Поиск: Ĕнлет

Введите слово для поиска

Область поиска:

Словарь чувашского языка

(э̆н'л'эт'), назв. реки Илети, притока Волги. Нюш-к. Ĕнлет шывĕ Шур-Атăла(?) тухать. Шур Атăл тăрăх ухсан-ухсан, чи вĕçĕнче шурлăх пур. Çав шурлăх варинче тына-пуççи (кочка) пур. Тына-пуççи çинче кайăк патши пурăнать. Кайăк патши пĕрре шăхăрсан, пĕтĕм кайăк пухăнать. Вара кайăк вăрçи пуçланать. Çав вăрçăра çăмăр çунă пик кайăк вилсе ӳкет. Тепре шăхăрсан, вăрçă чарăнать. Кайăксем вара, кăçтан килнĕ, çанта каяççĕ. Кайăк патши çĕн уйăхра çĕнелет, кив уйăхра кивелет. Çав шурлăх айккинче хумăшлăх. Хумăшлăх çумăнче карчăк пурăнать. Çил-тăвăл тухсан, хумăш кашлама пуçлать. Хумăш кашланине илтелесе, карчăк юрăсем, кĕвĕсем юрлать, хăен юррисене пирĕн енеле ярать. IЬ. Ĕнлет шывĕ тăрăх кайсан-кайсан-кайсан, темĕн чул кайсан та нимĕн те çук, пĕр таса уйпа шыв анчах. Тата кайсан, пĕччен хурăн ларать. Патша вăрçă пуçлаччен, çав хурăн патĕнче кайăк вăрçи пулать. Кайăк вăрçнă вăхтăрта (= вăхăтра) унта çын пырса тăрас пулсан, нипле те чăтса тăрас çук, çавăнтах кайăк сассипе вилсе каймалла. У (= вăл) вырăна çын пыраймасть. Пĕччен хурăн патĕнче Хултер (Хул'д'эр) патша турăпа чаршав витĕр йăмахлать, тет.

См. также:

ĕнкĕр ĕнкĕрт ĕнкер ĕнкерт « Ĕнлет » ĕнмен ĕнреш ĕнсе ĕнсе кокли ĕнсе хыç

Ĕнлет
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org