Поиск: ĕрет

Введите слово для поиска

Область поиска:

Чувашско-русский словарь (1982)

1.
ряд
строй, шеренга

малти ĕрет — передний ряд
йăмра ĕречĕ — ряд ветел
иккĕмĕш ĕретре лар — сидеть во втором ряду
ĕрете тăрат — ставить в строй, в шеренгу
2.
очередь, черед
ĕрет сиктер — пропустить очередь
пире ĕрет çитрĕ — настала наша очередь
3.
порядок
ĕрете кĕрт —
1) привести в порядок, убрать (напр. комнату)
2) призвать к порядку
4.
полоса, полоска
тутăр хĕрри виç ĕрет — каемки платка в три полоски

ĕрет ту — устроить угощение (ответное)
ĕрете чĕн — ответно пригласить в гости
ĕрете кĕр — исправиться, остепениться

Никольскийĕн чăвашла-вырăсла словарĕ

ряд, строй
ĕретлĕ — рядом
ĕретпе — по порядку
ĕретлĕ пăта йусманĕ — фамильный, семейный праздник с жертвоприношением
пӳртсем ĕретпе лараççĕ — дома стоят по строю
вăл çын вара ĕречĕне тав-туса ĕрет пуçласа йарать — а тот человек, по порядку, приветствует другого и таким образом начинает ряд (приветствий)

Словарь чувашского языка

(э̆рэт, э̆рэт'), ряд; порядок; строй; лад. N. Икĕ ĕрĕтĕн тăчĕç. Встали в два ряда. Ч.С. Тата алăк патне çуртасем ĕречĕпе лартса тултарчĕç (при похоронах). Ходар. Пӳрте кĕрсессĕн, пурте ĕречĕпе сак çине ларса тухаççĕ. Пурте пĕр ĕрет виçшер курка ĕçсен, кĕслеç кĕсле калама тапратать. Войдя в избу, все садятся на нары в ряд. Когда все они один за другим выпьют по три ковша за раз, гусляр начинает играть на гуслях. Юрк. † Хрантсуски тутăр кĕçĕнтерех, унăн хĕрри виç ĕрет (с каемкой в три полоски). || Ряд (порядок) домов. Юрк. Çурчĕ çав ĕретрех, виç-тăват кил урлă-кăна. Его изба в том же порядке, всего через 3―4 двора. || Очередь, черед. Альш. Ĕнтĕ вăталăххине ĕрет, тет, сыхлама кайма. Хыпар № 31―2, 1906. Нумайлăха мар, çапах та тӳс! Санăн та ĕрет çитĕ. Не надолго, потерпи! И твоя очередь придет! Ст. Чек. Ĕрет тивĕрĕ (sic!), дошла очередь. Ст. Ганьк. † Ĕççе пар та яра пар, юлашкине ĕрете яр. Юрк. † И, ĕççе пар; тăван, ай, яра пар, юлашкисем юлсан, ĕретрен яр. IЬ. Ун чухне пире ĕрет çитмес, тесе, хăварчĕçĕ. В то время нас оставили, ссылаясь на то, что (до нас) не дойдет очередь. Макка 169°. † Ыр ут килет ыткăнса, ыр çын килет асăнса: тулли курка тыттарăр. Тулли курка ― тав сире, ытармалла мар сире. Ĕçе пар та, яра пар, юлашкине ĕрете яр. Мчится хорошая лошадь, (на ней) едет добрый человек, нарочно (с целью навестить нас). Наливайте ему полный ковш. Приветствую вас полным ковшом, вы очень милы моему сердцу. Выпей, и больше ничего, а что останется, передай гостям по порядку. || Поочередное взаимное угощение, устраиваемое чувашами во время праздников. Гости, посещающие дом в силу этого обычая. Изамб. Т. Эпĕ çывăрса тăнă çĕре пыстете (= пысăк тете) ывăлĕ ĕрете чĕнме килнĕ. Атте: ĕрет хамăр патăртан пуçлăпăр, тетӳсене чĕнсе кил ĕрете, терĕ. Эпир хамăр ĕрет пуçласшăн-ччĕ, терĕ пирĕн атте. Ул çапах пирĕн атте-аннене хăйсем патне ĕрете илсе карĕ. IЬ. Анчах хамăр патăра ĕрет пынине куртăм та, часрах киле чупрăм. IЬ. Раштавра хамăр пата ĕрет пырсан (когда к нам пришли гости, обходившие из дома в дом), пăртак сăра ĕçтеркелерĕç. Çавăнтан тата çĕнĕрен чирлерĕ. IЬ. Ĕрет килсе кĕрсен, эпĕ пуринпе те Христус-вускрес турăм. Вил. йăл. Вăл кун вара каçчен мун-кун йĕркипе ĕрет туса ĕçкĕ-çикĕ тăваççĕ. N. Çапла çĕрĕпе, ăратнере ĕрет тухачченех, хывса ĕççе-çисе çӳреççĕ. Богдашк. Т. Пĕр каçхине псаломщикĕ рекрутсемпе ĕрет туса ĕçсе çӳренĕ те, кун патне те каймалла пулнă. || Соблюдение порядка (в обряде). Сиктер. Çапла ĕретне туса çитерсен, ĕçсе çиме тытăнаççĕ.

Этимологический словарь чувашского языка (1964)

, peт «ряд», «порядок»; уйг., башк., тат. рәт, казах. рет «ряд», «порядок». Заимствовано из русск. яз.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

йĕрке. Тепĕр ĕрет (йĕрке) лакăмсем туса тухнă чух кунăн лакăмисем çӳлти ĕретĕн лакăмĕсем хушши тĕлĕнче пулса пыраççĕ [Хабачев 1910:16–17].

См. также:

ĕрескеллĕ ĕрескелле ĕрескесĕр ĕрескет « ĕрет » ĕрет сиктер ĕретĕм ĕретĕн ĕрете кĕр ĕретлĕ

ĕрет
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org