фрикаделька
кул.
фрикаделька и фрикадельки (вĕтетнĕ аш çăмахĕ) [ним. Frikadelle]
фрикаделька яшки — суп с фрикадельками
шăрпăк
6. уст.
деревянная вилка
çăмах шăрпăкĕ — деревянная вилка для клецек
этимологи
лингв.
1.
этимология (căмах пулса кайнин историйе)
çăмах
симах — национальное блюдо типа клецек, галушек или лепешек, сваренных в бульоне
çăмах шăрпăкĕ — вилочка для симаха
çăмах яшки — суп с симахом
çăмах юр — замешать тесто для симаха
Пĕр хуран салма, варринче çăмах. (Уйăхпа çăлтăрсем). — загадка Полон котел лапши, а в середине — симах. (Луна и звезды).
Сăмах çăмах мар, хыпса çăтса яраймăн. — посл. Cлово не симах, губами не поймаешь и не проглотишь. (соотв. Слово — не воробей, вылетит — не поймаешь).
çăмахлăх
мука для симаха ( см. çăмах)
çăмах
◊
сехет çăмахĕ — маятник часов
йĕплĕ çăмах хыптар — критиковать, продергивать
çаврака
круглый
◊
çаврака ту — скруглять
çăмах çаврака ту — салму скруглять
çăмах
клецки
çăмах йашки — суп из салмы
салма
салма. Моркар. Салмана ясмăк çăнăхĕнчен тăваççĕ, тата квас салми полать. Сред. Юм. Салмана, йăваласа туса, çĕçĕпе касса тăваççĕ. Ib. Татнă салма, йăпăлти салми, кашăк салми (разные виды салмы). Юрк. Салмасене пирĕн чăвашсем виç-тăват тĕрлĕ тăваççĕ: каснă салмасем, йăпăлти салмисем, татнă салмисем. Салмасене пурне те çăнăхран тăваççĕ: пăрçа çăнăхĕ çине пăртак ыраш çăнăхĕ хутăштараççĕ. Хăш чухне ыраш çăнăхĕ вырăнне тулă çăнăхĕ е пăри çăнăхĕ. Çăнăха шывпа хутăштрса çăраççĕ, тутлă чуста тăваççĕ. Ăна, тата-тата илсе, унаççĕ. Унаçĕсене çĕçĕпе касаççĕ, йăвача пек туса. Ăна каснă салма теççĕ. Хуранти шыв вĕреме кĕрсен, салма яраççĕ. Салми пиçсен, ăна юрма ярса, пăрăç ярса çиеççĕ. Йăпăлти салми чустине малтан йĕтĕрпе пусса сараççĕ, хут пек тикĕс те çӳхе тăваççĕ. Ăна кайран, çине-çине хутласа хурсан, çĕçепе касса вĕтчеççĕ тураççĕ. Лапша пулат. Ăна вара, хуранти шыв вĕреме кĕрсен, хурана ярса пĕçерсе çиеççĕ. Татнă салмана каснă салмапа пĕрех тăваççĕ, анчах унаçне çĕçĕпе касмаççĕ, хĕрарăмсем пӳрнисемпе татса илсе, ывçă тупанĕ çинче çăмах тăваççĕ; кăшт çăтма çăмăлтарах пултăр тесе, çаврака тăваççĕ. Пĕр тиркĕ çăмах тусан, ăна вара, хуранти шывĕ вĕреме кĕрсен, тăвар калаттарнă шыва салмине яраççĕ те, пĕçереççĕ. Салмана хăш чухне ашпа та пĕçереççĕ. Хăш чухне тата паранкă та тураса яраççĕ. Хăш чухне тата, çула пула пуçласан, пултăран ĕлкĕрсен, ешĕл пултăран та тураса яраççĕ... Салма чăвашăн чи юратнă яшки.
сарана
назв. цветка, лилия, саранка, „царские кудри“. Я. Якушк., Ялюха М. Сарана, лилия (цветок). Ст. Чек. Сарана — раст. с желтыми корнями. Н. Седяк. Сарана тымарĕ чăмăр, ăна хăпăта-хăпăта çияççĕ (отламывается корень). Башк. Сарана, „царские кудри“, lilium martaqon. Сар илнĕрен суханне çиеççĕ. Зап. ВНО. Сарана, травянистое растение с съедобным корневищем. Рак., Кайсар. Сарана. Пысăк вăрманта ӳсет, тымарне сар ӳкнĕрен çиеççĕ. СПВВ. ИА. Çынна сар ӳксен, сарана çиес пулать. Тюрл. Сарана; тĕпĕнче çăмах пекки полать, çӳлчи çӳлĕ (как у картофеля или чеснока), нӳлекеллĕ. N. Сарана. (Говорят, что сарана дает краску). Нюш-к. Сарана пур çĕрте те ӳсмес, сайра тĕлте анчах ӳсет. Ытти курăксем пек çăра лармас, ӳссен, мăшăрăн ӳсет. Сарана тымарне çиеççĕ. Собр. Сар сарана, сарана, сарана тăрринче (вар. çинче) сар-кайăк; виççĕ тăрса кăшкăрсан, вилнĕ çынна чун кӳртет (Автан авăтни). См. хĕл-хĕлле. Н. Лебеж. Алтрăм-алтрăм — утмăл тупрăм, алтса çитсен, ылттăн тупрăм. (Сарана). Пазух. Сарă-сарă сарана, сарана нумай çин(ĕ) эпир, сарă-сарă ан тийĕр, çавăнпа сарă пулн(ă) эпир. Султангул. † Сарăлса-сарăлса ларакан сарана çулçи мар-ши вăл?
