Поиск: етес - Словарь чувашского языка

Введите слово для поиска

Область поиска:

Словарь чувашского языка

(дэс), дужка. См. йĕтес. Сред. Юм. Чăххăн малти сейник (= сенĕк) пик уйăрлакан кăкăр шăммине етес тесе калаççĕ. IЬ. Алтанăн, чăххăн кăкăрĕнче сейник (= сенĕк) пик уйăрлса тăракан шăмă пор, çавна вара иккĕн ик юппинчен тытаççĕ те, хуçаççĕ; он какайне пăртаккăн-пăртаккăн уйăрса пор пӳртри çынсĕне те валеçсе тохаççĕ; кайран вара, эрехле уйăрнă полсан, шăпа тытаççĕ те, кăш чохне эреххине çавăнтах ĕçтереççĕ, хăш чохне тепĕр чохне хăй патне чĕнсе ĕçтереççĕ; аланман ачапа хĕр уйрать полсан, кĕпесĕм тĕрлесе памалла, тотăр илсе памалла уйраççĕ. Г. Т. Тимоф. Етес ĕçеç. Пирĕн чăвашăн, чăхă пуссан, етес уйăраççĕ пĕр-пĕринпе, ашне çинĕ чух. Уйăрнă çĕрте калаçаççĕ (условливаются) «улталамалла» та «улталамалла мар». Улталамалла калаçсан, кам улталаканнийĕн япала парасси каçать; кама улталанă, çав-кăна парать вара, кампа уйăрнă çавă. Улталамалла мар калаçсан, икĕ енчен те пĕрне-пĕри япала параççĕ. Калаçаççĕ унта пĕри кĕпе парса тепĕри пушмак илсе памалла та, е пĕри кĕпе тепĕри пысăк явлăк илсе памалла та, е тата урăх мĕнне те пулсан тумалла та, е тата икĕ енчен те пĕрер сăраковушкăшар эрех илсе ĕçтермелле те, ытларах та калаçаç: темĕскер, шăнкăрав çакса, лашапа пырса, илсе каймалла та. Тупаççĕ унта калаçакансем епле пулсан тума: сĕтел айне кĕрсе ларса, юрламалла, кĕпе киллипе туртмалла, пĕр-пĕрин патне ларма çӳремелле. Çавна калаççĕ вара пирĕн чăвашăн: «етес тус» теççĕ; «етес туспа ĕçмелле», теççĕ. Етесне уйăрнă чухне, етес çумĕнче ашĕ пулать унта; çав ашне — уйăрнă çĕрте кам пур — çавсене параççĕ пĕчĕкçĕн-пĕчĕкçĕн, валеçе-валеçе. Вĕсене вара етес тӳленĕ çĕре чĕнеççĕ ĕçкине ĕçме. Çав Пукравра-мĕнте ĕçеççĕ унăн ĕçкине. Етес çамрăксем уйăраççĕ ăна, ватăраххисем те сайрахутра уйăркалаççĕ те, анчах вĕсем сахал уйăраççĕ. Çамрăксен илемлĕ вăл етес уйăрни — чăнлани. Чĕнеççĕ хай етес тусне, етес юлташĕсене. Тытăнаççе ĕçме. Хăнасене ăсатсан, тытăнаççĕ вăл тавраша. Ĕçкĕ пулать вара вăл питех те аван: етесе хытă ĕçеççĕ ăна. Пуçтарăнать унта çамрăк-кăна: пыраççĕ уйăрнă çĕрте пулманнисем те, вĕсем те илсе каяççĕ вара пĕр-пĕрин патне. Хай тытăнаççĕ юрлама, тытăнаççĕ ташлама, купăсĕ те пулсассăн. — «Етес ĕçес» теççĕ вара çавна. Унта ватă таврашĕ пулмас та çамрăксем ĕçнĕ çĕрте: хăйсене ирĕк вара вĕсене. Çӳреççĕ çапла кунĕпе пĕр-пĕрин патĕнчен тепĕрин патне кĕре-кĕре. Ӳсĕрĕлеççĕ те вара хĕрсем, пичĕ-куçĕсем хĕп-хĕрлĕ хĕретне пек пулса каяççĕ. Тытăнаççĕ вара кулма, шӳт тума. Пĕр шӳтле вăл хĕри-пăраç ĕçки. Хăйсем ӳсĕрĕнчен хăйсем кулаççĕ вара вĕсем ун пек чухне. Вăл етес ĕçнĕ çĕре пыллă сăра таврашĕ те, тутлă сăрасем тăваççĕ вĕсем кăкшăмсемпе. Этемме çавă ӳсĕртет. Етес ватăраххисем те уйăраççĕ пĕр-пĕринпе. Вĕсем «эрех ĕçмелле» — мĕнле калаçаççĕ: пулуштухшар-и, штухшар-и. Пĕр-пĕрне вара лашапа тиесе çӳресе ĕçтереç. Унта пулать вĕсен те вăййи, кулли. Тупса килеççĕ купăççине те, калама çук «аван» ĕçеççĕ. Илметума кайнă çĕрте, тăрантас çинче, ялан та минтер таврашĕ вара хăйсен. Етес туртмасан, нимĕн те пулмас, туртсан — вилсен, етес шăммине уйăраççĕ тет». Çапла калаççĕ чăвашсем, етес уйăрасси çинчен. Уйăрсан вара, епле те пулсан чăнласшăн тăрăшать. Уйăрать те, чăнлать. Чăнланă çĕрте тата тепĕрисем уйăракансем пулаç. Вĕсем вара тата кăсене «етес ĕçкине чĕнеç. Тупăнса пырать вара çапла етес ĕçӳ».

См. также:

Етĕрне-касси Етек Етек çырми етем « етес » Етиккан Етихван еткер еткерçĕ етре

етес
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org