мулкач - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
п.п., калаç. Автобус-троллейбусра билет илмесĕр вăрттăн-хĕрттĕн çӳрекен çын; билетсăр пассажир. [Шоферăн] чĕрре кĕме сăлтавĕ те пулнă иккен. Автобусра тăхăр «мулкач» хĕсĕнсе пынă. К-н, 1984, 4 /, 9 с. Кĕçех контролер «мулкачсене» шыра пуçларĕ. К-н, 1986, 16 /, 4 с. «Мулкачсен» йышĕ хушăннă ĕнтĕ. Контролерсем те тытса çитереймеççĕ вĕсене. Х-р, 21.03.1992,1 с. «Мулкач» кондуктора çаратнă [Пуçелĕк]. ÇХ, 2000, 37 /, 4 с. — ик ураллă «мулкачсем» (К-н, 1986, 22 /, 7 с.).