Поиск: Энтĕрей-Пасарĕ),

Введите слово для поиска

Область поиска:

Чувашско-русский словарь (1982)

пасар

базарный
кĕнеке пасарĕ — книжный базар
колхоз пасарĕ — колхозный базар
вырсарникун пасарĕ —воскресный базар
пасар кунĕ — базарный день
пасара тавар кăлар — вынести, вывезти товар на базар
пасар ту — 1) торговать 2) перен. галдеть, шуметь
Пасар çулĕ çинче курăк ӳсмест. — погов. Дорога на базар не зарастает травой.

пасар


кайăк пасарĕ — птичий базар

тунти

тунти пасарĕ — базар по понедельникам

шăмат

субботний
шăмат пасарĕ — субботний базар
шăмат каç — в ночь на субботу

эрнекун

в пятницу
эрнекун пасарĕ — базар по пятницам
эрнекуна хăвар — оставить на пятницу
вăл эрнекун килчĕ — он приехал в пятницу

юн

2. диал.
среда
юн каçĕ — канун среды
юн пасарĕ —базар, собирающийся в среду, базар по средам

Никольскийĕн чăвашла-вырăсла словарĕ

пасар

базар
пасара — на базар
пасарта — на базаре
пасартан — с базара
лашана пасараллахах тăратар — давайте поставим лошадь совсем близко к самому базару
ернекун пасарĕ – базар в пятницу

Словарь чувашского языка

сĕн

(сэ̆н), понуждать, навязывать, настойчиво предлагать, навяливать. Якейк. Изамб. Т. Çав осал лашая ма сĕнсе çӳреп эп. Ib. Ан сĕн пустой, çавах илес çок эп. КС. Ытла трук ан сĕн (ытла трук ан хупăрла). Не понуждай слишком настойчиво. Ст. Чек. Нимĕне юрăхсăр пирне тек сĕнсе çӳрет (навяливает). Шурăм-п. Хырăм выçнă пулмалла, пурте сĕнмесĕрех çиме пуçларĕç. || Сулить. Толст. Пĕлĕтре вĕçсе çӳрекен тăрнана сĕниччен, малтан алла касăя тыттар. Утăм 17. Ирĕк тĕнче пур халăха ырлăхне сĕнет. Начерт. 158. Сĕнсе ил, брать с усилием. || Угощать, настойчиво. Хорачка. Хурамал. Тилĕ упа патне хăнана пырсан, упа ун умне çарăк çулçи пырса купаларĕ, тет: сĕнсе çытарма алă çок, тет, сĕнмесĕрех çи, тет. СПВВ. Сĕнмесĕрех ĕç, çи. || Страдать, нуждаться? N. Çити-çитми укçапала сĕнсе çӳремелле ан пултăр. См. вилнĕ çын кĕперри. || Направляться, побрести в известном направлении. ЧС. Эпир такçантан тин, çăмăр çуса чарăнсан тин, ăн кĕрсен, килсенелле тăрса сĕнтĕмĕр (= сĕнкĕлтетрĕмĕр, сулăнтăмăр). (Майра пасарĕ, Сĕнтĕр вăрри).

тунти пасарĕ

назв. базара в понедельник. См. ункă пасарĕ. Эпир çур. çĕршыв 22. Ункăн сылтăм енчех вулăс варринче улăхра ункă пасар ларать. Пирĕн вăл пасара Тунти пасарĕ теççĕ.

хурта

хорта (хурда, хорда), широкая белая пришивка к нижнему краю передника у девицы (из ситца). Чертаг. Чув. Сорм. † Саттин саппан аркине хурта тытма кирлĕ мар. К.-Токшик. † Саппонĕ саттин, хорти порçăн; саппонĕ пĕттĕр, хорти йолтăр. Выл пасарĕ. † Саппон саттин, çитсă хорта, апла питех килĕшмест.

хăят пасарĕ кунĕ

день ярмарки „Хăят“. Альш. Хăят пасарĕ кунĕ хĕрсем-каччăсем юлашки çĕр кĕвĕ калаççĕ.

кĕçнер

(к'э̆с'н'эр), то же, что кĕçнерни. Встреч. только в сложении: Кĕçнер пасарĕ.

Кĕçнерни

или Кĕçнерни пасарĕ, назв. ряда базаров собирающихся по четвергам. Йуç. такăнт. 11. Ĕнер пĕрле ĕçнĕ Кĕçнернире! N. Тепĕр Кĕçнернире илтĕм ыраш. Кубня. † Кĕçнернирен илтĕм сарă тутăр, хачă касрĕ — уйăрчĕ. Б. Янгильд. Вăлсам Кĕçнерни пасар патĕнчисем пулнă (т. е. жили около К.-п), N. Тури Кĕçнерии пасарĕ, с. Сундырь (Татарк. р.).

