Поиск: ăнтан

Введите слово для поиска

Область поиска:

Словарь чувашского языка

тураттар

понуд. ф. от гл. тура. Ал. цв. 10. Мана тураттарса ан вĕлерттерсем. Альш. Патша çĕлен пуçĕсене курат та, ăнтан каят, тет. Çавăнтах шыв турттаракана тураттарса пăрахтарат, тет.

хытса кай

затвердеть; окоченеть. Кĕвĕсем. Кайăксем тăраççĕ тăнласа хытса кайнă сăнĕсемпе. Янш.-Норв. Хам хăранипе шăм пек хытса кайнă, пĕр вырăнтан та тапранаймастăп. Ib. Эпĕ: кăсемпеле мĕн пулат-ха, тесе, хăранипе ни пăшал пеме пĕлмесĕр, пĕтĕмпех хытса кайрăм. СЧЧ. Пичче; вăл апла каласан, тата пушшĕ, ăш хытса кайиччен кулатăп, тет. А брат говорит: „После его этих слов я стал хохотать еще пуще“. Изамб. Т. Хамăр хăранипе хытнă та кайнă. || Изумляться. Баран. 37. Ерешмен çине Иван ăнтан кайса пăхса выртнă, халиччен курман пек ăна пăхса хытнă кайнă. N. Н. И. вуласа хытса карĕ, каçса кайса.

хумхан

хомхан, волноваться. качаться. Ала 21. Улпут пынă çĕре карап шыв çинче хумханса çеç ларнă, тет. N. Инçе мар, çынсем çӳлелле ывтăнса каввисем курăнать. Çĕр хумханса тăрать чисти шыв пик. Çынсем тупă сассипе ăнтан карĕç. В. Олг. Йӳç ( = йăвăç) тăрри хомханать. А.-п. й. 65. Ма парăп эпĕ ана хамăн йĕкелĕмсене,— тет юманĕ хумханса. N. Çилпе хумханса ларакан хумăш. БАБ. Хăмăш çилпе епле хумханать, çавăн пек хумханĕ. N. Çурти çунать хумханса. N. Юпа пуçĕ çине çутнă çурти сывлăшпа хумханса еррипе çуна пуçласассăн... N. Ан хумхансем, тăрри, ан суллансам, çил ăçталла вĕрнĕ, пуçĕ унта. Сĕт-к. Хăмăшлăхра хăмăш хомханнă, хомханнине сисмерĕм. Чураль-к. Хурăн тăрри хумханĕ, хура халăх пуçтарĕ. (Урай шăлни). Хора-к. Кайăкĕ тăрса кайсассăн, холли йолать хомханса. Янтик. Эй хуп кĕпер, хуп кĕпер, хумханмасăр каçрăмăр. Кĕвĕсем. Çӳлĕ тусем çинче курнитса, унăн чӳречисем шăвăçнитса: çиллĕ-тăвăллă кун хумханать, хĕрлĕ хĕвеллĕ кун ялтăрать. Альш. Çӳл ту çинче горница, чӳречисем ешел кĕленче, çиллĕ кун хумханать, хĕвеллĕ кун ялтăрать. Çутт. 154. Йĕри-тавра тĕтĕм-сĕрĕм хупласа илнĕ, вĕри сывлăш хумханса çеç тăрать. Янш.-Норв. † Аслă улăхра куккук авăтать, хура вăрман çине янратать, хура вăрман çине янратнипе ялти ватă-вĕтĕ савăнать, ялти ватă-вĕтĕ савăннипе сăпкари ача хумханать (качается). || Колыхаться. ГФФ. -† Куккук алтать, поçне охлать те, хорăн тăрри хомханать те, симĕс çулчи тăкăнать те. Кукушка кукует, кивает головою — макушка березы колышется, и падают зеленые листья.. ГФФ. † Орам хошшинчи йăмрийĕ, кайăксем тăрса кайсассăн, йомри йолать хомханса. Когда с ветлы, растущей на улице, улетят птички, тогда она так и заколышется. || Грациозно двигаться; веселиться, радоваться. С. Тим. Пуян кинĕ пулайăттăм, кĕреке умне тăрăттăм, кĕреке илемне кӳрĕттĕм, хурăнташсем умĕнче хумханайса çӳрĕттĕм. Рак. Çинçе пĕвĕм, хура куçăм, хумханĕ-çке çичĕ ютăн киллĕнче. Сред. Юм. Хура вăрман ăшĕнче çамрăк хурăк хумханать; хура хăлăх хушшинче çамрăк пĕвĕм хумханать. N. Айхай çинçе пӳçĕм, айван чунçăм, хумханать-çке ырă çын умĕнче. С. Дув. Тарăн çырма пуçĕнче хăмăш чипер хумханать, вăйçи маттур каласан, тавтăш чипер хумханать. Альш. Мĕшĕн савăнас мар, юрлас мар? Тăванăмсем тăраççĕ хумханса. Ib. Эп юрламасан, кам юрламалла: тавансем тăраççĕ умра хумханса. Н. Лебеж. † Выльăр-кулăр, терĕ вăл; вылянатпăр тьыха пек, хумханатпăр хăмăш пек. Бюрг. † Тăванлă çынсем хумханĕç, пирĕн пек тăлăх туратсем хурланĕç. Тайба-Т. Тăвансем пурри хумханать, тăван çукки хурланат. Юрк. Хурăнташлă çын хумханать, хурăнташ çукки хурланать. Пазух. † Туй варринчи туй ачи уçă сассипе ян ярать, ют çыншăн мар хумханать, хăйĕн варлă хĕрĕшĕн. Юрк. Сатра шăпчăк ян ярат. Вăл сирĕн пек юрламас, тепĕр шăпчăка чĕнмелле те, хытăран хытă юрлат вăл; туй варринчи туй ачи уçă сасси ян ярат, ют çыншăн мар хумханат, хăйĕн варлă арăмĕшĕн. Сред. Юм. Посра тырпôл полсассăн, ялти халăх хôмханать (веселится, движется). Альш. Хурăнташлă çынсем хумханмĕç, хурăнташсăр çынсем хурланмĕç. || Слегка горевать, беспокоиться, волноваться. Синерь. † Çакă çынăн хăнисем киле каясшăн хумханаç. N. Хăмла çырли хумханать, пирĕн хумханасси пĕтес çук. Ск. и пред. чув. 26. Юлан утпа хĕр каять, йĕрсе юрлать хумханса. N. † Амăшĕнчен хĕрне уйăрсассăн, ашшĕ-амăшĕ юлчĕ хурланса, ăратни-ăрăвĕ юлчĕ хумханса.

