I. диал.
то же, что тăркăч
II. глаг.
1.
ерошить, лохматить, трепать
çӳçе çил тăрмалать — ветер треплет волосы
2.
тормошить, трясти
тăратас тесе тăрмала — тормошить спящего
3.
царапать, царапаться
кушак алăка тăрмалать — кошка царапается в дверь
тăрмаласа ил — поцарапать, оцарапать
тăрмаласа пĕтер — расцарапать, исцарапать
4.
чесать, расчесывать
вăрăмтуна çыртнăран ача аллисене тăрмаласа пĕтернĕ — от укусов комаров ребенок расчесал руки
5.
ковырять, ковыряться (напр. в ухе, в носу)
6.
протирать (глаза после сна)
куçне те тăрмалайман-ха — он еще и глаза-то не протер
7. диал.
рыть, копать
разгребать (напр. землю)
8. диал.
грести, сгребать (напр. колосья на стерне)
(ты̆рмала, тŏрмала), коньки. Пожар-б. Абаш. Шоçлака (скользкий) пăр çинче тăрмалапа ярăнса çӳреççĕ. Б. Янгильд. Хĕветĕрпе Ентри юнашар ярăнса кайнă чух тимĕр тăрмалисене чаримасăр, шăнман çĕре кĕрсе кайса, анса карĕç.
(тŏрмала), царапать. Собр. Кушак тăрмаласан, тăман тухат, теççĕ. Андор. Кушак урипе тăрмаласан, тăман тухать, теççĕ. N. Ăна тăрмаласа, хышласа чĕп-чĕрĕ юна пĕветнĕ. Альш. Кушак тенкеле тăрмалат (стул; царапанье материи). N. Анчах пĕр йытти каллах тăрмала пуçланă. N. Кушак сака тăрмаласан, вăл вара кĕлет умне кайса ларсан, вăрăсем çаратса каяççĕ, теççĕ. Йӳç. такăнт. 40. Уринчен тăрмаласа. || Продрать, очищать от гноя (глаза). Трахома. Пăхайман пирки пӳрпе çĕленсе ларнă куçне шывпа çуса тасатас вырăнне тӳрех тăрмалама тытăнать. || Долбить. К.-Кушки. Ау 1З°. Унтан тытăнчĕç, тет, йывăçа тăрмалама. Тăрмала-тăрмала йывăç сулăнса кайре, тет. || Рыть, копать. Хурамал. Çавăн арăмĕ çĕр тăрмаласа (= чавса) ылханать. N. Сысни йывăç йĕри-тавра тăрмаланă-тăрмаланă та, вăрмана кайнă. N. Ху та куратăн вĕт: вăл ялан тăрмалать. || Разгребать. Тюрл. Пучахсене кĕреплепе тăрмаласа кăларас полать, кĕрепле тăрмаласа кайнă хыçĕнчен сĕркелесе каяс полать. Çĕркеленĕ хыçĕнчен çиçсе пырас полать. || Ерошить. КС. Çуçне-пуçне тăрмаласа çӳрет (взърошив).
«царапать», «царапаться»; тăрмалан «карабкаться», «лезть (цепляясь за что-л.)»; МК тырмала «царапать», «чесать»; кирг. тырмала, ойр. тырмакла «царапать», «чесать»; «бороновать»; «карабкаться»; казах., к. калп., ног., карач., тур., тат., башк. тырна, узб. тирна «царапать», «чесать»; см. чĕрне.
См. также:
тăрма тăрмавçă тăрмак тăрмаклан « тăрмала » тăрмалан тăрмаланкала тăрмалантар тăрмаланчăк тăрмалаттар