сып
хлебать. ЧС. Шыв парсан çăварĕпе сыпат та, сăмсинчен юхса тухат (лошадь). Юрк. † Çак тăвансем асма (= асăма) килнĕ чух сыпаймарăм ăснă кашăкăма. Алших. Кĕселне сыпсан, кĕсел пĕçернипе, сĕт сыпма каçнă чух пурте кĕсел ăшне кĕрсе вилеççĕ, тет. Трхбл. † Хамăр тăван аса килсессĕн, сыпнă яшкамсене çăтаймăп. N. Анне те пер çăмарта илсе çирĕ, тата пăртак сĕт сыпрĕ. Янтик. † Шĕлешен-кайăк чĕппи мĕн çийĕт? Тулă пĕрчи хыпать, сĕт сыпать. Пирĕн аппа-йысна мĕн çиет? — Кулаçне хыпать, пыл сыпать. ТХКА 60. Ирхине тăрсан, пит-куçа çусан, тин уçланă уйранпа сыпа-сыпа, серте-çăмах яшки çисен... Качал. † Пирĕншĕн, апай, ма макрас? Ларас-сăвас ĕне мер, сыпас-çияс сĕт мер. N. † Сыпма та çук син-пыл пĕçерет, тухма (та) çук хуçи тарават. Б. Хирлепы. Сыпса çимелли апатсем, жидкие блюда. О сохр. здор. Тата кирек камăн та: чирлин те, сыввин те, шыва çăвара сыпса çумалла мар (не следует). Сĕт-к. Пĕр чĕлĕ çăккăр касса илтĕм те, твар пуçса шупа сыпса çиса ятăм. || Выпить. Юрк. Эх, сыпмасăр тӳсесси те пит хĕн çав. Эпĕ акă вырăн çук чухне: вырăн çук, тесе, ĕçетĕп. Ib. Сан пек вырăнта пулсан, эпĕ, чăнласах та, сыпса та пăхмăттăм, тет. Ск. и пред. 44. Сыпасчĕ-çке пăртак йӳççине çакăн пек ĕç хыçĕнчен. || Церковный термин: причащаться. || Переносно. ЧС. Ун чухне Пăла (река Була) ейĕве тухас пек сыпса тăрат, тет. П. Яндоуши, Б. Крышки. Каткара шыв сыпса тăрать. Вода в кадке вровень с краями, т. е. она готова пойти через край. Ib. Ма тулли ямастăн? — Халь те сыпсах тăрат вĕт. Что наливаешь неполно? — Итак уж вровень с краями.
сивĕн
охладиться, прохладиться. Изамб. Т. Ку, пăртак сивĕнсен, мухтана пуçларĕ. N. Яшка (щи) сивĕнсе каять. Ал. цв. 78. Ĕçет, çиет, сивĕнет, кĕвĕ сассисемпе йăпанать. N. Çăмах сивĕнерехпе хуралать. Орау. Чей сивĕннĕ-кайнă, астуман та. || Отчуждаться, отстыть, отвадиться, охладеть. Т. IV. Ялтан кайăксем сивĕнсессĕн, аван пулмаç, теççĕ. IV. Пĕр-ик-виç лайăх çыннăмсем пур тесе пурăнаттăм, пăхăсăн, вĕсем те пулин манран, мĕскĕнрĕн, сивĕне юлчĕç. Султангул. † Хамран сăмах илтмесĕр, çынсем каланипе ан сивĕнĕр. N. Вĕсем ăна хĕрхенсе, ăна сивĕнме хушнă. Альш. Çын сăмахпе сивĕнмин — лайăхчĕ (хурăнташ). Сред. Юм. Сивĕннĕ (так говорят, если сначала сватали невесту, а потом перестали).
сăмах вăрла
подслушивать. Сред. Юм. Çăмах вăрлани — çын сăмахланине вăрттан илтелесе тăни. Сăмах вĕçтер, сплетничать. КС.
сĕтлĕ çăмах
назв. кушанья, которое готовится во время поминовения умерших, вилесене хывни. Чăвашсем 34. Сред. Юм. Сĕтлĕ çăмах тесе сĕт ярса, çăмах ярса тăвакан яшкана калаççĕ.
çуллă
масляный. Магн. М. 70, 74. Çуллă çăмах.
çăвак
(с’ы̆вак), маслянистый (вкус). СПВВ. КС. Грецки мăйăр тĕшши çăвак (особого вкуса, маслянистый). П. Яндоуши. Çăвак каласа кайрĕ (= çу тути каласа кайрĕ). Сред. Юм. Шарик çине çу пит нăмай янă пôлас, пĕтĕмпе çăвак калать. Ib. Çăвак çăмах (гладкий, вследствие влажности). Избеби. Çăвак какай — йӳçленсе тăракан какай. N. Çăвак тути калать. Отзывается на вкус маслянистым. N. Çăвак — непрнятно слизистое (напр. питье). || Содержащий жир. Городище.
çăмах
(с’ы̆мах, с’ŏмах), род лепешки. Шибач. Çăмах, крупные лепешки из ячменной муки. В. Олг. Якейк. Çăмах (с’ы̆мах), лепешки или куски теста, пускаемые в „яшку“. В. Олг. Çăмах (пăрçа çăнăхĕ, пăри çăнăхĕ, тул çăнăхĕ; для „яшка“). Ст. Чек. Çăмах, шарики из теста, мешанного с маслом и яйцами, или с салом, вареные в котле. Ib. Çăмах — кашăк кĕмĕркки пек (сколько можно захватить ложкой); çăмарта ярса çăрса пысăк салма пек тăваççĕ. Нюш-к. Каччине çăмахпа лартнă (стала угощать парня сюмахами).
юн çăмахĕ
замешанное в крови заколотого животного „çăмах“.
çăм çăмах
„шерстяные клецки“ (шарики из шерстяных остатков, которыми стращают маленьких детей). Сред. Юм. Тăла поснă чôхне çăм тапкаланса тôхать; çавăнтан чăмакаласа çăмах пик тăваççĕ те, пĕчик ачасĕне: çăм çăмах çитеретпĕр, тесе, хăратаççĕ.
çăмах яшки
суп с клецками (с „çăмах“). ТХКА 76. Пирĕн асанне çăмах яшки çине вĕлтĕрен ярса пĕçеретчĕ.
çăмах шалчи
то же, что çăмах шăрпăкĕ. Шарбаш.
çăмахлăх
предназначенное для „çăмах“. Арзад. 1908, 44. Пракка çăмахлăх миçе пăтавкка (пăрçа) авăртнă?
çăмах шăрпăкĕ
лучинка, которою берут çăмах (вместо вилки). Çичĕ-Пӳрт. Вомбу-к. Çăмах шăрпăкĕ (туратран, хăйăран тунă).
çĕр каç
провести, проводить ночь. Скотолеч. 30. Пуртре çĕр каçнă шыв, вода переночевавшая в избе. Юрк. Ку çĕнĕ хăваттирте кĕçĕр çĕр каçрăм. Альш. † Йысна-çăмах Ванькка пур, ашшĕ килне тупмасăр, çĕр мунчара çĕр каçнă. N. Лашасене валли çĕр каçмалăхах (на всю ночь) çиме хатĕрлесе хутăр-и эсир?