тĕллен

видеть сон, грезить. Лашм. Ай-хай, ай та миллай, хамăр савни тĕллĕнет-ши ăшă ăйхăнче. N. Патша ăнтан каят, тет, ку епле тупса килчĕ-ха эпĕ тĕлленнĕ лашана. Тайба Т. Ĕнтĕ ĕмĕр иртет, ĕмĕр иртет, каç выртса ир тĕлленнĕ ай тĕлĕк пек. || Бредить. Ст. Ганьк. Выртсан тĕлленсе аташса выртать (больной). || Предполагать; догадаться. КС. Ăна-ха вăл тĕлленеймаст те. Не имеет ни малейшей догадки о чем-либо. Кама 14. Ирт, лар кунталла. Мĕн тĕлленсе тăратăн унта урай варринче?

аташ

(адаш), (+Hic addendum est: luxuriare, ad res Venereas intemperantem esse+) itinere deerrare, in errore versari, delirare, ineptire, modum non nosse, сбиться с дороги; заблуждаться; бредить; сойти с ума; потерять голову; болтать вздор; не знать меры в своих лоступках; жить роскошно; предаваться половым излишествам. Ау ЗЗ8. Эпир пиллĕкĕн çулпа пыраттăмăр, пĕри аташса юлчĕ. (Алса тăхăнни). Нас пятеро шло по дороге, но один заблудился (заплутался) и отстал. (Загадка: надевание рукавиц). Псал. 118, 110. Çылăхлă çынсем мана тытма таната карчĕç, эпе çапах санăн йĕркӳсенчен аташмарăм. Дик. леб ЗЗ. Елиса çултан пĕтĕмпех атапшă. Елиса совсем сбилась с пути. Ст. Чек. Аташнă ĕнтĕ вăл карчăк. Эта старуха совсем совратилась с должного пути («турă çинчен маннă, тиес вырăнне калаççĕ»). КС. Тата хăшĕ йăнăшша (jŏнŏшша) çывăрать, аташша çывăрать. Кроме того, иные во сне стонут или бредят. О сохр. зд. Тĕлĕкре шалт аташса пĕтет, кăшкăрать. (Горячечный) во сне страшно бредит и кричит. Шибач. Аташша кайнă — охмах полнă, чопать и чарăнмаçть. Ст. Чек. Тĕлĕкре аташат. Грезит во сне. Т. VII. Ку капла мĕн аташса чупат? (в Череп. — ăнтан кайса чупат). Лашине суран тумарĕ пулĕ-çке! Куда это он бежит так, сломя голову (стремглав)? Неужели это он лошадь сбедил? (т. е. ранил). Л. Кошк. Ахаль аташат. Болтает вздор. Ib. Мĕн аташса ларан? Что ты болтаешь вздор? Ст. Чек. Аташаççĕ — кут-пуç çинчен, кирлĕ-кирлĕ-мар сăмах калаçаççĕ. (Иногда выражение) аташаççĕ значит: «болтают о непристойных вещах». Качал. Халăх макрать, тит, ку сиккелесе анчах пырать, тит. Халăх калать: ку мĕллескер, чарусăрскер, капла? Халăх макрать, вăл аташша пырать! тиççĕ кăна. Народ плачет, а он идет и знай себе припрыгивает. Народ говорит: «Что это за озорной человек? Все плачут, а он дурачится!» Ib. Ку Йăван сиккелесе анчах пырать, тит. Халăх ятлаççĕ (бранят), тит, кăна: мĕн çав аташать? тесе, кăçкăраççĕ (кричат), тит. Алик. Йăтти: ляв, ляв! Пуйма кайнă вилсе килнĕ, вилме кайнă пуйса килнĕ! [тесе, вĕрет, тит]. Карчăкки йăттине çатмарипа хăваласа ярать, тит те, калать, тит: ĕ.... тур хуплашскер! — аташать! терĕ, тит. Собака залаяла: «Ав-ав! Кто пошел за богатством, вернулся мертвым, а кто пошел на смерть, пришел богатым!» Старуха стала гнать