Поиск: Ентĕри.

Введите слово для поиска

Область поиска:

Словарь чувашского языка

Хатси

прозвище мужчины. (Его имя Куштан Ентĕри). Н. Уз.

ача вăййи

(вы̆jjи), ludus puerorum, детская игра; детская забава. СТИК. Вăл ача вăййи мар вĕт, мĕн лĕкĕртетсе хытланатăр? Что вы хохочете? ведь это не шутка. Ст. Чек. Авăн çапасси, вăл ача вăййи мар. Молотьба, это не детская игра. Ib. Санăн, Ентĕри, ача вăййисене тахçанах пăрахас пулатчĕ. Давно бы пора тебе, Андрей, оставить детские игры.

Ентĕри апачĕ

v. Ентĕри.

арăмĕш

(?) i. q. арăмĕ, eius uxor, его жена? Кăрт туртмĕш (scr. Турмĕш), куклетмĕш, Ентĕри арăмĕш (lege: apăмĕ) тухатмĕш. (Вăл та пулин енчĕк çăварĕ). Дернет и съёжит, у Андрея жена — колдунья. (Это загадка об отверстии кошелька).

лăпăр

(лы̆бы̆р), подр. лёту. СТИК. Путене лăпăр-лăпăр-лăпăр! туса вĕçет. (Выражает звук и махание крыльями). N. Ку (лиса) лăпăр-лăпăр тунă чухне улпут йыттисем сикеççĕ-тухаççĕ. || Подр. бестолковой речи. Ентĕри П.