тимĕрç
(т’имэ̆рс’), кузнец. Чертаг. Орау. Тимĕрç вĕркĕчне (т. е. манишку) тăхăнса ярам-ха терĕ! (Сказано в шутку). || Личн. имя? Качал. Тимĕрç ятлă хĕрĕсем çичĕ алтан пуснă, тит; юнĕнчен çăмах тунă, тит, кине намăс кӳнĕ (т.е. поставилн в неловкое положение сноху), тит.
тинкĕле
(тин’гэ̆лэ), толокно. Юрк. Тинкĕле пит тутлă япала, ăна пирĕн енче пит ăста пĕçереççĕ. Пăри кĕрпине, çуртарнине, тепĕр хут авăртса çăнăх пек тăваççĕ. Çав çăнăха вара хуранти вĕри шыв çине ярса, пит лайăх кăна пăтратаççĕ. Тинкĕлене çăра пĕçереççĕ, ăна вара, ĕлкĕрсен, сарă çупа çиеççĕ. Типĕрен уйранпа е сĕтпе çиеççĕ. Сред. Юм. Тинкĕлене ôрпаран, тôлăран, хора-тôлран, пăрирен, ырашран хотăштарса тăваççĕ. Малтан ăсĕне (= вĕсене) шӳтереççĕ, вара типĕтеççĕ те, шôлтра (крупно) авăртаççĕ. Ib. Тинкĕле йôрнă чохне малтан шывне вĕретеççĕ те, тинкĕле çăнăхне çав вĕренĕ шыв çине ярайса явăштараççĕ, вара çиеççĕ. СПВВ. Т. Тинкĕлене сĕлĕ çăнăхĕнчен тăваççĕ. N. Тинкĕле çăнăхĕ авăртса. ТХКА 111. Матюк аппу ăна тинкĕле юрса çитерет. Ib. Тинкĕлене уйранпа сыпа-сыпа çиет вара. Ib. 29. Тинкĕле юрма, яшка, пăтă, çăмах пĕçерме те пит ăста шăл. СПВВ. † Шыв çине арман лартман пулсан, çиеймĕттĕмĕр эпир тинкĕле. Сунч. † Анатра та арман пулман пулсан, çияймăттăм тинкĕле. („Тинкĕле = пăтă“). Шел. 21. Сĕлĕ çăнăх пĕçерсе тин тинкĕле тăватьчĕç. Сенчук. † Инке тинкĕле пăтратать, тинкĕлипе перкелет. Вомбу-к. Тинкĕлесем çук.
кăвас çăмах
род салмы из кислого теста. Сред. Юм. Кăвас çăмах тесе, çăкăр пĕçерме хурса лартнă чустаран тунă çăмаха калаççĕ (кладут в «яшка»).
кĕрпетти
то же, что кĕрпе пăтти. СПВВ. ИА. Типĕре кĕрпетти пĕçерсе çиеççĕ. Сред. Юм. Кĕрпетти тесе, çуллахи яшкана, çăмах тумасăр пĕçерекен яшкана калаççĕ. Ковали. Кĕрпетти, кашица.
хĕрлĕ питлĕ пренкĕ
дешевые красные пряники (иначе — йон çăмах). Сред. Юм.
шалча
то же, что шалçа. N. Шалча, кол. Шалча, жердь. N. Шалча, палка? Аттик. Хăрăк шалча. Сĕт-к. Шалча çине пол! (Брань). N. Шалча тăрăнашшĕ. Капк. Ара, тем шалчи пулчĕ-и тен: те киремет тытрĕ, те йĕрĕх? Питушк. Торă-торă, шалчи толтăр онăн (умер чтобы), тет. Шурăм-п. 96. Вăрă, шалча тулсан, алла лекет (ворует до времени). Ск. и пред. чув. 25. Леш кач! кач! лартсассăн, тар! тар! йывăççи тайăлса ӳкрĕ шалчи тулсассăн. || Деревянная вилка. См. шăрпăк. Вомбу-к. Сире шалча кирлĕ пуль-ха? — тесе каларĕ. (Шалча — çăмах шăрпăкĕ, турисем шалча теççĕ). || Какая-то мера земли. Чеб.
шӳшӳ
то же, что шушу. Якейк. Шӳшӳ, орпа çăнăхĕнчен икерч сарлакăш çаврака çӳхе япала туса кăмакая хуса пĕçереççĕ. Кайран аш шӳрпишне ярса ислетсе çияççĕ. Б. Илгыши. Тул çутăлсассăн хай старик ташта тухса кайнă, тет те, кайнă чухне хĕре шӳшӳ яшки пĕçерме хушнă, тет. Вомбу-к. Шӳшӳ яшкине çапла пĕçереççĕ. Кантăр вăрри тӳсе сĕт тăваççĕ, вара çав сĕтрен яшка пĕçереççĕ, яшки ăшне çӳхе пашалу шӳшӳ яраççĕ. Шӳшӳ пашалуне яшкана яриччен кăмакара кăшт хытараççĕ, вара таткаласа çăмах майлă пиçнĕ яшкана яраççĕ. || Имя мужчины. Б. Олг. Шӳшӳ каят молкача. Молкачча калат: Шӳшӳ туасчĕ ку молкачча тытсан, шӳшӳ туса çиесчĕ, тет.
шăл çеммиллĕ
то же, что шăл çемми. N. Шăл çеммиллĕ тул çăмах.
шăрпăк
соринка, заноза. N. Шăрпăк ларт (кӳрт), занозить. Букв. 1900. Тыткала пĕлмен ал-уранăн чĕрни вĕçне шăрпăк кĕнĕ. тет. Юрк. Вăл (она) пит вичĕкĕн япала (бойкая), чĕрне айне кĕнĕ шăрпăк пек. || Косточка (рыбы). Тюрл. Полă шăрпакĕ кĕрсе ларчĕ алла. || Щепка. Кратк. расск. 28. Этем вăл хăй чунне усрасшăн килне пĕр шăрпăк юлми таранччен (до последней щепки) салатĕ. Кожар. Чей ĕçме янă; вăсем чейне пĕрер шăрпăкăн хорса аран-аран вĕретнĕ. Янтик. Ку пушар ытла йĕртсе хăварат çынна, пĕр шăрпăк та хăвармас. || Деревянная вилка. КС. Çăмах шăрпăкĕ. Якейк. Çăмах çинă чох шăрпăкпа çияççĕ (лучинкой). || Колючка. Сред. Юм. Курăксĕм çумĕнче йĕп пик япалана шăрпăк теççĕ. Зап. ВНО. Шăрпăк тăрринче тӳрпи ларать. (Сылăм). Сред. Юм. Кирек мĕн пĕчик япалана шăрпăк пик теççĕ. || Спичка. А.-п. й. З0. Анчах шăрпăк çук хăйсен. Изамб. Т. Шăрпăк тимес (= тивмес, не зажигается). Ib. Шăрпăк тивертрĕм (çутрăм). Зажег спичку. Сред. Юм. Шăрпăк арчи, спичечная коробка. Ib. Виç арча шăрпăк илтĕм (три коробки). ЧС. Шăрпăк кучĕ, остаток спички. Ib. Шăрпăк кутне улăм çине пăрахса хăварнă. Шарбаш. Шарпăк пуçĕ. || Задира, придира. КС. Ах, вăл шăрпăк-çке! || N. Кун чул пурăнтăм, çирĕм виççĕ тултартăм (мне исполнилось 2З года), çын япалине шăрпăк та вăрламан.