собаку сковородником и сказала: «Ах ты, дуй её горой! да она с ума сходит!» Тюрл. Тем ататать. Болтает какой-то вздор. Ст. Чек. Сăмаха тĕлне пĕлмесĕр калаçсан: эй аташатăн-ĕçке эсĕ! теççĕ. Тому, кто говорит что-либо некстати, говорят: «Какие, право, глупости ты говоришь!» Мучен. Ют хăнасем, поляксем, унта хăйсен килĕнчи пек аташса пурăннă. Чужие гости, поляки, шуровали там, как в своем доме. Çĕнтерчĕ 50. Кай, ан аташса лар. КС. Çта унпа, аташша кайнă вăл! За ним разве угоняешься, он уж очень широко (расточительно) живет! Ib. Пит аташша пурăнать вăл. Он живет очень расточительно. Ст. Чек. Аташса пурăнат, тесе, нуммай пурăнакан çын çинчен калаççĕ. Выражение «аташса пурăнат» применяется к человеку, который «живет аредовы веки». Ib. Аташса пурăнаççĕ — иногда значит: «живут, ссорясь, вздоря, не уступая один другому». || Безобразничать. Кан. 1927, № 230. Кашкăрсем аташаççĕ. Волки пошаливают.

ăнран яр

то же, что ăнтан яр.

ăнран кай

ăнтан кай, лишиться чувств. N. Эпĕ ун чухне нумайччен ăнран кайса выртнă. Унтан вара, пăртак хама ăн кĕрсен, темĕнскер (= темĕскер) ыратнă пек туйăнчĕ. Я в то время (тогда) долго пролежал без сознаная. Потом, когда я несколько пришел в себя, я почувствовал некоторую боль. Сир. 164. Вăл вырăнĕнчен хускалсан, паттăрсем хăраса каяççĕ, сехĕрленсе, ăнтан каяççĕ. N. Ăнтан кайса выртрĕ, лишился чувств. N. Ăнран кайса выртать. Лишается сознания (in concubitu). N. Ăнран кайиччен ташланă. Плясал до потери сознания. || Изумляться. Font. 1. Леш тетĕшсем ăнтан кайса пăхса тăраççĕ, тет. Те дядья с изумлением смотрят (на происходящее). Альш. Эпир пиçнĕ пăрçа шăтат-и, терĕмĕр те, пиçнĕ çăмартаран чĕпĕ тухат-и, çисе ятăмăр, терĕ, теççĕ. Патша ăнтан каят. Сака 482. Зверĕсем пĕр-пĕринпе ăнтан каяяççĕ, тет. Юрк. Чăваш, эсĕ пур япаласем çинчен те питĕ пĕлсе калаçатăн, эпĕ, итлесе, ăнтан кайса тăтăм. Эпĕ санран тата пĕр япала çинчен ыйтса пĕлес тетĕп. Эсĕ пĕлетĕн пулĕ, тархашшăн, каласа парсам-ччĕ? Чувашин, ты относительно всяких вещей рассуждаешь как знаток; слушая (тебя), я был очень изумлен. Я хотел спросить тебя еще об одной вещи. Ты, вероятно, знаешь об этом, ради бога, расскажи мне. || Потерять голову, выбиться из сил. Ч.С. Эсĕ ху пĕлнипе ту, эпир ăнтан кайнă ĕнтĕ. Делай как знаешь, мы уже голову потеряли. БАБ. Аннесем: тӳрлеттере-тӳрлеттере (меня) те ăнтан каяттăмăр, тет, Мать говорит, что они не знали, что со мною делать и как уж меня лечить. Конст. чăваш. Çук, тупаймарăмăр, шыра-шыра шалтах ăнтан кайрăмăр; эсĕ каласа янă вырăнсене пурне те çӳресе тухрăмăр. Нет, не нашли; с розысками совсем голову потеряли; обошли все те места, которые ты указал (нам). Хыпар № 3, 1906. Çаврăна-çаврăна, ăнран кайрĕ, курăнать. Кружась, должно быть, выбился из сил.

