качать, раскачивать. Хурамал. Сĕтел хушшинче урине сулласа ларсан, амăшĕ вилет, теççĕ. КС. Сĕтел хушшннче урăна сулласа ан лар: амăшĕ вилет, теççĕ. N. Эпĕ пĕчĕкçĕ чухне сĕтел хушшинче яланах урана сулласа лараттăм. Дик. леб. 50. Анчах Елиса пуçне сулла = сулла, куçĕпе пăхса, паллăсемпе кăтартса, хăй патĕнчен тухса кайма кăтартнă ăна. Йӳç. такăнт. 33. Кум, сан питӳ çинче юн пур-çке?.. — Е-е, вăл ахалех! Лаша мар-и вара — пĕррех сулласа лектерчĕ. Изамб. Т. Хăшĕ пурттине сулланă, хăшĕ тимĕр сеникне сулланă, хăшĕ çавине сулланă. Баран. 134. Умра кĕнеке тытса сулласан, çавăнтах сывлăш пите пырса çапăнать. N. † Тутар хĕрĕсем тутăр сулласа ташлаççĕ.
См. также:
сулкала сулкалан сулкалантар сулкалаш « сулла » суллакала суллан сулланкала сулланкалан суллантар