мастурбаци - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
п.с. Çын ачаш вырăнсене хускатса хăй тĕллĕн (арлăх çыхăнăвне кĕмесĕр) ар киленĕçне туйни. Мастурбаци е онанизм — искусствăлла майпа ар органĕсене килентерни. П-е, 1991, 7 /, 29 с. Мастурбаци — арçын е хĕрарăм япалисен тул ен органĕсене сĕртĕне-сĕртĕне секс туйăмне тивĕçтерни. Я-в, 1991, 1 /, 32 с. Мастурбаци — алăпа ар органĕсене вылятса ар шĕвекне кăларса лăпланни. МТВЧС, 1996, 110 с. Çынсем мастурбацие темĕнле килĕшӳсĕр те таса мар япала вырăнне ан хуччăр. Х-р, 22.02.2000, 3 с. — мастурбаци ту (Ă-л, 1998, 4 /, 19 с.); мастурбаципе айкаш, мастурбаципе аппалан (Ар, 2001, 11 /, 3 с.), мастурбаци мелĕ (Ар, 2001, 22 /, 3 с.).