то же, что хут, раз. Регули 348. Кирек те минче хăт кайнă полтăр, сан мĕн ĕç. || Счет (число). Ст. Яха-к. Катарччи чупакан ачасем урамра хăчĕ те çук: урамăн пĕр вĕçĕнчен пуçласа урам пĕтнĕ çĕртенех. Питушк. Укçа хăчĕ те çук, тет, юманта укçа, тет.
(хŏт), назв. божества, покровитель скота, откуда: хăтлă карта, хăтсăр карта. Б. Альмени, (Мăнял). Изванк. Хăт, хăт амăшĕ, божества, упоминаемые в „чӳклеме кĕлли“. Ой-к. Хăт, хăт амăшĕ, пăхса усра, çырлах, мăн турă, турă амăшĕ, çырлах. (Из „чӳклеме кĕлли“). См. пӳлĕхçи.
красота. Ядр. Хăт = нĕр. Кильд. Пуçăм çинче сарă тутăр, пуçăм хăтне вăл кӳрет. Шурăм-п. Урам хăчĕ килчĕ. Халĕ ĕнтĕ выльăх та, çын та урамра пур. На улице нет прежней пустоты. Сред. Юм. Ху хăтна ху ярса çӳрен çав, темĕнскерле тôмтир тăхăнса. Могонин. Хăт мĕн-ши вăл? Ак мĕн вăл. Если арлă-арăмлă çын лайăх пурнать-тĕк, хăтлă пурнать теççĕ. Если арĕм вилет, упăшки юлать, вара вăл пӳртре хăт çук теççĕ. Мĕншĕн-ха вăл? Мĕншĕн тесен вăл пӳртре тискер пурăнма, лайăх мар, çакна калаççĕ хăт тесе. Якейк., Хора-к. † Пĕр хораскер-лотраскер, çак ял хăтне ярнăскер, пирн ял хăтне кӳрес çок. В. Олг. Эпĕр тоя каймасан, тойă хачĕ килес çок. Ой-к. Уя тухсан уй хăтне пар, анкартне кĕрсен анкарти хăтне пар, киле кĕрсен кил хăтне пар. Пшкрт. † Кирех те пӳрчĕ пысăк пултăр, ултантăш çук-тăк, хăчĕ çук.
См. также:
хăсамăр хăсна хăста хăстар « Хăт » хăт-им хăтăклат хăтăл хăтăлкала хăтăлкалан