(пабак), почка; росток растения. Сред. Юм. Кĕпçен папакки тин тоха пуçланă (только начал показываться росток). Пшкрт: хы̆jар пабакки jэ̆ђӓлэ̆ ђап полза э̆ндэ̆. Тюрл. Хăяр папаккине кăларнă. Хăяр йĕппине яра пуçланă (усы). N. Кунта юр кайса пĕтрĕ, йăвăç папаккисем кӳпсе çитнĕ, халех çулчĕ çураççĕ. N. Чечексем, çулчăсем тин тухма пуçланă, папаккисем карăнса кайнă, уçăлма пуçланă.
(пабак), ребенок. В. Олг. Сёт-к. Папак, новорожденное дитя. Ib. О-ой, пĕчĕк папакне. Питушк. Апу папак тунă, сана юлташ, амакăр (= ан макăр). Сред. Юм. Пĕчик ачасĕне тепер пĕчик ача курсан: папак пур, тесе калаççе. Икково. Ван папаксем (товарищи, мальчики) выляма тохнă.
См. также:
папаçа папай Папайкки папайлă çăмăр « папак » папак пăрçи папака папаккăм папакка папакки