ар-çын
sive арçын (арз’ын), vir, мужчина. Это слово употребляется в повседневной речи гораздо чаще, чем „ар“. СТИК. Арçынна мĕн? — арçынна çăмах тимес, хĕре тивет. Мужчине что? — мужчину не осудят, а осудят девушку. Так разсуждают по поводу интимных отношений между юношей и девушкой. Н. Карм. Мун-кун кунĕ малтан арçын килсен чăхсем çăмарта сахал тăвать, теççĕ. Говорят что если в первый день Пасхи первым придет мужчина, то не будут нестись куры. Изамб. Т. Пире, арçынна, кăна мар, хĕр-арăмĕ, ачи-менĕпе хĕн килĕ. Будет тяжело не только нам, мужчинам, но и женщинам и детям. || Maritus. Также означает мужа. КС. Эп арçынсăр çывăримастăп, хăратăп. Я боюсь спать одна без мужа. Ст. Чек. Манăн арçын, мой муж. Череп. Сирĕн арçынсем килте-и? 1. Дома-ли ваши мужчины? 2. Дома-ли твой муж? V. упăшка.
кашăк çăмахĕ
назв. кушанья. Сред. Юм. Çăмах тунă чохне çăмах чостине лайăх чăмăртаса хытармасăрах кашăкпа ăсса ярсан: кашăк çăмах турăм, теççĕ.
кукли
(кукл’и), пирог. См. кокăль, коккăль. N. Яр, старик, яр, эпĕ сана кукли те çăмах авăртакан арман парăп! тет. Вомбу-к. Кăмпа кокли, пирог с грибами.
яшка
(jашка), варево: суп, щи, уха и пр. КС. Яшка ― всякая похлебка: Купăста яшки, щи; улма яшки ― суп. Çăмах яшки, сĕт яшки, çăмарта яшки, чăх яшки; улма çулчи яшки (из картофельн. литвиньи); серте яшки, çеçпĕл яшки, вĕлтĕрен яшки, пултăран яшки, мăян яшки. Череп. В пон. «яшка» входит, что варится в котле и чугуне: купăста яшки, пăтă, паранкă яшки, салма. Трхбл. Яшка — кушанье вообще, в частности салма, суп. Орау. Малтан çур-кунне вĕлтĕрен яшки пĕçереççĕ, унтан çеçпĕл яшки, унтан серте яшки, пултăран яшки, улма çулçи яшки пĕçереççĕ; кĕр-куннепеле вара, купăста çунаттисем чĕрсе, купăста яшки пĕçереççĕ. IЬ. Паян пулă яшки çирăмăр. Сегодня мы ели уху. IЬ. Какай яшки улма (картофель) ярса пĕçернĕ. Сред. Юм. Яшка сысма çĕрне тупмас, тесе, пит вĕрет, тессине калаççĕ. Юрк. Чăвашсем ашлă яшкасене пит юратса çиеççĕ. Выльăх пуссан, пĕр хуран аш пĕçереççĕ. Ашĕ пиççен, унăн шӳрпи çинче пăтă пĕçереççĕ. Чуваши мясное варево едят очень охотно. Заколов скотину, они варят полный котел мяса. Когда сварится мясо, в наваре варят кашу. Вотлан. Курак патне карăм та, курман яшка (невиданное варево) çытарчĕ. Ст. Чек. Яшка çисе пуçтарсан, кашăк юлсан, хăна килет. Если, когда уберут после еды со стола, на столе останется ложка, то, говорят, придет гость. Собр. Яшка пĕçерекен хĕр (на свадьбе). Чуратч. Пулă тытăпăр та, унтан яшка пĕçерсе çийĕпĕр. Наловим рыбы и сварим себе уху. Альш. † Пултăранпа вĕлтĕрен тип яшкана кастарать (делает менее безвкусной).
юн çăмахĕ
назв. кушанья (лепешка с кровью). Н. И. Полорус. Юн çăмахĕ; пысăк вильăх пуссан, юнне илсе, юн çинче çăмах çăраççĕ (çуртрирен çăраççĕ). Ĕлĕк тунă. Ĕлĕк чăвашсем пурте çавна тунă пулмалла. Воскреççенски вулăсран куççа кайнă Çĕпĕрти чăвашсем халь те тăваççĕ. ЙОН. Çакă Урташ (назв. дер.) хĕрĕсем юман (?) касаççĕ, юн кăлараççĕ, юнсăр çăмах çимаççĕ. Могонин. Тата авалхи çынсем выльăх пуснă та, юнне, пĕр тăкмасăр, тиркĕ ăшне илсе, юн çăмахĕ пĕçернĕ; юнпа чуста çăрса, юсман пĕçернĕ. Каша. † Юн çăмахĕ йӳçĕхнĕ, пире çиме май ӳкрĕ.
юплă
(jуплы̆), ветвистый. См. юплĕ, йӳплĕ. СПВВ. Ик юплă йывăç, дерево разветвившееся надвое. V. S. Виçĕ тăват юплă сенĕк. N. † Пыраттăм-пыраттăм пĕр çулпа, çичĕ юплă çул пулчĕ (дорога, расходящаяся насемеро). Сёт-к. Йоплă, имеющий разветвления. IЬ. Йоплă пушипа кастарать те, çонтарать. IЬ. Йоплă торат. КС. Икĕ юплă (юпăллă) чӳркӳ, церковь с колокольней. Собр. Юмах ярам, юптарам, юплă çăмах хыптарам. (Пăри).