чакатай

неизв. сл. Отсюда: Чакатай пасарĕ.

шитăл-шотăл

подраж. сл. Моркаш. Шитăл-шотăл ут сотти, Мăнарни пасарĕ хĕр торки.

пасар

покрываться инеем. Ст. Чек. N. Пур-пур йывăç пасарат, пуш (= пушăт) йывăççи пасармас. (Вăл та пулин ĕне мăйраки). N. Унăн хӳри-çилхи пасарнă. Т. II. Загадки. Мĕн пасарин пасарĕ, пушăт йывăççи пасармĕ. (Ĕне мăйраки) Сред. Юм. Алăк кочĕ пасарнă. На дверях около щели зимой бывает иней, это и называют пасарнă. N. Пысăк çуртсем вырăнне, мана пасарнă йывăçсем курăнаççĕ. Изамб. Т. Манăн кĕрĕк çухи пасарчĕ.

Аслă Патĕрьел

назв. сел. Батырева. Янших. Б. Аслă Патĕрьел — вăл ялта кашни эрнекун питĕ аслă пасар пулать, урăхла вăл пасара Юхма пасарĕ, теççĕ.

Пурай пасарĕ

(-за-), назв. базара. Эпир çур. çĕршыв 29. Пасарсем Етĕрнепе Нурăсринчен пуçне тата нумай çĕрте пур: Выл пасарĕ, Етĕрне сали (-λиы) пасарĕ, Турай пасарĕ, Шăмат пасарĕ.

арпус

(арбус; Пшкрт. арβус), cucumis citrullus Sering.,. арбуз. Б. 1З. Пĕтĕм пасарĕ улмапа арпус анчах! На всем базаре одни только яблоки да арбузы! Якейк. Кăçалхи пак тутлă арпус нихçан та корман. Никогда (я) не видал таких сладких арбузов, как в этом году. Образцы. † Атăлтан арпус тухать-çке, тулса тухнă уйăх пек. С Волги привозят («выходят») арбузы, похожие на взошедший полный месяц.

калăм пасарĕ

невыяснен. выраж. Могонин. Калăм пасарĕ (вăл ĕç пулнă аслă кĕçнерни кун).

Ериле

(рил'э), личн. яз. имя муж. Патраклă, К.-Кушки. (Повидимому, происходит от рус. Ярила). || Базар после Сборной ярмарки; бывает в разных селениях Симб. губ. Астрадамовка. Ерилере, 1) на базаре (çимĕк эрни иртсен, ик эрнерен, через две недели после троицкой недели), 2) в день этого базара. Ст. Чек. Çимĕк эрни иртсен, ик эрнерен Сартумккара (в Астрадамовке) Ериле пасарĕ пулат.

юн-кун

йон-кон, среда. Б. Олг. Йон-кон ― чĕрĕ кон, пăрçа акас, теччĕ. Т. IV. Юн-кун вилнĕ çын хыççăн çын пит вилет, теççĕ. || Назв. деревни. Пшкрт. См. Сăлттан. Эпир çур. çĕр-шыв. 24. Çав шыв хĕрринче, мăн çул çинчех, Шетмĕ пасарĕ (урăхла Юн-кун) ларать.

мачушкин

неизв сл. Н. Седяк. Мачушкин пасарĕ.

