агитматериал - Неологический словарь чувашского языка
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Неологический словарь чувашского языка
ç.с., калаç., ç.с. Агитаци тĕллевĕпе хатĕрленĕ листовка, плакат, брошюра т.ыт.те. Вĕсен агиткинче каланă тăрăх, Шурчанова президент пулма суйласан — парламент правительствăна пĕтĕм хăватпа пулăшса пырĕ. Х-р, 25.12.1997, 3 с. Агитматериалсемшĕн питĕ хитре, чаплă та капăр хут хĕрхенмен. Х-р, 24.03.2000, 1 с.