юплĕ
йоплĕ, (jупл'э̆, jопл'э̆), ветвистый; с хвостами (о плетке). Ч.С. Вăрмантан вуник юплĕ хырăнне вуник юплĕ туратне касса килчĕç. Т. VI. 16. Вуник юплĕ çырма пĕр çĕре пухăннă çĕрте ― кĕпер... Упа 109. Епле ман мăйрака юплĕ-юплĕ, çитменнине тата пысăк! Толст. Епле вĕсем (рога) юплĕ-юплĕ кайнă! Сёт-к. Виçĕ йоплĕ чĕн пуши (его) кастарать те, çонтарать. Якейк. † Çичĕ йоплĕ пушипа вĕттерет те, кастарать. Макка 113. Вуник юплĕ пушшипе тулта хăта килет-ĕçке. Трехбл. Сана арăм кирлĕ тиессине: сана юплĕ çăка кирлĕ, теççĕ. Ч. П. Юплĕ-юплĕ çул килет, пĕр юппипе хĕр килет. Альш. Юплĕ-юплĕ çул килчĕ. Дорога все была с поворотами, распутиями. Вотлан. Юмах ярать юптарать, юплĕ çăмах хыптарать. (Ар-çури), Собр. 186°. Чĕкеçĕн хӳри юплĕ, çĕленĕн чĕлхи юплĕ, теççĕ. (Послов.). Чураль-к. Юплĕ вартан тан тапать. (Юхакан сăмса, т. е. сопли).
юсман
(jусман), очень тонкая лепешка, из которой нарезывается салма. А. Турх. М. П. Петр. Юсман ― жертвенные блины. N. Тутлă тулăран, пĕчĕкçеççĕ, çӳп-çӳхе, çатма çинче, пĕçереççĕ, ăна юсман теççĕ. Юрк. Юсмана чӳк тунă чухне пĕçереççĕ. Тутлă (пресное) чуста тăваççĕ, çуртăри çăнăхĕнчен. Ăна етерпе çӳп-çӳхе хут пек çӳхе тăваççĕ; икерчĕ пек çаврака пулат. Çупа çулаççĕ. Вут çинче икерчĕ пĕçернĕ пек пĕçереççĕ. К.-Кушки. Ырсемсене кашнине юсманна йăвачапа кĕл-тунă. Собр. 233. Юмăç пăхтарса килсессĕн, киремете пăтăпа, юсманпа чӳклеççĕ. Вомбу-к. Юсман. Юсман икерчсем. Юсманпа чӳкленĕ. Хпарту чустинчен тăваççĕ. СПВВ. Юсман — çăмах, пашалу пек. Етрух. Унтан вара юсман икерчпе те çавăн пек тепĕр шурă тутăр çине хурса çыхать. Ст. Чек. Киремете ― юсманпа, шерпетпе, пылпа. Турра пашалупа (сăмсалă, кăкапалă), пăтăпа. Юсман — чӳклекен çӳхе, сарлака икерчĕ; пылпа сĕреççĕ. Пашалупа пăтă турра параççĕ. Пашалу сăмсине, кăваписене пĕр кашăк пăтăпа аслăк çине ытаççĕ. СПВВ. Юсман ― çӳхе пашалу. См. Магн. М. 46. Альш. Чăвашсем унта юсман таврашĕ пыра-пыра чӳкленĕ (в «ăвăслăх»). Макка. 233. Турра паратпăр, тесе, пăтă-юсман пĕçереççĕ; юсман хурăн çулçи пек, ăна пĕр 200 е 100 пĕçереççĕ. СПВВ. ИФ. Юсман çӳп-çӳхе. Сарсан, çупа çатма çинче пĕçереççĕ. Йĕтĕрпе сараççĕ.
йӳçĕ
(jӳз'э̆), кислый, горький. Зап. ВНО. Арăм-ути пек йӳçĕ. Горек как полынь. КС. Йӳçĕ — бывший в брожении: горький. Отсюда: йӳçĕ — болото (где вещества находятся в брожении). Чăв. й. пур. 38. Ху тунни тутлă пулĕ, янти йӳçĕ пулĕ (т. е. не зарься на чужое). N. † Йӳçĕ ĕççе, тутлă калаçрăмăр, ялан çамрăк пуççене хуйхăртса. Ч. С. Айван ывăл-хĕре, пире, хапăл ту, ырă туррăм, ырă чӳклемем! Йӳççе (чит. йӳçĕ ĕççе) тутлă калаçмалла ту, ырă чӳклемем, çырлаха пар. Амин. Нюш-к. Йӳçĕ çăмах çине йӳçĕ яшка. (Послов.) N. Вара хăнасем пурте лараççĕ те, çиме-ĕçме тытăнаççĕ. Ак çапла каласа ĕççе-çиеççĕ: йӳçĕ ĕççе, тутлă калаçмалла пултăр! теççĕ. Юрк. Йӳçĕ улма. Собр. † Йӳç пашалу, урпа çăнăх (sic!), тăвар ярса çирĕммĕр (sic!). || Горечь. Ала 71. † Турат куçĕ куркисем, эрĕм йӳççи сăрисем. Орау. Сăмса шăтăкĕ çăвар маччинче пырпа пĕтĕçнĕ çĕрте ман ир яланах темскер йӳççи тăрать. В. Олг. Куçа йӳçĕ кĕрет ― ест глаза (от дыма). || Шибач. Йӳçĕ (о бане: угарно). V.S. Мульчара йӳçĕ пулчĕ. || Яд. Посл. 7,8. Анчах чĕлхене чарма этемрен никам та пултараймасть: вăл чарма çук усал япала, вăл пĕтĕмпех вĕлерекен йӳçĕпе тулнă. || Огорчительный. Пазух. Чипер-чипер, аппине, эпир кула пуçласан, йӳçĕ пулчĕ сар ача (т. е. когда мы стали насмехаться над ее любовью, ей стало не по себе). || Квас. Ст. Чек. О сохр. зд. 75. Çавăнпа пирĕн пурте кăвас (йӳçĕ) ĕçме юратаççĕ. Юрк. Йӳçĕ = кăвас, квас. N. Кăна кура ачасен ашшĕсем ачисемпе йӳçĕ тума (для варки кваса) шкула салат парса яра пуçларĕç. Календ. 1910. Йӳçĕ кăрчанкă чирĕнчен пулăшма пултарать. О сохр. здор. 75. Çынсем нумайĕшĕ кăвас (йӳçĕ) ĕçеççĕ. Кăваса (йӳççе) тĕрлĕ тырăран тăваççĕ. Альш. Йӳçĕ ĕçсе пăсăлтăм. Испортился от того, что пил квас. СПВВ. Йӳçĕ, йӳçек.