ăнтан яр

ăнран яр, изумить, лишить сознания; с ума свести; замаять, измучить. КС. Ăнтан яр, замаять. БАБ. Ĕлĕк вăл киреметсем пирĕн ялсене ăнтан-кăна янă, тет: патĕнче ĕçлеме çук-чĕ, тет; вăрçма çук-чĕ, тет: çиччас тытаччĕ, тет те, чирлетсе чут вĕлермес-чĕç, тет; чӳклесен тин чĕртеччĕ, тет; чӳкле пĕлмесен, вĕлерсе те пăрахаччĕ, тет. В старину, говорят, та киреметь только сводила с ума наших деревенских: нельзя, было около нее ни работать, ни ругаться; она сейчас, поражала болезнями чуть ли не до смерти; болезнь проходила лишь после жертвоприношения; если не умели принести жертву, то пораженные умирали. || Etiam de concubitu dicitur, cum femina in coeundo tanta afficitur voluptate, ut paene animo deficiatur. N. Вăл япала (concubitus) ăнран та ярать.

ăнтан кай

см. ăнран кай. N. Ăнтан кайнă. (Я) не знаю, что делать.

элек

(эл’эк, эл’эк'), беда, горе; клевета, ябеда, жалоба, шпионство, сплетня (араб.). Ст. Чек. Унпа çыхланса, елек пултăмăр. Связавшись с ним, мы нажили себе беду. IЬ. Вăл пире элек турĕ. Он наделал нам беды. IЬ. Элек пултăмăр = пысăк хуйхăлă пултăмăр. СПВВ. Элек — сплетня. Чур.-к. Эпир каяс çул çине йĕтĕн акоа тултарнă; эпĕр илес сар хĕрсене элек парса пĕтернĕ. БАБ. Хăйĕн (тукатмăшăн) тăван ывăлĕ те старастасене темиçе хутчен элек панă: çемйисене вăл (т.-е. умершиЙ колдун) хăрата-хăрата ăнтан янă, тет.

