Поиск: çӳл - Словарь чувашского языка

Введите слово для поиска

Область поиска:

Словарь чувашского языка

(с’ӳл’), высь, высота, вышина. употребляется обыкновенно в косвенных падежах. С.-Устье. † Ăста кайса кĕрем-ши, пирĕн телей çанашкал: çĕре каяс — çĕр хытă, çӳле каяс — çӳл инче. Янш.-Норв. Vн чухне хĕвел чылай çӳле кайнăччĕ вара. Алик. Çакăнтан çӳле кайма инче-и? тесе итрĕ. тет; леш калат, тет: инче мар пулмалла, шаккани илтĕнет. Якейк. Хĕвел контан кон çӳле (выше и выше) хăпара пуçларĕ. Лашм. † Юрт-юрт, утçăм, юрт, утçăм, çурхи çулсем çӳле юличчен; çурхи çулсем çӳле, ай, юлсан, вĕрене тупан каять сулăнка. N. † Кушак çӳле ларсан, сивĕ-тет, теççĕ. ТХКА 20. Кирек мĕн калăр, пĕри те ман пек çӳле сикес çук эсĕр. Орау. Çималли пĕтсен çӳлелле пăхса ларăн. ТММ. Турă çӳлте, патша аякра, тетчĕç. N. Çӳлте кайăксем вĕçсе çӳреççĕ. N. Хĕвел çӳлте пулсан — уяр, аялта пулсан — çăмăр пулать, тет. N. Çӳлте ларап, кам çинчине каламастăп. (Калпак). N. Çӳлте турă, çĕрте патша, тенĕ. Кан. Сарлакăшĕ: çулте 25—30 сантиметр, тĕпĕнче 35—40 сантиметр. ГТТ. Алă çӳлте. N. Ĕлĕк çӳлтен кисе питĕ айăплатьчĕç. N. Чăркуççиран çӳлтен татнă. Отрезали повыше колен. Альш. Улача чаршав ан карăр, çӳлтен туртса ан çыхăр. Собр. Кĕркунне тăрна çӳлтен (высоко) вĕçсен, кĕр вăрăм килет, теççĕ. N. Уххи йывăçран çӳлтен (?) кайрĕ. Стрела полетела выше деревьев? || В перен. смысле. ГТТ. Шкулта лайăх отметкă илекенсем питĕ çӳлтен çӳреççĕ. Кĕвĕсем. Питех çӳлтен-çӳлтен çӳрес мар: куштан чĕрисене çурас мар. Альш. † Питех çӳлтен-çӳлтен калаçас мар: атте-анне ятне çĕртес мар. Юрк. † Ыттах çӳлтен-çӳлтен калаçма ыттах çитĕ (питĕ?) пуян ачи мар эпир. N. Çӳлтен! Так кричат лошади во время пашни. См. хĕрипе. Бур. † Вĕлтĕр-вĕлтĕр вĕçмешкĕн вĕрене çулçи мар эпир, çӳлтен-çӳлтен калаçма эпир пуян ывăлĕ-хĕрĕ мар. Сред. Юм. Çӳлтен çӳрет, тесе, хăйне хăй пысăка хоракан çынна калаççĕ. || Высокий. Этем йăх. еп. пуç. кай. 79. Ĕлĕксенче çырма шывĕ ку шăтăкран çӳлерех пулнă, çавăнпа та çырма шывĕ унта юшкăн лартса хăварнă. Альш. Хусан хулинчен çӳлерех, теççĕ ăна (о Свияге). Ст. Чек. Алă тымарĕнчен çӳлерех, чавса патнелле. N. Çӳлерех хака хурса сутасчĕ. Хотелось бы продать по более высокой цене. Изванк. Çăлтан çӳлерехре пĕр пысăк ват юман пур. N. Çӳлерехрен. Якейк. Пĕри çӳлтерехре (повыше), тепри аялтарахра тăрать. Орау. Пăр купи йăтăнса аннă та, хулне чавсаран çӳлерехрен хуçса пăрахнă, тит. Говорят, что груда льда упала на нее и переломила ей руку выше локтя. См. çӳлĕ. Якейк. Çӳл-çӳл йоман, çӳл йоман. Изванк. Çӳл-çӳл юман, çӳл юман, çӳл юманта пин куку, пин кукуран çӳл куку. N. Çӳл енчен юхса анакан шыв. N. Верхний. N. Лупашка урлă, хăма хурса, кĕпер тăваççĕ, кĕперин çӳл енне вут хураççĕ. Изамб. Т. Ул çав урамра çӳл енче пурăнат.
прием? См. пĕр çӳл. N. Ӳркӳç вăкăр пĕр çӳл чĕкĕрнĕ.

См. также:

çӳе çӳйăн çӳйĕн çӳйен « çӳл » çӳл кĕлелĕ атă çӳл кĕлет çӳл май çӳл теренĕ çӳл тӳпе

çӳл
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org