, аçа-чолĕ, lapis ille, quo fulminator ferirc creditur. Изамб. Т. Аçа-чулĕ — гладкий желтоватый камень, аçа çапнă чухне çавăнпалан çапат, тет, т. е. когда бог молнии поражает предметы, то ударяет подобным камнем. КС. Аçа чулĕ — чăп-чăмăр, тăрăхларах та пулать (цвета высохшей замазки). Аçа çапсан, çĕре анса каять те, çичĕ (?) çултан анчах тухать, теççĕ. Ăна телейлĕ çынсем анчах тупаççĕ. Ăна сăра çине ярсан, пит хытă йӳçет те, пит хаяр пулать. Громовый камень бывает совершенно круглый или несколько продолговатый и похож по цвету на высохшую замазку. Когда бог молнии ударит им, то он уходат в землю и выходат оттуда только через семь (?) лет. Его находят лишь счастливцы. Если положить его в пиво, то оно очень сильно бродит и бывает очень пьяным. Хорачка. Аз'а џол’ы̆. пилэ̆к порн’ан jэ̆ри-да п̚ор онда, чол'ы̆ с’омы̆н'џа. Громовый камень. На камне заметны следы от пяти пальцев. Н. Седяк. Аçа чулĕ. Аçа çапсан, темиçе çултан тухать; ăна, сăра йӳçмесен, сăра ăшне яраççĕ. Громовый камень выходит из земли через несколько лет; его кладут в пиво, если оно не бродит. Сред. Юм. Аçа чõлĕ. Хõрарах-сарă хытă чõла калаççĕ. Громовым камнем называется твердый камень черновато-желтого цвета. СПВВ. ИА. Аçа чулĕ. Чăвашсем: усал çынна аçа çапать, теççĕ. Громовый камень. Чуваши говорят, что бог молнии поражает (им) злых людей. Сказки и пред. чув. 47. Янтрак йăнăшма ĕлкĕрне çĕре тепĕр аçа чулĕ унăн çине Петĕр аллинчен персе те анчĕ. Ст. Чек. Аçа чулĕ тесе, пĕр йышши симĕс чула калаççĕ; ăна çĕçĕ витмес, вĕртереççĕ; сăра йӳçĕтнĕ çĕре ярсан, сăра аван йӳçет, теççĕ. N. Аслати алтса, аçа çапсан, хăш чухне çапнă япала хыпса та каять. Хăш чухне тата аçа ахаль çĕрех çапать те, аçа чулĕ çĕр айĕнчен çичĕ çултан тин тухать, тит. Çав чула сăра йӳçĕтнĕ чухне: сăри хаяр пултăр, тесе, сăра катки çине хураççĕ. БАБ. Виçĕ каçчен çав сăмахсене каласа вĕрсен, тăваттăмăш каçхине вучаха хуран çактарса, унта аçа чуль тата виç каç вĕрнĕ шыва ячĕ. Она (он?) произносила эти заклинания в течение трех вечеров, а на четвертый вечер велела повесить над очагом котел, положила в него громовый камень и влила воду, над которою она произносила заклинания в продолжение трех вечеров. (Из обряда «Пăсташ тасатни» — очищение порчи). Там же сказано, что этот — камень выбивает и выжигает порчу, насланную на дом (çуртăран пăсташа çапса çунтарса кăларат).
См. также:
аçа-ама аçа-пичче-курăкĕ аçа-тукка аçа-ути « аçа-чулĕ » аçа-шăл аçаç аçалă аçалă амалă аçалă-хĕрлĕ