упате

опăте, обезьяна. Чертаг. Упăте çынна кăтăкласа вĕлерет. (катти пар та катти пар, тесе, шăла каларса илесшĕн). Сунч. Упăтенĕн йĕмĕ çук, ташлаканăн ăсĕ çук. Орау. Пичĕ-куçĕсем упăте манерлĕрех пулаççĕ вăсен (у татарок). IЬ. Ах упăте! (Брань еtс.). СПВВ. ИА. Упăтесем ăшă çĕрте пурăнаççĕ. К. С. Упăте шăлшăн каççа каять, çыннăн шăлĕсене кăларса илет те, ачисенĕн мăйне çакать; çынна кăтăкласа вĕлерет, лаши çине утланса чупма юратать. IЬ. Икĕ çын упăтене тĕл пулнă, тет те, унтан хăраса хăвăл юман каски ăшне пытаннă, пуçĕсене чиксе выртнă, тет. Пĕри пĕр вĕçĕнчен, тепĕри тепĕр вĕçĕнчен. Упăте пычĕ, тет те, иккĕшне те пăххăрĕ, тет. Унтан тĕлĕнсе каларĕ, тет: ай туру, ай туру! ку мĕлле çын пуччĕ? — пĕр енчен пăхап — кутакки, тепĕр енчен пăхап — кутакки! тесе каларĕ, тет. IЬ. Е, упăте! Темĕскер курăнасса пĕлмест (может решиться на все, и на бессовестное и на неприличное). IЬ. Çав туй халăхĕ упăте пек сиккĕрĕ. . Упăте пек — неряшливый. Календарь рукоп. Прокоп. Ачисен (их) пичĕсем упăтенĕ пек (грязны). СТИК. Упăте çап-çутă пуçлă, пушă пӳртсенче, ахаль, пурăнакан пӳртсене те ерсе аптăратса пурăнать. Пĕрре çапла пĕр çыннăн икĕ пӳрт пулнă, тет; пĕр пӳртне упăте ернĕ, тет. Пĕрре ку çын патне упа ташлатакан кĕрсе выртнă. Упине çак пӳрте вырттарчĕç, тет. Каçпа упăте пырать та, упана чис, кăтăкласа ăнтан ярать. Упа сиксе тарать та, кăна çĕклесе çапать. Çакăнтан вара упăте пымарĕ, тет. || Ст. Чек. Один чувашин, ходивший утром в воскресенье в лес, воровать лыки, видел в овраге совершенно голую женщину, сидевшую и расчесывавшую свои длинные (до колен) волосы гребяем. Это была упăте. IЬ. Женщин растрепанных, грязных, нерях называют упăте. Сурпанĕ хап-хура, пуçĕ туснă, упăте пек ларса пырать. Шел. 137. Акă икĕ çын, вăрмана кайсан, упăте курса... пытанса выртнă.

Русско-чувашский словарь (1972)

толк

1. сăмах-юмах, сӳтсе явни; не придавай значения толкам сăмах-юмаха питех хăлхана ан чик; 2. йĕрке, тĕл, тулăк, пархатар; он говорит без толку вăл йĕркесĕр (тулаксăр) калаçать; из него не выйдет толку унран тулăк (пархатар) пулас çук; никак не возьму в толк ниепле те ăнланса илейместĕп; он сбил с толку вăл ăна ăнтан ячĕ.

Русско-чувашский словарь (1971)

изумить

сов. кого-что тĕлĕнтерсе яр (е пăрах), ăнтан яр.

изумиться

сов. тĕлĕнсе хытса кай (е ӳк, тăр), ăнтан кай.

потрясающий

прил. тĕлĕнмелле, тĕлĕнтерекен, ăнтан каймалла; произвести потрясающее впечатление шалт тĕлĕнтерсе яр.

Чувашско-русский фразеологический словарь

Ăнран кай

Ăнран (ăнтан) [тăнран] кай 1. лишаться / лишиться сознания [чувства], терять / потерять сознание; 2. приходить / прийти в изумление.
1. Михайловăн пуçĕ çаврăнчĕ, чунĕ вĕриленчĕ, вăл каллех ăнран кайрĕ. Н. Илпек. Хăшпĕр сывлăхсăртараххисем ĕçленĕ çĕртех тăсăлса ӳксе, ăнран кайса выртнă. М. Данилов-Чалтун. Кислород пĕтсе пыни нумай асап кӳчĕ. Чи малтанах ĕçре ывăннă матроссем тăнран кая пуçларĕç. В. Бурнаевский. 2. Пӳлĕмĕсен шучĕ çук, Алă-кĕсен хакĕ çук, Курсан каятăр ăнран. В. Урташ.

Ăнран яр

Ăнран [ăнтан] яр приводить / привести в изумление кого-что.
«Ăслă хĕр» ятлă йăла юмахĕнче вуник çулхи хĕр хăй ăсĕпе патшана тĕлĕнтерсе ăнран ярать. М. Сироткин.

Пăрахăç ту

Пăрахăç ту 1. упразднять / упразднить что, отменять / отменить что; 2. браковать / забраковать что.
1. Патша влаçне пăрахăç турĕç, Улпутсене те чăлпарах. С. Элкер. Çĕр валеçес приговора пăрахăç тунипе ăнтан кайнă мужиксем. С. Элкер. 2. Çырас тесеттĕм эп баллада, Юрлас тесеттĕм çепĕç юрă, Анчах инкек тӳссен Эллада ĕмĕтĕме пăрахăç турĕ. Н. Евстафьев.

См. также:

ăнтăрлăх ăнтăрла Ăнтăрски ăнтăх « ăнтан » ăнтан кай ăнтан яр ăнтар Ăнтимĕр Ăнтимĕр кукри

ăнтан
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150