăс-йăс туни илтĕнет, çавăнтах тата тимĕр (крыша) çинче шанкăр-шанкăр туни илтĕнет (звон), тата шапăр-шапăр та тăвать (стук падающих капель без звона), йывăç çулçисем лăстăр-лăстăр туса лараççĕ. НЧ. Кимсем чарăнса тăракан тӳлек вырăн. N. Çак каланă сăмахсем ытла та тӳлек тухаççĕ. Пурне те калас пулсан, ялсенче ун пек кăна калаçмаççĕ. N. Кăçал пĕре çула кун пит тӳлек пулчĕ. Çу уйăхĕ. Хĕвел пĕçерет. Ск. и пред. чув. 39. Ăвăс çулçи майĕпе чĕтренкелет тӳлекре. || Смирно, тихо, спокойно. ПВЧ 95. Тем чол тӳлек çӳресен те, пиртен ыр ят тохас çок (мы не дождемся доброго имени). || Покой, тишина.

хуç

хоç (хус’, хос’), ломать, изломать (вещи). Сет-к. Порт аврине темчол хăтлансан та авса хуçас çок. N. Суха-пуçне Хлимансем купăста йăрань сухалама илсе кайрĕç те, хуçса кӳрсе пачĕç. А.-п. й. 47. Тилли каялла çаврăнса пырать те, шĕшкĕ туя хуçса илсе, тытăнать кашкăра ăшалама. А лиса возвратилась обратно, отломила орешник, взяла волка за хвост и ну стегать его по спине. Ib. 103. Ирхине хĕр йĕке вĕçне хуçса илет те, ашшĕне парса çапла калать... А утром она отломила кончик своего веретена, подала его отцу и говорит... Ib. 69. Инке, аяк пĕрчи хуçатăн,— тесе кăшкăрать Пӳрнески кăвас чĕрес ашĕнчен. Аскульск. Тапарах та сикерех, уратине хуçарах, эпир тепĕре киличчеи çĕнĕ урата хурайĕç. N. Тăрăс! тарас! тапар-и? уратине хуçар-и? уратине хуçсассăн авăспалан саплăпăр. Сиктер. Шывăн леш аякки симĕс хулă, хуçаймарăм ывçăм туличчен. N. Хветĕр арăмĕнне канчалаççине хуçса пĕтерчĕ те, вара кăнчалине унича алăк çине ялав çакрĕ. || Сгибать. К.-Кушки. Алă хуç. Самар. Хăшĕ унта ура хуçса ташлат. Тогач. Пĕр карташ сурăх мый хуçса выртĕ. (Кукăльсем). || Складывать. ГФФ. † Хосан çони хоçмала, хоçсан иккĕн лармалла. Казанские сани складные, если их сложить, можно сесть вдвоем. || Заломить (шапку). ЧП. Хуçрăм лартрăм çĕлĕкме. Собр. Туртнă çыхнă пилĕкне, хуçнă лартнă çĕлĕкне, хĕнемен çынна хăвармасть. (Милĕк). || Колошматить. В. Олг. || Изуродовать. N. Микуçа хăй арăмне халăх кĕлечĕ патĕнче çапса хуçна тĕлте çапса хуçна. Кан. Арăмĕн аллине çапса хуçнă. Изамб. Т. Кăна çăварĕнчен, самсисенчен юн киличчен хĕнесе хуçнă. || Ранить. N. Улпут сыснине улт сыснана петĕм хуçрăм та, пĕр кĕлет какай турăм. А.-п. й. 61. Анчах пĕр пĕчĕк вĕçен кайăк, темле ăнсăртран çунатне хуçнăскер, вĕçсе каяйман та, пĕчченех тăрса юлнă. || Юрк. Яшки пиçнĕ, хуçнă, пырас та çиес. N. Çав такана кăçалхи çул çав пирĕн ачанăн туйĕшĕн тытса пуснă, пиçнĕ, хуçнă, çак туй халăхшĕн хатĕрлесе хунă. || Свернуть. Якейк. Йăвана пĕр конта хуçса прахрĕ, темле осал чир полч (свернуло). || Разорять. Изамб. Т. Юрлăскере тата ытларах хуçса каять ĕнтĕ (разорит). Жатва. Вĕсем ниме юрăхсăр пукра пек, кирлĕ мар йывăç пек, тасисенех усал тăвасшăн пурăнаççĕ, кăлăхах тасисен пурăнăçне хуçаççĕ. Ачач 77. Пĕтĕм пурнăçа хуçса хăварчĕ вăл. || Огорчать. Альш. Ашшĕ-амăшне хуçаççĕ (умирающие дети). || N. Хĕрарăмсем сăмах хуçса калаççĕ (или калаçмаççĕ?) || Сăмахпа çапса хуçаççĕ. || N. Шывăн урине хуç = сивĕ шыва лĕп ту. || Плести (лапти). ТХКА 27. Пысăк, йăвăр çăпата хуçса парса тарăхтартăн мана. НР. † Пĕлтĕр хуçнă çăпатине тор-тор! кăçал туса пĕтертĕм, шеремет! Лапоть, начатый (который начал плести) в прошлом году, в этом году доплел я.