мункун

монкон, назв. праздн., пасха. N. Е мункунтан мункуна çӳрет. Шел. 105. Ме-халĕ, Урук, мункун çăмарти. ДФФ. Мункунăн иккĕмĕш кунĕнче, тунтикун, ваттисене (вилнисене) асăнатьчĕç. Ib. Пирĕн аттесем çамрăк чухне мункуна юнкун (хăрушă эрнере) пуçлатьчĕç. тет... Малтанхи куна кăлăм-кунĕ тетчĕç. Ст. Яха-к. Хăш-хăш ялсенче чăвашсем мункуна аслă типпĕн юлашки эрнин калăм-кунĕнче, юнкун, тăваççĕ. Ĕлĕк пирĕн ялсем те, эпĕ ăçтăвасса, мун-куна юнкун туса, пăтă чӳклетчĕç. Н. Седяк. Чăвашсен мункунĕ асап эрнинче юнкун пуçланать. Юнкуна калăм кунĕ теççĕ. Чăвашсем праçникĕсенче малан вилнисене асăнаççĕ – хываççĕ. Христос тĕнне тытакан чăвашсем апла мункуна малтан тумаççĕ, вырăссемпе пĕрлех тăваççĕ. ЧС. Пирĕн ялсем сĕрен мункун тунтикунĕ тăваççĕ. Ib. Мункун эрне тенĕ чух ачасем ашшĕсене атăсем илтереççĕ. N. Мункун (калăмкун) аслă эрнере юнкун пулать; тепĕр кун, кĕçнерникун, вилнĕ çынсене хываççĕ. N. Çулталăкра пур вилнĕ çынсене те пĕрле тăватă хут асăнса хываççĕ: мункунта, аслă кĕç-нерникун каç; мункунĕ пулат юнкун, тепĕр кунне, кĕçнерни-кун-каç, эрне-каç, вилнĕ çынсене асăнса хываççĕ. Ст. Шаймурз. Мункун эрни хушшинче. Юрк. Мункун эрни тухсан (когда пройдет). N. Мункун-каç, канун пасхи. N. Кĕрхи сăра. Кĕр сăри каç та вилнĕ çынсене, мункун-каçхи пекех, е автан сăри пекех, ăратнесене пуçтарса, çĕрле ĕрет туса, хывса çӳреççĕ. Изамб. Т. Мункун мынчи (= мунчи). N. Çакна асăнма, пĕчĕкçĕ ачасене мункун кунĕ çăмарта пуçтарма йăла тухнă, тет. КС., Изамб. Т. Мункун типпи, великий пост. N. Пупсем çӳреççĕ, тет, мункун кĕлли кĕлтуса. Макка 215°. Чăваш мункунĕ вырăс мункунĕнчен пилĕк кун малтан пулать. Чи пирвайхи кун вăсем пăтă çисе çӳреççĕ; вăсем пăттине ăратни-ăратнипе çисе çӳреççĕ. Иккĕмĕш кун ваттисене хываççĕ, виççĕмĕшпе тăват(т)ăмĕш кунĕнче кассипе çисе çӳреççĕ. Пилĕкмĕш кун сĕрем тăваççĕ. Çав мункуна турăпа патшана асăнса праçник тăватпăр, теççĕ. Мункун хушшинче чӳклеме ĕçеççĕ. Ăрам варрине кашни касса такан чуччувĕ хураççĕ, такан чуччу çинче кататса тăваççĕ, ярăнаççĕ. Изамб. Т. Хĕрарăмсем мункун кĕпи, шăлаварĕ, чăлхи çĕлеççĕ. Ib. Мункун умĕн юлашкинчен пулакан пасара мункун пасарĕ теççĕ. Ib. Мункун шăмат-кунĕ пурте мынча хутаççĕ. Ib. Ул укçана (т. е. „периленнĕ укçана“) шуйттан мункун-каç типĕтет, теççĕ. Шурăм-п. Мункун пăтти. СТИК. Мункунсенче эпĕр нимĕнле ĕç кутне те пыраймарăмăр. N. Мункунта çерçире те сăра пур, теççĕ. (Послов.). Никит. Мункун çитес умĕнхи кĕçнерникун шăнтсассăн, пăрçа пулать. N. Ма апла пит хыпаланаççĕ? — Мункун çитет. Сред. Юм. Мôнкôн (моҥгон) чохне пĕчик ачасĕне кирак (= кирек) кам патнех те кайсан, мôнкôн çăмарти тесе, пĕрер çăмарта, пĕренкĕсĕм параççĕ. Ib. Мôнкôн кôнĕ ирхĕне малтан аван çын пырсан, çитес хĕл сôрăхсĕм пит пăрулаççĕ, тет; ôсал çын пырсан, пăруламаççĕ, тет. (Народное поверье). Ib. Мôнкôн кôнĕ пôшар пôлсан, çу тăрăшпе (всё лето) пôшар пит пôлать, тет. (То же). Ib. Кăчкă-кĕлли кôнĕ Мôнкôн Хôсантан тôхать, кĕçнерникон (великий четверг) яла килет, шăматкон пӳрте кăмака хыçне кĕрет, вырсарникôн ирхĕне тĕпеле иртсе ларать. (Гов. детям). Ib. Мôнкôн çĕрĕ тĕттĕм пôлса вăт тôхса çôнтараççĕ. N. Аслă мункун, первый день пасхи. Кĕçĕн мункун, фомино воскресенье. || Имя (прозвище?) мужч. в области Тăхăр-Ял; он знал много древних преданий и бывал жрецом (молельшиком) на моленьях. (Сообщ. Ф. Т. Тайбинский).