йăвача
назв. кушанья. См. йăва. Тюрл. Йăвача или йăва. Сред. Юм. Иăвача или иăва; çăмах пик туçа, типле кăмакана лартса, пĕçерекен çимĕçе калаççĕ. К.-Кушки. Ырсемсене кашнине юсманпа, йăвачапа кĕл - тунă. N. † Туллăн, туллăн тулача, тулăран тунă йăвача сарă çăва юратать. Юрк. Тутлă чустаран унаç тăваççĕ, ăна çĕçĕпе салмаран вакрах касса тураççĕ. Ăна вара çатма çинче çупа, кăмакана лартса, пĕçереççĕ; çав йăвача пулат. Ib. Йăвачана та тутлă чустаран тăваççĕ. Ăна малтан унаç тăваççĕ; унтан çĕçĕпе вĕтчеççĕ салма пек тураççĕ. Вĕсене вара çатма çинче пĕçереççĕ, кайран çулаççĕ. Йăвачасене те чăвашсем чӳк тунă чухне тыткалаççĕ, çиеççĕ. Йăвача та, юсман пек, пит тутлă пулат. N. Тата йăвача, тутлă тулăран, çăмах пек касса, тăваççĕ. Сала 100° . † Сар-сар йăвача сарă çăва юратат. А. Турх. «Йăвача — в роде капăртма, но мелкое; на масле; сладкое». М. П. Петр. «Йăвача - нечто в роде нарезанной салмы, оладьи».
вĕçтер
понуд. ф. от гл. вĕç. КС. Шăнкăрч чĕпписене вĕçтерчĕ (пустил летать своих птенцов). N. Кĕлмĕçĕн çăнăхне çил вĕçтернĕ, тет. («Где тонко, там и рвется»). N. † Сăрт айĕпе çол турăм, çил-тăман килсе вĕçтерсе карĕ (занесло метелью). Якейк. Тыр вĕçтерес ― таса мар тырра çил пор çĕре илсе тохса, вĕçтерес, тени полать. Шăналăк сараççĕ те, пăтаккапа çав шăналăк çине тыррине йохтараççĕ; вара пор çӳпĕ-çапă вĕççе кайса пĕтет, пĕр таса тырă анчах йолать. N. Куç курми вĕçтерет (бушует пурга, буран). N. † Хранцус тутăр вĕçтертĕм (пустила развеваться) савнă тусăм кăмăлĕшĕн. || N. Мĕшĕн ачан ăйхине вĕçтертĕр? Зачем вы разгуляли ребенка? || N. Ăша вĕçтерекен (тоскливые) шухăшсем. || Сказки и пред. чув. 14. Утă пĕтсен, тыр вырма хура халăх вĕçтерет (спешит, стремится). Ч.С. Эпĕ, çак сăмахсене илтсенех, тăр та, нимĕн чĕнмесĕрех, киле çарранах вĕçтере патăм. N. Иван вара çавăн чухах кăвакăн-симĕсĕн курăнакан çĕрелле (где виднелся сине-зеленый туман) лашине вĕçтерчĕ, тет (припустил). Б. Яныши. Эпĕ апи апла пурнине (= пынине) курсассăн, часăрах килелле вĕçтере партăм. Ib. Эпир, уя тухса тарас тесе, тирне-тирне (= тирĕне-тирĕне, спотыкаясь) вĕçтере партăмăр. Орау. Туххăм вĕçтерсе кайса килем-ха (сбегаю). Янгильд. Петĕрпе омлă-хыçлă соваска çине лартăмăр та, вĕçтерсе анса карăмăр. || Хыпар № 25, 1906. Ялсенче халĕ час-часах студентсем çинчен калаçаççĕ. Вĕсем çинчен темĕн те пĕр вĕçтереççĕ (пускают слухи). Ib. № 23, 1906. Удел вăрманĕсене ют патшалăхри хуçасене сутаççĕ, терĕç. Анчах вăл тĕрĕс мар иккен, ăна веçтерсе-калаçнă. КС. Ял тăрăх çăмах вĕçтерсе çӳрет (сплетничает). || Завражн. Вĕçтерсе тăкам ак! Изобью! || Форсить.
йĕпсе
(jэ̆псэ), вязальная игла; кривая игла для сшивания кулей; род вертела. Изамб. Т. Йепсепелен чăлха çыхаççĕ. Сред. Юм. Чôлха çыхма сысна шăмминчен пысăк йĕп тăваççĕ, çавна йĕпсе теççĕ. Ib. Пансхи (= пански) чôлхасĕм çыхнă чôх пилĕк правăк йĕпсепе çыхаççĕ. Ib. Чăпта çĕленĕ чôхне тимĕр. кôкăр йĕпсепе çĕлеççĕ. Ib. Ачапчасĕм, лаша çитерме кайсан, паранк пĕçернĕ чохне, паранка аякран чиксе илме вăрăм патак шӳретсе тăваççĕ, çавна та йĕпсе теççĕ. СПВВ. ФВ. Йĕпсе — алса йĕппи, уна шăмăран, йĕп пек шĕвĕртсе, куçлă тăваççĕ: алшиш-чулха çыхаççĕ. Тюрл. Чăлха, алшиш çыхма йĕпсе (хытă йăвăçран, тăхлантан тăваççĕ); çăмах çиекен шăрпăк пек. || Маточник старой формы. Торх. Бугульм. † Хура вăрман çине эп хурт лартрăм, камăн йĕпсе пурри хурт тытĕ. Образцы 105. Анкарти пĕр хыçне хурсем (чит. хуртсем) ятăм, камăн ылттăн йĕпсе те çав тытать. Лашман. † Хура вăрман çине эп хурт ятăм, кам йĕпсе пурри çав тытĕ. Ст. Чек. Йĕпсе — ама лартакан арча. СПВВ. Йĕпсе — маточник; йĕпселе — йĕпсепе тир. Мыслец. Йĕпсе, маточник. Хурамал. Йĕпсе, колодка, куда сажают матку. Ходар. Йĕпсе, деревянный маточник. || Иглица, шпона. М. П. Петр. „Йĕпсе — шпона, которой скрепляются доски или брусья при их сплачивании“. В. Олг. Алăк йĕпси, стел йĕпси. Шел. 75. Хăшĕ чупа çунаççĕ, хăшĕ йĕпсе шăтарать. Ib. 96. Юпасене картласа, йĕпсе тăхăнтараççĕ (у моста). Рус. Йĕпсесем — шканты. || Паас. Йĕпсе — стропила. || Стержень для надевания цевок. Зап. ВНО. Йĕпсе — сăса йĕппи.
