I.
кружево, кружевная, ажурная вышивка
кружевной
ажурный
шăтăкла тутăр — кружевной платок
чӳречесене шăтăкла кар — занавесить окна кружевными шторами
II. глаг.
1.
рыть, делать рытвины, воронки
йĕтресем çĕре шăтăкласа пĕтернĕ — снаряды изрыли землю
2.
ковырять
дырявить
хӳмене пăтапа шăтăкла — ковырять стену гвоздем
вĕçетмĕш çунатне пульăсем шăтăкласа пĕтернĕ — пули изрешетили крыло самолета
3.
вязать кружева, вышивать ажуром
изрыть (землю). N. Пĕр çохрăм хошши сысна çĕтнĕ пек шăтăкласа пĕтерчĕ топăпала. || Истыкать. Ст. Чек. Пашалăва шăтăкламашкăн, истыкать (хăпарса каясран). || Делать узоры, вышивку „шăтăкла“. Альш. Карса выртакан шăналăксем пур, тата шурă. Шăналăксене те пуянсем шăтăкласа тăваççĕ пĕтĕмпе, шăтăклисене шăтăклама шур хĕлĕхрен çинче çип кирлĕ. Бугульм. Ман шур кĕпе пиллĕк-улттă, шăтăкланă аркăли пĕрехçех.
с прорезью, напр., стул. || Назв. игры. N. Шăтăкла çапла выляççĕ. Тăват-пилĕк ача пĕр çĕре пуçтарăнса харпăр-хăй валли пĕрер шăтăк алтаççĕ пĕр ĕрете. Унтан вара илеççĕ пĕр тупă (мяч). Вуннăччен е вунпиллĕкчен выляççĕ. Пĕри туппа шăтăксем урлă кустарать. Вăл вăхăтра ачасем шăтăк патĕнче пуçтарăнса тăраççĕ. Тупă кам шăтăкĕнче чарăнать, çав туппа шăтăкран илет те, кама та пулсан перет. Ачасем тупă шăтăка чарăнсан тараççĕ, шăтăк хуçи анчах юлать. Кама та пулсан тивертсен, ăна пĕрре тивнĕ теççĕ, тивертеймесен, хăйне пĕрре сăваççĕ. Çапла выля-выля кама каланă хисепе çапса çитерсен (каланă хисепе суса çитерсен), ачасем пурте икшер е виçшер çапаççĕ. Çапла кама хисеп çитнине пĕр çапаççĕ. Йăлăхтаричченех выляççĕ. Афанасьев. Шăтăкла, игра в шар. Н. Седяк. Шăтăкла, игра в масленники. || Узор, вышивка вроде кружева. Çăкалăх. Шăтăкла = чăнтăр. Альш. Шăтăклана кунта ак çапла тунă. Пирĕнне темиçе çиппине турта-турта кăларнă та, унтан ăна çиппелен шăтăклаллă-шăтăклаллă çыха-çыха кайнă. Образцы 4. Чĕрçитти арки чĕнтĕрлĕ, шăтăклана çитес çук. N. Шур туттăрăн шăтăкли таткалана пуçланă. Тюрл. Кĕпе арки шăтăклаллă. Шурăм-п. № 26. Кантăкĕсем умне тĕрлĕ шăтăкласем карса пĕтернĕ.
челтәр
См. также:
шăтăклă йывăç шăтăклă шăмă шăтăклă-кăмпа шăтăклă-путăклă « шăтăкла » шăтăклан шăтăклантар шăтăл шăтăл-шатăл шăтăлт