пăсавçă - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
п.с. Çирĕпленнĕ йĕркене пăсакан, килĕшӳлĕхе сарăп кӳрекен çын. Вăрçă умĕн поэт «Феликс — чикĕ пăсавçă» ятлă поэма çырнăччĕ. П.Хусанкай, 1968, 38 с. «Эсир» сăмаха «эсĕр» тесе те çырма хушаççĕ кунти чĕлхе академикĕсем-пăсавçисем. ТА, 2000, 2 /, 1 с.