мишавай - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ч.с. Çĕрпе усă курассине йĕркелесе пыракан ятарлă çын; çĕр йĕркелӳçи. Çĕрйĕркелекен (мишавай) районти администраци аппаратĕнче пултăр. Х-р, 16.09.1992, 1 с. Чăваш мишавайĕсем Йошкар-Олара вĕренĕç [Пуçелĕк]. Х-р, 16.07.1997, 2 с. Мишавайсен канашлăвĕ Ильинкăра иртрĕ [Пуçелĕк]. ÇЯ, 10.07.1999, 1 с.