глаг. сов.
1. (ант. открыться) хупăн, хупăнса лар; дверь со стуком закрылась алăк шалтлатса хупăнчĕ
2. (син. запереться) кĕрсе лар, хупăнса лар; закрыться в комнате пӳлĕмре хупăнса лар
3. хупăн, ĕçлеме пăрах; магазин закрылся на ремонт магазина юсама хупнă
-роюсь сов., закрываться несов. хуплан, хупӑн, витӗн, пĕркен.
сов. 1. хупăн, хупăнса лар (сăм. алăк); 2. (накрыться, укрыться) хупла, хуплан, хӳтĕлен, пĕркен, витĕн; закрыться руками алăпа хупла; закрыться от дождя çумăртан хуплан; закрыться полотенцем от мух шăнасенчен алшăллипе хуплан; солнце закрылось тучей хĕвел пĕлĕт айне пулнă; 3. (сложиться, сомкнуться) хупăн (сăм. кĕнеке); хуçлан (сăм. çĕçĕ); 4. (запереться) хупăн, питĕрĕн, хупăнса лар, питĕрĕнсе лар; закрыться в чулане чăлана питĕрĕнсе лар; 5. (прекратить деятельность, работу) хупăн, чарăн, ĕçлеме пăрах; театр закрылся театр ĕçлеме пăрахнă; собрание закрылось пуху хупăннă; 6. (зажить — о ранах) тӳрлен, ӳт ил (суран).
См. также:
закрутить закрутка закрытый закрыть « закрыться » закулисный закуп закупорить закурить закусить