Поиск: çăв-хĕл - Словарь чувашского языка

Введите слово для поиска:    
искать только в словаре Словарь чувашского языка
[+] дополнительно

Словарь чувашского языка

сарана

назв. цветка, лилия, саранка, „царские кудри“. Я. Якушк., Ялюха М. Сарана, лилия (цветок). Ст. Чек. Сарана — раст. с желтыми корнями. Н. Седяк. Сарана тымарĕ чăмăр, ăна хăпăта-хăпăта çияççĕ (отламывается корень). Башк. Сарана, „царские кудри“, lilium martaqon. Сар илнĕрен суханне çиеççĕ. Зап. ВНО. Сарана, травянистое растение с съедобным корневищем. Рак., Кайсар. Сарана. Пысăк вăрманта ӳсет, тымарне сар ӳкнĕрен çиеççĕ. СПВВ. ИА. Çынна сар ӳксен, сарана çиес пулать. Тюрл. Сарана; тĕпĕнче çăмах пекки полать, çӳлчи çӳлĕ (как у картофеля или чеснока), нӳлекеллĕ. N. Сарана. (Говорят, что сарана дает краску). Нюш-к. Сарана пур çĕрте те ӳсмес, сайра тĕлте анчах ӳсет. Ытти курăксем пек çăра лармас, ӳссен, мăшăрăн ӳсет. Сарана тымарне çиеççĕ. Собр. Сар сарана, сарана, сарана тăрринче (вар. çинче) сар-кайăк; виççĕ тăрса кăшкăрсан, вилнĕ çынна чун кӳртет (Автан авăтни). См. хĕл-хĕлле. Н. Лебеж. Алтрăм-алтрăм — утмăл тупрăм, алтса çитсен, ылттăн тупрăм. (Сарана). Пазух. Сарă-сарă сарана, сарана нумай çин(ĕ) эпир, сарă-сарă ан тийĕр, çавăнпа сарă пулн(ă) эпир. Султангул. † Сарăлса-сарăлса ларакан сарана çулçи мар-ши вăл?

сивве кĕр

дожить до холодов. Ашше-амăшнĕ. Çапла пурăнса çу та иртсе кайнă, кĕркунне те иртнĕ, хĕл те çитнĕ, сивве те кĕнĕ.

сăвă

(сы̆вы̆), песня, песенные слова. М. Сунч. Вара хăшĕ-хăшĕ ташлаççĕ, хăшĕ-хăшĕ алă çупса сăвăсем каласа тăраççĕ. Тюрл. Сăвăллă йорла-ха (со словами). ТХКА 94. Эпĕ сăввине пĕлмен чух, çеммине (мелодия, мотив) ярăнтарса юрлатăп. Якейк. Сăвăсене поринчен ытла хĕр-ачасам йорлаççĕ улахсенче, çулла, хурсам пăхнă чух, сорăхсам панче, тата ытти çĕрте те. Сăвă; вăл туй йорри мар, çăварш йорри, салтак, ĕçкĕ йорри мар, ăна ахаль йорă теме йорать. Сăвăра ăнланмалла мар сăмахсам нумай. Сред. Юм. Сăвă; йорланă чôхне каласа йорлакан сăмахсĕне сăвă теççĕ. || Особые песни. N. сăвă. Мулахай, мулахай, мулахай мана сурăх пач. Сурăхне Атăла ятăм та, Атăл ман пулă пач(ĕ). Пуллине хурана ятăм та, хуран мана çу пач(ĕ). Çуне çурта çутрăм та, çанталăк та çуталчĕ. Выртан каска хусканчĕ, ларакан йăвăç хумханчĕ. Çĕтĕк-çатăк тимĕрçи сиксе çапать тимĕрне. Ib. Утрăм, утрăм, умма тупрăм, уммине анчăка патăм, Анчăк мана пушă пач(ĕ). Пушипе çĕре çапрăм та, çĕр мана курăк пач(ĕ). Курăкне ĕнене патăм та, ĕне мана сĕт пач(ĕ). Сĕтĕкине чăпăка (курочке) патăм, чăпăка мана матяка пач(ĕ). Матякине учаха (= вучаха) ятăм: шат! терĕ, пат! терĕ, Патăр ялне кĕрех карĕ. Ib. Мулчи, мулчи мулахай, мăн мулахай — сулахай. Çӳлте çăлтăр шуçланки, ула кайăк уттипе, симĕс кайăк сиккипе. || Стихи. N. Хĕл каçиччен эпĕ чăвашла тата пĕр тăватă пилĕк сăвă çырнă. || Мелодия песни. Альш. Елшелĕнче чăн тытăнса каланă чух икĕ сăвва килтерсе (на 2 напева?) каланине илтнĕ эпĕ. Ib. Тата эпĕ: „Пӳркелĕнче (Елшелĕнчен пĕр ултă-çичĕ çухрăм) кĕвве вуникĕ сăвва (вуникĕ тĕслĕ юрласа) кӳрсе калаççĕ“ тенине илтнĕччĕ. Турх. † Тăрин çинçе сасси пит хурлăхлă, мĕн сăвăпа юрлани илтĕнмест. N. Кĕвĕ сăввисем, юрă сăввисем. С. Айб. Хрутун, купăса алла илсен, пĕрре сĕрсе ячĕ, тет те, темиçе тĕрлĕ сăвă сассисем (гармоничные звуки) янăраса кайрĕç, тет. Тим. † Юрăра тĕрлĕ сăвă пур, сăвăра тĕрлĕ сăмах пур. Ячейк. Пире апи ĕçтерет, пирĕн сăвва илтесшĕн. Дик. леб. З8. Кăмрăк тăвакансем те ĕлĕкхи пекех юрлаççĕ; ача чух эпир çав юрă сăввипех ташлаттăмăр. Кĕвĕсем. Эй шупчăк, сарă шупчăк! Юррушĕн çеç юратмастăп эп сана: сăввушĕн те, кăмăлушĕн те юратап.

