çавăрса хур - Словарь чувашского языка
Над созданием электронной версии трудились: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Словарь чувашского языка
взвалить. М.-Чолл. Кашкăр сасартăк сиксе тухрĕ те, Елена Прекраснăя çурăм çине çавăрса хучĕ те, чул сапор урлă сикрĕ. Яргуньк. Çурăм çине çавăрса хутăм (шкуру волка). Сред. Юм. Çурăм çине çавăрса хор. Взвали на плечо. || Перевернуть. Сред. Юм. Çавăрса хор, переверни. || Побороть. Сред. Юм. Кĕрешнĕ чôхне çавăрса хор (побори). Пазух. Çавăрайса хунă, ай, çаврашка, кӳлсе тăратнă та пар лаша. Орау. Ĕнсерен парас (по затылку тебе дать), çавăрса та хураймасть (о музыканте). || Оплести (т. е. съесть). Орау. Пĕр куккăле çавăрса хутăм (оплел, т. е. съел). Сред. Юм. Эп пĕчченех ик чĕл çăкăра хам çавăрса хотăм. Я оплел (съел) два ломтя хлеба один. Капк. Инçе кайрĕç-и, сахал-и, пĕр йăран тĕми çине ларса кукăле çавăрса хучĕç. || Выпить (чарку, рюмку). КС. Пĕре çавăрса хур-ха, мĕн сĕнтерен? || Отпарировать удар (в разговоре). КС. Ăна хирĕç лайăх çавăрса хучĕ (ловко отпалил ему).