мĕн

(мэ̆н, мэ̆н’), что? К.-Кушки. Мĕн çисе ларатăр? Что это вы едите? СПВВ. ТА. Мĕн полтăртататăн? (= мĕн кирлĕ мара калаçатăн). Ib. Мĕн сослан = мĕн шавлан. Синерь. Амăшĕ: мĕн пăхса çӳремелле? тесе каларĕ, тет. Мать сказала: чего тут возиться (проверяя хозяйство, т. е. нет надобности проверить его). СТИК. Мĕн кунта шăнса вилес тетнем,— атя пӳрте. Что ты хочешь замерзнуть? Идём в избу. Ib. Мĕн вара эсĕ мана ун хуçĕнчен пăхса тăмалла тăвасшăн-им? (Возражает так уверевно, и с сознанием своего превосходства). Ст. Чек. Мĕн пур-ши унта кайса, мĕн пур-ши, шав унта кайса ларан? Зачем ты туда повалился, что ты там нашел интересного? Ib. Мĕн тупрăн эс унта? Что в нем хорошего? Ib. Мĕн тупрăн вара ку вăйăра? Какой интерес для тебя в этой игре. Альш. Ĕмĕр тăрăшĕнче мĕн тухса мĕн килмес. Орау. Якур пичĕш патне натьăк (натяг) илме каяп, терĕ; натьăк мĕн-ши вăл? Что бы это такое было? (задумываясь о предмете, и этим заставляя другого высказать, что это такое). Ib. Виçĕ эрне мĕн вăл (какая важность три недели), ак ман пек улт-çич уйăх ларса пăх, вара пĕлĕн. Ib. Мĕнтен пит ăслă вара вăл? Чем же он умен-то? В чем же виден его ум? Юрк. Вырăсла кĕнекене вуласан та, чăвашла вăл мĕнне пĕлместĕм. Ib. Пăшал сассине илтсен, салтакĕсем, ытти улпучĕсем пурте кĕсем патне чупса пырса: мĕн пулчĕ те, мĕн пулчĕ, мĕншĕн пăшал петĕр, теççĕ. Сред. Юм. Мĕн калан ĕнтĕ (или: мĕн каласси пôрччĕ ĕçке те...). Очень хорошо бы было, но .. Ib. Мĕн алласа çӳрен тесе, пĕрмай килĕрен килле кайса йăмахласа ларакан çынна калаççĕ. Ib. Мĕн тăвас-ха? (Пырса кĕрекен çынтан çапла ыйтаççĕ). Никит. Кайсан та мĕнех тăвать мана. Что особенного он мне сделает, если я и уйду. Изамб. Т. Усаллăх çинчен мĕн калатăн. Ĕлĕк пирĕн хамăр хушшăмăрта та, тарçă тытсан, ăна сăмсипе çĕр сухалаттарасса çитнĕ. Байг. † Сăрă чечек мĕн паха! Аппапа йысна пит паха. С. Айб. Çын ачисем пире çиеççĕ, хăйсем мĕн курасса пĕлмеççĕ. N. Мĕнтенех (в каком откошении) пит аван вара сан сĕллӳ? Шурăм-п. Эх, Петĕр, кĕçĕр мĕн курман пулĕ эпĕ, итлессӳ килет-и, каласа парам. Собр. † Леш айăккине юр çунă, ку айăккине мĕн пулнă; ах аппаçăм (çавă пур), качча кайма мĕн пулнă. N. Мĕн-пулса кяйĕ ĕнтĕ. Что будет уж. Баран. 120. Ем-ешĕл ешерсе ларакан йывăçĕ (картинное выделение из ряда деревьев) мĕн тăрать! N. Вăл мĕнтен пуйса кайнă (вилнĕ)? Икково. Мĕн пăруларĕ: тына-и, мăкăр-и? В. С. Разум. КЧП. Вĕсем хăйсем мĕн калассине каласа пĕтерсен, пирĕн Педтехникумра вĕренекенсем тапратрĕç калама. Тяптяево. Мĕн хăрамалла, кам пирĕн хыççăн килмелле? Чего нам бояться? Кто вслед за нами придет? (т. е. никто). Орау. Халь татти-сыпписĕр çăват те, унтан пĕр-ик-виç уйăх çăмăр пулмасан мĕн тумалла (как быть тогда). N. Унта мĕнсем сутаççĕ? N. Кĕсем мĕнсем? N. Мĕн калас-ха? N. Мĕн каласшăнччĕ-ха? N. Эсĕ мĕн ыратса выртатăн? Регули. 131. Вăлсен поплени мĕн пор онта. Ib. Мĕн вăлсам вăрманта шыранине эп килте топрăм. Ib. Мĕн шыраманнине топрăм. N. Эс мĕнне çухатрăн тата? N. Мĕнӳпе мухтанмаллăх пур сан. О сохр. здор. Çавăнпа ăна пирĕн пĕлес пулать; çынсем епле тата мĕнтен сивĕрен пăсăлса чирлеççĕ-ши? Ала. Мĕн тусан шыв тухат унта, тенĕ (в безводной стране). ЧС. Çынсем çавăнта пыраканĕ пĕри: ку мĕн те, ку мĕн? тесе, пĕри пĕринчен ыйтаççĕ. Чăв. й. пур. 26. Якку каланă: эпĕ мĕн пĕлекен çын? Бес. чув. 13. Эсĕ мĕн капла? Эпĕ сан çине пĕрре те çилленместĕп. Изамб. Т. † Туйăн илемĕсене, ай, мĕн кӳрет? Мĕн выляни-кулни, çав кӳрет (все, что веселит). Баран. 