Ăш канать - Чувашско-русский фразеологический словарь
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Николай Плотников
Чувашско-русский фразеологический словарь
Ăш [чун] канать 1. душа успокаивается у кого, удовлетворяется кто; 2. жажда утоляется у кого.
1. Кайри пӳрте кайса ларчĕ, хунямăшĕпе пĕр-ик сăмах калаçрĕ, ăшĕ канмарĕ. П. Осипов. Вара Таиç карчăкăн та чунĕ каннă. С. Элкер. 2. Хуллен хăвалăха ансан, илтетĕн çăлкуçăн шăнкăр сассине. Пружина пек хумсем çине выртса, ăш каниччен ĕçен çĕр сĕткенне. Ю. Семенов.