вирĕм чопни

то же, что вирĕм косни. Ходар. Вирĕм чунни. Пирĕн ялта, кашни çул вун-ултă, вун-çичĕ çулхи ачасем, мăн-кун ыран тенĕ чух, шăмат-кун каç вирĕм чупаççĕ. Мăн-кун çитесси пĕр виç-тăват эрне юлсан, вăлсем пĕр çĕре пухăнаççĕ те, вирĕм чупма пилеш хулăсем касмашкăн вăрмана каяççĕ. Хĕр-арăмсем вăл кун вирĕм ачасем валли кукăч-çăмах туса хатĕрлесе хураççĕ; йăвасем тăваççĕ, тата çăмартасем те пĕçерсе хураççĕ. Тата çав ачасам валлиях пĕрер чĕрес сăра пылласа лартаççĕ. Пӳрте кĕнĕ чухне, вăлсем юрласа кĕреççĕ. Вăлсен юрри ак çапла. „Вирĕм, вирĕм вирила, вирила та Кирила; кĕçĕр те вирĕм тиятпăр, ыран та мăн-кун тиятпăр. Кĕçĕр йăва çиятпăр, ыран пăтă çиятпăр, виçмипе яшка çиятпăр. Тавай та пире сăрине, тавай та пире сăрине, тавай пире сахăрни, шинкă та пива нинатă. — Пӳрт алăкне уçаççĕ те, пурте харăс: вирĕм! тесе, кăшкăрса яраççĕ. Хулăсемпе выляса пĕтерсен, ялта ятлă пулса пурăнса вилнĕ çынсене хываççĕ... Ăна ак çапла хываççĕ: алăк патĕнче сак çине икĕ алтăр лартаççĕ; пĕрин çине сăра хываççĕ, теприн çине кукăль, çăмарта, йăва хываççĕ. Ялти аслă çын ячĕпе пĕрене çумне пĕр çурта лартаççĕ; тата тĕпелтен сĕтел илсе пырса лартаççĕ. Сĕтел çине вара хывма мĕн кирлĕ, çавна пурне те хураççĕ. Кил хуçи хăй пирвай хывать. Сĕтел çинчен пĕр кукăльне илет те, ак çапла каласа алтăр тĕпне хурать: хамăр ялти аслă çынсем, ак сире пĕр кукăль; тытăр уна, хусамăр пĕлнĕ пек уйăрса илĕр, тет. Унтан сĕтел çинчен хуть кукăль, хуть йăва, хуть çăмарта илет те ячĕсене каласа хывать: ак Анчăк Якур, Мĕтĕк старик, Ентĕршке старик, Мишутка пичи, Матер-Ентĕри, Исаку, Тиму(х)ха Ентĕри, Тань(к)ка, Яруша, Уртеми, Микуш, Тетер старик вăйпĕрний; Шуç, Як(к)у тата Тинехпи вахтăр, пурте ывăнта пулччăр, тет. Пĕрне-пĕрне маннă пулсан: ех! тата Утриван шушчăка, самай хаяррине, ял çинче çӳренĕскерне, манса хăварнăç! Эппин ан çилен-ха, ывăнта пултăр, тесе, пĕр татăк татса пăрахать. Эппин пире чипер усрăр, ак çак ачасем, сирĕн авалхи йăлапа усалсене пилеш хулăпе (sic!) хăваласа çӳреççĕ; вăлсене чипер ачаллă-пăчаллă, ывăллă-хĕрлĕ ту. Тата пĕр курка пыллă сăра ăсса илет те, пирвайхи ятсенех каласа хывать. Сăрине хывса пĕтерсен: ĕнтĕ чипер ĕçсе-çисе кайăр, тет. Кил хуçи çапла хăй хывса пĕтерсен, сĕтел хушшине кĕрсе ларать те: ачасем, килĕр муçăрсене таткаласа пăрахăр, тет. Ачасем те çавăн пекех пирвай апачĕпе хываççĕ, унтан сăрапа хываççĕ... Унтан тухса каяс чухне, тавай пилеш хулăсемпе пӳртри çынсене, тумтирсене, вырăнсене: усалли тар, ырри кил! тесе, хĕртеççĕ. Çапла туса пĕтерсен, вирĕм ачасене пĕрер çăмарта, виçшер йăва параççĕ те, вирĕм юррине юрласа туха каяççĕ. Хуçи вара пĕрене çамăнчи çуртана илет те, кукăлч татăкĕпе чăркаса, алтăр çине ак çапла каласа хурать: ак сире çурта, çутса кайма; ан çухат, тет. Унтан ик алтăрне ик аллине илет те, тата тепри ун хыçĕнчен пĕр курка шыв ăсса тухать те, урама юпа кутне кăларса: чипер ĕçсе-çисе кайăр, тесе, тăкать. Уна пыта çисе ярсан: вăл вилнĕ çынсене еççе парать, теççĕ. Ачасем тепĕр çын патне кĕрсе каяççĕ... Пĕр-пĕр вăлсене кĕртмесен, ăна вара тăшман туса, пӳрт кĕтессине хулă вĕçĕсем, йăвасем, çăмартасем чиксе хăвараççĕ. Çапла чиксен, вăл çын патне пур усал юлать те, вăл вара ĕмĕре те ыр курса пурăнаймаçть, теççĕ. Хăйсем кĕмелли килсене çӳресе пĕтерсен, шыв хĕрне вирĕм пăрахма каяççĕ. Ăна ак çапла пăрахаççĕ: хăйсен мĕн пур хуллине пĕр çĕре çыхаççĕ, тепĕр вунă йăва, виç çăмарта çыхаççĕ те: ялти чир-чăр, пур усал сывлăш çак хулăсемпе, йăвасемпе юхса кайчăр, тесе, çав каланисене пурне те шывпа юхтарса яраççĕ те, юрласа тавăрăнаççĕ. Чертаг. Вирĕм мăн-кон каççĕн чопнă.

Ентăри-Таяпи

Старое Янашево, Б-Тоябинской в. Тег. у. Однако уроженка этого селения называла его «Тăяпа-Ентĕри», откуда местн. п. Таяна-Ентĕринче.

Ентри

(чит. Эн’д’ри). см. Ентĕри.

енчĕ-менчĕ

, неизв. слово в загадке о душе. Собр. 159°. Енчĕ-менчĕ, кленче çинче пĕр пĕрчĕ. (Чун). В Альш. есть загадка: «Ĕнчĕ-пĕнчĕ (с двумя ĕ), кĕленче çинче пĕр пĕрчĕ. (Куç.)». Выражение «ĕнчĕ-пĕнчĕ» в загадке встреч. и в Таяпа-Ентĕри.

См. также:

енотла йытă енпӳ Енсеккей Енсук « Ентĕри. » Ентепи ентер Ентер çуч ентеш ентешлĕх

Ентĕри.
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150