I.
то же, что тĕрĕ
II.
1.
собирать, сгребать (в кучу)
улăм тĕр — сгребать солому
2.
мять, комкать
ан тĕр çĕлĕке! — не мни шапку
3.
растирать
тăпра муклашкисене тĕр — растирать комки земли
4. перен. разг.
уплетать
III.
подражание шуму от быстрого движения
кăвакарчăнсем тĕр! вĕçсе кайрĕç — голуби взлетели, шумно хлопая крыльями
IV.
то же, что тăръя
должно быть, наверное, возможно, пожалуй. А.-п. й. 80. Пĕрре вăл шухăша каят: „Эпĕ вĕт нихăçан та пăрçа акса курман, çавăнпа манăн тырă пулмасть-тĕр“,— тесе шухăшлать. Юрк. Паçăр мĕскерлескер-тĕр, пысăк кăна хĕрлĕ сухаллă çын чăматан йăтса тухнине курсаттăм. Менча Ч. Пуяннисем укçа хураççĕ, чухăннисем арçын ача пулсан, е пиçиххи хураççĕ, е шур тӳме-тĕр мĕн-тĕр хураççĕ (ребенку на зубок). СЧЧ. Епле йĕркепе чӳклеççĕ-тĕр, эпĕ ăна пĕлейместĕп. Юрк. Кĕлет те пачĕ-тĕр? — Пачĕ, тет.— Вите те пачĕ-тĕр? – Вите те пачĕ, тет. Расск. Эсир сăнакансем-тĕр, тенĕ.
комкать, Тим.-к. Тĕр тĕрме, ăна тĕрме мĕнĕ пур? Хуç хуçма, ăна хуçма мĕнĕ пур? (Вырăн пуçтарни). Тогач. Хуç хуçмалла, хуçмалла, унта хуçасси мĕн пур, тĕр тĕрмелле, тĕрмелле, уна тĕресси мĕн пур? (Тӳшек пуçтарни). || Собирать в кучу (солому). Изамб. Т. Малтан сеникпе сиктернĕ улăма тĕрсе чикĕм-чикĕм тăваççĕ. Сред. Юм. Авăн çапнă чохне кĕлтесĕне олăмласа тохсан, олăмне сиктерсен, тĕреççĕ (собирают в кучу). || Орау. Лекĕрсем амаль тунă чухне муклашкаллă тăракан амальсене тĕрсе çăнăх пек тăваççĕ. || Шурăм-п. Ĕçлекен çын апат нумай çиет; пăлатниксем те çавăнпа апата хыт тĕреççĕ. Сред. Юм. Апата тĕрет анчах. Много и скоро ест. Орау. Хăяр хуралçи çаккăра тĕрет анчах, леçсе те çитерме çук. Ib. Ĕне ута тĕрет анчах.
(тэ̆р), то же, что тĕл.
подр. быстрому движению (бегу, полету, горению). Толст. Сасартăках йытăсем тĕр! чупса карĕç. Никит. Лаши хăраса тĕр тарчĕ. СПВВ. Тĕр вĕçрĕ. ЧП. Кăвак кăвакарчăн тĕр вĕçрĕ, мамăкĕсем çĕр тĕр юлчĕç. N. Мамăксем çĕре тĕр вĕçрĕ (перья голубя, когда он полетел). КС. Хурсам йытăран хăраса вĕççĕрĕç те, тĕкĕсем тĕрех вĕççĕрĕç.
(тэ̆р), крик, которым гонят овец (коз). Шашкар.
встреч. в следующих сочетаниях: тĕр-пер, тĕр-тер, тĕр-тяр.
то же, что тĕрĕ. ЧП. Хут çыру пек тĕр тăваççĕ. N. Хĕрсем çула тĕр тунă чух, пĕри ыйтать: эсĕ сар шерепи яни-ха? тет.
уст. 1. «собирать в кучу» (солому); 2. «комкать», «мять»; 3. «есть жадно, много»; др. тюрк. (енис), КБ, Зол. бл., чаг. (Навои) тэр, узб., кирг., казах., к. калп., ойр. тертәр «собирать»; АФТ, хак. mӳp, якут. тӳӳр, тур., тув. дӳр «свёртывать», «складывать»; тат., башк. тӧр «завёртывать», «закутывать», «обвёртывать».
См. также:
тĕпчекеле тĕпчеттер тĕпчӳ тĕпшĕм « тĕр » тĕр çиме тĕр кăнчалаççи тĕр карта тĕр киле тĕр пол