вилесене хывни
приношение жертвы умершим, поминовенив их. М. П. Петр. Чăвашсем 33. Çулталăкра вилесене епле, мĕн вăхăтра хывнисем. Вилнĕ çынсене юпа уйăхĕ пĕтнĕ чух („октябрь“) кĕр-кунне: кĕр çурти, тесе хываççĕ. Ăна сăра туса, икерчĕ пĕçерсе, чăхă пуçса, хываççĕ. Ăна: е шăмат-каç, е тунти-каç тăваççĕ. Ăна алăк патне çурта хываççĕ; килте миçе вилĕ, çавăн чухлĕ çурта çутаççĕ. Çурта çутаççĕ те, вара пурте пыра-пыра хываççĕ. Ăна хывнă çĕре ăратнисем пурте пухăнаççĕ, ăратнисем те пĕрле тăваççĕ ăна. Ак çапла хываççĕ: эпир сире кĕр-кунне йĕркипе, сăра туса, эрех илсе, чăхă пусса, икерчĕ пĕçерсе, пăтă пĕçерсе, хыватпăр, пил тăвăр; чипер вăхăтлă килсе, вăхăтлă кайăр, вăхăтсăр ан çӳрĕр; пил тăвăр пире, хĕнне-асапне ан парăр, ак сире пĕрре татса пăрахни пĕр ут туртăми пултăр, сирĕн умра сĕт кӳл пултăр; чипер ĕçĕр, çийĕр те кайăр, тесе, хываççĕ. Пур çемйисемпех пур выльăх-чĕрлĕхпех хĕнне — асапне ан парăр, теççĕ. Тата мункун эрни хушшинче тунти кун хываççĕ. Çав куна çурта кунĕ теççĕ. Унта та çăхă пусса, икерчĕ пĕçерсе, кĕр-куннехи пекех пур ăратнисемпе пĕрле хываççĕ. Тата çимĕкре хываççĕ. Ун чухне чăхă та пусмаççĕ, пăтă та пĕçермеççĕ, сăрапа, икерчĕпе, сĕтлĕ çăмах пĕçерсе анчах хываççĕ. Хывса тăксан, тата вара масар çине сăра, икерчĕ илсе кайса хываççĕ. Тата урăх вăхăтра юмăçсем каланă тăрăх хывкалаççĕ. Килте пĕр-пĕр çемйи чирлесен, юмăç патне кайса пăхтараççĕ те, вăл: виле тытнă, тесе, епле виле те пулин каласа ярат; мĕнпе хывмаллине каласа ярат, сăра тусай (= туса-и), икерчĕ пĕçерсен, эрех илсей, мĕнпе хывма калат унта, çавăмпа хываççĕ.
вирĕм чопни
то же, что вирĕм косни. Ходар. Вирĕм чунни. Пирĕн ялта, кашни çул вун-ултă, вун-çичĕ çулхи ачасем, мăн-кун ыран тенĕ чух, шăмат-кун каç вирĕм чупаççĕ. Мăн-кун çитесси пĕр виç-тăват эрне юлсан, вăлсем пĕр çĕре пухăнаççĕ те, вирĕм чупма пилеш хулăсем касмашкăн вăрмана каяççĕ. Хĕр-арăмсем вăл кун вирĕм ачасем валли кукăч-çăмах туса хатĕрлесе хураççĕ; йăвасем тăваççĕ, тата çăмартасем те пĕçерсе хураççĕ. Тата çав ачасам валлиях пĕрер чĕрес сăра пылласа лартаççĕ. Пӳрте кĕнĕ чухне, вăлсем юрласа кĕреççĕ. Вăлсен юрри ак çапла. „Вирĕм, вирĕм вирила, вирила та Кирила; кĕçĕр те вирĕм тиятпăр, ыран та мăн-кун тиятпăр. Кĕçĕр йăва çиятпăр, ыран пăтă çиятпăр, виçмипе яшка çиятпăр. Тавай та пире сăрине, тавай та пире сăрине, тавай пире сахăрни, шинкă та пива нинатă. — Пӳрт алăкне уçаççĕ те, пурте харăс: вирĕм! тесе, кăшкăрса яраççĕ. Хулăсемпе выляса пĕтерсен, ялта ятлă пулса пурăнса вилнĕ çынсене хываççĕ... Ăна ак çапла хываççĕ: алăк патĕнче сак çине икĕ алтăр лартаççĕ; пĕрин çине сăра хываççĕ, теприн çине кукăль, çăмарта, йăва хываççĕ. Ялти аслă çын ячĕпе пĕрене çумне пĕр çурта лартаççĕ; тата тĕпелтен сĕтел илсе пырса лартаççĕ. Сĕтел çине вара хывма мĕн кирлĕ, çавна пурне те хураççĕ. Кил хуçи хăй пирвай хывать. Сĕтел çинчен пĕр кукăльне илет те, ак çапла каласа алтăр тĕпне хурать: хамăр ялти аслă çынсем, ак сире пĕр кукăль; тытăр уна, хусамăр пĕлнĕ пек уйăрса илĕр, тет. Унтан сĕтел çинчен хуть кукăль, хуть йăва, хуть çăмарта илет те ячĕсене каласа хывать: ак Анчăк Якур, Мĕтĕк старик, Ентĕршке старик, Мишутка пичи, Матер-Ентĕри, Исаку, Тиму(х)ха Ентĕри, Тань(к)ка, Яруша, Уртеми, Микуш, Тетер старик вăйпĕрний; Шуç, Як(к)у тата Тинехпи вахтăр, пурте ывăнта пулччăр, тет. Пĕрне-пĕрне маннă пулсан: ех! тата Утриван шушчăка, самай хаяррине, ял çинче çӳренĕскерне, манса хăварнăç! Эппин ан çилен-ха, ывăнта пултăр, тесе, пĕр татăк татса пăрахать. Эппин пире чипер усрăр, ак çак ачасем, сирĕн авалхи йăлапа усалсене пилеш хулăпе (sic!) хăваласа çӳреççĕ; вăлсене чипер ачаллă-пăчаллă, ывăллă-хĕрлĕ ту. Тата пĕр курка пыллă сăра ăсса илет те, пирвайхи ятсенех каласа хывать. Сăрине хывса пĕтерсен: ĕнтĕ чипер ĕçсе-çисе кайăр, тет. Кил хуçи çапла хăй хывса пĕтерсен, сĕтел хушшине кĕрсе ларать те: ачасем, килĕр муçăрсене таткаласа пăрахăр, тет. Ачасем те çавăн пекех пирвай апачĕпе