88. Асту-ха лерелле, мĕн хури курăнать унта? N. Мĕн ача турĕ: ывăл ача-и, хĕр ача-и? N. Мĕн пăру туса пачĕ? Утăм. Мĕн мура ямшăксем тытатăн? || Что (относит.). Сунт. Мĕн пулса мĕн килĕ ĕнтĕ. Тавай çул çине валли укçа тăвас. N. Мĕн пулсан та пулĕ, что будет, то будет. Синерь. Мĕн пулин пулĕ (что будет, то будет), ати хушмарĕ те, кайса пăхас-ха (попробую пойти). СТИК. Мĕн тесе-ха вăл пит час карĕ! Что ему вздумалось уехать так скоро. Ib. Ун пек чухне вара мĕн каласан та хĕрсем кăна калаççĕ кĕвве. СТИК. Мĕн каланă сăмах вырăнлă пултăр. Все, что сказано, пусть возымеет силу. Чебокс. Мĕн пулни пулать, кĕрес терĕм те. Коракыш. Эпĕ тăта мĕн пĕлеп! Я знаю еще одну вещь! Ст. Айб. Мĕн пасарин пасарĕ, шур пушăт йывăççи пасармасть. (Ĕне мăйракисем). ||Соответ. русск.: что бишь. С. Дув. Мĕн çук манăн: ĕнер пуснă такам пур, паян пуснă мĕнĕм пур. || В знач. вопрос. частицы, соответ. русск.: что ли ли. N. † Алăк ум вĕçĕнчи ват хурăн: кăçаллăха ларнă пулсан, пуртă витмĕ терĕр мĕн? N. Вăл вĕренме кĕчĕ-и мĕн? N. Вăл кайрĕ-и мĕн? Вăл кайрĕ-им, кайрим? || Что за, какой. СТИК. Паян мĕн пăраçник? Какой сегодня праздник? (простой вопрос). Ib. Паян мĕн пăраçникĕ! Какой еще сегодня праздник! (отрицание и удивление). Толст. Ку мĕн сасси? Что это за шум? Пшкрт: шоj ҕэ̆рмӓ сиβэ̆ полы̆;— мэ̆н сиппм? (или: мэ̆нӓшкӓл сирβэ?),— нимдӓ сиβэ̆ мар’. Регули. 935. Мĕн ĕç он? Мĕн кон килĕ. Ib. 934. Эс кам конта? Эс мĕн çын конта? Ib. Эп тытрăм полсан, сан мĕн ĕç? N. Кĕсем мĕн япаласем? Это что за вещи? Синерь. Эпĕр сута каятпăр тенĕ? — Мĕн сутне (на какой суд)? тенĕ. Орау. Мĕн мĕнĕ тата? Что еще за „что“. N. Хутаçра пĕр виçĕ тенкĕ укçа пулас пулатьчĕ-ха. — Мĕн виç тенки пур унта? Орау. Мĕн вăййи вăл? Что за игра? Ib. Мĕн вăййи вăл! Пĕрне пĕри кӳп те кӳп тутараççĕ. Качал. Яхуне çырмине çитрĕм те, тăкăнчĕ карĕ: мĕн сăян? — Какуй сăян, пухрăм та çур пăт пулчĕ. N. Мĕн çăнăхĕ? Мука из какого жита? Ст. Чек. Анне, улма пур-и? — Эй, ухмах! Мĕн улми унта тата! Ib. Мĕн сивви; мĕн нумайĕ мĕн кунта (какое...). Ib. Мĕн аван япала пăссăрĕ (= пăсрĕ)! Средн. Алг. Хурану пĕчĕкçĕ пуль? — Мĕн пĕчĕкçине калан, пĕр кӳлĕ шыв çитмест. АПП. Упа, çак кашкăра тыт, тенĕ. Упа каланă: ăна тытма мĕн ĕçĕм пур. Чуратч. Ц. Кирĕк епле чире çаклансан, вăсем шухăшлаççĕ: мĕн турри çиленчĕ-ши? теççĕ. Сунчел. Качаки каланă: ăна çиме мĕн ĕç пур (= мĕне кирлĕ). Сред. Юм. Мĕн хыпар пôр-ха, или: мĕн сас-хôра пôр? Что нового? Ib. Мĕн çынни, мĕн арчи, мĕн кĕнеки. Ib. Эп выллянинче сан мĕн ĕç пор. В том, что я играю, тебе (вам) какое дело. Ст. Янсит. Вĕсене эпĕ акă мĕн ĕçре час-часах пулăшрăм. Янтик. Мĕн япала ку сан? Якейк. † Он çиленме мĕн ĕç пор, он пыççине çыхмаспăр. N. † Ял варĕнчи сăрлă юпи мĕн нушташăн ларать-ши, аттен хĕрĕ-сарă хĕрĕ, мĕн нушташăн çуралнă-ши? П. Пинер. † Алкумĕнчи улма йывăççин улми пулманни мĕн усси. || Как. Çĕнтерчĕ. 54. Ех! мĕн савăнса пурăнмасть çав Якур. Ib. 52. Ах, мĕн савăнса çӳремеççĕ çав ачасем! || Зачем, почему, по какой причине. Çĕнтерчĕ. 