кĕлетке

(к'ӧ̆л'эт'к'э, ӧ̆ совсем мало заметно; кэ̆л'эткэ), тело. КС. N. Е тата, лĕп (тепловатую) шыв туса, пуçĕсене те, кĕлеткисене те çăва-çăва янă вăл. || Туловище. Панклеи. Кĕлеткине (её) алăк солли çомне тăраттĕрç. (Сказка). ЧП. Кӳмме çинче кĕлетки, ларкăч çинче купарчи. Н. Карм. Юлхав çынна калаççĕ: кĕлеткипе кăна усăнса çӳрет! теççĕ. Чураль-к. Кĕлеткинчен хӳри вăрăм. (Чакак). || Внешний вид, внешность. Панклеи. † Чипер кĕлетке (туловище) томтир тиркет; пирн чипер мар, тиркемест— йорать пире хора постав. N. Калама та çук çакă хĕрсене, пит чипер сăнĕсем те, кĕлетки-çурăм(ĕ)сем те пит илемлĕ пулнă, тет. Шибач. † Вăрманта вăрăм йăвăçне шулчинченех палатпăр; хамăрпа варлă хĕрсене кĕлеткинчен палатпăр. Сĕт-к. Кĕлетки хӳхĕм (стройный высокий). Орау. Лашин кĕлетки пур та (корпусом ничего, но...), хăй питĕ хавшак (çемçе). N. † Çит хĕврилĕ хĕр куртăм; çит хĕврийĕ çитмĕл сум, алли-ури утмăл сум, хĕр кĕлетки хĕрĕх сум. СТИК. Кĕлеткине курас килмест. Мне и смотреть на него противно. Ib. Сĕтел кĕлетки тукаласа хунă. Сделал нечто похожее на стол. Сĕт-к. † Çын хорланă кĕлетки тин мохтава тохас çок. Кан. Çĕр çăтман кĕлеткӳне! (Бранит лошадь, которая испугалась пеньков). М. Тув. Кĕлетки-çурăм çурта пек. || Вид, фигура, изображение, статуя, отпечаток, идол. Изамб. Т. Эй, кĕлетке (идол), çавна та пĕлместĕн! Истор. Вăрманта кĕлеткесем патĕнче вĕсем пĕр сӳнтермесĕр вут çунтарса тăнă. N. Этем ăсталаса кĕлеткене кӳнĕ (обделанный в виде...) чул. ДФФ. Амăшĕ, чирлĕ ачине вилĕмрен хăтарасшĕн, юмăçсем вĕрентнĕ тăрăх, чирлĕ ачи вырăнне чустаран ача кĕлетки туса, ăна вилнĕ çынна тумлантарнă пек тумлантарса, шăтăка кайса пытаратьчĕ. Орау. Леш енче, шыв çине йăвăç кĕлетки (тени, фигуры) ӳкнĕ таран, кимĕпе çӳрени курăнмаçть. Альш. † Шурти шурă тунката — чисти этем кĕлетки. Т. VI. Кĕшерни каç салтака каяс ачасем шыв çине тăхлан шăратса яраççĕ те, пăшал (ружье) кĕлетки пек пулсассăн, салтака каяс пулат, теççĕ. Бгтр. Ĕлĕкрех, апат çисен, кĕлетке тума каятьчĕç. Юр таса çĕре каятьчĕç те, унта месерле выртса, кĕлетке (отпечаток) туса хăваратьчĕç; тепĕр кунне, ирех кайса, пăхатьчĕç. Камăн кĕлеткине йытă, е кĕрĕк (= кирек) мĕн таптанă, вараланă пулсан, çав вилет, тетчĕç. Халĕ пирĕн апла тума пăрахнă. (Вечером, в день рождества). Якейк. Кам та полин пăсăлсан, ора йохма ерсе кайсан, çăпан тохсан, тата ытти чирсем çынна тапăнсан, чостаран çын клеткисам, е поканя туса, чостаранах лашасам туса, вăлсене кӳлсе, пиçнĕ хăмлапа салатпа, тăварпа, салакайăк çăмартипа çăл котсене, вар вĕçсене кайса: çак тĕлтрен иртсе кайнă чох çакăнти шу, çакăнти киремет тытрĕ полĕ, тесе, прахаççĕ. Зап. ВНО. Алсăр, урасăр, кĕлеткесем ӳкерет. (Сивĕ). N. Эп те кĕлеткене (портрет, фотографию) ӳкерттерсе ярăп. Ск. и пред. 103. Илемсĕр пӳрт кĕлеткинчен пăрăнтарать сăн-пуçа, N. Ун çинчен (об этом) кунта алă кĕлетки (рисунок руки) те укерсе кăтартнă. || Привидение. Изванк. Çул çинче вилнĕ çынсем кĕлеткен он курăнччăр, тесе, хăшĕ пуçĕсене тутăрсемпе чăркарĕç. (Поминки). Срв. мĕлкĕ. || Портрет, фотографический снимок. N. Манăн çӳл енчи (верховых) чăвашсенĕн кĕлеткине (фотографию) илес килет. Юрк. Унтан тата кĕлеткесем (портрет, картины) тума тытăнсан, вĕсене те темĕн тĕрлĕ (замечательно) çырат, пит аван художник.