сăра чӳк

сăра чӳкĕ, назв. моленья с пивом. М. Васильев. Тюрл. Пирĕн ялта çăв-ерни умăн сăра чӳк тăваççĕ... Вăл чӳке вăлсем: турра паратпăр, тесе чӳклеççĕ. Вăлсем ăна ак çапла каласа чӳклеççĕ: кăçал кун чухлă пур, кĕнеççул кунтан та ытларах ту. Кăçал кун чухлă савăнатпăр, кĕнеççул кунтан ытларах савăнмалла ту и т. д. НТЧ. Чăвашсем хĕллехи ĕçке ĕçме пуçлаччен пĕр кун малтан яланах сăрисене чӳклесе хураççĕ. (На этом гулянье приносят в жертву по ковшу пива следующим личностям: 1) турра, 2) турă амăшне, З) Сĕвере выртакан ырра, 4) хĕвел ашшĕпе амăшне 5) çил ашшĕпе амăшне, 6) пылак парана, 7) пихампара, 8) хĕрлĕ çыра... Эсĕ хĕрлĕ çыра (назв. божества) пар...

çамлан

погибнуть. Ир. Сывл. 26, Сив хĕл иртсе çамланчĕ, ырă çуркунне куç умнче. См. çам. || То же, что çапкалан? N. Таçти çын кунта çамланса çӳрет.

çемçе

(с'эмз’э), мягкий. N. Çемçе çĕр, мягкая земля; çемçе шыв, мягкая вода. Собр. † Çинче çырма, çемçе шыв, пурçăн хуттăрне йăтаймаçт. N. Ку кĕнеке çемçе, çи хурас пуль. Рук. календ. Прокоп. Çемçерен çемçе пĕçерсе тăрсан, çемçе çăкăра нумай çиетĕн (съешь), теççĕ. || Нежный. Ёрдово. Юр кайса пĕтсен, çĕр çине çемçе, симĕс курăк шăтса тухса, хура çĕре витсе лартать. НТЧ. Çемçе чĕлхе-çăварпа сана кĕлтăватпăр. Орау. Çемçетерех калани. || Слабый, хилый, вялый. СРВВ. Т. Çынсем час-часах калаçасса пĕр тĕрлĕ калаçаççĕ, тăвасса урăх тĕрлĕ тăваççĕ, пуринчен ытла çемçерех калаçакан çынсем çапла тăваççĕ. ЧП. Кăçал илнĕ çĕнĕ çын ĕçе çемçе пулайчĕ (не выдерживает работы). N. Ĕç-хĕл тĕлĕшĕнчен наян, çемçе ан пул. Бугульм. † Ырă та кинçĕм (хĕр ячĕ), ĕçе çемçе пулминччĕ. Лашм. Ĕçе çемçе пулмин лайăхчĕ (сноха). Янтик. † Пасар кулаç — тул кулаç, варри пăшлăк пулайрĕ; йыснаçăмах çавă пур, ĕçе çемçе пулайрĕ. Ст. Чек. Çемçе ураллă, слабый, невыносливый (человек или лошадь). N. Çемçе куçли (слабый глазами) хисепĕ те çук, хăш-хăш килре çемйипе куçсăр. Календ. 1903. Сывă, таса куçлă çын чăваш хушшинче ĕлĕк сахал пулнă, хăшин пĕрте курмасть, хăшин кăшт анчах курать, çемçе куçли хисепĕ те çук. || Мягкость. Абыз. Куккăр туя кут çемçи (кăнчалаççи).