19. Мĕн янрашатăр эсир паян? Орау. Мĕн юпа пек тăран, кил кунта. Ib. Мĕн мĕреленсе (= наянланса) пыран, ут хăтăрах. (Идет вяло, тихо). Юрк. Ку укçăсене мĕн хам алăра тытса тăрам. N. Тавăрнса, мĕн апая ятлаçтарса порнас? || Сколько, почем. Бр. п. водку 8. Анчах уншăн сăмаххи сăмаххийĕ мĕн тăрать. Но как он дорого ценит каждое свое слово! (т. е. он не разговорчив). Баран. 226. Мĕн çӳрес пеккине çӳресе пĕтереççĕ те, пусма тăрăх улăхса çӳлелле тухма пуçлаççĕ. N. Эй мăнтарăн Прăски, мĕн салтак усатрĕ. N. Мĕне илтĕн, почем купил. Трхбл. Мĕн сысна чике-чике пĕтерчĕç, мĕн чăхă пуса-пуса çирĕç. Регули 939. Мĕне патăн? — Сома патăм. N. Пасартан килсен, пĕр кӳрши ун патне пырать, тет те: ырашна мĕне (почем) сутрăн? тесе, ыйтат, тет. Юрк. Сирĕн тухйăр кĕмĕллĕ: мĕне тăрат кĕмĕлĕ? Сред. Юм. Мĕн ĕмĕр порнатăн (долго находился, когда как обещался прийти скоро). N. Лашасене мĕн кайнă таран ятăмăр. N. Мĕн сахал тесен те, 500 тенкĕ кирлĕ. Панклеи. Ачан мĕн пырнăçемĕн çол хĕсĕнсех пырать. Чем дальше идет, тем... Н. Лебеж. † Мĕн вăрăм-хывлăшă м, ай, кĕскелчĕ. Бел. Гора. † Мулла мечĕтĕ мĕн çӳл мечĕт. || Весь. Альш. Çапла мĕн ĕмĕрне чăвашран ирттереç, авланма каяç те, кил курма çӳреç (портные). N. Этем мĕн пурăнас кун-çулăн хисепĕ çук. Чхĕйп. Чăвашсен мĕн пĕлнĕ ĕçĕте ак çакă анчах пулнă (вот все то, что они знали. Далее идет пер ечисление того, что они знали или умели). || Иногда переводится сл. каждый. N. Кукша мĕн хупараканне (каждого, который влезал касса пăрахат, тет. Çапла пурне те касса пĕтерчĕ, тет. Панклеи. Хĕр вăрă-хорахсен хĕçсене илсе мĕн кĕрнĕ вăрă-хорах поçне касса тăнă. Чхĕйп. Вара унта ĕçме-çима мĕн пыракан пурте çапла асăннă (поминали). N. Мĕн турттарса пынă ăлава çавăнтах тăкаççĕ те, салагса пĕтĕреççĕ. N. Мĕн пынă çын çавăнтах ĕçлеме тытăнать. Коракыш. Манăн лашасем селĕм пултăрччĕ, эпĕ вара мĕн çул çӳрекенсене ĕçе-ĕçе хăварăтăм. || Иногда употребл, в знач. самый. Альш. † Çак юрăсене юрлама мĕн кĕçĕнтен пуçтарнă ăс кирлĕ. N. Акă кăçал каллах мĕн çуркуннеренпе çумăр çумасть. N. Мĕн пĕчикçĕренех. Сборн. по мед. Мĕн халичченех. N. Якурпа шăллĕ мĕн каç пуличченех ĕçлерĕç. Кубня. † Эпĕр мĕн кĕçĕнтен туспала, пире çын çимесĕр мĕн тутăр. Ал. цв. 20. Вăл мĕн пурăннăçемĕн шурă мăрамăртан тунă пӳлĕме час-час çӳрет, хăй хуçине лайăх сăмахсем калать. || Оказывается. Т. VII. Ах турă, атте! пылпа кулачĕ пит тутлă мĕн. N. Эсĕ пит усал çын-мĕн. Ачач 71. Хăшпĕр юратнă çынсем, тантăшсем пулмасассăн, чăнахах та Тимуш пӳртрех лармалла мĕн. ЧС. Вăл çуртсем çунас та çук мĕн те, насус час килеймен. Сятра. Вăл чоашла лайăх пĕлет мĕн. Толст. Вăл иккĕре анчах пулнă, утма та тин анчах вĕреннĕ мĕн. Утăм. Тăлăха питрех те мĕн асап çынлăха кĕмешкĕн çĕр çинче. Якейк. Çораличчен çоралманни лайăх мĕн. Урмай. Чипер мĕн те, аки мар, хӳри пур та, шăши мар. (Çарăк). N. Иçăм çырли пахчинче çырла пиçсе ларнă мĕн. N. Юман çинчен пĕр çăхан çапла калать мĕн кăна. N. Пирĕн пуçран нуша иртиччен выртаяс мĕн аннен кăкăринче. НАК. Çавна курсассăн, эпĕ леш йытă чăнахах усал пулнă мĕн-ĕç, терем. Увидев это, я подумал, видно, эта собака была на самом деле нечистый дух. N. Шăналăкра сакăр хĕр, саккăрĕш те сарă мĕн, эпĕ илесси хура мĕн. Орау. Паян пасарта хăма йӳн пулнă, тит. Ăна пĕлнĕ пулсан, пасара каяс мĕн паян. Сборн. по