хĕрхӳ

назв. хищной птицы. См. хĕрхи. К.-Кушки. Хĕрхӳ кăшкăрсан, çумăр пулат. Юрк. Пирĕн хире хĕрхӳ килнĕ, хиртен хĕрлĕ тулăсем вăрлама. А. Турх. Пĕр тĕлте тăпăр-тăпăр туса тăрать, çӳлте: ташла, хĕрхӳ, ташла, хĕрĕх çулхи хĕрĕме парăп, теççĕ. Çуначĕпе лĕп-лĕп тутарса, пĕр вырăнта выляса вĕçсе тăрать. Кăвакарчăн пысăккăш. Хĕрлĕрех. С. Олг. Хĕрхӳ, птица. Ачасам калаччĕ: „Хĕрхӳ, ташла, хĕрхӳ, ташла, хĕр парăп! “ теччĕ. N. Çула тăрăх анам пур, çуллен тулă акаттăм, куллен хĕрхӳ ӳкетчĕ; хĕрхӳ тĕслĕ тăвансем пур, куйланса каймарĕ ăшăмра; тăвансем аса килсессĕн, каймарĕ ăшă ăйхăри тĕлĕкрен.

леп

(л’эп), подр. несильному шлепанью, напр., при падении в грязь и пр. Орау. Ăрампа сулкаланса пыратьчĕ кусем, унччен те пулмарĕ, пĕри пылчăк çине леп! турĕ (один упал в грязь). Якейк., Тохтала, Икково. Шыв (шу) çыран хĕрне (о берег) çапăнса лĕп-леп (или: лĕп-лĕп, или: леп-леп)! тăвать. (Возможны все эти варианты). Изамб. Т. Леп-леп ĕне пăх, шăккăрт-шăккăрт сурăх пăх; пиç-пиç, Марчен (или другое имя матери) çăкăрĕ! (Çакăрла вылянă чухне иккĕн пĕр-пĕр ачана алă çинче сиктерсе калаççĕ). СТИК. Ĕне пек леп-леп! сысат (говорят маленьким).

лип

(лип), тепловатый. В. Олг. См. лĕп. Шашкар. Лип шу (=шыв).

лӳп

теплый; см. лĕп. СПВВ. ПВ. Лӳп; лӳпех ăшăта пуçларĕ; лĕпех ăшăта пуçларĕ. Сред. Юм. Лӳп-ăшă. (Пӳртре пит ăшă пôлсан, пăчă пôлсан: лӳп-ăшă, тесе калаççĕ).

лĕм

(лэ̆м), чуть тёплый. НИП. Шыв лĕм пулнă. Вода стала чуть тёплой. (Срв. „шыв лĕп пулнă“). Орау. Пирĕн çак пӳрте юсиччен, тем чул хутсан та, ăшăнма пĕлмесчĕ. Халĕ, юсасан, кайран лĕм ăшă пулать. Те {{anchor|DdeLink684946946368}} „сивĕ пĕрене“ тухса ӳкрĕ (выпало, т. е. выкинуто), темскер. || Совершенно, совсем, вовсе. N. Пушă хирте лĕм сас-чĕвĕ те çук. N. Ĕлĕкхи, çамрăк чухнехи илем пичĕ çинче лĕм те çук.

лĕп

(лэ̆п), чуть тёплый (о жидкости). Шорк. Шыв лĕп пулнă; лĕпкĕн ăшă пулнă. Беседы на м. г. Лĕп шывпа çу. Ст. Чек. Лĕп шыв, не горячая и не холодная на ощупь вода (и другие жидкости). Кан. Типнĕ пыра лĕп-шӳрпе (негорячий), теççĕ ваттисем. (Послов.) || Тёплый. Якейк. Толта лĕпех тесе, каçпа ăшă, çилсĕр çанталăк чох калаççĕ. Ягудар. Лĕпех толта. Шел. 79. Йăш-йăш çăмăрпа, вăш-вăш лĕп çилпе ешерсе ӳсет тĕрлĕрен çимĕç. Шорк. Лĕп ăшă, тепло (в натопленной избе или бане). N. Эсĕ лĕп ăшăран вĕри те, сивĕ те мартан... Юрк. Лĕп кăна çил.