çыв

масло. НАК. Чураль-к. Çыв = çу, масло. См. çăв.

çу

(с’у), лето. См. çăв. Н. Сунар. Çапла вара виçĕ çу (кĕтӳ) пăхнă (пас стадо), виçĕ хĕл тарçăра пурăннă. Баран. 161. Кунта хĕлле пулманпа пĕрех. Çу пит вăрăм килет. Юрк. Хĕлле чипер усраса, çăва кăларнăшăн. N. Çу варринче çумăр хыççăн хăвăрт тулса ыткăнать. ЧС. Иртнĕ çура (в прошлое лето), ыраш вырма тухсан... НТЧ. Çăва тухсан (когда наступит лето), пĕр вĕçĕ картара пултăр, пĕр вĕçĕ хирте пултăр. Хĕле кĕрсен, карта тулли тăччăр (скотина. Из молснья „ĕне ырри“) N. Çын калать, тет: халĕ тупас çук уна тепĕр çусăр (до другого лета, раньше другого лета), тесе каларĕ, тет. Якейк. Хăш-хăш çура çак çырма типсе лармасть. О сохр. здор. Кирек кам та вăл ĕçе пĕр-ик-виç çура вĕренсе çитет (может выучиться за два-три лета). Н. Лебеж. † Çăва тухса килнĕ чух (при наступлении лета) эсĕ ачăна уйăран. (Хĕр йĕрри). Шăна чир. сар. 8. Çу иртнĕ çĕрелле (к концу лета), кĕркунне, тепĕр тĕрлĕ шăна тухать. Орау. Çу нумай юлмасть. 1) Лета осталось немного. 2) Мясоеда остается немного. З) Масла остается немного. Кан. Кун йышши ĕçсем çак çура (в это лето) пайтах пулкаланă. N. Çу иртрĕ. Лето прошло. N. Час ĕнтĕ çу иртет, кĕр енне кайрăмăр (дело идет к осени). Кан. Вăл çу вăхăтĕнче çеç кĕме йӳрăхлă, çуркуннепе кĕркунне сивĕ, кĕме юрăхсăр. Сред. Юм. Прахутсĕм, пĕр кĕрконне полсан, çӳреме чăрнаççĕ те, çуран-çăва (с лета до лета) çитеччинех пĕр вырăнта лараççĕ. Ib. Çуран-çу (с каждым летом) çăмăр полми полчĕ, порнан ĕмĕрте те воçех çуми полать ко çăмăр. || Весна. N. Çак çутă çу кунĕ май уйăхĕнче кунта та унта пекех тырăсем аван ешернĕ, мĕн пур вĕçен-кайăкĕ, куккусем те юрлаççĕ.

çу

(с’у), итти, падать (о снеге, дожде, граде). Якейк. Пĕре çусах хĕл ларчĕ. Сразу настала зима, раз выпал снег и не растаял. N. † Çăвас пулсан, çу, çăмăр; çумасассăн, ан хупла. Орау. Тĕтре çĕре çусан (капельками), уяр пулать, теççĕ; çӳлелле кайсан, çăмăр çăвать, тиççĕ. Анат-Кушар. Çӳлтен çуни курăнмасть, аялтан вĕçтерет. Сверху снегу не видать, только понизу метет. N. Мĕн çуни ирĕлсех пырать. || О других предметах, падающих во множестве. ГТТ. Çумăр çуии, пăр çуни, шапа çуни. N. † Çӳлтеех çăлтăр — çут çăлтăр, ылтăн-кĕмĕл пулса çăвинччĕ. N. Пăшал етри пăрлă çăмăр çунă пек çăвать. Питушк. Çӳлтен хурт çунă (дождь червей). Ib. Хурт çунă кун пулсассăн, вăрлăх кăларма юрамасть, калчана хурт çиса пĕтĕрет. N. Пулĕ çăват. Пули падают градом. || Наносить (о наносах). Икково. Окошкă омне (на подоконник) йор çунă (толтарнă лартнă). || Об изобилии. Юрк. Ĕçер-и те, тăван, çиер-и, умра тевлет çунă чухне.

