п.с. 1. П.п. Сасă чĕлĕхĕсене вылятмасăр шăппăн калаçни; сассăр пуплев. Зал тăрăх пăшăлтату шуса иртет. А.Железковăпа К.Семенова, 1964, 170 с. Хĕр пăшăлтатрĕ. Анчах çав пăшăлтату кăшкăрнă майлă илтĕнчĕ. Г.Ефимов, 1984, 128 с. Хĕрпе каччăн ăшă пăшăлтатăвне итлесе тăма аванах мар. В.Эктел, 1996, 78 с.
— юрату пăшăлтатăвĕ (Ю.Айдаш //Х-р, 14.05.2003, 4 с.);
— ВЧС, 1971, 869 с.
2. П.п. Килĕшӳллĕн илтĕнекен вăйсăр сасă (шĕпĕлтетни, чăшăлтатни т.ыт.). Шăнкăрав янăранă чух... йывăçсем яланхи пăшăлтатăвне татĕç. И.Лисаев //Я-в, 1974, 4 /, 3 с. Хум пă-шăлтатăвĕ [Кĕнеке ячĕ]. М.Карягина, 1995. Ав, ... парка йывăç çулçисен пăшăлтатăвĕ хăлхара. Х-р, 3.06.1997, 3 с. Сӳ кайрĕ чун — ылмашрĕç тейĕн аслатипе пăшăлтату. Н.Ишентей //Я-в, 2000, 5 /, 3 с.
3. Ç.п. Ăшри пуплев. Шухăш — чарăнми вĕç-хĕррисĕр темĕнле пăшăлтату. Г.Айхи, 1988, 52 с. Ĕмĕт пăшăлтатăвĕ [Пуçелĕк]. М.Мерчен //К-н, 2002, 7 /, 13 с.
4. Ç.п. Сăмах сарни; сăмах-юмах, сас-хура. Пăшăлтату пăтти... Ку пăшăлтату мар, ку — чăнлăх. ÇХ, 1997, 38 /, 4 с.
См. также:
пăшăлт пăшăлтат пăшăлтаткала пăшăлтаттар « пăшăлтату » пăшăлти пăшăлткă пул пăшăр пăшăртат пăшăрха