лĕп

(лэ̆п), подр. мягкому, плавному хлопанью (мягче, чем лăп-лап). А. Турх. Çуначĕпе лĕп-лĕп тутарса, пĕр вырăнта выляса вĕçсе тăрать (хĕрхӳ). || Подр. шелесту листьев. Турх. Йывăç çулçи, хумханса, лĕп-лĕп туса ал çупать. || Подр. морганию. Суюп. Куçлăхне тасатнă хушăра, куçне лĕп-лĕп! хупкаласа, алăкран кĕрекенсем çине пăхкаласа илет.

лĕпĕркке

(гэ лэ̆бэ̆рккэ), мягкий, дряблый. N. Ĕç ĕçлемен çыннăн аллисем, тытсан, лĕп-лĕпĕркке туйăнаççĕ. N. Мăнтăр çыннăн ӳчĕ лĕп-лĕпĕркке. || Вялый. СПВВ. ФИ. Лĕперкке — пит çемçе çын, мăчавăр (вялый). || Грязный (пол, улица). || Болтун. Сред. Юм. || Праздно шатающийся. Сред. Юм.

лĕпке

теплый. Панклеи. Лĕпке тăман (мягкий, пушистый снег в теплую погоду) çăвать! тет. Çамр. Хр. № 44. Вăл (Енĕш шывĕ) хăй те кашни самантрах хĕвелпе пиçсе тарлакан çамрăксене хăйĕн лĕпке кăкри çинче пырса чӳхенессе кĕтсе тăрат. См. лĕп.

йăш

(jы̆ш), подр. легкому шуршащему шуму. Альш. Урамра кăнтăрла-çĕрле йăш-йăш-йăш карăсем чупса çӳреççĕ. Шел. 79. Йăш-йăш çăмăрпа, вăш-вăш лĕп çилпе, ешĕрсе ӳсет тĕрлĕрен çимĕç. || Подр. flatui ventris. КС. || Подр. еле слышному смеху. Йӳç такăнт. 37. Ачасем кăмака хыçĕнче йăш кулаççĕ. || Подр. шуму паровой машины (jŏш).

Русско-чувашский словарь

тёплый

прил., тепло нареч.
1. (ант. холодный) ăшă, лĕп; вода в пруду тёплая пĕвере шыв ăшă
2. ăшă, ăшă тытакан; тёплая одежда ăшă тумтир
3. (син. приветливый) ăшă кăмăллă, вашават, евĕклĕ; тёплые слова евĕклĕ сăмахсем; тепло принять гостей хăнасене ăшшăн йышăн

Русско-чувашский словарь (1972)

тёплый

1. ăшă; тёплая погода ăшă çанталăк; 2. перен. кăмăллă, ăшă (сăмах); 3. перен. чее; тёплый парень чее, çынна лартакан çын; тёплое местечко пит тупăшлă вырăн; в тёплом виде ăшăлла (çи); тепловатая вода лĕп шыв.

Русско-чувашский словарь (1971)

тёпленький

прил. разг. уменьш.-ласк. от тёплый ăшă, лĕп; тёпленькое местечко ирон. ăшă вырăн, тупăшлă вырăн.

чуть

1. нареч. (немного, едва) кăшт, пăртак, аран, чутах; чуть больше кăшт пысăкрах; чуть тёплый лĕп; он чуть не упал вăл чутах ӳкмерĕ; 2. союз (как только, едва только) ⸗санах [⸗сенех]; чуть свет çутăлнă-çутăлманах; чуть что мĕн те пулин пулсанах; чуть-чуть аран-аран, кăштах çеç.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

бутылка

кĕленче. Тӳнĕ улмана ала витĕр кăлараççĕ те 1¼ кĕрепенкке кăвас тĕппе (йӳçĕ чуста) лайăхрах хутăштараççĕ. Ун хыççăн <…> тата çĕпрене 2½ кĕленче (бутылка) вĕретнĕ йĕп (лĕп? – Э.Ф.) шывпа, 8 золотник тăварпа пĕрле лайăхрах хутăштараççĕ [Çулталăк 1910:25].

См. также:

лĕнчĕртет лĕнчĕртеттер лĕнче лĕнчет « лĕп » лĕп-леп лĕпĕ лĕпĕ курăкĕ лĕпĕ-мăкăр лĕпĕлен

лĕп
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150