хываççĕ, унтан сăрапа хываççĕ... Унтан тухса каяс чухне, тавай пилеш хулăсемпе пӳртри çынсене, тумтирсене, вырăнсене: усалли тар, ырри кил! тесе, хĕртеççĕ. Çапла туса пĕтерсен, вирĕм ачасене пĕрер çăмарта, виçшер йăва параççĕ те, вирĕм юррине юрласа туха каяççĕ. Хуçи вара пĕрене çамăнчи çуртана илет те, кукăлч татăкĕпе чăркаса, алтăр çине ак çапла каласа хурать: ак сире çурта, çутса кайма; ан çухат, тет. Унтан ик алтăрне ик аллине илет те, тата тепри ун хыçĕнчен пĕр курка шыв ăсса тухать те, урама юпа кутне кăларса: чипер ĕçсе-çисе кайăр, тесе, тăкать. Уна пыта çисе ярсан: вăл вилнĕ çынсене еççе парать, теççĕ. Ачасем тепĕр çын патне кĕрсе каяççĕ... Пĕр-пĕр вăлсене кĕртмесен, ăна вара тăшман туса, пӳрт кĕтессине хулă вĕçĕсем, йăвасем, çăмартасем чиксе хăвараççĕ. Çапла чиксен, вăл çын патне пур усал юлать те, вăл вара ĕмĕре те ыр курса пурăнаймаçть, теççĕ. Хăйсем кĕмелли килсене çӳресе пĕтерсен, шыв хĕрне вирĕм пăрахма каяççĕ. Ăна ак çапла пăрахаççĕ: хăйсен мĕн пур хуллине пĕр çĕре çыхаççĕ, тепĕр вунă йăва, виç çăмарта çыхаççĕ те: ялти чир-чăр, пур усал сывлăш çак хулăсемпе, йăвасемпе юхса кайчăр, тесе, çав каланисене пурне те шывпа юхтарса яраççĕ те, юрласа тавăрăнаççĕ. Чертаг. Вирĕм мăн-кон каççĕн чопнă.
илт
(Ил'т’, ил’т), слышать. Рег. 202. Эп илтрĕм çав сăмахсене каланине (каланисене). Чăвйп. Илтмен сăмахах: илтрĕм, тет, пĕтмен ĕçех: пĕлтĕм, тет. N. Сана эпир илтрĕмĕр: школта, тесе. Мы слышали, что ты в школе. Сред. Юм. Сана пола çăмах илтсе лар конта. Из-за тебя вот неприятности выслушивай. N. Тилли илтмĕш пулса калать: мĕн тетĕн? илтместĕп-çке! Сред. Юм. Ӳлмерен он пик чортта пĕр сăмах илтем пĕрех! — пуçна çапса çĕмрĕп! Пшкрт. лэш окмак єлдäт вы̆лзам сол’аνиын’ä (что они говорят). Якей. «Суйя аки» кам илтет (выслушивает)? — Кам кот парать, вăт илтет (из свад. песни о прежней любовнице жениха). Юрк. Ваттисем, çамрăккисем! Пурсăр та манран илтнĕ пулăр, пурсăра та сире пĕр сăмах! Юрк. Чăваш арăмĕ те ку çапла кăлăхах тертленсе каласа ларнине илте-пыра, унтан кулса тăра пуçлать. Юрк. Кӳрши çапла савăнса чĕннипе илте-тăра, кĕсем те, пӳрте кĕрсе, сĕтел хушшине кĕрсе ларса, хăна пула пуçлаççĕ (гостями стали). Юрк. Итлесе ларакансем илтнĕ пулăр. Рег. 201. Эп вăлсам сăмахсене илтрĕм, вăлсам попленисене. Рег. 142. Эп старикран илтрĕм санпа попленине. Рег. 141. Эп старикран илтсе эс каланине. Рег. 140. Эп илтрĕм вăл каланине. Ист. 144. Халăх, илтнĕ пулăр, акă эпир Панпа вут витĕр утса тухмалла тавлашрăмăр. Юрк. Халăх çапла каланнине илте-тăра ку та: эпĕ ăна лаша илме çĕр тенкĕ парасшăнчĕ, итлемерĕ, тет. Сиктерма. Эп илтеймесĕр юлтăм пулмалла. Я, должно быть, не расслышала. Юрк. Сарă алтăрта пыл йӳçет, ăна ĕçмесĕр каяс çук; пичче? килнĕ хăнана, илтмесĕрех каяс çук. (Хĕр сăри).
унаç
онаç, комок теста. Сред. Юм. Когда делают салму, то тесто отрывают небольшими кусками и валяют на столе; это тесто и называют «унаç»; потом из него режут салму. IЬ. Çăмах çăрсан, вĕтĕ-вĕтĕ вăрăм туса, ôнаç тăваççĕ, ôнаçран вара, таткалăса, çăмах тăваççĕ. Изамб. Т. Салмалăх чустаран унаç-унаç тăваççĕ. Альш. Унаç çиекен. || Комок чел. кала Рак. Унаçăн-унаçăн кăлара-кăлара пăрахнă (при испражнении).
клёцки
сущ.множ.; един. клёцка
çăмах; пшеничные клёцки тулă çăмахĕ; суп с клёцками çăмах яшки
фрикадельки
сущ.множ.; един. Фрикаделька
фрикаделька (вĕтетнĕ ашран тунă вĕтĕ çăмах евĕр çимĕç); суп с фрикадельками фрикаделька яшки
галушки
мн. (ед. галушка ж.) салма, çăмах.
клёцки
мн. (ед. клёцка ж.) вĕтĕ çăмах, салма.
фрикаделька
ж. фрикаделька, аш çăмах.
Йĕплĕ çăмах хыптар
Йĕплĕ çăмах хыптар обдувать / обдуть кого-что, обманывать / обмануть кого-что.
Юмах ярап, юптарап, йĕплĕ çăмах хыптарап, юмах юман тăрринче, хам урхамах çийĕнче. Е. Никитин. Капкăн-хапкăн хыт кăшлать, йĕплĕ çăмах хыптарать, Кулман çĕртен култарать. Н. Шупуççынни.
См. также:
çăматă çăмах çăмах шăрпăкĕ çăмах шалчи « çăмах) » çăмахлăх çăмахла çăмка Çăмкка çăмлă