Поиск: кукша

Введите слово для поиска

Область поиска:

Чувашско-русский словарь (1982)

1.
плешь, плешина, лысина
плешивый, лысый
безволосый

кукша çын — лысый человек
кукша пуçлă — лысый, с лысиной
Кукша пуç, тăватă куç. (Тӳме). — загадка Плешивая голова, четыре глаза. (Пуговица).
2.
обсевок и обсевки
кукша хăвар — оставлять обсевки
3.
парша
стригущий лишаи

кукша пуçбот. одуванчик

Никольскийĕн чăвашла-вырăсла словарĕ

плешь
кукша пуç, кукша пуçлă — плешивый

Словарь чувашского языка

плешь; лысина. Кубня. † Илĕр-пăрахăр çĕлĕкне, çап-çут кукши курăнтăр. Абаш. Маркку кукшине хыпаларăм-ха. Я отодрал Марка за волосы. Цив. Патша вара кукшанне кукшине тураттарнă, лайăх кĕпесем тăхăнтарнă. Ib. Мĕн, кукшупа çынсене хăратма пыратна унта? С. Айб. Кукши уйăх çути ӳкнипе çап-çутă курăнать, тет. Пазух. Хăта пӳртне кĕтĕмĕр, хăта кукши çутипе. N. Эсĕ, шăна-мĕн ларсан, кукшăна шăлмасăр чăтаймастăн (не утерпишь, чтобы не потереть лысины). || Плешивый, лысый. Янтик. † Пирĕн йысна кукша пуç; çĕлĕкне илсе пăхсассăн, навус çинчи кăмпа пек. Байгул. Тырă акма тухнă чух, кукша çынна курсан, тырри начар пулать, теççĕ. НАК. Хушка пуçлă сурăх ури лексен, хĕрĕн упăшки пуласси, каччăн арăмĕ пуласси кукша пулат, тенĕ, тет. (Ăраштав). Альш. Кукша калат: тете, вĕрен салтăнчĕ, ӳкет! тет. Тетĕшсем калаççĕ: кукша, пĕтертĕн, ан ӳкер! теççĕ, тет. СТИК. Кукшан кăмăлĕ! (Говорят взрослые, когда маленький обидится на то, что его обделили; потом ему дадут, что следует, и он, в восторге, смеется. Смысл такой: не много нужно, чтобы угодить человеку). N. Кукшан кук шухăш. (Послов.). Кукша юмахĕ сказка о плешивом. || Назв. болезни: парша. О сохр. здор. Чăвашсен тата кукша тиекен чир пур: çав чирпе çыннăн хăш чухне пуçĕнче пĕр çӳç те юлмасть. || Обсевок. Ст. Чек. Кукша = ал хошши. Ib. Ана кукша юлсан, килтен пĕр арçын вилет. || Мучнистая роса. Кан. 1927, № 214. Унччен те пулмарĕ, кукша (мучнистая роса) çĕнтере пуçларĕ. || Прозвище. Альш. Кукша улатимĕр, Кукша Ентей, Кукша Уртем, Кукша Караçка Çитăрĕ. Изванк. Çав ялта Кукша Майра ятлă юмăç пур.

Чувашско-русско-латинский словарь названий животных

кукша (ронжа) — cractes infaustus [тайгара пурăнакан курак йăхĕнчи вĕçен кайăк]

См. также:

кукурук кукурус кукушка Кукушки « кукша » Кукша Иван Чартакĕ кукша кăвакал кукша курĕк кукша-пуç кукша-пуçлă

кукша
Часть речи
Япала ячĕ
 
Фонетика
5 букв
 
Твердое слово
 
Язык
По-чувашски
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150