(jэжэ̆л'), зелень; зеленый. Хыпар № 11, 1906. Пĕр ик-виçĕ эрнерен вăл вырăна та ешĕл пусса илет. N. Курăк çине ан вырт, кĕпĕне курăк ешĕлĕ çапĕ (у тебя рубашка сделается от травы зеленою, с зел. пятнами). Шаймурз. † Тăхăнăрсам ешĕлĕ пĕтиччен. Надевайте их (перчатки) до тех пор, пока не слиняет их зеленый цвет. Баран. 5. Çаран çинче курăксем ешĕл пулса ларĕç-ши? тесе, шавлать пӳртри çын. Альш. † Ешĕлех те калпак эп тăхăнтăм, ешĕлех те хулана эп кайрăм. Чув. сборн. 144°. † Атăл çинче ешĕл машшина (пароход). Ст. Шаймурз. † Шурă Атăлпа ешĕл машшина, хумхантарать Шурă Атăл шыв(ĕ)сене. Лашм. † Унăн хуппи (ставни у окон) ешĕл сăрлă иккен. IЬ. † Хура çыру, ешĕл пичет пирĕн савни аллинче. IЬ. † Алăкăр умĕнче решетке, аллăрта ешĕл перчетке. Ау 281. † Шур-Атăлпа юхса килет ешĕл пуçлă машшина. Fontes 1. † Шур-Атăлтан юхса килет ешĕл пуçлă машшина. Образцы 45. Аллăрсенче ешĕл перчетке, ан пăрахсам ешĕлĕ пĕтиччен.
зеленеть (очень сомн.) Сл. Кузьм. 56. Çарансем çинче курăк ешĕлсе выртмасть. (Так напечатано).
(jэжэ̆л'), ежели, если. Сред. Юм. Ешĕл тепĕр пирн пахча орлă каçса çӳренине корсан, такки ôруна персе хуçап; асту вара!
См. также:
еш Еш-Пикеç Еш-Тĕп ешĕк « ешĕл » ешĕл шенкер ешĕл-сенкер ешĕл-шенкер ешĕлкке ешĕллĕх