Поиск: çăмарта

Введите слово для поиска

Область поиска:

Чувашско-русский словарь (1982)

1.
яйцо (птиц, пресмыкающихся)
яичный
тăрă çăмарта — яйцо без зародыша
чĕпĕллĕ çăмарта — насиженное яйцо
крокодил çăмарти — крокодильи яйца
çĕлен çăмарти — змеиные яйца
чăх çăмарти — куриные яйца
çăмарта çурхахĕ — пленка в яйце
çăмарта хуппи — яичная скорлупа
çăмарта хуххи — воздушная полость в яйце
çăмарта пуçла — начать нестись (о курах)
çăмарта сăхнă — яйцо проклюнулось
çăмарта ту — нестись, нести яйца, класть яйца
Пуянăн автанĕ те çăмарта тăвать. — посл. У богача и петух несет яйца.
Чăххине çăмарти вĕрентмест. — посл. Яйца курицу не учат.
2. анат.
яичко
лаша çăмарти — конские шулята
çăмарта хутаççи — мошонка
çăмарта анни  — грыжа
çăмарта кас — класть, холостить, кастрировать
3.
анат.
яйцо, яйцеклетка (женская половая клетка)
çăмарта клетка — яйцеклетка
4.
яйцо (у насекомых)
кăткă çăмартисем — муравьиные яйца
эрешмен çăмарти — паучий кокон
5.
яйцо (как пища)
яичный
ăшаланă çăмарта — яичница
диетăлăх çăмарта — диетические яйца
калекле çăмарта — яйцо всмятку
месерле çăмарта — яичница по-чувашски (из вареных яиц)
пĕçернĕ çăмарта — вареные яйца
чăмăрла (хытăлла) çăмарта — яйца вкрутую
çăмарта сарри — яичный желток
çăмарта хăпартни — омлет
çăмартапа сухан кукăлĕ — пироги с луком и яйцами


çăмарта курăкĕбот. горицвет

Никольскийĕн чăвашла-вырăсла словарĕ

яйцо
çăмарта шурри — белок
çăмарта сарри — желток
çăмарта хуппи — скорлупа
чăхă çăмарта тăвать — курица несет яйцо
пит çăмарти — щеки
çăмарта шӳрпи — яичная похлебка
çăмартана чĕпĕлентер — насидеть яйцо, яйца
çăмарта шăтрĕ — яйцо разбилось
пĕр хуран шурă çăмарта

Словарь чувашского языка

(сы̆марда), яйцо. Собр. Чăх çара çăмарта тусан, япала çухалать, теççĕ. Орау. Пĕлтĕр çăмартана малтан Якура çитартăмăр та, чăхсем çăмарта лайăх (нуммай) турăç. Ib. Чăх çара çăмарта тусан, лайăх мар. N. Кивĕ çăмарта. N. Виç эрнерен ытла выртман çăмарта. N. Çăмарта самăр мар. Кубня. Мăн çăмарта, çутă куç. (Ламппă). Абыз. Вуникĕ ăмăрт-кайăк, ал икĕ чана, тата виçĕ çĕр утмăл пилĕк шăнкăрч пĕр çăмарта йăтса кайнă. (Çулталăкри уйăх, эрне, кун). N. Хĕре (невесту) килте, çынсем панче те непременно çăмарта шӳрпи çитереççĕ, ачалă-пăчалă пултăр тесе. Вил-йăли. Ача вилсен (лет до 5—7), тула çăмарта кăларса ывăтаççĕ. Альш. Сакайĕнче сакăр çăмарта, саккăрĕш те сарă çăмарта. Пшкрт. Иккĕччен çоратат (родится), пĕре вилет. (Çăмарта). N. Ку такăнчĕ, тет те, кун çăмарта тарчĕ, тет (яйцо выскользнуло у него из рук). М. Васильев № З, 20. Çыннăн чонĕ тохсанах: чон вырăнне çăмартана асаплантар, тесе, орама пĕр çăмарта тохса пăрахнă. Тет. Çĕнĕ-çынни минчетрен килсенех, хапха урлă çăмарта ывăтаççĕ. Нюш-к. Шыв чăххи çăмартине шыв хĕрне тăвать (несет яйца на берегу). N. Ăçта çăмарта ăрăмласа пăрахать вăл çын патне. Çавăнпа чăвашсем, хапха умĕнче çăмарта выртнине курсан, вăл çăмартана илмеççĕ. Сред. Юм. Ака пăтти пĕçерсен (акса пĕтерсен), пĕр чашăк пăтă, пĕр çăмарта ана çине варнă; ăна: тырри çăмарта пик тотă полтăр, тесе, варнă, тет. Ib. Çăмарта тăвас чăх пик коскаласа çӳрет, тесе, пит васкаса ниçта кайса кĕме аптраса çӳрекен çынна калаççĕ. Ib. Çăмарта панче çӳрет. Живет в яичниках (занимается по скупке яиц). N. Çăмарта çурăлса карĕ те, унăн питĕ çине сирпĕнсе хупласа илнĕ. Яйцо лопнуло и залепило ему все глаза. Н. Сунар. Çав çăмарта йăмăкин чĕри пулнă. Этем йăх. еп. пуç. кай. 4. Вăл: виçĕ мăн çăмартасем çинче ларса, пĕр ывăл, икĕ хĕр кăларнă та, çаксенчен вара этем йăхĕ пуçланса кайнă, тенĕ. Кан. Хăçан паран (отдашь)? — Автан çăмарта тусан (т. е. никогда).— Унччен тăхтамастăп.— На, эппин!.. Ядр. Çăварни лаши çăмарта пек (круглая как яйцо), çăмарта калики тăвас мар. СТИК. Çăмарта пек чăп-чăмаркка лаша. Маленькая, но аккуратная лошадка. Арзад. 1908, 42. Çăмарта сутнипе вуникĕ пуслăх тăвар илнĕ (она). || Арзад. 1908, 5З. Анне çăмарта Луккине улт çăмарта, Тимака ик хут ытларах сутнă. || Теsticuli (шулята). Шорк. Ăйăра, çăмарти ансан, кастараççĕ (это бывает в возрасте З—4 лет). Орау. Çăмарти анать, тетчĕ-çке, епле ăна салтака илнĕ пулать-ха. N. Акташ ачине çăмартинчен тапнă та, вилнĕ.

Чувашско-татарский словарь (1994)

йомырка

Этимологический словарь чувашского языка (1964)

1. «яйцо (птичье)»; 2. testiculus; АФТ, азерб., тур. юмурта, туркм. юмуртга, башк. йомортка, тат. йомырка, ног. юмыртка, кирг. жумуртка, казах. жумырмка, алт. В, ойр. дьымыртка, хак. нымырха, Замахш. йумурткажумуру «круглый», «шар»; см. чăмăр.

См. также:

çăмăр чӳк çăмăрла çăмăрт çăмçак « çăмарта » çăмарта ăшалани çăмарта çу çăмарта икелли çăмарта кĕлти çăмарта курăк

çăмарта
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150