Поиск: вăлчă.

Введите слово для поиска

Область поиска:

Словарь чувашского языка

сап

рассеивать, разбрасывать, посыпать. Собр. † Тĕрлемес хапхинчен кĕнĕ чух пăхăр сапса кĕтĕмĕр. М. Тув. † Хура шăрçа ярăмне сапса яма пулмарĕ. Ала 55. Алăк урлă каçсанах, эпĕ унăн куçне çăнăх сапса тултартăм та, тухса тартăм. Изванк. Ăна киле юлса ана тăрăх уçăпа (= ывçăпа) тырă сапма пар, турă. („Тĕп саканче пăт чӳклени“). Ау 339. † Кăйăк-хурсем кайăççĕ карталанса, сап-сар сĕлĕ сапсан та чарăнас çук. Орау. Питрен хăйăрпа сапрĕ те, пĕтĕм куçа хăйăр тулчĕ. Янорс. Вара çуннă çĕртен пĕренисене пакурсемпе турта-турта антарса, аяккала сĕтĕрсе кайса, юрпа сапа-сапа сӳнтерчĕç. Завражн. Сапса янă, разметала (обезьяна горох). || Плескать, выливать. Коракыш. Куркари шыва çĕре сапса янă (она). N. Куркапа шыв сап (плескать из ковша). Юрк. Эсир хăвăр: вăл эрехне мĕн тăватăр? тесе ыйтатăр. Эпир ун пек начар эрехе юлашкине пуçтарнисене çапла сапса тăкатпăр. || Класть яички (о пчелиной матке). Вĕлле хурчĕ 3. Çăмарта сапма (тума) амăшĕ çуркунне хуртсем вĕçме пуçлачченех пуçлать те... || Метать икру (о рыбе). N. Пулă вăлчă сапать. Рыба мечет икру.

çӳре

(с’ӳрэ), детёныш. Тюрл. Сред. Юм. Сысна çӳри, кôшак çури, йыт çӳри. || Птенец. Сред. Юм. Çӳре вĕçтернĕ. (Гов. когда птенцы начинают летать). || Икра, Сред. Юм. Пôлă çӳре сапать (или: вăлчă сапать), теççĕ. Рыба мечет икру. См. çура.

пулă

полă (пулы̆, полы̆), рыба. Трхбл. Пулă, пулă, пулă! Пулă пуçĕ çулă! (Пулă сутаканăн сăмахĕ). N. Пулăран килчĕç. Вернулись с рыбалки. N. Пулли пулсан, тытаканни те пулĕ. N. Полла Атăла карĕç. Орау. Купăсти лайăхах мар та: пулă курман — шӳрпи, тиç (послов.), çампек — юрарĕ. Юрк. Чăвашсем ытти çимĕçсене пулăсене (cuiusque generis), тата ытти çимĕçсене те ытти çынсем пекех пĕçерсе çиеççĕ. Сред. Юм. Тинĕс хĕрĕнче ял пик пôлăсĕм выртаççĕ, тет, çав полăсĕм çĕршер пăт какайне касса илсен те туймаççе, тет. Арзад. 1908, 35. Элкӳле сĕрекепе пулла кайнă. Кан. Пулă тытас ĕç мĕнле пырать. Ачач 105. Ачасем вара кунĕ-кунĕпе пулăра ирттернĕ (были на рыбалке). Баран. 168. Вĕсем пăлансем усраççĕ, тискер кайăксем, пулăсем тытаççĕ. N. Альошки алра та тытса тăма пĕлмест, пулă пекех явкаланат. Альш. Пулă вăлчă сапат. Ib. Кӳлĕ пулли юхса выртан шыври пулăран хăйне ăрасна пулă пулат вăл. Ib. Пулла кĕрсе, теççĕ пулăçăсем. Изамб. Т. Эпир ĕнер, кăнтăрла сулăнсан, пулла кайрăмăр (ловить рыбу). N. Пулăран тавăрăнсан. СЧЧ. Пулла çӳре, ходить ловить рыбу. См. шыв. Ау 206. Пулăçă пулла çӳрет, тет. ЧП. Çак эпир пурнакан çĕр пулă çинче тăрать. (Наговор). Собр. Япалан тулĕ тулă, ăшĕ пулă, теççĕ. (Послов.). См. пул.

вĕлчĕ

то же, что вăлчă. М. П. Петр.

вунçиччĕ

семнадцать. Альш. Вунçичче çитнĕ ĕнтĕ. Уже пошел 17-й год (жизни). Изамб. Т. Вунçиччĕ çапсан (когда долгота дня 17 часов), пулă вăлчă сапат (мечет). Ib. Ул старикпе мĕн калаçан? Ăна вун çиччĕ çапнă (из ума выжил). Чув. пром. о пог. 361. Вунçичрĕ çапсан, çăмăр пулсан, тырă аван пулат. Если в день, длина которого 17 часов, идет дождь, хлеб будет хороший.

См. также:

вăлтлаттар вăлттар вăлтти-валтти вăлуснуй « вăлчă. » вăлчăр вăлчăра вăлча вăлчаллă вăль

вăлчă.
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150