мед. Эх, пулать мĕн çын та: хĕп-хĕрлĕ, нар пек, çапçутă сăн-сăпатлă, вырăс пек. Ну и бывают же люди, румяный как „яблоко“, белый как русский. М. Васильев. Лашисене хайхисем çаран çине яраç те, канма выртаç мĕн хăйсем. Н. Лебеж. † Ешĕл хырă çинче чăпар кукă (кукушка) ян ярать-çке мĕн аслă вăрмана, янра юлат мĕн аслă вăрманĕ. Б. Хирлепы. † Атте ывăль пуличчен шăмат кĕпçи пулас мĕн, пĕр хĕр татса çитăр мĕн. Кан. Ку вăрсене (семена) пирĕн те туянмаллаччĕ мĕн. Лашм. † Тăшмансем килессе пĕлнĕ пулсан, хываяс мĕн (кĕпер) çатăркаран, пусмассерен путса антăр мĕн. N. Йăваланса тăрсассăн, ну чавать мĕн тымарне. Изамб. Т. Упаç: масар çине шыв сапас, тет мĕн. || Употребл. для выражения обобщения. См. Оп. иссл. чув. синт. I. Истор. Арçынни-хĕрарăмĕ мĕнĕпех юланутпа çӳреме лайăх вĕреннĕ. N. Ăшăк сухаланă çĕрте вăйлă çăмăр çусассăнах, шăтса тухман тырра çерем мĕннипех юхтарса каять. Латыш. Навусне ачи мĕннипех шăпăр шăтăкне тăкать Никит. Арчă мĕнсене эпĕ сотса ятăм. N. Эй атту мĕнĕ, ахалех тăхăнтăм, çăпата сырас мен. Байгеева. Вăл пасара кайсан мана валли кулачă мĕн яланах илсе килетчĕ. Чăв. й. пур. 9°. Пухура мĕн те çынсем тепле вăрçа пуçласан та, тӳпелеше пуç ласан та, вăл Микка, унта пулсан, çапах чарнă. Регули 162. Çав кĕпе ĕçлени мĕнĕпе (мĕнпеле) виç сом тăрать. НИП. Хурăнташсем мĕнсем. Альш. Çисен мĕн тусан хĕрсем çурçĕр вăхăтнелле килĕсене таврăнаççĕ. Ib. Тепĕр кун пек, мĕн пек иртсен, каллех хулана тырă тиеççĕ. Шурăм-п. Килях малалла ирт, тесси мĕнни пулмарĕ. N. Вĕт çăмар мар, мĕн те мар, хура халăх куççулĕ. Ала 86°. Тепĕрне (сосну) тăпăлтарса кăларчĕ, тет те, тепĕр çур хули мĕнĕпе ывăтса ячĕ, тет. Чăв. й. пур. 16. Çав Пайтукан хăй патне пупсем мĕнсем пырсан, е пĕр-пĕр вырăс мĕн пырсан, хăй туха-туха тарса арăмне: епле те пулин калаçкаласа ăсат, тесе, хуша-хуша хăварнă. N. Эй анне, епле каяс вутă касма: манăн лаша та çук, мĕн те çук. Юрк. Çапла пайтахчен ĕçсен, хăй татах ӳсĕр те пулат, мĕн те пулат (и пьяным бывает и пр.). Ib. Пуян çын хĕрне илес тесен, авă çавăнне илĕпĕр; епле хĕрне курнă мĕн пур-и? Ib. † Пӳртĕмĕрсем шурă, саккăмăрсем сарă, эпир тухса кайсан пушă юлĕ, пушă та юлĕ, мĕн те пулĕ, кĕре-кĕрсем тулли чш (= шăп) пулĕ. Ib. Каласа пăхасси мĕнĕ, эсир тăрăшăр. Что, что вы поговорите — вы постарайтесь (т. е. не ограничивайтесь одними разговорами с кем-то, а действительно постарайтесь). Ib. Мĕнпе тӳрлетесси мĕн, эрехпех тӳрлететĕп, тет. Сам. 60. Пĕтрĕм эп те... пурнăç путрĕ, уяхран мĕн ӳк те вил!.. Орау. Лаша пăхма мĕн кайсан, йĕвенне ан çухат; тен кунта хăваратни. Ib. Вăл пĕр вăтăр пиллĕке мĕнелле çитнĕ пулĕ ĕнтĕ. Байгеево. Вăл пасара кайсан мана валли кулачă мĕн яланах илсе килетчĕ. Никит. Чăнахах ĕнтĕ морĕ (мор) килес мĕн пулсан нăмайĕшĕн выльăхсене вĕлерсе тухса кать-çке (= каять-çке). Ib. Сборн. по мед. Ялта урама пӳрт çумне мĕне, урам варрине юпа çумне мĕне. Сред. Юм. Канлĕ вăхăт таврашнелле мĕнелле килсе çапăн эс кôнталла (наведайся). Сам. 30. Этем çке мĕн эп те! терĕ вăл хăйне. N. Мĕн тăвасси мĕнĕ (что делать-то мне), акă? вĕрен явса çак пĕтĕм кӳле çакса вĕретес тесе калатăп. N. Вăл хăйăр тĕмисем çинче курăк мĕн нимĕн те ӳсмест пулĕ çав, терĕм эпĕ. Мĕн курăк ӳсессине калатăн (т. е. какой тут расти траве, ничего не растет).