çулхине

в... году, в... год. N. Виççĕр тăхăрвун улт çулхине, в триста девяносто шестом году. Н. Шинкусы. Учӳк пăттине пĕçернĕ çĕре тата ялĕпех каймаççĕ, пĕр çулхине (в один год) пĕр кĕтӳ-хунни, тепĕр çулхине (на другой год) тепĕр кĕтӳ-хунни каяççĕ. СЧЧ. Атте вилсен, çав çулхинех (в тот же год) вара, çула эпир пиллĕкĕн пĕр тăван, аттепе пĕр тăван Лукка пиччерен уйăрăлса тухрăмăр (отделились). Ала 90°. Пĕр çулхине (как-то в один год) хĕл пит сивĕ пулнă (была). Ивановка. Çав шкул лартнă çулхине, мана атте шкула, çамрăк (scr. çемрĕк) тесе, ямарĕ.

çур

çор (с’ур, с’ор), весна. N. Çур çывхарса килет. Приближается весна. Ягутли. Пуш уйăхин вуннăмĕш кунĕнче çур пуçланать. Ала 95. Мĕскĕнсен çура хирĕç (к весне) тырă-пулă пĕтет. Юрк. Вăл çур пит йĕпе çур килчĕ, çураки сухаланă вăхăтра куллен тенĕ пек çумăр çăватчĕ, анасем çинче путатчĕ. Ib. Çур иртрĕ, çăв килчĕ. Çăв иртрĕ, кĕр килчĕ. Кĕр иртрĕ, хĕл килчĕ. Хĕле кĕтĕмĕр. Орау. Çур киле пуçларĕ, çуркунне пуласшăн (хочет быть весна). N. Сĕлĕ мĕле çитĕнет çортан вара? К.-Кушки. Çур пит хĕнпе килет. Весна — поздняя. Ib. Çур вăраха пычĕ. Весна тянулась долго. Орау. Кăçал çур ир килчĕ (наступила рано). Ib. Çур кая юлать пуль кăçал (видно запоздает). Шибач. Вара вăлсам çола тохрĕçĕ. Йăванĕ калать: ну аки, тет, айта, тет, халăхсам çаран параççĕ, тет. Б. Олг. Эпĕ шохăшласа порăнтăм çортан вара кĕрччен (с весны до осени). N. Çора тохсассăн, по наступлении весны. Сред. Юм. Пĕр мăшăр атта çорконне тăхăнма пуçларăм та, çав çортан çора (с весны до весны) пĕр çола пычĕ çав. N. Çура тухрăмăр. Начинается весна. || В смысле наречня. Сĕт-к. † Ки-кик-ка-как! хор-кайăк, кĕр каять те, çор килет, эпĕр апла полмăпăр. N. † Хура чĕкеç пулам-и, хуралтă çине ларам-и? Хуралтăр çĕрет, тийĕсĕр (если выскажете), çур килĕп те, кĕр кайăп. Юрк. † Крымски çĕлĕкне чалăш лартса, кама ăсатрăн çурăн çĕрĕнче? Ăсатайрăн çурăн çĕрĕнче, йăпатайрăн çемçе чĕлхӳпе.

çăв

(-с’ы̆в), масло. См. çу. Янш.-Норв. Пăтă çине çăв хывса. Ib. Çăв çулĕпе илсе кайрăмăр, сĕт çулĕпе килсе хăвартăмăр. Ст. Шаймурз. † Ан йĕрсемех тантăш, ан сарăхай, çуннă чĕресенче çăв пулмĕ. Сред. Юм. Сан çăву, твое масло. Ыраш 18. Хĕвелĕ вара, çăвах кăларасшăн пулмалла, хĕртет.

çăв куçĕ

то же, что çу куçĕ. С. Тим. Пĕр чашăкĕ йĕри-тавра çынсерен пĕрер кашăк чиксе, варине çăв куçĕ туса, çăв пит нумай яраççĕ.

çăв-хĕл

круглый год. КС. Сред. Юм. Çăвĕн-хĕлĕн (все лето и зиму) киле тавăрнмасăр порнать. Аттик. Эпир сана (покойника) çăвĕн-ĕлхĕн асăнатпăр, эсĕ те пире ан пăрах.

çăв

неизв. сл. Отсюда: çăв-чăваш.

çăв-чăваш

некрещенные чуваши. См. çу-чăваш. Козыльяр. Çăв чăнаш — тĕне кĕмен чăваш, таса чăваш.

См. также:

çăв çăв куçĕ çăв тупанĕ çăв уйăхĕ « çăв-хĕл » çăв-чăваш çăв-шур çăва çăва йопи çăва карти

çăв-хĕл
Свойства слова не указаны
 
Хыпарсем

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org