Юхма

(jухма), назв. с. Батырева, б. Буин. у. С. Дув. Самое село назыв. на месте Аслă-Патĕр-ел, а бывающий там по пятницам базар ― Юхма пасарĕ. Юхма — Батырево. (пасарлă ял). Альш. Ну, атя, Юхма инçе мар, теççĕ чăвашсем, лашисене хăваланă чухне. Вăл сăмаха Упи енчисем калаççĕ; вĕсенчен илтсе, пирĕн те калаççĕ. N. Юхма чăвашĕсем. Альш. † Мĕшĕн каям Юхманăн пасарнĕ? Ст. Чек. Юхма енче. В. Олг. Йохма, прозвище мужч.

Энтĕри-Пасарĕ

(см. Энтĕрей-Пасарĕ), назв. дер. Андреевского Базара, Цив. у.

Русско-чувашский словарь

базар

сущ.муж. (син. рынок)
пасар; сельский базар ял пасарĕ; школьный базар шкул хатĕрĕсен пасарĕ ♦ птичий базар кайăк пасарĕ (вĕçен кайăк питĕ йышлăн йăва тăвакан вырăн); устроить базар шăв-шав çĕкле, çуйхаш

птичий

прил.
кайăк -ĕ; птичье гнездо кайăк йăви ♦ птичий базар кайăк пасарĕ (кайăксем йышлăн йăва тăвакан вырăн)

рынок

сущ.муж.
пасар; вещевой рынок япала пасарĕ; международный рынок тĕнчери пасар

Русско-чувашский словарь (1971)

базар

м. пасар; колхозный базар колхоз пасарĕ; книжный базар кĕнеке пасарĕ; устроить базар йĕркесĕр кăшкăраш, шавла; птичий базар кайăк пасарĕ (кайăксем йышлăн йăва тăвакан вырăн).

барахолка

ж., прост. ăпăр-тапăр пасарĕ.

Русско-чувашский словарь социальной лексики (2004)

рынок

1. рынок (тавар, укçа-тенкĕ, ытти хаклăхсем çаврăнакан хутлăх); мировой рынок тĕнчери рынок; рынок недвижимости куçман пурлăх рынокĕ; рынок труда ĕçлев рынокĕ 2. пасар; центральный рынок города хулан тĕп пасарĕ; вещевой рынок япала пасарĕ

См. также:

энергоснабжение энергостроитель энергостроительство Энеспи « Энтĕрей-Пасарĕ), » энтĕри Энтĕрук Энтепи Энтип энтомолог

Энтĕрей-Пасарĕ),
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150